Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑн кунӗ мӗн уҫса парать

Иеговӑн кунӗ мӗн уҫса парать

Иеговӑн кунӗ мӗн уҫса парать

«Турӑ [Иегова] кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ... ҫӗр те, ун ҫинчи пур ӗҫ те ҫунса пӗтӗ» (2 ПЕТ. 3:10).

1, 2. а) Паянхи йӗркесӗр тӗнче мӗнле тӗп пулӗ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

 ҪАК усал тӗнче суя ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫак суя вӑл ҫын ҫӗре Иеговӑсӑрах ӑнӑҫлӑ ертсе пыма пултарать текен суя (Пс. 2:2, 3). Мӗн те пулин суя ҫинче тытӑнса тӑрать пулсан, вӑл ӗмӗр-ӗмӗр тытӑнса тӑма пултарать-и вара? Паллах, ҫук! Анчах та Сатана тӗнчи хӑйне хӑй тӗп тӑвассине пирӗн кӗтсе тӑма кирлӗ мар. Ӑна Турӑ хӑй палӑртнӑ вӑхӑтра тата хӑй мӗнле шутласа хунӑ, ҫавӑн пек тӗп тӑвӗ. Ҫак йӗркесӗр тӗнчене хирӗҫ тӑвакан ӗҫсенче Туррӑн тӗрӗслӗхӗ те, унӑн юратӑвӗ те туллин курӑнса тӑрӗҫ (Пс. 91:8; Ытар. 2:21, 22).

2 «Турӑ кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ,— тесе ҫырнӑ Петр апостол,— вара пӗлӗт кӗрлесе пӗтсе ларӗ, тӗп япаласем вутпа ялкӑшса ишӗлсе анӗҫ, ҫӗр те, ун ҫинчи пур ӗҫ те ҫунса пӗтӗ» (2 Пет. 3:10). Ҫакӑнта каланӑ «пӗлӗт» тата «ҫӗр» мӗне пӗлтереҫҫӗ? Мӗнле «тӗп япаласем» ишӗлсе анӗҫ? «Ҫӗр те, ун ҫинчи пур ӗҫ те ҫунса пӗтӗ» тенипе Петр мӗн каласшӑн пулнӑ? Ҫак ыйтусен хуравӗсене тупни кӗҫех пулса иртекен хӑрушӑ лару-тӑрусене кӗтсе илмешкӗн пире хатӗр пулма пулӑшӗ.

Пӗтсе ларакан пӗлӗтпе ҫӗр

3. 2 Петр 3:10-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ «пӗлӗт» мӗне пӗлтерет тата вӑл мӗнле пӗтсе ларӗ?

3 «Пӗлӗт» текен сӑмахпа Библире сӑнарлӑ усӑ курнӑ чухне час-часах ҫав сӑмах хӑйсене пӑхӑнса тӑракансенчен ҫӳллӗрех тӑракан ертсе пыракан вӑйсене пӗлтерет (Ис. 14:13, 14; Апок. 21:1, 2). Пӗтсе ларакан «пӗлӗт» паянхи йӗркесӗр тӗнчери ҫынсен патшалӑхӗсене пӗлтерет. Вӗсем хытӑ «кӗрлесе» пӗтеҫҫӗ тени вӗсем питӗ хӑвӑрттӑн пӗтсе ларнине кӑтартма пултарать.

4. Мӗн вӑл «ҫӗр» тата ӑна мӗнле тӗп тӑвӗҫ?

