Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вӗсем Мессийӑна тупнӑ!

Вӗсем Мессийӑна тупнӑ!

Вӗсем Мессийӑна тупнӑ!

«Эпир Мессийӑна... тупрӑмӑр» (ИОАНН 1:41).

1. «Эпир Мессийӑна... тупрӑмӑр» тесе калама Андрея мӗн хавхалантарнӑ?

 ШЫВА кӗртекен Иоанн хӑйӗн икӗ вӗренекенӗпе тӑрать. Иисус пынине курсан, Иоанн калать: «Акӑ Турӑ Путекки». Андрейпе тепӗр вӗренекенӗ ҫавӑнтах Иисус хыҫҫӑн каяҫҫӗ те ҫав куна ун патӗнчех ирттереҫҫӗ. Каярахпа Андрей хӑйӗн пиччӗшне, Симон Петра, шыраса тупать те ӑна хавхалануллӑ хыпар пӗлтерет: «Эпир Мессийӑна... тупрӑмӑр». Унтан ӑна Иисус патне илсе каять (Иоанн 1:35—41).

2. Мессия ҫинчен пророкла каланисене тӗпчени пире мӗнле пулӑшӗ?

2 Каярахпа Андрей, Петр тата ыттисем Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗплӗн тӗпчӗҫ те Назаретри Иисус пама пулнӑ Мессия пулни ҫинчен ыттисене уҫҫӑн каласа пӗлтерӗҫ. Мессия ҫинчен пророкла каланисене тӗпчени пире те Турӑ Сӑмахне тата Иегова кама Мессия пулма суйласа лартнӑ, ҫавна хытӑрах ӗненме пулӑшӗ.

«Хӑвӑн Патшу... килет»

3. Иисус Иерусалима патша пек пырса кӗнипе мӗнле пророкла каланисем пурнӑҫланнӑ?

3 Мессия Иерусалима патша пек пырса кӗрет. Захария пророкла каланӑ: «Эй Сион хӗрӗ, хӗпӗртесе савӑн, эй Иерусалим хӗрӗ, хавасланса тӑр: акӑ сан патна хӑвӑн Патшу, тӳрӗскер, ҫӑлаканскер, йӑвашскер, ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫинче ларса килет» (Зах. 9:9). Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа ячӗпе килекен — мухтавлӑ!» (Пс. 117:26.) Иисус Иерусалима кӗрсен халӑх савӑнса кӑшкӑра пуҫланӑ. Иисус вӗсене мӗн-мӗн тумалли ҫинчен нимӗн те каламан. Анчах та пророкла сӑмахсенче мӗн каланӑ пулнӑ, шӑп ҫапла тунӑ та вӗсем. Библири ҫав сӑвӑ йӗркисене вуланӑ чухне хӑвна ҫав ҫынсем хушшинчи пек тата вӗсен савӑнӑҫлӑ сассисене итлесе тӑнӑ пек курма тӑрӑш. (Матфей 21:4—9 вуласа пар.)

4. Псалом 117:22, 23-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине ӑнлантарса парӑр.

4 Иисуса нумайӑшӗ Мессия вырӑнне хумӗ, анчах Турӑшӑн вӑл хаклӑ. Турра ӗненмен ҫынсем Иисусран йӗрӗнни тата ӑна ним вырӑнне те хуманни ҫинчен малтанах пророкла каласа хунӑ пулнӑ (Ис. 53:3; Марк 9:12). Анчах та Библире каланӑ: «Ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ: ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ» (Пс.117:22, 23). Иисус хӑйне хирӗҫ тӑракан тӗн пуҫлӑхӗсемпе калаҫнӑ чухне ҫав пророкла калани ҫине тимлеттернӗ. Каярахпа Петр та ҫав сӑмахсем Христос ҫинче пурнӑҫланнӑ тесе каланӑ (Марк 12:10, 11; Ап. ӗҫ. 4:8—11). Иисус чӑнах та христиансен пухӑвӗн «кӗтеслӗх чулӗ» пулса тӑнӑ. Турра ӗненмен ҫынсем Иисуса Мессия тесе йышӑнман пулин те, вӑл Турӑшӑн «хаклӑ» пулма пӑрахман (1 Петр 2:4—6).

Сутӑнчӑкла хӑтланнӑ тата пӑрахса тарнӑ

5, 6. Мессийӑпа сутӑнчӑкла хӑтланасси пирки малтанах мӗн каласа хунӑ пулнӑ тата ҫакӑ мӗнле пурнӑҫланнӑ?

