Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чӑн христиансем Турӑ Сӑмахне хисеплеҫҫӗ

Чӑн христиансем Турӑ Сӑмахне хисеплеҫҫӗ

«Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх» (ИОАНН 17:17).

1. Иегова Свидетелӗсемпе ытти тӗнсем хушшинчи мӗнле пысӑк уйрӑмлӑха эсир асӑрхарӑр?

 ПӖРРЕМӖШ хут Иегова Свидетелӗсемпе тӗплӗн калаҫнине аса ил-ха. Санӑн ун чухне мӗн асра юлчӗ? Нумайӑшӗ калӗ: «Пур ыйту ҫине те вӗсем Библи тӑрӑх хуравлани мана питӗ тӗлӗнтерчӗ». Турӑ ҫӗр пирки мӗн шухӑшласа хунине, вилсен мӗн пулассине тата пирӗн юратнӑ вилнӗ ҫынсен мӗнле шанчӑк пуррине пӗлме питӗ хаваслӑ пулчӗ!

2. Эсир мӗнле сӑлтавсене пула Библие хаклама пуҫларӑр?

2 Анчах та вӗреннӗ май эпир Библи пурнӑҫ, вилӗм тата пуласлӑх ҫинчен каланисӗр пуҫне ытти ыйтусем ҫине те хурав панине ӑнлантӑмӑр. Эпир Библие хаклама пуҫларӑмӑр, мӗншӗн тесен вӑл — тӗнчере чи усӑллӑ кӗнеке. Унӑн канашӗсем ҫынсене яланах пулӑшаҫҫӗ тата вӗсене тытса пыракансем ӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурӑнаҫҫӗ. (Псалом 1:1—3 вуласа пар.) Чӑн христиансем яланах Библие «этем сӑмахӗ» тесе мар, «чӑнах Турӑ Сӑмахӗ тесе хапӑл» тунӑ (1 Фес. 2:13). Историе кӗскен пӑхса тухни пире Турӑ Сӑмахне чӑннипех хисеплекенсемпе хисеплеменнисем хушшинчи уйрӑмлӑха курма пулӑшӗ.

Ҫивӗч ыйтӑва татса панӑ

3. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗн пӗрлӗхне мӗн аркатма пултарнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ пулӗччӗ?

3 Корнилие, еврей халӑхӗнчен тухман ӳт кастарман пӗрремӗш ҫынна, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑранпа 13 ҫул иртнӗ. Ытти халӑх ҫыннисенчен нумайӑшӗ христиансем пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑт хушшинче христиансен пухӑвӗнчи пӗрлӗхе аркатма пултаракан ыйту сиксе тухнӑ. Ҫав халӑх арҫыннисен шыва кӗрес умӗн иудейсен йӑли-йӗркипе ӳт кастармалла пулнӑ-и? Еврее ҫак ыйту ҫине хуравлама ҫӑмӑл пулман пулӗччӗ. Моисей саккунне тытса тӑракан еврейсем суя тӗнлӗ ҫыннӑн килне кӗме кӑна мар, унпа туслашман та пулӗччӗҫ. Еврей христианӗсене иудейсен тӗнне хӑварнӑшӑн хӗсӗрлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ӳт кастарман ытти халӑх ҫыннисене хӑйсен тӑванӗсем тесе йышӑннӑ пулсан, вӗсем иудейсен тӗнне тытса тӑракансемпе христиансем хушшинчи уйрӑмлӑха тата ытларах пысӑклатса ярӗччӗҫ кӑна, ҫакна пула христиансене вӑйлӑрах ӳпкелеме пуҫланӑ пулӗччӗҫ (Гал. 2:11—14).

4. Ӗҫе татса памашкӑн камсем пуҫтарӑннӑ тата мӗнле ыйтусем тухса тӑма пултарнӑ?

