Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова паракан пиллӗхе ҫине тӑрса шырӑр

Иегова паракан пиллӗхе ҫине тӑрса шырӑр

Иегова паракан пиллӗхе ҫине тӑрса шырӑр

«Хӑйне [ҫине тӑрса] шыракансене... [Турӑ] ырӑлӑх кӑтартса тавӑрать» (ЕВР. 11:6).

1, 2. а) Ҫынсенчен нумайӑшӗ Туррӑн пиллӗхне мӗнле майпа шырать? ӑ) Мӗншӗн пирӗн уйрӑмах Туррӑн пиллӗхӗсене илес кӑмӑл пулмалла?

 КАМ та пулин пуян пулсан, унӑн кил-ҫуртпа машина пур пулсан, ҫавӑн пекех ӗҫӗсем ӑнса пыраҫҫӗ пулсан, ӑна Турӑ пиллесе тӑрать тесе калать нумайӑшӗ. Тӗрлӗ тӗнре священниксем ҫынна, выльӑх-чӗрлӗхе тата чӗрӗ мар япалана пиллеҫҫӗ. Пӗр-пӗр тӗнри ҫынсем пиллӗх илес шутпа хӑйсем тытса тӑракан тӗнӗн сӑваплӑ вырӑнӗсене пуҫҫапма ҫӳреҫҫӗ. Политиксем Турра хӑйсен халӑхне пиллеме ыйтаҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫакӑн пек ыйтнисем вырӑнлӑ-и? Вӗсен усси пур-и? Кама Иегова чӑннипех пиллет тата мӗншӗн?

2 Юлашки кунсенче тӗрлӗ халӑхран тӑракан таса та мирлӗ пурӑнакан унӑн халӑхӗ пулать тесе Иегова малтанах каласа хунӑ. Ҫав халӑх, вӗсене кураймасӑр тӑнине тата хӗсӗрленине пӑхмасӑрах, Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пӗтӗм тӗнчипех пӗлтерсе ҫӳрӗ (Ис. 2:2—4; Матф. 24:14; Апок. 7:9, 14). Ҫак халӑхӑн пайӗ пулма шут тытнисем Турӑран пиллӗх илесшӗн тата ҫакӑ вӗсене питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Вӑл пиллемесӗр эпир нихӑҫан та ӑнӑҫлӑ пулаймӑпӑр (Пс. 126:1). Анчах та Туррӑн пиллӗхӗсене мӗнле илме пултаратпӑр?

Турра итлесе пурӑнакансем унран пиллӗх илӗҫ

3. Турра итлесе тӑнӑ пулсан Израиль халӑхӗ мӗн илнӗ пулӗччӗ?

3 Ытарлӑх 10:6, 7 вуласа пар. Пама пулнӑ ҫӗре кӗриччен маларах Иегова Израиль халӑхне, вӗсем унӑн сӑмахӗсене итлесе пурӑнсан, вӗсен пурнӑҫӗ тӗлӗнмелле ӑнса пырасси тата вӗсене хӳтӗлесе тӑрасси пирки каланӑ (Сакк. аст. 28:1, 2). Иеговӑн пиллӗхӗсем ӑна итлесе тӑракансем ҫине чӑннипех те ҫитӗҫ.

4. Чун-чӗререн итлесе тӑни шутне мӗн кӗрет?

4 Израиль халӑхӗн мӗнле кӑмӑлпа итлесе тӑмалла пулнӑ? Турӑ законӗнче каланӑ тӑрӑх, вӗсен Турра юрас тесен «пӗтӗм чун-чӗререн савӑнса, хавасланса» ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ. (Саккуна астутарни 28:45—47 вуласа пар.) Ячӗшӗн е ним шутламасӑр пӑхӑнса тӑрассинчен те ытларах тивӗҫлӗ Иегова, мӗншӗн тесен мӗн те пулин тума хушнине чӗр-чунсем те, демонсем те итлеме пултараҫҫӗ (Марк 1:27; Иак. 3:3). Турра пӗтӗм чун-чӗререн итлени вӑл юратуран тухса тӑрать. Вӑл савӑнӑҫпа палӑрса тӑрать, ҫак савӑнӑҫ вара Иеговӑн заповечӗсем йывӑр пулманнине тата «Хӑйне [ҫине тӑрса] шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине» ӗненнипе ҫыхӑннӑ (Евр. 11:6; 1 Иоан. 5:3).

5. Иегова сӑмах панисене шанса тӑни мӗнле майпа ҫынна Саккуна астутарни 15:7, 8-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи закона пӑхӑнса тӑма пулӑшма пултарнӑ?

