Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ырӑ хыпар — ӑна пурин те илтмелле

Ырӑ хыпар — ӑна пурин те илтмелле

Ырӑ хыпар — ӑна пурин те илтмелле

«Ырӑ Хыпар... ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ» (РИМ 1:16, ҪХ).

1, 2. Мӗншӗн эсӗ «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен... Ырӑ Хыпара» пӗлтерсе ҫӳретӗн тата ҫав хыпарӑн хӑш енӗсем ҫинчен ҫынсене палӑртса калатӑн?

 «ЭПӖ ырӑ хыпара кашни кун хавассӑн саратӑп». Ҫак сӑмахсем санӑн кӑмӑл-туйӑмна та кӑтартса параҫҫӗ пулӗ. Шанчӑклӑ Иегова Свидетелӗ пулнӑ пирки эсӗ «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен... Ырӑ Хыпара» сарма питӗ кирлине ӑнланатӑн. Иисус ҫав ӗҫ ҫинчен пророкла каланине эсӗ, тен, пӑхмасӑр каласа пама пултаратӑн (Матф. 24:14, ҪХ).

2 «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар» пӗлтерсе ҫӳренипе эсӗ Иисус пуҫланӑ ӗҫе малалла туса тӑратӑн. (Лука 4:43 вуласа пар.) Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эсӗ, паллах, Турӑ кӗҫех ҫынсен ӗҫне хутшӑнӗ тесе калатӑн: «хӑрушла асап» вӑхӑтӗнче вӑл суя тӗне тӗп тӑвӗ те ҫӗре усаллӑхран тасатӗ (Матф. 24:21). Ҫавӑн пекех, тен, эсӗ ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗре Рай туса хурӗ те унта мирпе телей пулать тесе палӑртса калатӑн. Тӗрӗссипе каласан, «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» калакан ырӑ хыпар вӑл — Авраама «сан урлӑ пур халӑхсем те пиллӗх илӗҫ» тесе пӗлтернӗ «Ырӑ Хыпарӑн» пайӗ (Гал. 3:8).

3. Мӗншӗн римлянсем патне янӑ ҫырура Павел апостол «Ырӑ Хыпар» ҫинчен питӗ палӑртса каланӑ теме пулать?

3 Анчах та «Ырӑ Хыпарӑн» пӗр ен пур, ун ҫинчен вара эпир час-часах каласах каймастпӑр, ҫапах та ҫынсен ӑна пӗлмелле. Римлянсем патне янӑ ҫырура Павел апостол «Патшалӑх» текен сӑмахпа пӗрре анчах усӑ курнӑ, «Ырӑ Хыпар» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе вара 12 хутчен. (Рим 14:17 вуласа пар.) Ҫав ҫырура Павел «Ырӑ Хыпарӑн» хӑш енӗ ҫине питӗ хытӑ тимлеттернӗ? Мӗншӗн ҫавӑ питӗ кирлӗ? Хамӑр таврари ҫынсене «Туррӑн Ырӑ Хыпарне» пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне мӗншӗн ҫавна пирӗн асра тытмалла? (Марк 1:14; Рим 15:16; 1 Фес. 2:2.)

Римри христиансен мӗн ҫинчен пӗлмелле пулнӑ

4. Римра хӑйне пӗрремӗш хут тӗрмене хупсан, Павел мӗн ҫинчен вӗрентсе каланӑ?

4 Римра хӑйне пӗрремӗш хут тӗрмене хупсан, Павел мӗн ҫинчен вӗрентсе каланин пӗлтерӗшӗ пысӑк. Эпир ҫакна вулатпӑр: хӑйӗн патне иудейсем нумаййӑн пырсан, вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тӗплӗн вӗрентнӗ тата Иисус ҫинчен калани тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе памашкӑн витӗмлӗ сӑлтавсем илсе панӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? «Хӑшӗсем ун сӑмахӗпе ӳкӗте кӗнӗ, хӑшӗсем ӗненмен». Ун хыҫҫӑн Павел «хӑй патне пыракансене пурне те хапӑл тунӑ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен... вӗрентнӗ» (Ап. ӗҫ. 28:17, 23—31). Кунта Павел Турӑ Патшалӑхӗ ҫине тимлеттерни уҫҫӑн курӑнать. Анчах вӑл Турӑ Патшалӑхӗпе мӗн тӳррӗн ҫыхӑннӑ, ҫавна та палӑртнӑ — Турӑ мӗн тума шутласа хунинче Иисус мӗнле вырӑн йышӑннине.

