Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пуринчен малтан «унӑн тӳрӗлӗхне» шырӑр

Пуринчен малтан «унӑн тӳрӗлӗхне» шырӑр

Пуринчен малтан «унӑн тӳрӗлӗхне» шырӑр

«Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ» (МАТФ. 6:33, ҪХ).

1, 2. Мӗн вӑл Туррӑн тӳрӗлӗхӗ тата вӑл мӗнпе ҫыхӑнса тӑрать?

 «ПУРИНЧЕН малтан Турӑ Патшалӑхне... шырӑр» (Матф. 6:33, ҪХ). Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне Иисус Христос ҫавӑн пек чӗнсе каланине паянхи Иегова Свидетелӗсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Эпир ҫав Патшалӑха, е правительствӑна, юратнине хамӑр пурнӑҫра пур енчен те кӑтартма тӑрӑшатпӑр тата ӑна чун-чӗререн парӑнса тӑрасшӑн. Анчах та пирӗн ҫав сӑмахсен иккӗмӗш пайне те, «Унӑн тӳрӗлӗхне» шырамалла тенине те, асра тытмалла. Мӗн вӑл Туррӑн тӳрӗлӗхӗ тата ӑна «пуринчен малтан» шырамалла тени мӗне пӗлтерет?

2 Чи малтанхи чӗлхерен «тӳрӗлӗх» тесе куҫарнӑ сӑмаха ҫавӑн пекех «тӗрӗслӗх» е «ултавсӑрлӑх» тесе куҫарма пулать. Апла пулсан, Туррӑн тӳрӗлӗхӗ вӑл — Турӑ мӗне хакланипе тата унӑн нормисемпе килӗшсе тӑракан тӗрӗслӗх. Пултаракан пулнӑ май Иеговӑн ыррипе усаллине, тӗрӗссипе тӗрӗс маррине уйӑрма пулӑшакан нормӑсем пама ирӗк пур (Ӳлӗм. 4:11). Анчах та Туррӑн тӳрӗлӗхӗ вӑл чунсӑр, хаяр законсен пуххи е вӗҫӗ-хӗррисӗр правилӑсемпе инструкцисем мар. Пачах урӑхла, унӑн тӳрӗлӗхӗ Вӑл мӗнле Турӑ пулнипе тата унӑн тӗп паха енӗпе — тӗрӗслӗхӗпе, ҫавӑн пекех унӑн ытти тӗп паха енӗсемпе: юратӑвӗпе, ӑслӑлӑхӗпе тата вӑйӗпе — ҫыхӑнса тӑрать. Туррӑн тӳрӗлӗхӗ унӑн ирӗкӗпе те, вӑл мӗн тума шухӑшласа хунипе те тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Ун шутне Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен мӗн кӗтни кӗрет.

3. а) Пуринчен малтан Туррӑн тӳрӗлӗхне шырамалла тени мӗне пӗлтерет? ӑ) Мӗншӗн эпир Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑратпӑр?

3 Пуринчен малтан Туррӑн тӳрӗлӗхне шырамалла тени мӗне пӗлтерет? Кӗскен каласан, вӑл Турра юрӑхлӑ пулас тесе унӑн ирӗкне туса тӑмаллине. Туррӑн тӳрӗлӗхне шырасси ҫавӑн пекех хамӑр шутласа кӑларнӑ нормӑсемпе мар, Туррӑн пур тӗлӗшпе те паха принципӗсемпе тата нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма тӑрӑшнине пӗлтерет. (Рим 12:2 вуласа пар.) Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем пирӗн пурнӑҫра чи кирли. Эпир унӑн законӗсене наказани парассинчен хӑранӑран мар пӑхӑнса тӑратпӑр. Пачах урӑхла, Турра юратни пире хамӑр шутласа кӑларнӑ нормӑсене мар, унӑн нормисене тытса пынипе ӑна юрӑхлӑ пулма хавхалантарать. Ҫакна туни тӗрӗс пулнине тата Турӑ пире шӑпах ҫавна туса тӑма пултарнине эпир ӑнланатпӑр. Иисус Христос, Турӑ Патшалӑхӗн Патши, пекех пирӗн те тӳрӗлӗхе юратмалла (Евр. 1:8, 9).

4. Туррӑн тӳрӗлӗхне шырани мӗншӗн питӗ кирлӗ?

4 Иеговӑн тӳрӗлӗхне шырани питӗ кирлӗ-ши? Ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑхар-ха: Эдем садӗнчи пӗрремӗш тӗрӗслевӗн тӗллевӗ ҫакӑнта пулнӑ — Адампа Ева Иеговӑн нормӑсем пама ирӗк пуррине йышӑнӗҫ е йышӑнмӗҫ (Пулт. 2:17; 3:5). Иеговӑн ҫавӑн пек ирӗк пуррине вӗсем йышӑнма килӗшменни пире, вӗсен ӑрӑвӗ пулнӑ пирки, хӗн-асап тата вилӗм кӳрсе тӑрать (Рим 5:12). Ҫавӑнпа пӗрлех Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗлӗхе уяса пурӑнакан пурӑнӑҫ та, тӳрӗлӗх те, мухтав та тупать» (Ытар. 21:21). Ҫапла, эпир пуринчен те малтан Туррӑн тӳрӗлӗхне шыратпӑр пулсан, Иеговӑпа пирӗн хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем аталанса пыраҫҫӗ, ҫакӑ вара ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать (Рим 3:23, 24).

Хамӑра хамӑр тӳрӗ тесе шухӑшланин хӑрушлӑхӗ

5. Пирӗн мӗнле хӑрушлӑхран пӑрӑнмалла?

5 Римри христиансем патне янӑ ҫырура Павел апостол Туррӑн тӳрӗлӗхне шырас тесе тӑрӑшакансен пурин те мӗнле хӑрушлӑхран пӑрӑнмаллине кӑтартса панӑ. Иудейсем пирки Павел ҫырнӑ: «Эпӗ вӗсем Турра ӗҫлесе тӑрас тӗлӗшпе питӗ тӑрӑшуллӑ пулнине пӗлсе тӑратӑп, анчах ӑна вӗсем пӗлсе тумаҫҫӗ. Турӑ тӳрӗлӗхне ӑнланмасӑр, Хӑйсен тӳрӗлӗхне ҫирӗплетесшӗн тӑрӑшса, вӗсем Турӑ тӳрӗлӗхне пӑхӑнмарӗҫ» (Рим 10:2, 3). Павел каланӑ сӑмахсем тӑрӑх ҫав иудейсем Туррӑн тӳрӗлӗхне ӑнланман, мӗншӗн тесен ытларах хӑйсен тӳрӗлӗхне ҫирӗплетес тесе тӑрӑшнӑ a.

6. Пирӗн мӗнле кӑмӑл-туйӑм пулмалла мар тата мӗншӗн?

6 Турӑшӑн ӗҫлесси ҫине ӑмӑрту ҫине пӑхнӑ пек пӑхатпӑр пулсан, хамӑра ыттисемпе танлаштаратпӑр пулсан, эпир танатана кӗрсе ӳкнӗ пулӑттӑмӑр. Ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑла пула эпир хамӑр пултарулӑх ҫине ытла та вӑйлӑ шанма пуҫланӑ пулӗччӗ. Анчах та эпир хамӑр ҫине ҫакӑн пек ытлашши шанма пуҫласан Иеговӑн тӳрӗлӗхӗ ҫинчен манса кайнӑ пулӑттӑмӑр (Гал. 6:3, 4). Ырӑ ӗҫсене тӗрӗс кӑмӑл-туйӑмпа тума хавхалантаракан сӑлтав вӑл — эпир Иеговӑна юратни. Пирӗн тӳрӗлӗх тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе пама тӑрӑшни вӑл — эпир Турра юрататпӑр тесе калани ниме те тӑманнине кӑтартса пама пултарать. (Лука 16:15 вуласа пар.)

7. Хӑйсене хӑйсем тӳрӗ тесе шутлакан ҫынсем тӗрӗс мар пулнине Иисус мӗнле кӑтартса панӑ?

7 «Хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ [е тӳрӗ ҫынсем] тесе шанакансемшӗн» тата «ыттисене хурлакансемшӗн» Иисус пӑшӑрханнӑ. Вӑл тӗслӗх илсе парса вӗсем тӗрӗс мар хӑтланнине кӑтартнӑ: «Икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ, пӗри фарисей, тепӗри куланай пухакан пулнӑ. Фарисейӗ кӗлтума тӑрсан хӑй ӑшӗнче ҫапла каласа кӗлтунӑ: „эй Турӑ! тав тӑватӑп Сана: эпӗ ытти ҫынсем пек ҫаратаканскер, хур тӑваканскер, аскӑнланса ҫӳрекенскер мар, ҫакӑ куланай пухакан пек те мар: эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, мӗнпур ӗҫлесе тунинчен вуннӑмӗш пайне Турра паратӑп“ тенӗ. Куланай пухаканӗ вара, айккинче тӑраканскер, куҫне уҫса ҫӳлелле пӑхма та хӑяйман; хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапа-ҫапа: „эй Турӑҫӑм! хӗрхенсем мана, ҫылӑхлӑскере“ тесе тӑнӑ». Иисус ҫапла пӗтӗмлетсе каланӑ: «Калатӑп сире: вӑл килне фарисейрен ытларах тӳрре тухса тавӑрӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ» (Лука 18:9—14).

Тепӗр хӑрушлӑх вӑл — «ытлашши тӳрӗ» пуласси

8, 9. «Ытлашши тӳрӗ» пулни мӗне пӗлтерет тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?

8 Пирӗн асра тытмалли тепӗр хӑрушлӑх пирки Екклесиаст 7:16-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Хӑвна пӗтерес темесессӗн ытлашши тӳрӗ те, ытлашши ӑслӑ та ан пул». Турӑ пӗлтернипе ҫав сӑмахсене ҫыракан мӗншӗн пирӗн ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑлтан пӑрӑнмаллине кӑтартакан тепӗр сӑлтав пирки калать: «Ҫӗр ҫинче ҫылӑха кӗмесӗр ырӑ туса ҫеҫ пурӑнакан тӳрӗ ҫын ҫук» (Еккл. 7:20). «Ытлашши тӳрӗ» пулса кайнӑ ҫын тӳрӗлӗх норми мӗнле пулмаллине хӑй шутласа кӑларать те ыттисене вӗсем тӑрӑх айӑплать. Анчах та ҫакӑн пек туса вӑл хӑйӗн нормисене Туррӑннинчен мала хунине, ҫапла майпа Турӑ умӗнче тӗрӗс мар пулнине ӑнлансах каймасть.

9 Хамӑра «ытлашши тӳрӗ» ҫын пек кӑтартма тытӑнсан эпир Иегова хӑйӗн ӗҫӗсене мӗнле туни пирки иккӗлентерме те пултаратпӑр. Анчах та ҫакна асра тытмалла: Турӑ мӗн тума шутласа хуни тӗрӗс пулни пирки иккӗлентеретпӗр пулсан, чӑннипе вара эпир хамӑрӑн тӳрӗлӗх нормисене унӑннинчен мала хуратпӑр. Ҫакӑ вӑл Иеговӑна суда чӗнсе ӑна хамӑр шутласа кӑларнӑ нормӑсем — мӗн усал, мӗн ырӑ пулнине кӑтартакан хамӑр нормӑсем — тӑрӑх суд тунипе пӗрех. Анчах та тӳрӗлӗх нормисене пама пирӗн мар, Иеговӑн кӑна ирӗк пур! (Рим 14:10).

10. Мӗне пула эпир те, Иов пекех, Турра айӑплама пуҫлама пултаратпӑр?

10 Пирӗнтен никам та пӗлсе тӑрсах Турра суд тӑвасшӑн мар пулин те хамӑрӑн ҫитменлӗхсем пире ҫавна тума тӗксе тӑма пултараҫҫӗ. Эпир темӗскер, хамӑр шутпа тӗрӗс маррине, курсан е йывӑрлӑхсемпе хамӑр тӗл пулсан, ҫавӑн пекки ҫӑмӑллӑнах пулса тухма пултарать. Тӳрӗ пурӑнакан Иов та ҫакӑн пек йӑнӑш тунӑ. Кӗнеке пуҫламӑшӗнче ун пирки «таса чӗреллӗ, тӳрӗ, Турӑран хӑракан ҫын пулнӑ, усалтан сыхланса ҫӳренӗ» тесе каланӑ (Иов 1:1). Анчах та каярахпа, Иовӑн пурнӑҫӗнче пӗр инкек хыҫҫӑн тепри пулса иртсен, ҫакӑ вара, ун шучӗпе тӗрӗс мар пек курӑннӑ. Ҫавӑн пек шухӑшсене пула Иов «хӑйне Турӑран та ытла тӳрре кӑларса» калаҫнӑ (Иов 32:1, 2). Иовӑн хӑйӗн шухӑшӗсене тӳрлетмелле пулнӑ. Ҫавӑнпа та эпир те ҫавнашкал лару-тӑрӑва лекрӗмӗр пулсан тӗлӗнме кирлӗ мар. Ҫакӑн пекки пулса тухсан хамӑр шухӑшсене улӑштарма мӗн пулӑшӗ?

Эпир яланах пур факта та пӗлместпӗр

11. Пире пӗр-пӗр ӗҫ тӗрӗс мар пек туйӑнать пулсан мӗн асра тытмалла?

11 Пӗрремӗшӗ, мӗне пирӗн асра тытмалла — эпир яланах пур факта та пӗлместпӗр. Иовпа шӑпах ҫапла пулнӑ та. Пӗлӗтре ангелсем Турӑ патне пуҫтарӑнсан, Сатана ун пирки айӑпласа каланӑ суя сӑмахсем ҫинчен вӑл пӗлмен (Иов 1:7—12; 2:1—6). Унӑн инкекӗсемшӗн Сатана айӑплӑ пулнине Иов ӑнланман. Иов Сатана чӑннипех кам пулнине ӑнланман пулас! Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн инкекӗсемшӗн Турӑ айӑплӑ тесе тӗрӗс мар шутланӑ. Ҫапла, пур факта та пӗлместпӗр пулсан ҫӑмӑллӑнах тӗрӗс мар шухӑшласа хума пулать.

12. Мӗншӗн кама та пулин иҫӗм пахчинче ӗҫлеме тара тытнӑ ҫынсем пирки каласа панӑ Иисусӑн ытарлӑхӗнче тӗрӗсмарлӑх пур пек туйӑнма пултарать?

12 Сӑмахран, иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеме тара тытнӑ ҫынсем пирки калакан Иисусӑн ытарлӑхне пӑхса тухар. (Матфей 20:8—16 вуласа пар.) Кунта Иисус хуҫа ҫинчен, вӑл тара тытнӑ ҫынсене пурне те — вӗсем яра куна е пӗр сехет ӗҫленине пӑхмасӑрах — пӗр пек тӳлет тесе калать. Эсир ҫавӑн пирки тӗрӗс тесе шутлатӑр-и? Тен, сирӗн тӳррех шӑрӑха тӳссе кунӗпе ӗҫлекенсене шеллес килсе кайрӗ. Паллах ӗнтӗ, вӗсем нумайтарах укҫа илме тивӗҫлӗ! Ҫакӑн пек шухӑшласан хуҫа чӗресӗр тата тӗрӗс мар хӑтланать тесе шутлама пулать. Ӗҫлекенсем ӳпкелешни ҫине вӑл мӗнле хуравласа калани те влаҫпа иртӗннӗ пек туйӑнма пултарать. Анчах та пире пур факт та паллӑ-и?

13. Иҫӗм пахчинче ӗҫлеме тара тытнӑ ҫынсем пирки каласа панӑ Иисусӑн ытарлӑхне тата хӑш енчен пӑхса тухма пулать?

13 Айтӑр ҫак тӗслӗхе тепӗр енчен пӑхса тухар. Паллах ӗнтӗ, ҫак тӗслӗхри хуҫа арҫынсен пурин те хӑйсен ҫемйисене тӑрантарса усрамалли пирки питӗ лайӑх пӗлнӗ. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра хирте ӗҫлекенсене хӑйсен ӗҫӗшӗн ӗҫ укҫине кун вӗҫӗнче тӳлесе тӑнӑ. Вӗсен ҫемйисен пурнӑҫӗ кашни кун ӗҫлесе илнӗ укҫа-тенкӗрен килнӗ. Ҫакна шута илнӗ май хуҫа кун вӗҫӗнче кама курнӑ тата камӑн ҫавна пула пӗр сехет кӑна ӗҫлеме тивнӗ, ҫавсен лару-тӑрӑвӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Тен, вӗсем пӗр сехет ӗҫлесе илнӗ укҫа-тенкипе хӑйсен ҫемйине тӑрантараймӗччӗҫ. Ҫапах та вӗсем ӗҫлесшӗн пулнӑ тата хӑйсене тара тытчӑр тесе кунӗпех кӗтсе тӑнӑ (Матф. 20:1—7). Кунӗпе ӗҫлеме май пулманни — вӗсен айӑпӗ мар. Вӗсем пӗлсе тӑрсах ӗҫлесшӗн пулманнине нимӗн те кӑтартса памасть. Калӑпӑр, сирӗн кунӗпе — ҫав кун эсир мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнинчен сирӗн ҫывӑх ҫыннусен пурнӑҫӗ килнине пӗлсе — ӗҫ кӗтмелле пулчӗ. Эсир кирек мӗнле ӗҫшӗн те савӑннӑ пулӑттӑр тата хӑвӑр ҫемйӳне тӑрантарса усрама ҫителӗклӗ укҫа-тенкӗ илни пирки питӗ тӗлӗннӗ пулӑттӑр!

14. Иҫӗм пахчи пирки калакан ытарлӑхран эпир мӗне вӗренетпӗр?

14 Халӗ вара айтӑр пахча хуҫин ӗҫӗсене тепӗр хут пӑхса тухар. Вӑл кама та пулин ӗҫ укҫине парса татман тесе калама ҫук. Пачах урӑхла, вӑл тара тытнӑ ӗҫлекенӗсемпе пуринпе те, вӗсем хӑйсене те, хӑйсен ҫемйисене те тӑрантарса усрама ҫителӗклӗ укҫа-тенкӗ илме тивӗҫлӗ ҫынсем пек тытнӑ. Кама тара тытас пирки суйласа илме нумай май пулнӑ пулин те, хуҫа, кам сахалтарах ыйтать, ҫавсене суйласа илмен. Унӑн пахчинче ӗҫлекенӗсем пурте килӗсене хӑйсен ҫемйине тӑрантармалӑх ҫителӗклӗ укҫа-тенкӗ илсе таврӑннӑ. Ҫаксене пурне те шута илсен, тен, эпир хуҫан ӗҫӗсем ҫине урӑхла пӑхма пуҫлӑпӑр. Хуҫа ҫавӑн пек тума шут тытнинче вӑл хӑйӗн влаҫӗпе тӗрӗс мар усӑ курни мар, юрату курӑнса тӑнӑ. Ҫакӑнтан мӗне вӗренме пулать? Хӑш-пӗр сӑлтавсене кӑна пӑхса тухсан тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳ тума пултаратпӑр. Чӑннипех ҫак ытарлӑх Туррӑн тӳрӗлӗхӗ пуринчен те лайӑхрах пулнине палӑртать. Ҫав тӳрӗлӗх закон тума хушакан нормӑсене те, ҫын тӳрӗлӗх ҫинчен мӗнле шухӑшланине те ирттерет.

Эпир йӑнӑш е ҫителӗксӗр ӑнланма пултаратпӑр

15. Мӗншӗн тӗрӗслӗхе эпир мӗнле ӑнланни йӑнӑш е ҫителӗксӗр пулма пултарать?

15 Пире тӗрӗс мар пек туйӑнакан лару-тӑрура иккӗмӗшӗ, мӗне асра тытмалла — эпир йӑнӑш е ҫителӗксӗр ӑнланма пултаратпӑр. Хамӑр ҫитменлӗхсене пула, ҫынсем пирки малтанах мӗн те пулин шутласа хунине пула е культурӑри уйрӑмлӑхсене пула эпир йӑнӑш ӑнланма та пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ҫын мӗнле шухӑшпа ҫавӑн пек тунине ӑнланма тата вӗсен чӗринче чӑннипех мӗн пулнине курма пултараймастпӑр. Иеговӑн та, Иисусӑн та пирӗнпе танлаштарсан ун пек ҫитменлӗхсем ҫук (Ытар. 24:12; Матф. 9:4; Лука 5:22).

16, 17. Давид Вирсавипе ҫылӑх тусан мӑшӑра улталама юраманни пирки панӑ законпа мӗншӗн Иегова усӑ курман?

