Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова — пирӗн Аслӑ Патша!

Иегова — пирӗн Аслӑ Патша!

Иегова — пирӗн Аслӑ Патша!

«Ҫӳлти Турӑ, Ҫулхуҫамӑр [«Иегова», ҪТ]... пӗтӗм ҫӗрӗн аслӑ Патши Вӑл» (ПС. 46:3).

1. Павел 1 Коринф 7:31-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсемпе мӗн каласшӑн пулнӑ?

 «КУ ТӖНЧЕ йӗрки пӗтсе пырать [«сцени улшӑнса пырать», ҪТ]» — тесе каланӑ Павел апостол (1 Кор. 7:31). Вӑл тӗнчене драмӑри сцена улшӑнниччен актёрсем лайӑх е япӑх сӑнарсен ролӗсене вылякан театрпа танлаштарнӑ пулас.

2, 3. а) Иеговӑн чи аслӑ влаҫа тытса тӑма ирӗк пурри пирки иккӗлентернине мӗнпе танлаштарма пулать? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр?

2 Паян питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ драма пырать — унта хутшӑнакансен шутне эсир те кӗретӗр! Уйрӑмах ҫак драма Иегова Туррӑн чи аслӑ влаҫне тӳрре кӑларассипе ҫыхӑннӑ. Унӑн пӗлтерӗшне ҫак тӗслӗхпе кӑтартса пама пулать. Пӗр-пӗр ҫӗршывра йӗркене тытса тӑракан законлӑ правительство пур. Ҫав вӑхӑтрах ҫав ҫӗршывра улталаса, пусмӑрласа тата ҫынсене вӗлерсе тытса тӑракан преступниксен органинизацийӗ те пур. Ҫак закона хирӗҫ пыракан организаци законлӑ правительствӑн влаҫа тытса тӑма ирӗк пурри пирки иккӗлентерсе тӑрать тата ҫав ҫӗршывӑн кашни гражданинне законлӑ правительствӑна чун-чӗререн парӑнса тӑнине тӗрӗслесе тӑрать.

3 Пӗтӗм Ҫут тӗнчере паян ҫавӑн пек лару-тӑру. Унта Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Иеговӑн законлӑ влаҫӗ пур (Пс. 70:5). Унтах этемлӗхе сиен тума пултаракан Туррӑн тӑшманӗ ертсе пыракан преступниксен организацийӗ те пур (1 Иоан. 5:19). Вӑл Туррӑн законлӑ влаҫӗн влаҫа тытса тӑма ирӗк пурри пирки иккӗлентерет тата пур ҫын та Турра Ҫут тӗнче Патши вырӑнне хурса чун-чӗререн парӑннине тӗрӗслесе тӑрать. Ҫавӑн пек лару-тӑру мӗнле майпа сиксе тухнӑ? Мӗншӗн Турӑ ҫакна пулма парать? Ҫак лару-тӑрура эпир хамӑр енчен мӗн тума пултаратпӑр?

Драмӑра хускатнӑ ыйтусем

4. Пӗтӗм Ҫут тӗнчипех пыракан драмӑра пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан мӗнле икӗ ыйту хускатнӑ?

4 Ҫак пӗтӗм Ҫут тӗнчипех пыракан драмӑра пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан икӗ ыйту хускатнӑ: Иеговӑн аслӑ влаҫӗ тата ҫынсен айӑпсӑрлӑхӗ. Библире Иегова пирки час-часах «Ҫӳлти Турӑ» тенӗ. Сӑмахран, Турра шаннӑ май псалом юрлакан юрланӑ: «Ҫӳлти Турӑ, Ҫӳлхуҫамӑр [«Иегова», ҪТ]... пӗтӗм ҫӗрӗн аслӑ Патши Вӑл» (Пс. 46:3). Аслӑ Патша аслӑ влаҫа тытса тӑрать. Ҫавӑнпа та Иегова Турра Ҫӳлти Турӑ теме пирӗн пур сӑлтав та пур (Дан. 7:21, 22).

5. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑн аслӑ влаҫне хӳтӗлес кӑмӑл пулмалла?

