Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Парне илес тесе чупӑр

Парне илес тесе чупӑр

Парне илес тесе чупӑр

«Ӗмӗтленнине илес тесессӗн ҫавӑн пек чупӑр» (1 КОР. 9:24).

1, 2. а) Еврей христианӗсене хавхалантарас тесе Павел мӗнпе усӑ курнӑ? ӑ) Туррӑн пур ӗҫлекенне те мӗн тума чӗнсе каланӑ?

 ПАВЕЛ апостол еврейсем патне янӑ ҫырӑвӗнче пӗрле ӗненекенсене хавхалантарас тесе витӗмлӗ тӗслӗхпе усӑ курнӑ. Пурнӑҫ илес тесе чупнинче вӗсем пӗччен мар тесе палӑртнӑ вӑл. Вӗсем тавра дистанцие ӑнӑҫлӑ чупса тухнӑ «пысӑк пӗлӗт пек свидетельсем» пулнӑ. Хӑйсенчен маларах пурӑннисен шанчӑклӑ ӗҫӗсене тата вӗсем чунтан тӑрӑшнине асра тытнипе еврей христианӗсем малалла та ҫирӗппӗн чупма вӑй илсе тӑма пултарнӑ.

2 Унчченхи статьяра «пӗлӗт пек свидетельсем» шутне кӗрекенсенчен хӑш-пӗрисен пурнӑҫ ҫулне пӑхса тухрӑмӑр. Хытӑ ӗненни вӗсене мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе Турра чунтан парӑнса пурӑнма пулӑшнӑ. Вӗсем пурте дистанцие ӑнӑҫлӑ чупса тухнӑ. Вӗсем ӑнӑҫлӑ пулни пире мӗне те пулин вӗрентме пултарать. Павел пӗрле ӗненекенсене, ҫав шутрах пире те: «Эпир хамӑра мӗн пусса тӑнине [«пурне те», ҪТ] сирсе ывӑтар та, хамӑра [«ҫӑмӑллӑнах», ҪТ] такӑнтаракан ҫылӑхран хӑтӑлар та... ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла васкар»,— тесе чӗнсе калани пирки палӑртнӑччӗ (Евр. 12:1, 2).

3. Мӗншӗн Павел канаш панӑ чухне грексен ӑмӑртӑвӗсенче чупакансем пирки каланӑ?

3 Павел пурӑннӑ вӑхӑтри христиансем ҫинчен калакан пӗр кӗнекере чупмалли ӑмӑрту — вӑл вӑхӑтри халӑх юратакан спорт ӑмӑртӑвӗсенчен пӗри — пирки асӑннӑ та «грексем тренировка тунӑ тата ӑмӑртусене хутшӑннӑ чухне ҫаппа-ҫарамас пулнӑ» тесе палӑртнӑ a (Backgrounds of Early Christianity). Чупакансем хӑйсем ҫинчен кирлӗ маррине пурне те хывса пӑрахнӑ — чупма чӑрмантарма тата хӑвӑртлӑха чакарма пултараканнисене пурне те. Вӗсем хӑйсене ҫавӑн пек тытнине эпир сӑпайсӑр тата тӗрӗс мар тетпӗр пулин те, вӗсем пӗртен-пӗр тӗллевпе — парне илес тесе — ҫапла чупнине ӑнланатпӑр. Ӑмӑртура чупакансемпе танлаштарнипе Павел, пурнӑҫ илес тесе чупакансем парне илесшӗн пулсан, вӗсен тӗрлӗ йышши чӑрмавсене сирсе ямалла тесе каласшӑн пулнӑ. Ҫакӑ ҫав вӑхӑтри христиансемшӗн ырӑ канаш пулнӑ, пирӗншӗн те вӑл ҫавнашкалах тӑрса юлать. Пурнӑҫ илес тесе чупнинче парне илме пире мӗнле чӑрмав е ҫӗклем чӑрмантарма пултарать?

«Мӗн пусса тӑнине пурне те сирсе ывӑтар»

4. Ной вӑхӑтӗнчи ҫынсем мӗн туса пурӑннӑ?