4 Пирӗн эрӑри 49 ҫулта Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем, ӳт кастарнӑ еврейсем, «ҫак ӗҫе татса пама пуҫтарӑннӑ» (Ап. ӗҫ. 15:6). Ҫав тӗлпулура Библи вӗрентӗвӗсене чӗррӗн сӳтсе явнӑ, вӑл пӗртте богословсем тӗнпе ҫыхӑннӑ кирлех мар ыйтусене ҫиелтен, кичеммӗн пӑхса тухни пек пулман. Ҫак сӳтсе явнинче хутшӑнакансенчен кашнийӗ хӑй мӗн шухӑшланине ӑнлантарса панӑ. Ыйтӑва вӗсем мӗнле татса парӗҫ-ши? Хӑйсене мӗн килӗшнипе килӗшменни тӑрӑх е хӑйсем малтанах мӗн шухӑшласа хуни тӑрӑх йышӑну тӑвӗҫ-ши? Яваплӑ арҫын-тӑвансем Израильте тӗн тӗлӗшӗпе лару-тӑру лайӑхланмасӑр ҫав ыйтӑва татса парас мар тейӗҫ-ши? Е вӗсем пӗр шухӑшлӑ пулма калаҫса татӑлас тесе хӑйсем мӗне тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнтан пӑрӑнӗҫ-ши?

5. Иерусалимра пирӗн эрӑри 49 ҫулта пулнӑ тӗлпулупа чиркӳ соборӗсем хушшинчи мӗнле питӗ пысӑк уйрӑмлӑха палӑртма пулать?

5 Чиркӳ соборӗсенче, урӑхла каласан, чиркӳ пуҫлӑхӗсен пухӑвӗсенче, час-часах ҫав пуҫлӑхсем ҫураҫу пултӑр тесе пӗр-пӗрне тӗрӗс маррине йышӑнма ӳкӗте кӗртеҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсенчен хӑш-пӗрисем хӑйсен шухӑшӗсене ыттисене йышӑнтарас тесе вӗсене хӑйсем майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та Иерусалимри тӗлпулура ун пекки пачах та пулман. Унтан та ытла, вӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса йышӑну тунӑ. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ-ши? Ҫав тӗлпулура кашнийӗ хӑйӗн шухӑшӗ ҫинче тем пек ҫирӗп тӑнӑ пулин те, вӗсем пурте Турӑ Сӑмахне хисепленӗ, ыйтӑва татса парас тесе Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курнӑ. (Псалом 118:97—101 вуласа пар.)

6, 7. Ӳт кастарассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх мӗнле татса панӑ?

6 Тӗрӗс йышӑну тума Амос 9:11, 12-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пулӑшнӑ. Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекинче ҫав сӑмахсене акӑ ҫапла ҫырса хунӑ: «Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ, ҫынсенчен тӑрса юлнисем мӗнпур халӑх ҫыннисемпе пӗрле — манӑн ятпа хисепленекен ҫынсемпе пӗрле — Иеговӑна ҫине тӑрсах шыраччӑр тесе, таврӑнӑп та Давидӑн ӳкнӗ чатӑрне ҫӗнӗрен юсаса лартӑп, унӑн ишӗлчӗкӗсене ҫӗнӗрен юсаса лартӑп та ӑна ҫӗнӗрен тӑвӑп, тет Иегова» (Ап. ӗҫ. 15:16, 17, ҪТ).

7 «Анчах та тӑхтӑр-ха,— тесе калама пултарӗ кам та пулин,— ку сӑвӑ йӗркисенче ӗненекен ытти халӑх ҫыннисен ӳт кастармалла мар тесе каламан-ҫке». Ҫапла, каламан. Анчах та еврей христианӗсем сӑмах мӗн ҫинчен пынине ӑнланнӑ. Вӗсем еврей халӑхӗнчен тухман ӳт кастарнӑ ҫынсене ытти халӑх ҫыннисем тесе мар, тӑвансем тесе шутланӑ (Тух. 12:48, 49). Тӗслӗхрен, Септуагинтӑн пӗр кӑларӑмӗнче Эсфирь 8:17-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫапла каланӑ: «Ытти халӑхран тухнисенчен нумайӑшӗ ӳт кастарнӑ та иудейсем пулса тӑнӑ». Ҫапла вара, Израиль килӗнчен тӑрса юлнисемпе (иудейсемпе тата ӳт кастарнӑ иудей прозеличӗсемпе) пӗрле «мӗнпур халӑх ҫыннисем» (еврей халӑхӗнчен тухман ӳт кастарман ҫынсем) Турӑ ячӗпе хисепленекен пӗр халӑх пулса тӑрӗҫ тесе Библире малтанах каласа хуни сӳтсе явакан ыйту ҫине хурав панӑ. Христиансем пуласшӑн пулнӑ пулсан, ытти халӑх ҫыннисен ӳт кастармалла пулман.

