Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пулӑшу пирки тархасласа ыйтакансене кам хӑтарӗ?

Пулӑшу пирки тархасласа ыйтакансене кам хӑтарӗ?

Пулӑшу пирки тархасласа ыйтакансене кам хӑтарӗ?

«Эй Турӑҫӑм! патшана Хӑвӑн сутна туса тӑма пар... Вӑл тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарӗ» (Пс. 71:1, 12).

1. Давид каланӑ сӑмахсенчен Туррӑн хӗрхенӗвӗ ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?

 ҪАК сӑмахсем — вӗсене авалхи Израиль патши Давид ҫырнӑ пулас — мӗн тери йӑпатаҫҫӗ! Ҫав сӑмахсене ҫыриччен темиҫе ҫул маларах вӑл Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунине пула совеҫӗ айӑпланишӗн хытӑ асапланнӑ. Ҫав вӑхӑтра Давид Турра йӑлӑнса ыйтнӑ: «Хӑвӑн вӗҫӗмсӗр ырӑ кӑмӑлупа йӗркесӗр ӗҫӗме манӑҫа хӑварсам. [...] Ҫылӑхӑм яланах хам умра тӑрать. [...] Мана аннемех ҫылӑхлӑ ҫуратнӑ, эпӗ аннем ӑшӗнчех ҫылӑхпа тӗвӗленнӗ» (Пс. 50:3—7). Хӗрхеннине пула Иегова эпир ҫуралнӑранпах ҫылӑхлӑ пулнине шута илет.

2. 71-мӗш Псаломра мӗн каланӑ?

2 Пирӗн лару-тӑру питӗ начар пулнине Иегова ӑнланать. Анчах та, малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, Турӑ суйласа лартнӑ Патша «тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарӗ. Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ» (Пс. 71:12, 13). Мӗнле майпа хӑтарӗ? Ҫакӑн ҫинчен 71-мӗш Псаломра каланӑ. Соломон, Давид ывӑлӗ, патша пулса ертсе пынине халалласа ҫырнӑ ҫак юрӑра Туррӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, ертсе пыни этемлӗхе хӗн-асапран мӗнле майпа хӑтарасси ҫинчен пророкла калани пур.

Христосӑн влаҫӗ мӗнле пулассине кӑтартни

3. Соломон мӗн ыйтнӑ тата Турӑ ӑна мӗн панӑ?

3 Соломона патшана лартнӑ чухне ватӑлса ҫитнӗ Давид ӑна уйрӑм хушусем панӑ, Соломон вара вӗсене пурне те тытса пынӑ (1 Патш. 1:32—35; 2:1—3). Каярахпа Иегова Соломона тӗлӗкре курӑннӑ та каланӑ: «Сана мӗн памалла, ҫавна ыйт». Ҫамрӑк патша пӗр япала кӑна ыйтать: «Санӑн халӑхна сут тума тата ыррипе усаллине уйӑрса илме хӑвӑн тарҫуна итлекен чӗре парсам». Соломон хӑйне кӗҫӗне хурса ыйтнишӗн Турӑ ӑна вӑл мӗн ыйтнине кӑна мар, унтан та ытларах панӑ (1 Патш. 3:5, 9—13, ҪТ).

4. Соломон ертсе пыни пирки ҫав вӑхӑтри пӗр хӗрарӑм патша мӗн каланӑ?