4 «Ҫӗр» Турӑран ютшӑннӑ ҫынсен тӗнчине пӗлтерет. Ҫавнашкал тӗнче Ной пурӑннӑ вӑхӑтра пулнӑ, ҫав тӗнчене шывпа пӗтернӗ, мӗншӗн тесен ҫапла пӗтерме Турӑ шут тытнӑ. «Туррӑн ҫав Сӑмахех хальхи пӗлӗтпе ҫӗре тытса тӑрать, йӗркесӗр ҫынсене сут туса пӗтерес кунхи вут валли вӗсене упраса тӑрать» (2 Пет. 3:7). Шыв илни пур йӗркесӗр ҫынсене те пӗр самантрах пӗтернӗ пулсан, пуласлӑхри тӗп тӑвасси вара тапхӑрӑн-тапхӑрӑн «пысӑк хуйхӑ» вӑхӑтӗнче пулса иртӗ (Апок. 7:14). Хуйхӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче Турӑ ҫак тӗнчен политика ертӳҫисене «аслӑ Вавилона» тӗп тума хӗтӗртӗ, ҫапла тунипе Вӑл суя тӗнӗн ҫак аскӑн арӑмӗнчен йӗрӗннине кӑтартӗ (Апок. 17:5, 16; 18:8). Ун хыҫҫӑн Иегова Армагеддонра, пысӑк хуйхӑн юлашки тапхӑрӗнче, хӑйӗн Ывӑлӗпе усӑ курса Сатанан тӗнчин ытти пайӗсене тӗп тӑвӗ (Апок. 16:14, 16; 19:​19—21).

«Тӗп япаласем... ишӗлсе анӗҫ»

5. «Тӗп япаласем» шутне мӗн кӗрет?

5 «Ишӗлсе анакан» «тӗп япаласем» мӗне пӗлтереҫҫӗ? Библири сӑмахсене ӑнлантарса паракан пӗр словарьте «тӗп япаласем» тенӗ сӑмахсене «тӗп принципсем», е «пуҫламӑшӗ», тесе ӑнлантарнӑ. Ҫапла майпа Петр каланӑ «тӗп япаласем» обществӑри тӗп уйрӑмлӑхсене пӗлтереҫҫӗ — ҫак тӗнчере Турра юрӑхсӑр енсене, шухӑш-кӑмӑлсене, ҫулсене тата тӗллевӗсене аталантарма паракан уйрӑмлӑхсене. «Тӗп япаласем» шутне «хирӗҫекен [пӑхӑнман] ҫынсем ӑшӗнче... хӗтӗртсе тӑракан» ҫак «тӗнче сывлӑшӗ» кӗрет (1 Кор. 2:12; Ефес 2:1—3 вуласа пар). Сатанан тӗнчи ҫав «сывлӑшпа» тулнӑ. Ҫав сывлӑш ҫынсен шухӑшӗсем, планӗсем, калаҫӑвӗсем тата ӗҫӗсем Сатанан — ҫак тӗнчери сывлӑшпа хуҫаланакан мӑнкӑмӑллӑ, чӑрсӑр пуҫлӑхӑн — пекех пулччӑр тесе вӗсене хӗтӗртсе тӑрать.

6. Тӗнче сывлӑшӗ мӗнре курӑнса тӑрать?

6 Тӗнче сывлӑшӗ витӗмӗнче тӑракан ҫынсем, ӑнлансах е ӑнланмасӑрах, хӑйсен ӑстӑнӗпе чӗрисене Сатанана витӗм кӳме параҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем унӑн шухӑшӗсемпе кӑмӑл-туртӑмӗсене кӑтартса тӑраҫҫӗ. Юлашкинчен вара вӗсем, Туррӑн ирӗкне шута илмесӗр хӑйсен мӗн тӑвас килнине туса тӑраҫҫӗ. Вӗсем мӑнкӑмӑллӑ тата харпӑр хӑйшӗн кӑна пурӑнаҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса тӑрасшӑн мар тата «ӳт кӗленни... куҫ кӗленни» хыҫҫӑн каяҫҫӗ. (1 Иоанн 2:15—17 вуласа пар.) a

7. Мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн чӗрене упрамалла?