5. Павел римлянсем патне янӑ ҫыру тӑрӑх, ҫынсен мӗн ҫинчен пӗлмелле пулнӑ?

5 Пур ҫыннӑн та Иисус ҫинчен пӗлмелле тата ӑна ӗненмелле. Шӑп ҫавӑн ҫинчен Павел римлянсем патне янӑ ҫырура каланӑ та. Ҫав ҫырӑвӑн пуҫламӑшӗнче вӑл Турӑ ҫинчен, «эпӗ Унӑн Ывӑлийӗн Ырӑ Хыпарне сарса Ӑна [Турра] чунтан-вартан ӗҫлесе пурӑнатӑп» тесе ҫырнӑ. Унтан татах каланӑ: «Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме вӑтанмастӑп: ҫав Хыпар — Турӑ хӑвачӗ, ӗненекене вӑл кирек кама та... ҫӑлать». Малалла Павел апостол, «Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне каланӑ пек, Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсенӗн вӑрттӑн ӗҫӗсене сут тӑвас» вӑхӑт ҫинчен каланӑ. Вӑл ҫакна та палӑртнӑ: «Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирика ҫитичченех Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сартӑм» a (Рим 1:9, 10, 16; 2:16; 15:19). Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Павел римлянсем патне янӑ ҫырӑвӗнче Иисус Христос пӗлтерӗшӗ пирки мӗншӗн палӑртса каланӑ?

6, 7. Римри пуху мӗнле йӗркеленсе кайни пирки тата мӗнле ҫынсенчен тӑни пирки мӗн калама пулать?

6 Римри пуху мӗнле йӗркеленсе кайнине эпир пӗлместпӗр. Тен, ҫав пухӑвӑн пӗрремӗш ҫыннисем иудейсем е прозелитсем пулнӑ — вӗсем пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче пулнӑ, ун чухне вӗсем христиансем пулса тӑнӑ та кайран Рима таврӑннӑ пулас (Ап. ӗҫ. 2:10). Е суту-илӳ ӗҫӗпе ӗҫлекен, е ҫулҫӳревҫӗ христиансем Римра чӑнлӑх ҫинчен каласа панӑ? Кирек мӗнле пулсан та, Павел римлянсем патне ҫыру ҫырнӑ чухне (пирӗн эрӑри 56-мӗш ҫул тӗлнелле) унта пуху тахҫанах пулнӑ (Рим 1:8). Ҫав пуху мӗнле ҫынсенчен тӑнӑ?

7 Вӗсенчен хӑш-пӗрисем еврейсем пулнӑ. Андроникпа Юнийӑна салам янӑ чухне Павел вӗсем пирки «мана туртӑм тивекен», е манӑн хурӑнташ-тӑван, тенӗ, ҫакӑ вара вӗсем еврейсем пулнине пӗлтерет пулас. Акила та, Римра Прискилла арӑмӗпе пурӑнаканскер, еврей пулнӑ (Рим 4:1; 9:2—4; 16:3, 7; Ап. ӗҫ. 18:2). Анчах та Павел пухури тӑвансенчен кам патне салам янӑ, ҫавсенчен нумайӑшӗ ытти халӑх ҫыннисем пулнӑ пулас. Хӑшӗ-пӗрисем «кесарь ҫуртӗнчисем» пулнӑ пулмалла, ҫакӑ вара вӗсем кесарь ҫуртӗнчи тарҫӑсем е чурасем пулнине пӗлтерме пултарать (Флп. 4:22; Рим 1:6; 11:13).

