Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сирӗн пӗр ҫулпуҫ — Христос

Сирӗн пӗр ҫулпуҫ — Христос

Сирӗн пӗр ҫулпуҫ — Христос

«Хӑвӑра хӑвӑр... вӗрентекенсем [«ҫулпуҫсем», ҪТ], тесе те ан калӑр: сирӗн... Вӗрентекенӗр [«Ҫулпуҫӑр», ҪТ] пӗр Христос анчах» (МАТФ. 23:10).

1. Иегова Свидетелӗсем кама хӑйсен Ҫулпуҫӗ тесе йышӑнаҫҫӗ тата мӗншӗн?

 ХРИСТИАН тӗнчин чиркӗвӗсене ҫынсенчен суйласа лартнӑ ҫулпуҫсем ертсе пыраҫҫӗ: католиксен Рим папи, православи тӗнне тытса тӑракансен патриархсемпе митрополитсем, ытти тӗн юхӑмӗсен те хӑйсен пуҫлӑхӗсем пур. Иегова Свидетелӗсен ҫынсенчен суйласа лартнӑ ҫулпуҫ ҫук. Вӗсем пӗр-пӗр ҫыннӑн вӗренекенӗсем е пӗр-пӗр ҫын хыҫҫӑн пыраканӗсем мар. Ҫакӑ Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ пирки пророкла каланӑ сӑмахсемпе килӗшсе тӑрать: «Акӑ, эпӗ ӑна халӑхсем валли свидетель пек, халӑхсем валли ҫулпуҫ тата пуҫлӑх пек патӑм» (Ис. 55:4, ҪТ). Пӗтӗм тӗнчери христиансен пухӑвӗ — святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансемпе вӗсен юлташӗсем, «ытти сурӑхсем» — Иегова панӑ Ҫулпуҫсӑр пуҫне урӑх нимӗнле ҫулпуҫа та йышӑнмасть (Иоан. 10:16). Вӗсем Иисус каланӑ сӑмахсемпе килӗшеҫҫӗ: «Сирӗн... Вӗрентекенӗр [«Ҫулпуҫӑр», ҪТ] пӗр Христос анчах» (Матф. 23:10).

Израилӗн ангел кнеҫ

2, 3. Туррӑн Ывӑлӗ Израиль халӑхӗн пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнӑ?

2 Христиансен пухӑвӗ йӗркелениччен ҫӗршер ҫул маларах, Иегова хӑйӗн Израиль халӑхне ертсе пыма ангел панӑ. Израильтянсене Египетран илсе тухнӑ чухне, Иегова хӑйӗн халӑхне каланӑ: «Акӑ сана ҫул ҫинче сыхласа пымашкӑн, сана [сан валли] Хам хатӗрлесе хунӑ вырӑна кӗртмешкӗн Эпӗ сан умӑнтан [Хамӑн] Ангела яратӑп; Унӑн умӗнче хӑвна тӗрӗс тыт, Унӑн сӑмахне итле; Ӑна хирӗҫ ан тӳрменлен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл сирӗн ҫылӑхӑра каҫармӗ: Унра — Манӑн ятӑм» (Тух. 23:20, 21). Паллах ӗнтӗ, ҫак ангел, камра Иеговӑн ячӗ пулнӑ, Туррӑн малтан ҫуралнӑ Ывӑлӗ пулнӑ.

3 Ҫӗр ҫинче ҫын пулса ҫураличчен Туррӑн Ывӑлӗ Михаил ятлӑ пулнӑ пулас. Даниил кӗнекинче Михаил Израиль халӑхӗн кнеҫӗ пулни курӑнать (Дан. 10:21). Иуда ятлӑ вӗренекен Михаил Даниил пурӑннӑ вӑхӑтсенчен нумай ҫул маларах Израиль халӑхӗн ӗҫӗсенче хутшӑннине кӑтартса парать. Моисей вилнӗ хыҫҫӑн, Сатана унӑн кӗлеткине хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курса, тен, Израиль халӑхне йӗрӗхсене пуҫҫаптарасшӑн пулнӑ пулӗ. Михаил ҫакна тума паман. Иуда калать: «Моисей ӳчӗшӗн шуйттанпа тавлашнӑ чух Михаил Архангел та ӑна хурласа айӑплама хӑйман: „Турӑ чартӑр сана“, тесе анчах каланӑ» (Иуда 9). Кӑшт вӑхӑт иртсен, Иерихона хупӑрласа илес умӗн, Иисус Навина Турӑ пулӑшасси пирки ҫирӗплетме «[Иегова] ҫаррийӗн пуҫлӑхӗ [е кнеҫӗ]» килнӗ. Ҫав кнеҫ, паллах ӗнтӗ, Михаил пулнӑ. (Иисус Навин 5:13—15 вуласа пар.) Даниил пророка питӗ кирлӗ хыпара пӗлтерме килнӗ Туррӑн ангелне хӑватлӑ демон тытса чарма хӑтланнӑ чухне Михаил архангел ҫав ангела пулӑшма пынӑ (Дан. 10:5—7, 12—14).