5 Пӗр ултавҫӑ вӗренекенӗ Мессийӑпа сутӑнчӑкла хӑтланӗ. Давид малтанах каласа хунӑ: «Варлӑ пурӑннӑ тусӑмах, хам шанса тӑниех, ман ҫӑкӑра ҫинӗ ҫынах мана хирӗҫ урине ҫӗклерӗ» (Пс. 40:10). Ҫын, кампа та пулин ҫӑкӑр ҫинӗскер, унӑн тусӗ шутланнӑ (Пулт. 31:54). Ҫавӑнпа та Иуда Искариот Иисуса сутни калама ҫук йӗрӗнчӗк ӗҫ пулнӑ. Давидӑн пророкла сӑмахӗсем пурнӑҫланни ҫине тимлеттерсе Иисус хӑйӗнпе сутӑнчӑкла хӑтланакан ҫинчен апостолсене ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫинчен пурсӑр пирки те каламастӑп: Хам суйласа илнисене эпӗ пӗлетӗп. Ӗнтӗ Ҫырура: „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекен Мана хирӗҫ урине ҫӗклерӗ“ тесе ҫырни пурнӑҫа килтӗр» (Иоанн 13:18).

6 Мессийӑна 30 кӗмӗл укҫапа — чура хакӗпе — сутса ярӗҫ! Захария 11:12, 13-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене илсе парса Матфей Иисуса питӗ пӗчӗк хакпа сутнине кӑтартнӑ. Анчах та мӗншӗн-ха Матфей ҫак пророкла сӑмаха «Иеремия пророк урлӑ» каланӑ тенӗ? Матфей пурӑннӑ вӑхӑтра Иеремия кӗнеки Библи кӗнекисен пуххинче, унта Захарийӑн кӗнеки те кӗнӗ, пӗрремӗш пулнӑ пулас (Лука 24:44 танлаштарса пӑх). Иуда вӑтӑр кӗмӗл укҫапа усӑ курайман. Вӑл укҫине Турӑ храмне пӑрахнӑ та тухса кайса ҫакӑнса вилнӗ (Матф. 26:14—16; 27:3—10).

7. Захария 13:7-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

7 Вӗренекенӗсем Мессийӑна пӑрахса тарӗҫ. «Кӗтӳҫне ҫапса ӳкер те — сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ»,— тесе ҫырнӑ Захария (Зах. 13:7). Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗнче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: „кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем саланса кайӗҫ“». Шӑпах ҫапла пулса тухнӑ та, мӗншӗн тесен Матфей пӗлтерет: «Вӗренекенӗсем пурте Ӑна [Иисуса] пӑрахса тарнӑ» (Матф. 26:31, 56).

Айӑпланӑ тата хӗнесе пӗтернӗ

8. Исаия 53:8-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле лару-тӑрура пурнӑҫланнӑ?

8 Мессийӑна суд тӑвӗҫ те вӗлерме йышӑнӗҫ. ( Исаия 53:8 вуласа пар.) Нисанӑн 14-мӗшӗнче ирхине ирех пӗтӗм синедрион пуҫтарӑннӑ. Вӑл Иисуса ҫыхса Понтий Пилат, Рим пуҫлӑхӗ, аллине пама хушнӑ. Лешӗ вара Иисуса допрос тунӑ та унра нимӗнле айӑп та тупайман. Анчах та Пилат Иисуса ирӗке кӑларма сӗнсен халӑх кӑшкӑрса янӑ: «Пӑталаттар Ӑна!» Вӗсем Вараввӑна, преступника, ирӗке кӑларма ыйтнӑ. Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна ирӗке кӑларнӑ, Иисуса вара хӗнеттерсе асап юпи ҫине пӑталама хушнӑ (Марк 15:1—15).

9. Псалом 34:11-мӗшӗнче пророкла каланӑ пек Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра мӗн пулса иртнӗ?

9 Мессийӑна хирӗҫ суя свидетельство парӗҫ. «Мана хирӗҫ суя кӳнтеленсем [е свидетельсем] тӑчӗҫ,— тенӗ псалом юрлакан Давид,— манран хам пӗлменнине тӗпчеҫҫӗ» (Пс. 34:11). Пророкла каланинчи пекех «аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем тата пӗтӗм синедрион Иисуса вӗлерттерме айӑп тупмашкӑн суя кӳнтеленсем шыранӑ» (Матф. 26:59). Чӑнах та, «Ун ҫинчен нумайӑшӗ суя кӳнтеленӗ, анчах вӗсем кӳнтелени ҫителӗклӗ пулман» (Марк 14:56). Иисус ҫинчен суйса калани унӑн тӑшманӗсене пачах та пӑшӑрхантарман, мӗншӗн тесен вӗсем ӑна вӗлересшӗн ҫуннӑ.