5 Шанса, итлесе тӑни Саккуна астутарни 15:7, 8-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи закона тытса пынинче мӗнле курӑнса тӑма пултарнине пӑхса тухар. (Вуласа пар.) Ҫак закона ячӗшӗн ҫеҫ тытса пынипе израильтянсем кӗлмӗҫе юлнӑ ҫынсене хӑш-пӗр енчен ҫӑмӑллӑх пама пултарнӑ, анчах та ҫакӑ Туррӑн халӑхӗ хушшинче лайӑх та ҫывӑх хутшӑнусене пулма панӑ пулӗччӗ-и? Унтан та чи кирли: ҫакна тунипе вӗсем Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн кирлине пама пултарнине ӗненнине тата уҫӑ кӑмӑллӑ Турӑран тӗслӗх илме май пулнишӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартнӑ пулӗччӗ-​и? Ҫук пуль! Турӑ чӑннипех те уҫӑ кӑмӑллӑ ҫыннӑн чӗринче мӗн пулнине пурне те курнӑ, ҫавӑнпа ӑна пур ӗҫӗнче те, хӑй аллипе мӗн тӑвас тенине пурне те пиллеме сӑмах панӑ (Сакк. аст. 15:10). Ҫакӑн пек сӑмах панине ӗненни мӗн тумаллине тытса пыма хавхалантарма тата иксӗлми пиллӗхсем кӳме пултарнӑ (Ытар. 28:20).

6. Еврейсем 11:6-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантарса тӑраҫҫӗ?

6 Еврейсем 11:6-мӗш сӑвӑ йӗркинче Туррӑн пиллӗхӗсене илес тесен Иегова ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса парассине ӗненнисӗр пуҫне тата тепӗр пахалӑх кирли пирки палӑртса каланӑ. Ҫакна асӑрхӑр, «Хӑйне [ҫине тӑрса] шыракансене» Иегова ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса парать. Чи малтанхи чӗлхепе ҫырнӑ сӑмах кунта мӗн тума шут тытнине туса ҫитерес тесе пӗтӗм вӑя хумаллине пӗлтернӗ. Ҫак сӑмахсем мӗн пирки шантарса калаҫҫӗ? Эпир чун-чӗререн вӑй хуратпӑр пулсан, пиллӗхсем илетпӗрех! Ҫак пиллӗхсене параканӗ — «хӑй сӑмахӗ ҫинче тӑракан» пӗртен-пӗр чӑн Турӑ (Тит 1:2). Хӑй сӑмах панине пӗтӗмпех шанма пулнине вӑл пиншер ҫулсем хушши кӑтартса тӑнӑ. Унӑн сӑмахӗ пурнӑҫланманни нихӑҫан та пулман (Ис. 55:11). Ҫавӑнпа та эпир чун-чӗререн ӗненетпӗр пулсан, вӑл пире ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса парассине пӗтӗмпех шанма пултаратпӑр.

7. Авраамӑн «йӑхӗ» урлӑ мӗнле майпа пиллӗхсем илетпӗр?

7 Иисус Христос — Авраам «йӑхӗн» тӗп пайӗ. Малтанах каласа хунӑ «йӑхӗн» кӗҫӗн пайӗ святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансенчен тӑрать. Вӗсене хӑйсене «тӗттӗмрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑрас» ӗҫе шанса панӑ (Гал. 3:7—9, 14, 16, 26—29; 1 Пет. 2:9). Иисус хӑйӗн пурлӑхне пӑхса тӑма кама шанса панӑ, ҫавсене йышӑнмасан Иеговӑпа пирӗн хушӑра лайӑх хутшӑнусем пуласса шанма май ҫук. «Шанчӑклӑ та ӑслӑ» чура пулӑшман пулсан эпир Турӑ Сӑмахӗнче мӗн вуланине пӗтӗмпех ӑнланса илеймӗттӗмӗр тата ҫакна пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине пӗлеймӗттӗмӗр (Матф. 24:45—47, Ҫ Х). Библирен мӗн пӗлнине тытса пырса эпир Туррӑн пиллӗхӗсене илсе тӑратпӑр.

Турӑ ирӗкне пурнӑҫласси пӗрремӗш вырӑнта пултӑр

8, 9. Хӑй мӗн ыйтнисемпе килӗшӳллӗн тӑвас тесе Иаков патриарх мӗнле вӑй хунӑ?

