Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хӑвӑр хушшӑрта тӑрӑшса ӗҫлекенсене хисеплӗр

Хӑвӑр хушшӑрта тӑрӑшса ӗҫлекенсене хисеплӗр

Хӑвӑр хушшӑрта тӑрӑшса ӗҫлекенсене хисеплӗр

«Хӑвӑрӑн ӗненекен ушкӑнӑршӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче яваплӑ ҫынсене [«ертсе пыракансене», ҪХ], хӑвӑр хушшӑрта тӑрӑшса ӗҫлекенсене, хӑвӑра ӑс паракансене хисеплӗр» (1 ФЕС. 5:12).

1, 2. а) Фессалоникӑри пухура, Павел вӗсем патне хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвне ҫырнӑ чухне, мӗнле лару-тӑру пулнӑ? ӑ) Павел фессалоникӑрисене мӗн тума хавхалантарнӑ?

 КАЛӐПӐР, эсӗ пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑнатӑн тата Фессалоникӑри пухӑва — Европӑра чи малтан йӗркеленсе кайнӑ пухусенчен пӗрне — ҫӳретӗн. Павел апостол унта пухури тӑвансене тӗреклетмешкӗн сахал мар вӑхӑт ирттернӗ. Ытти пухусенчи пекех, вӑл старейшинӑсене, вӗсем ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илччӗр тесе, суйласа лартнӑ пулас (Ап. ӗҫ. 14:23). Анчах та пухӑва йӗркеленӗ хыҫҫӑнах иудейсем пӗр ушкӑн ҫын пухса Павелпа Силӑна хуларан хӑваласа кӑларса янӑ. Фессалоникӑра тӑрса юлнӑ христиансем хӑйсене тӑлӑха юлнӑ пек туйнӑ пулас тата, тен, хӑранӑ та пуль.

2 Фессалоникӑран кайсан, Павел анчах йӗркелленнӗ пуху пирки пӑшӑрханнӑ паллах. Вӑл унта таврӑнас тесе темиҫе хутчен те тӑрӑшса пӑхнӑ, анчах унӑн ҫулне Шуйттан пӳлсе тӑнӑ. Ҫавӑнпа та пухӑва тӗреклетмешкӗн вӑл Тимофея янӑ (1 Фес. 2:18; 3:2). Тимофей лайӑх хыпарпа таврӑнсан, Павел фессалоникӑрисем патне ҫыру ҫырма шутланӑ. Ҫав ҫырура Павел вӗсене хӑйсене ертсе пыракансене хисеплеме те хавхалантарнӑ. (1 Фессалоника 5:12, 13 вуласа пар.)

3. Старейшинӑсене чунтан хисеплеме Фессалоникӑри христиансен мӗнле сӑлтавсем пулнӑ?

3 Фессалоникӑри христиансем хушшинче ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илнӗ арҫын-тӑвансем Павел пек тата унпа пӗрле ҫӳрекен юлташӗсем пек опытлӑ пулман, ҫавӑн пекех вӗсем Иерусалимри старейшинӑсем пек чылай вӑхӑт хушши христиансем пулман. Пухӑва йӗркеленӗренпе пӗр ҫулталӑк та иртмен вӗт! Ҫав-ҫавах пухӑва ҫӳрекенсем тӑрӑшса ӗҫлекен, пухӑва ертсе пыракан тата пухури тӑвансене ӑс паракан старейшинӑсем пурришӗн пархатарлӑ пулма пултарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вӗсен старейшинӑсене «юратса хисеплеме» сӑлтавсем пулнӑ. Ҫавӑн пек чӗнсе каланӑ хыҫҫӑн Павел «пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр» тесе канаш панӑ. Эсӗ Фессалоникӑра пулнӑ пулсан, старейшинӑсене вӗсен ӗҫӗсемшӗн чунтан пархатарлӑ пулнине кӑтартнӑ пулӑттӑнччӗ-ши? Турӑ Христос урлӑ санӑн пуху валли панӑ «ырӑлӑх [«тивӗҫлӗ парнесем», ҪХ]» ҫине эсӗ мӗнле пӑхатӑн? (Эф. 4:8.)

