Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Туррӑн сывлӑшне хӑвна ертсе пыма ирӗк паратӑн-и?

Туррӑн сывлӑшне хӑвна ертсе пыма ирӗк паратӑн-и?

Туррӑн сывлӑшне хӑвна ертсе пыма ирӗк паратӑн-и?

«Санӑн ырӑ Сывлӑшу мана тӳрӗлӗх ҫӗрне ертсе пытӑр» (ПС. 142:10).

1, 2. а) Иегова святой сывлӑшпа усӑ курса хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ырӑ тунине кӑтартакан тӗслӗхсене каласа тух. ӑ) Святой сывлӑш ятарлӑ лару-тӑрура кӑна витӗм кӳрет-и? Ӑнлантарса парӑр.

 ТУРРӐН сывлӑшӗ тунӑ ӗҫсенчен хӑшне эсӗ илсе кӑтартнӑ пулӑттӑн? Тен, сана Гедеонпа Самсон тунӑ хӑватлӑ ӗҫсем аса килчӗҫ? (Тӳр. 6:33, 34; 15:14, 15.) Е пӗрремӗш христиансен хӑюлӑхӗ, е Синедрион умӗнче тӑракан Стефанӑн лӑпкӑлӑхӗ? (Ап. ӗҫ. 4:31; 6:15.) Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчери конгрессенчи савӑнӑҫ пирки, нейтралитет тытса тӑнӑшӑн тӗрмене хупнӑ хамӑрӑн христиан-тӑвансен айӑпсӑрлӑхӗ пирки тата ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ хӑватлӑ сарӑлса пыни пирки мӗн калама пулать? Ҫавсем пурте святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑни ҫинчен калаҫҫӗ.

2 Святой сывлӑш ятарлӑ е хӑйне евӗрлӗ лару-тӑрура кӑна витӗм кӳрет-и? Ҫук. Туррӑн Сӑмахӗнче христиансем сывлӑш хушнипе пурӑнаҫҫӗ, сывлӑш ертсе пынипе пыраҫҫӗ тата сывлӑшпа пурӑнаҫҫӗ тенӗ (Гал. 5:16, 18, 25). Ҫав сӑмахсенчен святой сывлӑш пирӗн ҫине яланах витӗм кӳрсе тӑма пултарни курӑнать. Пирӗн кашни кун Иеговӑран, вӑл хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса пире тӗрӗс шухӑшлама, тӗрӗс калаҫма тата хамӑра тӗрӗс тытма пулӑштӑр тесе, чунтан ыйтмалла. (Псалом 142:10 вуласа пар.) Эпир святой сывлӑша хамӑр ҫине витӗм кӳме ирӗк паратпӑр пулсан, вӑл пирӗнте ҫимӗҫ туса кӑларӗ, ҫав ҫимӗҫ вара ыттисене те усӑ кӳрет, Турра та мухтава кӑларать.

3. а) Святой сывлӑш ертсе пыни пире мӗншӗн кирлӗ? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?

3 Пире святой сывлӑш ертсе пыни мӗншӗн питӗ кирлӗ? Мӗншӗн тесен урӑх вӑй пире хӑйӗн аллине ярса илесшӗн, вӑл вара святой сывлӑша хирӗҫ тӑрать. Библире ҫав вӑй пирки «ӳт» тенӗ. Ӳт тени вӑл пирӗн йӗркесӗр ӳтӗн ҫылӑх патне туртӑнас кӑмӑла, пирӗн ҫине Адамран куҫнӑ ҫитменлӗхе пӗлтерет. (Галати 5:17 вуласа пар.) Туррӑн сывлӑшне хамӑра ертсе пыма ирӗк пани мӗн вӑл? Хамӑрӑн ҫылӑхлӑ ӳте хамӑра витӗм кӳме парас мар тесе эпир мӗн-мӗн тума пултаратпӑр? Ҫав ыйтусене, «сывлӑш ӗҫӗсен [«ҫимӗҫӗн», ҪТ]» юлашки ултӑ енне: «тӳсӗмлӗхе, ырӑ кӑмӑла, хӗрхеннине, шанчӑклӑха [«ырлӑх тӑвассине, ӗненӗве», ҪТ], йӑвашлӑха, чаруллӑ пулнине» сӳтсе явнӑ чухне, пӑхса тухӑпӑр (Гал. 5:22, 23).

