Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫамрӑксем, хӑвӑр пурнӑҫӑра мӗне халаллӑр?

Ҫамрӑксем, хӑвӑр пурнӑҫӑра мӗне халаллӑр?

Ҫамрӑксем, хӑвӑр пурнӑҫӑра мӗне халаллӑр?

«Эпӗ... ҫиле ҫеҫ тивертесшӗн ҫапмастӑп» (1 КОР. 9:26).

1, 2. Ҫамрӑк чухне ӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумалла?

 ХӐВ пӗлмен вырӑнсем тӑрӑх ҫулҫӳреве кайма пуҫтарӑннӑ чухне эсӗ, тен, хӑвпа пӗрле картӑпа компас илнӗ пулӑттӑн. Карта сана хӑв хӑш вырӑнта пулнине пӗлме тата тӗрӗс ҫулпа каймаллине палӑртса хума пулӑшнӑ пулӗччӗ. Компас сана тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайма паман пулӗччӗ. Ҫапах та, хӑв ӑҫта ҫитмеллине пӗлместӗн пулсан, карттӑпа компасран усси ҫукпа пӗрех. Тӗлли-паллисӗр аташса ҫӳрес мар тесен санӑн ӑҫта ҫитмеллине тӗп-тӗрӗс пӗлмелле.

2 Ҫамрӑк чухне санпа шӑп ҫавӑн пекки пулса пырать те. Санӑн шанчӑклӑ карта та, компас та пур. Библи вӑл — ҫул суйласа илес енчен пулӑшма пултаракан карта (Ытар. 3:5, 6). Санӑн совесть, ӑна тӗрӗс вӗрентнӗ пулсан, сана тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса каясран пулӑшса тӑрӗ (Рим 2:15). Совесть саншӑн компас пек пулӗ. Пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ пулас тесен, санӑн ӑҫта каймаллине те пӗлмелле. Урӑхла каласан, уҫӑмлӑ тӗллевсем лартмалла.

3. Мӗншӗн, 1 Коринф 9:26-мӗш сӑвӑ йӗркинчи Павелӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, тӗллевсем лартни усӑллӑ?

3 Тӗллевсем лартни тата вӗсене пурнӑҫлама вӑй хуни мӗншӗн усӑллӑ пулнине кӑтартса Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ илесси-илмессине пӗлмесӗрех чупмастӑп, ҫиле ҫеҫ тивертесшӗн ҫапмастӑп» (1 Кор. 9:26). Санӑн тӗллевсем пур пулсан, эсӗ хӑв мӗншӗн чупнине пӗлетӗн. Кӗҫех санӑн Турра пуҫҫапассипе, ӗҫпе, ҫемье ҫавӑрассипе тата ытти ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ питӗ кирлӗ хӑш-пӗр йышӑнусем тума тивет. Хӑш-пӗр чухне майсем шутсӑр нумай пек тата вӗсенче пӑтрансах пӗтме пулать пек туйӑнма пултарать. Анчах та эсӗ ӑҫта каймаллине, Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсемпе принципсене никӗсе хурса, малтанах палӑртса хунӑ пулсан, санӑн тӗрӗс мар ҫулпа кайма илӗртекен шухӑш ҫуралмӗ (2 Тим. 4:4, 5).

4, 5. а) Хӑвӑн умна тӗллевсем лартмасан, мӗн пулса тухма пултарать? ӑ) Мӗншӗн эсӗ пурнӑҫра мӗн тумаллине шутласа хунисем ҫине, пурин ҫине те Турра юрас кӑмӑл витӗм кӳрсе тӑмалла?

4 Эсӗ вара хӑвӑн умна тӗллевсем лартмасан, ҫакна саншӑн тантӑшусемпе учительсем тума пултарӗҫ, вара эсӗ вӗсем мӗне тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна тума пуҫлӑн. Паллах ӗнтӗ, санӑн уҫӑмлӑ тӗллевсем пур пулсан та, хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен шухӑшӗсене сана сӗнме пултараҫҫӗ. Вӗсем мӗн сӗннине итленӗ май хӑвӑнтан ыйт: «Вӗсен сӑмахӗсем мана мӗн ҫамрӑкранах хамӑн Пултаракана асра тытма пулӑшӗҫ-ши е ҫав тӗллевсем мана Турӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарса тӑрӗҫ?» (Екклесиаст 12:1 вуласа пар.)

