Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗн аваннине пӗлсе Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр

Мӗн аваннине пӗлсе Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр

Мӗн аваннине пӗлсе Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр

«Мӗн аваннине пӗлсе [пурӑнӑр]» (ФЛП. 1:10).

1, 2. Ҫак тӗнчери ҫынсем пурнӑҫ ҫине мӗншӗн ҫӑмӑлттайла пӑхаҫҫӗ тата ҫавӑ мӗнле ыйтусем кӑларса тӑратать?

 ЭПИР пурӑнакан вӑхӑт этемлӗх историйӗнчи чи йывӑр та хӗн-хурлӑ вӑхӑтсенчен пӗри. Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем ҫук пирки ҫынсем ҫак «йывӑр саманана» ҫӗнтерме вӑй ҫитереймеҫҫӗ (2 Тим. 3:1—5). Пулӑшакан ҫукран йывӑрлӑхсемпе вӗсен хӑйсем тӗллӗн кӗрешме тивет, анчах йывӑрлӑхсене пурпӗр пӗтӗмпех пӗтереймеҫҫӗ. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсем ҫинчен шухӑшлас мар тесе нумайӑшӗ ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ вӑйӑ-кулӑ тупса киленсе пурӑнма тӑрӑшать.

2 Хуйхӑ-суйхӑран хӑтӑлас тесе ҫынсем час-часах киленсе пурӑнассине мала хураҫҫӗ. Асӑрхануллӑ пулмасан, христиансем ҫӑмӑллӑнах ҫавӑн пек пурнӑҫа явӑҫма пултараҫҫӗ. Пирӗнпе ун пекки ан пултӑр тесен мӗн тумалла? Пирӗн нихӑҫан та савӑнмалла мар-и? Вӑйӑ-кулӑпа хамӑрӑн ӗҫсем хушшинче пурте виҫеллӗ пултӑр тесен мӗн тумалла? Пурнӑҫра кирлӗ япаласем ҫинчен шутламалла пулин те, пирӗн виҫине пӗлмен, ытлашши ӗҫлӗ ҫын пулса каяс мар тесе Библири мӗнле принципсене тытса тӑмалла?

Киленсе пурӑнма юратакан тӗнчере мӗн аваннине пӗлсе пурӑнни

3, 4. Сӑваплӑ Ҫыру пире ҫӑмӑлттай пулма кирлӗ маррине ӑнланма мӗнле пулӑшать?

3 Ҫак тӗнчере киленсе пурӑнма питӗ юратни каламасӑрах паллӑ (2 Тим. 3:4). Унта пуринчен ытла вӑхӑта лайӑх ирттерессишӗн ҫунаҫҫӗ, ҫакӑ вара Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатма пултарать (Ытар. 21:17). Ахальтен мар ӗнтӗ, Павел апостол Тимофейпа Тит патне янӑ ҫырусенче таса пурӑнма тата йӗркеллӗ пулма канаш панӑ *. Ҫав канаша тытса пыни пире пурнӑҫ ҫине ҫак тӗнче пӑхнӑ пек ҫӑмӑлттайла пӑхма памӗ. (1 Тимофей 2:1, 2; Тит 2:2—8 вуласа пар.)

4 Темиҫе ӗмӗр каярах Соломон, киленсе пурӑнасси ҫинчен шухӑшлас вырӑнне, хӑш-пӗр чухне пурнӑҫри кирлӗрех япаласем ҫинчен шухӑшлани лайӑхрах тесе ҫырнӑ (Еккл. 3:4; 7:2—4). Чӑнах та, пурнӑҫ кӗске пулнӑран ҫӑлӑнӑҫ илес тесе пирӗн пӗтӗм вӑя хумалла (Лука 13:24). Ҫавна тӑвас тесе яланах «мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнмалла (Флп. 1:10). Ҫакӑ вӑл христианин пурнӑҫӗн кашни енӗ ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхмаллине пӗлтерет.

5. Хамӑр пурнӑҫӑн хӑш енӗ ҫине пирӗн ҫӑмӑлттайла пӑхмалла мар?

5 Сӑмахран, христиансем, Иеговӑпа Иисус евӗрлӗ пулма тӑрӑшса, ӗҫлеме кирлине питӗ лайӑх ӑнланнӑран ӗҫ ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхмаҫҫӗ (Иоанн 5:17). Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсене лайӑх ӗҫленӗшӗн тата шанчӑклӑ пулнӑшӑн час-часах мухтаҫҫӗ. Уйрӑмах ҫемье пуҫӗсем хӑйӗн кил-йышне тӑрантарса усрас тесе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗт ҫын килтисене пурӑнма мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе тӑрӑшмасть пулсан, вӑл тӗне пӑрахать — ҫакӑ вара Иеговӑран туннӑпа пӗрех! (1 Тим. 5:8.)

Пысӑк тимлӗхпе Турра пуҫҫапни савӑнмалла маррине пӗлтермест

6. Иеговӑна пуҫҫапасси ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхмаллине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

6 Иеговӑшӑн, хӑйне тӗрӗс пуҫҫапасси яланах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Сӑмахран, Израиль халӑхӗ Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапма пӑрахсан, ҫакӑ вӗсемшӗн яланах питӗ начар вӗҫленнӗ (Иис.Н. 23:12, 13). Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте Христосӑн вӗренекенӗсен тӗрӗс пуҫҫапассине ирсӗрлетекен вӗрентӳсемпе шухӑш-кӑмӑлтан сыхлас тесе ҫине тӑрса кӗрешмелле пулнӑ (2 Иоанн 7—11; Ӳлӗм. 2:14—16). Хальхи вӑхӑтри чӑн христиансем те Иеговӑна пуҫҫапасси ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхаҫҫӗ (1 Тим. 6:20).

7. Павел сӑваплӑ ӗҫе тума мӗнле хатӗрленнӗ?

7 Ырӑ хыпар сарасси пире савӑнӑҫ парса тӑрать. Анчах та ҫав савӑнӑҫа ҫухатас мар тесен, сӑваплӑ ӗҫе пирӗн хакламалла тата ӑна тума малтанах хатӗрленмелле. Павел тӗрлӗ ҫынна ырӑ хыпар мӗнле каламалли ҫинчен шухӑшланӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Хӑшне те пулин ҫӑласшӑн эпӗ пуриншӗн те хӑйсем пек пултӑм. Ҫакна эпӗ Евангелишӗн тӑватӑп, манӑн та унӑн ырӑлӑхне курасчӗ тетӗп» (1 Кор. 9:22, 23). Ҫынсене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшасси Павела савӑнӑҫ панӑ, вӑл вара хӑйне итлекен ҫынсене мӗнпе пулӑшма пулать-ши тесе тӗплӗн шухӑшланӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл вӗсен кӑмӑлне ҫӗклеме тата вӗсене Иеговӑна пуҫҫапмашкӑн хавхалантарма пултарнӑ.

8. а) Ҫынсене вӗрентнӗ чухне пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмалла? ӑ) Библи вӗренӗвӗсем ирттерни сӑваплӑ ӗҫри савӑнӑҫа мӗнле ӳстерме пултарать?

8 Павел сӑваплӑ ӗҫе мӗн таран хакланӑ? Вӑл Иеговӑшӑн та, чӑнлӑх хыпарне итлес текенсемшӗн те «чура» пек пулса ӗҫлеме хатӗр пулнӑ (Рим 12:11; 1 Кор. 9:19). Эпир ҫынсене Турӑ Сӑмахне вӗрентме тытӑнсан — килте Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне-и, христиансен пухӑвӗн тӗлпулӑвӗнче чухне-и е ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне — кама вӗрентетпӗр, ҫавсен умӗнче яваплӑх пуррине ӑнланатпӑр-и? Тен, эпир Библи вӗренӗвӗсене пӗр сиктермесӗр ирттересси пирки пирӗншӗн ытла та йывӑр тесе шутлатпӑр. Чӑнах та, ыттисене пулӑшас тесен, ялан тенӗ пекех хамӑрӑн ӗҫсене хӑварса вӗсем валли вӑхӑт уйӑрмалла. Анчах та ҫакӑ Иисус каланӑ сӑмахсемпе, «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» тенипе, килӗшсе тӑрать мар-и? (Ап. ӗҫ. 20:35.) Ыттисене вӗрентсе тата ҫӑлӑнӑҫ ҫулне кӑтартса тӑнипе эпир нимӗнле ӗҫ те пама пултарайман савӑнӑҫа илӗпӗр.

9, 10. а) Пурнӑҫ ҫине ҫӑмӑлттайла мар, пысӑк тимлӗхпе пӑхмалла тени вӑл пирӗн савӑнмалла маррине тата ҫынсемпе пухӑнса хавассӑн калаҫса ларма юраманнине пӗлтерет-и? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Старейшинӑна кӑмӑллӑ пулма тата ыттисем ун патне пырса калаҫма ан хӑраччӑр тесен мӗн пулӑшӗ?

9 Пурнӑҫ ҫине ҫӑмӑлттайла мар, пысӑк тимлӗхпе пӑхмалла тени вӑл пирӗн савӑнмалла маррине тата ҫынсемпе пухӑнса хавассӑн калаҫса ларма юраманнине пӗлтермест. Ҫынсене вӗрентме кӑна мар, ҫавӑн пекех канма тата ыттисемпе ҫывӑх хутшӑнусене аталантарма вӑхӑт тупас тӗлӗшрен Иисус чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ (Лука 5:27—29; Иоанн 12:1, 2). Пурнӑҫ ҫине ҫӑмӑлттайла мар, пысӑк тимлӗхпе пӑхмалла тени вӑл пачах кулмасӑр ҫӳремеллине те пӗлтермест. Иисус хаяр ҫын пулнӑ пулсан, ҫынсем ун патне туртӑнман пулӗччӗҫ. Ачасем те ун ҫумӗнче хӑйсене лайӑх туйнӑ (Марк 10:13—16). Иисус пекех виҫине пӗлекен ҫын пулас тесе мӗн тума пулать?

10 Старейшина пирки пӗр арҫын-тӑван каланӑ: «Вӑл хӑйӗн умне пысӑк требованисем лартать, анчах ыттисенчен пурне те пӗр кӑлтӑксӑр тӑвасса кӗтмест». Сирӗн пирки те ҫавнах калама пулать-и? Ыттисенчен, вӗсем мӗн тума пултарнине тума ыйтнинче ним япӑххи те ҫук. Сӑмахран, ашшӗ-амӑшӗ ачисем умне, вӗсем тума пултаракан тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫлама пулӑшни ачасене усӑ парать. Ҫавӑн пекех старейшинӑсем те хыпарҫӑсене Турӑпа ҫывӑхланса пырас енчен ӳсӗмсем тумашкӑн хавхалантарма тата ҫавна мӗнле тумалли пирки канашсем пама пултараҫҫӗ. Старейшина хӑйӗн ҫинчен виҫеллӗн шухӑшлать пулсан, унпа калаҫма та ҫӑмӑл, кӑмӑллӑ та (Рим 12:3). Пӗр хӗрарӑм-тӑван каланӑ: «Старейшина пурне те шӳтпе ирттерсе ятӑр тесшӗн мар эпӗ. Анчах та вӑл яланах ӗҫлӗ, нихӑҫан та кулмасть пулсан, ун патне пырса калаҫма питӗ йывӑр». Тепӗр хӗрарӑм-тӑван каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑш-пӗр старейшинӑсем патне «пыма питӗ хӑрать, мӗншӗн тесен вӗсем шутсӑр ӗҫлӗ ҫынсем пек курӑнаҫҫӗ». Пухури тӑвансем Иеговӑна — «мухтавлӑ [«телейлӗ», ҪТ] Турра» — савӑнса пуҫҫапччӑр теҫҫӗ старейшинӑсем, ҫав савӑнӑҫа вӗсен пӗртте чакарас килмест (1 Тим. 1:11).

Пухури яваплӑх

11. Пухури хушма тивӗҫсене илме тӑрӑшни тени мӗне пӗлтерет?

11 Пухури арҫынсене хушма тивӗҫсем илмешкӗн юрӑхлӑ пулма тӑрӑшмалла тенӗ чухне Павел вӗсене хӑйсене юраса пурӑнма хавхалантарман. Вӑл ҫырнӑ: «Кам епископ пуласшӑн [«надзиратель тивӗҫне илесшӗн тӑрӑшать», ҪТ], вӑл ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн» (1 Тим. 3:1, 4). Кунта «тӑрӑшать» тени вӑл Турра юрӑхлӑ енсене — пухури тӑвансемшӗн ӗҫлесе тӑма пулӑшакан лайӑх енсене — кӑтартма вӗренес кӑмӑл вӑйлӑрах та вӑйлӑрах пултӑр тесе вӑй хунине пӗлтерет. Арҫын-тӑван шыва кӗнӗренпе, сахалтан та, пӗр ҫул иртнӗ пулсан тата Библире, пулӑшакан ӗҫчен мӗнле пулмалли ҫинчен 1 Тимофей 3:8—13-мӗш сӑвӑ йӗркисенче, мӗн каланӑ, ҫавсемпе кирлӗ таран килӗшӳллӗ пурӑнать пулсан, ӑна ҫав тивӗҫсене туса тӑмашкӑн рекомендаци пама пулать. Асӑрхӑр-ха, 8-мӗш сӑвӑ йӗркинче (ҪТ) тӳррӗн каланӑ: «Пулӑшакан ӗҫченсен ҫӑмӑлттай... пулмалла мар».

12, 13. Пухури тивӗҫсене илес тесе ҫамрӑк арҫын-тӑвансем мӗнле тӑрӑшма пултарнине каласа парӑр.

12 Эсӗ пӗр 20 ҫулсенчи, шанӑҫа тивӗҫлӗ, шыва кӗнӗ арҫын-тӑван пулсан, хушма тивӗҫсене илмешкӗн санӑн темиҫе май пур. Вӗсенчен пӗри — ырӑ хыпар сарас ӗҫе лайӑхрах та лайӑхрах тума вӗренесси. Тӗрлӗ ҫулхи хыпарҫӑсемпе ырӑ хыпар каласа ҫӳреме сана килӗшет-и? Библи вӗренес текен ҫынна тупма тӑрӑшатӑн-и? Христиансен тӗлпулӑвӗсенче паракан канашсемпе усӑ курса Библи вӗренӗвне ирттернипе эсӗ вӗрентес ӑсталӑха лайӑхлатӑн. Унсӑр пуҫне эсӗ Иеговӑн ҫулӗсене пӗлсе пыракан ҫынпа хӗрхенӳллӗ пулма вӗренӗн. Кампа Библи вӗренетӗн, ҫавӑ улшӑнусем тума кирлине ӑнланма пуҫласан, ӑна Библи принципӗсемпе усӑ курма пулӑшас тӗлӗшрен эсӗ тӳсӗмлӗ те сӑпайлӑ пулма вӗренсе ҫитӗн.

13 Эсир, ҫамрӑк арҫын-тӑвансем, пухура ватӑ тӑвансене тӗрлӗ майпа пулӑшма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех эсир Турӑ Патшалӑх Залӗшӗн тӑрӑшнине унта тирпей, тасалӑх тытса тӑма пулӑшнипе кӑтартма пултаратӑр. Пулӑшма хатӗр пулнипе эсир хӑвӑрӑн сӑваплӑ ӗҫӳ ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхнине кӑтартатӑр. Тимофей пекех эсир пухушӑн чунтан-вартан тӑрӑшма вӗренсе ҫитме пултаратӑр. (Филиппӑ 2:19—22 вуласа пар.)

14. Ҫамрӑк арҫын-тӑвансем пухури ӗҫсене тума юрӑхлипе юрӑхлӑ маррине мӗнле тӗрӗслеме пулать?

14 Старейшинӑсем, ҫамрӑк арҫын-тӑвансене — «ҫамрӑк кӑмӑл хыҫҫӑн каяссинчен пӑрӑнма» вӑй хуракансене тата «тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юрату, канӑҫлӑх» тата ытти лайӑх енсене кӑтартма тӑрӑшакансене — ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшӑр (2 Тим. 2:22). Пухура вӗсене ӗҫ шанса парсан, вӗсем яваплӑха хӑйсем ҫине илме юрӑхлӑ пулни-пулманнине тӗрӗслеме пулать, ҫапла вара вӗсен «ӗҫӗ ӑнса пынине пурте курӗҫ» (1 Тим. 3:10; 4:15).