8. Римри христиансен лару-тӑрӑвӗ мӗн тери начар пулнӑ?

8 Римри христиансем, кирек мӗнле халӑх ҫынни пулнӑ пулин те, пурте пӗр шайра тӑнӑ. Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Павел ҫавна ҫапла палӑртнӑ: «Пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ» (Рим 3:23). Павел камсем патне ҫыру янӑ, ҫавсен вара мӗн тумалла пулнӑ? Вӗсен хӑйсем ҫылӑхлӑ пулнине йышӑнмалла тата Турӑ вӗсене ҫӑлмашкӑн мӗн хатӗрлесе хунӑ, ҫавна ӗненмелле пулнӑ.

Ҫылӑхлӑ пулнине ӑнланни

9. Павел каланӑ тӑрӑх, «Ырӑ Хыпар» мӗнле май уҫса парать?

9 Римлянсем патне янӑ ҫырӑвӗн пуҫламӑшӗнче Павел «Ырӑ Хыпар», ун ҫинчен вӑл нумай каланӑ, тӗлӗнмелле май уҫса панине кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме вӑтанмастӑп: ҫав Хыпар — Турӑ хӑвачӗ, ӗненекене вӑл кирек кама та — малтан иудее, унтан эллина та — ҫӑлать». Чӑнах та, ҫӑлӑнма май пулнӑ. Анчах ӗненӳ кирлӗ пулнӑ, ҫакӑ вара Павел палӑртса каланӑ нихӑҫан арканми чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ: «Тӳрӗ ҫын вара хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ» (Рим 1:16, 17; Гал. 3:11; Евр. 10:38). Анчах та ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пыракан «Ырӑ Хыпарпа» «пурте ҫылӑха кӗнӗ» текен факт хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур?

10, 11. Мӗншӗн Рим 3:23-мӗш сӑвӑ йӗркинчи шухӑш пӗрисемшӗн ӑнланмалла, теприсемшӗн — ҫук?

10 Ҫӑлӑнма кирлӗ ӗненӗве аталантариччен ҫыннӑн хӑй ҫылӑхлӑ пулнине ӑнланса йышӑнмалла. Ачаранах Турра ӗненекене тата Библие кӑштах та пулин пӗлекене ҫав шухӑш тӗлӗнтерсех ямасть. (Екклесиаст 7:20 вуласа пар.) Вӗсем хӑйсем ҫылӑхлӑ пулнипе килӗшсен те, килӗшмесен те пултараҫҫӗ, анчах та Павел: «Пурте ҫылӑха кӗнӗ»,— тенипе мӗн каласшӑн пулнине ӑнланма вӗсене йывӑрах мар (Рим 3:23). Ҫапах та эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫавӑн пек каланине ӑнланман ҫынсене час-часах тӗл пулатпӑр.

11 Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче нумайӑшӗ ҫын ҫылӑхлӑ ҫуралать тенине, ҫылӑх йӑхран йӑха куҫать тенине илтмен. Вӗсем хӑйсем йӑнӑшсем тунине, хӑйсен ҫитменлӗхсем пуррине тата хӑш-пӗр чухне хӑйсене япӑх тытнине ӑнланаҫҫӗ паллах. Ыттисем те ҫавнашкалах пулнине вӗсем кураҫҫӗ. Анчах та вӗсем хӑйсемпе тата ыттисемпе мӗншӗн ҫавӑн пекки пулса пынине, тӗрӗссипе каласан, ӑнланмаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чӗлхесенче ҫылӑхлӑ тени вӑл ҫын мӗнле те пулин преступлени тунине е, сахалтан та, мӗнле те пулин йӗркене пӑснине пӗлтерет. Ҫавӑн пек шухӑшсем тытса ӳссе ҫитӗннӗ ҫынсем хӑйсем пирки ҫылӑхлӑ ҫынсем — Павел пурте ҫылӑхлӑ тенӗ чухне мӗн каласшӑн пулнӑ, ҫавӑн пек ҫылӑхлӑ — тесе шутламаҫҫӗ пулас.