5 Пултаракан пулнӑ май Иегова Турӑ пӗтӗм ҫӗрӗн тата пӗтӗм Ҫут тӗнчен Патши. (Ӳлӗмхине 4:11 вуласа пар.) Иегова ҫавӑн пекех пирӗн Тӳре, е Судья, Саккунҫӑ тата Патша (Ис. 33:22). Пурӑнасса та эпир вӑл пурнӑҫ панӑран пурӑнатпӑр тата пирӗн пурнӑҫ унран килет, ҫавӑнпа та пирӗн ӑна Аслӑ Патша тесе йышӑнмалла. «Хӑйӗн аслӑ пуканне Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] тӳпене лартнӑ, Унӑн патшалӑхӗ пурне те тытса тӑрать» тенине яланах асра тытатпӑр пулсан, унӑн аслӑ вырӑнне хӳтӗлес тесе ҫирӗп шут тытӑпӑр (Пс. 102:19; Ап. ӗҫ. 4:24).

6. Айӑпсӑр пулни мӗн вӑл?

6 Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрас тесен пирӗн ун умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлмалла. Айӑпсӑр пулни вӑл мораль тӗлӗшӗнчен кӑлтӑксӑр тата тӗрӗс-тӗкел пулнине пӗлтерет. Айӑпсӑр ҫын — таса чӗреллӗ те тӳрӗ ҫын. Иов патриарх ҫавӑн пек ҫын пулнӑ (Иов 1:1).

Драма мӗнле пуҫланнӑ

7, 8. Иеговӑн чи аслӑ влаҫа тытса тӑма ирӗк пурри пирки Сатана мӗнле иккӗлентернӗ?

7 Пӗр 6 000 ҫул каялла пӗр ангел Иеговӑн чи аслӑ влаҫа тытса тӑма ирӗк пурри пирки иккӗлентернӗ. Ҫав пӑлхавҫӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсенче вӑл хӑйне пуҫҫаптарасшӑн пулни курӑнса тӑнӑ. Вӑл малтанхи ҫынсен мӑшӑрне, Адампа Евӑна, Туррӑн аслӑ влаҫне хирӗҫ кайма хӗтӗртнӗ тата Турӑ суять тесе каланипе Иеговӑн ятне чыссӑрлатма хӑтланса пӑхнӑ. (Пултарни 3:1—5 вуласа пар.) Ҫак пӑлхавҫӑ аслӑ Тӑшман, Сатана (Хирӗҫ тӑракан), Шуйттан (Элекҫӗ), ҫӗлен (ултавҫӑ) тата аҫтаха (пӗтерекен) пулса тӑнӑ (Ӳлӗм. 12:9).

8 Сатана хӑйне хӑй Турра хирӗҫ тӑракан ертӳҫӗ туса хунӑ. Ҫак лару-тӑрура Аслӑ Патша Иегова мӗн тунӑ? Вӑл виҫӗ пӑлхавҫӑна — Сатанана, Адама тата Евӑна — тӳрех тӗп тунӑ-ши? Паллах ӗнтӗ, унӑн ҫакна тума хӑват пулнӑ тата ҫакӑ кам пуринчен те вӑйлӑрах пулнине кӑтартса панӑ пулӗччӗ. Пӑлхавҫӑсене тӗп туни ҫавӑн пекех Иегова хӑйӗн законне пӑсакансене наказани парӑп тени тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе панӑ пулӗччӗ. Анчах та мӗншӗн Турӑ ҫавӑн пек туман?

9. Сатана мӗн пирки ыйту кӑларса тӑратнӑ?

9 Суйнипе тата Адампа Евӑна Турӑран пӑрса янипе Сатана Иегова ҫынсенчен хӑйне итлесе тӑрассине ыйтма ирӗк пурри пирки ыйту кӑларса тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне тата малтанхи ҫынсен мӑшӑрне Иеговӑна хирӗҫ тӑма ҫавӑрнипе Сатана ҫынсем те, ангелсем те Турра чунтан-вартан парӑнса тӑма пултарасси пирки иккӗлентернӗ. Иеговӑн аслӑ влаҫне чун-чӗререн пӑхӑнса тӑракан Иовпа пулса иртнӗ тӗслӗхрен Сатана пур ҫынна та Турӑран пӑрса яма пултараятӑп тени курӑнать (Иов 2:1—5).

10. Иегова хӑйӗн аслӑ влаҫа тытса тӑма ирӗк пуррине тӳрӗх ҫирӗплетсе паманипе Сатанана тата ҫынсене мӗнле май панӑ?

10 Иегова хӑйӗн аслӑ влаҫа тытса тӑма ирӗк пуррине тӳрӗх кӑтартма тытӑнман, ҫапла вара вӑл Сатанана хӑй мӗн каланине ҫирӗплетсе пама вӑхӑт панӑ. Турӑ ҫынсене те Хӑйӗн аслӑ влаҫне чун-чӗререн парӑнса тӑнине кӑтартма май панӑ. Иртнӗ ҫӗршер ҫул хушшинче мӗн пулса иртнӗ? Сатана питӗ хӑватлӑ преступниксен организацине йӗркелесе янӑ. Иегова юлашкинчен ҫав организацие те, Шуйттана та тӗп тӑвӗ, ҫапла вара Хӑйӗн аслӑ влаҫӗ законлӑ власть пулнине татӑклӑн ҫирӗплетсе парӗ. Ҫак ӗҫ лайӑх вӗҫленесси пирки Иегова Турӑ пӗртте иккӗленмен, ҫавӑнпа та вӑл Едем садӗнче пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑнах ҫавна пророкла каласа хунӑ (Пулт. 3:15).

11. Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрса ҫынсенчен нумайӑшӗ мӗн тунӑ?

11 Ҫынсенчен нумайӑшӗ Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнипе тата унӑн ятне сӑваплӑ тунипе ӗненӳ кӑтартнӑ тата айӑпсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен хушшинче Авель, Енох, Ной, Авраам, Сарра, Моисей, Руфь, Давид, Иисус Христосӑн малтанхи вӗренекенӗсем тата хальхи вӑхӑтри айӑпсӑрлӑха упракан миллионшар ҫын. Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ ҫакӑн пек тӑракансем Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Вӗсем ҫавӑн пекех Иеговӑн ятне мӑшкӑлтан тасатас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Шуйттан пур ҫынна та Турӑран пӑрса яма пултаратӑп тесе вӗҫкӗнленсе каланипе Туррӑн ятне ҫӗртнӗ (Ытар. 27:11).

Драма мӗнпе вӗҫленессине пӗлетпӗр

12. Иегова йӗркесӗрлӗхе пӗр вӗҫӗмсӗр чӑтса тӑманнине эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр?

12 Иегова кӗҫех аслӑ влаҫа тытса тӑма унӑн ирӗк пуррине ҫирӗплетсе парассине эпир шанма пултаратпӑр. Вӑл йӗркесӗрлӗхе пӗр вӗҫӗмсӗр чӑтса тӑмӗ, ҫавӑн пекех эпир юлашки кунсенче пурӑннине пӗлетпӗр. Иегова йӗркесӗр ҫынсене, пӗтӗм ҫӗре шыва илнӗ чухне, наказани панӑ. Вӑл Содомпа Гоморрӑна, ҫавӑн пекех фараонпа унӑн ҫарне тӗп тунӑ. Сисарӑпа унӑн ҫар ҫыннисем, Сеннахиримпа унӑн Ассири ҫарӗсем Ҫӳлти Турра хирӗҫ тӑма пултарайман (Пулт. 7:1, 23; 19:24, 25; Тух. 14:30, 31; Тӳр. 4:15, 16; 4 Патш. 19:35, 36). Ҫавӑнпа та хӑйӗн ятне хисеплеменнине тата хӑйӗн Свидетелӗсемпе япӑх тытнине Иегова ӗмӗр-ӗмӗрӗпех чӑтса тӑманнине эпир шанса тӑма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир паян Иисус пуррине тата ҫак усал тӗнче пӗтессине кӑтартакан палла уҫҫӑн куратпӑр (Матф. 24:3).

13. Иеговӑн тӑшманӗсемпе пӗрле пӗтес мар тесен пирӗн мӗн тумалла?

13 Туррӑн тӑшманӗсемпе пӗрле пӗтес мар тесен пирӗн Иеговӑн аслӑ влаҫне чун-чӗререн парӑнса тӑнине кӑтартса тӑмалла. Ҫакна мӗнле тума пулать? Сатана тытса тӑракан преступниксен влаҫӗнчен пирӗн уйрӑм тӑмалла тата унӑн майлисене хамӑра хӑратса пӑрахма памалла мар (Ис. 52:11; Иоан. 17:16; Ап. ӗҫ. 5:29). Ҫапла тусан кӑна хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗрӗн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑма пултаратпӑр, ҫавӑн пекех Иегова хӑйӗн ятне мӑшкӑл тунинчен тасатнӑ чухне тата вӑл хӑй Ҫут тӗнчен Аслӑ Патши пулнине ҫирӗплетсе панӑ чухне хӑтӑлса юлассине шанма пултаратпӑр.

14. Библин тӗрлӗ пайӗнче мӗн-мӗн ҫинчен каласа панӑ?

14 Этемлӗхпе тата Иеговӑн аслӑ влаҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинчен Библин тӗрлӗ пайӗнче каланӑ. Библин малтанхи виҫӗ сыпӑкӗнче тӗнчене пултарни ҫинчен тата пӗрремӗш ҫынсем ҫылӑха кӗни ҫинчен каласа панӑ пулсан, юлашки виҫӗ сыпӑкӗнче вара этемлӗхе ура ҫине тӑратни ҫинчен пӗлтернӗ. Библири ытти сыпӑксенче Аслӑ Патша Иегова этемлӗх, ҫӗр тата Ҫут тӗнче тӗлӗшӗнчен мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлама мӗн-мӗн туни ҫинчен калакан вак-тӗвексем пур. Пултарни кӗнекере Сатана ӑҫтан пулса кайнине тата йӗркесӗрлӗх тӗнчене мӗнле кӗни пирки каласа панӑ, Ӳлӗмхине уҫса панин юлашки сыпӑкӗсем вара усаллӑх мӗнле пӗтнине, Шуйттана мӗнле тӗп тунине тата Туррӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче пӗлӗтри пекех мӗнле пурнӑҫланнине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫапла майпа Библи ҫылӑхпа вилӗм мӗнле пуҫланса кайнине ӑнлантарса парать тата вӗсене ҫӗр ҫинчен мӗнле пӗтернине, ҫавӑн пекех айӑпсӑрлӑха упракан ҫынсем нихӑҫан пӗтми савӑнӑҫпа ӗмӗрлӗх пурнӑҫ мӗнле илнине кӑтартса парать.

15. Аслӑ влаҫпа ҫыхӑннӑ драма вӗҫленсен пиллӗхсем илмешкӗн пирӗн мӗн тумалла?

15 Кӗҫех ҫак тӗнчен сцени тӗпӗ-йӗрӗпех улшӑнӗ. Чаршавӗ хупӑнӗ те аслӑ влаҫпа ҫыхӑннӑ ӗмӗрсем хушши пыракан драма вӗҫленӗ. Сатана сцена ҫинчен анӗ те юлашкинчен вара ӑна тӗп тӑвӗҫ. Туррӑн ирӗкӗ, паллах ӗнтӗ, пурнӑҫланӗ. Анчах та ҫакӑ пире усӑ патӑр тесен тата Турӑ Сӑмахӗнче малтанах каласа хунӑ пиллӗхсене илес тесен пирӗн паянах Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑмалла. Ҫак ыйтура иккӗллӗ шутласси пулмалла мар. «Ҫӳлхуҫа ман майлӑ» тесе калас тесен пирӗн ун майлӑ пулмалла (Пс. 117:6, 7).

Эпир айӑпсӑр тӑрса юлма пултаратпӑр!

