Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӗр кӗтӳ тата пӗр кӗтӳҫӗ

Пӗр кӗтӳ тата пӗр кӗтӳҫӗ

Пӗр кӗтӳ тата пӗр кӗтӳҫӗ

«Эсир те, Ман хыҫӑмран ҫӳрекенсем, Израилӗн вуникӗ ӑруне сут тумашкӑн вуникӗ аслӑ вырӑна ларатӑр» (МАТФ. 19:28).

1. Иегова хӑйне Авраам ӑрӑвӗпе мӗнле тытнӑ тата мӗншӗн ҫакӑ вӑл ытти халӑхсене ним вырӑнне те хуманнине пӗлтермест?

 ИЕГОВА Авраама юратнӑ, ҫавӑнпа та Вӑл унӑн ӑрӑвне чунтан парӑнса юратнине кӑтартнӑ. Вӑл 15 ӗмӗр ытла Израиль халӑхне, Авраамран пулса кайнӑскерне, хӑй валли суйласа илнӗ халӑх тесе шутланӑ. (Саккуна астутарни 7:6 вуласа пар.) Ҫакӑ Иегова ытти халӑхсене ним вырӑнне те хуманнине пӗлтерет-и? Ҫук. Вӑл вӑхӑтра Израиль ҫынни пулман ҫынсем, Иеговӑна пуҫҫапса пурӑнас текенсем, унӑн ятарлӑ халӑхӗпе пӗрлешме пултарнӑ. Иудаизм тӗнне тытса тӑма пуҫланӑ ҫав ҫынсем, е прозелитсем, Туррӑн халӑхӗ шутне кӗнӗ. Израиль ҫыннисен, вӗсене тӑван вырӑнне хурса, хӑйсене вӗсемпе лайӑх тытмалла пулнӑ (Лев. 19:33, 34). Прозелитсен, ҫавӑн пекех, Иеговӑн пур законне те тытса пурӑнмалла пулнӑ (Лев. 24:22).

2. Иисус мӗнле тӗлӗнтерекен сӑмахсем каланӑ тата ҫакӑ мӗнле ыйтусем кӑларса тӑратать?

2 Анчах Иисус хӑй пурӑннӑ вӑхӑтри иудейсене тӗлӗнтерекен сӑмахсем каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне сиртен туртса илӗҫ те ӑна усӑ кӳрекен халӑха парӗҫ» (Матф. 21:43). Кам ҫав ҫӗнӗ халӑх пулса тӑнӑ тата ҫак улшӑну паян пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑрать?

Ҫӗнӗ халӑх

3, 4. а) Петр апостол ҫав ҫӗнӗ халӑх кам пулни ҫинчен мӗнле ӑнлантарса панӑ? ӑ) Ҫав ҫӗнӗ халӑх камсенчен тӑрать?

3 Петр апостол ҫав ҫӗнӗ халӑх кам пулни ҫинчен питӗ уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Вӑл пӗрле ӗненекен христиансем патне ҫырнӑ: «Эсир суйласа илнӗ йӑх, патша пек священниксем, таса халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем; хӑвӑра тӗттӗмрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма суйласа илнӗ сире» (1 Пет. 2:9). Малтанах каласа хунӑ пекех, Иисуса Мессия вырӑнне хурса йышӑнакан еврейсем ҫав ҫӗнӗ халӑх шутне кӗрекенсенчен пӗрремӗшӗсем пулса тӑнӑ (Дан. 9:27а; Матф. 10:6). Каярахпа израильтянсем пулманнисенчен нумайӑшӗ ҫав халӑх шутне кӗнӗ. Ҫавна Петр каланӑ ҫак сӑмахсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ: «Ӗлӗк эсир халӑх та марччӗ, халӗ Турӑ халӑхӗ пултӑр» (1 Пет. 2:10).

4 Петр кунта камсем пирки калать? Хӑйӗн ҫырӑвне вӑл ҫапла пуҫлать: «Иисус Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнипе Вӑл [Турӑ] пире ҫӗнӗрен ҫуратса, хамӑр валли пӗлӗт ҫинче упранса тӑракан ҫӗрми, таса, иксӗлми пурӑлӑх илессине иккӗленмесӗр ӗмӗтленсе тӑма панӑ» (1 Пет. 1:3, 4). Апла пулсан, ҫак ҫӗнӗ халӑх святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансенчен тӑрать, вӗсен — пӗлӗт ҫинче пурӑнмалли шанчӑк. Вӗсем «Туррӑн Израилӗ» (Гал. 6:16). Иоанн апостол, хӑйне панӑ пӗр курӑнура, «Туррӑн Израилӗн» шучӗ пӗтӗмпе 144 000 пулнине курнӑ. Вӗсем «священниксем» пулса «Унпа [Иисуспа] пин ҫул патшара ларччӑр» тесе вӗсене «ҫынсем хушшинчен Турӑпа Путек валли чӑн малтан ҫӑлса илнӗ» (Апок. 5:10; 7:4; 14:1, 4; 20:6; Иак. 1:18).

Вӗсен шутне урӑх кам та пулин кӗрет-и?

5. а) «Туррӑн Израилӗ» текен сӑмахсем камсене пӗлтереҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн «Израиль» текен ятӑн пӗлтерӗшӗ анлӑ?

5 Галатия 6:16-мӗш сӑвӑ йӗркинчи «Туррӑн Израилӗ» текен сӑмахсем святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене кӑна пӗлтереҫҫӗ. Анчах та, Библире Израиль халӑхӗ христиансене, святой сывлӑш урлӑ суйласа лартманнисене, сӑнласа паракан тӗслӗхсем пур-и? Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсене каланӑ сӑмахсенче ҫав ыйтӑвӑн хуравне тупма пулать: «Мана Аттем Патшалӑх панӑ пек, Эпӗ те сире Патшалӑх парса хӑваратӑп: Манӑн Патшалӑхӑмра, Ман сӗтелӗм хушшинче ӗҫӗр те, ҫийӗр те, Израилӗн вуникӗ ӑруне сут тумашкӑн, аслӑ вырӑна ларӑр» (Лука 22:28—30). Ҫакӑ вара «пулас тӗнчере», урӑхла каласан, Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пулать. (Матфей 19:28 вуласа пар.)

6, 7. Матфей 19:28 тата Лука 22:30-мӗш сӑвӑ йӗркисенче «Израилӗн вуникӗ ӑрӑвӗ» текен сӑмахсем камсене пӗлтереҫҫӗ?

6 Пин ҫулхи Патшалӑх ертсе пынӑ вӑхӑтра 144 000-ӗшӗ пӗлӗтре патшасем, священниксем тата судьясем пулса ӗҫлӗҫ (Апок. 20:4). Вӗсем камсене суд тӑвӗҫ тата патшасем пулса камсене тытса тӑрӗҫ? Матфей 19:28 тата Лука 22:30-мӗш сӑвӑ йӗркисенче вӗсем «Израилӗн вуникӗ ӑруне» суд тӑвӗҫ тенӗ. Ҫав сӑвӑ йӗркисенчи «Израилӗн вуникӗ ӑрӑвӗ» камсене пӗлтерет? Ҫӗр ҫинче пурӑнма камӑн шанчӑк пур, ҫавсене пурне те — Иисус панӑ парнене ӗненекенсене, анчах та патшасемпе священниксен ушкӑнне кӗменнисене. (Левий ӑрӑвӗ Израиль халӑхӗн 12 ӑрӑвӗ шутне кӗмен.) Ҫав сӑвӑ йӗркисенче каланӑ Израилӗн 12 ӑрӑвӗ вӑл — камсем 144 000-шӗ священник пулса ӗҫленинчен усӑ илӗҫ, ҫавсем. Священниксем шутне кӗмен ҫынсем те Туррӑн халӑхӗ шутланаҫҫӗ, Турӑ вара вӗсене юратать тата хапӑл туса йышӑнать. Ҫавӑнпа та вӗсене Туррӑн авалхи халӑхӗпе танлаштарни вырӑнлӑ.

7 Унсӑр пуҫне, Иоанн апостол Туррӑн Израилӗн 144 000-ӗшне, пысӑк хуйхӑ умӗн юлашки пичет лартнӑскерсене, курнӑ хыҫҫӑн, «пур халӑхран» тухнӑ, шутласа кӑларма ҫук «темӗн чухлӗ этем» те курнӑ (Апок. 7:9). Вӗсем пысӑк хуйха пурӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗнче пурӑнӗҫ. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисем миллиарчӗ-миллиарчӗпе вӗсемпе пӗрлешӗҫ. Вӗсем пурте — Иисуспа унӑн 144 000 патши суд тӑвакан «Израилӗн [сӑнарлӑ] вуникӗ ӑрӑвӗ» шутне кӗрӗҫ (Апост. ӗҫ. 17:31; 24:15; Апок. 20:12).

8. Ҫулталӑкра пӗрре килекен Тасалмалли кун текен уявра пулса иртнӗ ӗҫсем 144 000-ӗшпе этемлӗх хушшинчи хутшӑнусене мӗнле майпа сӑнарласа параҫҫӗ?

8 Ҫулталӑкра пӗрре килекен Тасалмалли кун текен уявра пулса иртнӗ ӗҫсем 144 000-ӗшпе этемлӗх хушшинчи хутшӑнусене сӑнарласа параҫҫӗ (Лев. 16:6—10). Чи аслӑ священникӑн пуринчен малтан хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн тата «хӑйӗн килӗн» ҫылӑхӗсемшӗн вӑкӑра парне кӳмелле пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иисус, хӑйӗн парнине чи малтан хӑйӗн килӗнчисемшӗн, урӑхла каласан, хӑйне пӑхӑнса тӑракан священниксемшӗн — камсем унпа пӗрле малашлӑхра пӗлӗтре ӗҫлесе тӑрӗҫ, ҫавсемшӗн — панӑ. Ҫавӑн пекех ӗлӗк-авал, Тасалмалли кун уявӗнче, ытти Израиль ҫыннисен ҫылӑхӗсемшӗн икӗ качака таки панӑ. Ҫакӑ вара священниксен ӑрӑвӗ 144 000-ӗшне пӗлтерет, ытти Израиль ҫыннисем вара — ҫӗр ҫинче пурӑнма камӑн шанчӑк пур, ҫавсене пурне те. Ҫавӑн пек усӑ курни Матфей 19:28-мӗш сӑвӑ йӗркинчи «Израилӗн вуникӗ ӑрӑвӗ» текен сӑмахсем Иисуса пӑхӑнса тӑракан священниксемпе, сывлӑшпа ҫуралнӑскерсемпе, мар, ыттисемпе пуринпе те, Иисус панӑ парнене ӗненекенсемпе, ҫыхӑннине кӑтартса параҫҫӗ *.

9. Иезекииль кӗнекинче храм ҫинчен калакан курӑнура священниксем камсене кӑтартса параҫҫӗ тата священник ӑрӑвӗнчен тухман израильтянсем камсене пӗлтереҫҫӗ?

9 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Иезекииль пророка курӑну панӑ пулнӑ, унта вӑл Иеговӑн храмне тӗпӗ-йӗрӗпе кӑтартса панине курнӑ (Иез., 40—48 сып.). Ҫав курӑнура священниксем, халӑха мӗн тумаллине кӑтартса тӑрса, ун валли Иеговӑран канаш илсе халӑха тӳрлетсе тӑрса храмра ӗҫлесе тӑнӑ (Иез. 44:23—31). Ҫав курӑнурах пророк тӗрлӗ ӑруран тухнӑ ҫынсем Турра пуҫҫапма тата парнесем кӳме килнине курать (Иез. 45:16, 17). Ҫакӑнта священниксем святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнисене кӑтартса параҫҫӗ, священниксен ӑрӑвӗнчен тухман израильтянсем вара ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пур ҫынсене пӗлтереҫҫӗ. Ҫав курӑну — ҫак икӗ ушкӑн пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленине тата священниксен ушкӑнӗ, Турра тӗрӗс пуҫҫапас тӗлӗшрен ертсе пырассине хӑйӗн ҫине илнине палӑртать.

10, 11. а) Иисус каланӑ мӗнле сӑмахсем пурнӑҫланса пыни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетеҫҫӗ? ӑ) Урӑх сурӑхсем тӗлӗшӗнчен мӗнле ыйту сиксе тухать?

10 Иисус «урӑх сурӑхсем» ҫинчен, вӗсем святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсен «пӗчӗк кӗтӗвӗпе» пӗр «картаран» мар тенӗ (Иоан. 10:16; Лука 12:32). Вӑл каланӑ: «Манӑн вӗсене те илсе килмелле: вӗсем те Ман сасса илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ». Ҫак сӑмахсем пурнӑҫланса пыни ӗненӗве калама ҫук вӑйлӑ ҫирӗплетет! Ҫынсен икӗ ушкӑнӗ Турра пӗрле пуҫҫапса пурӑнаҫҫӗ — святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнисен пӗчӗк ушкӑнӗпе урӑх сурӑхсен темӗн чухлӗ этемӗ. (Захария 8:23 вуласа пар.) Урӑх сурӑхсем сӑнарлӑ храмӑн шалти картишӗнче мар пулин те, вӗсем тулти картишӗнче ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.

11 Анчах израильтянсем, священник маррисем, хӑш-пӗр чухне урӑх сурӑхсене сӑнласа параҫҫӗ пулсан, ҫӗр ҫинче пурӑнма камсен шанчӑк пур, ҫавсен Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗнче символсене тутанса пӑхмалла мар-и вара? Халӗ вара ҫак ыйтӑва пӑхса тухар.

Ҫӗнӗ килӗшӳ

12. Иегова мӗнле ҫӗнӗ йӗрке пирки малтанах каласа хунӑ?

12 Иегова хӑйӗн халӑхӗ валли ҫӗнӗ йӗрке пулать тесе малтанах каласа хунӑ: «Акӑ, ҫав кунсем хыҫҫӑн эпӗ Израиль ҫурчӗпе тӑвас килӗшӳ... Вӗсен ӑшне хамӑн закона хывӑп тата ӑна вӗсен чӗрисем ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем вара манӑн халӑхӑм пулӗҫ» (Иер. 31:31—33, ҪТ). Ҫак ҫӗнӗ килӗшӳ урлӑ Иегова Авраама сӑмах пани питӗ чаплӑ майпа пурнӑҫланмалла пулнӑ. (Пултарни 22:18 вуласа пар.)

13, 14. а) Ҫӗнӗ килӗшӗве хутшӑнакансем камсем вӗсем? ӑ) Унран камсем усӑ илсе тӑраҫҫӗ тата ҫав ҫӗнӗ килӗшӗве вӗсем мӗнле пурнӑҫласа тӑраҫҫӗ?

13 Иисус, хӑй вилес умӗнхи каҫ: «Ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Сӑмах [«килӗшӳ», ҪТ]»,— тенӗ чухне ҫав ҫӗнӗ килӗшӳ пирки каланӑ (Лука 22:20; 1 Кор. 11:25). Ҫак килӗшӗве пур христианпа та тунӑ-и? Ҫук. Христосӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем кӑна, ҫав каҫ куркаран ӗҫекен апостолсем пекех, ҫав килӗшӗве хутшӑнакансем пулаҫҫӗ *. Иисус, вӗсемпе пӗрле хӑйӗн Патшалӑхӗнче патша пулса ертсе пырасси пирки, тата тепӗр килӗшӳ тунӑ (Лука 22:28—30). Вӗсем Иисуспа пӗрле унӑн Патшалӑхӗнче пулӗҫ (Лука 22:15, 16).

14 Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче камсем пурӑнӗҫ, ҫав ҫынсем пирки мӗн калама пулать? Вӗсем ҫак ҫӗнӗ килӗшӳрен усӑ илсе тӑраҫҫӗ (Гал. 3:8, 9). Ҫав килӗшӗве хутшӑнмаҫҫӗ пулин те, вӗсем, Исаия пророкла каланинчи пекех, ҫав килӗшӳре мӗн каланине тытса тӑраҫҫӗ: «Ют халӑх ҫыннисене, Иеговӑпа — уншӑн ӗҫлесе тӑрас, Иеговӑн ятне юратас тата унӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑрас тесе — пӗрлешнисене, кам шӑматкуна, ӑна ирсӗрлетес мар тесе, тытса тӑрать тата манӑн килӗшӗве пурнӑҫласа тӑрать, ҫавсене пурне те эпӗ хамӑн сӑваплӑ ту ҫине илсе пырӑп, вара вӗсем манӑн кӗлӗ ҫуртӗнче савӑнӗҫ». Ҫакӑн хыҫҫӑн Иегова калать: «Вӗт манӑн ҫурт пирки пур халӑхсемшӗн те кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» (Ис. 56:6, 7, ҪТ).

Символсене камӑн тутанса пӑхмалла?

15, 16. а) Павел апостол ҫӗнӗ килӗшӗве хутшӑннине мӗн илессипе ҫыхӑнтарнӑ? ӑ) Мӗншӗн ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пур ҫынсен Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗнче символсене тутанма кирлӗ мар?

15 Камсемпе ҫӗнӗ килӗшӳ тунӑ, ҫавсен «таса пӳлӗме кӗме ӗмӗтӗмӗр [«хӑюлӑх», ҪТ] пур». (Еврейсем 10:15—20 вуласа пар.) Вӗсем «кисренми патшалӑх» илеҫҫӗ (Евр. 12:28). Апла пулсан, пӗлӗтре Иисуспа пӗрле патшасемпе священниксем пулакансен кӑна ҫав «куркаран» ӗҫмелле — ҫав курка ҫӗнӗ килӗшӗве пӗлтерет. Ҫӗнӗ килӗшӗве хутшӑнакансене, Путек валли арӑм тӑвас тесе, качча пама ҫураҫнӑ (2 Кор. 11:2; Апок. 21:2, 9). Ыттисем, Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне кашни ҫул ҫӳрекенсем, символсене тутанмаҫҫӗ, анчах унта мӗн пулса иртнине хисеплӗн сӑнаса тӑраҫҫӗ.

16 Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пур ҫынсем Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗнче символсене тутанманни ҫинчен Павел та пире ӑнланма пулӑшать. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене вӑл каланӑ: «Эсир ҫав ҫӑкӑра ҫинӗ чух, ҫав куркана ӗҫнӗ чух кирек хӑҫан та Ҫӑлакан киличченех Вӑл вилнине пӗлтеретӗр» (1 Кор. 11:26). Хӑҫан Ҫӑлакан «килет»? Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ ҫураҫнӑ хӗрӗн ушкӑнӗнчи юлашкине вӗсен пӗлӗтри ҫуртне илсе кайма килсен (Иоан. 14:2, 3). Паллах, ҫулталӑкра пӗрре килекен Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне пӗр вӗҫӗмсӗр паллӑ тумӗҫ. Хӗрарӑм йӑхӗн «юлашкийӗсем», халӗ те ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем, пӗлӗтре пурӑнмалли шанчӑка туяничченех Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗнчи символсене тутанса тӑрӗҫ (Апок. 12:17, ҪТ). Анчах та, камсем ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнӗҫ, ҫавсен символсене тутанса тӑмалла пулсан, вара Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне пӗр вӗҫӗмсӗр паллӑ туса тӑмалла пулнӑ пулӗччӗ.

Вӗсем «Манӑн халӑхӑм пулӗҫ»

17, 18. Иезекииль 37:26, 27-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ пророкла каланӑ сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ?

17 Иегова хӑйӗн халӑхӗ хушшинче пӗрлӗх пулать тесе малтанах ҫакӑн пек сӑмахсемпе каланӑ: «Вӗсемпе тӑнӑҫлӑх халалӗ [е мир пирки килӗшӳ] тӑвӑп, вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал тӑвӑп. Вӗсене вырӑнаҫтарӑп, вӗсене ӗрчетӗп, вӗсем хушшине ӗмӗрлӗхе Хамӑн таса ҫуртӑма лартӑп. Манӑн килӗм вӗсем патӗнче пулӗ, Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ» (Иез. 37:26, 27).

18 Туррӑн пӗтӗм халӑхӗ, христиансемпе мир пирки килӗшӳ тума сӑмах пани пурнӑҫланса пынинчен, усӑ илме пултарать. Ҫапла, Иегова хӑйне итлесе тӑракан ӗҫлекенӗсене пурне те мир пулать тесе татӑклӑн каланӑ. Унӑн святой сывлӑшӗн ҫимӗҫӗ вӗсен хушшинче уҫҫӑн палӑрса тӑрать. Унӑн таса ҫурчӗ — христиансем Турра тӗрӗс пуҫҫапса пурӑннин символӗ — вӗсен хушшинче. Вӗсем чӑнах та унӑн халӑхӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен йӗрӗхсене пуҫҫапассин пур формине те сирсе янӑ та Иеговӑна, пӗртен-пӗр Турра, пуҫҫапса пурӑнаҫҫӗ.

19, 20. Иегова камсем пирки «Манӑн халӑхӑм» тет, ҫавсен шутне камсем кӗреҫҫӗ тата ҫӗнӗ килӗшӳ урлӑ мӗне пулма панӑ?

19 Хальхи вӑхӑтра ҫав икӗ ушкӑн хушшинчи пӗрлӗхе курса тӑни калама ҫук савӑнтарать! Шучӗпе ӳссех-ӳссех пыракан темӗн чухлӗ этемӗн пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк ҫук пулин те, вӗсене ҫавӑн пек шанчӑк пуррисемпе пӗрле ӗҫлеме питӗ хаваслӑ. Вӗсем Туррӑн Израилӗпе пӗрлешнӗ. Ҫавна тунипе вӗсем Иегова камсем пирки «Манӑн халӑхӑм» тет, ҫавсен шутне кӗнӗ. Вӗсем ҫинче: «Ҫав кунхине Турӑ умне нумай-нумай халӑх пырса тӑрӗ, вӗсем Манӑн халӑх пулӗҫ; Эпӗ сан хушшуна вырӑнаҫӑп»,— тесе калакан пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланнине эпир куратпӑр. (Зах. 2:11; 8:21; Исаия 65:22 *; Апокалипсис 21:3, 4 вуласа пар.)

20 Ҫӗнӗ килӗшӳ урлӑ Иегова ҫавна пурне те пулма панӑ. Миллионшар сӑнарлӑ ют халӑх ҫыннисем Турӑ ырлакан халӑхӑн шутне кӗчӗҫ (Мих. 4:1—5). Вӗсем ҫав килӗшӗве — вӑл мӗн панине илсе тата унта мӗн тума хушнине тытса тӑрса — малалла та пурнӑҫласа тӑма ҫирӗп шут тытнӑ (Ис. 56:6, 7). Ҫапла туса тӑнипе, вӗсем Туррӑн Израилӗпе нихҫан пӗтми мирлӗ пурнӑҫӑн иксӗлми пиллӗхне илсе тӑраҫҫӗ. Санпала та ҫавӑн пекех пултӑр — халӗ те, пулас вӑхӑтра та!

[Сноскӑсем]

^ Ҫавӑн пекех святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнисем ҫинчен каланӑ чухне ялан тенӗ пекех «ушкӑн [«пуху», ҪТ]» тесе калаҫҫӗ (Евр. 12:23). Анчах та «пуху» текен сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ урӑхла та пулма пултарать, ҫав сӑмах пур христиансене те пӗлтерет — вӗсен кирек мӗнле шанчӑк пулсан та. («Хурал башни» журнала, 2007-мӗш ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнчи кӑларӑма (выр.), пӑх, 21—23-мӗш страницӑсем.)

^ Иисус ҫав килӗшӳре икӗ енне пӗр-пӗринпе Килӗштерекен, унта хутшӑнакан мар. Килӗштерекен пулнӑ пирки, вӑл символсене тутанман.

^ Ис. 65:22, ҪТ: «Вӗсем туса лартӗҫ те тепри пурӑнӗ, акӗҫ те тепри ҫийӗ — ун пекки пулмӗ. Манӑн халӑхӑн кунӗсем йывӑҫӑн кунӗсем пек пулӗҫ, тата манӑн суйласа илнисем хӑйсен аллипе тунӑ ӗҫӗпе туллин усӑ курӗҫ»

Астӑватӑр-и эсир?

• 144 000-шӗ суд тӑвакан «Израилӗн вуникӗ ӑрӑвӗ» — камсем вӗсем?

• Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнисемпе урӑх сурӑхсем ҫӗнӗ килӗшӳпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

• Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявӗнче пур христианинӑн та символсене тутанмалла-и?

• Хальхи вӑхӑтра мӗнле пӗрлӗх пулать тесе малтанах мӗн каласа хунӑ пулнӑ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]