12. Пур ҫын та ҫылӑхлӑ пулнине нумайӑшӗ мӗншӗн ӗненмест?

12 Христиан тӗнне тытса тӑракан ҫӗршывсенче те нумайӑшӗ хӑйсем ҫылӑхлӑ пулнине ӗненмест. Мӗншӗн? Вӗсем, тен, чиркӗве те ҫӳреҫҫӗ, ҫапах та вӗсемшӗн Библире Адампа Ева ҫинчен калани юмах е халап кӑна. Теприсем Турра ӗненмен ҫынсем хушшинче ҫитӗнеҫҫӗ. Вӗсем Турӑ пурри пирки иккӗленеҫҫӗ, ҫавӑнпа та Ҫӳлти Турӑ ҫынсене нравственность нормисене панине тата ҫав нормӑсене пӑсни ҫылӑх тунипе пӗрех пулнине ӑнланмаҫҫӗ. Хӑш-пӗр енчен вӗсем, Павел каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, «ҫак тӗнчере шанчӑксӑр, Турӑсӑр пурӑннӑ» ҫынсем евӗрлӗ (Эф. 2:12, ҪХ).

13, 14. а) Кам Турра ӗненмест тата хӑйӗн пирки ҫылӑхлӑ ҫын тесе шутламасть, ҫавсен тӳрре тухас тесе хирӗҫ тавӑрса каламалли ҫуккине кӑтартса паракан сӑлтавсенчен пӗри хӑшӗ? ӑ) Ӗненменни нумайӑшне мӗн патне илсе ҫитернӗ?

13 Павел римлянсем патне янӑ ҫырура ҫынна — хӑй ҫылӑхлӑ пулнине йышӑнманскере — мӗн ачаран мӗне вӗрентсе ӳстерни мӗншӗн тӳрре кӑларманнине уҫса паракан икӗ сӑлтав илсе панӑ. Пӗрремӗш сӑлтав вӑл — Пултаракан пурри ҫинчен пултарнӑ япаласем пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. (Рим 1:19, 20 вуласа пар.) Ҫакӑ Павел Римран еврейсем патне ҫырнипе килӗшӳллӗ: «Кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ» (Евр. 3:4). Павел шухӑша мӗнле уҫса пыни Пултаракан пуррине тата вӑл пӗтӗм Ҫут тӗнчене тунине кӑтартса парать.

14 Ҫавӑнпа та Павелӑн римлянсем патне ҫырнӑ чухне чӗрӗ мар турӑшсене чыслакансен пурин те — ҫав шутрах авалхи Израиль ҫыннисен те — тӳрре тухас тесе «хирӗҫ тавӑрса каламалли ҫук» тесе ҫырма витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ. Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне арҫынпа арҫын, хӗрарӑмпа хӗрарӑм йӗрӗнчӗкле аскӑн ӗҫ тӑвакансем пирки те ҫавнах калама пулать (Рим 1:22—27). Чӑнах та Павел тӗрӗс каланӑ: «Иудейсем те, эллинсем те пурте ҫылӑх айӗнче» (Рим 3:9).

Ӑшри сасӑ

15. Пур ҫыннӑн та мӗн пур тата ҫавӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

