Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

КАЛАҪУ ПУҪЛӐР

6-МӖШ УРОК

Хӑюлӑх

Хӑюлӑх

Библири принцип: «Турӑ пире хӑйӗн ырӑ хыпарне пӗлтерме хӑюлӑх пачӗ» (1 Фес. 2:2).

Иисус мӗн тунӑ?

1. ВИДЕО пӑхӑр е Лука 19:1—7 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1.   а) Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсем Закхейран ютшӑннӑ?

  2.  ӑ) Иисуса унпа калаҫма мӗн хавхалантарнӑ?

Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Тӗрлӗ ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерме хӑюлӑх кирлӗ.

Иисусран тӗслӗх илӗр

3. Иеговӑна шанӑр. Турӑ Иисуса святой сывлӑш панӑ, ҫавӑнпа вӑл ырӑ хыпара хӑюллӑн пӗлтерме пултарнӑ. Иегова сире те ҫав сывлӑша пама пултарать (Матф. 10:19, 20; Лука 4:18). Сӑваплӑ ӗҫре эсир кампа та пулин калаҫу пуҫлама хӑратӑр пулсан, кӗлӗре Иеговӑран хӑюлӑх пама ыйтӑр (Ап. ӗҫ. 4:29).

4. Ҫынна камне кура ан уйӑрӑр. Ҫыннӑн ҫи-пуҫне, вӑл обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине, пуян пулнине, мӗнле пурӑннине е мӗне ӗненнине кура эпир унпа калаҫу пуҫлама хӑрама пултаратпӑр. Анчах та ҫакна асра тытӑр:

  1.   а) Иеговӑпа Иисус ҫын чӗрине кураҫҫӗ, эпир вара ҫавна тума пултараймастпӑр.

  2.  ӑ) Ҫак ҫын Иеговӑн хӗрхенӗвне тивӗҫлӗ мар тесе шутламалла мар.

5. Хӑюллӑ пулӑр, ҫав вӑхӑтрах хӑвӑра хисеплӗн тытӑр тата асӑрхануллӑ пулӑр (Матф. 10:16). Ҫынпа ан тавлашӑр. Ҫын сире итлесшӗн мар пулсан е пӗр-пӗр хӑрушлӑх сиксе тухма пултарать пек туйӑнать пулсан, калаҫӑва сӑпайлӑн вӗҫлӗр (Ытар. 17:14).

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР