Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турра мухтав кӳрекен йышӑнусем тӑвӑр

Турра мухтав кӳрекен йышӑнусем тӑвӑр

Турра мухтав кӳрекен йышӑнусем тӑвӑр

«Ӑслӑ-тӑнли... хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать» (ЫТАР. 14:15).

1, 2. а) Мӗнле те пулин йышӑну тунӑ чухне чи малтан пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?

 ЭПИР вӗсене кунне вуншар хут та тӑватпӑр пулӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗн пӗлтерӗшӗ пысӑках та мар. Анчах хӑш-пӗрисем пирӗн пурнӑҫ ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Мӗн ҫинчен кунта сӑмах пырать? Йышӑнусем ҫинчен. Кирек мӗнле йышӑну тусан та, пӗчӗккине-и е пысӑккине, чи малтан эпир вӗсем Турра мухтаса тӑччӑр тесе шухӑшлатпӑр. (1 Коринф 10:31 вуласа пар.)

2 Йышӑнусем тума сире ҫӑмӑл-и е самаях йывӑр? Эпир ҫитӗннӗ христиансем пуласшӑн пулсан, пирӗн ыррине усаллинчен уйӑрма вӗренсе ҫитмелле, унтан вара ытти ҫынсем мӗне ӗненнипе мар, хамӑр мӗне ӗненнипе килӗшӳллӗ йышӑнусем тумалла (Рим 12:1, 2; Евр. 5:14). Тӗрӗс йышӑнусем тума мӗншӗн пирӗн вӗренме кирлине ӑнлантарса паракан тата мӗнле витӗмлӗ сӑлтавсем пур? Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне йышӑнусем тума йывӑр? Пирӗн йышӑнусем Турра мухтав кӳни-кӳменнине пӗлес тесе эпир мӗнле утӑмсем тума пултаратпӑр?

Йышӑнусем тума чӑнах та кирлӗ-и?

3. Йышӑнусем тунӑ чухне мӗне витӗм кӳме памалла мар?

3 Библи нормисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче эпир ҫирӗп тӑмастпӑр пулсан, пӗр класра вӗренекенсем е пӗрле ӗҫлекенсем пирӗн пирки, эпир хамӑр тӗн вӗрентӗвӗсем тӗрӗс пулнине ӗненсех каймастпӑр, ҫавӑнпа пирӗн ҫине ҫӑмӑллӑнах витӗм кӳме пулать тесе шутлама пултараҫҫӗ. Вӗсем суйма, улталама е вӑрлама пултараҫҫӗ, унтан вара пире хӑйсем пек тума хистесе пӑхӗҫ е, сахалтан та, хӑйсен усал ӗҫӗсем ҫинчен никама та каласа ан пар тесе ӳкӗтлеме тӑрӑшӗҫ (Тух. 23:2). Анчах та Турра мухтаса тӑракан йышӑнусем тума пӗлекен ҫын хӑраса тӑмӗ е ыттисем хисеплеме пӑрахассинчен шикленмӗ, ҫавӑнпа та Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫне хирӗҫ пыракан нимӗнле ӗҫ те тумӗ (Рим 13:5).

4. Мӗншӗн ыттисен пирӗншӗн йышӑнусем тӑвас кӑмӑл пулма пултарать?

4 Пирӗншӗн йышӑнусем тӑвас текенсенчен пурин пирки те пире усал тӑвасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ теме ҫук. Туссем, пулӑшас тесех, пире хӑйсен канашне тытса тӑма хистеме пултарӗҫ. Эпир тӑван-хурӑнташсемпе пӗр килте пурӑнмастпӑр пулсан та, вӗсем пирӗн пирки халӗ те пӑшӑрханма пӑрахман ӗнтӗ тата эпир йышӑнусем тунӑ чухне вӗсем ҫавна, унчченхи пекех, пирӗнпе пӗрле тӑвасшӑн, тен. Сӑмахран, сывлӑха сиплессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва илер. Юнпа тӗрӗс мар усӑ курма юрамасть тесе Библи тӳррӗн калать (Ап. ӗҫ. 15:28, 29). Анчах та сывлӑха сиплессипе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусенче кун пек е ун пек тумалла тени ҫук, ҫавӑнпа та сипленмелли меслетсенчен хӑшӗнпе килӗшмелле, хӑшӗнпе ҫук — ку енчен кашнийӗн хӑйӗн шутласа хумалла *. Ҫав ыйтусем тӗлӗшӗнчен пирӗн ҫывӑх ҫынсен хӑйсен шухӑш пулма пултарать. Ҫапах та, йышӑнусем тунӑ чухне, шыва кӗнӗ христианинӑн «хӑй ҫӗклемне», яваплӑх ҫӗклемне, хӑйӗн ҫӗклемелле (Гал. 6:4, 5). Пуринчен ытла эпир ҫынсене юрассишӗн мар, Турӑ умӗнче совесть таса пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр (1 Тим. 1:5).

5. Ӗненме пӑрахас мар тесен мӗн тумалла?

5 Иккӗленнине пула эпир хамӑра пысӑк хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултаратпӑр. Иккӗленекен ҫын «пур тӗлӗшрен те тӗрексӗр» тесе ҫырнӑ Иаков вӗренекен (Иак. 1:8). Ҫиллӗ-тӑвӑллӑ тинӗсри никам тытса тӑман кимме енчен енне суллантарнӑ пек, ӑна ҫынсен улшӑнса тӑракан шухӑшӗсем витӗм кӳни пӗр енчен тепӗр еннелле сулӑнтарса тӑрӗ. Ҫавӑн пек ҫын ҫӑмӑллӑнах ӗненме пӑрахнӑ пулӗччӗ, унтан вара вӑл ҫавӑншӑн ыттисене айӑпланӑ пулӗччӗ (1 Тим. 1:19). Пирӗнпе ун пекки ан пултӑр тесен мӗн тумалла? Пирӗн «ҫирӗп ӗненмелле». (Колоссӑ 2:6, 7 вуласа пар.) Ҫирӗп ӗненес тесен пирӗн йышӑнусем тума вӗренмелле, ҫав йышӑнусенче вара эпир Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Сӑмаха ӗненни курӑнса тӑмалла (2 Тим. 3:14—17). Тӗрӗс йышӑнусем тума пире мӗн чӑрмантарма пултарать?

Мӗншӗн йышӑнусем тума йывӑр пулма пултарать

6. Хӑрани пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

6 Хӑранӑран эпир ним тума аптраса тӑма пултаратпӑр — тӗрӗс мар йышӑнусем тӑвасран, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулмасран е ыттисем умӗнче ухмахла курӑнасран хӑрама пултаратпӑр. Пурин те ун пек пӑшӑрханасси пулать. Никам та тӗрӗс мар йышӑну туса йывӑрлӑх е намӑс курасшӑн мар. Анчах та Турра тата унӑн Сӑмахне юратни пире ҫавӑн пек хӑрассине ҫӗнтерме пулӑшӗ. Мӗнле майпа? Турра юратни пире, кирлӗ йышӑнусем тӑвас умӗн, канаша яланах унӑн Сӑмахӗнче тата Библи тӑрӑх хатӗрленӗ публикацисенче шырама хавхалантарӗ. Ҫавӑн пек туни пире нумай йӑнӑшран сыхлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Библи «айваннисене тавҫӑрулӑх, яш ачана пӗлӳ тата вичкӗн ӑс пама» пултарать (Ытар. 1:4).

7. Давид патша тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентме пултарать?

7 Эпир яланах тӗрӗс йышӑнусем тӑвӑпӑр-ши? Ҫук. Эпир пурсӑмӑр та йӑнӑшсем тӑватпӑр (Рим 3:23). Сӑмахран, Давид патша ӑслӑ та Турра шанчӑклӑ ҫын пулнӑ. Анчах та вӑл хутран-ситрен тӗрӗс мар йышӑнусем тунӑ, ҫавна пула вӑл хӑй те, ыттисем те хӗн курнӑ (2 Патш. 12:9—12). Ҫапах та Давид, йӑнӑшсем тунӑ пулин те, Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ йышӑнусем тума чарӑнман (3 Патш. 15:4, 5). Иегова айӑпа пӑрахӑҫланине тата пирӗн ҫылӑхсене каҫарнине эпир, Давид пекех, асра тытатпӑр пулсан, унччен йӑнӑшсем тунине пӑхмасӑрах, йышӑнусем тума хӑрамӑпӑр. Вӑл малашне те хӑйне юратакансене тата итлесе пурӑнакансене пулӑшса тӑрӗ (Пс. 50:3—6, 9—12).