10. Исаия 53:7-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине ӑнлантарса парӑр.

10 Мессия хӑйне айӑплакансем умӗнче нимӗн те чӗнмӗ. Исаия малтанах каласа хунӑ: «Ӑна асаплантарнӑ, анчах Вӑл ҫакна Хӑй ирӗкӗпе тӳснӗ, Вӑл ҫӑварне те уҫман; пусма илсе каякан сурӑх пек илсе кайнӑ ӑна, ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр выртакан путек пек, Вӑл нимӗн те чӗнмен» (Ис. 53:7). Иисуса «аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем Хӑйне айӑпласа калаҫнӑ чухне Вӑл нимӗн те чӗнмен». Пилат ыйтнӑ: «Илтместӗн-им, мӗн чухлӗн Сана хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ?» Ҫапах та Иисус «унӑн пӗр сӑмахне те хуравламан, ҫавӑнпа пуҫлӑх питӗ тӗлӗннӗ» (Матф. 27:12—14). Иисус хӑйне айӑплакансене усал сӑмахпа хӑртман (Рим 12:17—21; 1 Петр 2:23).

11. Исаия 50:6-мӗш тата Михей 5:1-мӗш сӑвӑ йӗркисем пурнӑҫланнӑ чухне мӗн пулса иртнӗ?

11 Мессийӑна хӗнӗҫ тесе Исаия малтанах каласа хунӑ пулнӑ. «Ҫурӑмран хӗненӗ чухне те, питӗмрен ҫупа-ҫупа янӑ чухне те хӗнекенсене хирӗҫ тӑмарӑм,— тесе ҫырнӑ пророк,— сура-сура мӑшкӑлланӑ чухне Хамӑн питӗме хупламарӑм» (Ис. 50:6). Михей пророкла каланӑ: «Израиль тӳрине питӗнчен алӑ туйипе ҫапа-ҫапа хӗнӗҫ» (Мих. 5:1). Ҫак пророкла каланисем пурнӑҫланнине ҫирӗплетсе Евангели ҫыракан Марк каланӑ: «Хӑшӗ-пӗрисем ӗнтӗ Ун [Иисус] ҫине сура пуҫланӑ, Унӑн питне хупласа, Ӑна ҫупа-ҫупа ярса: кала-ха — кам ҫапрӗ? тенӗ. Ӑна тарҫисем те хӗненӗ». Салтаксем «Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапнӑ, Ун ҫине сурнӑ, чӗркуҫленсе лара-лара Ӑна [мӑшкӑлласа] пуҫҫапнӑ» тесе пӗлтерет Марк (Марк 14:65; 15:19). Паллах ӗнтӗ, ҫынсен хӑйсене Иисуспа ҫапла тытма нимӗнле сӑлтав та пулман.

Мӗн виличченех шанчӑклӑ

12. Псалом 21:17 тата Исаия 53:12-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем Иисус ҫинче мӗнле пурнӑҫланнӑ?

12 Мессийӑна юпа ҫинче мӗнле вӗлерни ҫинчен малтанах каласа хунӑ. «Усаллисен эшкерӗ тапӑнчӗ мана,— каланӑ псалом юрлакан Давид,— аллӑм-урана чиксе шӑтарчӗҫ» (Пс. 21:17). Библи вулакансем лайӑх пӗлекен событи ҫинчен Евангели ҫыракан Марк пӗлтерет: «Ӑна пӑталанӑ чухне виҫҫӗмӗш сехет [ирхи 9 сехет тӗлнелле] пулнӑ» (Марк 15:25). Ҫавӑн пекех Мессийӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ. «Хӑйӗн чунне вилӗме панӑ,— ҫырнӑ Исаия,— Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртнӗ» (Ис. 53:12). Чӑнах та, «Унпа [Иисуспа] пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха: пӗрне — сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ» (Матф. 27:38).

13. Псалом 21:8, 9-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсем Иисус ҫинче мӗнле пурнӑҫланнӑ?

