Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Халӗ майлӑ вӑхӑт»

«Халӗ майлӑ вӑхӑт»

«Халӗ майлӑ вӑхӑт»

«Акӑ халӗ майлӑ вӑхӑт, акӑ халӗ ҫӑлӑнас кун» (2 КОР. 6:2).

1. Мӗншӗн пирӗн хӑш вӑхӑтра мӗн тумаллине ӑнланмалла?

 «ПУРИН те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур» (Еккл. 3:1). Соломон питӗ кирлӗ пӗр-пӗр ӗҫе — ҫӗр ӗҫӗ-и вӑл, ҫулҫӳреве тухни-и, ӗҫе кайни-и е ыттисемпе хутшӑнни-и — хӑш вӑхӑтра туни чи лайӑхрах пулнине пӗлни питӗ кирлӗ тесе ҫырнӑ. Пирӗн те хӑш ӗҫ чи кирлӗ ӗҫ пулнине тата ӑна хӑш вӑхӑтра тумаллине пӗлмелле. Урӑхла каласан мӗн пирӗншӗн чи кирлӗ пулнине питӗ лайӑх ӑнланмалла.

2. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус хӑй мӗнле вӑхӑтра пурӑннине питӗ лайӑх ӑнланнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

2 Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус хӑй мӗнле вӑхӑтра пурӑннине тата унӑн мӗн тума кирлине питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Уншӑн чи кирли мӗн пулнине вӑл питӗ лайӑх ӑнланнӑ тата мессианла пророкла каланисенчен нумайӑшӗн пурнӑҫланмалли, тахҫантанпах кӗтекен вӑхӑт ҫитнине пӗлнӗ (1 Пет. 1:11; Ӳлӗм. 19:10). Вӑл пама пулнӑ Мессия пулнине пурте курччӑр тесе унӑн нумай ӗҫ тумалла пулнӑ. Турӑ Патшалӑхӗн чӑнлӑхӗ ҫинчен каласа ҫӳресе унӑн тӗплӗн свидетельство памалла пулнӑ тата пуласлӑхра ҫав Патшалӑхра хӑйӗнпе пӗрле еткер илекенсене пуҫтармалла пулнӑ. Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе туса тӑччӑр тесе унӑн христиансен пухӑвӗн никӗсне хывмалла пулнӑ (Марк 1:15).

3. Иисус хӑй мӗнле вӑхӑтра пурӑннине ӑнланни унӑн ӗҫӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑнӑ?

3 Ҫавна ӑнланни Иисусӑн пурнӑҫӗ ҫине лайӑх витӗм кӳнӗ те ӑна Ашшӗн ирӗкне хастарлӑ туса тӑма хавхалантарса тӑнӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Хӑйӗн анине ӗҫлекенсем ятӑр» (Лука 10:2; Мал. 4:5, 6). Иисус малтан 12, каярахпа 70 вӗренекен суйласа илнӗ те вӗсене мӗн-мӗн тумалли ҫинчен каласа парсан хавхалануллӑ хыпара — «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ» текен хыпара — пӗлтерме янӑ. Иисус пирки вара эпир вулатпӑр: «Хӑйӗн вуникӗ вӗренекенне ҫапла ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн Иисус ҫавӑнтан вӗсенӗн хулисенче вӗрентсе ҫӳреме тухса кайнӑ» (Матф. 10:5—7; 11:1; Лука 10:1).

4. Хӑш енчен Павел Христосран тӗслӗх илнӗ?

4 Иисус хӑйӗн пур вӗренекенӗшӗн те хастарлӑх кӑтартас тата чунтан парӑнса пурӑнас енчен чи лайӑх тӗслӗх пулнӑ. Павел апостол пӗрле ӗненекенсене: «Эпӗ Христосран тӗслӗх илнӗ пек, эсир те манран тӗслӗх илӗр»,— тесе хавхалантарнӑ чухне ҫавна палӑртнӑ та (1 Кор. 11:1, ҪХ). Хӑш енчен Павел Христосран тӗслӗх илнӗ? Тӗпрен илсен, вӑйне шеллемесӗр ырӑ хыпар сарас енчен. Павел пухусем патне ҫырнӑ ҫырусенче ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр», «Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр», «Унӑн ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр» тата «кирек мӗн тусассӑн та... Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвӑр» (Рим 12:11; 1 Кор. 15:58; Кол. 3:23). Павел Дамаска каякан ҫул ҫинче Иисус Христос Ҫӳлхуҫапа тӗл пулнине, ҫавӑн пекех Иисус ӑна, Анания вӗренекен урлӑ пулас: «Вӑл — манӑн суйласа илнӗ савӑтӑм; Эпӗ ӑна Хамӑн ятӑм ҫинчен халӑхсем, патшасем, Израиль ывӑлӗсем умӗнче каласа пӗлтерме суйласа илтӗм»,— тесе каланине нихӑҫан та манман (Ап. ӗҫ. 9:15; Рим 1:1, 5; Гал. 1:16).