8 Туррӑн пиллӗхӗсене илес тесе мӗнле майпа ятарласа вӑй хумаллине Иаков патриарх тӗслӗхӗ кӑтартса парать. Турӑ Авраама сӑмах пани мӗнле пурнӑҫланасса вӑл пӗлмен, анчах та Иегова унӑн аслашшӗн ӑрӑвне ӗрчетессе тата ҫав ӑру аслӑ халӑх пулассине ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн эрӑчченхи 1781 ҫулта Иаков хӑйӗн валли арӑм тупас тесе Харрана кайнӑ. Вӑл хӑй кӑмӑлне каякан кӑна мар, ҫавӑн пекех Иеговӑна чун-чӗререн пуҫҫапса тӑракан тата хӑйӗн ачисемшӗн лайӑх амӑшӗ пулма пултаракан арӑм тупасшӑн пулнӑ.

9 Иаков хӑйӗн тӑванне Рахиле тӗл пулнине эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ. Вӑл ӑна юратса пӑрахнӑ та ӑна качча илес тесе унӑн ашшӗ, Лаван, патӗнче ҫичӗ ҫул ӗҫлеме килӗшнӗ. Ҫакӑ вӑл илемлӗ юрату ҫинчен калакан истори кӑна мар. Иаков, паллах, Пурне те Тума Пултаракан хӑйӗн аслашшӗне, Авраама, мӗн тума сӑмах панине тата хӑйӗн ашшӗне, Исаака, ҫавна тепӗр хут аса илтерни пирки пӗлнӗ ӗнтӗ (Пулт. 18:18; 22:17, 18; 26:3—5, 24, 25). Исаак хӑйӗн ывӑлне, Иакова, каланӑ: «Пурне те Пултаракан Турӑ сана пиллетӗр, сана ӗрчеттӗр, сана йышлӑ тутӑр, санран темӗн чухлӗ халӑх тухтӑр; сана та, санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна та Авраамӑн [манӑн аттемӗн] пиллӗхне патӑр, санӑн хӑв ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — Турӑ Авраама панӑ ҫӗре — илмелле пултӑр!» (Пулт. 28:3, 4) Ҫавӑнпа та ҫемье ҫавӑрма шанчӑклӑ арӑм тупма вӑй хунинпе вӑл Иегова мӗн каланине шаннине кӑтартнӑ.

10. Мӗншӗн Иегова Иакова тулли кӑмӑлтан пилленӗ?

10 Иаков хӑйӗн ҫемйи валли пуянлӑх пухассишӗн ҫунман. Вӑл хӑйӗн ӑрӑвӗ ҫинчен шухӑшланӑ тата Унӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑрас тесе тӑрӑшнӑ. Иаков йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Туррӑн пиллӗхне илес тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума шут тытнӑ. Вӑл ҫав шухӑша ватӑлсан та пӑрахман, ҫавӑншӑн Иегова ӑна пилленӗ. (Пултарни 32:24—29 вуласа пар.)

11. Хамӑра уҫӑлнӑ Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пурӑнас тесен пирӗн мӗн тумалла?

11 Иаков пекех, эпир те Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине мӗнле пурнӑҫласа тӑнине тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлместпӗр. Анчах та Туррӑн Сӑмахне вӗренсе эпир «[Иеговӑн] кунӗ» мӗн илсе килсе парасса пӗтӗмӗшле ӑнланма пултаратпӑр (2 Пет. 3:10, 17). Сӑмахран, ҫав кун хӑҫан килессе эпир пӗлместпӗр, анчах та вӑл питӗ ҫывӑххине пӗлетпӗр. Вӑхӑт сахал тӑрса юлнӑ, ҫавӑнпа та ырӑ хыпара тӗплӗн пӗлтерсе ҫӳренипе хамӑра тата пире итлекенсене ҫӑласси пирки Турӑ сӑмахӗнче каланине эпир ӗненетпӗр (1 Тим. 4:16).

12. Мӗн пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр?

12 Пӗтес кун кирек хӑш вӑхӑтра та килме пултарассине эпир ӑнланатпӑр; ҫӗр ҫинчи кашни ҫынна та свидетельство парасса Иегова кӗтсе тӑмӗ (Матф. 10:23). Ҫапах та Иегова пире ырӑ хыпар сарас енчен ӑнӑҫлӑ пулма мӗн-мӗн кирлине кӑтартса тӑрать. Турӑ пулӑшнине ӗненнипе эпир ҫак ӗҫре хамӑртан мӗн килнине пурне те туса тӑратпӑр тата хамӑрӑн мӗн пуррипе усӑ курӑпӑр. Эпир ырӑ хыпар пӗлтерекен территоринчи ҫынсем ырӑ хыпара яланах итлесе тӑрӗҫ-ши? Ҫакна никам та пӗлмест. (Екклесиаст 11:5, 6 вуласа пар.) Пирӗн ӗҫ вӑл — Иегова пире пиллессе ӗненсе ырӑ хыпар сарасси (1 Кор. 3:6, 7). Эпир вӑй хунине вӑл курса тӑнине тата ҫак ӗҫе тума пире чӑннипех те мӗн кирлине хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ парса тӑнине пӗтӗмпех шанса тӑма пултаратпӑр (Пс. 31:8).