16 Айтӑр Давид Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунӑ тӗслӗхе пӑхса тухар (2 Патш. 11:2—5). Моисей законӗ тӑрӑх вӗсене иккӗшне те вӗлермелле пулнӑ (Лев. 20:10; Сакк. аст. 22:22). Иегова вӗсене наказани панӑ пулсан та, вӑл ҫавна хӑйӗн законӗ тӑрӑх туман. Иегова ҫапла тунипе тӗрӗс мар тунӑ-ши? Вӑл Давида камне кура хакланӑ-ши тата хӑйӗн тӳрӗлӗх нормисене сирсе янӑ-ши? Библие вулакансенчен хӑш-пӗрисем шӑпах ҫапла шутланӑ та.

17 Анчах та мӑшӑра улталама юраманни пирки панӑ закона Иегова ҫитменлӗх пур судьясене — ҫынсен чӗрине витӗр курма пултарайман ҫынсене — панӑ пулнӑ. Хӑйсен ҫитменлӗхӗсене пӑхмасӑрах, вӗсем ҫак закона пула пӗр йӗрке тытса пырса суд тума пултарнӑ. Анчах та Иегова ҫын чӗрине вулама пултарать (Пулт. 18:25; 1 Ҫулс. 29:17). Ҫавӑнпа та Иегова ҫитменлӗх пур судьясем валли панӑ закон тӑрӑх кӑна суд тӑвасса кӗтме кирлӗ мар. Ҫакӑ вӑл япӑх куракан ҫынна куҫне тӳрлетме паракан куҫлӑха ҫивӗч куракана тӑхӑнтарасшӑн тӑрӑшнипе пӗрех пулнӑ пулӗччӗ. Иегова Давидпа Вирсавин чӗрисене вулама тата вӗсем чун-чӗререн ӳкӗннине курма пултарнӑ. Ҫакна шута илнӗ май вӑл вӗсене ҫакӑнпа килӗшӳллӗ — хӗрхенӳпе юрату кӑтартса — суд тунӑ.

Малалла та Иеговӑн тӳрӗлӗхне шырӑр

18, 19. Иеговӑна хамӑр шутласа кӑларнӑ тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх суд тӑвассинчен пӑрӑнма пире мӗн пулӑшӗ?

18 Хӑш-пӗр чухне пире Иегова тӗрӗсмарлӑха пулма парать пек туйӑнать пулсан — ун пирки Библире вулатпӑр-и е ун пекки пирӗн пурнӑҫра сиксе тухать-и — айтӑр нихӑҫан та Турра хамӑрӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх суд тӑвар мар. Айтӑр ҫакна асра тытар: пире пур факт та паллӑ мар тата эпир йӑнӑш е ҫителӗксӗр ӑнланма пултаратпӑр. «Ҫилӗ этеме Турӑ тӳрӗлӗхӗнчен пӑрса яни» ҫинчен нихӑҫан та манса каяр мар (Иак. 1:19, 20, ҪХ). Вара пирӗн чӗресем Иегова ҫине тарӑхмӗҫ (Ытар. 19:3).

19 Мӗн тӗрӗс тата мӗн лайӑх пулнине кӑтартакан нормӑсене Иеговӑсӑр пуҫне урӑх никамӑн та пама ирӗк ҫуккине айтӑр яланах, Иисус пекех, йышӑнса тӑрар (Марк 10:17, 18). Айтӑр унӑн нормисем ҫинчен «шухӑшлама [«тӗрӗс пӗлӳ илме», ҪТ]» тӑрӑшар (Рим 10:2). Ҫакна асра тытса тата хамӑр пурнӑҫа Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн туса эпир пуринчен те малтан «Унӑн тӳрӗлӗхне» шыранине кӑтартатпӑр (Матф. 6:33, ҪХ).

[Сноска]

a Пӗр учёнӑй каланӑ тӑрӑх «ҫирӗплетеҫҫӗ» тесе куҫарнӑ сӑмах чи малтанхи чӗлхере ҫавӑн пекех «палӑк лартни» тенине пӗлтерме пултарать. Тӗрӗссипе каласан, ҫав иудейсем Турра чыслас вырӑнне хӑйсене мухтава кӑларас тесе сӑнарлӑ палӑк туса лартнӑ теме пулать.

Астӑватӑр-и эсир?

• Мӗншӗн Иеговӑн тӳрӗлӗхне шырани питӗ кирлӗ?

• Мӗнле икӗ хӑрушлӑхран пӑрӑнмалла?

• Пуринчен малтан Туррӑн тӳрӗлӗхне мӗнле майпа шырама пулать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]