5 Эсӗ пурнӑҫра мӗн тумаллине шутласа хунисем ҫине, пурин ҫине те, мӗншӗн Турра юрас кӑмӑл витӗм кӳрсе тӑмалла? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — пирӗн мӗнпур ырӑлӑх пурте Иеговӑран (Иак. 1:17). Чӑнах та, пирӗн пурин те Иеговӑна пархатарлӑ пулмалла (Ӳлӗм. 4:11). Тӗллевсем лартнӑ чухне Иегова ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнине шута илнисӗр пуҫне урӑх мӗнле те пулин ӑна пархатарлӑ пулнине лайӑхрах кӑтартма пулать-и вара? Айтӑр, мӗнле тӗллевсене чӑнах та тивӗҫлӗ тӗллевсем пулнине тата ҫавсене пурнӑҫлас тесен мӗн тумаллине сӳтсе явар.

Мӗнле тӗллевсем лартма пулать?

6. Эсӗ хӑвӑн умна мӗнле питӗ кирлӗ тӗллев лартма пултарнӑ пулӑттӑн тата мӗншӗн?

6 Эсӗ хӑвӑн умна лартма пултаракан питӗ кирлӗ тӗллев вӑл — Библире мӗн калани чӑнлӑх пулнине хӑвна ху ҫирӗплетсе парасси тесе унчченхи статьяра палӑртнӑччӗ ӗнтӗ (Рим 12:2; 2 Кор. 13:5). Тен, санӑн тантӑшусем эволюцие е тӗрлӗ тӗнӗн суя вӗрентӗвӗсене ӗненеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ыттисем вӗсене ҫакна ӗненмелле тесе каланӑ. Анчах та эсӗ мӗне те пулин, ыттисем сана ҫавна ӗнентересшӗн пулнӑшӑн кӑна, ӗненесшӗн мар. Манса ан кай, Иегова сана хӑвӑн пӗтӗм ӑсупа хӑйӗншӗн ӗҫлеттересшӗн. (Матфей 22:36, 37 вуласа пар.) Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр санӑн ӗненӳ Библири чӑнлӑхсем ҫинче никӗсленсе тӑтӑр тет (Евр. 11:1).

7, 8. а) Пысӑках мар мӗнле тӗллевсем санӑн ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӗҫ? ӑ) Хӑвӑн пысӑках мар тӗллевсене пурнӑҫласа пынӑ май эсӗ хӑвна мӗнле туйӑн?

7 Санӑн хӑвӑн умна ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшакан темиҫе пысӑках мар тӗллев мӗншӗн-ха лартас мар? Вӗсенчен пӗри вӑл — кашни кун кӗлӗ тӑвасси. Кӗлӗсем пӗр евӗрлӗ ан пулччӑр тата вӗсенче мӗн кирлине тӳррӗн калани пултӑр тесен, кун хушшинче пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсене астуса юлма е ҫырса хума пултаратӑн, вара вӗсене хӑвӑн кӗлӗсене кӗртме пултаратӑн. Тӗл пулакан йывӑрлӑхсем ҫинчен кӑна мар, ҫавӑн пекех савӑнӑҫлӑ самантсем ҫинчен те кӗлӗре кала (Флп. 4:6). Тепӗр тӗллев вӑл — кашни кун Библи вуласси. Кунне тӑватӑ страницӑна яхӑн вуласан, эсӗ ҫулталӑкра Библие пӗтӗмпех вуласа тухма пултарни ҫинчен пӗлетӗн-и? a Кам «пӗтӗм чунӗпе Турӑ саккунӗ енне ӑнтӑлать, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн саккунӗ ҫинчен шухӑшлать», ҫав ҫын телейлӗ тесе каланӑ Псалом 1:1, 2–мӗш сӑвӑ йӗркисенче.

8 Эсӗ хӑвӑн умна лартма пултаракан пысӑках мар тӗллевсенчен виҫҫӗмӗшӗ — пухӑвӑн кашни тӗлпулӑвӗнче хурав пама хатӗрленесси. Чи малтан эсӗ хурав панӑ чухне публикацирен е Библири сӑвӑ йӗркине вуласа пама пултарнӑ пулӑттӑн. Каярахпа хӑвӑн сӑмахусемпе хурав пама тӗллев лартма пултаратӑн. Чӑннипе вара, эсӗ паракан кашни хурав вӑл — Иеговӑна панӑ парне (Евр. 13:15). Ҫак тӗллевсенчен хӑшӗ-пӗрисене пурнӑҫласа пынӑ май эсӗ хӑвна хӑюллӑрах туйма пуҫлӑн, ҫавӑн пекех Иеговӑна ытларах пархатарлӑ пулӑн, вара хӑвӑн умна пысӑк тӗллевсене лартма хатӗр пулӑн.

9. Хальлӗхе эсӗ Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫи мар пулсан, хӑвӑн умна мӗнле пысӑк тӗллевсем лартма пултарнӑ пулӑттӑн?

9 Эсӗ хӑвӑн умна мӗнле пысӑк тӗллевсем лартма пултарнӑ пулӑттӑн? Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме пуҫламан пулсан, Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫи пуласси пирки шухӑшласа пӑхма пултаратӑн. Ҫак тивӗҫлӗ тӗллеве пурнӑҫа кӗртсен эсӗ ырӑ хыпара пӗрмаях та ӑнӑҫлӑрах сарасшӑн тата ҫавна кашни уйӑхрах тӑвасшӑн пулӑн. Сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне Библипе усӑ курма вӗренес тесе тӗллев лартни те лайӑх. Ҫавӑн чухне эсӗ, тен, сӑваплӑ ӗҫе туни сана ытларах та ытларах савӑнӑҫ панине курӑн. Унтан эсӗ ырӑ хыпара килтен киле пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫе хутшӑнмашкӑн ытларах вӑхӑт уйӑрма пултарӑн тата Библи вӗренӗвӗ тупма та тӑрӑшӑн. Шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑрсан, эсӗ тепӗр чаплӑ тӗллеве пурнӑҫлас тесе тӑрӑшма пултаратӑн — Библире шыва кӗмешкӗн мӗн тума хушнӑ, ҫавсене туса ҫитерме тата шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑма.

10, 11. Шыва кӗнӗ яшсемпе хӗрсем хӑйсем умне мӗнле пысӑк тӗллевсем лартма пултараҫҫӗ?

10 Эсӗ халӗ Иеговӑн шыва кӗнӗ ӗҫлекенӗ пулса ӗҫлетӗн пулсан, хӑш-пӗр пысӑк тӗллевсене лартма пултаратӑн: сахал е сайра хутра ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен территоринчи пухусене вӑхӑтран вӑхӑта пулӑшма; хӑвӑн вӑюпа тата сывлӑхупа усӑ курса пулӑшакан е тулли пионер пулса ӗҫлеме. Вуншар пин телейлӗ пионер ҫакна палӑртма пултарать: сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑни вӑл хӑвна Пултаракана мӗн ҫамрӑкранпах астуса тӑнине кӑтартма май парать тата сӑваплӑ ӗҫе туни пиллӗхсем кӳрет. Ҫак тӗллевсене эсӗ килте пурӑннӑ чухне пурнӑҫлама пултаратӑн. Ҫакӑ вара эсӗ ҫӳрекен пухӑва та усӑ парӗ.