Святой сывлӑшӑн пулӑшӑвне шырӑр

13, 14. Туррӑн ӗҫлекенӗсен Унӑн ӗҫне пултаруллӑ туса тӑма святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑни мӗнре курӑнса тӑрать?

13 Хамӑра мӗн шанса панине туса е ырӑ хыпар сарса тӑма пултарулӑх ҫитсех каймасть тесе шутлатпӑр пулсан, вара мӗн? Ҫавӑн пек чухне сӑваплӑ ӗҫе лайӑхрах туса тӑрас тесе Иеговӑран унӑн святой сывлӑшне кӗлӗ туса ыйтмалла. (Лука 11:13 вуласа пар.) Туррӑн сывлӑшӗ ҫынсене, вӗсен унчченхи лару-тӑрӑвне е пултарулӑхне пӑхмасӑрах ятарлӑ ӗҫе, е сӑваплӑ ӗҫе, туса тӑма юрӑхлӑ тума пултарать. Сӑмахран, Египетран тухнӑ хыҫҫӑнах кӗтӳҫӗсем тата чурасем вӑрҫӑра мӗн-мӗн тумаллине пӗлмен пулсан та Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшнипе хӑйсен тӑшманӗсене ҫапӑҫура ҫӗнтерме пултарнӑ (Тух. 17:8—13). Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫав святой сывлӑшах Веселеила тата Аголиава, вӗсем Турӑ пӗлтерсе тӑнипе тунӑ питӗ йывӑр чертёжсем тӑрӑх сӑваплӑ чатӑра тума пултарччӑр тесе, пултарулӑх панӑ (Тух. 31:2—6; 35:30—35).

14 Литературӑна хӑйсенех пичетлеме пуҫлама тивсен, организацие мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑма пултарччӑр тесе, ҫав хӑватлӑ сывлӑшах паянхи кунсенче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракансене пултарулӑх панӑ. Роберт Мартин арҫын-тӑван, ҫав вӑхӑтсенче типографи надзирателӗ пулнӑскер, 1927 ҫулта мӗнле ҫитӗнӳсем туни пирки хӑйӗн ҫырӑвӗнче каласа панӑ: «Хӑй вӑхӑтӗнче Хуҫа алӑка уҫрӗ те пӗр самантра питӗ нумай пичетлесе кӑларакан питӗ пысӑк машина пирӗн алла — ҫак машина пирки тата унпа мӗнле ӗҫлемеллине пачах пӗлмен алла — пачӗ. Анчах та Ҫӳлхуҫа хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннӑ ҫынсен ӑс-тӑнне хӑвӑртрах ӗҫлеттерес тесен мӗн тумаллине пӗлет. ...Темиҫе эрне хушшинчех эпир машинӑна ӗҫе ятӑмӑр, вӑл паян кун та ӗҫлет тата ҫав машинӑна туса кӑларакансем пӗлмен япаласене те тума пултарать». Иегова паян кун та хӑйӗншӗн ӗҫлекенӗсем чун-чӗререн вӑй хунине пиллесе тӑрать.

15. Рим 8:11-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ сӑмахсем илӗртӳсемпе тӗл пулакансене мӗнле ҫирӗплетме пултараҫҫӗ?

15 Иеговӑн сывлӑшӗ тӗрлӗ майлӑ витӗм кӳрсе тӑрать. Туррӑн ӗҫлекенӗсем ӑна пурте илме пултараҫҫӗ тата вӑл вӗсене питӗ йывӑр чӑрмавсене ҫӗнтерме те пулӑшать. Пире мӗн те пулин илӗртме пуҫларӗ пулсан, эпир Рим 7:21, 25-мӗш тата 8:11-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Павел ҫырнӑ сӑмахсенчен вӑй илме пултаратпӑр. Ҫапла, «Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратакан Туррӑн Сывлӑшӗ» пире те ӳт туртӑмӗсемпе кӗрешнӗ чухне вӗсене ҫӗнтерме пулӑшакан вӑй пама пултарать. Ҫак сӑмахсене святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене каланӑ пулнӑ, анчах та унти принциппа Туррӑн ӗҫлекенӗсем пурте усӑ курма пултараҫҫӗ. Христоса ӗненсе, тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑма пӗтерме тӑрӑшса тата сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнса эпир пурте пурнӑҫ илӗпӗр.

