Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир Туррӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ-и?

Эсир Туррӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ-и?

Эсир Туррӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ-и?

«Турӑ сӑмахӗ чӗрӗ тата витӗмлӗ» (ЕВР. 4:12, ҪТ).

1. Хальхи вӑхӑтра эпир Туррӑн канӑҫлӑхне мӗнле кӗме пултаратпӑр, анчах ҫавна тума мӗншӗн йывӑр пулма пултарать?

 УНЧЧЕНХИ статьяран эпир Туррӑн канӑҫлӑхне унӑн тӗллевӗпе килӗшӳллӗ итлесе пурӑннипе кӗме пултарнине пӗлтӗмӗр. Ҫавна тума ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Сӑмахран, пире мӗн килӗшет, ҫавна Иегова сивленине пӗлтӗмӗр пулсан, эпир ӑшра ҫавна хӑш-пӗр чухне хирӗҫлеме пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне пирӗн ӑна «пӑхӑнуллӑ» пулас тесе ытларах вӑй хумалла пулать (Иак. 3:17, ҪХ). Ҫак статьяра эпир пурнӑҫӑн темиҫе енне пӑхса тухӑпӑр. Вӗсенче Ӑна чӗререн пӑхӑнса тӑрасси, урӑхла каласан, Туррӑн тӗллевӗпе килӗшӳллӗ пурӑнасси, тӗрӗсленме пултарать.

2, 3. Иегова пире малалла та кӑмӑллатӑр тесен, пирӗн мӗн тумалла?

2 Библи тӑрӑх панӑ канашсене йышӑнма сире йывӑр-и? Кама Турӑ хӑйӗн организацине илсе килесшӗн, ҫавсем пирки Библире «пур халӑхран тухнӑ кӑмӑла каякан хаклӑ мул» тенӗ (Аггей 2:7, ҪТ). Паллах ӗнтӗ, пирӗнтен нумайӑшӗ пирки, чӑнлӑха анчах пӗлме пуҫланӑ чухне, «кӑмӑла каякан хаклӑ мул» тесе калама йывӑр пулнӑ. Анчах та Турра тата унӑн хаклӑ Ывӑлне юратни пире, Турра пур енчен те юраса тӑрас тесе, хамӑр шухӑш-кӑмӑла, йӑласене улӑштарма хавхалантарчӗ. Юлашкинчен вара шутсӑр нумай кӗлӗ тунӑ тата вӑй хунӑ хыҫҫӑн чылайтанпа кӗтнӗ кун ҫитрӗ — эпир христианла шыва кӗме пултартӑмӑр. (Колоссӑ 1:9, 10 вуласа пар.)

3 Анчах шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та ҫитменлӗхпе кӗрешесси вӗҫленмест. Ҫав кӗрешӳ халӗ те пырать, малалла та пырӗ — хамӑрӑн ҫитменлӗхсем пӗтичченех. Эпир кӗрешме чарӑнмастпӑр пулсан тата Туррӑн кӑмӑлне каяс тесе тӑрӑшатпӑр пулсан, Иегова эпир вӑй хунине пиллессе шанма пултаратпӑр.

Канаш панӑ чухне

4. Иегова пире мӗнле виҫӗ майпа канаш пама пултарать?

4 Ҫитменлӗхсене тӳрлетме пуҫлас умӗн пирӗн хамӑрӑн мӗнле ҫитменлӗхсем пуррине пӗлмелле. Патшалӑх Залӗнче чӗрене тӗрӗслеме чӗнсе каланӑ доклад е хамӑра лайӑхрах тӗпчеме хавхалантаракан статья хамӑрта пысӑк ҫитменлӗх пуррине курма, тен, пулӑшӗ. Анчах ҫавӑн пек доклад е статья хыҫҫӑн та хӑш енчен улшӑнма кирлине курмарӑмӑр пулсан, Иегова пире хамӑрӑн ҫитменлӗхе кӑтартас тесе пухури тӑвансенчен пӗринпе усӑ курма пултарать. (Галати 6:1 вуласа пар.)

5. а) Канаш парсан эпир хамӑра мӗнле майпа тӗрӗс мар тытма пултаратпӑр? ӑ) Христиансен пухӑвӗнчи кӗтӳҫсен ыттисене пулӑшас тесе тӑрӑшнӑ чухне мӗншӗн ҫине тӑмаллине ӑнлантарса парӑр.

5 Ҫитменлӗхлӗ ҫыннӑн канашне йышӑнма, вӑл ӑна хисеплесе, юратса парать пулсан та, ҫӑмӑл мар. Ҫапах та, Галати 6:1-мӗшӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Иегова ҫакна тума хушать: суйласа лартнӑ арҫын-тӑвансен пире «йӑвашшӑн» тӳрлетме тӑрӑшмалла. Эпир канаша хапӑл туса йышӑнатпӑр пулсан, Турӑ пире ытларах та ытларах кӑмӑллама пуҫлӗ. Ҫакна палӑртма пулать: эпир кӗлӗ тунӑ чухне хамӑрӑн ҫитменлӗхсем пур тесе тӳррӗн калатпӑр. Анчах кам та пулин пирӗн пӗр-пӗр ҫитменлӗх ҫине кӑтартсан, пирӗн хамӑра тӳрре кӑларас, проблема ҫинчен пӗчӗклетсе калас, канаш паракан ҫын ҫавна таса кӑмӑлпа туни пирки иккӗлентерес е канаша мӗнле майпа панине тиркес йӑла пур (4 Патш. 5:11). Анчах та канаш аванмарлатма пултаракан ыйтусемпе ҫыхӑннӑ пулсан, калӑпӑр, килтисенчен кам та пулин хӑйне мӗнле тытнипе, пирӗн ҫипуҫпа, харпӑр хӑй гигиенипе е хамӑра килӗшекен, анчах та Иегова курайман вӑйӑ-кулӑпа ҫыхӑннӑ пулсан, эпир хӑвӑртах ҫилленме пултаратпӑр. Ҫакӑ вара хамӑра тӗлӗнтерме, канаш паракана та аптратса ӳкерме пултарӗ. Анчах лӑплансан эпир, ялан тенӗ пекех, канаш тӗрӗс пулнине ӑнланатпӑр.

6. Турӑ сӑмахӗ «чӗрери шухӑш-ӗмӗте» мӗнле уҫса парать?

6 Ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗрки пире Турӑ сӑмахӗ «витӗмлӗ» пулнине аса илтерет. Чӑнах та, Турӑ сӑмӑхӗн ҫынсен пурнӑҫне улӑштарма пулӑшакан вӑй пур. Ҫав сӑмах пире шыва кӗрес умӗн кирлӗ улшӑнусем тума пулӑшса тӑнӑ пекех, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та пулӑшса тӑрать. Еврейсем патне янӑ ҫырура Павел Турӑ сӑмахӗ «чунпа сывлӑш витӗр, тӑл-пӳ пайӗсемпе миме витӗр тухать, чӗрери шухӑш-ӗмӗте те тӑрӑ шыв ҫине кӑларать» тесе те ҫырнӑ (Евр. 4:12). Урӑхла каласан, Турӑ пирӗнтен мӗн кӗтнине лайӑх ӑнланнӑ хыҫҫӑн хамӑра мӗнле тытни эпир шалтан мӗнлерех ҫын пулнине кӑтартса парать. Пӑхма эпир мӗнлерех курӑнатпӑр («чун») тата чӑннипе эпир мӗнлерех ҫын пулни («сывлӑш») пӗр-пӗринчен, тен, уйӑрӑлса тӑрать. (Матфей 23:27, 28 вуласа пар.) Аяларах илсе панӑ лару-тӑрусенче эсир хӑвӑра мӗнле тытма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха.

Иеговӑн организацийӗпе пӗр харӑс пырӑр

7, 8. а) Хӑш-пӗр еврей христианӗсене Моисей саккунӗнчи хӑш-пӗр ӗҫсене туса тӑма мӗн тӗксе тӑма пултарнӑ? ӑ) Вӗсем вӑй хуни Иеговӑн уҫӑлса пыракан тӗллевӗпе килӗшӳллӗ пулнӑ-и?

7 Пирӗнтен нумайӑшӗ Ытарӑшсем 4:18-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене пӑхмасӑр каласа пама пултарать. «Тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать». Ҫакӑ вӑл эпир хамӑра мӗнле тытасси тата Туррӑн тӗллевне ӑнланасси вӑхӑт иртнӗҫемӗн лайӑхланса пырассине пӗлтерет.

8 Иисус вилнӗ хыҫҫӑн еврей христианӗсенчен нумайӑшне Моисей саккунне тытса тӑма пӑрахма йывӑр пулнине унчченхи статьяра сӳтсе явнӑччӗ (Ап. ӗҫ. 21:20). Христиансен Саккуна урӑх тытса тӑма кирлӗ маррине Павел питӗ лайӑх ӑнлантарса панӑ пулин те, хӑш-пӗрисем вӑл Турӑ пӗлтернипе каланӑ сӑмахсене тимлемен (Кол. 2:13—15). Саккун тума хушнӑ хӑш-пӗр ӗҫсене туса тӑнипе хӗсӗрленинчен хӑтӑлӑпӑр тесе шутланӑ пулас вӗсем. Кирек мӗнле пулсан та, Павел еврей христианӗсем патне ҫырса янӑ та вӗсем хӑйсене Туррӑн уҫӑлса пыракан тӗллевӗпе килӗшӳллӗ тытма пуҫламасӑр Туррӑн канӑҫлӑхне кӗме пултараймаҫҫӗ тесе тӳррӗн каланӑ a (Евр. 4:1, 2, 6; Еврейсем 4:11 вуласа пар). Турӑ ырлатӑр тесен, вӗсен вӑл халӗ хӑйӗн халӑхне урӑх майлӑ ертсе пынине йышӑнмалла пулнӑ.

9. Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнланас енчен улшӑнусем кӗртни ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

9 Хальхи вӑхӑтра Библи вӗрентӗвӗсене ӑнланас енчен улшӑнусем кӗртеҫҫӗ. Ҫакӑ пире пӑшӑрхантармалла мар; ҫакӑ пире шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана ытларах шанма пулӑшмалла. «Чуран» представителӗсем чӑнлӑхӑн хӑш-пӗр енӗсем ҫине мӗнле пӑхнине тӳрлетмеллине е ӑнлантарса памаллине кураҫҫӗ пулсан, вӗсем улшӑнусем кӗртме хӑрамаҫҫӗ. Шанчӑклӑ чурана улшӑнусем тунӑран сиксе тухма пултаракан критикӑран хӳтӗленессинчен ытларах Туррӑн уҫӑлса пыракан тӗллевӗпе килӗшӳллӗ туса тӑни кирлӗ. Библие ӑнланас енчен улшӑнусем кӗртнӗ чухне эсир хӑвӑра мӗнле тытатӑр? (Лука 5:39 вуласа пар.)

10, 11. Ырӑ хыпара ҫӗнӗ майсемпе сарасси ҫине хӑш-пӗрисем мӗнле пӑхнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

10 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хӑш-пӗр Библи Тӗпчевҫисем, сӑмах ӑстисем, ырӑ хыпар сарас ӗҫе тумалли чи чаплӑ май вӑл — лайӑх хатӗрленсе пархатарлӑ итлекенсем умне тухса сӑмах калани тесе шутланӑ. Халӑх умӗнче сӑмах калама вӗсене питӗ килӗшнӗ, вӗсенчен хӑш-пӗрисене вара итлесе ларакансем мухтаса илни шутсӑр килентернӗ. Анчах та каярахпа Иегова хӑйӗн халӑхне ырӑ хыпара тӗрлӗ майпа, килтен киле ҫӳренипе те, сартарасшӑн пулни паллӑ пулнӑ. Ҫав сӑмах ӑстисенчен хӑш-пӗрисем сӑваплӑ ӗҫе ҫавӑн пек ҫӗнӗ майсемпе туса пӑхас та темен. Пӑхма вӗсем Турра пуҫҫапакан, Ҫӳлхуҫана чунтан парӑнса пурӑнакан ҫынсем пек курӑннӑ. Анчах ырӑ хыпар сарас енчен Туррӑн тӗллевӗ уҫӑла пуҫласан, вӗсен чӑн-чӑн шухӑш-туйӑмӗ, кӑмӑл туртӑмӗ мӗнлерех пулни питӗ лайӑх палӑра пуҫланӑ. Иегова вӗсем тӗлӗшӗнчен хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл вӗсене пиллемен. Вӗсем организацие хӑварнӑ (Матф. 10:1—6; Ап. ӗҫ. 5:42; 20:20).

11 Анчах та ҫакӑ организацие шанчӑклӑ тӑрса юлнисене килтен киле ырӑ хыпар каласа ҫӳреме ҫӑмӑл пулнӑ тенине пӗлтермест. Нумайӑшне ҫавна тума, уйрӑмах чи малтан, йывӑр пулнӑ. Анчах вӗсем итлесе-пӑхӑнса тӑнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсен хӑйсен хумханӑвне ҫӗнтерме май килнӗ, Иегова вара вӗсене туллин пилленӗ. Сӑваплӑ ӗҫе пӗр майпа, сире хӑратаканнипе, тума сӗнсен, эсир хӑвӑра мӗнле тытатӑр? Мӗн те пулин ҫӗннине туса пӑхма хатӗр-и эсир?

Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри Иеговӑна хӑварсан

12, 13. а) Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынсене Иегова мӗншӗн пухуран кӑларса яма хушать? ӑ) Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем, христиансем, мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ тата мӗншӗн ҫавӑ вӗсемшӗн питӗ йывӑр пулма пултарать?

12 Турра юрӑхлӑ пулас тесен ӳт-пӳ, нравственность тата Турра пуҫҫапас енчен таса пулмалла тенипе эпир, паллах, килӗшетпӗр. (Тит 2:14 вуласа пар.) Анчах та хӑш-пӗр чухне ҫавӑн пек тума йывӑр пулма пултарать тата Турра чунтан парӑнса пурӑннипе пурӑнманни питӗ вӑйлӑ тӗрӗсленет. Калӑпӑр, упӑшкипе арӑмӗн, лайӑх христиансен, пӗртен-пӗр ывӑлӗ чӑнлӑха хӑварать. Иеговӑпа тата Турӑран хӑракан ашшӗ-амӑшӗпе хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусенчен ытларах «ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе» пурӑнасшӑн пулнӑран ҫак ҫамрӑка пухуран кӑларса яраҫҫӗ (Евр. 11:25).

13 Ашшӗпе амӑшӗ ним тума пӗлмесӗр аптӑраса тӑраҫҫӗ! Пухуран кӑларса янисем тӗлӗшӗнчен Библире мӗн каланине вӗсем пӗлеҫҫӗ. Библире: «Хӑшӗсем хӑйне сирӗн тӑванӑр теҫҫӗ те, хӑйсем ҫаплах асаҫҫӗ, сӑптӑраҫҫӗ, йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ, ӗҫке ярӑнаҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ,— эпӗ сире ҫакӑн пек ҫынсемпе ан хутшӑнӑр, ун пеккисемпе пӗрле те ӗҫсе ан ҫийӗр»,— тенӗ (1 Кор. 5:11, 13). «Ҫакӑн пек ҫынсем» тени вӑл вӗсемпе пӗр килте пурӑнман ҫемьери ҫынна пӗлтернине те ӑнланаҫҫӗ вӗсем. Анчах вӗсем хӑйсен ывӑлне питӗ юратаҫҫӗ! Вӑйлӑ туйӑмсем витӗм кӳнӗрен вӗсем ҫакӑн пек шухӑшлама пултараҫҫӗ: «Эпир хамӑр ачана, унпа кӑшт анчах хутшӑннипе, Иегова патне таврӑнма мӗнле пулӑшӑпӑр-ха? Унпа яланах хутшӑнни лайӑхрах пулмӗччӗ-ши?» b

14, 15. Пухуран кӑларса янӑ ачисемпе хутшӑнас е хутшӑнас мар тесе шутланӑ чухне ашшӗ-амӑшӗн мӗне асра тытмалла?

14 Эпир ҫав ашшӗ-амӑшне чун-чӗререн хӗрхенетпӗр. Вӗсен ывӑлӗ суйласа илме пултарнӑ, вӑл вара ашшӗ-амӑшӗпе, пӗрле ӗненекенсемпе хӑйӗн хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене сыхласа хӑварас вырӑнне христиансен мӗнле пурӑнма юрамасть, ҫавӑн пек пурӑнас тенӗ. Ашшӗпе амӑшӗ вӑл мӗн тума шут тытнине улӑштарайман. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсене питӗ йывӑр!

15 Анчах та ашшӗпе амӑшӗ хӑйсене мӗнле тытӗҫ-ши? Иегова мӗн тума хушнине вӗсем тытса тӑрӗҫ-ши? Е «ҫемьери кирлӗ ӗҫсене тумалла» тесе пухуран кӑларса янӑ ывӑлӗпе яланах хутшӑнма пултаратпӑр тейӗҫ? Йышӑну тунӑ чухне вӗсен Иегова ҫав тӗлӗшрен мӗн шутланине шута илмелле. Вӑл организацие таса упраса хӑварасшӑн тата, май пулсан, ҫылӑх тӑвакансене ӳкӗнме пулӑшасшӑн. Ашшӗ-амӑшӗ, христиансем, Турӑ тӑвас тенине тӑвасшӑн пулнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

16, 17. Аарон тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшланӑ май эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Моисей пиччӗшӗ Аарон ҫӑмӑлах мар лару-тӑрӑва лекнӗ. Унӑн икӗ ывӑлӗ, Надавпа Авиуд, Иегова умне ют вутпа тӑрсан, вӗсене Иегова вӗлернӗ. Аарон мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Вилӗме пула вӑл Надавпа тата Авиудпа хутшӑнма пултарайман. Ку ҫеҫ мар-ха. Иегова Ааронпа унӑн шанчӑклӑ ывӑлӗсене хушнӑ: «Ҫара пуҫӑн ан ҫӳрӗр [«ҫӳҫӗре тирпейсӗр ан тытӑр»,ҪТ], тумтирӗрсене [хуйхӑрнине кӑтартса] ан ҫуркалӑр: сирӗн вилмелле ан пултӑр, пӗтӗм халӑх ҫине ҫилӗ [«Унӑн [Иеговӑн] ҫилли», ҪТ] ӳкмелле ан пултӑр» (Лев. 10:1—6). Мӗн каласшӑн пулни сӑмахсӑрах паллӑ. Килтисене, Турра шанчӑклӑ тӑрса юлманнисене, юратнинчен ытларах пирӗн Иеговӑна юратмалла.

17 Хальхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн саккунӗсене пӑсакансене тӳрех вӗлермест. Вӑл юратса вӗсене йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнме май парать. Анчах та ҫылӑхӗшӗн ӳкӗнмен ҫыннӑн ашшӗ-амӑшӗ пухуран кӑларса янӑ ывӑлӗпе е хӗрӗпе кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех хутшӑннипе Турра тӗрӗслесе тӑрать пулсан, Иегова мӗн туйнӑ пулӗччӗ?

18, 19. Пухуран кӑларса янисем тӗлӗшӗнчен Иегова мӗн хушнине тытса тӑракан ҫемьери ҫынсем мӗнле пиллӗхсем илме пултарӗҫ?

18 Кама пӗррехинче пухуран кӑларса янӑ пулнӑ, ҫавсенчен нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, тусӗсемпе килтисем ҫирӗп тӑни вӗсене тӑна кӗме пулӑшнӑ. Пӗр ҫамрӑк хӗрарӑма пухӑва таврӑнма рекомендаци панӑ чухне старейшинӑсем ҫав хӗрарӑма хӑйӗн пурнӑҫне йӗркелеме «Библире пухуран кӑларса янисемпе хутшӑнма юрамасть тесе каланине пиччӗшӗ тытса тӑни те» пулӑшнӑ тесе ҫырнӑ. «Вӑл [пиччӗшӗ] Библире мӗн тума хушнине чунтан парӑнса тытса тӑни мана каялла таврӑнма хавхалантарчӗ»,— тенӗ ҫав хӗрарӑм.

19 Эппин, мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Ҫитменлӗхлӗ чӗрен Библи канашне хирӗҫ каяс йӑла пур, пирӗн вара ҫавӑнпа кӗрешмелле. Хамӑр йывӑрлӑхсене Турӑ каланӑ пек татса пани — яланах чи лайӑххи. Ҫакӑн пирки пирӗн пӗртте иккӗленмелле мар.

«Турӑ сӑмахӗ чӗрӗ»

20. Еврейсем 4:12-мӗшӗнчи сӑмахсен мӗнле икӗ пӗлтерӗш пур? (Сноскӑна пӑхӑр.)

20 «Турӑ сӑмахӗ чӗрӗ» тесе ҫырнӑ чухне Павел Туррӑн ҫырса хунӑ Сӑмахӗ, Библи, пирки каламан c. Контекст тӑрӑх вӑл Турӑ сӑмах пани ҫинчен калани курӑнать. Турӑ мӗн те пулин тума сӑмах пачӗ пулсан, вӑл хӑйӗн сӑмахне тытать тесе каласшӑн пулнӑ Павел. Иегова хӑйӗн Исаия пророкӗ урлӑ та ҫавнах каланӑ: «Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран тухакан сӑмах та ҫавӑн пек: вӑл Ман патӑма усӑсӑр таврӑнмасть... Эпӗ ӑна мӗн тума янӑ — ҫавна пурӑнӑҫа килтерет» (Ис. 55:11). Ҫавӑнпа та мӗн те пулин хамӑра кирлӗ пек хӑвӑрт пулса пымасть пулсан, чӑтӑмсӑр пулмалла мар. Иегова хӑйӗн тӗллевне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлас тесе «Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать» (Иоанн 5:17).

21. «Имсӗр-сумсӑр ҫын» шутне кӗрекен шанчӑклӑ ватӑ тӑвансене Еврейсем 4:12-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле тӗреклетме пултараҫҫӗ?

21 «Имсӗр-сумсӑр ҫын» шутне кӗрекен шанчӑклӑ ватӑ тӑвансем Иеговӑшӑн вун-вун ҫул хушши ӗҫлесе тӑраҫҫӗ ӗнтӗ (Ӳлӗм. 7:9). Вӗсенчен нумайӑшӗ ку тӗнчере ватӑласса шутламан та. Ҫапах та вӗсем хуйха ӳкмен (Пс. 91:15, 16). Турӑ сӑмахӗ, е вӑл сӑмах пани, «чӗрӗ» пулнине тата Иегова ҫавна пурнӑҫа кӗртес тесе ӗҫленине вӗсем ӑнланаҫҫӗ. Турӑшӑн хӑйӗн тӗллевӗ питӗ хаклӑ, ҫавӑнпа та ҫав тӗллеве асра тытнипе эпир ӑна савӑнтаратпӑр. Ҫиччӗмӗш кунра, ҫав кун халӗ те вӗҫленмен-ха, Иегова канать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн тӗллевӗ пурнӑҫланас пирки тата хӑйӗн халӑхӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫав тӗллевпе килӗшӳллӗ пурӑнасси пирки пӗртте иккӗленмест. Сирӗн пирки мӗн калама пулать? Туррӑн канӑҫлӑхне эсир кӗнӗ-и?

[Сноскӑсем]

a Иудейсем хушшинчи пуҫлӑхсем Моисей саккунне питӗ тӗплӗ тытса тӑнӑ, анчах Мессия килсен вӗсем ӑна йышӑнман. Вӗсен ӗҫӗсем Туррӑн уҫӑлса пыракан тӗллевне хирӗҫ пынӑ.

c Халӗ Турӑ пирӗнпе хӑйӗн ҫырса хунӑ Сӑмахӗ урлӑ калаҫать — ҫав Сӑмахӑн вара пирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме вӑй пур. Ҫавӑнпа та, пӗтӗмӗшпе илсен, Еврейсем 4:12-мӗш сӑвӑ йӗркинчи Павелӑн сӑмахӗсенче Библи пирки те каланӑ теме пулать.

Астӑватӑр-и эсир?

• Халӗ Туррӑн канӑҫлӑхне кӗрес тесен, мӗн тумалла?

• Турӑ пирӗнтен мӗн кӗтнине Библирен пӗлсе пынӑ май ӑна юрӑхлӑ пулас килнине эпир мӗнле кӑтартатпӑр?

• Хӑш чухне Библи хушнине тытса тӑма йывӑр пулма пултарать, анчах мӗншӗн итлесе-пӑхӑнса тӑмалла?

Еврейсем 4:12-мӗшӗнчи сӑмахсен мӗнле икӗ пӗлтерӗш пур?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]