Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ИНТЕРЕСА АТАЛАНТАРӐР

8-МӖШ УРОК

Тӳсӗмлӗх

Тӳсӗмлӗх

Библири принцип: «Юрату тӳсӗмлӗ» (1 Кор. 13:4).

Иисус мӗн тунӑ?

1. ВИДЕО пӑхӑр е Иоанн 7:3—5 тата 1 Коринф 15:3, 4, 7 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1.   а) Иисусӑн шӑллӗсем вӑл калакан хыпар ҫине чи малтан мӗнле пӑхнӑ?

  2.  ӑ) Иисус хӑйӗн Иаков шӑллӗне малалла та пулӑшни мӗнрен курӑнать?

Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла, мӗншӗн тесен хӑш-пӗр ҫынсене ырӑ хыпара йышӑнма нумайтарах вӑхӑт кирлӗ.

Иисусран тӗслӗх илӗр

3. Тӗрлӗ меслетсемпе усӑ курса пӑхӑр. Ҫын Библи вӗренме тӳрех килӗшмерӗ пулсан, ӑна ҫавна тума хистеме кирлӗ мар. Ҫынна Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине тата ҫакӑ мӗнле усӑ панине ӑнланма пулӑшас тесе майлӑ вӑхӑтра ҫавӑн ҫинчен калакан статьясене е видеосене кӑтартӑр.

4. Пӗр ҫынна тепринпе ан танлаштарӑр. Кашни ҫын хӑйне евӗрлӗ. Сирӗн ҫемьери ҫын е эсир Библи ҫинчен кампа калаҫатӑр, ҫавӑ Библи вӗренме килӗшмест пулсан е Библири пӗр-пӗр вӗрентӗве йышӑнасшӑн мар пулсан, мӗншӗн вӑл хӑйне ҫавӑн пек тытни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, уншӑн пӗр-пӗр тӗн вӗрентӗвӗ хаклӑ? Е, тен, ӑна тӑван-хурӑнташӗсем е кӳршисем ҫавна тума чараҫҫӗ? Ҫакна асра тытӑр: ҫынна эсир каланӑ сӑмахсене ӑнланса илме тата Библири чӑнлӑха хаклама пуҫлама вӑхӑт кирлӗ.

5. Пулӑшу пирки кӗлтӑвӑр. Иеговӑран тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ пулма тата хӑвӑра хисеплӗн тытма пулӑшсам тесе ыйтӑр. Ҫавӑн пекех ҫын чӑнлӑхпа интересленнипе интересленменнине тата ун патне кайса ҫӳреме кирлипе кирлӗ маррине курма пулӑшсам тесе ыйтӑр (1 Кор. 9:26).