4 Иегова пиллесе тӑнипе Соломон ертсе пынӑ вӑхӑт мирлӗ тата ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа палӑрса тӑнӑ, ҫӗр ҫинчи нимӗнле патшалӑхӑн та ун пекки пулман (1 Патш. 4:25). Соломон ертсе пынине хӑйсен куҫӗпе курас текенсен хушшинче хӑйӗн нумай тарҫисемпе пӗрле килнӗ Сава ҫӗрӗнчи хӗрарӑм патша пулнӑ. Вӑл Соломона каланӑ: «Эпӗ хамӑн ҫӗршывра... мӗн илтни тӗрӗс пулнӑ иккен. [...] ...Мана ҫуррине те каласа паман! Ӑслӑлӑхпа тата пуянлӑхпа, эсӗ, эпӗ мӗн илтнинчен пурне те ирттертӗн» (1 Патш. 10:1, 6, 7, ҪТ). Анчах та Иисус тата пысӑкрах ӑслӑлӑх кӑтартнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн пирки чӑннипех ҫапла калама пултарнӑ: «Кунта, акӑ, Соломонран та асли пур» (Матф. 12:42).

Аслӑ Соломон ертсе пыни хӑтарать

5. 71-мӗш Псалом мӗн уҫса парать тата унта мӗн пирки пророкла каланӑ?

5 Айтӑр, халӗ 71-мӗш Псалома пӑхса тухар. Ҫавна пӑхса тухнӑ май Иисус Христос, Аслӑ Соломон, ертсе пыни мӗнле пиллӗхсем илсе килнине асӑрхама тӑрӑшӑпӑр. (Псалом 71:1—4 вуласа пар.) Ҫак псалом Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ, «мирӗн Кнеҫӗ», Иисус Христос, кнеҫ пулса ертсе пыни ҫине мӗнле пӑхнине уҫса парать (Ис. 9:6, 7, ҪТ). Турӑ кӑтартса пынисене тытса пырса Аслӑ Соломон хӗн тӳсекенсен ӗҫӗсене сутра хӳтӗлӗ тата «кӗлмӗҫсен ывӑлӗсене хӑтарӗ». Вӑл ертсе пыни мирпе тата тӳрӗлӗхпе палӑрса тӑрӗ. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн Пин ҫулхи Патшалӑхӗнче ертсе пынӑ вӑхӑтра мӗн туса парассине кӑтартса панӑ (Апок. 20:4).

6. Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пулакан пиллӗхсене Иисус мӗнле ӗҫсемпе кӑтартнӑ?

6 Иисус Христос 71-мӗш Псаломра каланисене пурнӑҫласа этемлӗхшӗн мӗн туса парассине кӑтартакан унӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсене пӑхса тухар. Иисус хӗн-асап тӳсекенсене питӗ хӗрхенни пирӗн чуна пырса тивет (Матф. 9:35, 36; 15:29—31). Тӗслӗхрен, пӗррехинче ун патне юхан-суранлӑ пӗр ҫын пынӑ та йӑлӑнса ыйтнӑ: «Эсӗ мана тасатас тесен, тасатма пултаратӑн». Иисус хуравланӑ: «Тасатас тетӗп, тасал». Ҫын вара тасалнӑ! (Марк 1:40—42). Каярахпа, Иисус пӗртен-пӗр ывӑлӗ вилнӗ тӑлӑх арӑма тӗл пулнӑ. Хӗрхенсе, Иисус каланӑ: «Тӑр»,— вара унӑн ывӑлӗ тӑнӑ. Иисус ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ! (Лука 7:11—15).

7, 8. Иисусӑн сыватма вӑй пулнине мӗнле ӗҫсем кӑтартса параҫҫӗ?

7 Иегова Иисуса тӗлӗнмелле ӗҫсене тума вӑй панӑ. Ҫакна «юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланакан» хӗрарӑмпа мӗн пулса иртни уҫҫӑн кӑтартса парать. «Вӑл тӗрлӗ эмелҫӗсем патне ҫӳресе хӗн нумай курнӑ, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне парса пӗтернӗ» пулсан та, унӑн сывлӑхӗ пушшех начарланнӑ. «Юн кайнӑ кунсем» пирки панӑ закона пӑсса ҫак хӗрарӑм халӑх хушшине кӗнӗ те Иисуса сӗртӗннӗ (Лев. 15:19, 25). Иисус хӑйӗнчен вӑй тухнине туйса кам мана сӗртӗнчӗ тесе ыйтнӑ. Хӗрарӑм «хӑраса, чӗтресе Ун умне пынӑ та, ӳксе пуҫҫапса, Ӑна пурне те тӗрӗссипе каласа кӑтартнӑ». Ҫак хӗрарӑма Иегова сыватнине ӑнланса Иисус ӑна ырӑ кӑмӑллӑн каланӑ: «Хӗрӗм, ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӳнтен сывал» (Марк 5:25—27, 30, 33, 34).