11 Ытти пысӑк тӗллевсем сана сӑваплӑ ӗҫе хӑвӑн пухура кӑна мар, урӑх вырӑнсенче те туса тӑма май уҫса пама пултараҫҫӗ. Сӑмахран, эсӗ тепӗр территоринче е урӑх ҫӗршывра, ӑҫта хыпарҫӑсем ытларах кирлӗ, ҫавӑнта ӗҫлесе тӑрас пирки план тума пултаратӑн. Тен, эсӗ ытти ҫӗршывсенче Турӑ Патшалӑхӗн Залӗсене е филиалсене тунӑ ҫӗртре пулӑшас тейӗн. Эсӗ Вефильте ӗҫлеме е миссионер пулма та пултарӑн. Паллах ӗнтӗ, ҫак каласа тухнӑ пысӑк тӗллевсенчен нумайӑшне пурнӑҫлама пуҫличчен санӑн малтан пӗрремӗш утӑм тумалла, шыва кӗмелле. Эсӗ пурнӑҫунта ҫак питӗ кирлӗ утӑма хальлӗхе туман пулсан, ҫакна тума мӗн кирлине пӑхса тух.

Шыва кӗрес тесен мӗн тумалла

12. Мӗнле сӑлтавсене пула хӑшӗ-пӗрисем шыва кӗме шутлаҫҫӗ тата мӗншӗн ҫав сӑлтавсем тӗрӗс мар?

12 Шыва кӗнин тӗллевне эсӗ мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑн? Пӗрисем, тен, шыва кӗни ҫылӑх тӑвассинчен хӳтӗлет тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем, хӑйсен тусӗсем шыва кӗнӗ пирки, вӗсен те шыва кӗмелле теҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем ашшӗ-амӑшне юрасшӑн. Анчах та шыва кӗни вӑл — эсӗ мӗнле ӗҫсене вӑрттӑн тӑвас тесшӗн, ҫавсене тума чаракан договор мар. Ҫавӑн пекех ыттисем санран шыва кӗрессине кӗтсе тӑнишӗн кӑна шыва кӗмелле мар. Иегова Свидетелӗ пулни мӗне пӗлтернине йӑлтах ӑнланатӑн пулсан тата хӑвӑн пирки эпӗ ҫак яваплӑха хамӑн ҫине илме хатӗр тата илесшӗн тесе ҫирӗп шутлатӑн пулсан кӑна шыва кӗмелле (Еккл. 5:4, 5).

13. Шыва кӗме мӗн хавхалантарса тӑмалла?

13 Шыва кӗмелли сӑлтавсенчен пӗри вӑл — Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыраканӗсене вӗренекенсем хатӗрлеме тата вӗсене шыва кӗртме хушнӑ. Вӑл хӑй те шыва кӗнӗ, ҫапла пире тӗслӗх кӑтартса хӑварнӑ. (Матфей 28:19, 20; Марк 1:9 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне тата, шыва кӗни вӑл — ҫӑлӑнас текенсемшӗн питӗ кирлӗ утӑм. Ной карап [е ковчег] туни тата унта вӑл та, унӑн ҫемйи те пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫӑлӑнса юлнӑ тесе асӑннӑ хыҫҫӑн Петр апостол каланӑ: «Ҫав шыв — шыва кӗрсе тӗне кӗнин сӑнарӗ; халӗ те эпир тӗне [шыва] кӗрсе ҫӑлӑнатпӑр... ҫак ҫӑлӑнӑҫ Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни урлӑ килет» (1 Пет. 3:19—21). Анчах та шыва кӗни вӑл инкек-синкекрен страховани туни евӗрлӗ пулнине пӗлтеремест. Шыва кӗнипе эсӗ Иеговӑна юратнине тата уншӑн пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа ӗҫлесе тӑрасшӑн пулнине кӑтартатӑн (Марк 12:29, 30).

14. Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем шыва кӗме иккӗленсе тӑраҫҫӗ, анчах та эсӗ мӗне ҫирӗп шанса тӑма пултаратӑн?