8. Еврей христианӗсене йышӑну тума мӗншӗн хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ?

8 Турӑ Сӑмахӗ тата унӑн сывлӑшӗ ҫав тӳрӗ кӑмӑллӑ христиансене «пӗр шухӑшлӑ пулма» пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 15:25). Ҫавӑн пек йышӑнӑва пула еврей христианӗсене ытларах хӗсӗрлеме пултарнӑ пулин те, пухусенчи шанчӑклӑ тӑвансем унпа йӑлтах килӗшнӗ, мӗншӗн тесен ӑна Библи тӑрӑх йышӑннӑ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 16:4, 5).

Палӑрмалла уйрӑмлӑх

9. Мӗнле сӑлтава пула Турра тӗрӗс пуҫҫапассине суя вӗрентӳсемпе ирсӗрлетнӗ тата мӗнле тӗп вӗрентӗве пӑсса пӗтернӗ?

9 Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн христиансен тӗнӗ суя вӗрентӳсемпе ирсӗрленесси пирки Павел апостол малтанах каласа хунӑ. (2 Фессалоника 2:3, 7 вуласа пар.) Каярахпа «тӗрӗс вӗрентнине» хирӗҫ тӑракансем хушшинче хӑш-пӗр яваплӑ арҫын-тӑвансем те пулнӑ (2 Тим. 4:3). Павел хӑй пурӑннӑ вӑхӑтри старейшинӑсене акӑ ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: «Хӑвӑр хушшӑртанах вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем тухӗҫ» (Ап. ӗҫ. 20:30). Пӗр энциклопедире урӑх майлӑ шухӑшласси патне илсе пынӑ тӗп сӑлтавсенчен пӗрне ӑнлантарса панӑ. Унта каланӑ: «Грексен философине пӗлекен христиансем хӑйсен ӗненӗвне философи терминӗсемпе усӑ курса ӑнлантарса памалла тесе шутланӑ, ҫавна вӗсем хӑйсен ӑстӑнне килентерес тесе те, суя тӗнлӗ халӑхсенчи вӗреннӗ ҫынсене тӗне кӗртес тесе те тунӑ» (The New Encyclopædia Britannica). Суя тӗнлӗ ҫынсем пӑсса пӗтернӗ тӗп вӗрентӳсенчен пӗри вӑл Иисус Христос кам пулнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Библире ун ҫинчен Турӑ Ывӑлӗ тенӗ, анчах та грексен философийӗ майлисем ҫине тӑрсах Иисус пирки Турӑ тенӗ.

10. Христос кам пулнипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва мӗнле майпа ҫӑмӑллӑнах татса пама пулнӑ?

10 Каярахпа ҫав ыйтӑва темиҫе чиркӳ соборӗнче те сӳтсе явнӑ пулнӑ. Унта хутшӑнакансем Библие тивӗҫлипе хисепленӗ пулсан, ҫав ыйтӑва ҫӑмӑллӑнах татса панӑ пулӗччӗҫ, анчах та вӗсем ҫавна туман. Вӗсенчен нумайӑшӗ собора киличченех хӑйсен шухӑшӗ ҫинче ҫирӗп тӑнӑ, вӗсен шухӑшне никам та улӑштарма пултарайман. Ҫав соборсенче йышӑннӑ канонсенче тата декларацисенче Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем ҫукпа пӗрех.

11. Чиркӳ Ашшӗсем теекенсен сӑмахӗсем мӗнле пӗлтерӗшлӗ пула пуҫланӑ тата мӗншӗн?

11 Мӗншӗн чиркӳ пуҫлӑхӗсем йышӑнусем тунӑ чухне Библипе усӑ курма тӑрӑшман? Чарлз Фриман историк ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Иисуса кам Турӑ вырӑнне хурса ӗненнӗ, ҫавсене «Иисус хӑйӗн пирки Турра, Ашшӗне, пӑхӑнса тӑратӑп тесе нумай хут каланине сирсе яма йывӑр пулнӑ». Ҫавна пула вара, Евангелинчен ытларах чиркӳ йӑли-йӗрки тата каярах пурӑннӑ паллӑ ҫынсен шухӑшӗсем кирлӗрех пулса тӑнӑ. Паянхи кун та чиркӳ пуҫлӑхӗсем нумайӑшӗ Чиркӳ Ашшӗсем теекенсен сӑмахӗсене Турӑ Сӑмахӗнчен те ытларах хаклаҫҫӗ! Семинаринче вӗренекенсенчен пӗринпе санӑн хӑҫан та пулин Троица вӗрентӗвӗ ҫинчен калаҫма тӳр килнӗ пулсан, эсӗ ҫавна асӑрханӑ пулӗ.