7 Ҫавӑнпа та кампа хутшӑнас, мӗн вулас, пушӑ вӑхӑта мӗнле ирттерес тата Интернетра мӗнле сайтсене кӗрес пирки шутланӑ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулса хамӑр чӗрене упрани питӗ кирлӗ! (Ытар. 4:23). Павел апостол ҫырнӑ: «Астӑвӑр, кам та пулин сире философипе хӑй енне ан ҫавӑртӑр, вӑл хайлаласа илӗртекен усӑсӑр сӑмах; ӑна ҫынсем вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл тӗнченӗн тӗп япалисем ҫинчен калать, вӑл Христос вӗрентни мар» (Кол. 2:8). Иеговӑн кунӗ ҫывхарса килнӗҫемӗн ҫак сӑмахсем ытларах та ытларах пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ, вӗт куҫа курӑнман унӑн «хӗртекен ҫулӑмӗ» Сатана тӗнчин «тӗп япалисене», ҫак тӗп япаласен Иегова яракан вут-ҫулӑмне хирӗҫ тӑма нимӗн те ҫуккине кӑтартса пурне те шӑратать. Ҫакӑ Малахия 4:1-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫырнине аса илтерет, унта ҫапла ҫырнӑ: «Акӑ кӑмака пек хӗрсе ҫунакан кун килет; ҫавӑн чухне мӑн кӑмӑллисем, усал ӗҫ тӑвакансем пурте улӑм пек пулӗҫ, вӗсене килес кун ҫунтарса ярӗ».

«Ҫӗр те ун ҫинчи пур ӗҫ те ҫунса пӗтӗ»

8. Ҫӗр тата ун ҫинчи пур ӗҫ те мӗнле майпа тӑрӑ шыв ҫине тухӗ?

8 «Ҫӗр те ун ҫинчи пур ӗҫ те ҫунса пӗтӗ» тесе ҫырнӑ чухне Петр мӗн каласшӑн пулнӑ? «Ҫунса пӗтӗ» тесе каланӑ сӑмахсем ҫавӑн пекех вутпа пӗтерме тивӗҫлӗ пулнине кӑтартса «тӑрӑ шыв ҫине кӑларнине» е «уҫса панине» пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла майпа Петр, Иегова пысӑк хуйхӑ вӑхӑтӗнче Сатанан тӗнчине — ҫак тӗнче Турра тата унӑн Патшалӑхне хирӗҫ тӑнишӗн ӑна тӗп тума тивӗҫлӗ пулнине кӑтартса — тӑрӑ шыв ҫине кӑларнине каласшӑн пулнӑ. Ҫак вӑхӑт пирки Исаия 26:21-мӗш сӑвӑ йӗркинче пророкла ҫапла каланӑ: «Хӑйне хирӗҫ тунӑ тӗрӗс мар ӗҫӗсемшӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене явап тыттарас тесе Иегова хӑйӗн вырӑнӗнчен тухӗ тата юн тӑкнине ҫӗр уҫса парӗ те хӑйӗн вилнисене текех пытарса тӑмӗ».

9. а) Мӗне пирӗн сирсе ямалла тата мӗншӗн ҫавна тумалла? ӑ) Пирӗн мӗн аталантармалла тата мӗншӗн?

9 Тӗнче тата унӑн сывлӑшӗпе пурӑнакансем Иеговӑн кунӗнче хӑйсем чӑннипех те мӗнле ҫынсем пулнине кӑтартӗҫ — вӗсем пӗр-пӗрне те вӗлерме пуҫлӗҫ. Паянхи питӗ анлӑ сарӑлнӑ хаяр вӑйӑ-кулӑсем нумайӑшӗсен ӑс-тӑнӗсем ҫине, тен, чӑннипех те витӗм кӳрсе тӑраҫҫӗ пулӗ, ҫавна пула Иегова кунӗнче кашни ҫыннӑн алли «хӑйӗн ҫывӑх ҫынни ҫине ҫӗкленӗ» (Зах. 14:13). Ҫавӑнпа та Турӑ курайман енсене — мӑнкӑмӑллӑха тата пусмӑра юратассине — пирӗнре аталантарма пултаракан фильмсене, кӗнекесене, видео-вӑйӑсене тата ыттисене те сирсе яни мӗн тери кирлӗ! (2 Сам. 22:28; Пс. 10:5). Айтӑр, Туррӑн святой сывлӑшӗн ҫимӗҫне кӗрекен енсене аталантарар, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑн кунӗнче пулакан сӑнарлӑ вут-ҫулӑма чӑннипех те чӑтса ирттерме пултараҫҫӗ (Гал. 5:22, 23).