Малтанах каласа хунӑ Ҫулпуҫ килет

4. Мӗнле пророкла каласа хуни Мессия килесси пирки кӑтартса панӑ?

4 Виҫҫӗмӗш абзацра каласа панӑ ӗҫ пулса иртиччен малтан Иегова Даниил пророк патне «Ҫулпуҫ Мессия» килесси ҫинчен пӗлтерме Гавриил ангела янӑ (Дан. 9:21—25, ҪТ) a. Шӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра, пирӗн эрӑри 29 ҫулта, кӗркунне, Иоанн Иисуса шыва кӗртнӗ. Иисус ҫине святой сывлӑш аннӑ та вара вӑл «Ҫу сӗрнӗскер» — Христос е Мессия — пулса тӑнӑ (Матф. 3:13—17; Иоан. 1:29—34; Гал. 4:4). Ҫапла майпа унӑн, унпа никам та танлашма пултарайман Ҫулпуҫ пулса тӑмалла пулнӑ.

5. Ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне Христос Ҫулпуҫ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

5 Ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫласанах Иисус хӑйне «Ҫулпуҫ Мессия» пекех тытнӑ. Ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫланӑ малтанхи кунсенчех вӑл вӗренекенсене пухма пуҫланӑ тата хӑйӗн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне тунӑ (Иоан. 1:35—2:11). Вӑл Пама пулнӑ ҫӗр тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне унӑн вӗренекенӗсем унпа пӗрле ҫӳренӗ (Лука 8:1). Вӑл вӗсене ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳреме вӗрентнӗ, ҫавӑн пекех ырӑ хыпара сарас тата вӗрентес ӗҫре ертсе пырассине хӑй ҫине илсе ҫак ӗҫе мӗнле тӑвас енчен питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ (Лука 9:1—6). Христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсен унран вӗренсе пымалла.

6. Мӗнле майпа Христос Кӗтӳҫ тата Ҫулпуҫ пулнине ҫирӗплетсе панӑ?

6 Иисус хӑй Ҫулпуҫ пулнине тата тепӗр енчен кӑтартнӑ. Вӑл хӑйне юратакан кӗтӳҫӗпе танлаштарнӑ. Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсенче кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗ умӗнче пыраҫҫӗ. Пама пулнӑ ҫӗрпе Библие халалласа ҫырнӑ кӗнекере, Вильям Томсон ҫырнӑ: «Кӗтӳҫӗ сурӑхӗсен умӗнче вӗсене ӑҫта каймаллине кӑтартас тесе кӑна мар, ҫавӑн пекех ҫав ҫулпа кайма май пуррине тата хӑрушлӑх ҫуккине пӗлме пынӑ. [...] Вӑл хӑйӗн туйипе кӗтӗве симӗс ҫарансем патне ертсе тата кӑтартса пырать, ҫавӑн пекех вӗсене тӑшмансенчен хӳтӗлет» (The Land and the Book). Хӑй чӑн-чӑн Кӗтӳҫӗ тата Ҫулпуҫ пулнине кӑтартса Иисус каланӑ: «Эпӗ ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать. Хам сурӑхӑмсем Ман сасса илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ» (Иоан. 10:11, 27). Хӑй каланӑ сӑмахне тытса Иисус хӑйӗн пурнӑҫне хӑйӗн сурӑхӗсемшӗн парне пек панӑ, анчах та Иегова ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ та «Пуҫлӑх та [е Ҫулпуҫ та], Ҫӑлакан та туса хунӑ» (Апост. ӗҫ. 5:31; Евр. 13:20).

Христиансен пухӑвне пӑхса тӑракан

7. Мӗн урлӑ Иисус христиансен пухӑвне пӑхса тӑрать?

7 Пӗлӗт ҫине ҫӗкленес умӗн кӑшт маларах, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те [е влаҫа та] Мана панӑ» (Матф. 28:18). Иисус Иегова панӑ святой сывлӑша хӑйӗн вӗренекенӗсене, вӗсене чӑнлӑхра ҫирӗплетес тесе, панӑ (Иоан. 15:26). Иисус ҫав сывлӑша малтанхи христиансем ҫине пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулти Аллӑмӗш кунхи праҫник кунӗнче антарнӑ (Апост. ӗҫ. 2:33). Ҫапла майпа христиансен пухӑвӗ йӗркеленнӗ. Иегова хӑйӗн Ывӑлне пӗлӗтре власть парса ҫӗр ҫинчи пухӑвӑн Ҫулпуҫӗ пулма лартнӑ. (Ефес 1:22; Колоссы 1:13, 18 вуласа пар.) Иисус Иеговӑн святой сывлӑшӗ урлӑ христиансен пухӑвне ертсе пырать тата ӑна ангелсем «пӑхӑнса тӑраҫҫӗ», вӑл вӗсемпе хӑйне мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек усӑ курма пултарать (1 Пет. 3:22).

8. Пӗрремӗш ӗмӗрти хӑйӗн вӗренекенӗсене Христос мӗнпе усӑ курса ертсе пынӑ тата вӑл паян кампа усӑ курать?

8 Ҫавӑн пекех Христос святой сывлӑш урлӑ парне панӑ пек ҫынсем панӑ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пухура кӗтӳҫӗсем тата вӗрентекенсем (Еф. 4:8, 11). Павел апостол христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсене хавхаланатарнӑ: «Эсир хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр, пӗтӗм кӗтӗве те астуса тӑрӑр: Ҫӑлакан Туррӑн ӗненекен ушкӑнне [е пухӑвне]... кӗтме Святой Сывлӑш сире пӑхса тӑракансем тунӑ» (Апост. ӗҫ. 20:28). Христиан пухӑвӗ йӗркеленсен, ҫав пухӑва пӑхса тӑракансем пурте святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ арҫынсем пулнӑ. Апостолсем тата Иерусалим пухӑвӗнчи старейшинӑсем ҫав вӑхӑтри ертсе пыракан совет пулнӑ. Христос ҫав ертсе пыракан советпа усӑ курса святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ ҫӗр ҫинчи «тӑвансен» ушкӑнне ертсе пынӑ (Евр. 2:11; Апост. ӗҫ. 16:4, 5). Ҫак пӗтес вӑхӑтра Христос «хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне» — Турӑ Патшалӑхӗн ҫӗр ҫинчи интересӗсене — «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» тата унӑн представительне, святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ арҫынсенчен тӑракан Ертсе пыракан совета, шанса панӑ (Матф. 24:45—47, ҪХ). Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансемпе вӗсен юлташӗсем, урӑх сурӑхсем, Ертсе пыракан совет паян мӗн каланине туса пынипе вӗсем чӑннипех хӑйсен Ҫулпуҫӗ, Христос, хыҫҫӑн пынине ӑнланаҫҫӗ.

Христос ырӑ хыпар сарас ӗҫе пуҫарать

9, 10. Ытти ҫӗршывсенче те Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне илччӗр тесе Иисус ҫак ӗҫе мӗнле майпа йӗркелесе пынӑ?

9 Пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫе мӗн пуҫламӑшӗнченех Иисус хӑй ертсе пынӑ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне мӗнле пӗлтермелли пирки вӑл хушусем панӑ. Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ вӑхӑтра Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентсе каланӑ: «[Ытти] халӑхсем патне ан кайӑр, Самария хулине те ан кӗрӗр; пуринчен малтан Израиль ӑрӑвӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне кайӑр. Ҫӳренӗ чух: Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ, тесе вӗрентӗр» (Матф. 10:5—7). Вӗсем ырӑ хыпара еврейсемпе прозелитсене хастаррӑн пӗлтернӗ, уйрӑмах, пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулти Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн (Апост. ӗҫ. 2:4, 5, 10, 11; 5:42; 6:7).