Йӑвашлӑхпа тӳсӗмлӗх пухура мирлӗ пурӑнма пулӑшаҫҫӗ

4. Йӑвашлӑхпа тӳсӗмлӗх пухура мирлӗ пурӑнма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

4 Колоссӑ 3:12, 13 вуласа пар. Пухура йӑвашлӑхпа тӳсӗмлӗх пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ те мирлӗ пурӑнма параҫҫӗ. Сывлӑш ҫимӗҫӗн ҫав икӗ енӗ пире ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма, пире кам та пулин тарӑхтарнӑ чухне те хамӑра лӑпкӑ тытма, ыттисем сӑмахпа е мӗн те пулин тунипе пире кӳрентерсен хирӗҫ тавӑрассинчен пӑрӑнма пулӑшать. Пухури тӑванпа пирӗн ҫураҫу ҫук пулсан, тӳсӗмлӗх пире ку ҫынпа ӗҫ пулмасть тесе шутлама памӗ, ун вырӑнне мирлешес тесе май ҫитнӗ таран пурне те тума пулӑшӗ. Пухура йӑвашлӑхпа тӳсӗмлӗх чӑнах та кирлӗ-и? Кирлӗ, мӗншӗн тесен пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур.

5. Павелпа Варнава хушшинче мӗн пулса тухнӑ тата ҫавӑ мӗн кӑтартса парать?

5 Павелпа Варнава хушшинче мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Вӗсем нумай ҫул хушши ҫумма-ҫуммӑн ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Вӗсен иккӗшӗн те мухтава тивӗҫлӗ лайӑх енсем пулнӑ. Анчах та, пӗррехинче, вӗсем хушшинче «тавлашу тухнӑ та, вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ» (Ап. ӗҫ. 15:36—39). Вӗсемпе ҫавӑн пек пулса иртни Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем хушшинче те хӑш-пӗр чухне тавлашу-харкашу сиксе тухма пултарнине лайӑх кӑтартса парать. Пӗр-пӗрне ӑнланманран христианинӑн пӗрле ӗненекенпе ҫураҫу ҫук пулсан, вӑл калаҫӑва хӗрсе кайма парас мар тесе, ҫавна пула хутшӑнусене пӑсас мар тесе мӗн тума пултарать?

6, 7. а) Калаҫӑва хӗрсе кайма парас мар тесе эпир Библири мӗнле канаша тытса тӑма пултаратпӑр? ӑ) Мӗншӗн итлеме хатӗр пулни, хуравлама васкаманни, ҫилле чарса тӑни усӑллӑ?

6 Хӑш-пӗр Библире Павелпа Варнава хушшинче тавлашу кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ та хӗрсе кайнӑ тесе каланӑ. Христианин пӗрле ӗненекенпе калаҫнӑ май ҫилли капланса килнине туя пуҫларӗ пулсан, уншӑн чи лайӑххи вӑл — Иаков 1:19, 20-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи канаша тытса тӑрасси: «Кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр, ҫиллине чарса тӑтӑр: ҫилӗллӗ ҫын Туррӑн тӳрӗ ӗҫне тумасть». Лару-тӑру мӗнлине кура христианин урӑххи ҫинчен калаҫса пӑхма тӑрӑшӗ, кун пирки тепрехинче калаҫӑпӑр теме пултарӗ е туйӑмсем хӗрсе кайиччен пӑрӑнса утӗ (Ытар. 12:16; 17:14; 29:11).

7 Ҫав канаша тытса тӑни мӗншӗн усӑллӑ? Лӑплансан, пулса иртни пирки кӗлӗ тусан тата мӗнле-ха лайӑхтарах хуравлас тесе шухӑшласан Туррӑн сывлӑшне христианин хӑйне ертсе пыма ирӗк парать (Ытар. 15:1, 28). Сывлӑш витӗм кӳнине пула вӑл йӑвашлӑхпа тӳсӗмлӗх кӑтартма пултарать, ҫакӑ вара ӑна хӑйне Эфес 4:26, 29-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсемпе килӗшӳллӗ тытма вӑй парӗ. Ҫав сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Ҫилленсе ҫылӑха ан кӗрӗр... Сирӗн чӗлхе-ҫӑвартан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах анчах тухтӑр: итлесе тӑракансене вӑл ырӑлӑх кӳтӗр». Чӑнах та, эпир хамӑра йӑвашшӑн тытсан тата тӳсӗмлӗ пулсан, пухура мирпе пӗрлӗхе пулма паратпӑр.

Ырӑ кӑмӑллӑ пулни тата ырӑлӑх туни сирӗн ҫемьене уҫӑлтартӑр

8, 9. Мӗн вӑл ырӑ кӑмӑл тата ырӑлӑх тӑвасси, тата вӗсем ҫемьери лару-тӑру ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?

8 Эфес 4:31, 32; 5:8, 9 вуласа пар. Ырӑ кӑмӑллӑ пулни тата ырӑлӑх туни, шӑрӑх чухне вӗрсе тӑракан лӑпкӑ ҫилпе сивӗ шыв уҫӑлтарнӑ пек, уҫӑлтараҫҫӗ. Ҫав лайӑх енсем ҫемьере пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулма пулӑшаҫҫӗ. Ырӑ кӑмӑл вӑл — чуна илӗртекен лайӑх ен. Ҫав лайӑх ен ҫынсемпе чунтан интересленнӗрен пуҫланать, интересленни вара усӑллӑ ӗҫсенче тата шухӑшласа каланӑ сӑмахсенче курӑнса тӑрать. Ырӑлӑх тӑвасси, ырӑ кӑмӑл пекех — ыттисене усӑ кӳрес тесе тунӑ ӗҫсенче курӑнса тӑракан лайӑх ен. Ырӑлӑх тӑвасси вӑл хыткукар пулмасӑр, уҫӑ кӑмӑлпа панипе палӑрса тӑрать (Ап. ӗҫ. 9:36, 39; 16:14, 15). Анчах та ырӑлӑх тӑвасси шутне тата ытти уйрӑмлӑхсем те кӗреҫҫӗ.

9 Ырӑлӑх тӑвасси нравственность тӗлӗшӗнчен пӗтӗмпех таса пулмаллине те пӗлтерет. Вӑл эпир мӗн тунипе кӑна мар, ҫавӑн пекех эпир мӗнле ҫынсем пулнипе те ҫыхӑннӑ — ку вара чылай кирлӗрех. Калӑпӑр, хӗрарӑм хӑйӗн ҫемйи валли улма турать тейӗпӗр. Вӑл кашни улми шалтан та, тултан та пиҫсе ҫитнипе ҫитменнине, ҫӗрме пуҫланипе пуҫламаннине тӗрӗслет. Ҫавӑн пекех ырӑлӑх тӑвасси те, святой сывлӑш туса кӑларакан лайӑх ен, христианин пурнӑҫӗн кашни енӗпе ҫыхӑннӑ.

10. Ҫемьере кашнине сывлӑш ҫимӗҫне аталантарма мӗн пулӑшӗ?

10 Христиансен ҫемйинче пӗр-пӗринпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма тата пӗр-пӗрне ырӑ тума мӗн пулӑшӗ? Ҫав тӗлӗшрен Туррӑн Сӑмахне тӗп-тӗрӗс пӗлни пысӑк вырӑн йышӑнать (Кол. 3:9, 10). Ҫемье пуҫӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем сывлӑш ҫимӗҫӗ ҫинчен вӗренессине кашни эрнере ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫӑн программине кӗртеҫҫӗ. Ҫав темӑна вӗренме йывӑр мар. Сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен кашни лайӑх енне тӗплӗн пӑхса тухас тесе сирӗн чӗлхепе тухнӑ тӗпчемелли пособисемпе мӗншӗн усӑ курас мар? Ҫав лайӑх енсенчен кашнине тӗпчемешкӗн темиҫе эрне уйӑрсан, эрнере вара темиҫе абзац кӑна пӑхса тухмалла пулать. Материала тӗпченӗ май илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисене вулӑр та сӳтсе явӑр. Мӗн вӗреннине пурнӑҫра мӗнле тытса пымалли ҫинчен шухӑшлӑр тата хӑвӑр вӑй хунине пиллетӗр тесе Иеговӑна кӗлӗ тӑвӑр (1 Тим. 4:15; 1 Иоанн 5:14, 15). Ҫавӑн пек вӗренни ҫемьери хутшӑнусене чӑнах та лайӑхлатать-и?

11, 12. Ырӑ кӑмӑллӑ пулмалли ҫинчен тӗпчени икӗ христианла мӑшӑра мӗнле пулӑшнӑ?

11 Ҫамрӑк мӑшӑр, хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне телейлӗрех тӑвас шухӑшпа, сывлӑш ҫимӗҫне тарӑнрах тӗпчеме шут тытнӑ. Ҫавӑ вӗсене мӗнле усӑ панӑ? Арӑмӗ каласа парать: «Ырӑ кӑмӑллӑ пулни вӑл шанчӑклӑха та, чунтан парӑннине те пӗлтернине эпир ӑнлантӑмӑр. Унтанпа эпир хамӑра пӗр-пӗринпе пачах урӑхла тытма пуҫларӑмӑр. Эпир пӗр-пӗрин шухӑшӗсемпе килӗшме тата пӗр-пӗрне каҫарма вӗрентӗмӗр, ҫакӑ пире „тавтапуҫ“, „каҫар“ тесе калама кирлине асра тытма пулӑшрӗ».

12 Тепӗр мӑшӑр — ҫемйинче вӗсен йывӑрлӑхсем пулнӑ — пӗр-пӗринпе ырӑ кӑмӑллӑ пулманнине ӑнланса илнӗ. Вӗсем ҫав лайӑх ене пӗрле тӗпчеме шут тытнӑ. Ҫакӑ вара мӗн панӑ? Упӑшки аса илет: «Ҫавӑн пек тӗпчени пире пӗр-пӗрин ҫинчен начаррине шутлама кирлӗ маррине ӑнланма, мӑшӑр пурне те таса шухӑшпа тунине ӗненме, унра лайӑххине кӑна шырама пулӑшрӗ. Эпир пӗр-пӗрне мӗн кирли ҫинчен ытларах шутлама пуҫларӑмӑр. Маншӑн ырӑ кӑмӑллӑ пуласси вӑл арӑма хӑйӗн туйӑмӗсене ним хӑрамасӑр каласа пама ыйтмаллине, унтан вара унӑн сӑмахӗсем ҫине кӳренме кирлӗ маррине пӗлтерчӗ. Манӑн хамӑн мӑнкӑмӑллӑхпа кӗрешмелле пулчӗ. Пӗр-пӗринпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма пуҫласан, эпир майӗпен пӗр-пӗрин ҫине кӳренме тата хамӑра тӳрре кӑларас тесе сӑлтавсем шырама пӑрахрӑмӑр. Пурӑнма ҫӑмӑлрах, кӑмӑллӑрах пула пуҫларӗ». Сывлӑш ҫимӗҫне тӗпчени сирӗн ҫемьешӗн те усӑллӑ пулмӗ-ши?

Пӗччен чухне те ӗненӳ кӑтартӑр

13. Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатма пултаракан мӗнле хӑрушлӑхран пирӗн сыхланмалла?

13 Туррӑн сывлӑшне христиансен хӑйсене ертсе пыма ирӗк памалла, ҫавна вӗсен ҫынсем умӗнче те, пӗччен чухне те тумалла. Сатана тӗнчинче хальхи вӑхӑтра путсӗр ӳкерчӗксемпе ирсӗр вӑйӑ-кулӑ шутсӑр нумай. Ҫавсем пурте Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатма пултараҫҫӗ. Христиансен вара мӗн тумалла? Туррӑн Сӑмахӗ пире хушать: «Пӗтӗм тасамарлӑхран тата юлашки усаллӑхран хӑпса, хӑвӑр чунӑра ҫӑлма пултаракан, хӑвӑра вӗрентекен сӑмаха йӑвашланса хапӑл илӗр» (Иак. 1:21). Ӗненӳ — сывлӑш ҫимӗҫӗн тепӗр лайӑх енӗ — пире Иегова умӗнче таса тӑрса юлма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар.