15 Римлянсем патне янӑ ҫырура ҫынсен хӑйсем ҫылӑхлӑ пулнине мӗншӗн йышӑнма кирлине тата ҫавӑн пек начар лару-тӑруран хӑтӑлма кирлине кӑтартакан тепӗр сӑлтав илсе кӑтартнӑ. Турӑ авалхи Израиле панӑ саккунсен пуххи пирки Павел ҫырнӑ: «Саккуна пӗлсех ҫылӑха кӗнисем вара саккун тӑрӑх айӑпа юлӗҫ» (Рим 2:12). Шухӑша малалла сӳтсе явнӑ май вӑл ытти халӑх ҫыннисем, Туррӑн саккунне пӗлменскерсем, час-часах «чунӗ систернипех йӗркеллӗ ӗҫ [«саккун хушнӑ пек», ҪХ] тӑваҫҫӗ» тесе палӑртнӑ. Ҫавӑн пек ҫынсем, ялан тенӗ пекех, ҫывӑх тӑвансем пӗр-пӗринпе ар хутшӑнӑвне кӗнине, ҫынна вӗлернине тата вӑрланине сивлеҫҫӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пек пулнине Павел ӑнлантарса парать — вӗсене «чунӗ [«совеҫӗ», ҪТ] пӗлтерсе тӑрать». (Рим 2:14, 15 вуласа пар.)

16. Мӗншӗн совесть пурри ҫын ҫылӑхран пӑрӑнса ҫӳрӗ тенине пӗлтермест?

16 Ҫапах та эсӗ асӑрханӑ пуль, ӑшра каласа тӑракан сасӑ пек ӗҫлекен совесть пурри ҫын совесть хушнӑ пек тӑвасса пӗлтермест. Ҫакӑ авалхи Израиль тӗслӗхӗнчен курӑнса тӑрать. Израильсен Турӑ панӑ совесть те, ятарлӑ саккунсем те — вӑрлама, мӑшӑрсӑр пуҫне ыттисемпе ар хутшӑнӑвне кӗме чаракан саккунсем — пулнӑ пулин те, вӗсем час-часах хӑйсен совеҫӗ тата Иеговӑн Саккунӗ хушнӑ пек туман (Рим 2:21—23). Вӗсем икӗ хут ытла айӑплӑ пулнӑ, ҫапла вара Туррӑн нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑнман, унӑн ирӗкне туса тӑман ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнӑ паллах. Ҫакӑ вара Пултараканпа вӗсем хушшинчи хутшӑнусем ҫине питӗ япӑх витӗм кӳнӗ (Лев. 19:11; 20:10; Рим 3:20).

17. Римлянсем патне янӑ ҫырура мӗн тесе хавхалантарни пур?

17 Римлянсем патне янӑ ҫырура мӗн каланине пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн этемлӗхӗн лару-тӑрӑвӗ, ҫав шутрах пирӗн те, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ умӗнче шутсӑр начар пек туйӑнма пултарать. Анчах та Павел ҫав йывӑрлӑхран хӑтӑлмалли май пурри ҫинчен каланӑ. Псалом 31:1, 2-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи Давидӑн сӑмахӗсене илсе парса апостол ҫырнӑ: «Йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ, ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫлаттарнӑ ҫын телейлӗ; ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен ҫын телейлӗ» (Рим 4:7, 8). Турӑ, хӑйӗн тӳрӗлӗх нормисене пӑсмасӑрах, ҫылӑхсене каҫарттармалли май уҫса панӑ.

Ырӑ хыпар Иисусӑн пӗлтерӗшне палӑртать

18, 19. а) Римлянсем патне янӑ ҫырура Павел «Ырӑ Хыпарӑн» хӑш енӗ ҫине тимлеттернӗ? ӑ) Патшалӑх пиллӗхӗсене илес тесен пирӗн мӗне ӑнланса йышӑнмалла?

18 Иегова мӗн туни ҫинчен шухӑшланӑ май эсӗ, тен, калӑн: «Ку чӑнах та ырӑ хыпар!» Ҫав тӗлӗшрен Павел римлянсем патне янӑ ҫырура каланӑ ырӑ хыпарӑн ҫав енне каллех палӑртни вырӑнлӑ. Павел: «Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме вӑтанмастӑп: ҫав Хыпар — Турӑ хӑвачӗ... ӗненекене вӑл кирек кама та... ҫӑлать»,— тесе ҫырнӑ тенӗччӗ (Рим 1:15, 16).

