Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

КАЛАҪУ ПУҪЛӐР

3-МӖШ УРОК

Ырӑ пулӑр

Ырӑ пулӑр

Библири принцип: «Юрату... ырӑ» (1 Кор. 13:4).

Иисус мӗн тунӑ?

1. ВИДЕО пӑхӑр е Иоанн 9:1—7 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1.   а) Иисус чи малтан мӗн тунӑ: суккӑр ҫынна сыватнӑ-и е ӑна ырӑ хыпар каласа пама пуҫланӑ-и? (Иоанн 9:35—38 пӑхӑр.)

  2.  ӑ) Эсир мӗнле шутлатӑр, мӗншӗн ҫав ҫын ҫавӑн хыҫҫӑн ырӑ хыпара итлеме хатӗр пулнӑ?

Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Ҫын эпир хӑйӗнпе ырӑ пулнине курать пулсан, унӑн пире итлеме ытларах кӑмӑл пулӗ.

Иисусран тӗслӗх илӗр

3. Ҫынна хӗрхенӗр тата ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр. Ҫын мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

  1.   а) Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Мӗн пирки пӑшӑрханать-ши вӑл? Ӑна мӗн интереслӗ пулнӑ пулӗччӗ тата мӗн пулӑшнӑ пулӗччӗ?» Ҫапла эсир ҫынпа ырӑ пулнине кӑтартатӑр.

  2.  ӑ) Ҫынна тимлӗ итлӗр, ҫапла эсир вӑл мӗн калани сирӗншӗн пурпӗрех пулманнине кӑтартатӑр. Вӑл хӑйӗн туйӑмӗсем е хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен каласа парать пулсан, калаҫӑва урӑх еннелле пӑрса ан ярӑр.

4. Ыррӑн та хисеплӗн калаҫӑр. Ҫын эсир хӑйне хӗрхеннипе хӗрхенменнине тата пулӑшасшӑн пулнипе пулманнине туять. Ҫавӑнпа та мӗн тата мӗнле каламалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр тата кӳрентерме пултаракан сӑмахсем каласран сыхланӑр.

5. Пулӑшма хатӗр пулӑр. Ҫынна пулӑшмалли мӗнле майсем пурри ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, пирӗн ырӑ ӗҫсене кура ҫын пирӗнпе калаҫас тейӗ.

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР