Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эсӗ ыттисене ҫирӗплетме тӑрӑшатӑн-и?

Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эсӗ ыттисене ҫирӗплетме тӑрӑшатӑн-и?

Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эсӗ ыттисене ҫирӗплетме тӑрӑшатӑн-и?

«Пӗрле пухӑнсассӑн... пӗтӗмпе ҫакӑ ыттисене [«ҫирӗплетмешкӗн», ҪХ] усӑ кӳтӗр» (1 КОР. 14:26).

1. Коринфсем патне янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗн 14-мӗш сыпӑкӗ тӑрӑх христиансен тӗлпулӑвӗсене мӗнле питӗ кирлӗ тӗллевпе ирттереҫҫӗ?

 «ҪАК тӗлпулу мана питӗ ҫирӗплетрӗ!» Туррӑн Патшалӑх Залӗнче иртекен тӗлпулӑвӗнче пулнӑ хыҫҫӑн санӑн та ҫавнашкал туйӑмсем пулман-и? Паллах, пулнӑ ӗнтӗ! Пуху тӗлпулӑвӗсем чӑннипех те хавхалантараҫҫӗ, ҫакӑнтан вара тӗлӗнме кирлӗ мар. Пӗрремӗш христиансен вӑхӑтӗнчи пекех, пирӗн тӗлпулусен питӗ кирлӗ тӗллевӗ вӑл — унта килекенсене пурне те Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшасси. Коринфсем патне янӑ хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвӗнче христиансен тӗлпулӑвӗсен ҫав ятарлӑ тӗллевӗ ҫинчен Павел мӗнле палӑртнине асӑрхӑр-ха. Павел 14-мӗш сыпӑкра пухӑвӑн кашни пайӗн пӗр тӗллев — «ӗненекенсене [е пухӑва] тӗреклентересси» — пулмалла тесе пӗрре анчах мар калать. (1 Коринф 14:3, 12, 26 вуласа пар.) a

2. а) Мӗне пула пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем ҫирӗплетекен пулса тӑраҫҫӗ? ӑ) Мӗнле ыйтӑва эпир пӑхса тухӑпӑр?

2 Пуринчен ытла Туррӑн святой сывлӑшӗ витӗм кӳнине пула пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем ҫирӗплетекен, е ӑса вӗрентекен, пулса тӑнине эпир ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа та пухӑвӑн кашни тӗлпулӑвне Иеговӑна чун-чӗререн кӗлӗ тунипе пуҫлатпӑр, ҫав кӗлӗре пӗлӗтри хамӑр Аттерен тӗлпулӑва хӑйӗн святой сывлӑшӗпе пиллетӗр тесе ыйтатпӑр. Ҫапах та тӗлпулусем май ҫитнӗ таран ҫирӗплетекен пулччӑр тесе пухури ҫынсем пурте вӑй хума пултарнине пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та Патшалӑх Залӗнче кашни эрнере иртекен пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем Турӑшӑн ӗҫлес тӗлӗшпе уҫӑлтарса, хавхалантарса тӑччӑр тесен пирӗнтен кашни мӗнле утӑмсем тума пултарать?

3. Христиансен тӗлпулӑвӗсем мӗншӗн питӗ кирлӗ?

3 Ҫак ыйту ҫине хурав парас тесе эпир пирӗн тӗлпулусен хӑш-пӗр енӗсене сӳтсе явӑпӑр, уйрӑмах, ҫав енсене пухӑва ирттерекенсен асра тытмалла. Пуху, пӗтӗмӗшпе илсен, унта килекенсене пурне те мӗнле майпа хавхалантарса тӑма пултарнине те пӑхса тухӑпӑр. Ҫак тема пире питӗ интереслентерет, мӗншӗн тесен пирӗн тӗлпулусем — сӑваплӑ пухусем. Вӗсене ҫӳрени тата вӗсенче хутшӑнни — Иеговӑна пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ питӗ кирлӗ ӗҫсем (Пс. 25:12; 110:1; Ис. 66:22, 23).

Библи вӗренме йӗркеленӗ тӗлпулу

4, 5. «Хурал башнине» мӗнле тӗллевпе вӗренеҫҫӗ?

4 Эпир пурте кашни эрнере «Хурал башни» вӗреннинчен ытларах та ытларах усӑ илесшӗн. Ҫавӑнпа та ҫак тӗлпулӑва мӗншӗн йӗркеленин тӗп тӗллевне уҫҫӑн пӗлес тесе «Хурал башнин» кӑларӑмӗнче тата вӗренмелли статьясенче тунӑ хӑш-пӗр улшӑнусене аса илер-ха.

5 2008 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнин» вӗренмелли пӗрремӗш кӑларӑмӗнчен пуҫласа унӑн хуплашки ҫине питӗ кирлӗ уйрӑмлӑх кӗртнӗ. Эсир ӑна асӑрхарӑр-и? Хӑвӑр аллӑрти журналӑн хуплашки ҫине тимлӗрех пӑхӑр-ха. Унта башня никӗсӗ тӗлӗнче уҫса хунӑ Библи курма пулать. Ҫак хушса панӑ уйрӑмлӑх «Хурал башнине» мӗнле тӗллевпе вӗреннине палӑртать. Ҫак тӗллев вӑл — ҫак журналпа усӑ курса Библие вӗренесси. Ҫапла, кашни эрнерех «Хурал башнине» вӗреннӗ чухне, Неемия вӑхӑтӗнчи пекех, Турӑ Сӑмахне ӑнлантарса параҫҫӗ тата унӑн пӗлтерӗшне уҫса параҫҫӗ (Неем. 8:8; Ис. 54:13).

6. а) «Хурал башнин» вӗренмелли кӑларӑмӗнче мӗнле улшӑну тунӑ? ӑ) Хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисем хыҫҫӑн «вуласа пар» тени пирки мӗн асра тытмалла?

6 Библи — пирӗн тӗп кӗнеке пулнӑран «Хурал башнин» вӗренмелли кӑларӑмӗнче улшӑну тунӑ пулнӑ. Вӗренмелли статьясенче Библирен илсе панӑ хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисем хыҫҫӑн «вуласа пар» тени пур. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче пире пурне те ҫав сӑвӑ йӗркисене хамӑр Библи тӑрӑх йӗрлесе пыма хавхалантараҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 17:11). Мӗншӗн? Турӑ панӑ канаша хамӑр Библинче курни пирӗн ҫине ытларах витӗм кӳрет (Евр. 4:12). Ҫавӑнпа та ҫав сӑвӑ йӗркисене вулас умӗн тӗлпулӑва ирттерекенӗн залра ларакансене, вӗсем Библире ҫак сӑвӑ йӗркисене уҫса йӗрлесе пыма пултарччӑр тесе, ҫителӗклӗ вӑхӑт памалла.

Хамӑр ӗненӗве кӑтартмалли майсем ытларах

7. «Хурал башнине» вӗреннӗ вӑхӑтра пирӗн мӗнле май пур?

7 Вӗренмелли статьясенчи тата тепӗр улшӑну вӑл — юлашки ҫулсенче вӗсем кӗскерех пулни. Ҫапла вара «Хурал башнине» вӗреннӗ чухне абзацсене вулама сахалтарах вӑхӑт кирлӗ пулать, комментарисем пама нумайтарах вӑхӑт юлать. Халӗ пухури тӑвансенчен нумайӑшӗн хӑйсен ӗненӗвне кӑтартмалли май пур: абзацсем патне панӑ ыйтусем ҫине хурав пама, Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркине пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине кӑтартса пама, Библи принципӗсене тытса пыни питӗ тӗрӗс пулнине кӑтартса паракан тӗслӗхсене кӗскен каласа пама тата ытти те. Ӳкерчӗксене сӳтсе явма мӗн чухлӗ те пулин вӑхӑт тупӑнать. (Псалом 21:23; 34:18; 39:10 вуласа пар.)

8, 9. «Хурал башни» вӗренӗвне ирттерекенӗн мӗн туса тӑмалла?

8 Пухура кӗске комментарисем параҫҫӗ пулсан кӑна, «Хурал башнине» ирттерекен ытлашши нумай комментари парассинчен сыхланса тӑрать пулсан кӑна, тӗрлӗ тӗслӗ комментари пама вӑхӑт ҫителӗклӗ юлать. Апла пулсан тӗлпулу пурне те ҫирӗплеттӗр тесен, тӗлпулӑва ирттерекенӗн хӑйӗн те, пухури ҫынсен те комментари пама мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрмаллине пӗлме мӗн пулӑшӗ?

9 Ҫак ыйту ҫине хурав парас тесе пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. «Хурал башнине» вӗреннине ӑста ирттернине куҫа савӑнтаракан чечек ҫыххипе танлаштарма пулать. Пысӑк чечек ҫыххи тӗрлӗ тӗслӗ чечекрен тӑнӑ пекех, «Хурал башнине» вӗренни те тӗрлӗ тӗслӗ, нумай комментари панинчен йӗркеленсе пырать. Чечек ҫыххинчен чечексем пысӑкӑшӗпе те, тӗсӗпе те тӗрлӗрен пулнӑ пекех, тӗлпулусенче паракан комментарисем те хӑйсен вӑрӑмӗшӗпе тата мӗнле каланипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӗренӗве ирттерекен хушса панӑ комментарийӗсене мӗнпе танлаштарма пулать вара? Чечек ҫыххи ҫине питӗ ӑста тирсе хунӑ пӗчӗк симӗс туратсем пекех пулмалла вӗсен. Вӗсем ытлашши курӑнсах каймаҫҫӗ, анчах та чечек ҫыххине пӗрлештерсе унӑн калӑпӑшне хӑйне евӗрлӗ тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗренӗве ирттерекенӗн ҫакна асра тытмалла: унӑн ӗҫӗ — хӑй ытлашши калаҫас вырӑнне пуху калакан мухтав сӑмахӗсем ҫумне кӑшт хушса калани ҫеҫ. Чӑнах та вӗренӗве ирттерекенӗн вырӑнлӑ хушса каланӑ сӑмахӗсем залра ларакансем паракан пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан комментарисене ӑста пӗрлештерет пулсан, сӳтсе явасси, хитре чечек ҫыххи евӗрлӗ, селӗм пулӗ те ҫакӑ вара пухуна килнисене пурне те савӑнтарӗ.

«Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе тӑрар»

10. Малтанхи христиансем пуху тӗлпулӑвӗсем ҫине мӗнле пӑхнӑ?

10 Павел христиансен тӗлпулӑвӗсем ҫинчен 1 Коринф 14:26—​33-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса пани пире вӗсене пӗрремӗш ӗмӗрте мӗнле ирттернине курма пулӑшать. Ҫак сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарнӑ май пӗр библеист ҫырать: «Малтанхи Чиркӳри кӗлӗ ӗҫӗ ҫинчен калас пулсан, чӑннипех те, унта килнисенчен кашнийӗ тенӗ пекех уншӑн [Чиркӳшӗн] мӗн те пулин тӑвасси пирки хӑйӗн чысӗ те, тивӗҫӗ те тесе шутлани курӑнать. Ҫын унта итлесе ларас шухӑшпа кӑна килмен; вӑл илме кӑна мар, пама та килнӗ». Малтанхи христиансем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем ҫине хӑйсен ӗненӗвне кӑтартма паракан май тесе пӑхнӑ (Рим 10:9, 10).

11. а) Тӗлпулусем пире ҫирӗп пулма хавхалантарса тӑччӑр тесен мӗн тумалла тата мӗншӗн? ӑ) Тӗлпулусенче паракан хамӑр комментарисене лайӑхлатма пире мӗнле канашсем пулӑшма пултараҫҫӗ? (Сноскӑна пӑхӑр.)

11 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче хамӑр ӗненӗве кӑтартса эпир ӑна ҫирӗплетме пулӑшатпӑр. Паллах ӗнтӗ, тӗлпулусене миҫе ҫул ҫӳренине пӑхмасӑрах пире хамӑр пухури тӑвансен комментарийӗсене илтме питӗ кӑмӑллӑ — ҫакӑнпа эсир килӗшетӗр пулӗ. Турра шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан ватӑ тӑванӑн чӗререн тухакан хуравӗ пирӗн туйӑмсене пырса тивмесӗр хӑвармасть; пухушӑн тӑрӑшакан старейшина тарӑн шухӑшсене уҫса пани пире хавхалантарать; ачан таса кӑмӑлпа каланӑ, Иеговӑна чунтан юратнипе палӑрса тӑракан комментарийӗсене илтсен йӑл кулмасӑр май ҫук. Ҫакӑнтан уҫҫӑн куратпӑр ӗнтӗ: комментарисем парса эпир пурте христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫирӗпленме пулӑшатпӑр b.

12. а) Моисейпа Иеремия тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренме пулать? ӑ) Комментарисем парас тӗлӗшрен кӗлӗ туни мӗнле вырӑн йышӑнса тӑрать?

12 Анчах та кам вӑтанчӑк, ҫавна комментари пама питӗ йывӑр пулма пултарать. Сан пирки те ҫакнах калама пулать пулсан, эсӗ ҫав енчен пӗччен пулманнине пӗлни усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ. Туррӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем те, сӑмахран, Моисейпа Иеремия, нумай ҫын умӗнче калаҫма пултарасси пирки иккӗленнӗ (Тух. 4:10; Иер. 1:6). Анчах та Иегова хӑйӗн ҫав авалхи ӗҫлекенӗсене халӑх умӗнче Хӑйне мухтама пулӑшнӑ, вӑл сана та мухтав парни кӳрсе тӑма пулӑшӗ. (Еврейсем 13:15 вуласа пар.) Комментарисем парассинчен хӑранине ҫӗнтерес тесе Иеговӑран пулӑшу мӗнле илме пулать? Пӗрремӗшӗнчен, тӗлпулусене лайӑх хатӗрлен. Унтан, Туррӑн Патшалӑх Залне каяс умӗн, Иеговӑран кӗлӗ туса комментари пама хӑюлӑх ыйт (Флп. 4:6). Ҫакӑн пек ыйтни «Унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн», ҫавӑнпа та Иегова эсӗ кӗлӗ туни ҫине хурав парасса шанса тӑма пултаратӑн (1 Иоан. 5:14; Ытар. 15:29).

Ӳкӗтлеме, хавхалантарма тата лӑплантарма йӗркеленӗ тӗлпулусем

13. а) Пухӑва килнӗ ҫынсем ҫине пирӗн тӗлпулусем мӗнле витӗм кӳмелле? ӑ) Мӗнле ыйту старейшинӑсемшӗн питӗ кирлӗ?

13 Павел каланӑ тӑрӑх пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсен кирлӗ тӗллевӗ вӑл — унта килнисене ӳкӗтлесси, хавхалантарасси тата лӑплантарасси c (1 Кор. 14:3). Паян христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем, хӑйсем тунӑ пункчӗсем пухури тӑвансен кӑмӑлӗсене ҫӗкленипе ҫӗклеменнине тата вӗсене йӑпатнипе йӑпатманнине мӗнле пӗлме пултараҫҫӗ? Ҫак ыйту ҫине хурав парас тесен, айтӑр, Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен ирттернӗ пӗр тӗлпулӑва аса илер.

14. а) Иисус йӗркеленӗ тӗлпулу умӗн мӗнле ӗҫсем пулса иртнӗ? ӑ) Иисус апостолсем патне пырса вӗсемпе калаҫма пуҫлани мӗншӗн вӗсемшӗн питӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх пулнӑ пулас?

14 Чи малтан ҫак тӗлпулу умӗн пулса иртнӗ ӗҫсене тимлесе пӑхар-ха. Иисуса вӗлериччен кӑшт маларах апостолсем «Ӑна... пӑрахса тарнӑ» та, малтанах каласа хунӑ пек, «кашнийӗ хӑй енне [е хӑйсен килӗсене]» тарса пӗтнӗ (Марк 14:50; Иоан. 16:32). Унтан, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн, Иисус хуйха ӳкнӗ апостолсене ятарлӑ тӗлпулӑва пыма чӗннӗ d. Ҫавна итлесе «вунпӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ». Вӗсем килсен Иисус пынӑ та вӗсемпе калаҫма пуҫланӑ (Матф. 28:10, 16, 18). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иисус хӑй малтан вӗсемпе калаҫма пуҫлани апостолсемшӗн мӗн тери пысӑк ҫӑмӑллӑх пулнӑ пулас! Иисус мӗн ҫинчен вӗсемпе калаҫнӑ?

15. а) Мӗнле ыйтусене Иисус пӑхса тухнӑ тата мӗн пирки вӑл калаҫман? ӑ) Ҫав тӗлпулу апостолсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

15 Иисус ҫакӑн пек пӗлтерӳпе пуҫланӑ: «Пур ирӗке те [е влаҫа та] Мана панӑ». Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл апостолсене ӗҫ хушнӑ: «Ӗнтӗ кайӑр та... вӗрентӗр [«вӗренекенсене хатӗрлӗр», ҪТ]». Юлашкинчен вара, вӗсене чун-чӗререн шантарса каланӑ: «Эпӗ... куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп» (Матф. 28:18—20). Анчах та Иисус мӗн туманнине эсир асӑрхарӑр-и? Вӑл апостолсене ятламан, ҫак тӗлпулупа усӑ курса вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ тӗрӗс пулнӑ пирки иккӗлентерсе тӑман тата вӗсен ӗненӗвӗ пӗр самантлӑха хавшактарах пулнине аса илтерсе вӗсене намӑслантарман. Ун вырӑнне Иисус вӗсене питӗ яваплӑ ӗҫ шанса парса хӑй те, унӑн Ашшӗ те юратни ҫинчен шантарса каланӑ. Иисус хӑйне мӗнле тытни апостолсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӗсем ҫав тери вӑйлӑ ҫирӗпленнӗ, хавхалану тата лӑплану илнӗ пирки ҫав тӗлпулу хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен каллех «Ырӑ Хыпар каласа вӗрентсе» ҫӳренӗ (Ап. ӗҫ. 5:42).

16. Тӗлпулусем хавхалантарса тӑччӑр тесе вӗсене ирттерес енчен христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем Иисус пек мӗнле пулма тӑрӑшаҫҫӗ?

16 Иисусран тӗслӗх илсе паянхи старейшинӑсем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем ҫине Иегова хӑйӗн халӑхне чунтан парӑнса юратать тесе шантарма паракан май ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ (Рим 8:38, 39). Ҫавӑнпа та старейшинӑсем хӑйсен пункчӗсене тунӑ чухне пухури тӑвансен ҫитменлӗхӗсем ҫине мар, вӑйлӑ енӗсем ҫине тимлеттереҫҫӗ. Вӗсем христиан-тӑвансен шухӑш-кӑмӑлӗ тӗрӗс пулни пирки иккӗлентермеҫҫӗ. Вӗсем пӗрле ӗненекенсем ҫине, Иеговӑна юратакансем тата тӗрӗссине тума тӑрӑшакансем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнине вӗсен сӑмахӗсем кӑтартса параҫҫӗ (1 Фес. 4:1, 9 —12). Паллах ӗнтӗ, хӑш-пӗр чухне старейшинӑсен пӗтӗм пухӑва канаш пама тивет, анчах та темиҫе ҫынна кӑна тӳрлетмелле пулсан, ҫав канаша ялан тенӗ пекех вӗсемпе куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне параҫҫӗ (Гал. 6:1; 2 Тим. 2:24—26). Пухура пурин патне те каланӑ чухне старейшинӑсен кирек хӑҫан та христиан-тӑвансене ырлама тӑрӑшмалла (Ис. 32:2). Старейшинӑсем тӗлпулусене ирттерессе те пуху вӗҫӗнче унта килнисен кӑмӑлӗ ҫӗклентӗр тата вӗсем хавхалантару илччӗр тесе ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ (Матф. 11:28; Ап. ӗҫ. 15:32).

Пирӗн тӗлпулусем — йӑпату паракан вырӑнсем

17. а) Мӗншӗн пирӗн пухусем паян нихӑҫанхинчен те ытларах йӑпату парса тӑракан вырӑн пулса тӑмалла? ӑ) Пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пире ҫирӗплетсе тӑччӑр тесен пирӗнтен кашнийӗ мӗн тума пултарать? («Тӗлпулусене пире валли те, ыттисем валли те ҫирӗплетекен тума пулӑшакан вунӑ меслет» текен рамкӑна пӑхӑр.)

17 Сатана тӗнчи хаярлансах-хаярлансах пынӑҫемӗн пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пурне те йӑпату парса тӑракан вырӑн пулса тӑччӑр тесе вӑй хурса тӑмалла (1 Фес. 5:11). Пӗр хӗрарӑм-тӑван, темиҫе ҫул каялла хӑйӗн упӑшкипе пӗрле питӗ пысӑк йывӑрлӑха чӑтса ирттерме тивнӗскер, аса илет: «Туррӑн Патшалӑх Залӗнче пулни вӑл Иеговӑн ырӑ аллинче пулнипе пӗрех. Унта, пухури тӑвансем хушшинче, пулнӑ вӑхӑтра эпир хамӑр хуйха Иеговӑна шанса пама пултарнине туйса тӑтӑмӑр, ҫакӑ вара чуна канӑҫлӑх парса тӑчӗ» (Пс. 54:23). Пирӗн пухусене килекенсене пурне те ҫакӑн пек хавхалану тата лӑплану илтерес килет. Пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем ҫирӗплетсе тӑччӑр тесе хамӑр енчен мӗн тума кирлине пурне те тӑвар.