«Майлӑ вӑхӑт»

5. Павела хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне хастарлӑ туса тӑма мӗн хавхалантарса тӑнӑ?

5 Апостолсен ӗҫӗсем ятлӑ кӗнекене вуланӑ май Павел сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне хӑюлӑхпа хастарлӑх кӑтартнине асӑрхамасӑр май ҫук (Ап. ӗҫ. 13:9, 10; 17:16, 17; 18:5). Павел хӑй пурӑннӑ вӑхӑт пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑхӑт пулнине ӑнланнӑ. Вӑл каланӑ: «Акӑ халӗ майлӑ вӑхӑт, акӑ халӗ ҫӑлӑнас кун» (2 Кор. 6:2). Пирӗн эрӑчченхи 537-мӗш ҫул майлӑ вӑхӑт пулнӑ — Вавилонра тыткӑна лекнисем тӑван ҫӗршывне таврӑнма пултарнӑ (Ис. 49:8, 9). Анчах та Павел мӗнле майлӑ вӑхӑт пирки каланӑ? Вӑл мӗн каласшӑн пулнине контекст ӑнланма пулӑшать.

6, 7. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ паянхи христиансем тата вӗсемпе пӗрле ӗҫлекенсем мӗнле пысӑк чыса тивӗҫлӗ пулнӑ?

6 Павел хӑйӗн ҫырӑвӗнче кӑшт маларах хӑй тата святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ ытти христиансем мӗнле пысӑк чыса тивӗҫлӗ пулни ҫинчен каланӑ. (2 Коринф 5:18—20 вуласа пар.) Турӑ вӗсене ятарлӑ тӗллевпе — «килӗштермешкӗн ӗҫлеме», е «ҫураҫтарас ӗҫе» (ҪХ) тума, ҫынсене «Турӑпа килӗшӗр» тесе тархаслама — чӗнсе илнӗ тесе ӑнлантарса панӑ вӑл. Ҫакӑ вӑл Турӑпа килӗшӳллӗ, туслӑ пурӑнма пуҫлассине пӗлтерет.

7 Эдемра пӑлхав ҫӗкленӗ вӑхӑтранпа пӗтӗм этемлӗх Иеговӑран ютшӑнса тата пӑрӑнса пурӑнать (Рим 3:10, 23). Ҫавӑн пек ютшӑннине пула этемлӗх, пӗтӗмӗшле илсен, Турра тата Вӑл мӗн тума шутласа хунисене шута илмест, ҫакӑ вара хӗн-асаппа вилӗм кӳрсе тӑрать. «Турӑ пултарнийӗ пурте халичченех йынӑшнине, асапланнине эпир пӗлетпӗр»,— тесе ҫырнӑ Павел (Рим 8:22). Анчах та Турӑ ҫынсене таврӑнма, урӑхла каласан, хӑйӗнпе мирлешме чӗнес тесе утӑмсем тунӑ, вӑл ҫавна тума чӗнет кӑна мар, «тархаслать» те. Ун чухне ҫак ӗҫе тума Павела тата святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ ытти христиансене шанса панӑ пулнӑ. Ҫавӑн чухнехи «майлӑ вӑхӑт» Иисуса ӗненекенсемшӗн «ҫӑлӑнас кун» пулса тӑма пултарнӑ. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем пурте тата вӗсен юлташӗсем — «урӑх сурӑхсем», вӗсем пӗрле ӗҫлесе тӑракансем — ҫынсене «майлӑ вӑхӑтпа» усӑ курма чӗнеҫҫӗ (Иоан. 10:16).

8. Мӗншӗн килӗшме чӗнни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет?

8 Ҫынсене килӗшме, е мирлешме, чӗнни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫынсем хӑйсем — Эдемра пӑлхав ҫӗкленипе — аркатнӑ пулин те, Турӑ ҫав хутшӑнусене майлаштарас тесе хӑй малтан утӑм тунӑ (1 Иоан. 4:10, 19). Вӑл мӗн тунӑ? Павел каланӑ: «Этемсенӗн ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫласа, Турӑ Христос урлӑ тӗнчене Хӑйпе килӗштернӗ, Хӑйӗнпе мӗнле килӗштермелли ҫинчен [«ҫураҫтару сӑмахне», ҪХ] вӗрентме пире хушнӑ» (2 Кор. 5:19; Ис. 55:6).