14 Хӑшӗ-пӗрисем каярахпа хӑйсене пухуран кӑларса яма пултарнинчен хӑранӑран пулас шыва кӗме иккӗленсе тӑраҫҫӗ. Санӑн та ҫавнашкал хӑрасси пур-и? Ку ҫапла пулсан, ҫакӑ усӑллӑ та пулма пултарать. Ҫакӑ вӑл эсӗ Иегова Свидетелӗ пулни саншӑн пысӑк яваплӑх пулнине ӑнланнине пӗлтерме пултарать. Шыва кӗме тата мӗн чӑрмантарма пултарать? Эсӗ, тен, Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнни вӑл чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ тесе шутласах каймастӑн. Ҫакӑн пек чухне, Библи принципӗсене сирсе яракансен ӗҫӗсем мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен шухӑшлани сана тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗ. Тата тепӗр сӑлтав та пур. Эсӗ Туррӑн нормисене юрататӑн пулас, анчах та вӗсем тӑрӑх пурӑнма пултараймастӑн тесе шутлатӑн. Тӗрӗссипе вара, ҫавнашкал пӑшӑрханни пирки питӗ лайӑх паллӑ теме пулать, мӗншӑн тесен ҫакӑ санӑн хӑвна кӗҫӗне хурасси пуррине кӑтартса тӑрать. Ҫитменлӗхсем пур ҫынсен пурин те чӗри ултавлӑ тесе каланӑ Библире (Иер. 17:9). Анчах та «хӑвна ху... [Туррӑн] сӑмахӗпе сыхласа» тӑратӑн пулсан, эсӗ ӑнӑҫлӑ пулма пултаратӑн. (Псалом 118:9 вуласа пар.) Сана шыва кӗме кирек мӗнле ыйту та, иккӗленӳ те чӑрмантарса тӑрсан та, санӑн вӗсене татса памалла b.

15, 16. Эсӗ шыва кӗме хатӗр пулнине мӗнле пӗлме пулать?

15 Анчах та эсӗ шыва кӗме хатӗр пулнине мӗнле пӗлме пулать? Хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратӑн: «Библин тӗп вӗрентӗвӗсене эпӗ ыттисене ӑнлантарса пама пултараятӑп-и? Манӑн аттепе анне ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳремен чухне те эпӗ ҫак ӗҫе хутшӑнатӑп-и? Эпӗ христиансен пур тӗлпулӑвне те ҫӳреме тӑрӑшатӑп-и? Эпӗ хампа пулса иртнисене, тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑнӑ чухнехисене, аса илме пултаратӑп-и? Атте-анне тата туссем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан та, эпӗ малалла та ӗҫлесе тӑрӑп-и? Хампа Турӑ хушшинчи хутшӑнусем маншӑн питӗ кирли ҫинчен эпӗ Иеговӑна кӗлӗ тунӑ-и? Эпӗ кӗлӗре хама Иеговӑна халалланӑ-и?

16 Шыва кӗни ҫыннӑн пурнӑҫне улӑштарать. Ҫак утӑм ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Шыва кӗрес пирки тимлӗ шухӑшлама эсӗ ҫителӗклӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ-и? Ҫитӗнсе ҫитни вӑл — сцена ҫинче лайӑх докладсем туни е пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче питӗ лайӑх хуравсем пани ҫеҫ мар. Ҫитӗнсе ҫитни тени вӑл ҫын Библи принципӗсем тӑрӑх йышӑнусем тӑвассине пӗлтерет. (Еврейсем 5:14 вуласа пар.) Эсӗ ҫавна тума пултарас енчен пурнӑҫра ҫавӑн пек шая ҫитрӗн пулсан, сана питӗ пысӑк чыс шанса панӑ — Иеговӑна чун-чӗререн ӗҫлесе тӑрасси тата хӑвна чӑннипех ӑна халалланине кӑтартса пурӑнасси.

17. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн сиксе тухма пултаракан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме сана мӗн пулӑшма пултарать?