16. Ҫынсем Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма пултарнине мӗншӗн эпир шанма пултаратпӑр?

16 Эпир Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑма тата айӑпсӑр тӑрса юлма пултараятпӑр. Ҫакӑ Павел апостол каланӑ сӑмахсенчен курӑнать: «Эсир куракан асап [е илӗртӳ] этем тӳсмелӗх анчах; Турӑ шанчӑклӑ; Вӑл сире вӑйӑр ҫитнинчен ытла сӑнамӗ, сӑнанӑ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ» (1 Кор. 10:13). Павел асӑннӑ илӗртӳсем ӑҫтан тухса тӑраҫҫӗ тата мӗнле майпа Турӑ пире ҫӑмӑллӑх парать?

17—19. а) Пушхирте израильсем мӗнле илӗртӳ аллине лекнӗ? ӑ) Мӗншӗн эпир Иегова умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма пултаратпӑр?

17 Израиль халӑхӗпе пушхирте мӗн пулса иртни Турӑ законне пӑсма хистесе тӑракан лару-тӑруран илӗртӳ сиксе тухма пултарнине кӑтартса парать. (1 Коринф 10:6—8, 10 вуласа пар.) Израильсем илӗртӗве хирӗҫ тӑма пултарнӑ, анчах та вӗсем Иегова вӗсене тӗлӗнмелле майпа пӗр уйӑха ҫитмеллӗх путенесене панӑ чухне «усал енне» сулӑннӑ. Халӑх пӗр вӑхӑт хушши аш-какай ҫимен пулин те Турӑ вӗсене манна ҫителӗклӗ парса тӑнӑ. Анчах та, ҫавна пӑхмасӑрах, путенесене пуҫтарнӑ чухне вӗсем илӗртӳ хыҫҫӑн кайнӑ та калама ҫук вӑйлӑ ҫӑткӑнланнӑ (Йыш. 11:19, 20, 31—35).

18 Унччен, Моисей Синай тӑвӗ ҫинче Закон илнӗ чухне, Израиль халӑхӗ пӑруна пуҫҫапма тата киленсе пурӑнма пуҫланипе йӗрӗхсене пуҫҫапакан пулса тӑнӑ. Курӑнса тӑракан ертӳҫи пулманни вӗсене хӑйсен илӗртӗвӗ хыҫҫӑн кайма никам та тытса чарманнине пӗлтернӗ (Тух. 32:1, 6). Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн кӑшт маларах Израиль ҫыннисем пинӗ-пинӗпе Моав хӗрӗсем илӗртни хыҫҫӑн кайса вӗсемпе ар хутшӑнӑвӗсене кӗрсе аскӑн ӗҫ тунӑ. Ҫавӑн чухне Израиль ҫыннисенчен темиҫе пинӗшӗ хӑйсен ҫылӑхӗшӗн вилнӗ (Йыш. 25:1, 9). Хӑш-пӗр чухне Израиль халӑхӗ ӳпкелешӗвӗн тата кӑмӑлсӑрлӑхӑн илӗртӗвне те кӗрсе ӳкнӗ; пӗррехинче вӗсем Моисее кӑна мар, Турра та хирӗҫ ӳпкелешме пуҫланӑ (Йыш. 21:5). Йӗркесӗр ҫынсене, Корея, Дафана, Авирона тата вӗсем майлисене, пӗтернӗ хыҫҫӑн та вӗсене пӗтерни тӗрӗс мар пулнӑ тесе шутланипе пулас, Израиль халӑхӗ ӳпкелешнӗ. Ҫакна пула 14 700 Израиль ҫыннине Турӑ наказани панӑ та вӗсем вилнӗ (Йыш. 16:41, 49).

19 Ҫак илӗртӳсем хушшинче израильсем хирӗҫ тӑма пултарайман нимӗнле илӗртӳ те пулман. Халӑх ҫак илӗртӗве парӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӗненме пӑрахнӑ тата Иеговӑна, вӑл вӗсемшӗн юратса тӑрӑшнине тата унӑн ҫулӗсем тӗрӗс пулнине манса кайнӑ. Израиль халӑхӗпе пулнӑ илӗртӳсем пекех эпир тӗл пулакан илӗртӳсем ҫын чӑтса ирттерме пултараканнисем ҫеҫ. Вӗсене хирӗҫ тӑма вӑй хуратпӑр пулсан тата Турӑ пулӑшассине шанатпӑр пулсан эпир айӑпсӑр тӑрса юлма пултаратпӑр. Эпир ҫакна шанма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен «Турӑ шанчӑклӑ» тата вӑл илӗртӗве эпир пирӗн «вӑйӑр ҫитнинчен ытла» пулма памӗ. Пире, ҫынсене, Турӑ ирӗкне туса тӑма пултарайман лару-тӑрӑва лекме Иегова нихӑҫан памӗ (Пс. 93:14).

20, 21. Илӗртӳсемпе тӗл пулсан Турӑ пире «ҫӑмӑллӑх» мӗнле майпа парать?

20 Илӗртӗве хирӗҫ тӑма тӗрӗклетнипе Иегова пире «ҫӑмӑллӑх» парать. Сӑмахран, хӗсӗрлекенсем пире ӗненме пӑрахтарас тесе пусмӑрлама пултараҫҫӗ. Пирӗнпе ҫавӑн пек тытни пире текех ан хӗнеччӗр, ан асаплантарччӑр е, тен, ан вӗлерччӗр тесе хамӑр мӗне ӗненнине сирсе яма тӗксе тӑма пултарӗ. Анчах та Павел Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ 1 Коринф 10:13-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем илӗртекен лару-тӑру вӑхӑтлӑха кӑна пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Иегова лару-тӑрӑва эпир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пӑрахмалла пуличчен аталанма памӗ. Турӑ пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетме тата айӑпсӑр тӑрса юлмашкӑн вӑй пама пултарать.

21 Иегова пире хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ пулӑшса тӑрать. Ҫак сывлӑш илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пулӑшакан Библири шухӑшсене те аса илме пулӑшать (Иоан. 14:26). Ҫавӑнпа та эпир тӗрӗс мар тӑвас илӗртӳ хыҫҫӑн каймӑпӑр. Сӑмахран, эпир пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан ыйтусене — Иеговӑн аслӑ влаҫӗпе тата ҫынсен айӑпсӑр тӑрса юлма кирлипе ҫыхӑннӑ ыйтусене — ӑнланатпӑр. Ҫакӑн пек пӗлӳсене, ҫавӑн пекех Турӑ пулӑшнине пула нумайӑшӗ мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнӑ. Анчах та вӗсемшӗн ҫӑмӑллӑх вилӗм мар, Иеговӑн пулӑшӑвӗ пулнӑ, вӗт вӑл вӗсене вӗҫне ҫитичченех чӑтса ирттерме тата илӗртӗве сирсе яма пулӑшнӑ. Вӑл ҫакна пирӗншӗн те тума пултарать. Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ ангелӗсемпе, «ҫӑлӑнас ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑма яракансемпе», усӑ курса пире пулӑшса тӑрать (Евр. 1:14). Тепӗр статья айӑпсӑр тӑрса юлакансем кӑна Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ ӗмӗр-ӗмӗрех тӑрас чыса илме тивӗҫлӗ пулассине шанма пултарӗҫ тесе кӑтартса парать. Эпир Иеговӑна хамӑрӑн Аслӑ Патша вырӑнне хурса шанчӑклӑ тӑрса юлатпӑр пулсан вӗсен хушшинче пулма пултаратпӑр.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Мӗншӗн пирӗн Иеговӑна хамӑрӑн Аслӑ Патша вырӑнне хурса йышӑнмалла?

• Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлмалла тени мӗне пӗлтерет?

• Иегова кӗҫех аслӑ влаҫа тытса тӑма унӑн ирӗк пуррине ҫирӗплетсе парассине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

1 Коринф 10:13-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх мӗншӗн айӑпсӑрлӑха упраса хӑварма пултаратпӑр теме пулать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]