10 Каярахпа Иисус святой сывлӑшпа усӑ курса Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне ытти ҫӗршывсенче пӗлтернӗ, ҫапла вара ҫак хыпара Самари ҫыннисем те, ытти халӑхри ҫынсем те илтнӗ (Апост. ӗҫ. 8:5, 6, 14—17; 10:19 —22, 44, 45). Ытти халӑхри ҫынсем те ырӑ хыпара илччӗр тесе Тарсри Савла христианин пулма Иисус хӑй хавхалантарнӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенне Анания хушнӑ: «Эсӗ тӑр та, Тӳрӗ теекен урама кай, унта Иуда килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине ыйт. [...] ...Кай, вӑл Манӑн суйласа илнӗ савӑтӑм. Эпӗ ӑна халӑхсем, патшасем, Израиль ывӑлӗсем умӗнче Хам ятӑм ҫинчен каласа пӗтерме суйласа илтӗм» (Апост. ӗҫ. 9:3—6, 10, 11, 15). Ҫав ҫын Павел апостол пулса тӑнӑ (1 Тим. 2:7).

11. Мӗнле майпа Христос святой сывлӑш урлӑ ырӑ хыпара пӗлтерес ӗҫе сарнӑ?

11 Ырӑ хыпара ытти халӑхсене те пӗлтермелли вӑхӑт ҫитсен святой сывлӑш Павела Азине тата Европӑна та миссионерла ҫулҫӳреве янӑ. Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекинче Лука пӗлтерет: «Вӗсем [Антиохияри христиансен пухӑвӗнчи пророксемпе вӗрентекенсем] Турӑшӑн [Иеговӑшӑн] ӗҫлесе, типӗ тытса пурӑннӑ чух Святой Сывлӑш каланӑ: Эпӗ Варнавӑпа Савла ӗҫ тума чӗннӗ, ҫав ӗҫе тума вӗсене Мана уйӑрса парӑр, тенӗ. Вара ӗненекенсем, типӗ тытса, кӗлтунӑ та, кусем ҫине алӑ хурса, вӗсене ӑсатса янӑ» (Апост. ӗҫ. 13:2, 3). Иисус Тарсри Савӑла Хӑйӗн ячӗ пирки халӑхсене пӗлтерме унӑн «суйласа илнӗ савӑчӗ» пулма хӑй чӗнсе каланӑ, апла пулсан, ырӑ хыпар сарас ӗҫе ҫапла майпа тӑвасси Христосран, пухӑвӑн Ҫулпуҫӗнчен, тухни курӑнать. Ҫак ӗҫе Иисус святой сывлӑшпа усӑ курса ертсе пыни уйрӑмах Павелӑн иккӗмӗш миссионерла ҫулҫӳревӗ вӑхӑтӗнче уҫҫӑн курӑннӑ. Христос святой сывлӑшпа усӑ курса Павелпа унӑн юлташӗсене ӑҫта тата хӑҫан каймаллине кӑтартса тӑни пирки Библире каланӑ. Ҫав курӑну вара вӗсене Европӑна кайма хавхалантарнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 16:6—10 вуласа пар.)

Иисус хӑйӗн пухӑвне ертсе пырать

12, 13. Христос кашни пухура мӗн пулса иртнине тимлӗ сӑнаса тӑнине Апокалипсис кӗнеки мӗнле кӑтартса парать?

12 Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрти святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансен пухӑвӗсенче мӗн пулса иртнине Иисус тимлӗ сӑнаса тӑнӑ. Вӑл кашни пухӑвӑн лару-тӑрӑвне лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Ҫакна Апокалипсис кӗнекинчи 2, 3-мӗш сыпӑксене вуласан курма пулать. Вӑл Азири ҫичӗ пуху ҫинчен асӑнать (Апок. 1:11). Вӑл ҫавӑн пекех ҫӗр ҫинчи ун чухнехи ытти пухусен лару-тӑрӑвне те лайӑх пӗлни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. (Апокалипсис 2:23 вуласа пар.)