8 Иисуса панӑ Туррӑн хӑвачӗ чирлисене сыватнӑ кӑна мар, ҫавӑн пекех ҫаксене курса тӑракансем ҫине те пысӑк витӗм кӳнӗ пулас. Иисус ҫынсене мӗнле сыватнине кура — сӑмахран, Ту ҫинче вӗрентме пуҫличчен сыватнине кура — нумайӑшӗ, паллах, питӗ тӗлӗннӗ (Лука 6:17—19). Шыва Кӗртекен Иоанн хӑйӗн икӗ вӗренекенне Иисус чӑнах та Мессия-ши тесе кайса пӗлме ярсассӑн, вӗсем Иисус «нумай ҫынна чирӗсенчен, суранӗсенчен, усал сывлӑшсенчен сыватнине» тата «суккӑрсене те нумайӑшне куракан тунине» курнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус ҫав иккӗшне каланӑ: «Мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсем Ырӑ Хыпар сараҫҫӗ» (Лука 7:19—22). Вӗсем мӗн каласа пани Иоана мӗн тери хавхалантарнӑ пулӗ!

9. Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем мӗне сӑнласа панӑ?

9 Паллах ӗнтӗ, Иисус ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе тунӑ вӑхӑтра хӗн-асапран хӑтарни вӑхӑтлӑха кӑна пулнӑ. Кама вӑл сыватнӑ е вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫав пурӑна киле вилнӗ. Анчах та ҫӗр ҫинче тунӑ Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем вӑл пуласлӑхра Мессианла Патшалӑхра ертсе пынӑ чухне пӗтӗм этемлӗхе ӗмӗрлӗхех хӑтарассине кӑтартса панӑ.

Пӗтӗм ҫӗр Рай пулса тӑрӗ!

10, 11. а) Турӑ Патшалӑхӗн пиллӗхӗсем мӗн вӑхӑта тӑсӑлӗҫ тата Иисус ертсе пыни мӗн парӗ? ӑ) Христоспа пӗрле Райра кам пулӗ тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен унӑн мӗн тумалла?

10 Ҫӗр ҫинчи Райра мӗнле пурнӑҫ пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. (Псалом 71:5—9 вуласа пар.) Пӗр чӑн Турра пуҫҫапакансем хӗвелпе уйӑх ялан ҫутатнӑ пек пӗр вӗҫӗмсӗр — ӗмӗр-ӗмӗрӗпех — ҫӗр ҫинчи Райра савӑнса пурӑнӗҫ! Иисус Христос Патша «ҫулнӑ ҫаран ҫине ҫӑвакан ҫумӑр пек, ҫӗре шӑваракан тулӑх тумлам пек» чӑн-чӑн канӑҫлӑх илсе килӗ.

11 Ҫак псаломри сӑмахсем пурнӑҫланни ҫинчен шухӑшланӑ чухне санӑн чӗрӳ ҫӗр ҫинчи пулас Райри ӗмӗрлӗх пурнӑҫ шанчӑкӗпе тулнӑран хӗпӗртеме пуҫламасть-и? «Манпа пӗрле райра пулӑн»,— тесе каланӑ Иисусӑн сӑмахӗсем унпа пӗрле пӑталанӑ усал ҫыннӑн чӗрине, паллах ӗнтӗ, пырса тивнӗ (Лука 23:43). Иисусӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫак ҫын вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ. Вӑл Христос влаҫне пӑхӑнса-итлесе тӑрсан ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр ҫирӗп сывлӑхлӑ тата телейлӗ пурӑнма пултарӗ.

12. Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ сӑвапсӑррисем валли мӗнле май уҫӑлӗ?

12 Аслӑ Соломон, Иисус Христос, ертсе пынӑ чухне «тӳрӗ ҫын ҫутӑлса тӑрӗ», урӑхла каласан, унӑн пурте ӑнса пырӗ (Пс. 71:7). Ҫав вӑхӑтра Христос, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне мӗнле тунӑ пекех, чунне парса юратӗ тата тӑрӑшӗ. Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчере вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ «сӑвапсӑррисене» те тӳрленме тата Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма май парӗҫ (Апост. ӗҫ. 24:15). Анчах та, кам хӑйне Турӑ мӗн тума хушнисене илтесшӗн пулмасть, ҫавна малалла пурӑнма тата ҫӗнӗ тӗнчери мирпе канӑҫлӑха пӑсма ирӗк памӗҫ.

13. Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыни мӗн таран сарӑлӗ тата мӗншӗн унти мирлӗ пурнӑҫ ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пулӗ?

13 Аслӑ Соломон пӗтӗм ҫӗре тытса тӑрасси пирки ҫак сӑмахсем кӑтартса параҫҫӗ: «Вӑл тинӗсрен тинӗсе ҫитичченех, юханшывран [Ефратран] тӗнче хӗррине ҫитичченех тытса тӑрӗ; пушхирте пурӑнакансем унӑн умне ӳкӗҫ, унӑн тӑшманӗсем тӑпра ҫулӗҫ» (Пс. 71:8, 9). Ҫапла, Иисус Христос пӗтӗм ҫӗрӗн Патши пулӗ (Зах. 9:9, 10). Кам унӑн влаҫне йышӑнать тата Турӑ Патшалӑхӗн пиллӗхӗсене хаклать, ҫавӑ ӑна хӑйсен ирӗкӗпе пӑхӑннине кӑтартса «умне ӳкӗ». Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнменнисене вара тӗп тӑвӗҫ, вӗсем ҫӗр ҫула ҫитнӗ пулсан та (Ис. 65:20). Вӗсем «тӑпра ҫулӗҫ».

Иисус пире хӗрхенет

14, 15. Иисус ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланать тата вӑл «тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарӗ» тесе мӗншӗн калама пулать?

14 Ҫылӑхлӑ этемлӗхӗн лару-тӑрӑвӗ питӗ япӑх, ҫавӑнпа ӑна пулӑшу кирлӗ. Анчах та пире шанчӑксӑр хӑварман. (Псалом 71:12—14 вуласа пар.) Иисус, Аслӑ Соломон, пире хӗрхенет, мӗншӗн тесен вӑл эпир ҫылӑхлӑ пулнине ӑнланать. Ҫавӑн пекех Иисус тӳрӗлӗхшӗн асап курнӑ тата Турӑ ӑна хӗн-асапсене тӳссе ирттерме ирӗк панӑ. Иисусӑн кӑмӑл-туйӑмӗ ҫав тери тӑвӑнса ҫитнине пула «унӑн тарӗ ҫӗре тӑкӑнакан юн тумламӗ пек тумланӑ»! (Лука 22:44). Каярахпа асап юпи ҫинче вӑл кӑшкӑрса янӑ: «Эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм! Эсӗ Мана мӗншӗн пӑрахрӑн-ши?» (Матф. 27:45, 46). Нумай тӳссе ирттерме тивнӗ пулсан та, ҫавӑн пекех Сатана ӑна Иеговӑран пӑрса ярас тесе тем пек тӑрӑшсан та, Иисус Иегова Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ.