9. Туррӑн хӗрхенӗвӗшӗн пархатарлӑ пулнине Павел мӗнле кӑтартнӑ?

9 Тӳлесе илме панӑ парнене пула Иегова ҫав парнене ӗненекенсем валли ҫылӑхӗсене каҫарттармалли тата хӑйӗнпе туслӑ та мирлӗ пурӑнмалли май туса панӑ. Ҫавӑн пекех хальлӗхе май пур чухне ҫынсене хӑйӗнпе мирлешме кирек ӑҫта та чӗнччӗр тесе вӑл хӑйӗн хыпарҫисене янӑ. (1 Тимофей 2:3—6 вуласа пар.) Туррӑн ирӗкне, ҫавӑн пекех хӑй мӗнле вӑхӑтра пурӑннине ӑнланнӑран Павел ывӑна пӗлмесӗр, хӑйне шеллемесӗр «ҫураҫтарас ӗҫе» туса тӑнӑ. Иеговӑн ирӗкӗ улшӑнман. Вӑл халӗ те хӑйӗнчен ютшӑннӑ этемлӗхпе хутшӑнусене майлаштарасшӑн. «Халӗ майлӑ вӑхӑт» тата «халӗ ҫӑлӑнас кун» тесе каланӑ Павелӑн сӑмахӗсем паян кун та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Иегова мӗн тери хӗрхенекен тата шеллекен Турӑ! (Тух. 34:6, 7).

Тӗллеве куҫран ан вӗҫертӗр

10. «Ҫӑлӑнас кун» святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансемшӗн унччен мӗне пӗлтернӗ тата халӗ мӗне пӗлтерет?

10 Чи малтан ҫав ырӑлӑхран «Христоспа пӗрлешнисем» усӑ илнӗ (2 Кор. 5:17, 18). Вӗсемшӗн «ҫӑлӑнас кун» пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнчен пуҫланнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Туррӑн ҫав ӗҫлекенӗсене «ҫураҫтару сӑмахне» пӗлтерсе ҫӳремелли ӗҫе шанса панӑ. Хальхи вӑхӑтра святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансенчен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем унчченхи пекех «ҫураҫтарас ӗҫе» туса тӑраҫҫӗ. Вӗсем Иоанн апостол пророкла курӑнура курнӑ тӑватӑ ангел «ҫӗр ҫине... ҫил ан вӗртӗр тесе... ҫӗрӗн тӑватӑ ҫилне тытса тӑнине» ӑнланаҫҫӗ. Ҫапла вара, «ҫӑлӑнас кун» тата «майлӑ вӑхӑт» халӗ те вӗҫленмен-ха (Ӳлӗм. 7:1—3). Ҫав сӑлтава пула святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансенчен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем «ҫураҫтарас ӗҫе», ӑна ҫӗрӗн кашни кӗтесне ҫитерес тесе, ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пуҫласа хастарлӑн туса тӑраҫҫӗ.

11, 12. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хӑйсем мӗнле вӑхӑтра пурӑннине ӑнланнине епле кӑтартнӑ?

11 Сӑмахран, «Свидетели Иеговы — Возвещатели Царства Бога» ятлӑ кӗнекере палӑртнӑ тӑрӑх, XIX ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче «Ч. Т. Рассел тата унпа пӗр шухӑшлисем хӑйсем вырма вӑхӑтӗнче пурӑннине тата ирӗклӗхе кӑларакан чӑнлӑха ҫынсен илтме кирлине хытӑ ӗненнӗ». Ҫакна тӑвас тесе вӗсем мӗн тунӑ? Вырма вӑхӑтӗнче, «майлӑ вӑхӑтра», пурӑннине ӑнланса ҫак тӑвансем ҫынсене тӗн кӗллисене чӗнни кӑна ҫителӗклӗ тесе шутламан. Христиан тӗнчинчи тӗн пуҫлӑхӗсем чылай вӑхӑт хушши шӑп ҫавна туса тӑнӑ та. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ ҫав христиансем ырӑ хыпара сармашкӑн ытти майсемпе усӑ курма пуҫланӑ. Сӑмахран, хӑйсен ӗҫне лайӑхрах тӑвас тесе вӗсем вӑл вӑхӑтри ҫӗнӗ йышши техникӑпа усӑ курнӑ.

12 Ҫав хастарлӑ ӗҫлекенсен пӗчӗк ушкӑнӗ трактатсемпе, брошюрӑсемпе, журналсемпе тата кӗнекесемпе усӑ курса Патшалӑхӑн ырӑ хыпарне сарнӑ. Пиншер хаҫатра пичетлесе кӑлармашкӑн вӗсем проповедьсемпе статьясем хатӗрленӗ. Вӗсем Библи тӑрӑх тунӑ программӑсене наци радио каналӗ тата тӗрлӗ ҫӗршыва пӗлтерсе тӑракан радио каналсем урлӑ каласа тӑнӑ. Кино индустрийӗ сасӑллӑ фильмсем кӑларма пуҫличченех, вӗсем слайдсем туса кӑларнӑ та вӗсемпе усӑ курнӑ, слайдра куҫса ҫӳрекен ӳкерчӗкӗсемпе пӗрле ҫырса илнӗ сасӑсем пулнӑ. Ҫакӑн пек сӳнме пӗлмен хастарлӑх мӗн панӑ? Халӗ ырӑ хыпара йышӑннӑ тата «Турӑпа килӗшӗр» тесе чӗнсе ҫӳреме тытӑннӑ ҫынсен йышӗ ҫичӗ миллиона яхӑн. Иеговӑн малтанхи ӗҫлекенӗсем, шучӗпе сахал пулнине тата опычӗ ҫитменнине пӑхмасӑрах, хастарлӑх кӑтартас енчен лайӑх тӗслӗх пулнӑ.

13. Туррӑн мӗнле тӗллевне пирӗн асра тытса тӑмалла?

13 Павел «халӗ майлӑ вӑхӑт» тесе каланӑ сӑмахсем паян та вырӑнлӑ. Эпир, Иеговӑн ырӑлӑхне тутанса пӑхнӑскерсем, килӗштерекен хыпара пире илтме тата йышӑнма май панӑшӑн пархатарлӑ. Анчах та халӗ пире урӑх ним те кирлӗ мар тесе калас вырӑнне эпир Павел каланӑ сӑмахсене тимлетпӗр: «Эпир... сире йӑлӑнатпӑр: Турӑ тивлетне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр [«Турӑ ырӑлӑхне илнин тӗллевне куҫран ан вӗҫертӗр», ҪТ]» (2 Кор. 6:1). Турӑ ырӑлӑхӗн тӗллевӗ — Христос урлӑ тӗнчене хӑйпе килӗштересси (2 Кор. 5:19).

14. Нумай ҫӗршывра мӗнле майсем уҫӑлаҫҫӗ?

14 Ҫынсенчен нумайӑшӗ, вӗсен ӑсне Сатана туйми тунӑран, халӗ те Турӑран ютшӑнса пурӑнать тата Вӑл ырӑлӑха мӗнле тӗллевпе кӑтартнине пӗлмест (2 Кор. 4:3, 4; 1 Иоан. 5:19). Анчах та тӗнчери лару-тӑру япӑхланса пынине пула нумайӑшӗ — ҫынсем Турӑран ютшӑннине пула усал тӑваҫҫӗ тата асапланаҫҫӗ тесе ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн — итлеме пуҫлать. Пирӗн вӗрентсе ҫӳрес ӗҫе ытлашши итлесех кайман ҫӗршывсенче те чылайӑшӗ халӗ ырӑ хыпар йышӑнать тата Турӑпа килӗшес тесе утӑмсем тӑвать. «Турӑпа килӗшӗр»,— тесе чӗнес ӗҫе шӑп ҫак вӑхӑтра тата хастарлӑрах хутшӑнма кирлине эпир ӑнланатпӑр-и?

15. Ҫынсене мӗн итлес килнине вӗрентсе ҫӳрес вырӑнне, вӗсене эпир мӗнле хыпар пӗлтересшӗн?

15 Пире хушнӑ ӗҫ вӑл эпир ҫынсене вӗсем Турӑ енне ҫаврӑнсан Вӑл вӗсен пӗтӗм йывӑрлӑхне татса пама пулӑшӗ тата вӗсем хӑйсене лайӑхрах туйма пуҫлӗҫ тесе каласа пани кӑна мар. Нумайӑшӗ шӑпах ҫавна шыраса чиркӗве ҫӳрет те, чиркӳсем вара ҫынсен ҫав кӑмӑлне ҫырлахтарма хатӗр (2 Тим. 4:3, 4). Пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн тӗллевӗ унашкал мар. Эпир пӗлтерекен ырӑ хыпар вӑл — Иегова пире юратнӑран Христос урлӑ ҫылӑхсене каҫарма хатӗр пулни. Ҫапла вара, кашни ҫын ютшӑнма пӑрахма тата Турӑпа килӗшме пултарать (Рим 5:10; 8:32). Анчах та «майлӑ вӑхӑт» хӑвӑрт вӗҫленсе пырать.

«Сывлӑшпа ҫунса тӑрӑр»

16. Мӗне пула Павел хӑюллӑ тата хастарлӑ пулнӑ?

16 Турра тӗрӗс пуҫҫапас енчен хастарлӑха мӗнле ӳстерме тата упраса хӑварма пулать? Кам та пулин, тен, вӑтанать е калаҫма юратсах каймасть, ҫавна ҫын умӗнче хӑйне ирӗклӗн тытма е ҫынпа сӑмах хушса калаҫма йывӑр пулма пултарать. Ҫапах та ҫакна асра тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: хастарлӑх вӑл кӑмӑл-туйӑма е хавхаланӑва тулаш енчен кӑтартни кӑна мар, ҫавӑн пекех хастарлӑ пуласси пирӗн характертан та килмест. Павел христиансене: «Тӑрӑшасшӑн [«сывлӑшпа», ҪТ] ҫунса тӑрӑр»,— тесе чӗнсе каланӑ чухне хастарлӑха мӗнле ӳстермеллине тата упраса хӑвармаллине кӑтартнӑ (Рим 12:11). Тӗпрен илсен, апостол Иеговӑн сывлӑшне пула ырӑ хыпара хӑюллӑ тата чӑтӑмлӑ сарса ҫӳреме пултарнӑ. Иисус Павела чӗнсе илнӗренпе ӑна Римра юлашки хут тӗрмене хупса асаплантарса вӗлеричченех — 30 ҫул ытла — Павелӑн хастарлӑхӗ хавшаман. Вӑл яланах Турра шанса тӑнӑ, Турӑ вара хӑйӗн сывлӑшӗ урлӑ Павела ҫителӗклӗ вӑй парса тӑнӑ. «Хама хӑват парса тӑракана пула мӑнӑн пурне те тума вӑй пур»,— тесе каланӑ Павел (Флп. 4:13, ҪТ). Эпир унӑн тӗслӗхӗнчен нумай усӑ илме пултаратпӑр!

17. Мӗнле майпа эпир сывлӑшпа ҫунса тӑма пултаратпӑр?

17 «Ҫунса тӑрӑр» тесе куҫарнӑ сӑмах «вӗресе тӑракан» тенине пӗлтерет («Подстрочник Царства»). Чейникре шыв вӗретӗр тесен пӗрмаях вут-ҫулӑм ҫунса тӑни кирлӗ. Ҫавӑн пекех, «сывлӑшпа ҫунса тӑрас» тесен пире яланах Туррӑн сывлӑшӗ кирлӗ. Ӑна илес тесен Иегова пирӗнпе хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме мӗн парса тӑрать, ҫавсемпе пуринпе те усӑ курса тӑмалла. Ҫакӑ ҫемьере тата пухура Турра пуҫҫапни ҫине тимлӗ пӑхмаллине пӗлтерет — яланах хамӑр тӗллӗн тата ҫемьепе Библи вӗренмелле, кӗлӗ тумалла тата пӗрле ӗненекен христиансемпе пухӑва ҫӳремелле. Ҫакӑ пире, ҫулӑм чейникри шыва вӗреме панӑ пекех, сывлӑшпа ҫунса тӑма пулӑшӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 4:20; 18:25 вуласа пар. )

18. Христиансем пулнӑ май пирӗн мӗнле тӗллеврен куҫа вӗҫертмелле мар?

18 Ҫын мӗнпе те пулин питӗ интересленет пулсан, вӑл ҫав ӗҫе пуҫӗпех путать, вара ӑна туса ҫитермешкӗн вӑл хӑйне ниҫталла та пӑрӑнма тата ниме те чӑрмантарма памасть. Христиансем пулнӑ май пирӗн тӗллев — Иегова мӗн тутарасшӑн пулнине Иисус тунӑ пекех туса тӑрасси (Евр. 10:7). Иеговӑн ирӗкӗ паян — май килнӗ таран ытларах та ытларах ҫынна Турӑпа килӗштересси. Ҫавӑнпа та, айтӑр, ҫак кирлӗ ӗҫе, вӑраха ямасӑр тата хальхи вӑхӑтра туса ҫитермелли ӗҫе, Иисуспа Павелран тӗслӗх илсе, хастарлӑ туса тӑрар.

Астӑватӑр-и эсир?

• Павела тата святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ ытти христиансене шанса панӑ «ҫураҫтарас ӗҫ» шутне мӗн кӗнӗ?

• Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансенчен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем «майлӑ вахӑтпа» мӗнле усӑ курнӑ?

• Христиансем мӗнле майпа сывлӑшпа ҫунса тӑма пултараҫҫӗ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]