«Ҫӗнӗ пӗлӗтпе ҫӗнӗ ҫӗр»

10, 11. Мӗн вӑл «ҫӗнӗ пӗлӗт» тата «ҫӗнӗ ҫӗр»?

10 2 Петр 3:13 вуласа пар. «Ҫӗнӗ пӗлӗт» — Туррӑн пӗлӗтри Патшалӑхӗ, вӑл 1914 ҫулта, «суя тӗнлӗ халӑхсен... вӑхӑчӗ» вӗҫленсен, ертсе пыма пуҫланӑ (Лука 21:24). Ҫав правительствӑра ертсе пыракансен шутне Иисус Христос тата 144 000 патша кӗреҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ пӗлӗтри шанчӑка илнӗ ӗнтӗ. Апокалипсис кӗнекинче ҫав суйласа илнисене пӗлӗт ҫинчен, Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ хула, ҫӗнӗ Иерусалим пек тата упӑшки валли тирпейлесе тумлантарнӑ ҫураҫнӑ хӗр пек сӑнласа панӑ (Апок. 21:1, 2, 22—24, ҪХ). Ҫӗр ҫинчи Иерусалим авалхи Израилӗн правительстви ларакан тӗп хула пулнӑ, тӗп хула ҫӗнӗ Иерусалим тата унӑн Упӑшкийӗ вара пуласлӑхри ҫӗнӗ тӗнчен правительстви пулса тӑраҫҫӗ. Ҫав хула пӗлӗтрен анни вара вӑл ҫӗрпе ертсе пырассине пӗлтерет.

11 «Ҫӗнӗ ҫӗр» вӑл — Турӑ Патшалӑхне хаваспах пӑхӑнса тӑракан ҫынсенчен тӑракан ҫӗр ҫинчи ҫӗнӗ общество пулать. Туррӑн халӑхӗ паянах пӗр-пӗринпе тата Турӑпа мирлӗ пурӑнать, пуласлӑхра вара ҫакӑн пек пурнӑҫ илемлӗ ҫӗр ҫинче хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне йышӑнӗ (Евр. 2:5). Мӗнле майпа эпир ҫав ҫӗнӗ тӗнчери обществӑн пайӗ пулма пултаратпӑр?

Иеговӑн аслӑ кунне кӗтсе илме хатӗрленӗр

12. Мӗншӗн Иеговӑн кунӗ килни ҫак тӗнчешӗн сехре хӑппи пулӗ?

12 Иеговӑн кунӗ «вӑрӑ» пек — вӑрттӑн, сасартӑк — килӗ тесе Павел та, Петр та малтанах каласа хунӑ. (1 Фессалоника 5:1, 2 вуласа пар.) Ҫав куна кӗтсе тӑракан чӑн-чӑн христиансем те ҫав кун мӗн тери сасартӑк килнинчен тӗлӗнӗҫ (Матф. 24:44). Анчах та ҫак тӗнчери ҫынсем тӗлӗнӗҫ кӑна мар, вӗсен унтан та вӑйлӑрах туйӑмсем пулӗҫ. Павел ҫырнӑ: «Ҫийӗнче пур арӑма ача тӑвас асап килсе ҫитнӗ пек, вӗсен пӗтесси те: [Турӑран ютшӑннӑ ҫынсем] халӗ канлӗ, хӑрамалли ҫук, тенӗ вӑхӑтрах сасартӑк персе ҫитӗ; вара вӗсем хӑтӑлаймӗҫ» (1 Фес. 5:3).

13. «Халӗ канлӗ, хӑрамалли ҫук» тесе каланӑ сӑмахсемпе улталанас мар тесен мӗн тумалла?

