Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

КАЛАҪУ ПУҪЛӐР

4-МӖШ УРОК

Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр

Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр

Библири принцип: «Хӑвӑра кӗҫӗне хурса ыттисене хӑвӑртан асла хурӑр» (Флп. 2:3).

Павел мӗн тунӑ?

1. ВИДЕО пӑхӑр е Апостолсен ӗҫӗсем 26:2, 3 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1.   а) Агриппа патшапа калаҫнӑ чухне Павел хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ?

  2.  ӑ) Павел хӑйӗн ҫине тимлеттерес вырӑнне Иегова ҫине тата Сӑваплӑ Ҫыру ҫине мӗнле тимлеттернӗ? (Апостолсен ӗҫӗсем 26:22 пӑхӑр.)

Павелран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Эпир ҫынпа хамӑра кӗҫӗне хурса тата хисеплӗн калаҫатпӑр пулсан, унӑн пире итлес кӑмӑл ытларах пулӗ.

Павелран тӗслӗх илӗр

3. Ҫынпа хисеплӗн калаҫӑр. Хӑвӑра пурне те пӗлекен ҫын пек ан тытӑр, ыттисене вара нимӗн те пӗлмен ҫынсем пек ан кӑтартӑр.

4. Эсир мӗне вӗрентни Библирен пулнине кӑтартӑр. Библире ҫын чӗрине хускатма пултаракан шухӑшсем пур. Эпир Библипе усӑ куратпӑр пулсан, ҫыннӑн ӗненӗвӗ пирӗн сӑмахсем ҫинче мар, Турӑ Сӑмахӗ ҫинче никӗсленӗ.

5. Йӑваш пулӑр. Хӑвӑрӑнни ҫинче ан тӑрӑр тата ҫынпа ан тавлашӑр. Яланах лӑпкӑ пулӑр тата хӑҫан калаҫма чарӑнмаллине пӗлӗр — ҫапла тунипе эсир хӑвӑра кӗҫӗне хунине кӑтартатӑр (Ытар. 17:14; Тит 3:2). Эпир йӑвашшӑн калаҫатпӑр пулсан, тен, тепрехинче ҫын пире итлес тейӗ.

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР