Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эпир ӑйӑпа кӗрсе ҫӳреместпӗр!

Эпир ӑйӑпа кӗрсе ҫӳреместпӗр!

Эпир ӑйӑпа кӗрсе ҫӳреместпӗр!

«Эпӗ вара айӑпа кӗрсе ҫӳреместӗп» (ПС. 25:11).

1, 2. Иов хӑйӗн айӑпсӑрлӑхӗ ҫинчен мӗн каланӑ тата Иов кӗнекинчи 31-мӗш сыпӑкри сӑмахсенчен мӗн курӑнса тӑрать?

 АВАЛХИ вӑхӑтра япаласене час-часах кӗвентеллӗ виҫепе виҫнӗ. Ҫав виҫесен кӗвентин варринче ӑна тытса тӑракан тӗрек пулнӑ, кӗвентин кашни вӗҫӗнче икӗ чашкӑ ҫакӑнса тӑнӑ. Виҫес текен япалана виҫен пӗр чашки ҫине хунӑ пулнӑ, виҫе пуканӗсене вара — тепри ҫине. Туррӑн халӑхне тӗрӗс виҫепе тата виҫе пуканӗсемпе усӑ курма чӗнсе каланӑ (Ытар. 11:1).

2 Сатана тапӑннӑ чухне Турӑран хӑракан Иов каланӑ: «Мана тӳрӗлӗх виҫипе виҫсе пӑхчӑр, вара Турӑ эпӗ айӑпсӑррине курӗ» (Иов 31:6). Ҫыннӑн айӑпсӑрлӑхне тӗрӗслеме пултаракан лару-тӑрусенчен хӑш-пӗрисем ҫинчен Иов каласа тухнӑ. Иов хӑй вара ҫавӑн пек тӗрӗсленине чӑтса ирттернӗ, ҫакна Иов кӗнекинчи 31-мӗш сыпӑкра каланӑ сӑмахсенчен курма пулать. Унӑн чаплӑ тӗслӗхӗ пире те хамӑра ун пекех тытма тата псалом юрлакан Давид: «Эпӗ вара айӑпа кӗрсе ҫӳреместӗп»,— тесе ҫирӗппӗн каланӑ пекех ҫирӗппӗн калама хавхалантарма пултарӗ (Пс. 25:11).

3. Мӗншӗн сахалли тӗлӗшӗнчен те, нумаййи тӗлӗшӗнчен те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлни питӗ кирлӗ?

3 Сатана хаяр тапӑннӑ пулсан та, Иов Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Кам та пулин Иов хаяр йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ чухне тата айӑпсӑр тӑрса юлас тесе ҫирӗп тӑнӑ чухне хӑйне паттӑрла тытнӑ тесе те калӗ, тен. Эпир Иов асапланнӑ пек асапланмастпӑр, анчах та айӑпсӑр ҫӳренине тата Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартас тесен пирӗн сахалли тӗлӗшӗнчен те, нумаййи тӗлӗшӗнчен те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмалла. (Лука 16:10 вуласа пар.)

Мораль тӗлӗшӗнчен айӑпсӑр тӑрса юлмалла

4, 5. Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлас тесе Иов мӗнле ӗҫсем тӑвассинчен пӑрӑннӑ?

4 Иегова умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлас тесен пирӗн, Иов пекех, Туррӑн мораль нормисене тытса тӑмалла. Иов каланӑ: «Хӗрсем ҫине пӑхмастӑп тесе эпӗ хамӑн куҫӑмпа сӑмах татрӑм [е калаҫса татӑлтӑм]. [...] Чӗрем ҫын арӑмне сӑхланнӑ пулсассӑн, эпӗ ҫын алӑкӗ умӗнче сыхласа тӑнӑ пулсассӑн, ан тив, манӑн арӑм ют ҫын валли авӑрттӑр, ют ҫын мӑшкӑлӗ пултӑр» (Иов 31:1, 9, 10).

5 Иегова умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма шут тытнӑран Иов хӗрарӑм ҫине аскӑн шухӑшпа пӑхман. Авланнӑ ҫын пулнӑ май вӑл качча кайман хӗрарӑмсемпе якӑлтатса ҫӳремен тата урӑх арҫынсен арӑмӗсем патне юратуллӑ туйӑмсем пулма паман. Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне Иисус ар хутшӑнӑвне кӗресси пирки хӑватлӑ сӑмахсем каланӑ, ҫакна, паллах, Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлас текенсен пурин те асра тытмалла. (Матфей 5:27, 28 вуласа пар.)

Нихӑҫан та суйса-чееленсе пурӑнар мар

6, 7. а) Иовпа пулса иртнӗ пекех эпир ун умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлнипе юлманнине пӗлме Турӑ мӗнпе усӑ курать? ӑ) Мӗншӗн пирӗн чееленмелле е улталамалла мар?

6 Турӑ пире айӑпсӑр ҫӳрекенсем тесе шутлатӑр тесен, пирӗн суйса-чееленсе пурӑнмалла мар. (Псалом 5:7 вуласа пар.) Иов каланӑ: «Эпӗ суйса-чееленсе пурӑннӑ пулсассӑн, манӑн ура ултав еннелле васканӑ пулсассӑн, ан тив, мана тӳрӗлӗх виҫипе виҫсе пӑхчӑр, вара Турӑ эпӗ айӑпсӑррине курӗ» (Иов 31:5, 6). Иегова пур ҫынна та «тӳрӗлӗх виҫипе» виҫет. Иовпа пулса иртнӗ пекех, Турӑ хӑйӗн пӗр кӑлтӑксӑр тӗрӗслӗх нормисемпе усӑ курса эпир, хамӑра ӑна халалласа ӗҫлесе тӑракансем, ун умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлнипе юлманнине тӗрӗслесе тӑрать.

7 Чееленме е улталама пуҫларӑмӑр пулсан, эпир Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма пултарайман пулӑттӑмӑр. Айӑпсӑрлӑха упракан ҫынсем «намӑсла вӑрттӑн ӗҫсене» хутшӑнмаҫҫӗ тата чееленмеҫҫӗ (2 Кор. 4:1, 2). Эпир сӑмахсемпе е ӗҫсемпе чеен хӑтлантӑмӑр пулсан, ҫакна пула пӗрле ӗненекенӗн Турӑран пулӑшу ыйтма тиврӗ пулсан, вара мӗн? Ҫакӑ питӗ хурлантарнӑ пулӗччӗ? «Хӗн-асап тӳснӗ чухне Ҫӳлхуҫана тархасларӑм та — Вӑл мана илтрӗ,— тесе юрланӑ псалом юрлакан.— Эй Ҫӳлхуҫамӑм! чунӑма суя чӗлхе-ҫӑвартан, чее чӗлхерен хӑтарсамччӗ» (Пс. 119:1, 2). Эпир ун умӗнче чӑннипех айӑпсӑр ҫӳренипе ҫӳременнине курмашкӑн Турӑ, пирӗн «чӗрене... ӑша сӑнаса», пире шалтан курма пултарнине асра тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Пс. 7:9, 10).

Ыттисемпе хутшӑннӑ чухне тӗслӗх пулӑр

8. Иов хӑйне ыттисемпе мӗнле тытнӑ?

8 Айӑпсӑр тӑрса юлас тесен пирӗн тӗрӗслӗхе юратакан, хӑйне кӗҫӗне хуракан тата ыттисемпе хӑйне тимлӗ тытакан Иов пекех пулмалла. Вӑл каланӑ: «Эпӗ хамӑн тарҫӑмсене — арҫын-и вӑл, хӗрарӑм-и — кӳрентернӗ пулсассӑн, вӗсенӗн ӳпкевне вырӑна хуман пулсассӑн, Турӑ хама хирӗҫ тӑнӑ чухне мӗн тӑвӑттӑм-ха эпӗ? Вӑл ман ҫине пӑхса илсессӗн, Ӑна мӗн хуравлӑттӑм? Вӗсене те мана анне варӗнче Пултарнӑскер пултарман-и, пире пурне те ама ӑшӗнче пултарман-и?» (Иов 31:13—15).

9. Иов хӑйӗн тарҫисемпе хутшӑннӑ чухне мӗнле лайӑх енсем кӑтартнӑ тата ҫак тӗлӗшрен эпир мӗн тума пултаратпӑр?

