Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна мухтаса юрлар!

Иеговӑна мухтаса юрлар!

Иеговӑна мухтаса юрлар!

«Хам чӗрӗ чухне Туррӑма мухтаса юрлам» (ПС. 145:2).

1. Ҫамрӑк Давида хӑш-пӗр псаломсене ҫырма мӗн хавхалантарнӑ?

 ҪАМРӐК чухне Давид Вифлеем ҫывӑхӗнчи уй-хирте ашшӗн кӗтӗвӗсене пӑхса ҫӳресе нумай вӑхӑт ирттернӗ. Кӗтӳсене пӑхса ҫӳренӗ май Давид Иегова пултарнӑ тӗлӗнмелле япаласене — ҫӑлтӑрлӑ тӳпене, «хирте ҫӳрекен тискер кайӑксене» тата «вӗҫен кайӑксене» — сӑнама пултарнӑ. Мӗн курни Давид ҫине ҫав тери вӑйлӑ витӗм кӳнӗ, ҫавӑнпа та унӑн ҫак тӗлӗнмелле япаласене Тӑвакана мухтаса чаплӑ юрӑсем ҫырас кӑмӑл ҫуралнӑ. Давид хывнӑ нумай кӗвӗ-юрӑсенчен чылайӑшне Псалом кӗнекинче тупма пулать a. (Псалом 8:4, 5, 8—10 вуласа пар.)

2. а) Кӗвӗ-юрӑ ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Псалом 33:8, 9 тата Псалом 138:2—8-мӗш сӑвӑ йӗркисенчен Давидпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр?

2 Хӑйӗн пурнӑҫӗнче шӑп ҫав вӑхӑтра Давид кӗвӗ-юрӑ ҫырас ӑсталӑха лайӑхлатнӑ пулас. Вӑл ҫав тери пултаруллӑ музыкант пулса тӑнӑран ӑна Саул патша патне кӗсле выляма чӗнсе илнӗ пулнӑ (Ытар. 22:29). Давид вылякан кӗвӗ хумханнӑ патшан кӑмӑлне лӑплантарнӑ; лайӑх кӗвӗ паян та ҫынсем ҫине час-часах ҫавнашкалах витӗм кӳрет. Давид хӑйӗн инструментне алла илсен «Саул хӑйне хаваслӑрах та аванрах туйнӑ» (1 Патш. 16:23). Турӑран хӑракан ҫав ҫын ҫырнӑ юрӑсем паян кун та хӑйсен пахалӑхне ҫухатман. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: хальхи вӑхӑтра, Давид ҫуралнӑранпа 3 000 ҫул ытла вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ҫӗр ҫинче тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан, тӗрлӗ йышши миллионшар ҫын чун канӑҫлӑхне тата шанчӑк тупас тесе Давидӑн псаломӗсене тӑтӑшах вуласа тӑрать (2 Ҫулс. 7:6; Псалом 33:8, 9; 138:2—8 вуласа пар; Ам. 6:5).

Турра тӗрӗс пуҫҫапнинче кӗвӗ-юррӑн тивӗҫлӗ вырӑнӗ

3, 4. Турра пуҫҫапнӑ чухне кӗвӗ-юрӑ калани пултӑр тесе Давид пурӑннӑ вӑхӑтра мӗн тунӑ?

3 Давидӑн талант пулнӑ тата вӑл унпа чи лайӑх енчен — Иеговӑна мухтава кӑларас тесе — усӑ курнӑ. Давид Израилӗн патши пулса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл сӑваплӑ чатӑрта туса тӑракан ӗҫсем шутне кӗвӗ-юрӑ калассине кӗртнӗ. Турӑ ҫуртӗнче сӑваплӑ ӗҫе туса тӑракан 38 000 левитран чылай пысӑк пайӗн — 4 000-шӗн — «Ҫӳлхуҫана аслӑламалла пулнӑ»; вӗсенчен 288-не «Ҫӳлхуҫа умӗнче юрлама вӗрентнӗ» тата вӗсем «ҫак ӗҫе пӗлекенсем» пулнӑ (1 Ҫулс. 23:3, 5; 25:7).

4 Левитсем юрлакан юрӑсенчен нумайӑшне Давид хӑй ҫырнӑ. Давид псаломӗсене юрланӑ ҫӗрте пулма тӳр килнӗ кашни израильтянина мӗн илтни, паллах ӗнтӗ, чунне вӑйлӑ хускатнӑ. Каярахпа, халал арчине Иерусалима куҫарнӑ чухне, «Давид... левитсен пуҫлӑхӗсене хӑйсен юрӑҫӑ тӑванӗсене кӗвӗ сӑпрайӗсемпе тӑратса тухма хушнӑ, лешӗсен псалтирь, цитра, кимвал тытса савӑнӑҫ кӗввине янӑравлӑн каламалла пулнӑ» (1 Ҫулс. 15:16).

5, 6. а) Мӗншӗн Давид патшара ларнӑ чухне кӗвӗ-юрӑ калассине пысӑк пӗлтерӗшлӗ тунӑ? ӑ) Авалхи Израильте Турра пуҫҫапнӑ чухне кӗвӗ-юрӑ каласси питӗ кирлӗ тесе шутланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

5 Мӗншӗн Давид пурӑннӑ чухне кӗвӗ-юрӑ калассине пысӑк пӗлтерӗшлӗ тунӑ? Патша хӑй музыкант пулнӑран кӑна-ши? Ҫук, сӑлтавӗ урӑххинче пулнӑ. Ҫакӑ темиҫе ҫӗр ҫул иртсен, Езекия ятлӑ тӳрӗ патша храмри сӑваплӑ ӗҫе ҫӗнӗрен йӗркелесе ярсан паллӑ пулнӑ. 2 Ҫулсеренхи 29:25-мӗш сӑвӑ йӗркинче эпир вулатпӑр: «Вара Давид вӗрентнӗ пек, патшанӑн витӗркуранӗ Гад тата Нафан пророк каланӑ пек, вӑл [Езекия] Ҫӳлхуҫа Ҫуртне левитсене кимвалсемпе, псалтирьсемпе тата цитрӑсемпе тӑратнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ ҫавӑн пек йӗрке панӑ».

6 Пророкӗсем урлӑ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйне юрӑсем юрласа мухтама хушнӑ. Кӗвӗ-юрӑ хывма тата, тен, репетици тума ҫителӗклӗ вӑхӑт пултӑр тесе священниксен йӑхӗнчи юрӑҫсене ытти левитсем туса тӑракан ӗҫсенчен хӑтарнӑ (1 Ҫулс. 9:33).

7, 8. Турӑ Патшалӑхӗн юррисене юрласси пирки калас пулсан, пултаруллӑ пулнинчен ытларах мӗн кирлӗ?

7 Тен, эсир ҫапла калатӑр: «Юрӑ юрласси ҫинчен калас пулсан, эпӗ сӑваплӑ чатӑр ҫумӗнче юрлакан, хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекен юрӑҫӑсем шутне кӗмен пулӑттӑм тесе тӳррӗн калама пултаратӑп!» Ҫапах та юрӑҫӑ левитсем пурте юрӑ ӑсти пулман. 1 Ҫулсеренхи 25:8-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, вӗсен хушшинче «вӗренекенӗсем» те пулнӑ. Ҫавӑн пекех ҫакна та палӑртмалла: Израилӗн ытти йӑхӗсенче хӑш-пӗрисем чаплӑ музыкантсемпе юрӑҫсем те пулнӑ пулӗ, анчах та кӗвӗ-юрӑ калас ӗҫе тума Иегова левитсене хушнӑ. Турра шанчӑклӑ левитсем пурте — ҫав «ӗҫе пӗлекенсем» те, «вӗренекенӗсем» те — хӑйсене хушса панӑ ӗҫе чун-чӗререн туни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр.