13 Мессийӑна хӑртӗҫ тесе Давид малтанах каласа хунӑ. ( Псалом 21:8, 9 вуласа пар.) Асап юпи ҫинче асапланнӑ чухне Иисуса усал сӑмахсемпе хӑртнӑ. Ҫакӑн пирки Матфей пӗлтерет: «Иртен-ҫӳрен пуҫне сулла-сулла Ӑна хурланӑ: эй Турӑ Ҫуртне Аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче Ҫӗнӗрен Туса Лартакан! Хӑвна Ху ҫӑл. Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, хӗрес ҫинчен ан, тенӗ». Ҫавӑн пекех аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем тата халӑх пуҫлӑхӗсем ӑна мӑшкӑлласа каланӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть. Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр ӗнтӗ, вара ӗненӗпӗр Ӑна; Турра шанатчӗ, Вӑл Турра юрӑхлӑ пулсан, эппин, Турӑ хӑтартӑр Ӑна. Вӑл: „Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ“ тесеччӗ» (Матф. 27:39—43). Асап тӳснӗ чухне Иисус хӑйне лӑпкӑн тытнӑ, ним япӑххине те каламан. Пирӗншӗн мӗн тери чаплӑ тӗслӗх!

14, 15. Мессийӑн тумтирӗ пирки тата ӑна сӗрхе парасси пирки пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

14 Мессийӑн тумтирӗшӗн шӑпа ярӗҫ. Давид ҫырнӑ: «Манӑн тумтире хӑйсем хушшинче валеҫеҫҫӗ, тумтирӗмшӗн шӑпа сиктереҫҫӗ» (Пс. 21:19). Ҫакӑ чӑнах та пурнӑҫланнӑ. Рим салтакӗсем Иисуса юпа ҫине пӑталасан, «Унӑн [Иисусӑн] тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ» тесе каланӑ Библире (Матф. 27:35; Иоанн 19:23, 24 вуласа пар).

15 Мессийӑна сӗрхе (уксус) тата темскер хӗрхӳлентернӗскерне ӗҫме парӗҫ. «Апат вырӑнне мана ват пачӗҫ,— каланӑ псалом юрлакан,— ӗҫессӗм килнӗ чухне сӗрхе ӗҫтерчӗҫ» (Пс. 68:22). Матфей калать: «Ӑна [Иисуса] ватпа хутӑштарнӑ сӗрхе [«ват йӳҫҫипе хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех», ҪХ] ӗҫме панӑ; тутанса пӑхсассӑн, Вӑл ӑна ӗҫесшӗн пулман. Каярахпа вӗсенчен пӗри чупса кайса губка илсе килнӗ те ӑна сӗрхе [«хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех», ҪХ] сӑхтарса, патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме панӑ» (Матф. 27:34, 48).

16. Псалом 21:2-мӗш сӑвӑ йӗркинчи пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнине ӑнлантарса парӑр.

16 Мессийӑна Турӑ пӑрахнӑ пек туйӑнӗ. ( Псалом 21:2 вуласа пар.) Ҫак пророкла каланипе килӗшӳллӗ «тӑххӑрмӗш сехетре [кӑнтӑрла иртсен 3 сехет тӗлнелле] Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Элои, Элои! ламма савахфани? тенӗ; вӑл: „эй Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?“ тени пулать» (Марк 15:34). Турӑ пирки мӗншӗн мана пӑрахрӑн тесе каланӑ чухне Иисус ҫавна хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне ӗненме пӑрахнӑран каламан. Турӑ ӑна вилес умӗн тӑшманӗсенчен хӳтӗлеме пӑрахнине вӑл пӗлнӗ. Ҫавна пула Иисусӑн хӑй яланах Турра парӑнса пурӑннине кӑтартма май пулнӑ. Вилес умӗн Турра йӗрсе тархасланипе Иисус Псалом 21:2-мӗшӗнчи пророкла каланине пурнӑҫланӑ.

17. Захария 12:10 тата Псалом 33:21-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

17 Мессийӑна чиксе шӑтарӗҫ, анчах та унӑн шӑммисем ванмӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Иерусалимра пурӑнакансем «хӑйсем сӑнӑпа Чикнийӗ ҫине пӑхӗҫ» тесе каланӑ Захария пророк (Зах. 12:10). Псалом 33:21-мӗшӗнче вара ҫапла каланӑ: «[Турӑ] унӑн шӑмми-шаккине сыхӑ усрать; унӑн пӗр шӑмми те ванмӗ». Ҫак пророкла каланисем пурнӑҫланнине ҫирӗплетсе парса Иоанн апостол ҫырнӑ: «Пӗр салтакӗ Ӑна [Иисуса] аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ те, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ. Ҫакна хӑй куҫӗпе курнӑскерӗ [Иоанн] каласа кӑтартать, вӑл калани чӑн... Ҫак ӗҫ пулса иртсе, Ҫырура: „Унӑн шӑмми ванмӗ“ тесе ҫырни ҫитнӗ. Ҫырура тата тепӗр тӗлте „хӑйсем сӑнӑпа Чикни ҫине пӑхӗҫ“ тенӗ» (Иоанн 19:33—37).

18. Мӗнле майпа Иисуса пуян ҫынсемпе пытармалла пулса тухнӑ?

18 Мессийӑна пуян ҫынсемпе пытарӗҫ. ( Исаия 53:5, 8, 9 вуласа пар.) Нисанӑн 14-мӗшӗнче, каҫ пуласпа «Аримафея ҫынни, Иосиф ятлӑ пуян ҫын» Пилатран Иисусӑн ӳтне ыйтнӑ, лешӗ вара ӑна мӗн ыйтнине панӑ. Матфей малалла ҫырнӑ тӑрӑх, «Иосиф ӗнтӗ Иисусӑн ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те ӑна чул тӑва касса кӗрсе тунӑ хӑйӗн ҫӗнӗ тупӑклӑхне хунӑ; тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварнӑ та кайнӑ» (Матф. 27:57—60).

Мессийӑна, пирӗн Патшана, мухтӑр!

19. Псалом 15:10-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

19 Мессия вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ. Давид ҫырнӑ: «Эсӗ [Иегова] манӑн чунӑма тамӑкра [«шеолра», ҪТ] хӑвармӑн» (Пс. 15:10). Нисанӑн 16-мӗшӗнче хӑш-пӗр хӗрарӑмсем Иисуса пытарнӑ тупӑклӑх патне каяҫҫӗ. Вӗсем тупӑклӑх ӑшӗнче ангел ларнине курсан мӗн тери тӗлӗнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ангел вӗсене каланӑ: «Ан хӑрӑр. Эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ Назаретри Иисуса шыратӑр; Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ, кунта ҫук Вӑл. Акӑ Ӑна хунӑ вырӑн» (Марк 16:6). Каярахпа, пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче, Петр апостол Иерусалимра пуҫтарӑннӑ халӑха каланӑ: «Давид Христос чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, Унӑн чунне тамӑка [«гадеса», ҪТ] хӑварманни ҫинчен, Унӑн ӳчӗ ҫӗрмесси ҫинчен каланӑ» (Ап. ӗҫ. 2:29—31). Хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗн кӗлеткине Турӑ ҫӗрме паман. Унсӑр пуҫне, Турӑ тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ — вӑл Иисуса пӗлӗтре пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ! (1 Петр 3:18.)

20. Мессия ертсе пырасси пирки малтанах мӗн каласа хунӑ пулнӑ?

20 Малтанах каласа хунӑ пекех Турӑ Иисус пирки хӑйӗн Ывӑлӗ тесе пӗлтернӗ. (Псалом 2:7; Матфей 3:17 вуласа пар.) Иисус Иерусалима кӗнӗ чухне ҫынсем ӑна тата унӑн Патшалӑхне мухтанӑ. Хальхи вӑхӑтра та эпир Иисуса, ун ҫинчен тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен ыттисене савӑнса каласа панипе, мухтатпӑр (Марк 11:7—10). Кӗҫех Иисус «чӑнлӑх, йӑвашлӑх, тӳрӗлӗх хутне кӗмешкӗн вӑрҫӑ урапи ҫине ларса» сиккипе кайнӑ чухне хӑйӗн пӗтӗм тӑшманне тӗп тӑвӗ (Пс. 2:8, 9; 44:2—7). Вӑл ертсе пынӑ чухне пӗтӗм ҫӗр ҫинче мир тата тулӑх пурнӑҫ пулӗ (Пс. 71:1, 3, 12, 16; Ис. 9:6, 7). Иеговӑн юратнӑ Ывӑлӗ халӗ пӗлӗтре патшара ларать. Иегова Свидетелӗ пуласси тата ҫав чӑнлӑхсем ҫинчен пӗлтерсе ҫӳресси пирӗншӗн пысӑк чыс!

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Иисуспа мӗнле сутӑнчӑкла хӑтланнӑ тата ӑна мӗнле пӑрахса тарнӑ?

• Иисус Христос вилӗмӗ ҫинчен пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

• Иисус пама пулнӑ Мессия пулнине эсир мӗншӗн ҫирӗп ӗненетӗр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]