19 Ҫав ырӑ хыпар Турӑ мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлас тӗлӗшрен Иисусӑн пӗлтерӗшӗ мӗнле пулнине палӑртать. Павел «Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсенӗн вӑрттӑн ӗҫӗсене [«ырӑ хыпарпа килӗшӳллӗ», ҪТ] сут тӑвас куна» кӗтсе тӑнӑ (Рим 2:16). Ҫавӑн пек каланипе вӑл «Христоспа Турӑ Патшалӑхӗн» пӗлтерӗшне те, Турӑ ҫав Патшалӑх урлӑ мӗн тӑвасси ҫинчен те пӗчӗклетсе каламан (Эф. 5:5). Анчах та вӑл кӑтартса панӑ: эпир Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынипе пурӑнасшӑн пулсан тата ҫав Патшалӑхӑн пиллӗхӗсене илесшӗн пулсан, пирӗн Турӑ умӗнче ҫылӑхлӑ пулнине йышӑнмалла тата ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен мӗншӗн Иисус Христоса ӗненме кирлине ӑнланмалла. Ҫын ҫавсем пурте Турӑ мӗн тума шутласа хунипе ҫыхӑннине ӑнланать тата ҫавӑ ун умне мӗнле пуласлӑх уҫса панине курать пулсан, вӑл чӑннипе: «Ара ку чӑнах та ырӑ хыпар-ҫке!» — тесе кӑшкӑрма пултарать.

20, 21. Мӗншӗн сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне римлянсем патне янӑ ҫырура палӑртса каланӑ ырӑ хыпара пирӗн асра тытмалла тата ҫавна туни вара мӗн парӗ?

20 Христиансем тӑвакан сӑваплӑ ӗҫе хутшӑннӑ чухне ырӑ хыпарӑн ҫав енне пирӗн, паллах, асра тытмалла. Иисус ҫинчен каланӑ май Павел Исаийӑн сӑмахӗсене илсе парать: «Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» (Рим 10:11; Ис. 28:16). Библире ҫылӑх ҫинчен мӗн каланине кӑштах та пулин пӗлекенсене Иисус ҫинчен калакан хыпар ытлашши тӗлӗнтермӗ пуль, анчах та ытти культурӑри ҫынсемшӗн ҫав хыпар пӗтӗмпех ҫӗнӗ пулма пултарать. Ҫавӑн пек ҫынсем Турра ӗненме тата Сӑваплӑ Ҫырӑва шанма пуҫласан, пирӗн вӗсене Иисус пӗлтерӗшӗ мӗнле пулнине ӑнлантарса памалла. Тепӗр статьяра эпир римлянсем патне янӑ ҫырӑвӑн 5-мӗш сыпӑкӗнче ырӑ хыпарӑн ҫав енне мӗнле уҫса панине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пек вӗренни пире сӑваплӑ ӗҫре усӑллӑ пулӗ.

21 Римлянсем патне янӑ ҫырура пӗрре анчах мар калакан ырӑ хыпара тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене ӑнланма пулӑшни пире пысӑк савӑнӑҫ парать, мӗншӗн тесен ҫав хыпар — «Турӑ хӑвачӗ, ӗненекене вӑл кирек кама та... ҫӑлать» (Рим 1:16). Унсӑр пуҫне, эпир Павел Исаия 52:7-мӗшӗнчен илсе каланӑ сӑмахсемпе ыттисем килӗшнине куратпӑр: «Канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар калакансенӗн урисем епле илемлӗ!» (Рим 10:15.)

[Сноска]

a Ҫавӑн пек сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ ытти кӗнекесенче те тӗл пулаҫҫӗ (Марк 1:1; Ап. ӗҫ. 5:42; 1 Кор. 9:12; Флп. 1:27).

Астӑватӑр-и эсир?

• Римлянсем патне янӑ ҫырура «Ырӑ Хыпарӑн» хӑш енӗ ҫинчен палӑртса каланӑ?

• Ҫынсене мӗнле факта ӑнланма пирӗн пулӑшмалла?

• Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпар пире те, ытти ҫынсене те мӗнле пиллӗхсем кӳме пултарать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]