15 Иисус пирӗн ыратусене курса тӑнине тата «тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарассине» шанса тӑма пултаратпӑр. Хӑйӗн Ашшӗ пекех, ыттисемшӗн юратса тӑрӑшнипе чухӑнсене илтӗ тата хурлӑхлӑ чӗреллисене, вӗсенӗн суранӗсене эмеллесе, сыватӗ (Пс. 68:34; 146:3). Иисус «хӗрхенме пултарайманскер мар», вӑл «пирӗн пекех пурне те тӳссе ирттернӗ» (Евр. 4:15). Иисус Христос Патша халӗ пӗлӗт ҫинче ертсе пынине тата хӗн-асап тӳсекенсене пур нушисенчен те хӑтарасса кӗтсе тӑнине пӗлме мӗн тери кӑмӑллӑ!

16. Мӗне пула Соломон хӑйне пӑхӑнса тӑраканӗсене хӗрхенме пултарнӑ?

16 Ӑслӑлӑха тата ҫынна ӑнланма пултарнине пула Соломон, паллах, чухӑна шелленӗ. Унсӑр пуҫне тата унӑн пурнӑҫӗнче хуйхӑ-суйхӑллӑ вӑхӑтсем те пулнӑ. Унӑн пиччӗшӗ Амнон Фамаре, аппӑшне, мӑшкӑлланӑ, тепӗр пиччӗшӗ вара, Авессалом, Амнона ҫакӑн пек йӗркесӗр ӗҫ тунӑшӑн вӗлернӗ (2 Сам. 13:1, 14, 28, 29). Авессалом Давидӑн престолне туртса илнӗ, анчах та унӑн ӗҫӗ ӑнман та ӑна Иоав вӗлернӗ (2 Сам. 15:10, 14; 18:9, 14). Каярахпа Соломонӑн пиччӗшӗ Адония хӑй патша пулас тесе хӑтланса пӑхнӑ. Унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ пулсан, паллах ӗнтӗ, Соломона вилӗм кӗтнӗ пулӗччӗ (1 Патш. 1:5). Соломон ҫын нушине ӑнланни Иеговӑн храмне уҫас ятпа тунӑ уявра каланӑ кӗлӗри сӑмахсенчен курӑнса тӑрать. Хӑйне пӑхӑнса тӑракансем пирки патша кӗлӗ тунӑ: «Кашни хӑйӗн хуйхине тата хӑйӗн ыратӑвне пӗлет... [Иегова] каҫар тата кашнине хӑйӗн пӗтӗм ҫулӗсене кура тавӑрса пар» (2 Лет. 6:29, 30, ҪТ).

17, 18. Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен хӑш-пӗрисен мӗнле йывӑр туйӑмсемпе кӗрешме тивет тата ҫакна тума вӗсене мӗн пулӑшать?

17 Пурнӑҫра пулса иртнӗ ӗҫсем чылайччен чуна ыраттарма пултараҫҫӗ. Вӑтӑр ҫула ҫитнӗ Мэри a, Иегова Свидетелӗ, ҫапла ҫырать: «Телейлӗ пулма манӑн пурте пур, анчах та ӗлӗкхине аса илни час-часах мана намӑслантарать тата йӗрӗнтерет. Ҫавӑн чухне манӑн чун питӗ пусарӑнать те, вара эпӗ, ҫакӑ ӗнер кӑна пулса иртнӗ пекех, йӗме пуҫлатӑп. Ӑс-тӑна ҫирӗп кӗрсе ларнӑ аса илӳсене пула паян кун та эпӗ хама ниме тӑман пек, айӑплӑ пек туятӑп».