8. Мӑшӑрланасси ҫинчен эпир Павел сӑмахӗсенчен мӗн пӗлтӗмӗр?

8 Йышӑнусем тӑвас енчен, хӑш-пӗр чухне темиҫе варианчӗ те тӗрӗс пулма пултарнине ӑнланатпӑр пулсан, эпир сахалтарах пӑшӑрханӑпӑр. Мӑшӑрланасси ҫинчен Павел апостол мӗн каланине пӑхса тухар. Турӑ пӗлтернипе вӑл ҫырнӑ: «Мӑшӑрланманнисене, тӑлӑх арӑмсене ҫапла калатӑп: вӗсене ман пек пурӑнни аван. Хӑйсене хӑйсем чарма пултараймасассӑн мӑшӑрланччӑр: аскӑн шухӑшпа пурӑннинчен мӑшӑрланни аванрах» (1 Кор. 7:8, 9). Мӑшӑрланманни аванрах тенӗ Павел, анчах та ҫакӑ суйласа илмелли пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул пулман.

9. Пирӗн йышӑнусем пирки ыттисем мӗн шутлани пире пӑшӑрхантармалла-и? Ӑнлантарса парӑр.

9 Эпир тӑвакан йышӑнусем пирки ыттисем мӗн шутлани пире пӑшӑрхантармалла-и? Хӑш-пӗр енчен кӑна. Павел апат пирки — йӗрӗхсене чӳкленӗ апат-ҫимӗҫ пирки пулас — мӗн каланине асӑрхӑр-ха. Ҫав апата ҫиме шут тытнинче, тен, ним тӗрӗс марри те ҫуккине, анчах ҫакӑ камӑн совеҫӗ тӗрексӗр, ҫавна сиен кӳме пултарнине вӑл ӑнланнӑ. Павел мӗн тума шут тытнӑ? Вӑл ҫырнӑ: «Ӗненекен тӑванӑма апат-ҫимӗҫ такӑнтарса ӳкерет пулсан, ӑна такӑнтарас мар тесе, пачах та аш ҫием мар» (1 Кор. 8:4—13, ҪХ). Хамӑрӑн йышӑнусем ыттисен совеҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен пирӗн те шухӑшламалла. Анчах та пуринчен ытла пире, паллах, хамӑр йышӑнусем пирӗнпе Турӑ хушшинчи туслӑх ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни пӑшӑрхантармалла. (Рим 14:1—4 вуласа пар.) Турра мухтав кӳрсе тӑракан йышӑнусем тума пире Библири мӗнле принципсем пулӑшӗҫ?

Тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшакан ултӑ утӑм

10, 11. а) Ҫемьере хамӑр ҫине ытлашши шанасран мӗнле пӑрӑнмалла? ӑ) Пухӑва витӗм кӳрекен йышӑнусем тунӑ чухне старейшинӑсен мӗне асра тытмалла?

10 Хӑвӑр ҫине ытлашши ан шанӑр. Кун пек е ун пек тума шут тытас умӗн хӑвӑнтан ыйт: «Манӑн ҫавӑн пек йышӑну тума ирӗк пур-и?» Соломон патша ҫырнӑ: «Мӑнаҫлӑх [«хамӑр ҫине ытлашши шаннасси», ҪТ] килсессӗн намӑса юласси те ҫитет, йӑвашшисемпе пӗрле — ӑслӑлӑх» (Ытар. 11:2).

11 Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене мӗнле те пулин йышӑнусем тумашкӑн ирӗк пама пултараҫҫӗ, анчах та ачисен вӗсен ҫавӑн пек право яланах пур тесе шутламалла мар (Кол. 3:20). Амӑшӗсен тата арӑмӗсен ҫемьере хӑш-пӗр енчен власть пур, анчах та вӗсем упӑшкисене хӑйсен пуҫӗ вырӑнне хураҫҫӗ пулсан, лайӑх тӑваҫҫӗ (Ытар. 1:8; 31:10—18; Эф. 5:23). Ҫавӑн пекех упӑшкисен те хӑйсен влаҫӗ чикесӗр маррине тата Христоса пӑхӑнса тӑмаллине асра тытмалла (1 Кор. 11:3). Старейшинӑсем пухӑва витӗм кӳрекен йышӑнусем тӑваҫҫӗ. Анчах та Турӑ Сӑмахӗнче «ҫырнинчен» иртес мар тесе вӗсен асӑрхануллӑ пулмалла (1 Кор. 4:6). Шанчӑклӑ чураран илсе тӑракан канашсене те вӗсем тӗрӗс тытса тӑраҫҫӗ (Матф. 24:45—47). Эпир йӑваш пулсан тата йышӑнусене тӑвасса та тума ирӗк пур чухне кӑна тӑватпӑр пулсан, чылай пӑшӑрханупа хуйхӑ-суйхӑран хӑтӑлӑпӑр.

12. а) Мӗншӗн тӗпчемелле? ӑ) Тӗпчес тесен ҫын мӗн-мӗн тума пултарнине ӑнлантарса парӑр.

12 Тӗпчӗр. «Уру пусас сукмак пирки тӗплӗ шухӑшла, ҫулусем санӑн пурте шанчӑклӑ пулччӑр»,— тесе ҫырнӑ Соломон (Ытар. 4:26). Сӑмахран, сире пӗр-пӗр ӗҫ сӗнчӗҫ тейӗпӗр, эсир вара ҫавна йышӑнмалла-и е йышӑнмалла мар тесе шухӑшлатӑр. Кӑмӑл-туйӑм туртни хыҫҫӑн ан кайӑр. Ҫав ӗҫпе ҫыхӑннӑ пур факт ҫинчен те пӗлме тӑрӑшӑр, ҫавӑн пирки пӗлекен ҫынран канаш ыйтӑр тата Библири хӑш-хӑш принципа шута илмеллине палӑртса хурӑр (Ытар. 20:18). Йӗркипе тӗпчес тесе икӗ список тӑвӑр: пӗринче ҫав ӗҫ мӗнле усӑ пама пултарни ҫинчен каланисем пулччӑр, тепринче — пулас обязательствӑсем. Йышӑну тӑвас умӗн мӗн чухлӗ тӑкак курма тивессине шутласа хурӑр (Лука 14:28). Эсир тунӑ йышӑну укҫа-тенкӗ енчен кӑна мар, Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Ҫавӑн пек тӗпчеме вӑхӑт та, вӑй та кирлӗ, анчах ҫавӑ кирлӗ мар йывӑрлӑхсем патне илсе пыракан васкавлӑ йышӑнусем тума памӗ.

13. а) Иаков 1:5-мӗшӗнче мӗн тесе шантарнӑ? ӑ) Ӑслӑлӑх пирки кӗлӗ туни пире мӗнле пулӑшма пултарать?

13 Ӑслӑлӑх пирки кӗлӗ тӑвӑр. Пирӗн йышӑнусем, вӗсене тунӑ чухне Турӑран пулӑшма ыйтатпӑр пулсан кӑна, Турра мухтав кӳрсе тӑрӗҫ. Иаков вӗренекен ҫырнӑ: «Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр паракан Турӑран ыйттӑр — вара илӗ» (Иак. 1:5). Йышӑнусем тумашкӑн пире Туррӑн ӑслӑлӑхӗ кирлӗ тенинче ним намӑсси те ҫук (Ытар. 3:5, 6). Вӗт эпир хамӑр ӑстӑна кӑна шанатпӑр пулсан, ҫӑмӑллӑнах йӑнӑшсем тума пултаратпӑр. Эпир ӑслӑлӑх пирки кӗлӗ тӑватпӑр пулсан тата Турӑ Сӑмахӗнчи мӗнле принципсене шута илмеллине шыратпӑр пулсан, эпир святой сывлӑша хамӑра пулӑшма — мӗншӗн хамӑра чӑннипех ҫапла е капла тытасшӑн пулнине ӑнланма пулӑшма — ирӗк паратпӑр (Евр. 4:12; Иаков 1:22—25 вуласа пар).

14. Йышӑну тӑвассине мӗншӗн вӑраха яма кирлӗ мар?

14 Йышӑну тӑвӑр. Тӗпчесе пӗтермесӗр тата ӑслӑлӑх пирки кӗлӗ тумасӑр ҫав утӑма тума ан васкӑр. Ӑслӑ ҫын васкамасӑр «хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать» (Ытар. 14:15). Тепӗр енчен илес пулсан, йышӑну тӑвассине вӑраха яма кирлӗ мар. Вӑраха яракан ҫын вара, ним те тӑвас мар тесе, темле ӗненмелле мар сӑлтавсем шутласа кӑларма пултарать (Ытар. 22:13). Анчах та ҫакӑ пурпӗрех йышӑну туни пулать — тӗрӗссипе вӑл ыттисене хӑйӗн пурнӑҫӗпе хуҫаланма парать.

15, 16. Йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртме мӗн кирлӗ?

15 Йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртӗр. Эпир хамӑр йышӑнусемпе килӗшӳллӗн пурӑнмасан тата вӗсене пурнӑҫа кӗртес тесе пурне те тумасан, лайӑх йышӑну тумашкӑн вӑй хуни усӑсӑр пулма пултарать. Соломон ҫырнӑ: «Аллу мӗн тума пултарнине пурне те хӑвӑн вӑйна кура ту» (Еккл. 9:10). Хамӑр йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртес тесен, пирӗн ҫавӑн валли вӑхӑт, вӑй тата укҫа-тенкӗ уйӑрма хатӗр пулмалла. Сӑмахран, хыпарҫӑ пионер пуласшӑн. Ӗҫӗ ӑнса пырӗ-ши унӑн? Пырӗ те пулӗ — вӑл сӑваплӑ ӗҫе тума ҫителӗклӗ вӑхӑт та, вӑй та пултӑр тесе ытлашши нумай вӑхӑт хушши ӗҫре, вӑйӑ-кулӑра ирттермест пулсан.

16 Чи лайӑх йышӑну тусан та ӑна пурнӑҫа кӗртме час-часах ҫӑмӑлах мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче тӑрать» (1 Иоанн 5:19). Пирӗн «пуҫлӑхсемпе, хӑватсемпе, ҫак тӗнче сӗмлӗхне тытса тӑракансемпе, тӳпери усал сывлӑшсемпе» кӗрешмелле (Эф. 6:12). Павел апостол та, Иуда вӗренекен те кӑтартнӑ тӑрӑх, кам Турра мухтама шут тытнӑ, ҫавсен кӗрешме тиветех (1 Тим. 6:12; Иуда 3).

17. Хамӑр тунӑ йышӑнусем тӑрӑх пурӑнасси ҫинчен сӑмах пырать пулсан, Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет?

17 Йышӑнусем тусан, вӗсене тепӗр хут пӑхса тухӑр, кирлӗ пулсан, улшӑнусем тӑвӑр. Пур йышӑну та хамӑр шутланӑ пек пулса пымасть. «Пурте вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет» (Еккл. 9:11). Анчах та Иегова пирӗнтен, йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та, хӑш-пӗр йышӑнусем тӑрӑх пурӑнасса кӗтет. Ҫын хӑйне Иеговӑна халалларӗ е мӑшӑрланчӗ пулсан, ҫав йышӑнусене пӑрахӑҫлама пултараймасть. Турӑ пирӗнтен, эпир ҫав йышӑнусем тӑрӑх пурӑнасса кӗтет. (Псалом 14:1, 2, 4 вуласа пар.) Йышӑнусенчен нумайӑшӗн пӗлтерӗшӗ, паллах, пысӑках мар. Ӑслӑ ҫын вӑхӑтран вӑхӑта хӑй тунӑ йышӑнусене тепӗр хут пӑхса тухать. Вӑл мӗнле те пулин йышӑнӑва кӑштах е пӗтӗмпех улӑштармашкӑн мӑнкӑмӑллӑха е кутӑнлӑха чӑрмантарма памӗ (Ытар. 16:18). Уншӑн чи кирли — хӑйӗн пурнӑҫӗпе вӑл халӗ те Турра мухтаса тӑнине пӗлсе тӑни.

Турра мухтав кӳрекен йышӑнусем тума ыттисене вӗрентӗр

18. Лайӑх йышӑнусем тума пулӑшас тӗлӗшпе ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене мӗнле вӗрентме пултараҫҫӗ?

18 Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Турра мухтав кӳрекен йышӑнусем тума вӗрентес тӗлӗшрен нумай тума пултараҫҫӗ. Ҫавна тумалли майсенчен чи чапли — лайӑх тӗслӗх кӑтартасси (Лука 6:40). Вырӑнлӑ пулсан, ашшӗ-амӑшӗсем пӗр-пӗр йышӑну тӑвас умӗн мӗнле утӑмсем туни ҫинчен ачисене каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен ачисене пӗр-пӗр йышӑну тума ирӗк пама, унтан вара, ҫавӑ ӑнӑҫлӑ пулчӗ пулсан, вӗсене мухтаса илме пултараҫҫӗ. Ачи начар йышӑну турӗ пулсан вара? Чи малтанах, тен, ашшӗпе амӑшӗ ачапа, вӑл тӗрӗс мар йышӑну тунӑран, ним япӑххи те ан пултӑр тесе тӑрӑшасшӑн пулӗҫ, анчах та ҫакӑ ачашӑн яланах усӑллӑ мар. Калӑпӑр, ашшӗпе амӑшӗ ачине водитель правине илме ирӗк пачӗҫ. Вӑл ҫул ҫӳрев правилисене пӑснӑ та ӑна вара штраф тӳлеттермелле тунӑ. Ашшӗпе амӑшӗ штрафа тӳлесе татма пултарнӑ пулӗччӗҫ. Анчах штраф тӳлемешкӗн ачин хӑйӗн укҫа ӗҫлесе илмелле пулсан, вӑл хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн явап тытма, тен, лайӑхрах вӗреннӗ пулӗччӗ (Рим 13:4).

19. Библи вӗренекене пирӗн мӗне вӗрентмелле тата ҫавна мӗнле тумалла?

19 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ыттисене вӗрентме хушнӑ (Матф. 28:20). Библи вӗренекенсене эпир мӗн вӗрентме пултаратпӑр, ҫавсенчен чи кирли вӑл — лайӑх йышӑнусем тума вӗрентесси. Ӑнӑҫлӑ вӗрентес тесен, пирӗн вӗсене мӗн тумаллине калас килсен те каламалла мар. Мӗн тумаллине ҫынсем хӑйсем пӗлсе ҫитме пултарччӑр тесе вӗсене Библи принципӗсем ҫинчен шухӑшлама вӗрентни чылай лайӑхрах. Вӗт «эпир Турӑ умӗнче пурсӑмӑр та хамӑршӑн хамӑр явап тытатпӑр» (Рим 14:12). Ҫавӑнпа та пирӗн пурсӑмӑрӑн та Турра мухтав кӳрекен йышӑнусем тума витӗмлӗ сӑлтав пур.

[Сноска]

^ 4 абз. Ҫав ыйту ҫинчен «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекери хыҫсӑмахра, 215—218-мӗш страницӑсенчи «Юн фракцийӗсем тата операцисенче усӑ куракан процедурӑсем» текен статьяран тата 2006-мӗш ҫулхи ноябрьте тухнӑ «Наше царственное служение» кӑларӑмӑн 3—6-мӗш страницисенче «Как я отношусь к фракциям крови и медицинским процедурам с использованием собственной крови?» текен вкладышран нумайрах пӗлме пулать.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Мӗншӗн пирӗн тӗрӗс йышӑнусем тума вӗренмелле?

• Хӑрани пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать тата ӑна эпир мӗнле ҫӗнтерме пултаратпӑр?

• Пирӗн йышӑнусем Турра мухтав кӳни-кӳменнине пӗлмешкӗн эпир мӗнле утӑмсем тума пултаратпӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[17-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Лайӑх йышӑнусем тума пулӑшакан утӑмсем

1 Хӑвӑр ҫине ытлашши ан шанӑр

2 Тӗпчӗр

3 Ӑслӑлӑх пирки кӗлӗ тӑвӑр

4 Йышӑну тӑвӑр

5 Йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртӗр

6 Йышӑнӑва тепӗр хут пӑхса тухӑр та улшӑнусем тӑвӑр