12. Император Чиркӳ ҫине мӗнле япӑх витӗм кӳнӗ?

12 Ҫав соборсен ҫакӑн пек уйрӑмлӑх пулнӑ — вӗсенче ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне Рим императорӗсем хутшӑннӑ. Ҫав тӗлӗшрен Ричард Рубенштейн профессор Никей соборӗ пирки ҫапла ҫырнӑ: «Константин вӗсене [епископсене] питӗ пысӑк ырӑлӑх кӑтартнӑ тата вӗсене ҫав тери пуйтарнӑ, вӗсем ҫавӑн пирки ӗмӗтленме те пултарайман. Пӗр ҫулталӑк та иртмен, ҫӗнӗ император вӗсене чиркӗвӗсене пурне те тенӗ пекех тавӑрса панӑ е ҫӗнӗрен юсаса панӑ, ҫапла вара вӗсен тивӗҫӗсене тата титулӗсене каялла тавӑрса панӑ... Вӑл христиансен священникӗсене привилегисем панӑ, унччен ҫавӑн пекки суя тӗнри апӑссен (жрецы) пулнӑ». Ҫавна пула «Константин Никейри ӗҫсем ҫине пысӑк витӗм кӳме тата ӗҫсене апла е капла тумалла тесе те калама пултарнӑ». Чарлз Фриман ҫавна ҫирӗплетсе ҫырнӑ: «Ҫавна пула император валли Чиркӳ ӗҫӗсене, ӑна тӗреклетес тесе кӑна мар, унӑн вӗрентӗвӗсем ҫине витӗм кӳрес тесе те, хутшӑнма паракан май уҫӑлнӑ». (Иаков 4:4 вуласа пар.)

13. Эсир мӗнле шутлатӑр, каярахри ӗмӗрсенче пурӑннӑ чиркӳ пуҫлӑхӗсем Библири уҫӑмлӑ вӗрентӳсене мӗншӗн ним вырӑнне те хуман?

13 Чиркӳ пуҫлӑхӗсене Иисус Христос кам пулнине тавҫӑрса илме йывӑр пулнӑ, анчах та ахаль ҫынсем ҫавна питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Вӗсем хӑйсен укҫа хутаҫҫине императорӑн ылтӑнӗпе тултарасшӑн пулман е чиркӳ иерархийӗнче пысӑкрах та пысӑкрах власть илесшӗн ҫунман, ҫавӑнпа пур япала ҫине те Ҫырура каланӑ пек тӗрӗс пӑхма пултарнӑ. Пурне те шута илсен, шӑп ҫапла пулнӑ та. Вӑл вӑхӑтри богословсенчен пӗри, Григорий Нисский, ахаль халӑх ҫинчен ҫакӑн пек тӑрӑхласа каланӑ: «Тумтир сутакансем, укҫа улӑштаракансем тата пахча-ҫимӗҫ сутакансем — пурте богословсем. Хӑвӑн вак укҫашӑн мӗн чухлӗ парӗҫ-ши тесе ыйтатӑн та, пӗр-пӗр философ сана Ывӑлӗ Ашшӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнлантарса парать. Ҫӑкӑр мӗн хак тӑрать тесе ыйтатӑн та — Ашшӗ Ывӑлӗнчен аслӑрах тесе хуравлаҫҫӗ. Мунча хатӗр пулнипе пулманнине пӗлес тетӗн пулсан, Ывӑлне ҫук япаларан тунӑ тенине илтетӗн». Ҫапла, чиркӳ пуҫлӑхӗсемпе танлаштарсан, ахаль ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсен шухӑшӗсене Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх ӑнлантарса пама пултарнӑ. Григорийпа ун майлисен вӗсене итлени лайӑх пулнӑ пулӗччӗ!

«Тулӑпа» «пукра» пӗрле ӳсеҫҫӗ

14. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ чӑн христиансем пӗрремӗш ӗмӗртен пуҫласа ҫӗр ҫинче яланах пулнӑ тесе мӗншӗн калама пулать?