9 Иов пурӑннӑ чухне суд ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама йывӑрах пулман курӑнать. Ыйтусене йӗркипе тата ӑнӑҫлӑ татса панӑ, ҫавӑн пекех чурасем те суда пама пултарнӑ. Иов хӑйне тарҫисемпе тӗрӗс тытнӑ тата вӗсене хӗрхеннӗ. Айӑпа кӗмесӗр ҫӳрес тесен пирӗн, уйрӑмах эпир христиансен пухӑвӗнче старейшина пулса ӗҫлетпӗр пулсан, ҫав лайӑх енсенех кӑтартмалла.

Ҫӑткӑн мар, уҫӑ кӑмӑллӑ пулӑр

10, 11. а) Иов уҫӑ кӑмӑллӑ тата пулӑшма хатӗр пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Иов 31:16—25-мӗш сӑвӑ йӗркисем Библири каярах ҫырнӑ мӗнле канашсене аса илме пулӑшӗҫ?

10 Иов уҫӑ кӑмӑллӑ тата ыттисене пулӑшма хатӗр пулнӑ, унӑн хӑйӗн ҫинчен кӑна шутласси те, ҫӑткӑнлӑх та пулман. Вӑл каланӑ: «Эпӗ, тӑлӑх арӑма куҫран пӑхтарса тӑратнӑ-и? Хамӑн татӑкӑма пӗчченех ҫисе янӑ-и е ӑна тӑлӑх ачана та ҫитернӗ-и? [...] Тумтирӗ ҫуккипе асапланакансене... курсассӑн... Хапха умӗнче, хам майлӑ пуласса шанса, эпӗ тӑлӑх ача ҫине алӑ ҫӗкленӗ пулсассӑн, хулпуҫҫийӗм пӗвӗмрен тӑпӑлса тухтӑр, аллӑм чавса таран хуҫӑлса ӳктӗр». Иов ылтӑна, е мула: «Эсӗ — манӑн шанчӑкӑм»,— тесе каланӑ пулсан ун пирки айӑпа кӗмесӗр ҫӳрекен тесе калаймӑттӑмӑр (Иов 31:16—25).

11 Ҫакӑн пек сӑвӑлла ҫырнисем пире Иаков вӗренекенӗн сӑмахӗсене аса илтерме пултараҫҫӗ, вӑл каланӑ: «Хуйхӑ-суйхӑ тӳссе пурӑнакан тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсене пулӑшса тӑрсан, тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен сыхланса тӑрсан, ҫавӑ вара Турӑ умӗнче, Аттемӗр умӗнче таса, пӗр айӑпсӑр, ырӑ пурӑнни пулать» (Иак. 1:27). Тен, эпир ҫавӑн пекех Иисус асӑрхаттарса каланине аса илӗпӗр: «Астӑвӑр, пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр: этем пурнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗнчен килмест». Малалла Иисус ҫӑткӑн пуян ҫын ҫинчен тӗслӗх илсе панӑ. Ҫав ҫын вилнӗ тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл «Турӑ умӗнче сумлӑ» (ҪХ) пулман (Лука 12:15—21). Айӑпсӑр тӑрса юлас тесен пирӗн ҫӑткӑнланмалла е хапсӑнмалла мар. Хапсӑнни вӑл — йӗрӗхсене пуҫҫапни, мӗншӗн тесен ҫӑткӑн ҫыннӑн кӑмӑлӗ ӑна мӗн патне туртать, ҫавӑ ӑна Иегова ҫинчен шухӑшлама памасть те ҫапла майпа йӗрӗх пулса тӑрать (Кол. 3:5). Айӑпсӑр тӑрса юлнипе ҫӑткӑнлӑх хушшинче нимле пӗрпеклӗх те ҫук!

Турра тӗрӗс пуҫҫапнинчен ан пӑрӑнӑр

12, 13. Йӗрӗхсене пуҫҫапассинчен пӑрӑнас тӗлӗшрен Иов мӗнле тӗслӗх панӑ?

12 Айӑпсӑрлӑха упракансем Турра тӗрӗс пуҫҫапнинчен пӑрӑнмаҫҫӗ. Иов та пӑрӑнман, вӑл каланӑ: «Хӗвел епле ялкӑшса тӑнине курса, уйӑх епле чаплӑн ҫӳренине сӑнаса эпӗ вӗсене хам ӑшӑмра пуҫҫапнӑ-и, хам аллӑма чуптунӑ-и? Ҫакӑ та сута тивӗҫлӗ усал ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ: эпӗ апла Ҫӳлти Турӑран пӑрӑннӑ пулӑттӑм» (Иов 31:26—28).

13 Иов чӗрӗ мар япаласене пуҫҫапман. Пӗлӗтри япаласем ҫине, калӑпӑр, уйӑх ҫине пӑхнӑ чухне унӑн чӗри вӑрттӑн ӑмсаннӑ пулсанччӗ тата йӗрӗхсене пуҫҫапни ячӗпе хӑйӗн аллине чуптунӑ пулсанччӗ, вӑл Турӑран пӑрӑнса кайнӑ, йӗрӗхсене пуҫҫапакан пулса тӑнӑ пулӗччӗ (Сакк. аст. 4:15, 19). Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлас тесен пирӗн нимӗнле йӗрӗхе те пуҫҫапмалла мар. (1 Иоанн 5:21 вуласа пар.)

Хирӗҫ тавӑракан е икӗ питлӗ ан пулӑр

14. Мӗншӗн Иов усал ҫын пулман тесе калама пулать?

14 Иов усал е хаяр пулман. Ҫавӑн пек япӑх енсем ҫын айӑпсӑр пулманнине кӑтартса панине вӑл пӗлнӗ. Иов каланӑ: «Эпӗ хамӑн тӑшманӑм пӗтнишӗн савӑннӑ-и, ӑна инкек ҫитсессӗн хӗпӗртесе тӑнӑ-и? Эпӗ хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑма ӑна ылханса ҫылӑха кӗме паман» (Иов 31:29, 30).

15. Пире курайман ҫынсене инкек ҫитнишӗн савӑнни мӗншӗн тӗрӗс мар?

15 Тӳрӗ кӑмӑллӑ Иов хӑйне курайман ҫынсене инкек ҫитнишӗн нихӑҫан та савӑнман. Ытарӑшсенче асӑрхаттарса калани пур: «Тӑшману ӳксессӗн — ан хӗпӗрте, вӑл такӑнсассӑн — чӗрӳ ан хаваслантӑр. Урӑхла тусассӑн Ҫӳлхуҫа курӗ те ҫакна, Унӑн умӗнче ку юрӑхсӑр ӗҫ пулӗ, Вӑл вара Хӑйӗн ҫиллине тӑшману ҫинчен сирсе ярӗ» (Ытар. 24:17, 18). Иегова чӗрере мӗн пуррине вулама пултарать, ҫавӑнпа та эпир урӑх ҫын инкеке лекнӗшӗн вӑрттӑн савӑнатпӑр пулсан, вӑл ҫавна пӗлет, ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑла, паллах ӗнтӗ, вӑл ырламасть (Ытар. 17:5). Турӑ та пирӗнпе хӑйне ҫавнашкалах тытма пултарать, вӗт вӑл калать: «Тавӑрасси — Манра... тивӗҫлипе тавӑрӑп» (Сакк. аст. 32:35).

16. Эпир пуян мар пулсан та, мӗнле майпа эпир хапӑл тусах хӑналама пултаратпӑр?

16 Иов хӑналама юратакан ҫын пулнӑ (Иов 31:31, 32). Тен, эпир пуян та мар, ҫапах та хапӑл тусах хӑналама пултаратпӑр (Рим 12:13). «Юратса сӑйланӑ пахчаҫимӗҫ апачӗ кураймасӑр сӑйланӑ ашран — самӑртнӑ вӑкӑр ашӗнчен — аванрах»,— тенине асра тытса эпир хӑнасене ахаль апатпа хӑналаса яма пултаратпӑр (Ытар. 15:17). Христиан тӑванпа, айӑпсӑрлӑха упраканпа, эпир туслӑ пурӑнатпӑр пулсан, унпа апат ҫини ахаль апата та тутлӑ тӑвать тата хамӑрпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетес енчен те усӑ парать.

17. Мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн пысӑк ҫылӑха пытармалла мар?

17 Иов хапӑл туса хӑналани унӑн хӑнисене Турӑпа ҫывӑхланас тӗлӗшрен тӗреклентернӗ пулас, мӗншӗн тесен вӑл икӗ питлӗ ҫын пулман. Вӑл пӗрремӗш ӗмӗрти пухӑва кӗнӗ «пайташӑн тӑрӑшса ҫынна йӑпӑлтатакан» йӗркесӗр ҫынсем пек пулман (Иуда 3, 4, 16). Иов хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене тата «усал ӗҫ туса ӑна ҫынран пытарман», ыттисем ҫавӑн ҫинчен пӗлсе хӑйӗнчен сивӗнессинчен хӑраман. Турра вӑл хӑйне тӗрӗслеттерме памашкӑн хатӗр пулнӑ, вара Турӑ ӑна мӗнре те пулин айӑплӑ терӗ пулсан, вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ пулӗччӗ (Иов 31:33—37). Эпир пысӑк ҫылӑх турӑмӑр пулсан, ята ярас мар тесе ҫак ҫылӑха пытармалла мар. Айӑпсӑр тӑрса юлма тӑрӑшнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Хамӑр йӑнӑшсене йышӑннипе, ӳкӗннипе, Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене майлаштармашкӑн пулӑшу шыранипе тата хамӑр тунӑ ҫылӑха тӳрлетес тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тунипе (Ытар. 28:13; Иак. 5:13—15).

Иов судра хӑй айӑпсӑр пулнине ҫирӗплетсе парасшӑн

18, 19. а) Мӗншӗн Иов нихӑҫан та никама та пусмӑрламан теме пулать? ӑ) Хӑйӗн пирки айӑплӑ тесе каларӗҫ пулсан, Иов мӗн тума хатӗр пулнӑ?

18 Иов суйман тата тӳрӗ ҫын пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл: «Эпӗ хамӑн ҫӗрӗме хурлантарса макӑртнӑ пулсассӑн, унӑн суха кассийӗсене кӳрентернӗ пулсассӑн, унӑн ҫимӗҫне пӗр тӳлевсӗр ҫисе тӑнӑ пулсассӑн, ҫӗр ӗҫлекенсене хӗсӗрлесе пурӑннӑ пулсассӑн, ан тив, тулӑ вырӑнне — вӗлтӗрен, урпа вырӑнне пукра шӑтса лартӑр»,— тесе калама пултарнӑ (Иов 31:38—40). Иов нихӑҫан та ыттисен ҫӗрӗсене туртса илмен тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пусмӑрламан. Ун пекех, пирӗн те Иегова умӗнче сахалли тӗлӗшӗнчен те, нумаййи тӗлӗшӗнчен те айӑпсӑр тӑрса юлмалла.

19 Хӑйӗн виҫӗ юлташӗ, ҫавӑн пекех ҫамрӑк Елиуй умӗнче те Иов хӑй мӗнле пурӑнни ҫинчен калаҫнӑ. Иов хӑйӗн вӑрӑм пурнӑҫне тӗрӗс мар пурӑнса ирттернӗ тесе шутлакансене пурне те хӑйне айӑплама чӗнсе каланӑ. Иов хӑйне тӗрӗс тытнине ҫирӗп шанса тӑнӑ, ҫавӑнпа хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки «татӑклӑ сӑмах» каланӑ, урӑхла каласан, тӗрӗс пурӑнтӑм тесе алӑ пусма хатӗр пулнӑ. Иов пирки айӑплӑ тенӗ пулсан, вӑл наказани илме хатӗр пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ӗҫне суд тума Турра панӑ та Вӑл мӗнле йышӑну тӑвасса кӗтнӗ. Ҫапла вара «Иов сӑмахӗ вӗҫленнӗ» (Иов 31:35, 40).

Эсӗ айӑпсӑр тӑрса юлма пултаратӑн

20, 21. а) Мӗншӗн Иов айӑпсӑр тӑрса юлма пултарнӑ? ӑ) Турра юратассине эпир мӗнле ӳстернӗҫемӗн ӳстерме пултаратпӑр?

20 Иов айӑпсӑр тӑрса юлма пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Турра юратнӑ, Иегова та ӑна юратнӑ тата пулӑшнӑ. Иов каланӑ: «Мана пурӑнӑҫпа ырӑлӑх [е чун-чӗререн парӑнса юратнине] парнелерӗн, Эсӗ мар-и пӑхса усранӑ мана?» (Иов 10:12). Ҫавӑн пекех Иов ыттисене те юратнӑ, мӗншӗн тесен кам та пулин ҫывӑх ҫынна чун-чӗререн парӑнса юратмасть пулсан, ҫавӑ Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ умӗнче вара хӑраса-хисеплесе тӑрассине сирсе янине вӑл ӑнланнӑ (Иов 6:14). Айӑпсӑрлӑха упракансем Турра тата ҫывӑх ҫынна юратаҫҫӗ (Матф. 22:37—40).

21 Кашни кун Туррӑн Сӑмахне вуланипе тата ҫакӑ ун ҫинчен мӗн уҫса пани пирки шухӑшланипе эпир Иеговӑна юратассине ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пыма пултаратпӑр. Чун-чӗререн калакан кӗлӗре эпир Иеговӑна мухтама тата пирӗнпе ырӑ пулнӑшӑн тав тума пултаратпӑр (Флп. 4:6, 7). Эпир Иеговӑна мухтаса юрлама тата унӑн халӑхӗпе яланах хутшӑнса пиллӗхсем илме пултаратпӑр (Евр. 10:23—25). Унсӑр пуҫне тата, эпир сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнатпӑр пулсан тата «Вӑл ҫӑлни ҫинчен... куллен-кун ырӑ хыпар» сарса ҫӳретпӗр пулсан Турра юратасси пирӗн ӳссе-ӳссех пырӗ (Пс. 95:1—3). Ҫапла майпа эпир псалом юрлакан пекех айӑпсӑр тӑрса юлма пултаратпӑр, вӑл юрланӑ: «Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей... Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра шанса тӑратӑп» (Пс. 72:28).

22, 23. Эпир тӑвакан ӗҫсемпе ӗлӗк Турӑ умӗнче айӑпсӑрлӑха упракансем тунӑ ӗҫсем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?

22 Айӑпсӑрлӑха упракансене Иегова ӗмӗрсем хушшинче тӗрлӗ ӗҫ парса тӑнӑ. Ной карап [е ковчег] тунӑ тата вӑл «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» пулнӑ (2 Пет. 2:5). Иисус Навин израильсене Пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗнӗ, анчах та вӑл «саккун кӗнекине... кунӗн-ҫӗрӗн» вуланӑран тата ҫав саккун тӑрӑх пурӑннӑран кӑна ӑнӑҫлӑ пулнӑ (Иис.Н. 1:7, 8). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем вӗренекенсене хатӗрленӗ тата Сӑваплӑ Ҫырӑва вӗренмешкӗн яланах пӗрле пуҫтарӑннӑ (Матф. 28:19, 20).

23 Тӳрӗлӗх ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренипе, вӗренекенсене хатӗрленипе, Библи канашне тытса тӑнипе тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсемпе конгрессенче пӗрле ӗненекенсемпе пуҫтарӑннипе эпир Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑратпӑр тата айӑпсӑрлӑха упратпӑр. Ҫаксем пурте пире хӑюллӑ пулма, хамӑрпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗп тума тата Туррӑн ирӗкне тӑвас енчен ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшаҫҫӗ. Ҫакна тума пире йывӑрах мар, мӗншӗн тесен пире ҫӳлти Аттепе унӑн Ывӑлӗ пулӑшса тӑраҫҫӗ (Сакк. аст. 30:11—14; 1 Патш. 8:57). Ҫавӑн пекех пирӗн айӑпа кӗмесӗр ҫӳрекен тата Иеговӑна Пурне те Тытса Тӑракан вырӑнне хурса хисеплекен ӗненекен тӑвансен пулӑшӑвӗ пур (1 Пет. 2:17).

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Иеговӑн мораль нормисем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

• Иовӑн лайӑх енӗсенчен хӑшӗ сире уйрӑмах килӗшет?

Иов 31:29—37-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх Иов хӑйне мӗнле тытнӑ?

• Мӗншӗн эпир Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма пултаратпӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]