Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ ХЫҪСӐМАХ

«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе усӑ курса Библи вӗренӗвне мӗнле ирттермелле?

«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе усӑ курса Библи вӗренӗвне мӗнле ирттермелле?

«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекене хатӗрленӗ чухне тӑвансем ҫав кӗнекери уроксене мӗнле йӗркелесе тухмаллине тата вӗсене мӗнле информаци кӗртмеллине пӗлес тесе нумай кӗлтунӑ тата нумай тӗпченӗ. Аяларах илсе панӑ канашсем сире Библи вӗренӗвне лайӑхрах ирттерме пулӑшӗҫ.

Библи вӗренӗвне пуҫлас умӗн

  1. 1. Тӗплӗн хатӗрленӗр. Хатӗрленнӗ чухне вӗренекене мӗн кирли ҫинчен, вӑл мӗне ӗненни ҫинчен тата унӑн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен шухӑшлӑр. Ӑна кӗнекери хӑш шухӑша ӑнланма е пурнӑҫра тытса тӑма йывӑр пулма пултарнине курма тӑрӑшӑр. «Тӗпчемелли» текен рамкӑри материал вӗренекене хӑш енчен усӑ пама пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр тата, кирлӗ пулсан, вӗсемпе усӑ курма хатӗр пулӑр.

Библи вӗренӗвне ирттернӗ чухне

  1. 2. Вӗренекен хирӗҫ мар пулсан, вӗренме пуҫлас умӗн тата вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн кӗлтӑвӑр.

  2. 3. Нумай ан калаҫӑр. Кӗнекери материала тытса пырӑр тата вӗренекене хӑйӗн шухӑшне калама парӑр.

  3. 4. Кӗнекен ҫӗнӗ пайне пуҫланӑ чухне ҫав пайӗн тӗллевне вулӑр тата темиҫе урокӑн ячӗсем ҫине тимлеттерӗр.

  4. 5. Кӗнекен пӗр пайне пӗтерсен, вӗренекене мӗн вӗреннине астуса юлма пулӑшас тесе вӗреннине аса илмелли ыйтусене парӑр.

  5. 6. Кашни урока вӗреннӗ чухне:

    1. а) Урокӑн малтанхи пайӗнчи абзацсене вулӑр.

    2. ӑ) «Вулӑр» тесе палӑртнӑ пур сӑвӑ йӗркине те вуласа тухӑр.

    3. б) Кирлӗ пулсан, абзацра илсе панӑ ытти сӑвӑ йӗркисене те вулӑр.

    4. в) «Пӑхӑр» тесе палӑртнӑ пур видеона та пӑхӑр (пӑхма май пур пулсан).

    5. г) Вӗренекене урокра илсе панӑ пур ыйтӑва та парӑр.

    6. д) Вӗренекене «Нумайрах пӗлӗр» текен пайӗнчи ӳкерчӗксем ҫине пӑхма тата вӗсене ӑнлантарса пама ыйтӑр.

    7. е) Вӗренекене хӑй мӗнле ҫитӗнӳсем тунине курма пулӑшас тесе «Манӑн тӗллевсем» текен рамкӑпа усӑ курӑр. Ӑна рамкӑра илсе панӑ тӗллеве е ытти тӗллевсене хӑйӗн умне лартма хавхалантарӑр.

    8. ё) Вӗренекенрен урока хӑтӗрленнӗ чухне «Тӗпчемелли» текен рамкӑра сана уйрӑмах мӗн килӗшрӗ тесе ыйтӑр.

    9. ӗ) Пӗрре ларса пӗр урока вӗренсе пӗтерме тӑрӑшӑр.

Библи вӗренӗвӗ хыҫҫӑн

  1. 7. Вӗренекен ҫинчен малалла шухӑшлӑр. Кӗлӗре Иеговӑран вӗренекен вӑй хунине пиллесем тесе ыйтӑр. Ҫавӑн пекех вӗренекене мӗнле пулӑшмаллине курас тесе ӑслӑлӑх пама ыйтӑр.