4 Павел христиансене хӑйсем ҫинчен «мӗн пусса тӑнине пурне те» сирсе ывӑтма хушнӑ. Ҫавӑн шутне пире дистанцие чупма тата пурнӑҫ илес тесе чупасси ҫинчен кӑна шухӑшлама мӗн чӑрмантарма пултарать, ҫавсем кӗреҫҫӗ. Мӗн пире пусса тӑма пултарать? Ной — Павел асӑннӑ ҫынсенчен пӗри — пирки шухӑшланӑ май эпир Иисусӑн сӑмахӗсене аса илетпӗр: «Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кунсенче те ҫаплах пулӗ» (Лука 17:26). Тӗпрен илсен, Иисус унччен нихӑҫан та пулман, ҫывхарса килекен пӗтес вӑхӑт ҫинчен мар, ҫынсем мӗнле пурӑнни ҫинчен каланӑ. (Матфей 24:37—39 вуласа пар.) Ной вӑхӑтӗнче ҫынсенчен нумайӑшӗ Турӑ ҫинчен шухӑшламан тата ӑна юрӑхлӑ пулма та тӑрӑшман. Мӗн вӗсене чӑрмантарса тӑнӑ? Тӗрӗссипе каласан, нимӗн те. Вӗсем ҫинӗ, ӗҫнӗ, авланнӑ тата качча тухнӑ — ҫак ӗҫсенче ним япӑххи те ҫук. Анчах вӗсемшӗн ҫав ӗҫсене тӑвасси Туррӑн хыпарне итлессинчен кирлӗрех пулнӑ. Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗсем «нимӗн те ӑнланман», урӑхла каласан, ҫавӑн ҫинчен шухӑшламан.

5. Дистанцие ӑнӑҫлӑ чупса тухма пире мӗн пулӑшӗ?

5 Нойпа унӑн ҫемйин ӗҫ нумай пулнӑ, пирӗн те ҫавнашкалах. Пирӗн пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илмелле, хамӑршӑн тата ҫемьешӗн тӑрӑшмалла. Ҫавна тумашкӑн вӑхӑт та, вӑй та, укҫа-тенкӗ те самаях кирлӗ. Уйрӑмах укҫа ҫитсе кайман вӑхӑтра куллен кирлӗ япаласемшӗн ҫӑмӑллӑнах пӑшӑрханма пуҫлама пулать. Хамӑра Турра халалланӑ христиансем пулнӑ май, пирӗн теократи ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ яваплӑхсем те пур. Эпир сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнатпӑр, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленетпӗр те вӗсене ҫӳретпӗр, ҫемьепе тата хамӑр тӗллӗн Библи вӗренетпӗр. Ной та Турӑшӑн нумай ӗҫленӗ, ҫапах Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, «вӑл ҫапла тунӑ» (Пулт. 6:22). Дистанцие чупса тухас тетпӗр пулсан, пирӗн хамӑра кирлӗ-кирлӗ маррине пусса тӑма парас мар тесе асӑрханмалла.

6, 7. Иисус панӑ мӗнле канаша пирӗн асра тытмалла?

6 «Мӗн пусса тӑнине пурне те» сирсе ывӑтӑр тенӗ чухне Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? Эпир, паллах, хамӑрӑн пур яваплӑхран та пӗтӗмпех хӑтӑлма пултараймастпӑр. Ҫав тӗлӗшрен Иисусӑн сӑмахӗсене аса илмелле: «Эппин, „пирӗн мӗн ӗҫес?“ е „мӗн ҫиес?“, е „мӗн тӑхӑнас“ тесе ан пӑшӑрханӑр — ҫакна пурне те суя тӗнлӗ ҫынсем шыраҫҫӗ; сире мӗн кирлине Ҫӳлти Аҫӑр Хӑй пӗлсе тӑрать» (Матф. 6:31, 32). Иисус каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫри ахаль япаласем те, калӑпӑр, апат-ҫимӗҫ тата тумтир, пирӗншӗн чи кирлӗ япаласем пулса тӑрсан, ҫӗклем е такӑнтаракан чул пулса тӑма пултараҫҫӗ.

7 Иисус каланӑ сӑмахсене тимлӗр-ха: «Сире мӗн кирлине Ҫӳлти Аҫӑр Хӑй пӗлсе тӑрать». Ҫак сӑмахсем пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, Иегова, пире мӗн кирлине парса тӑрас тесе тӑрӑшнине кӑтартса параҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, «мӗн кирли» вӑл пире мӗн килӗшнинчен тата пирӗн мӗн илес килнинчен уйрӑлса тӑма пултарать. Ҫапах та Иисус пире суя тӗнлӗ ҫынсем мӗн пирки пӑшӑрханаҫҫӗ, ҫавӑншӑн ан пӑшӑрханӑр тенӗ. Мӗншӗн? Каярахпа Иисус хӑйне итлекенсене канаш панӑ: «Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр» (Лука 21:34, 35).

8. Мӗншӗн «хамӑра мӗн пусса тӑнине пурне те» сирсе ывӑтни уйрӑмах халӗ кирлӗ?

8 Финиш йӗрӗ ӗнтӗ инҫех мар. Вӗҫӗ ҫав тери ҫывӑх чухне эпир хамӑра чупма чӑрмантаракан япалана пусса тӑма патӑмӑр пулсан, питӗ шел пулнӑ пулӗччӗ! Ҫавӑнпа та Павел панӑ канаш питӗ ӑслӑ: «Турра юрӑхлӑ пурӑнни мӗн пуррипе ҫырлахакансемшӗн ҫеҫ пысӑк ырӑлӑх» (1 Тим. 6:6). Павел каланӑ сӑмахсене чӗре ӑшне хывсан, пире малалла чупма тата парне илме ҫӑмӑлрах пулӗ.

«Хамӑра ҫӑмӑллӑнах такӑнтаракан ҫылӑх»

9, 10. а) «Хамӑра ҫӑмӑллӑнах такӑнтаракан ҫылӑх» мӗн вӑл? ӑ) Мӗнле майпа ҫылӑх христианина яваласа илме пултарать?

9 «Мӗн пусса тӑнине пурне те сирсе ывӑтӑр» тесе каланисӗр пуҫне Павел «хамӑра ҫӑмӑллӑнах такӑнтаракан ҫылӑхран» та хӑтӑлӑр тенӗ. Ҫакӑ мӗне пӗлтерме пултарать? «Ҫӑмӑллӑнах такӑнтаракан» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ Библире ҫак сӑвӑ йӗркинче кӑна тӗл пулать. Альберт Барнз библеист палӑртнӑ: «Чупакан чупнӑ чухне урипе ҫыхланса ларма пултаракан тата чӑрмантаракан тумтир тӑхӑнман пекех, христианинӑн та ҫавнашкалах тумалла — ӑна ҫавӑн [ҫав тумтир] пеккине пурне те сирсе ывӑтни уйрӑмах кирлӗ». Мӗнле майпа-ха ҫылӑх христианина яваласа илсе унӑн ӗненӗвне хавшатма пултарать?

10 Христианин пӗр кунтах ӗненме пӑрахмасть. Ҫакӑ майӗпен, сисӗнмелле мар пулса пырать. Еврейсем патне янӑ ҫырӑвӗнче кӑшт маларах Павел ҫав хӑрушлӑх пирки асӑрхаттарнӑ. Вӑл ӗненӳрен пӑрӑнас мар тесе тата «ултавлӑ та ӗненмен чӗреллӗ» пулас мар тесе асӑрханса тӑмалла тенӗ (Евр. 2:1; 3:12). Чупаканӑн ури тумтирпе ҫыхланса ларсан, вӑл ӳкетех. Хӑш-пӗр тумтире тӑхӑнма юрамасть тенине пӗлсех вӑл ӑна тӑхӑнать пулсан, ҫыхланса ларас хӑрушлӑх ӳсет. Мӗншӗн вӑл ҫав хурӑшлӑха шута хумасан та пултарать? Асӑрхаттарнине ним вырӑнне те хуманран, хӑйӗн пирки эпӗ ҫирӗп те нихӑҫан та ӳкмӗп тесе шухӑшланӑран е ытти япаласем ҫинчен ытлашши шутланӑран. Павелӑн канашӗ пире хӑш енчен усӑ пама пултарать?

11. Мӗне пула ӗненме пӑрахма пулать?

11 Ҫакна асра тытмалла: ӗненме пӑрахасси вӑл — эпир, тен, пӗр вӑхӑт хушши тунӑ ӗҫсен юлашки результачӗ. Тепӗр библеист «хамӑра ҫӑмӑллӑнах такӑнтаракан ҫылӑх» вӑл «пирӗн ҫине пуринчен ытла хамӑрӑн лару-тӑру, хамӑрӑн кӑмӑл туртӑмӗ, эпир хутшӑнакан ҫынсем урлӑ витӗм кӳрекен ҫылӑха» пӗлтерет тенӗ. Урӑхла каласан, эпир мӗнле лару-тӑрура пурӑнни, пирӗн ҫитменлӗхсем, ҫавӑн пекех эпир хутшӑнакан ҫынсем пирӗн ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Вӗсем пирӗн ӗненӗве хавшатма пултараҫҫӗ е вӗсене пула пачах ӗненме пӑрахма пулать (Матф. 13:3—9).

12. Ӗненме пӑрахас мар тесен мӗн тесе асӑрхаттарса каланисене пирӗн итлемелле?

12 Нумай ҫул хушши шанчӑклӑ та ӑслӑ чура пире мӗн пӑхассипе мӗн итлессине асӑрханса суйласа илмелли ҫинчен аса илтерсе тӑрать, мӗншӗн тесен мӗн пӑхни-илтни пирӗн шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм ҫине витӗм кӳрет. Пире нумайрах та нумайрах укҫа пухас тата япала илес тесе ҫунни хӑрушӑ пулни ҫинчен асӑрхаттарса тӑраҫҫӗ. Эпир ҫак тӗнчери вӑйӑ-кулӑсене юрататпӑр пулсан тата пире техникӑн юлашки ҫӗнӗлӗхӗ килӗшет пулсан, пирӗн ҫавсене пула чи кирли валли вӑхӑт юлмасан та пултарать. Ҫавӑн пек аса илтерсе тӑнисем нимле ирӗклӗх те памаҫҫӗ тени е пирӗн ӗненӳ ҫирӗп, ҫавӑнпа та пире мар, ыттисене ҫавӑн пек асӑрхаттарса тӑмалла тесе шутлани пысӑк йӑнӑш пулнӑ пулӗччӗ. Сатанан тӗнчи пирӗн ҫул ҫине карса хуракан тата пире яваласа илме пултаракан тетелӗсем курӑнсах каймаҫҫӗ. Асӑрхаттарса каланисене ним вырӑнне те хуманнине пула, эпӗ ҫирӗп те нихӑҫан та ӳкмӗп тесе шухӑшланине пула тата ытти япаласем ҫинчен ытлашши шутланине пула хӑш-пӗрисем ӗненме пӑрахнӑ. Ҫавсем пурте пирӗн ҫине витӗм кӳме пуҫласан эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнине ҫухатма пултаратпӑр (1 Иоанн 2:15—17).

13. Ҫак тӗнчери ҫынсен шухӑшӗсем витӗм ан кӳччӗр тесен пирӗн мӗн тумалла?