13 Иисус хӑш-пӗр пухусене, вӗсен тӳсӗмлӗхӗшӗн, ӗнӗнӳпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсенче шанчӑклӑха упраса хӑварнӑшӑн, унӑн сӑмахне чун-чӗререн тытса тӑнӑшӑн тата чӑн тӗнрен пӑрӑнса кайнӑ ҫынсемпе хутшӑнманнишӗн ырласа илнӗ (Апок. 2:2, 9, 13, 19; 3:8). Ҫав вӑхӑтрах вӑл темиҫе пухӑва хыттӑн тимлеттерсе канаш панӑ, мӗншӗн тесен вӗсен юратӑвӗ сивӗннӗ пулнӑ, тата вӗсем йӗрӗхсене пуҫҫапнине, аскӑн ӗҫ тунине курманҫи пулнӑ, ҫавӑн пекех вӗсем секта вӗрентӗвӗсене тытса пыракансене сивлемен (Апок. 2:4, 14, 15, 20; 3:15, 16). Пухусене — ҫӑвӑн пекех хӑй питлекенсене те — юратса пӑхса тӑнӑран, Иисус каланӑ: «Эпӗ кама юрататӑп, ҫавсене питлетӗп, вӗсене хӗн кӑтартатӑп. Ҫапла ӗнтӗ харсӑр пул, ӳкӗн» (Апок. 3:19). Ҫӗр ҫинчи хӑйӗн вӗренекенӗсен пухӑвӗсене Иисус святой сывлӑш урлӑ пӗлӗтрен ертсе пынӑ. Ҫав пухусем патне янӑ пӗлтерӳсем вӗҫӗнче вӑл ҫакӑн пек чӗнсе каланӑ: «[Пухусене] Сывлӑш мӗн каланине хӑлха пурри илттӗр» (Апок. 3:22).

14—16. а) Иисус ҫӗр ҫинче Израиль халӑхӗн хӑюллӑ Ҫулпуҫӗ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «тӗнче пӗтичченех куллен» пулӑшса тӑни мӗн панӑ? б) Тепӗр статьяра мӗн сӳтсе явӑпӑр?

14 Михаил (Иисус) хӑйне хӑватлӑ ангел пек, Израилӗн Ҫулпуҫӗ пек, тытнине эпир куртӑмӑр ӗнтӗ. Каярахпа Иисус хӑйӗн пӗрремӗш вӗренекенӗсемшӗн хӑюллӑ Ҫулпуҫ тата юратакан Кӗтӳҫӗ пулнӑ. Ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне вӑл ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫе ертсе пынӑ. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан вара Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне мӗнле сарнине пӑхса тӑнӑ.

15 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иисус святой сывлӑш урлӑ ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫе пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарнӑ. Пӗлӗт ҫине ҫӗкленес умӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Хӑвӑр ҫине Святой Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илӗр, вара Иерусалимре, пӗтӗм Иудеяра, Самарияра, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех Ман ҫинчен каласа кӑтартакансем пулӑр» (Апост. ӗҫ. 1:8; 1 Пет. 1:12 вуласа пар). Христос ертсе пынипе пӗрремӗш ӗмӗрте питӗ пысӑк свидетельство панӑ (Кол. 1:23).

16 Ҫапах та Иисус ҫак ӗҫ пӗтес вӑхӑтчченех пырасси пирки кӑтартса панӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар пӗлтерме тата пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлеме янӑ чухне Иисус вӗсене шантарса каланӑ: «Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп» (Матф. 28:19, 20). Христос 1914 ҫулта Патшана ларнӑранпа хӑйӗн вӗренекенӗсене тата ытларах пулӑшса тӑрать, ҫавӑн пекех вӗсен Ҫулпуҫӗ пулса ертсе пырать. Ҫакна мӗнле тунине эпир тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

[Сноска]

a Ҫак пророкла калани пирки ытларах пӗлес тесен 2000 ҫулта майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» (выр.) кӑларӑмне, 16-мӗш страницӑри 6-мӗш абзаца, тата «Понимание Писания» (акӑл.) энциклопедин 2-мӗш томне, 899—904-мӗш страницӑсене, пӑхӑр.

Аса илмелли ыйтусем

• Туррӑн Ывӑлӗ Израилӗн Ҫулпуҫӗ пулнине мӗнле майпа кӑтартнӑ?

• Мӗнле майпа Христос ҫӗр ҫинчи хӑйӗн пухӑвне ертсе пырать?

• Ырӑ хыпара сарассине Христос мӗнле ертсе пырать?

• Христос кашни пухӑвӑн лару-тӑрӑвне тимлӗ сӑнаса тӑнине мӗн кӑтартса парать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]