Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Патша-священниксем этемлӗхе усӑ параҫҫӗ

Патша-священниксем этемлӗхе усӑ параҫҫӗ

«Эсир вара — суйласа илнӗ йӑх, Патша священникӗсем [«патша-священниксем», ҪТ], сӑваплӑ халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем» (1 ПЕТР 2:9).

1. Мӗншӗн «Ҫӳлхуҫан каҫхи апатне» ҫавӑн пекех Христосӑн вилӗмне аса илмелли каҫхи апат теҫҫӗ тата ӑна мӗнле тӗллевпе уявлаҫҫӗ?

 ПИРӖН эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте 33 ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗнче, каҫхине, Иисус Христос юлашки хут хӑйӗн 12 вӗренекенӗпе еврейсен Пасхине уявланӑ. Иуда Искариота, сутӑнчӑка, кӑларса ярсан, Иисус ҫӗнӗ уяв пуҫарса янӑ, каярахпа ӑна «Ҫӳлхуҫа [«каҫхи», ҪХ] апачӗ» тенӗ (1 Кор. 11:20). Иисус икӗ хутчен каланӑ: «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр». Ҫав уява ҫавӑн пекех Христос мӗн тунине, уйрӑмах, вӑл пирӗншӗн вилнине аса илмелли каҫхи апат теҫҫӗ (1 Кор. 11:24, 25). Ҫав хушӑва итленипе Иеговӑн Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипе кашни ҫул Ҫӳлхуҫан каҫхи апатне уявлаҫҫӗ. Библи календарӗ тӑрӑх, нисанӑн 14-мӗшӗ 2012 ҫулта апрелӗн 5-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, хӗвел анса ларсан пуҫланать.

2. Иисус ҫӑкӑрпа эрех пирки мӗн каланӑ?

2 Лука вӗренекен Иисус ҫав каҫ мӗн каланипе мӗн туни пирки икӗ сӑвӑ йӗркинче ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Унтан ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, ӑна сирӗншӗн тытса параҫҫӗ; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр, тенӗ. Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал» (Лука 22:19, 20). Апостолсем ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланнӑ?

3. Апостолсем Иисус ҫӑкӑрпа эрех пирки каланине мӗнле ӑнланнӑ?

3 Апостолсем, иудейсем пулнӑ май, Иерусалимри храмра священниксем чӗрчунсене парне кӳни пирки лайӑх пӗлнӗ. Ҫав парнесене Иегова кӑмӑл тутӑр тесе панӑ тата вӗсенчен нумайӑшӗ ҫылӑхсене каҫарттармалли парнесем пулнӑ (Лев. 1:4; 22:17—29). Ҫавӑнпа та Иисус хамӑн ӳтӗме сирӗншӗн паратӑп тата хамӑн юнӑма сирӗншӗн юхтаратӑп тенипе мӗн каласшӑн пулнине апостолсем ӑнланнӑ: вӑл хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне парнене парать. Ҫав парне чӗрчун парнисенчен чылай хаклӑрах.

4. Иисус «ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ?

4 «Ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал» тенипе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? Апостолсем Иеремийӑн ҫӗнӗ халал ҫинчен калакан пророкла сӑмахӗсене пӗлнӗ. (Иеремия 31:31—33 вуласа пар.) Иисусӑн сӑмахӗсем халӗ вӑл ҫӗнӗ халал хывнине кӑтартса панӑ. Ҫав ҫӗнӗ халал Иегова Моисей урлӑ Израильпе хывнӑ Саккун халалӗ вырӑнне пулнӑ. Ҫак икӗ халал хушшинче ҫыхӑну пулнӑ-и?

5. Израиле Саккун халалӗ мӗнле май уҫса панӑ?

5 Ҫапла, ҫав икӗ халалӑн тӗллевӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑ. Саккун халалне хывнӑ чухне Иегова халӑха ҫапла каланӑ: «Эсир Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурӑнӑҫласа пырсассӑн, ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн, эсир Манӑн патшалӑхӑм, священниксен патшалӑхӗ пулатӑр, сӑваплӑ халӑх пулатӑр» (Тух. 19:5, 6). Израильсем ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланнӑ?

Патша-священниксем пирки сӑмах пани

6. Саккун халалӗ мӗн тесе сӑмах панине пурнӑҫланма пулӑшнӑ?