13 Кашни кун ҫак тӗнчери ҫынсем пире хӑйсем шухӑшланӑ пек шухӑшлаттарасшӑн, хӑйсем мӗне хаклаҫҫӗ, ҫавна хаклаттарасшӑн, хӑйсем мӗн тӑваҫҫӗ, ҫавна тутарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. (Эфес 2:1, 2 вуласа пар.) Ҫапах та ҫавӑ пирӗн ҫине мӗн таран витӗм кӳресси чылай чухне ҫавна хамӑр ҫине мӗн чухлӗ витӗм кӳме панинчен килет. Павел калакан «сывлӑш» вилӗм кӳрет. Чыхӑнса каяс мар та дистанцирен тухса ӳкес мар тесен пирӗн яланах сыхӑ пулмалла. Малалла чупма пире мӗн пулӑшӗ? Иисусӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр тӗслӗхӗ. Сӑнарлӑ каласан, вӑл — чупакансем хушшинче чи малта пыраканӗ (Евр. 12:1, 2). Павелӑн тӗслӗхӗ те пур пирӗн, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне пурнӑҫ илес тесе чупакансем шутне кӗртнӗ тата христиансене хӑйӗн пек пулма хавхалантарнӑ (1 Кор. 11:1; Флп. 3:14).

Парнене мӗнле илмелле?

14. Павел чупмалли ӑмӑртӑва хӑй хутшӑнни ҫинчен мӗн шухӑшланӑ?

14 Павел чупмалли ӑмӑртӑва хӑй хутшӑнни ҫинчен мӗн шухӑшланӑ? Эфесри старейшинӑсемпе юлашки хут тӗл пулсан вӑл каланӑ: «Пурнӑҫӑм маншӑн ниме те тӑмасть, хамӑн мӗн тумаллине ҫеҫ — Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан илнӗ ӗҫӗме... туса ҫитересчӗ тетӗп» (Ап. ӗҫ. 20:24). Павел ӑнӑҫлӑ чупса тухас тесе пурне те, ҫав шутрах хӑйӗн пурнӑҫне те, пама хатӗр пулнӑ. Павел ырӑ хыпар сарас тесе нумай ӗҫленӗ, анчах та вӑл мӗнле те пулин сӑлтава пула финиша ҫитеймерӗ пулсан, хӑй вӑй хуни уншӑн усӑсӑр пулнӑ пулӗччӗ тенӗ. Анчах та вӑл хӑйӗн ҫине ытлашши шанса тӑман, пурпӗрех ҫӗнтерӗп тесе шутламан. (Филиппӑ 3:12, 13 вуласа пар.) Хӑйӗн пурнӑҫӗ вӗҫнелле кӑна вӑл ҫапла калама пултарнӑ: «Эпӗ тӑрӑшса ырӑ ӗҫ туса пурӑнтӑм, пурӑнӑҫ чуппине вӗҫлерӗм, чӑн тӗне пӑрахмарӑм» (2 Тим. 4:7).

15. Пурнӑҫ илес тесе чупакансене Павел мӗнле хавхалантарнӑ?

15 Унсӑр пуҫне Павел пӗрле ӗненекенсене дистанцие чупса тухччӑр тата унтан пӑрӑнса ан кайччӑр тенӗ. Сӑмахран, вӑл Филиппӑри христиансене хӑйсене ҫӑлмашкӑн вӑй хума хавхалантарнӑ тата «чӗрӗлӗх сӑмахне» вӗсен упрамалла тенӗ. Унтан Павел каланӑ: «Вара, Христосӑн кунӗ ҫитсессӗн, тӑрӑшуллӑ ӗҫӗмпе [«чупни харама кайманнипе», ҪТ], тунӑ ӗҫӗм харама кайманнипе мухтанма та пултарӑп» (Флп. 2:16, ҪХ). Вӑл Коринфри христиансене те хавхалантарнӑ: «[Парне] илес тесессӗн ҫавӑн пек чупӑр» (1 Кор. 9:24).

16. Мӗншӗн тӗллеве, е парнене, пирӗн уҫҫӑн курса тӑмалла?

16 Вӑрӑм дистанци, сӑмахран, марафон, чупнӑ чухне чи малтан финиш йӗрӗ курӑнмасть. Ҫапах чупакан пӗтӗм дистанци тӑршшӗпе финиш ҫинчен шухӑшлать. Тӗллев патне вӑл мӗн чухлӗ ҫывӑхрах, ҫавӑн чухлӗ нумайрах ун ҫинчен шухӑшлать. Эпир чупнинче те ҫавнашкалах пулмалла. Тӗллев, е парне, пирӗн куҫ умӗнчи пекех пулмалла. Ҫавӑ пире ӑна илме пулӑшӗ.

17. Ӗненни мӗнле майпа парне ҫинчен кӑна шухӑшлама пулӑшать?

17 Павел ҫырнӑ: «Ӗненни вӑл — ӗмӗтленнине пур пек курни, курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни» (Евр. 11:1). Авраампа Сарра хӑйсен хӑтлӑ килне хӑварма тата «[пама пулнӑ] ҫӗр ҫинче... ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем» пулса пурӑнма хатӗр пулнӑ. Вӗсене ҫавна тума мӗн пулӑшнӑ? «Вӗсем ӑна [Турӑ панӑ сӑмах пурнӑҫланассине] аякран та пулин курса савӑнса тӑнӑ». Моисей «ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе» пурӑнассине тата «Египетри мула» сирсе янӑ. Мӗне пула вӑл ҫавӑн пек хытӑ ӗненнӗ тата ҫирӗп тӑнӑ? «Вӑл пулас ырӑлӑха [е парнене] шанса тӑнӑ» (Евр. 11:8—13, 24—26). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Павел ҫав ҫынсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пама «ӗненнипе» е «ӗненнине пула» сӑмахсемпе пуҫлани пире тӗлӗнтермест. Ӗненни вӗсене, хӑйсене йывӑр килнӗ чухне те, парнене асра тытма, Турӑ вӗсене ун чухне мӗнле пулӑшнине тата пуласлӑхра мӗн тӑвассине курма пулӑшнӑ.

18. «Хамӑра ҫӑмӑллӑнах такӑнтаракан ҫылӑхран» хӑтӑлас тесе эпир мӗн-мӗн тума пултаратпӑр?

18 Еврейсем патне янӑ ҫырӑвӑн 11-мӗш сыпӑкӗнче асӑннӑ шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем кӑтартнӑ тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлани пире тата хытӑрах ӗненме, «хамӑра [«ҫӑмӑллӑнах», ҪТ] такӑнтаракан ҫылӑхран» хӑтӑлма пулӑшать (Евр. 12:1, 2). Кам ҫавӑн пек ӗненӳ аталантарасшӑн, ҫавсемпе пӗрле пухӑнса эпир «пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума» хавхалантарма та пултаратпӑр (Евр. 10:24).

19. Мӗншӗн парне ҫинчен ялан шухӑшлани питӗ кирлӗ?

19 Эпир дистанци вӗҫнех ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Финиш йӗрӗ курӑннӑпа пӗрех. Ӗненӗве тата Иегова пулӑшнине пула «эпир хамӑра мӗн пусса тӑнине пурне те сирсе ывӑтма» тата «хамӑра ҫӑмӑллӑнах такӑнтаракан ҫылӑхран» хӑтӑлма пултаратпӑр. Парне — пирӗн Атте Турӑ, Иегова, пама пулнӑ пиллӗхсене — илес тесе мӗнле чупма кирлӗ, ҫавӑн пек чупма пултаратпӑр эпир!

[Сноска]

a Ҫавна авалхи иудейсем намӑссӑр ӗҫ тесе шутланӑ. Канона кӗмен Маккавейсен 2-мӗш кӗнекинче чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ аслӑ священник Иасон, грексен йӑли-йӗркисене сарас тесе, Иерусалимра ҫамрӑксен ӳт-пӗвне аталантармалли шкул туса лартасшӑн пулни нумайӑшне тарӑхтарнӑ тенӗ (2 Макк. 4:7—17).

Астӑватӑр-и эсир?

• «Хамӑра мӗн пусса тӑнине пурне те сирсе ывӑтни» тенине мӗнле ӑнланмалла?

• Мӗне пула христианин ӗненме пӑрахма пултарать?

• Мӗншӗн парне ҫинчен пирӗн яланах шухӑшламалла?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]