«Тӑрӑшса ӗҫлекенсем»

4, 5. Мӗншӗн Павел вӑхӑтӗнчи старейшинӑсен пухӑва вӗрентес тесе тӑрӑшса ӗҫлемелле пулнӑ тата мӗншӗн хальхи вӑхӑтри старейшинӑсем пирки те ҫавнах калама пулать?

4 Фессалоникӑри старейшинӑсем Павелпа Силӑна Верийӑна ӑсатса ярсан, тӑрӑшса ӗҫленӗ. Мӗн-мӗн тунӑ вӗсем? Павелран тӗслӗх илсе вӗсем, паллах, пухӑва Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса вӗрентнӗ. «Анчах та Фессалоникӑри христиансем Туррӑн Сӑмахне хакланӑ-ши?» — тесе ыйтӑн, тен, эсӗ. Вӗт Библире каланӑ тӑрӑх, «Верия ҫыннисем Фессалоника ҫыннисенчен уҫӑ кӑмӑллӑрах пулнӑ... Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе пӑхса Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ» (Ап. ӗҫ. 17:11). Анчах та ҫакна палӑртмалла: ҫав сӑвӑ йӗркинче христиансем ҫинчен мар, Фессалоникӑра пурӑнакан иудейсем пирки сӑмах пырать. Фессалоника ҫыннисем, ӗненме пуҫланисем, «Турӑ Сӑмахне... этем сӑмахӗ вырӑнне хурса» йышӑнман, «Турӑ Сӑмахӗ тесе хапӑл тунӑ» (1 Фес. 2:13). Ҫавӑнпа та старейшинӑсем пухӑва вӗрентес тесе тӑрӑшса ӗҫленӗ пулас.

5 Хальхи вӑхӑтра шанчӑклӑ та ӑслӑ чура Туррӑн кӗтӗвне «вӑхӑтра апат» парса тӑрать (Матф. 24:45). Пухӑва ҫӳрекенсем Библи тӑрӑх хатӗрленӗ нумай публикаципе усӑ курма пултараҫҫӗ тата хӑш-пӗр чӗлхепе кӑларнӑ «Индекс публикаций Сторожевой Башни» тата электронлӑ библиотека та пур. Унсӑр пуҫне чура ертсе пынипе старейшинӑсем пухури тӑвансене вӗрентес тесе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Пухӑва Турӑпа ҫывӑхланмашкӑн мӗн кирлӗ, ҫавӑнпа тивӗҫтерсе тӑмашкӑн старейшинӑсем тӗлпулури программӑн пункчӗсене хатӗрленме нумай сехет ирттереҫҫӗ. Ҫав пунктсене хатӗрленессе те вӗсем итлекенсене ӑнланмалла каласа парас тесе хатӗрленеҫҫӗ. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата конгрессенче сӑмах тухса каламашкӑн старейшинӑсем мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши хатӗрленни ҫинчен эсӗ шухӑшласа пӑхнӑ-и?

6, 7. а) Фессалоникӑри старейшинӑсене Павел мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? ӑ) Мӗншӗн хальхи старейшинӑсене Павел пек пулма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать?

6 Павел кӗтӗве пӑхса тӑрас тӗлӗшпе кӑтартнӑ тӗслӗхе Фессалоникӑри старейшинӑсем асра тытнӑ. Пӗрле ӗненекенсене кӗтӳҫ пулӑшнӑ пек, пулӑшнӑ чухне Павел ҫавна ҫиелтен, ячӗшӗн туман. Вӑл вӗсемпе «ӗмӗртекен амӑшӗ ачисене юратса пӑхнӑ пек» йӑваш пулнӑ тесе унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ. (1 Фессалоника 2:7, 8 вуласа пар.) Вӑл вӗсемшӗн хӑйӗн чунне те «пама» хатӗр пулнӑ! Сурӑхсене пӑхнӑ чухне Фессалоникӑри старейшинӑсен ун евӗрлӗ пулмалла пулнӑ.

7 Хальхи вӑхӑтра христиансен пухӑвӗнчи кӗтӳҫсем Павелран тӗслӗх илсе кӗтӳшӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр сурӑхсене ӑшӑ кӑмӑллӑ тата туслӑ пулма йывӑртарах. Ҫапах та старейшинӑсем вӗсене ӑнланма тата вӗсенче лайӑххине курма тӑрӑшаҫҫӗ. Старейшинӑн та ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа та пухӑва ҫӳрекенсенче пуринче те аваннине курса тӑрас тесе унӑн вӑй хума тивет. Анчах та вӑл пуринпе те йӑваш тата Христоса пӑхӑнса тӑракан лайӑх кӗтӳҫ пулма тӑрӑшни мухтава тивӗҫлӗ мар-и?

8, 9. Хальхи старейшинӑсем пирӗн чунӑмӑршӑн мӗнле майпа «ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ»?

8 Пирӗн пурсӑмӑрӑн та старейшинӑсене пӑхӑнса тӑма сӑлтавсем ҫителӗклех. Павел ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсем пирӗн чунӑмӑршӑн «ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ» (Евр. 13:17, ҪХ). Ҫав сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кӗтӗве хӳтӗлес тесе ҫӗр ҫывӑрмасӑр ирттерме хатӗр тӑракан кӗтӳҫсене аса илтерет. Ҫавӑн пекех, паянхи старейшинӑсен те кам начар сывлӑх пулнипе, кӑмӑл-туйӑм пусӑрӑннипе аптӑрать е кама Библи принципӗсене тытса тӑма йывӑр, ҫавсене пулӑшас тесе хӑш-пӗр чухне сахал ҫывӑрма тивет. Сӑмахран, больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетри арҫын-тӑвансене, йывӑр лару-тӑру сиксе тухсан, ҫӗрле вӑратма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек лару-тӑрура пире пулӑшу панӑшӑн эпир вӗсене чӗререн тав тӑватпӑр!

9 Регионри строительство комитечӗсенче тата пулӑшу паракан комитетсенче ӗҫлекен старейшинӑсем пухури тӑвансене пулӑшас тесе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн вӗсене чунтан пулӑшса тӑмалла, вӗт вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ! Мьянмӑра 2008-мӗш ҫулта «Наргис» циклонран инкек курнисене мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Ботингон ялӗнчи — Иравади юханшыв юппин таврашӗнче ҫав инкекрен юхӑнса пӗтнӗ вырӑнта вырнаҫнӑ ялти — пухӑва ҫитсе курас тесе доброволецсен ушкӑнӗн ҫав пушанса юлнӑ районсем витӗр тухмалла пулнӑ, унта вара пур ҫӗрте те вилесем выртнӑ. Ҫав вырӑнти тӑвансем пулӑшма килнисен пӗрремӗш ушкӑнӗнче хӑйсен унчченхи район надзирательне курсан кӑшкӑрса янӑ: «Пӑхӑр-ха! Ку пирӗн район надзирателӗ вӗт! Иегова пире ҫӑлать!» Старейшинӑсем ир те, каҫ та тӑрӑшса ӗҫленине эсӗ хаклатӑн-и? Хӑш-пӗр старейшинӑсене правӑпа ҫыхӑннӑ йывӑр ыйтусене татса памашкӑн ятарлӑ комитетсенче ӗҫлеме суйласа лартаҫҫӗ. Ҫав арҫын-тӑвансем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанмаҫҫӗ, анчах та вӗсем кама пулӑшнӑ, ҫавсем вӗсене чӗререн тав тӑваҫҫӗ (Матф. 6:2—4).

10. Куҫа курӑнсах кайман мӗнле ӗҫсене старейшинӑсем туса тӑраҫҫӗ?

10 Старейшинӑсенчен нумайӑшӗ хут ӗҫӗпе те ӗҫлет. Сӑмахран, старейшинӑсен совечӗн координаторӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем валли эрнелӗх расписани хатӗрлет, пуху секретарӗ — ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренине кӑтартакан уйӑхри тата ҫулталӑкри отчетсене. Шкул надзирателӗ кама мӗнле задани парас-ши тесе тӗплӗн шухӑшлать. Кашни виҫӗ уйӑхра пухӑвӑн укҫи-тенкин шутне тӗрӗслеҫҫӗ. Старейшинӑсем филиалран илнӗ ҫырусене вулаҫҫӗ тата ӗненӳри пӗрлӗхе упраса хӑварма пулӑшакан канашсене тытса тӑраҫҫӗ (Эф. 4:2, 3, 13). Ҫав арҫын-тӑвансем тӑрӑшса ӗҫленине пула «пурте тирпейлӗ, пурте йӗркеллӗ пулса» пырать (1 Кор. 14:40).

«Ертсе пыракансем»

11, 12. Пухури ӗҫсене туса тӑрас енчен кам ертсе пырать тата ҫав ӗҫ шутне мӗн-мӗн кӗрет?

11 Павел Фессалоникӑри тӑрӑшса ӗҫлекен старейшинӑсем пирки пуху ӗҫӗсене туса тӑрас енчен ертсе пыраҫҫӗ тенӗ. «Яваплӑ ҫынсем [«ертсе пыракансем», ҪХ]» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «умӗнче тӑр» тенине пӗлтерет (1 Фес. 5:12). Павел ҫав старейшинӑсем пирки «тӑрӑшса ӗҫлекенсем» тенӗ. Вӑл пӗрин пирки мар, пухури пур старейшина пирки те каланӑ. Паянхи старейшинӑсенчен нумайӑшӗ пуху «умӗнче тӑрать» те тӗлпулусене ирттерес енчен ертсе пырать. Нумаях пулмасть «старейшинӑсен совечӗн координаторӗ» текен сӑмахсемпе усӑ курма пуҫлани пире пур старейшина ҫине те пӗр советӑн членӗсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшать.

12 Пухӑва ертсе пырасси, е ун умӗнче тӑрасси, вӑл — вӗрентесси кӑна мар. 1 Фессалоника 5:12-мӗшӗнче (ҪХ) «ертсе пыракансем» тесе куҫарнӑ сӑмах 1 Тимофей 3:4-мӗшӗнче те тӗл пулать — унта вара ӑна «тытса тӑракан» тесе куҫарнӑ. Ҫав сӑвӑ йӗркинче Павел надзирателӗн «хӑй кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан, ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан ҫын пулмалла» тенӗ. «Тытса тӑракан» тени вӑл ачисене вӗрентсе тӑнине кӑна мар, ҫемьере ертсе пымалла тата «ачи-пӑчине пӑхӑнтарса тӑмалла» тенине те пӗлтерет пулас. Чӑнах та, старейшинӑсем пухура пурне те Иеговӑна пӑхӑнса тӑма пулӑшас тесе ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илеҫҫӗ (1 Тим. 3:5).

13. Старейшинӑсен тӗлпулӑвӗнче йышӑну тумашкӑн мӗншӗн вӑхӑт кирлӗ пулма пултарӗ?

13 Кӗтӗве лайӑх пӑхас тесе старейшинӑсем пухӑва мӗн кирлипе лайӑхрах тивӗҫтермешкӗн мӗн тума кирлине пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Пур йышӑнӑва та пӗр старейшина кӑна тунӑ пулсан, ыйтусене татса пама хӑвӑртрах та ҫӑмӑлтарах пек туйӑнма пултарать. Анчах та пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан совет тӗслӗхне кура хальхи вӑхӑтра старейшинӑсен совечӗсем ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне старейшинӑсем хӑйсем мӗн шутланине уҫҫӑн калаҫҫӗ те Ҫырура ҫав ыйту пирки мӗн каланине шыраҫҫӗ. Вӗсен тӗллевӗ — хӑйсен пухӑвне мӗн кирлипе тивӗҫтерме пулӑшакан Библи принципӗсене тупасси. Кашни старейшина ҫав тӗлпулӑва хатӗрленмешкӗн Библи тата шанчӑклӑ та ӑслӑ чура панӑ кӑтартусене тӗпчет пулсан, ҫавӑн пек сӳтсе явнисем ӑнӑҫлӑрах пулӗҫ. Ҫавна тумашкӑн, паллах, вӑхӑт кирлӗ. Шухӑшсем тӗрлӗрен пулчӗҫ пулсан — пӗрремӗш ӗмӗрте те ертсе пыракан совет ӳт кастармаллипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ чухне ҫавӑн пек пулнӑ — Ҫыру тӑрӑх пӗр шухӑшлӑ пулса йышӑну тумашкӑн, тен, тепӗртак вӑхӑт кирлӗ тата тӗпчемелле пулӗ (Ап. ӗҫ. 15:2, 6, 7, 12—14, 28).

14. Старейшинӑсен советӗнчи старейшинӑсем пӗрле, пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫленине эсир хаклатӑр-и? Мӗншӗн?

14 Пӗр старейшина хӑйӗнни ҫинчех тӑрать пулсан тата хӑйӗн шухӑшӗсене кӑна йышӑнтарасшӑн пулсан, мӗн пулса тухма пултарать? Кам та пулин, пӗрремӗш ӗмӗрти Диотреф пек, харкаштарса ҫӳрет пулсан, вара мӗн? (3 Иоанн 9, 10). Ҫавӑн пек чухне пухура пурне те йывӑр килӗ паллах. Сатана пӗрремӗш ӗмӗрте пухури пӗрлӗхе аркатма тӑрӑшнӑ пулсан, вӑл халӗ те ҫавнах тӑвасшӑн. Вӑл эгоистла шухӑш-кӑмӑллӑ пулма хистеме, калӑпӑр, чаплӑ вырӑн йышӑнасси ҫинчен шухӑшлаттарма пултарать. Ҫавӑнпа та старейшинӑсен хӑйсене ытларах та ытларах кӗҫӗне хумашкӑн вӗренмелле тата пӗр-пӗринпе канашласа ӗҫлемелле. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлекен старейшинӑсем хӑйсене кӗҫӗне хунине эпир питӗ хаклатпӑр!

«Ӑс паракансем»

15. Пухури тӑвансене ӑс пама е ӳкӗтлеме старейшинӑсене мӗн хавхалантарса тӑрать?

15 Унтан Павел старейшинӑсем тӑвакан йывӑр, ҫав вӑхӑтрах кирлӗ ӗҫ ҫине тимлеттернӗ — кӗтӗве ӑс парасси ҫине. Христианла Грек Ҫырӑвӗнче «ӑс паракан» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе Павел кӑна усӑ курнӑ. Ҫав сӑмах хытарса каланӑ канашпа е ӳкӗтленипе ҫыхӑннӑ, анчах та вӑл тӑшманла тытмаллине пӗлтермест (2 Фес. 3:15). Сӑмахран, Павел Коринфри христиансем патне ҫырнӑ: «Ҫакна сире намӑслантарасшӑн ҫырмастӑп, юратнӑ ачамсем вырӑнне хурса сире ӑса вӗрентетӗп» (1 Кор. 4:14). Вӑл тӑвансене юратнӑран, пулӑшас тесе ӑса вӗрентнӗ.

16. Ыттисене ӑс панӑ, е ӳкӗтленӗ, чухне старейшинӑсен мӗне асра тытмалла?

16 Ыттисене ӑс панӑ, е ӳкӗтленӗ, чухне ҫавна мӗнле туни питӗ кирлине асра тытаҫҫӗ старейшинӑсем. Вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ пулнипе, юрату кӑтартнипе тата пулӑшма хатӗр пулнипе Павел пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ. (1 Фессалоника 2:11, 12 вуласа пар.) Старейшинӑсем, паллах ӗнтӗ, «чӑн сӑмаха» ҫирӗп тытса пурӑнаҫҫӗ, ҫавна пула вӗсем «тӗрӗс вӗрентсе ӳкӗтлеме» пултараҫҫӗ (Тит 1:5—9).

17, 18. Старейшина сана канаш панӑ чухне санӑн мӗне асра тытмалла?

17 Паллах ӗнтӗ, старейшинӑсен те ҫитменлӗхсем пур, вӗсем те мӗн те пулин каланӑ хыҫҫӑн мӗншӗн ҫавна каларӑм-ши тесе ӳкӗнме пултараҫҫӗ (3 Патш. 8:46; Иак. 3:8). Старейшинӑсем ҫакна та ӑнланаҫҫӗ: пухури тӑвансене канаш парсан, ҫавӑ вӗсене ялан тенӗ пекех малтан «савӑнтармасть, хурлантарать ҫеҫ» (Евр. 12:11). Ҫавӑнпа та кама та пулин канаш парас умӗн старейшина, паллах, пурне те тӗплӗн шухӑшлать тата ҫавӑн пирки кӗлӗ тӑвать. Сана канаш пачӗҫ пулсан, старейшина саншӑн чунтан тӑрӑшнине хаклатӑн-и эсӗ?

18 Калӑпӑр, санӑн сывлӑху япӑхланма пуҫларӗ те тухтӑрсенчен нихӑшӗ те ҫавна ӑнлантарса пама пултараймасть. Унтан вара пӗр тухтӑр тӗрӗс диагноз лартать, анчах та санӑн ҫавӑнпа килӗшес килмест. Ҫав тухтӑр ҫине эсӗ кӳреннӗ пулӑттӑн-ши? Ҫук! Вӑл операци тума сӗнчӗ пулсан та, ҫавӑ усӑ парасса шанса эсӗ операци тутарма килӗшетӗнех пуль. Тухтӑр санпа мӗнле калаҫни санӑн туйӑмусем ҫине, тен, витӗм кӳрӗ, анчах та эсӗ мӗнле йышӑну тӑвасси ҫавӑнтан килӗ-ши? Ҫук пуль. Ҫавӑн пекех мӗнле майпа ӳкӗтлени сана ӑс паракансене итлеме ан чӑрмантартӑр. Тен, Иеговӑпа Иисус сана, чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тумашкӑн тата Турӑпа хӑвӑн хушӑри хутшӑнусене хӳтӗлемешкӗн эсӗ хӑвна мӗнле пулӑшма пултарнине кӑтартас тесе вӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Старейшинӑсене — Иегова панӑ парнесене — хаклӑр!

19, 20. «Тивӗҫлӗ парнесемшӗн» пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

19 Шӑп сана валли ятарласа хатӗрленӗ парне илтӗн пулсан, эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? Санӑн пархатарлӑху унпа усӑ курнинче палӑрса тӑрӗ паллах. Иисус Христос урлӑ Иегова сана «тивӗҫлӗ парнесем» панӑ. Вӗсемшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартмалли майсенчен пӗри — старейшинӑсем сӑмах тухса каланине тимлӗ итлени тата вӗсем мӗн каланине тытса тӑма тӑрӑшни. Пархатарлӑ пулнине пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче комментарисене шухӑшласа каланипе те кӑтартма пулать. Хӑш ӗҫре старейшинӑсем ертсе пыраҫҫӗ, ҫавсене, калӑпӑр, ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑн. Старейшина панӑ канаш сана пулӑшрӗ пулсан, мӗншӗн-ха ӑна ҫавӑн пирки калас мар? Унсӑр пуҫне старейшинӑсен ҫемйисене пархатарлӑ пулнине мӗншӗн кӑтартас мар? Ҫакна ан ман: старейшина пухура тӑрӑшса ӗҫлеме пултартӑр тесе унӑн ҫемйи унпа пулмалли вӑхӑта уйӑрса парать.

20 Ҫапла, тӑрӑшса ӗҫлекен, ертсе пыракан тата ӑс паракан старейшинӑсемшӗн пархатарлӑ пулма пирӗн нумай сӑлтав пур. Чӑнах та, старейшинӑсем — Иегова панӑ парнесем!

Астӑватӑр-и эсир?

• Фессалоникӑри христиансен хӑйсем хушшинче ертсе пыракансене хаклама мӗнле сӑлтавсем пулнӑ?

• Сирӗн пухура старейшинӑсем мӗнле-мӗнле ӗҫсенче тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ?

• Старейшинӑсем пухура ертсе пыни сире мӗнле усӑ парать?

• Старейшина канаш панӑ чухне санӑн мӗне асра тытмалла?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]