6 Израильсене «халал» текен сӑмах ӑнланмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен Иегова унччен вӗсен мӑн аслашшӗсемпе, Нойпа тата Авраампа, ҫавӑн пек халалсем хывнӑ (Пулт. 6:18; 9:8—17; 15:18; 17:1—9). Авраампа халал хывнӑ май Иегова сӑмах панӑ: «Санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ» (Пулт. 22:18). Ҫак сӑмах панине пурнӑҫлас тесе Иегова Саккун халалне хывнӑ. Ҫав халал тӑрӑх Израиль «ытти пур халӑх хушшинче... [Иеговӑн ятарлӑ] еткерӗ» пулма пултарнӑ. Мӗнле тӗллевпе? Иеговӑшӑн «священниксен патшалӑхӗ» пулмашкӑн.

7. «Священниксен патшалӑхӗ» тени мӗне пӗлтернӗ?

7 Израильсем нумай патшапа священника пӗлнӗ. Анчах та ӗлӗк пӗртен-пӗр ҫын, Мелхиседек, кӑна Иегова ирӗк панипе пӗр вӑхӑтрах патша та, священник та пулнӑ (Пулт. 14:18). Халӗ вара Иегова вӗсене «священниксен патшалӑхӗ» пулма май уҫса панӑ. Каярахпа Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ ҫырусенче палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем патша-священниксем, урӑхла каласан, вӗсем патшасем, ҫавӑн пекех священниксем пулса ӗҫлеме пултарнӑ пулӗччӗҫ (1 Петр 2:9).

8. Турӑ суйласа лартнӑ священниксем мӗнле ӗҫсем тунӑ?

8 Патша, паллах, ертсе пырать. Анчах та священник мӗн тӑвать? Еврейсем 5:1-мӗшӗнче каланӑ: «Этемсен хушшинчен суйласа илнӗ кирек хӑш аслӑ священника та Турӑ умӗнче этемшӗн кӗлтуса тӑма уншӑн ҫылӑх парни кӳрсе тӑма лартаҫҫӗ». Урӑхла каласан, Иегова суйласа лартнӑ священник ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн Турӑ умӗнче тӑрать, Саккун хушнӑ пек парнесем кӳрсе вӗсемшӗн хута кӗрет. Ҫавӑн пекех священник ҫынсене Туррӑн саккунӗсене вӗрентнипе Иеговӑн представителӗ те пулса ӗҫлет (Лев. 10:8—11; Мал. 2:7). Апла пулсан, Турӑ суйласа лартнӑ священник халӑха Иеговӑпа мирлешме пулӑшать.

9. а) Израильсен «священниксен патшалӑхӗ» пулас тесен мӗн тумалла пулнӑ? ӑ) Иегова Израиль хушшинче хӑш-пӗрисене мӗншӗн священниксем пулма суйласа лартнӑ? б) Саккуна тытса тӑнӑ чухне израильсене «священниксен патшалӑхӗ» пулма мӗн чӑрмантарнӑ?

9 Саккун халалӗ израильсене «ытти пур халӑхсене» усӑ пама пултаракан патша-священниксем пулмалли чаплӑ май уҫса панӑ, анчах ҫавна илес тесен вӗсен пӗр япала тумалла пулнӑ. Турӑ каланӑ: «Эсир Манӑн сӑмахӑма [«пур тӗлӗшрен те», ҪТ] итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурӑнӑҫласа пырсассӑн». Израильсем Иеговӑн сӑмахӗсене «пур тӗлӗшрен те итлеме» пултарнӑ-и? Хӑш-пӗр енчен пултарнӑ. Ҫавна вӗсем пӗр кӑлтӑксӑр тума пултарнӑ-и? Ҫук (Рим 3:19, 20). Ҫавна пула ӗнтӗ Иегова Израиль хушшинче хӑш-пӗрисене священник пулма суйласа лартнӑ, священниксем вара патшара ларман. Священниксен израильсем пурпӗр тӑвакан ҫылӑхсемшӗн чӗрчунсене парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ (Лев. 4:1—6:7). Ҫав ҫылӑхсем шутне священниксен ҫылӑхӗсем те кӗнӗ (Евр. 5:1—3; 8:3). Иегова ҫавӑн пек парнесене йышӑннӑ, анчах та вӗсем парне кӳрекен ҫынсен ҫылӑхӗсене пӗтӗмпех пӗтерме пултарайман. Ҫав парнесене кӳрекенсем пурпӗр ватӑлса вилнӗ. Саккун халалӗ вӑйне ҫухатман чухне священниксем туса тӑракан ӗҫ тӳрӗ кӑмӑллӑ израильсене те Турӑпа пӗтӗмпех мирлештерме пултарайман. Павел апостол ҫавна акӑ ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Пӑру юнӗпе качака юнӗ ҫылӑхсене пӗтерме пултараймасть» (Евр. 10:1—4). Саккуна пӑснӑран израильсем ылхан айӗнче пулнӑ (Гал. 3:10). Ҫавӑн пек лару-тӑрура вӗсем пӗтӗм тӗнчешӗн патша-священниксем пулса ӗҫлеме пултарайман пулӗ.