14 Иисус пӗр ытарӑшра пӗрремӗш ӗмӗртен пуҫласа ҫӗр ҫинче святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем мӗн чухлӗн те пулин яланах пулӗҫ тесе кӑтартса панӑ. Вӑл вӗсене «пукра» хушшинче ӳсекен «тулӑпа» танлаштарнӑ (Матф. 13:30). Паллах ӗнтӗ, эпир «тулӑ» шутне мӗнле ҫынсем е ушкӑнсем кӗнине тӗп-тӗрӗс калама пултараймастпӑр, анчах Турӑ Сӑмахне хӑюллӑн хӳтӗлекенсем тата Библие хирӗҫлекен чиркӳ вӗрентӗвӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларакансем яланах пулнине пӗлетпӗр. Айтӑр темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

15, 16. Турӑ Сӑмахне хисепленӗ хӑш-пӗр ҫынсем ҫинчен каласа парӑр.

15 Агобард Лионский архиепископ (779—840) турӑшсене пуҫҫапассине, святойсен ячӗпе чиркӳсем тӑвассине, ҫавӑн пекех Библипе килӗшсе тӑман чиркӳ литургийӗсемпе йӑли-йӗркисене сивленӗ. Унпа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ Клавдий Туринский епископ та чиркӳ йӑли-йӗркисене сирсе янӑ, ҫавӑн пекех святойсене кӗлӗ тӑвассине тата вӗсен вилӗ ӳтне пуҫҫапассине ырламан. XI ӗмӗрте Францире Беренгар Турский архидиакона католиксен вӗрентӗвне — ҫӑкӑрпа эрех тӗлӗнмелле майпа Христосӑн ӳчӗпе юнӗ пулса тӑрать текен вӗрентӗве — сирсе янӑшӑн чиркӳрен кӑларса янӑ. Вӑл та Библие чиркӳ йӑли-йӗркисенчен чылай кирлӗрех тесе шутланӑ.

16 XII ӗмӗрте икӗ ҫын Библири чӑнлӑха юратнипе палӑрса тӑнӑ — Петр де Брюи тата Генрих Лозаннский. Петр хӑех священник пулса ӗҫлеме пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен католиксен вӗрентӗвӗсем — ачасене шыва кӗртесси, ҫӑкӑрпа эрех тӗлӗнмелле майпа Христосӑн ӳчӗпе юнӗ пулса тӑрать текен вӗрентӳ, вилнисемшӗн кӗлӗ тӑвасси тата хӗресе пуҫҫапасси — Ҫырусемпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ тесе шутланӑ. Петра хӑйӗн ӗненӗвӗшӗн 1140 ҫулта вӗлернӗ. Генрих монах пулнӑ, вӑл чиркӳри йӑла-йӗркесене, ҫавӑн пекех Библипе килӗшсе тӑман чиркӳ литургийӗн хӑш-пӗр енӗсене сивленӗ. Ӑна 1148 ҫулта арестленӗ, вара вӑл мӗн виличченех тӗрмере ларнӑ.

17. Вальдо тата ун хыҫҫӑн пыракансем мӗнле питӗ кирлӗ утӑмсем тунӑ?

17 Петр де Брюие чиркӗве критиклеме хӑйнӑшӑн чӗрӗллех ҫунтарса янӑ вӑхӑт тӗлнелле пӗр ҫын ҫуралнӑ, вӑл вара каярахпа Библири чӑнлӑха сарас енчен палӑрмаллах витӗм кӳнӗ. Унӑн хушамачӗ Вальдес, е Вальдо, пулнӑ a. Вӑл Петр де Брюипе Генрих Лозаннский пек чиркӳ ҫынни пулман, анчах та Турӑ Сӑмахне ҫав тери хакланӑ. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн пурлӑхне хӑварнӑ та Францире кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнче анлӑ сарӑлнӑ чӗлхепе Библин хӑш-пӗр кӗнекисене куҫарас ӗҫе йӗркеленӗ. Хӑш-пӗрисем, Библири хыпара тӑван чӗлхипе илтнипе питӗ хавхаланнӑран, хӑйсен пурлӑхне валеҫсе панӑ та мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе Библири чӑнлӑха ыттисене каласа парас тесе пӗтӗм вӑйне хунӑ. Ҫакӑ чиркӳ пуҫлӑхӗсене пӗртте килӗшмен. Римри папа 1184 ҫулта ҫав хастарлӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсене, каярахпа вальденссем тесе чӗне пуҫланӑскерсене, чиркӳрен кӑларса янӑ, епископ вара вӗсене хӑйсен килӗсенчен хӑваласа янӑ. Анчах та ҫакӑ Библири хыпара ытти вырӑнсенче сарӑлма май панӑ кӑна. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара Вальдо, Петр де Брюи, Генрих Лозаннский хыҫҫӑн пыракансене тата чиркӳпе килӗшмен ҫынсене Европӑра нумай ҫӗрте тӗл пулма пултарнӑ. Библи чӑнлӑхне хӳтӗлекенсем хушшинче ҫавӑн пекех Джон Уиклиф (1330—1384 тӗлнелле), Уильям Тиндал (1494—1536 тӗлнелле), Генри Гру (1781—1862) тата Джордж Сторрз (1796—1879) пулнӑ.

«Туррӑн сӑмахне тимӗрлеме ҫук»

18. Тӳрӗ кӑмӑллӑ Библи тӗпчекенсем XIX ӗмӗрте Библие мӗнле меслетпе усӑ курса тӗпченине тата мӗншӗн ҫавӑ ӑнӑҫлӑ пулнине ӑнлантарса парӑр.

18 Тем пек тӑрӑшсан та Библи чӑнлӑхӗн тӑшманӗсем ҫав чӑнлӑх сарӑлнине чарса лартма пултарайман. «Туррӑн сӑмахне тимӗрлеме ҫук»,— тенӗ 2 Тимофей 2:9-мӗшӗнче. Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсенчен тӑракан Библи тӗпчекенсен ушкӑнӗ 1870 ҫулта чӑнлӑх шырама пуҫланӑ. Библие вӗсем мӗнле меслетпе усӑ курса тӗпченӗ? Кам та пулин ыйту хускатнӑ та ун хыҫҫӑн вара ҫав ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав темӑпа ҫыхӑннӑ Библири кашни сӑвӑ йӗркине уҫса вуланӑ. Унтан вӗсенчен кашнийӗ ҫав сӑвӑ йӗркисем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑнине курса-ӑнланса илсен, вӗсем пӗтӗмлетӳ тунӑ та ҫавна хут ҫине ҫырса хунӑ. Ҫакӑн пек тӗпчени вӑл питӗ лайӑх меслет пулнӑ, мӗншӗн тесен пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ апостолсемпе старейшинӑсем шӑп ҫавӑн пек тунӑ та. Ҫав шанчӑклӑ арҫынсем — XIX ӗмӗр вӗҫнелле пурӑннӑ, Иегова Свидетелӗсен историйӗнчи малтанхи ҫынсем — хӑйсен ӗненӗвӗсене Туррӑн Сӑмахӗпе пӗтӗмпех килӗшӳллӗ тӑвас тесе тӑрӑшнине пӗлни питӗ хавхалантарать мар-и?

19. Библири мӗнле сӑвӑ йӗркине 2012 ҫулхи ҫулталӑк текстчӗ валли йышӑннӑ тата мӗншӗн ӑна суйласа илнӗ?

19 Паянхи кун та эпир мӗне ӗненни Библи ҫинче никӗсленсе тӑрать. Ҫавна асра тытнӑ май Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ 2012 ҫулхи ҫулталӑк тексчӗ валли Иисусӑн ҫирӗп ӗненӳпе каланӑ сӑмахӗсене суйласа илнӗ: «Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх» (Иоан. 17:17). Турра юрӑхлӑ пулас текенсен пурин те чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ пурӑнмалла, ҫавӑнпа та Турӑ Сӑмахӗ пире малалла та ертсе пытӑр тесе май ҫитнӗ таран пурне те тӑвар.

[Сноска]

a Вальдеса хӑш-пӗр чухне Пьер Вальдес е Петр Вальдо тесе чӗннӗ, анчах та вӑл чӑннипе мӗн ятлӑ пулнине тӗп-тӗрӗс калама май ҫук.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[8-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

2012 ҫулхи ҫулталӑк тексчӗ: «Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх» (Иоанн 17:17).