17 Тен, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн санӑн Турӑшӑн ӗҫлес килсех-килсех тӑрӗ. Анчах нумай вӑхӑт та иртмӗ, эсӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарӑн, вӗсем вара эсӗ мӗнле ӗненнине те, ҫирӗп тӑннине те тӗрӗслӗҫ (2 Тим. 3:12). Ҫакӑн пек йывӑрлӑхсемпе санӑн пӗччен кӗрешмелле тесе ан шутла. Аҫу-аннӳрен канаш ыйт. Пухура Турӑпа ҫывӑх хутшӑну тытса тӑракан христиансенчен пулӑшу ыйт. Кам сана пулӑшать, ҫавсемпе туслӑ пул. Иегова саншӑн тӑрӑшни ҫинчен нихӑҫан та манса ан кай. Сиксе тухма пултаракан тӗрлӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме сана вӑл ҫителӗклӗ вӑй парӗ (1 Пет. 5:6, 7).

Хӑвӑн тӗллевӳсене пурнӑҫламашкӑн мӗн тумалла?

18, 19. Мӗне мала хума кирлине тӗрӗслесе пӑхнинчен эсӗ мӗнле усӑ илме пултаратӑн?

18 Тем пек вӑй хурсан та мӗн тӑвас килнине тата мӗн тумаллине тумашкӑн вӑхӑт нихӑҫан та ҫитмест пек туйӑнмасть-и сана? Ку ҫапла пулсан, мӗне мала хумаллине тӗрӗслесе пӑх. Ҫакна ту. Витрене пысӑк чулсем хур. Юлнӑ хушӑксене хӑйӑрпа тултар. Санӑн витрере чул та, хӑйӑр та пур. Унтан витрере мӗн пуррине йӑлтах каялла тӑк та, каллех ӑна тултар, анчах та урӑх майлӑ — малтан хӑйӑра, кайран чулсене. Пур чул та вырнаҫмасть-им? Ҫапла, мӗншӗн тесен эсӗ малтан хӑйӑр ятӑн.

19 Хӑвӑн вӑхӑтна мӗн-мӗн валли уйӑрас тесе шутланӑ чухне ҫакӑн пек йывӑрлӑхпа тӗл пулатӑн. Эсӗ хӑш-пӗр ӗҫсене, калӑпӑр, вӑйӑ-кулла мала хуратӑн пулсан, вара сана кирлӗрех ӗҫсем валли — Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли — вӑхӑт ҫитмест пек туйӑнма пултарать. Анчах та Библи «мӗн аваннине пӗлсе пурӑнӑр» тесе чӗнсе каланине тытса тӑратӑн пулсан, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑмаллипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли те, хӑш-пӗр вӑйӑ-кулӑ валли те вӑхӑт ҫитсе пынине курӑн (Флп. 1:10).

20. Эсӗ хӑвӑн тӗллевӳсене пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ чухне пӑшӑрханни те, иккӗленни те пулать пулсан, мӗн тумалла?

20 Хӑвӑн тӗллевӳсене, ҫав шутра шыва кӗме лартнӑ тӗллеве те, пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ чухне эсӗ, тен, хӑш-пӗр чухне пӑшӑрханма та, иккӗленме те пултаратӑн. Ҫакӑн пек чухне «Ҫӳлхуҫана шан, Вӑл сана пулӑшӗ (Пс. 54:23). Халӗ вара санӑн этем историнчи чи пысӑк та питӗ кирлӗ ӗҫе хутшӑнма май пур — пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар пӗлтерес тата вӗрентес ӗҫе (Ап. ӗҫ. 1:8). Эсӗ аякра тӑрса ҫак ӗҫе мӗнле туса тӑнине сӑнаса тӑма пултаратӑн. Е унта хӑв хутшӑнма пултаратӑн. Турӑшӑн ӗҫлес тата унӑн Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшас тӗлӗшрен хӑвӑн пултарулӑхупа усӑ кур. Эсӗ хӑвна Пултараканшӑн мӗн ҫамрӑкранпах ӗҫлесе тӑнишӗн нихӑҫан та ӳкӗнмӗн (Еккл. 12:1).

[Сноскӑсем]

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Мӗншӗн хӑвӑн умна тӗллевсем лартмалла?

• Мӗнле тӗллевсене тивӗҫлӗ тӗллевсем теме пулать?

• Шыва кӗрес тесен мӗн тумалла?

• Мӗне мала хумаллине тӗрӗслесе тӑни мӗнле майпа хӑвӑн умна лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшӗ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]