8 Давид кӗвӗ-юрра юратнӑ тата вӑл хӑй те ӑста музыкант пулнӑ. Анчах та Турӑ пултарулӑха кӑна хаклать-и? Колоссӑ 3:23-мӗш сӑвӑ йӗркинче Павел ҫапла ҫырнӑ: «Кирек мӗн тусассӑн та, ҫыншӑн тунӑ пек ан тӑвӑр, Ҫулхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвӑр». Апла пулсан ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать: чи кирли вӑл — Иеговӑна «чунтан-вартан» мухтасси.

Давид пурӑннӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑтри кӗвӗ-юрӑн пӗлтерӗшӗ

9. Соломон патшара ларнӑ чухне Турӑ ҫуртне халалланӑ ятпа ирттернӗ уявра мӗн илтме-курма пултарни ҫинчен каласа парӑр.

9 Соломон патшара ларнӑ вӑхӑтра Турра пуҫҫапнӑ чухне кӗвӗ-юрӑ калассин пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк пулнӑ. Турӑ ҫуртне халалланӑ ятпа оркестр вылянӑ. Трупа кӑшкӑртса вылякансем кӑна 120-ӗн пулнӑ. (2 Ҫулсеренхи 5:12 вуласа пар.) Библире «пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем [трупа кӑшкӑртакансем священниксем пулнӑ], Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑракансем — пӗр ҫын пек пулнӑ» тесе каланӑ. Юрӑҫсем юрланӑ: «Ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫа». Ҫак савӑнӑҫлӑ сасӑ кӗрлеме пуҫласанах «Ҫурта... пӗлӗт кӗрсе тулнӑ». Ҫакӑ Иегова ырланине пӗлтернӗ. Израиль ҫыннисем ҫав пур трупан тата пиншер юрӑҫӑн сасси пӗр кӗвӗллӗн янранине мӗн тери хӗпӗртенсе, ҫӳҫенсе итлесе тӑнӑ пулас! (2 Ҫулс. 5:13).

10, 11. Пӗрремӗш христиансем Турра пуҫҫапнӑ чухне кӗвӗ-юрӑпа усӑ курни мӗнрен курӑнса тӑрать?

10 Пӗрремӗш христиансем те Турра пуҫҫапнӑ чухне кӗвӗ-юрӑпа усӑ курнӑ. Паллах, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем сӑваплӑ чатӑрсенче е храмсенче мар, ҫынсен килӗсенче тӗл пулнӑ. Вӗсене хӗсӗрленӗ тата вӗсен тӗрлӗ йывӑрлӑхсем пулнӑ пулин те, вӗсем Турра юрӑ юрласа мухтанӑ.

11 Павел апостол Колоссӑри христиансене чӗнсе каланӑ: «Ҫӳлхуҫана аслӑласа ырӑ кӑмӑлпа чунтан-вартан псаломсем, мухтав юррисем, чиркӳ юррисем юрласа... пӗрне-пӗри ӑса кӳртӗр» (Кол. 3:16). Павелпа Силӑна тӗрмене лартсан, юрӑ кӗнеки пулман пулин те, вӗсем «кӗлтуса, Турра мухтаса юрланӑ» (Ап. ӗҫ. 16:25). Сире тӗрмене лартрӗҫ пулсан, Патшалӑх юррисенчен миҫешне пӑхмасӑр юрлама пултарнӑ пулӑттӑр?

12. Патшалӑх юррисене хакланине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

12 Турра пуҫҫапнинче кӗвӗ-юрӑ хисеплӗ вырӑн йышӑннӑ пулсан, пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйту пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Ӑна эпӗ тивӗҫлипе хаклатӑп-и? Христиан тӑвансемпе пӗрле малтанхи юрра юрлас тесе эпӗ пухӑва тата конгреса вӑхӑтра пыма тӑрӑшатӑп-и тата чӗререн юрлатӑп-и? Хамӑн ачасене Теократи ӗҫӗн шкулӗпе сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ хушшинчи е Библи тӑрӑх тунӑ докладпа «Хурал башнине» вӗреннин хушшинчи юрӑ вӑл канмалли вӑхӑт маррине, калӑпӑр, шӑм-шака ҫемҫетес тесе утса ҫӳрени маррине ӑнлантарма тӑрӑшатӑп-и?» Юрӑ юрлани вӑл — Турра пуҫҫапни шутне кӗрет. Юрӑ ӑстисем-и е вӗренекенсем кӑна, эпир пурте хамӑр сасӑсене пӗрлештерсе Иеговӑна мухтама пултаратпӑр тата ҫавна пирӗн тумалла та. (2 Коринф 8:12 танлаштар.)

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн мӗн кирли те улшӑнать

13, 14. Мӗншӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче чун-чӗререн юрламалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

13 Пӗр ҫӗр ҫул каярах «Сион Хурал башнинче» Патшалӑх юррисем Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен мӗншӗн кирлӗ пулнине кӑтартакан сӑлтавӗсенчен пӗрне илсе панӑ пулнӑ. Журналта каланӑ: «Чӑнлӑх тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑ — чӑнлӑха Туррӑн ӗҫлекенӗсен ӑс-тӑнӗпе чӗри ӑшне кӗртсе хумалли лайӑх май». Пирӗн нумай юрӑн сӑмахӗсем Библире ҫырса панӑ вырӑнсемпе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та хӑш-пӗр юрӑсен сӑмахӗсене пӑхмасӑр вӗрентӗмӗр пулсан, эпир чӑнлӑха хамӑр чӗре ӑшне лайӑхрах вырнаҫма парӑпӑр. Пирӗн тӗлпулусене пӗрремӗш хут килекенсем ҫине пуху чун-чӗререн юрлани час-часах пысӑк витӗм кӳнӗ.

14 Пӗррехинче 1869-мӗш ҫулта, каҫхине, Ч. Т. Рассел ӗҫрен киле таврӑннӑ чухне пӗр ҫурт путвалӗнче юрӑ юрланине илтнӗ. Ҫак вӑхӑт тӗлнелле унӑн Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха тупас шанчӑк пӗртте юлман. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн предприниматель ӗҫне пуҫӗпех кӳлӗнме шут тытнӑ. Вӑл ҫапла шутланӑ: ҫынсене Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентес енчен пулӑшма пултараймастӑп пулин те, укҫа ӗҫлесе илсе, сахалтан та, вӗсене пурӑнма мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн тӑрӑшма пултаратӑп. Рассел тӑван тусанлӑ та тӗксӗм пӳлӗме кӗнӗ те унта кӗлӗ служби пынине курнӑ. Вӑл ларнӑ та итлеме пуҫланӑ. Ҫав каҫ вӑл мӗн илтни «[унӑн] хавшанӑ ӗненӗвне, Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине ӗненме пӑрахма пуҫланине, ҫирӗплетме — Турӑ пулӑшнисӗр мар пулас — ҫителӗклӗ пулчӗ» тесе каярахпа ҫырнӑ. Ҫакна палӑртмалла: чи малтанах Рассел тӑвана пухӑва кайма юрӑ юрлани хавхалантарнӑ.

15. Мӗншӗн ҫӗнӗ юрӑ кӗнеки кирлӗ пулнӑ?

15 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пире Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗрӗсрех те тӗрӗсрех ӑнлантарса параҫҫӗ. Ытарӑшсем 4:18-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать». Ҫутӑ ҫуталнӑҫемӗн ҫуталса пырать, ҫакӑ вара пирӗн юрӑсенче мӗн те пулин улӑштарасси патне илсе пыратех. Юлашки 25 ҫул хушшинче нумай ҫӗршывра Иегова Свидетелӗсем «Пойте хвалу Иегове» ятлӑ юрӑ кӗнекипе усӑ курнӑ b. Ҫак кӗнекене пӗрремӗш хут кӑларнӑранпа ҫутӑ ҫуталнӑҫемӗн ҫуталса пычӗ те хӑш-пӗр чӑнлӑхсене тарӑнрах ӑнланма пуҫларӑмӑр. Ҫавӑнпа та ҫав юрӑ кӗнекинчи хӑш-пӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем кивелнӗ. Сӑмахран, халӗ эпир «ҫӗнӗ йӗрке» вырӑнне «ҫӗнӗ тӗнче» ҫинчен калатпӑр. Ҫавӑн пекех Иеговӑн ячӗ «тӳрре тӳхӗ» теес вырӑнне «сӑваплӑ пулӗ» тетпӗр. Ҫак тата ытти улшӑнусене шута илнӗ май, юрӑ кӗнекине ҫӗнетме кирли курӑнса тӑрать.

16. Пирӗн ҫӗнӗ юрӑ кӗнеки Эфес 5:19-мӗш сӑвӑ йӗркинче Павел каланӑ канаша тытса пыма мӗнле пулӑшӗ?

16 Ҫакӑ тата ытти сӑлтавсене пула Ертсе пыракан совет «Иеговӑна мухтаса юрлар» ятлӑ ҫӗнӗ юрӑ кӗнекине кӑларма йышӑннӑ. Ҫӗнӗ юрӑ кӗнекинче юрӑсен шутне 135 таран сахаллатнӑ, чӑваш юрӑ кӗнекинче вара — 55 юрӑ. Юрӑсен шучӗ сахалланнине пула хӑш-пӗр юрӑсен сӑмахӗсене пӑхмасӑр вӗренме ҫӑмӑлтарах пулать. Ҫакӑ Эфес 5:19-мӗш сӑвӑ йӗркинче Павел каланӑ канашпа килӗшсе тӑрать. (Вуласа пар.)

Хӑвӑр пархатарлӑ пулнине эсир кӑтартма пултаратӑр

17. Тӗлпулусенче юрлама хӑранине ҫӗнтерме пире мӗнле шухӑшсем пулӑшма пултараҫҫӗ?

17 Юрлама пӗлсех каймастӑп тесе хӑраса хӑшӗ-пӗрисем христиансен тӗлпулӑвӗсенче юрласшӑнах мар. Анчах та ҫакӑн пек хӑранине хамӑра чӑрмантарма парӑпӑр-ши? Шухӑшласа пӑхӑр-ха: хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа мӗнле усӑ курни пирки калас пулсан «эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр» тесе каланипе килӗшместпӗр-и вара? (Иак. 3:2). Ҫапах та пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑн ҫитменлӗхсем пурри пире килтен-киле Иеговӑна мухтама чарса тӑмасть. Апла пулсан, мӗншӗн-ха юрлама пӗлсех кайманни пире юрӑ юрласа Турра мухтаса тӑма чарса тӑмалла? Иегова, «этеме чӗлхе-ҫӑвар... [паракан]», эпир ӑна мухтаса юрланине илтсе савӑнать (Тух. 4:11).

18. Юрӑсен сӑмахӗсене пӑхмасӑр мӗнле вӗренме пулать?

18 Нумай чӗлхепе «Пойте Иегове» ятлӑ компакт-диск кӑларнӑ. Ҫав дисксем ҫине ҫӗнӗ юрӑсене илемлӗ вылякан оркестрпа хор юрланине ҫырнӑ. Ҫавӑн пек хайласа илемлетнӗ кӗвӗ-юрра итлесси — пӗр савӑнӑҫ кӑна. Вӗсене час-часах итлӗр, ҫапла вара эсир, сахалтан та, хӑш-пӗр юрӑсен сӑмахӗсене хӑвӑртах пӑхмасӑр вӗренсе ҫитме пултаратӑр. Нумай юрӑсен сӑмахӗсене ҫапла хайланӑ: эсир пӗр йӗркине юрланӑ чухне тепӗр йӗркинче мӗнле сӑмахсем пулма пултарнине тавҫӑрса илме пултаратӑр. Ҫавӑнпа та дисксене итленӗ чухне мӗншӗн-ха хорпа пӗрле юрлама тӑрӑшса пӑхас мар? Эсир килте юррӑн кӗввипе тата сӑмахӗсемпе тӗплӗн паллашсан, паллах ӗнтӗ, Патшалӑхӑн Залӗнче хӑюллӑрах юрлама пултаратӑр.

19. Патшалӑх юррисене оркестр выляма пултартӑр тесен мӗнле ӗҫ тумалла?

19 Область, район тата пӗр кунлӑ ятарлӑ конгрессенче эпир илтекен кӗвӗ-юрӑ хӑйне хӑйех пулакан япала тесе шутлама пулать. Ӑна хатӗрлесе ҫитерес тесе питӗ нумай вӑй хумалла. Чи малтан мӗнле кӗвӗ пулассине суйласа хураҫҫӗ. Унтан Хурал Башни Обществин 64 музыкантран тӑракан оркестрӗ валли ҫав кӗвӗсене тӗплӗн аранжировка тумалла. Музыкантсем репетици тумалли материала тӗпчес тесе, юлашкинчен вара ӑна Паттерсонри (Нью-Йорк штачӗ) пирӗн студисенче ҫырас тесе нумай вӑхӑт хушши ирттереҫҫӗ. Ҫав тӑвансенчен вуннӑшӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатӗнче пурӑнмасть. Оркестрта кашнийӗ пирӗн теократипе ҫыхӑннӑ тӗлпулусем валли илемлӗ кӗвӗ-юрӑ хатӗрлес ӗҫе хутшӑннине чыс тесе шутлать. Вӗсем юратса вӑй хунишӗн пархатарлӑ пулнине эпир кӑтартма пултаратпӑр. Конгрессенче председатель пулса ертсе пыраканӗ ларма ыйтсан, айтӑр, тӳрех хамӑр вырӑна йышӑнар та пирӗн валли юратса хатӗрленӗ кӗвве тимлӗ итлер.

20. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытрӑр?

20 Иегова пирӗн мухтав юррисене питӗ тимлӗ итлет. Вӗсем ӑна питӗ кирлӗ. Христиансен тӗлпулӑвӗсенче юрӑсене чун-чӗререн юрласа унӑн чӗрине савӑнтарма пултаратпӑр. Юрлама пӗлекенсем-и эпир е вӗренекенсем кӑна, айтӑр, «Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлар»! (Пс. 103:33).

[Сноскӑсем]

a Ҫакна палӑртмалла: Давид вилнӗренпе вуншар ӗмӗр иртсен, ангелсен ушкӑнӗ Мессия ҫурални ҫинчен Вифлеем ҫывӑхӗнчи хирте хӑйсен кӗтӗвӗсене хуралласа тӑракан кӗтӳҫсене пӗлтернӗ (Лука 2:4—5, 8, 13, 14).

b 225 юрӑран тӑракан юрӑ кӗнекине 100 ытла чӗлхепе кӑларнӑ.

Эсир мӗнле шутлатӑр?

• Кӗвӗ-юрӑ Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине Библири мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ?

• Иисус Матфей 22:37-мӗш сӑвӑ йӗркинче тума хушнине тытса тӑнипе Патшалӑхӑн юррисене чун-чӗререн юрлани хушшинчи мӗнле ҫыхӑнӑва эсир куратӑр?

• Патшалӑх юррисемшӗн тивӗҫлипе пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле майпа кӑтартма пултаратпӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]