18 Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗн те ҫавнашкал туйӑмсем пулать. Анчах та ҫав туйӑмсене хирӗҫ тӑма пулӑшакан вӑя ӑҫтан илме пултаратпӑр? «Манӑн чӑн-чӑн туссем тата пухури тӑвансем пурришӗн эпӗ питӗ телейлӗ,— тесе калать Мэри.— Ҫавӑн пекех эпӗ Иегова мӗн туса пама сӑмах пани ҫинчен ытларах шутлама тӑрӑшатӑп, тата манӑн пулӑшу пирки кӑшкӑрса ыйтнисем савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрнипе улшӑнассине эпӗ шанса тӑратӑп» (Пс. 125:5). Турӑ лартнӑ Патшана, унӑн Ывӑлне, пирӗн шанса тӑмалла. Ун пирки малтанах каласа хунӑ: «Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ; вӗсенӗн чунне ултавпа пусмӑртан хӑтарӗ, унӑн куҫӗ умӗнче вӗсенӗн юнӗ хаклӑ пулӗ» (Пс. 71:13, 14). Мӗн тери чаплӑ шанчӑк!

Ҫӗнӗ тӗнчери пиллӗхсем

19, 20. а) 71-мӗш Псалом тӑрӑх, мӗнле йывӑрлӑха Турӑ Патшалӑхӗ татса парӗ? ӑ) Христос ертсе пынишӗн чи малтан кама чысламалла тата вӑл пуласлӑхра мӗн тӑвасси сирӗнте мӗнле туйӑмсене ҫуратать?

19 Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче, Аслӑ Соломон ертсе пынӑ чухне, тӳрӗ ҫынсен мӗнле пуласлӑх пуласси пирки тата тепӗр хут шухӑшласа пӑхӑр-ха. Псаломра сӑмах панӑ: «Ҫӗр ҫинче те, тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ ӑнса пулӗ» (Пс. 71:16, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫулхи кӑларӑм). Тусем тӑрринче ҫӑкӑр ӳсмест, ҫавӑнпа та ҫак сӑмахсем ҫӗр питӗ тухӑҫлӑ пулассине кӑтартса параҫҫӗ. Унӑн тыр-пулли «Ливан ҫинчи вӑрман» пекех нумай пулӗ, Соломон ертсе пынӑ чухне Ливан питӗ тухӑҫлӑ вырӑн пулнӑ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: текех апат-ҫимӗҫ ҫитменни пулмӗ, никам та выҫӑпа е ҫисе тӑранайманнипе аптрамӗ! Пурте «питӗ ҫуллӑ апат-ҫимӗҫрен тӑракан ӗҫкӗ-ҫикӗпе» савӑнӗҫ (Ис. 25:6—8; 35:1, 2, ҪТ).

20 Ҫак пур пиллӗхсемшӗн кама чысламалла? Чи малтан Ӗмӗр-ӗмӗр тӑракан Патшана тата Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракана — Иегова Турра. Ун чухне вара эпир пурте ҫак илемлӗ те хавхалантаракан юррӑн вӗҫленекен пайне юрлама пӗрлешӗпӗр: «Унӑн [Иисус Христос Патша] ячӗ ӗмӗр пулӗ; хӗвел ҫухаличченех унӑн ячӗ сарӑлса пырӗ; ун урлӑ [ҫӗр ҫинчи пур ӑру та] пиллӗх илӗ, ӑна пур халӑх та ырӑлӗ. Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Турри, мухтавлӑ, пӗр Вӑл анчах хӑватсем тӑвать! Унӑн чаплӑ ячӗ те ӗмӗрех мухтавлӑ, Унӑн мухтавлӑхӗ пӗтӗм ҫӗре тулӗ. Аминь, аминь» (Пс. 71:17—19).

[Сноска]

a Ятне улӑштарнӑ.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

71-мӗш Псаломра мӗн пирки пророкла ҫырса пани пур?

• Кам вӑл Аслӑ Соломон тата унӑн влаҫӗ мӗн таран сарӑлӗ?

71-мӗш Псаломра малтанах каласа хунӑ пиллӗхсенчен хӑшӗсем уйрӑмах сирӗн чӗрене пырса тивеҫҫӗ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]