16. Туррӑн святой сывлӑшне илес тесен пирӗн мӗн тумалла?

16 Хамӑр енчен вӑй хумасан Турӑ пире ӗҫ туса тӑракан хӑйӗн вӑйне парасса кӗтсе тӑма пултаратпӑр-и вара? Ҫук. Пирӗн ун пирки кӗлӗ тумалла кӑна мар, ҫавӑн пекех Турӑ Сӑмахне тӗплӗн вӗренмелле (Ытар. 2:1—6). Ҫавӑн пекех христиансен пухӑвӗсенче Туррӑн святой сывлӑшӗ пур. Ҫак тӗлпулусене яланах ҫӳренипе эпир пухусене «Сывлӑш мӗн каланине» илтесшӗн пулнине кӑтартатпӑр (Апок. 3:6). Унтан та ытларах, пирӗн хамӑра кӗҫӗне хурса мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑмалла. Ытарлӑх 1:23-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫакӑн пек канаш панӑ: «Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп». Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшне ӑна Хуҫа вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑракансене парать (Апост. ӗҫ. 5:32).

17. Эпир вӑй хунӑшӑн Турӑ пире пиллесе тӑнисене мӗнпе танлаштарма пулать?

17 Туррӑн пиллӗхне илес тесен чун-чӗререн вӑй хумалла пулсан та, Иеговӑн халӑхӗ пиллӗхсене тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн кӑна мар илсе тӑнине асра тытар. Эпир вӑй хунӑшӑн Иегова пире мӗнле пиллесе тӑнине пирӗн кӗлетке усӑллӑ апат-ҫимӗҫрен усӑ мӗнле илсе тӑнипе танлаштарма пулать. Турӑ пирӗн организма ак ҫапла тунӑ: апат ҫини пире савӑнӑҫ та, организма тутлӑхлӑ япаласем те парать. Вӑл апат-ҫимӗҫне те парса тӑрать. Апат-ҫимӗҫ ҫав тутлӑхлӑ япаласене мӗнле илсе тӑнине эпир пӗтӗмпех пӗлместпӗр тата пирӗнтен нумайӑшӗ организм эпир ҫиекен апатран энерги мӗнле тунине те ӑнлантарса пама пултараймасть. Эпир пирӗн организм мӗнле ӗҫленине тата апат ҫисен вӑй илсе тӑнине ҫеҫ пӗлетпӗр. Эпир тутлӑхлӑ апат-ҫимӗҫ ҫиетпӗр пулсан усси ытларах пулать. Ҫавӑн пекех ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен Иегова мӗн тумаллине кӑтартса тӑрать тата вӗсене пурнӑҫласа тӑма мӗн кирлине парса тӑрать. Ҫакӑнта ытларах ӗҫлекенни вӑл, ҫавӑнпа та вӑл мухтав илме тивӗҫлине эпир ӑнланатпӑр. Апла пулсан та пиллӗхсем илес тесен унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн туса тӑрса унпа пӗрле ӗҫлесе тӑмалла (Агг. 2:18, 19).

18. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ тата мӗншӗн?

18 Ҫавӑнпа та хӑвӑра мӗн хушса панисене чунтан туса тӑрӑр. Яланах Иегова ҫине шанса тӑрӑр (Марк 11:23, 24). «Шыракан тупассине» шанса тӑрӑр (Матф. 7:8). Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем пӗлӗтри «пурнӑҫ пуҫ кӑшӑлне» илсе пиллӗх илӗҫ (Иак. 1:12, ҪХ). Авраамӑн ӑрӑвӗ урлӑ пиллӗхсем илес тесе вӑй хуракан Христосӑн «урӑх сурӑхӗсем» хаваспах илтӗҫ: «Эй Аттем пилленисем, килӗр, тӗнчене пултарсанах сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха кӗрӗр» (Иоан. 10:16; Матф. 25:34). Ҫапла, «Турӑ пилленисене еткерлӗх ҫӗр тивӗ... вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Пс. 36:22, 29).

Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?

• Чун-чӗререн итлесе тӑни шутне мӗн кӗрет?

• Туррӑн пиллӗхне илес тесен мӗн тумалла?

• Мӗнле майпа эпир Туррӑн святой сывлӑшне илме пултаратпӑр тата вӑл пире мӗнле пулӑшса тӑма пултарать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]