[Сноскӑсем]

a Христиансен пухӑвӗсенче хӑш-пӗр улшӑнусем пуласса малтанах каласа хунӑ. Сӑмахран, эпир «тӗрлӗ чӗлхепе» тата «пророкла» калаҫмастпӑр (1 Кор. 13:8; 14:5). Ҫакна пӑхмасӑрах, Павел каланӑ сӑмахсем паянхи христиансен пухӑвӗсене мӗнле ирттермеллине кӑтартса параҫҫӗ.

b Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче хамӑр комментарисене мӗнле лайӑхлатмаллине кӑтартакан канашсене 2003 ҫулта сентябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» (выр.) журналта тупма пулать, 19—22-мӗш страницӑсем.

c «Хавхалантарать» тата «лӑплантарать» текен сӑмахсен хушшинчи уйрӑмлӑх пирки Вайнӑн словарӗнче («Толковый словарь слов Ветхого и Нового Завета») «лӑплантарать» тесе куҫарнӑ авалхи грек сӑмахӗ «[хавхланатарать] тенинчен ытларах тимлӗ пулнине» пӗлтерет тенӗ. (Иоанн 11:19 танлаштар.)

d Павел каярахпа Иисус «пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ» тесе каланӑ чухне, ҫав тӗлпулу пирки каланӑ пулас (1 Кор. 15:6).

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Христиансен тӗлпулӑвӗсем мӗншӗн питӗ кирлӗ?

• Мӗншӗн тӗлпулусенче паракан комментарисем пухӑва ҫирӗплетеҫҫӗ?

• Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ирттернӗ тӗлпулуран мӗне вӗренме пулать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[27-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

ТӖЛПУЛУСЕНЕ ПИРЕ ВАЛЛИ ТЕ, ЫТТИСЕМ ВАЛЛИ ТЕ ҪИРӖПЛЕТЕКЕН ТУМА ПУЛӐШАКАН ВУНӐ МЕСЛЕТ

Маларах хатӗрленсе хурӑр. Туррӑн Патшалӑх Залӗнче сӳтсе явакан материала маларах хатӗрленсен, тӗлпулусем сирӗншӗн интереслӗрех те, усӑллӑрах та пулӗҫ.

Вӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшӑр. Тӗлпулусене нумай ҫын килет пулсан, ҫакӑ унта килнисене пурне те хавхалантарать, ҫавӑнпа та эсир унта пулни питӗ кирлӗ.

Вӑхӑтра килӗр. Пуху пуҫланиччен вырӑн йышӑнсан, эсир юрӑ та юрлама, кӗлӗ тунине те итлеме пултаратӑр, вӗт Иеговӑна пуҫҫапасси шутне юрӑ юрласси те, кӗлӗ тӑвасси те кӗрет.

Кирлӗ публикацисене илсе килӗр. Библи тата тӗлпулура кирлӗ пулакан публикацисене илсе килӗр, вара вӗсем тӑрӑх йӗрлесе пыма та пултаратӑр, сӳтсе явакан материала та лайӑхрах ӑнланӑр.

Тимлӗ пулӑр. Сӑмахран, СМСа пуху вӑхӑтӗнче мар, хыҫҫӑн вулӑр. Ҫапла майпа эсир хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене хӑйӗн вӑхӑтӗнче тӑвӑр.

Сӳтсе явнине хутшӑнӑр. Пухӑва килнисем хӑйсен ӗненӗвне кӑтартмашкӑн мӗн чухлӗ нумайрах комментари параҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах пухури тӑвансем хавхаланаҫҫӗ тата тӗрекленеҫҫӗ.

Кӗске комментарисем парӑр. Ҫакӑ вӑл нумай ҫынна сӳтсе явассине хутшӑнма май парать.

Тума хушнӑ заданисене тӑвӑр. Теократи ӗҫӗн шкулӗнче задани е сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче пункт илсен, лайӑх хатӗрленӗр, малтанах репетици тӑвӑр тата задани парсан, ӑна тума килӗшместӗп теме ан тӑрӑшӑр.

Программӑна хутшӑнакансене мухтӑр. Тӗлпулӑва хутшӑнакансене е комментари паракансене, вӗсем вӑй хунине хаклатпӑр тесе калӑр.

Пӗр-пӗринпе калаҫма тӑрӑшӑр. Пуху умӗн тата хыҫҫӑн ырӑ сунса саламлани, пӗр-пӗрне тӗреклетес тесе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫни пирӗн тӗлпулусене кӑмӑллӑрах та усӑллӑрах тӑвать.