Пухура тата ҫемьере ҫӑмӑлттай ан пулӑр

15. Эпир, 1 Тимофей 5:1, 2-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ тӑрӑх, хамӑра ыттисемпе ҫӑмӑлттайла тытманнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

15 Пурнӑҫ ҫине ҫӑмӑлттайла мар, пысӑк тимлӗхпе пӑхмалла тени вӑл пухури тӑвансен тивӗҫлӗхне хисепленине те пӗлтерет. Тимофее канаш панӑ май Павел ыттисене хисеплеме кирли ҫинчен каланӑ. (1 Тимофей 5:1, 2 вуласа пар.) Ҫакна уйрӑмах арҫынсемпе хӗрарӑмсен пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне шута илмелле. Хӗрарӑмсене, уйрӑмах хӑйӗн арӑмне, хисеплес тӗлӗшрен Иов питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл ют хӗрарӑм ҫине аскӑнӑн пӑхас шухӑш та ан пултӑр тесе вӑй хунӑ (Иов 31:1). Пухури тӑвансене хисеплетпӗр пулсан, эпир вӗсемпе якӑлтатмӑпӑр е вӗсене мӗн аванмарлатма пултарать, ҫавна тумӑпӑр. Икӗ ҫын мӑшӑрланас тесе тӗл пулма пуҫларӗҫ пулсан, ыттисен тивӗҫлӗхне хисеплени питӗ кирлӗ. Шанчӑка тивӗҫлӗ христианин ҫыннӑн туйӑмӗсемпе вылямӗ — арҫын хӗрарӑмӑннипе, хӗрарӑмӗ арҫыннӑннипе (Ытар. 12:22).

16. Упӑшкан тата ашшӗн яваплӑхӗ пирки Библире калани тӗнчери ҫынсем ҫав яваплӑх ҫине мӗнле пӑхнинчен мӗн таран уйрӑлса тӑнине кӑтартӑр.

16 Турӑ ҫемьере кашнине панӑ яваплӑхсем ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхмаллине те пирӗн асра тытмалла. Сатанан тӗнчи упӑшкан тата ашшӗн яваплӑхӗнчен мӑшкӑлласа кулать. Ҫак тӗнчери вӑйӑ-кулӑ час-час ҫемье пуҫне ҫын кулли тӑвать тата хисепе тивӗҫлӗ мар пек кӑтартать. Анчах Сӑваплӑ Ҫыру упӑшка пирки «арӑмӗн пуҫӗ» тенипе ун ҫине пысӑк яваплӑх хурать (Эф. 5:23; 1 Кор. 11:3).

17. Ҫемьепе Турра пуҫҫапнине хутшӑнни эпир хамӑр тивӗҫсем ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхнине мӗнле кӑтартнине ӑнлантарса парӑр.

17 Тен, упӑшки хӑйӗн ҫемйине укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерсе тӑрать. Анчах вӑл ҫемйине Турӑпа ҫывӑхланмашкӑн мӗн тумаллине кӑтартса тӑмасть пулсан, ҫакӑ вара унӑн ӑнкарулӑхпа ӑслӑлӑх ҫитсех кайманни ҫинчен калать (Сак. аст. 6:6, 7). 1 Тимофей 3:4-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, эсӗ ҫемье пуҫӗ пулсан тата пухура хушма тивӗҫсене илме тӑрӑшатӑн пулсан, санӑн «хӑй кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан, ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан ҫын пулмалла». Ҫавӑнпа та хӑвӑнтан ыйт: «Ҫемьепе Турра пуҫҫапма эпӗ яланах вӑхӑт уйӑратӑп-и?» Хӑш-пӗр арӑм-христианкӑсен, тӗрӗссипе каласан, хӑйсен упӑшкисене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫре ертсе пырассине хӑйсем ҫине илччӗр тесе йӑлӑнма тивет. Кашни упӑшкан ҫав тивӗҫ ҫине хӑй мӗнле пӑхнине тӗплӗн тӗрӗслесе пӑхмалла. Паллах ӗнтӗ, арӑм-христианкӑн упӑшкине ҫемьепе Турра пуҫҫапнине ирттернӗ чухне пулӑшса тӑмалла тата вӑл йӗркеллӗ ирттӗр тесе унпа килӗштерсе ӗҫлемелле.

18. Иеговӑшӑн лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшакан япаласем ҫинчен шухӑшлама ачасем мӗнле вӗренме пултараҫҫӗ?

18 Ачасене те пуласлӑхра Иеговӑшӑн лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшакан япаласем ҫинчен шухӑшлама хавхалантараҫҫӗ (Еккл. 12:1). Хӑйсен ҫулӗпе пултарулӑхне кура ачасем килти ӗҫсене тума пулӑшнипе ӗҫлеме хӑнӑхса пыраҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене сиен кӳмӗ (Хӳхл. 3:27). Давид патша ача чухнех кӗтӳ пӑхма вӗреннӗ. Вӑл ҫавӑн пекех музыка инструменчӗпе выляма тата кӗвӗ хывма вӗреннӗ, ҫавӑншӑн ӑна Израиль пуҫлӑхӗ патне ӗҫлеме чӗннӗ (1 Патш. 16:11, 12, 18—21). Паллах ӗнтӗ, Давид ача чухне тӗрлӗ вӑйӑ вылянӑ, анчах вӑл вӑхӑта яланах вӑйӑра ирттермен. Вӑл питӗ кирлӗ, тӗрлӗ ӑсталӑха вӗренсе ҫитнӗ, вӗсемпе вӑл каярахпа Иеговӑна мухтамашкӑн усӑ курнӑ. Вӑл лайӑх кӗтӳҫ пулнӑ, ҫакӑ вара ӑна Израиль халӑхне чӑтӑмлӑхпа ертсе пыракан ҫулпуҫ пулма пулӑшнӑ. Ҫамрӑксем, эсир халӗ мӗнле усӑллӑ ӗҫсене — Пултараканшӑн ӗҫлеме тата пулас тивӗҫсене хӑвӑн ҫине илмешкӗн хатӗрленме пулӑшакан ӗҫсене —тума вӗренсе пыратӑр?

Малашне те виҫине пӗлсе пурӑнӑр

19, 20. Турра пуҫҫапасси ҫине тата хӑвӑр ҫине малашне те виҫине пӗлсе пӑхас тесе эсир мӗн тӑвасшӑн?

19 Хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхас тесе — хамӑр ҫинчен ытлашши шутлас мар тесе — эпир пурте тӑрӑшма пултаратпӑр. Пирӗн «ытлашши тӳрӗ» ҫын пулас марччӗ (Еккл. 7:16). Килте, ӗҫре е пухури тӑвансемпе хирӗҫӳ сиксе тухма пултаракан самантсенче кӑшт шӳтлесе илни лару-тӑрӑва лӑплантарма пултарать. Ҫемьере кашнин килти канӑҫлӑха пӑсас мар тесе пӗр-пӗрне ытлашши ятласа-тиркесе тӑмалла мар, мӗншӗн тесен кил-ҫурт вӑл мирлӗ, лӑпкӑ вырӑн пулмалла. Пухура эпир пӗр-пӗринпе калаҫса-хутшӑннӑ чухне савӑнма, кулма вӗренме пултаратпӑр, ҫавӑн пекех пирӗн сӑмахсемпе вӗрентмелли меслетсем ыттисене тӗреклентерччӗр, усӑ паччӑр тесе тӑрӑшӑпӑр (2 Кор. 13:10; Эф. 4:29).

20 Эпир Иеговӑна тата унӑн саккунӗсене хакламан тӗнчере пурӑнатпӑр. Анчах та Иеговӑн халӑхӗ хӑйӗн Туррине итлесе, чунтан парӑнса пурӑнма тӑрӑшать. Вӗсен пысӑк ушкӑнӗнче, «мӗн аваннине пӗлсе» Иеговӑна пуҫҫапса пурӑнакан ҫынсен ушкӑнӗнче, пулни калама ҫук кӑмӑллӑ! Айтӑр пурнӑҫ ҫине те, Турра пуҫҫапасси ҫине те пысӑк тимлӗхпе пӑхар.

[Сноска]

^ 3 абз. Чӑвашла Библире 1 Тимофей 2:2-мӗшӗнче «таса пурӑнмашкӑн» тата Тит 2:2—8-мӗш сӑвӑ йӗркисенче «йӗркеллӗ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ҫӑмӑлттай мар тенине пӗлтерет.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Мӗншӗн пурнӑҫ ҫине пирӗн ҫак тӗнчере ҫӑмӑлттайла пӑхнӑ пек пӑхмалла мар?

• Мӗнле майпа эпир сӑваплӑ ӗҫ ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхнӑ ҫӗртенех савӑнӑҫлӑ та пулма пултаратпӑр?

• Хушма тивӗҫсем ҫине мӗнле пӑхни эпир ҫӑмӑлттай пулни-пулманнине мӗнле кӑтартса парать?

• Пӗрле ӗненекенсен тата ҫемьере кашнин тивӗҫлӗхне мӗншӗн хисеплеме кирлине ӑнлантарса парӑр.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]