14. Ӗненсех кайманни мӗнле майпа тӗрӗс мар ӗҫсем тӑвасси патне илсе пырать?

14 Эпир чӑннипех ӗненетпӗр пулсан, Иегова Турӑ чӑнах пуррине те ӗненетпӗр. Турӑ пирӗншӗн ҫук пулсан, эпир тӗрӗс мар ӗҫсене ҫӑмӑллӑнах тума пуҫлӑпӑр. Туррӑн халӑхӗ хушшинче ӗлӗк мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Израильсем, никам та курман чухне, ирсӗр ӗҫсем тунине кӑтартса панӑ Иегова Иезекииле. Турӑ каланӑ: «Этем ывӑлӗ, Израиль халӑхӗн аслӑ ҫыннисем тӗттӗм ҫӗрте, кашнийӗ хӑйӗн пӳлӗмӗнче — ӳкерчӗксем ӳкерсе тухнӑ пӳлӗмре — мӗн тунине куратӑн-и? вӗсем ӗнтӗ: „пире Ҫӳлхуҫа курмасть, Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре пӑрахнӑ“ теҫҫӗ» (Иез. 8:12). Мӗншӗн вӗсем ҫавнашкал хӑтланнине асӑрхарӑр-и? Иегова вӗсем мӗн тунине пӗлсе тӑнине израильсем ӗненмен. Вӗсемшӗн Иегова ҫук пулнӑ.

15. Иеговӑна хытӑ ӗненни пире мӗнле хӳтӗлет?

15 Халӗ вара Иосиф тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл хӑйӗн ҫемйипе халӑхӗнчен аякра пурӑннӑ пулин те, Потифар арӑмӗпе аскӑн ӗҫ тума килӗшмен. Мӗншӗн? Вӑл каланӑ: «Епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем?» (Пулт. 39:7—9.) Чӑнах та, Иегова уншӑн чӗрӗ Турӑ пулнӑ. Иегова чӑнах пуррине ӗненетпӗр пулсан, эпир мӗн те пулин таса маррине пӑхса, киленсе лармӑпӑр. Ҫавӑн пекех никам курман чухне те нимӗн те — ҫавӑ Турра юрӑхсӑр пулнине пӗлетпӗр пулсан — тумӑпӑр. Эпир псалом юрлакан пекех пулма ҫирӗп шут тытнӑ. Вӑл юрланӑ: «Хамӑн килӗм-ҫуртӑмра таса чӗрепе эпӗ ҫӳрӗп. Куҫӑма эпӗ ирсӗр япала ҫине пӑхма памӑп» (Пс. 100:2, 3).

Чаруллӑ пулнипе хӑвӑр чӗрӳне упрӑр

16, 17. а) Ытарӑшсем кӗнекинче каларӑшле, «ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен пӗр ҫамрӑк» ҫылӑх серепине мӗнле лекет? ӑ) Хальхи вӑхӑтра ҫавӑн пекки ҫынпа, вӑл кирек миҫе ҫулта пулсан та, мӗнле пулма пултарать?

16 Чаруллӑ пулни, сывлӑш ҫимӗҫӗн юлашки лайӑх енӗ, Турӑ сивлекен япаласене сирсе яма вӑй парать. Вӑл пире хамӑр чӗрене упрама пулӑшать (Ытар. 4:23). Айтӑр Ытарӑшсем 7:6—23-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса кӑтартнӑ лару-тӑрӑва пӑхса тухар. Унта «ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен пӗр ҫамрӑк» ҫинчен тата ӑна аскӑн хӗрарӑм илӗртсе астарни ҫинчен каласа панӑ. Вӑл «аскӑн арӑмӑн ҫурчӗ» ҫумӗнчи урампа иртсе пынӑ та серепене лекнӗ. Темскер пӗлес килнӗрен пулас, вӑл ҫав хӗрарӑмӑн ҫурчӗ патнелле пынӑ. Ӑссӑрлӑх ҫулӗ еннелле пӑрӑннине тата хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине вӑл ӑнланса илме те ӗлкӗреймен.

17 Ҫамрӑк мӗн тунӑ пулсан ҫав хӑрушӑ йӑнӑша туман пулӗччӗ? Аскӑн хӗрарӑмӑн «сукмакӗсемпе аташса ан ҫӳре» тесе асӑрхаттарса каланине итленӗ пулсан (Ытар. 7:25). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Туррӑн сывлӑшне хамӑра ертсе пыма ирӗк парасшӑн пулсан, илӗртӳсенчен пирӗн аякра тӑмалла. Ҫын, сӑмахран, телевизор каналӗсене тӗлли-паллисӗр куҫарса ларать е Интернетра мӗн те пулин шырать пулсан, «ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен» ҫамрӑкӑн ӑссӑрлӑх ҫулӗ еннелле сулӑнма пултарать. Курас килет-и унӑн е ҫук, унӑн куҫӗ умне аскӑн ӗҫ тума астаракан ӳкерчӗк тухса ларма пултарать. Майӗпен унӑн порнографи пӑхас таса мар йӑла пуҫланма пултарать, ҫакӑ вара унӑн совеҫӗшӗн те, Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусемшӗн те питӗ начар вӗҫленме пултарать. Тен, унӑн пурнӑҫӗ те татӑлӗ. (Рим 8:5—8 вуласа пар.)

18. Христианин хӑйӗн чӗрине упрас тесе мӗн-мӗн тума пултарать тата мӗншӗн ҫав ӗҫсене тумашкӑн чаруллӑ пулни кирлӗ?

18 Аскӑн ӗҫ тума астаракан ӳкерчӗк куҫ тӗлне пулчӗ пулсан, эпир чаруллӑ пулма пултаратпӑр, пирӗн чаруллӑ пулмалла та, унтан вара тӳрех кирлӗ ӗҫсене тумалла. Хӑрушӑ лару-тӑрусенчен пӑрӑнни тата лайӑхрах! (Ытар. 22:3.) Мӗн тума юранипе юраманнине малтанах палӑртса хурас тесен, унтан вӗсенчен иртес мар тесен чаруллӑ пулни кирлӗ. Сӑмахран, компьютер пурне те курӑнмалли вырӑнта ларать пулсан, ҫакӑ унпа тӗрӗс мар усӑ курасран сыхлать. Хӑш-пӗрисем пӗччен чухне компьютерпа усӑ курманни тата телевизор пӑхманни лайӑхрах теҫҫӗ. Теприсем вара Интернетпа пачах усӑ курмӑпӑр тесе шут тытнӑ. (Матфей 5:27—30 вуласа пар.) Хамӑра тата хамӑр ҫемьене хӳтӗлес тесе, ҫавӑн пекех Иеговӑна «таса чӗререн... ырӑ кӑмӑлтан, чӑннипе ӗненсе» пуҫҫапма пултарас тесе мӗн кирлине пурне те тӑвар (1 Тим. 1:5).

19. Святой сывлӑша хамӑра ертсе пыма ирӗк пани мӗнле усӑ парать?

19 Святой сывлӑш туса кӑларакан ҫимӗҫӗн усси самаях пысӑк. Йӑвашлӑхпа тӳсӗмлӗх пухура мирлӗ пурӑнма пулӑшаҫҫӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ пулни тата ырӑлӑх туни ҫемьене телейлӗ тӑваҫҫӗ. Ӗненӳ тата чаруллӑ пулни Иеговӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварма тата Ун умӗнче таса пулма пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Галати 6:8-мӗшӗнче эпир ҫакӑн пек шантарса каланине тупатпӑр: «Сывлӑшшӑн акакан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ». Чӑнах та, Христос панӑ парнене пула, Иегова святой сывлӑшпа усӑ курса пурне те — святой сывлӑша кам хӑйне ертсе пыма ирӗк парать, ҫавсене — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Йӑвашлӑхпа тӳсӗмлӗх пухура мирлӗ пурӑнма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

• Христиансене килте ырӑ кӑмӑллӑ пулма тата ырӑлӑх тума мӗн пулӑшӗ?

• Христианина хӑйӗн чӗрине упрама ӗненӳпе чаруллӑ пулни мӗнле пулӑшӗҫ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]