13 «Халӗ канлӗ, хӑрамалли ҫук» тесе калакан сӑмахсем демонсенчен тухса тӑракан тата тепӗр суя сӑмахсем пулаҫҫӗ, анчах та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракансем ҫак сӑмахсемпе улталанмӗҫ. «Сирӗншӗн ҫав кун вӑрӑ пек килсе ҫитмӗ,— тесе ҫырнӑ Павел,— эсир тӗттӗмре мар. Эсир пурсӑр та ҫутӑ ывӑлӗсем, кун ывӑлӗсем» (1 Фес. 5:4, 5). Ҫавӑнпа та айтӑр, хамӑра ҫутӑра упраса хӑварар тата Сатана тӗнчин тӗттӗмлӗхӗнчен аяккарах та аяккарах тӑрар. Павел каланӑ: «Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫакӑн ҫинчен хӑвӑра малтанах систерсе хунӑ тӑрӑх, эсир сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем [е христиансен пухӑвӗнчи суя вӗрентӳҫӗсем] аташнӑ хыҫҫӑн кайса, хӑвӑра вӗрентнине пӑрахмалла ан пултӑр» (2 Пет. 3:17).

14, 15. а) Иегова пире мӗнле чыс тунӑ? ӑ) Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ мӗнле сӑмахсем ҫине пирӗн ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар?

14 Асӑрхӑр-ха, Иегова пире сыхӑ тӑрӑр е хӑвӑра упрӑр тесе чӗнсе калать пулсан та вӑл пире хӑвармасть. Пире чыс туса пуласлӑхра мӗн пуласси ҫинчен пӗтӗмӗшле маларах каласа парать.

15 Шел пулин те хӑш-пӗрисем сыхӑ тӑмалла тесе асӑрхаттарса калани ҫине ҫӑмӑлттайлӑн е тата йӗрӗнчӗклӗн пӑхаҫҫӗ. «Ун пирки эпир вуншар ҫул илтетпӗр ӗнтӗ»,— тесе калама пултарӗҫ вӗсем. Анчах та ҫавӑн пек ҫынсен ҫакна асра тытмалла: ҫавнашкал каланипе вӗсем тӗрӗс те ырӑ ӑслӑ чурана кӑна мар, Иеговӑпа унӑн Ывӑлне те шанманнине кӑтартаҫҫӗ. «Кӗтсех тӑр»,— тесе каланӑ Иегова (Авв. 2:3). Ҫавӑн пекех Иисус та чӗнсе каланӑ: «Сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Хуҫӑр хӑш самантра килессине пӗлместӗр» (Матф. 24:42, Ҫ Х). Петр вара ҫырнӑ: «Турӑ килес куна кӗтсе ӗмӗтленсе тӑракансенӗн, Турра хисеплесе мӗн тери таса пурӑнас пулать?» (2 Пет. 3:11, 12). Тӗрӗс те ырӑ ӑслӑ чура тата унӑн Ертсе пыракан совечӗ ҫак питӗ кирлӗ сӑмахсем ҫине нихӑҫан та ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмӗҫ!

16. Пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑлтан пӑрӑнмалла тата мӗншӗн ҫавна тумалла?

16 Чӑннипе вара, хуҫа час килмӗ-ха тесе калакан сӑмахсем усал чураран тухса тӑраҫҫӗ (Матф. 24:48). Ҫак усал чура 2 Петр 3:3, 4-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ ушкӑн шутне кӗрет. Петр ҫырнӑ: «Юлашки кунсенче хӑйсен ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн ҫӳрекен намӑссӑр мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ». Иеговӑна итлесе унӑн кунне асра тытакансенчен мӑшкӑлласа кулӗҫ вӗсем. Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрас тата унӑн Патшалӑхӗ майлӑ тӑнине кӑтартас вырӑнне ҫак мӑшкӑлҫӑсем ытларах хӑйсем ҫинчен тата хӑйсен эгоизмла туртӑмӗсем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек кӑмӑл-туртӑмсене — пӑхӑнас килменнине тата пире сиен кӳме пултаракан шухӑшсене — хамӑр ӑсра аталанма парар мар! Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне пӗлтерсе ҫӳресе тата вӗренекенсене хатӗрлесе, ҫавӑн пекех мӗн пулмалли хӑҫан пулать-ши тесе ытлашши пӑшӑрханмасӑр «Хуҫамӑр хӗрхенсе чӑтни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырӗ» тесе шутлани лайӑхрах, мӗншӗн тесен хӑҫан пулассин вӑхӑчӗпе сехетне палӑртаканӗ Иегова Турӑ (2 Пет. 3:15, Ҫ Х; Апостолсен ӗҫӗсем 1:6, 7 вуласа пар).

