Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

КАЛАҪУ ПУҪЛӐР

5-МӖШ УРОК

Хӑвӑра хисеплӗн тытӑр

Хӑвӑра хисеплӗн тытӑр

Библири принцип: «Сирӗн сӑмахсем... яланах кӑмӑллӑ пулччӑр» (Кол. 4:6).

Павел мӗн тунӑ?

1. ВИДЕО пӑхӑр е Апостолсен ӗҫӗсем 17:22, 23 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1.   а) Павел Афинӑра йӗрӗхсене курсан хӑйне мӗнле туйнӑ? (Апостолсен ӗҫӗсем 17:16 пӑхӑр.)

  2.  ӑ) Афина ҫыннисене айӑплас вырӑнне Павел, вӗсем мӗне ӗненнине шута илсе, вӗсене ырӑ хыпара хисеплӗн мӗнле каласа панӑ?

Павелран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Эпир мӗн, мӗнле тата хӑҫан каламалли ҫинчен тӗплӗн шутлатпӑр пулсан, ҫынсен пире итлес кӑмӑл ытларах пулӗ.

Павелран тӗслӗх илӗр

3. Мӗн каламалли ҫинчен тӗплӗн шутлӑр. Сӑмахран, христиан тӗнне тытса тӑман ҫынпа калаҫнӑ чухне тӳррӗн Библи е Иисус Христос тени лайӑхах мар пулнӑ пулӗччӗ.

4. Ҫынна тӳрлетме ан васкӑр. Ҫынна хӑйӗн шухӑшӗсене калама парӑр. Вӑл мӗн калани Библие хирӗҫлет пулсан, унпа тем пек тавлашас килсен те ан тавлашӑр (Иак. 1:19). Ӑна тимлӗ итлӗр, вара эсир вӑл мӗне ӗненнине тата мӗншӗн ҫавна ӗненнине пӗлме пултаратӑр (Ытар. 20:5).

5. Вырӑнлӑ пулсан, ҫынпа килӗшӗр тата ӑна мухтаса илӗр. Ялан тенӗ пекех, ҫынсем хӑйсем мӗне ӗненнине тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ. Эсир иксӗр мӗнпе килӗшетӗр, ҫавӑн ҫинчен калаҫӑр. Унтан вара ҫынна Библи мӗне вӗрентнине ӑнланма пулӑшӑр.

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР