Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Арҫынсем, эсир Христоса пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑратӑр-и?

Арҫынсем, эсир Христоса пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑратӑр-и?

Арҫынсем, эсир Христоса пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑратӑр-и?

«Пур арҫыннӑн пуҫлӑхӗ... Христос» (1 КОР. 11:3).

1. Иегова йӗркелӗх Турри пулнине мӗн кӑтартса парать?

 «ЭЙ ТУРӐ, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, пурте Сан ирӗкӳпе пулнӑ»,— тенӗ Апокалипсис 4:11-мӗш сӑвӑ йӗркинче. Пурне те пултарнӑ пирки Иегова Турӑ — Ҫут тӗнчен чи Аслӑ Патши тата хӑй мӗн пултарнӑ, ҫавсене тытса тӑма унӑн власть пур. Иегова «хирӗҫекенсенӗн [е йӗркесӗрлӗхӗн] Турри мар, килӗштерекенсенӗн Турри», ҫакӑ вӑл хӑйӗн пӗлӗтри ангелсен ҫемйине мӗнле йӗркелесе янинче курӑнса тӑрать (1 Кор. 14:33; Ис. 6:1—3; Евр. 12:22, 23).

2, 3. а) Иегова чи малтан кама пултарнӑ? ӑ) Чи малтан ҫуралнӑ Ывӑлӗ Ашшӗ тӗлӗшӗнчен мӗнле вырӑн йышӑнса тӑрать?

2 Мӗне те пулин тума пуҫличчен, Турӑ шутласа кӑларма ҫук вӑхӑт хушши пӗччен пулнӑ. Чи пӗрремӗш, кама вӑл тунӑ, ангел пулнӑ, ун пирки «Сӑмах» тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑн представителӗ пулнӑ. Шӑпах ҫав Сӑмах урлӑ ыттисене пурне те тума пуҫланӑ. Каярахпа вӑл ҫӗр ҫине пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулса килнӗ те вара ӑна пурте Иисус Христос пек пӗлме пуҫланӑ. (Иоанн 1:1—3, 14 вуласа пар.)

3 Турӑпа унӑн малтан ҫуралнӑ Ывӑлӗ ҫинчен, хӑшӗ вӗсенчен аслӑрах пулни пирки, Библире мӗн каланӑ? Турӑ пӗлтернипе Павел апостол пире калать: «Эпӗ сире, ак, ҫакна пӗлтересшӗн: пур арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ упӑшки; Христос пуҫлӑхӗ Турӑ» (1 Кор. 11:3). Христос хӑйӗн Ашшӗне пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑрать. Ангелсем тата ҫынсем хушшинче мирпе йӗрке пултӑр тесен, пуҫлӑх пулни тата пӑхӑнса тӑни питӗ кирлӗ. Кам урлӑ пурне те пултарнӑ, ҫавӑн та Турра пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑмалла (Кол. 1:16).

4, 5. Иегова тӗлӗшӗнчен хӑй мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫине Иисус мӗнле пӑхнӑ?

4 Иеговӑна пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑрассипе ҫӗр ҫине килесси ҫине Иисус мӗнле пӑхнӑ? Библи калать: «Христос Иисус... Туррӑн сӑнарӗ пулнӑ пулин те, хапсӑнас пирки — Турӑпа тан пулас пирки — шухӑшламан та. Ун вырӑнне вӑл хӑйне нимсӗр хӑварнӑ та ҫын евӗрлӗ пулса чура сӑнарне илнӗ. Вара, ҫын сӑнарне илсен, вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ та мӗн виличчен, асап юпи ҫинче виличчен, пӑхӑнса тӑнӑ» (Флп. 2:5—8, ҪТ).

5 Иисус хӑйне кӗҫӗне хурса яланах хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне пӑхӑнса тӑнӑ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн тума та пултараймастӑп... Манӑн сутӑм тӗрӗс: Эпӗ Хам ирӗкӗме шырамастӑп, Хама яракан Аттемӗн ирӗкне шыратӑп» (Иоан. 5:30). «Эпӗ кирек хӑҫан та Ун [манӑн Аттем] кӑмӑлне кайнине тӑватӑп»,— пӗлтернӗ вӑл (Иоан. 8:29). Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫӗнче Иисус хӑйӗн Ашшӗне кӗлӗ тунӑ: «Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума панӑ ӗҫе туса ҫитертӗм» (Иоан. 17:4). Чӑнах та, Турра хӑйӗн пуҫлӑхӗ вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑма Иисуса пӗртте йывӑр пулман.

Ашшӗне пӑхӑнса тӑни Ывӑлне усӑ парса тӑрать

6. Иисус мӗнле лайӑх енсем кӑтартнӑ?

6 Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус нумай лайӑх енсем кӑтартнӑ. Вӗсенчен пӗри — вӑл хӑйӗн Ашшӗне вӑйлӑ юратни. «Эпӗ Аттеме юрататӑп»,— тенӗ вӑл (Иоан. 14:31). Вӑл ҫынсене те вӑйлӑ юратнӑ. (Матфей 22:35—40 вуласа пар.) Иисус ырӑ кӑмӑллӑ тата тимлӗ пулнӑ, хаярлӑх тата пурне те хӑратса хӑйне пӑхӑнтарма тӑрӑшасси унӑн пачах та пулман. «Эй асапланакансем, хӗн-хур куракансем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр,— тенӗ вӑл,— Эпӗ сире лӑплантарӑп. Ман ӗҫӗме йышӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ лӑпкӑ, йӑваш кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑрсем валли канлӗх тупӑр. Манӑн ӗҫӗм ырӑ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл» (Матф. 11:28—30). Сурӑхсемпе танлаштарнӑ тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем, уйрӑмах хӑйсем пирки ниме тӑман ҫынсем тесе шутлакансемпе хӗн куракансем, Иисусӑн лайӑх енӗсене кура, ҫавӑн пекех унӑн кӑмӑла ҫӗклекен хыпарне илтнӗ май хӑйсен чунӗсем валли пысӑк канлӗх тупнӑ.

7, 8. Закон тӑрӑх, юн кайнипе аптракан хӗрарӑмӑн мӗн тумалла пулман, анчах та Иисус хӑйне унпа мӗнле тытнӑ?

7 Иисус хӑйне хӗрарӑмсемпе мӗнле тытнине пӑхса тухар. Мӗн ӗмӗртенпех арҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсене хӗрарӑмсемпе питӗ япӑх тытнӑ. Авалхи Израильти тӗн пуҫлӑхӗсем пирки те ҫавнах калама пулать. Анчах та Иисус хӗрарӑмсене хисепленӗ. Ҫакӑ вӑл хӑйне, 12 ҫул хушши юн кайнипе чирлекен хӗрарӑмпа мӗнле тытнинче питӗ лайӑх палӑрса тӑрать. Чиртен сывалас тесе «вӑл тӗрлӗ эмелҫӗсем [е тухтӑрсем] патне ҫӳресе хӗн нумай курнӑ, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне парса пӗтернӗ». Анчах та, тем пек вӑй хунӑ пулин те, унӑн сывлӑхӗ «тата ытларах начарланнӑ». Закон тӑрӑх, ҫав хӗрарӑм таса мар шутланнӑ. Ун ҫумне сӗртӗнсессӗн, кирек кам та таса мар пулса тӑнӑ (Лев. 15:19, 25).

8 Иисус чиртен сыватма пултарни ҫинчен илтсен, ҫав хӗрарӑм ун патӗнче тӑракан ҫынсем хушшине кӗрсе кайнӑ та: «Унӑн тумтирне сӗртӗнсен... сывалӑп»,— тенӗ. Вӑл Иисус ҫумне сӗртӗннӗ те тӳрех сывалнӑ. Ҫав хӗрарӑмӑн унӑн тумтирӗ ҫумне сӗртӗнме юраманнине Иисус пӗлнӗ. Ҫапах та вӑл ӑна ятламан. Ун вырӑнне вӑл унпа ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Вӑл ҫав хӗрарӑм чирлӗ пулнӑ ҫулсем хушшинче мӗн туйма пултарнине ӑнланнӑ тата ӑна пулӑшу питӗ кирлӗ пулнине курнӑ. Ӑна хӗрхенсе Иисус каланӑ: «Хӗрӗм, ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, лӑплансах каях ӗнтӗ, чирӳнтен сывал» (Мар. 5:25—34).

9. Вӗренекенӗсем ачасене ун патне пыма чарсан, Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ?

9 Ачасем те хӑйсене Иисус ҫумӗнче лайӑх туйнӑ. Пӗррехинче, ҫынсем хӑйсен ачисене ун патне илсе пырсан, унӑн вӗренекенӗсем, Иисусӑн ҫав ачасемпе чӑрманса тӑрас килмӗ тесе шутланипе пулас, вӗсене ятланӑ. Анчах Иисус пачах урӑхла шутланӑ. Библире каланӑ: «Ҫавна курсан, Иисус ҫилленсе каланӑ вӗсене [вӗренекенӗсене]: ачасене ярӑр, вӗсене Ман патӑма килме ан чарӑр: Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн пеккисемшӗн». Унтан вӑл «ачасене ыталанӑ та, вӗсен ҫине аллине хурса, пилленӗ вӗсене». Иисус ачасемпе чӑтӑмлӑ пулнӑ кӑна мар, вӑл вӗсене хаваспах йышӑннӑ (Мар. 10:13—16).

10. Иисус хӑйӗн лайӑх енӗсене кӑтартма мӗнле вӗренсе ҫитнӗ?

10 Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне лайӑх енсене кӑтартнӑ, ҫавсене кӑтартма вӑл мӗнле вӗренсе ҫитнӗ? Ҫӗр ҫине киличчен, вӑл миллиардшар ҫул хушши хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗпе пӗрле пулнӑ та Унран вӗренсе тӑнӑ. (Ытарлӑх 8:22, 23, 30 вуласа пар.) Пӗлӗтре вӑл Иегова, хӑй мӗн пултарнӑ, ҫавсене пурне те юратса пуҫ пулса мӗнле тытса тӑнине курнӑ та хӑй те вара ҫавнашкалах тума пуҫланӑ. Иисус Ашшӗне пӑхӑнса тӑман пулнӑ пулсан, вӑл ҫавна тума пултарнӑ пулӗччӗ-ши? Вӑл хӑйӗн Ашшӗне кӑмӑлтан пӑхӑнса тӑнӑ, Иегова вара, хӑйӗн ҫавӑн пек Ывӑл пулнӑшӑн, савӑннӑ. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗн чаплӑ лайӑх енӗсене пур енчен те аван кӑтартнӑ. Христоса, Турӑ лартнӑ ҫӳлти Патшалӑхӑн Патшине, пӑхӑнса тӑрасси пирӗншӗн — мӗн тери пысӑк чыс!

Христосӑн лайӑх енӗсене кӑтартӑр

11. а) Пирӗн кам пек пулас тесе пӗр вӗҫӗмсӗр тӑрӑшмалла? ӑ) Мӗншӗн пухури арҫынсен Иисус пек пулас тесе уйрӑмах тӑрӑшмалла?

11 Христиансен пухӑвӗнче пурин те, уйрӑмах арҫынсен, Христосӑн лайӑх енӗсене кӑтартас тесе пӗр вӗҫӗмсӗр тӑрӑшмалла. Библире: «Пур арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те Христос»,— тесе калани пирки унччен палӑртнӑччӗ ӗнтӗ. Христос хӑйӗн Пуҫлӑхӗ, чӑн Турӑ, евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пекех, арҫын-христиансен те хӑйсен пуҫлӑхӗ, Христос, пек пулас тесе тӑрӑшмалла. Павел апостол, христианин пулса тӑрсан, шӑпах ҫапла тунӑ та. Вӑл христиансене чӗнсе каланӑ: «Эпӗ Христос пек пулма тӑрӑшатӑп, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр» (1 Кор. 11:1). Петр апостол вара ак ҫапла каланӑ: «Сире тӳссе пурӑнма чӗннӗ. Христос та пирӗншӗн асап курнӑ, пире Хӑй йӗрӗпе пыртарасшӑн епле пурӑнмаллине кӑтартса хӑварнӑ» (1 Пет. 2:21). Христос евӗрлӗ пулма ӳкӗтлесе калани арҫынсене тата тепӗр сӑлтава пула кирлӗ. Шӑпах вӗсем ӗнтӗ старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем пулса тӑраҫҫӗ те. Иисус Иегова евӗрлӗ пулма тӑрӑшнинче мӗнле савӑнӑҫ тупнӑ, ҫавӑн пекех арҫын-христиансен Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнинче тата унӑн лайӑх енӗсене кӑтартса тӑрас енчен савӑнӑҫ тупма тӑрӑшмалла.

12, 13. Старейшинӑсен, пӑхса тӑма шанса панӑ сурӑхсемпе хӑйсене мӗнле тытмалла?

12 Христиансен пухӑвӗсенчи старейшинӑсен яваплӑх пур: вӗсен Христос евӗрлӗ пулма вӗренмелле. Петр старейшинӑсене ак ҫапла чӗнсе каланӑ: «Хӑвӑра шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне пӑхӑр, сыхлама хушнӑран мар, чун хушнипе тата Турра юрӑхлӑ сыхлӑр. Пуяс тесе мар, ӗҫе тӗплӗн тӑвас тесе тӑрӑшӑр. Хӑвӑра пӑхма шанса панисем вӗсем сирӗн мар — Туррӑн. Ҫавӑнпа вӗсемпе ан хуҫаланӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр» (1 Пет. 5:1—3, ҪХ). Христианла старейшинӑсен ыттисемпе хуҫаланакан, мӑнкӑмӑллӑ, кутӑнлашса тӑракан тата тӳрккес ҫынсем пулмалла мар. Христос пек пулма тӑрӑшнӑ май, вӗсем пӑхса тӑма шанса панӑ сурӑхсемпе хӑйсене мӗнле тытас тӗлӗшрен юратакан, тимлӗ, хӑйсене кӗҫӗне хуракан тата ырӑ пулас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

13 Пухура ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсен ҫитменлӗхсем пур, апла пулсан вӗсен, хӑйсем пурне те тума пултарайманнине яланах асра тытмалла (Рим 3:23, 24). Ҫавӑнпа та вӗсен, Иисус ҫинчен пӗлес тесе тата вӑл юратнӑ пек юратма вӗренес тесе вӑй хумалла. Турӑпа Христос хӑйсене ҫынсемпе мӗнле тытни ҫинчен вӗсен шухӑшламалла та вара вӗсем пек пулма тӑрӑшмалла. Петр пире чӗнсе калать: «Пурте... йӑваш ӑслӑ пулса ҫитӗр: Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑваш кӑмӑллисене ырӑлӑх парать» (1 Пет. 5:5).

14. Старейшинӑсен ыттисене мӗн таран хисеплемелле?

14 Туррӑн кӗтӗвӗшӗн тӑрӑшнӑ май, пухури суйласа лартнӑ арҫынсен лайӑх енсене кӑтартса тӑмалла. Рим 12:10-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Пӗрне-пӗри тӑванӑн курса, савса юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр». Старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем ыттисене хисеплеҫҫӗ. Пур христиансем пекех, ҫав арҫынсен «нимӗне те тавлашма юратса е мухтанса тумалла» мар, ун вырӑнне вӗсен «йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑйсенчен асла хурса хисеплесе» тӑмалла (Флп. 2:3). Ертсе пырассине хӑйсем ҫине илекен арҫынсен хӑйсене ыттисемпе тытнӑ чухне, вӗсене хӑйсенчен асла хурса тытмалла. Ҫапла тунипе суйласа лартнӑ арҫынсем Павел панӑ канаша тытса пыраҫҫӗ: «Эпир, вӑйлисем, вӑйсӑррисен халсӑрлӑхне ҫӗклемелле, хамӑра юраса пурӑнмалла мар: пирӗн пурсӑмӑрӑн та ҫывӑх ҫыннӑмӑра ырӑ тумашкӑн, ӑна усӑ кӳмешкӗн юраса пурӑнас пулать... Христос та Хӑйне юраса пурӑнман» (Рим 15:1—3).

Арӑмсене хисеп тӑвӑр

15. Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсемпе хӑйсене мӗнле тытмалла?

15 Халӗ вара авланнӑ арҫынсене Петр мӗнле канаш панине пӑхса тухар. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эй арҫынсем, эсир те арӑмӑрсене, черченкӗ савӑт-сапана тыткаланӑ пек, ырӑ ӑспа пӑхса усрӑр... вӗсене хисеп тӑвӑр» (1 Пет. 3:7). Кама та пулин хисеп туни вӑл — ӑна питӗ хакланине пӗлтерет. Урӑхла каласан, унӑн шухӑшӗсене, ӑна мӗн кирлине тата вӑл мӗн килӗштернине шута илмелле, ҫавӑн пекех ҫивӗч ыйтуллӑ ӗҫсем ҫинчен сӑмах пымасть пулсан, ӑна килӗшнӗ пек тумалла. Упӑшкин хӑйне арӑмӗпе шӑпах ҫапла тытмалла та.

16. Турӑ Сӑмахӗ упӑшкисене мӗн пирки асӑрхаттарать?

16 Арӑмӗсене хисеп тума чӗнсе каланӑ хыҫҫӑн, Петр упӑшкисене асӑрхаттарать: «Кӗлтунӑ чух вара сире нимӗн те кансӗрлемӗ» (1 Пет. 3:7). Арҫын хӑйӗн арӑмӗпе мӗнле тытни ҫине Иегова пысӑк тимлӗхпе пӑхнине ҫакӑ питӗ лайӑх кӑтартса парать. Арӑмне хисеп туманни упӑшкине кӗлӗ тунӑ чухне кансӗрлеме пултарать. Унсӑр пуҫне тата, упӑшкисем арӑмӗсене хисеп тӑваҫҫӗ пулсан, арӑмӗсем ялан тенӗ пекех ҫавна хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ.

17. Упӑшкин хӑйӗн арӑмне мӗн таран юратмалла?

17 Арӑмне юратас пирки Турӑ Сӑмахӗ канаш парать: «Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӳне юратнӑ пек юратас пулать... Никам та нихӑҫан та хӑй тӑл-пӳне хӑй кураймасӑр тӑмасть, ӑна тӑрантарса, ӑшӑтса усрать. Пире Ҫӑлакан Христос та ӗненекенсемшӗн ҫавӑн пекех тӑрӑшать... пурсӑр та арӑмӑрсене хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр» (Еф. 5:28, 29, 33). Упӑшкин хӑйӗн арӑмне мӗн таран юратмалла? «Эй арҫынсем,— ҫырнӑ Павел,— арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене... юратнӑ... Вӑл Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ» (Еф. 5:25, 26). Ҫапла, упӑшкин, Христос ыттисемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ пекех, хӑйӗн арӑмӗшӗн пурнӑҫне пама хатӗр пулмалла. Упӑшка-христианин хӑйӗн арӑмӗпе хӑйне ҫепӗҫҫӗн, майне пӗлсе, тимлӗ тытать пулсан, ҫавӑн пекех хӑйӗн ҫинчен анчах шутламасть пулсан, арӑмне вара ӑна пуҫлӑх вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑма ҫӑмӑлтарах пулать.

18. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫри яваплӑха тытса тӑрас енчен арҫынсем мӗнле пулӑшу илме пултараҫҫӗ?

18 Арӑмӗсене ҫавӑн пек хисеп тума ыйтнипе упӑшкисенчен вӗсем тума пултарайманнине тума ыйтаҫҫӗ-ши? Ҫук, Иегова нихӑҫан та вӗсенчен вӗсем тума пултарайманнине тума ыйтман пулӗччӗ. Ун вырӑнне Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Ҫут тӗнчери чи пысӑк хӑватпа усӑ курма пултараҫҫӗ — Туррӑн святой сывлӑшӗпе. Иисус каланӑ: «Эсир, хӑвӑр усал пулсан та, ачӑрсене ырӑ япала пара пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Святой Сывлӑшне тата хавасрах парӗ» (Лука 11:13). Кӗлӗ тунӑ чухне упӑшкисем Иеговӑран, вӑл хӑйӗн сывлӑшӗ урлӑ вӗсене ыттисемпе, ҫав шутрах хӑйсен арӑмӗсемпе те, тӗрӗс тытма пулӑштӑр тесе, ыйтма пултараҫҫӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 5:32, 33 вуласа пар.)

19. Тепӗр вӗренмелли статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

19 Чӑнах та, арҫынсем ҫинче пысӑк яваплӑх пур — вӗсен Христоса пӑхӑнса тӑма тата пуҫлӑх тивӗҫне вӑл мӗнле тытса тӑнӑ пек тытса тӑма вӗренмелле. Анчах та хӗрарӑмсем, уйрӑмах арӑмсем, пирки мӗн калама пулать? Тепӗр статьяра Иегова хунӑ йӗркере вӗсен мӗн туса тӑмаллине сӳтсе явӑпӑр.

Астӑватӑр-и эсир?

• Иисусӑн мӗнле лайӑх енӗсене пирӗн кӑтартмалла?

• Старейшинӑсен хӑйсене сурӑхсемпе мӗнле тытмалла?

• Упӑшкин хӑйӗн арӑмӗпе хӑйне мӗнле тытмалла?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]