Ҫӑлӑнӑҫ паракан Турра шанса тӑрӑр

17. Иерусалимран тухса тарӑр тесе Иисус каланӑ сӑмахӗсене итлесе шанчӑклӑ христиансем мӗн тунӑ тата мӗншӗн?

17 Пирӗн эрӑри 66 ҫулта Рим ҫарӗсем Иудеяна тапӑнса кӗрсен шанчӑклӑ христиансем Иисус каланине итленӗ те тухса кайма май килсенех Иерусалимран тухса тарнӑ (Лука 21:20—23). Мӗншӗн вӗсем ҫакна хӑвӑрттӑн тата пӗр иккӗленмесӗр тунӑ? Паллах ӗнтӗ, вӗсем Иисус асӑрхаттарса каланине асра ҫирӗп тытнӑ. Ҫавӑн пекех, тухса кайма шут тытни, Иисус асӑрхаттарнӑ пекех, йывӑрлӑхсемпе ҫыхӑнассине те вӗсем ӑнланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем Иегова хӑйне чунтан парӑнса тӑракансене нихӑҫан та пӑрахманни ҫинчен пӗлнӗ (Пс. 54:22).

18. Лука 21:25—28-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсем пулас пысӑк хуйхӑ ҫине эсир мӗнле пӑхасси ҫине епле витӗм кӳреҫҫӗ?

18 Пирӗн те Иеговӑна пӗтӗмпех шанмалла, мӗншӗн тесен паянхи тӗнче ҫине этемлӗх историйӗнче пулман пысӑк хуйхӑ килсе ҫапсан вӑл кӑна пире ҫӑлма пултарать. Пысӑк хуйхӑ пуҫланнӑ хыҫҫӑн, анчах та ҫак тӗнчен юлнӑ пайӗсене Иегова суд тӑвиччен пӗр хушӑ ҫынсем «тӗнчене килес асапсене кӗтсе... хӑраса виле [е тӑнӗсене ҫухатма] пуҫлӗҫ». Туррӑн тӑшманӗсем хӑранипе чӗтресе тӑнӑ вӑхӑтра Иеговӑшӑн чунтан-вартан ӗҫлесе тӑракансем нимӗнрен те хӑрамӗҫ. Пачах урӑхла, вӗсем хӑйсен ҫӑлӑнӑҫӗ ҫывӑххине пӗлсе савӑнӗҫ. (Лука 21:25—28 вуласа пар.)

19. Тепӗр статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

19 Ҫак тӗнчерен тата унӑн «тӗп япалисенчен» уйрӑм тӑракансене мӗн тери чаплӑ пуласлӑх кӗтет! Анчах та тепӗр статьяра ӑнлантарса пани тӑрӑх пурнӑҫ илес тесен усал ӗҫсенчен пӑрӑнни кӑна ҫителӗксӗр. Пирӗн Иеговӑна юрӑхлӑ енсене аталантармалла тата ӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тумалла (2 Пет. 3:11).

[Сноска]

a Тӗнче сывлӑшӗ мӗн тума хӗтӗртсе тӑни ҫинчен ытларах пӗлес тесен «Рассуждение с помощью Писаний» кӗнекене пӑхӑр, 135—139-мӗш страницӑсем.

Эсир мӗнле ӑнлантарнӑ пулӑттӑр?

• Мӗн вӑл...

паянхи «пӗлӗтпе ҫӗр»?

«тӗп япаласем»?

«ҫӗнӗ пӗлӗт тата ҫӗнӗ ҫӗр»?

• Мӗншӗн эпир Турра пӗтӗмпех шанса тӑратпӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]