10. Саккун халалӗн мӗнле тӗллев пулнӑ?

10 Апла пулсан, Иегова израильсем «священниксен патшалӑхӗ» пулма пултарӗҫ тесе сӑмах пани усӑсӑр пулнӑ-и? Ҫук паллах. Вӗсем Иеговӑна пӑхӑнса тӑма чунтан тӑрӑшнӑ пулсан, ҫав шанчӑк вӗсемшӗн пурнӑҫланма пултарнӑ, анчах та вӗсем Саккуна тытса тӑнӑ чухне мар. Мӗншӗн? (Галати 3:19—25 вуласа пар.) Пӑхӑнса тӑракан израильсене Саккун суя турӑсене пуҫҫапассинчен сыхласа тӑнӑ. Вӑл вӗсене ҫылӑхӗсене тата аслӑ священник кӳрсе тӑракан парнесенчен чылай ирттерекен парне кирлӗ пулнине кӑтартса тӑнӑ. Саккун вӗсене ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос, е Мессия, (ҫак титулсем «Суйласа Лартнӑскер» тенине пӗлтереҫҫӗ) патне илсе пыракан пулнӑ. Анчах та килсен, Мессийӑн Иеремия малтанах каласа хунӑ халала хывмалла пулнӑ. Христоса йышӑнакансене ҫав ҫӗнӗ халала хутшӑнакансем, ҫавӑн пекех «священниксен патшалӑхӗ» пулса тӑма сӗннӗ.

Ҫӗнӗ халала хутшӑнакансем патша-священниксем пулса тӑраҫҫӗ

11. Иисус мӗнле майпа патша-священниксен никӗсӗ пулса тӑнӑ?

11 Пирӗн эрӑри 29 ҫулта Мессия — Назаретри Иисус — килнӗ. Шыва кӗнӗ чухне вӑл пӗр 30 ҫулсенче пулнӑ. Шыва кӗнипе вӑл хӑйне валли ятарласа уйӑрса хунӑ Иеговӑн ирӗкне тума хатӗр пулнине кӑтартнӑ. Иегова ун пирки «Манӑн савнӑ Ывӑлӑм» тенӗ тата ӑна ҫу сӗрсе мар, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ (Матф. 3:13—17; Ап. ӗҫ. 10:38). Турӑ Иисуса суйласса та, вӑл хӑйне ӗненекен пур ҫыншӑн та Аслӑ Священник, каярахпа вӗсен Патши пултӑр тесе суйласа лартнӑ (Евр. 1:8, 9; 5:5, 6). Вӑл чӑн-чӑн патша-священниксен никӗсӗ пулса тӑнӑ.

12. Иисус парнине пула мӗнле май уҫӑлнӑ?

12 Аслӑ Священник пулнӑ май Иисус хӑйне ӗненекен пур ҫыннӑн ҫылӑхне, вӗсен пӗрремӗш ҫынран куҫнӑ ҫылӑхне, каҫарттармашкӑн мӗнле парне кӳме пултарнӑ? Хӑйӗн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне пуҫарса янӑ чухне Иисус ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав парне вӑл унӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр этем пурнӑҫӗ пулнӑ. (Еврейсем 9:11, 12 вуласа пар.) Пирӗн эрӑри 29 ҫултан пуҫласа мӗн виличченех Иисус йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ тата хӑйне вӗрентсе пиҫӗхтерме панӑ (Евр. 4:15; 5:7—10). Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл пӗлӗте хӑпарнӑ та хӑй кӳнӗ парнин хакне Иеговӑна панӑ (Евр. 9:24). Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Иисус хӑй кӳнӗ парнене кам ӗненет, ҫавсемшӗн Иегова умӗнче хута кӗме пултарать, ҫавӑн пекех вӗсем Турӑшӑн ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес шанчӑкпа ӗҫлеме пултарччӑр тесе вӗсене пулӑшма пултарать (Евр. 7:25). Унсӑр пуҫне унӑн парнине пула ҫӗнӗ халал вӑя кӗнӗ (Евр. 8:6; 9:15).

13. Ҫӗнӗ халала хутшӑнакансем умӗнче мӗнле майсем уҫӑлнӑ?

13 Камсем ҫӗнӗ халала хутшӑнма пултарнӑ, ҫавсене те святой сывлӑшпа суйласа лартмалла пулнӑ (2 Кор. 1:21). Вӗсен шутне шанчӑклӑ иудейсем, каярахпа ытти халӑх ҫыннисем кӗнӗ (Эф. 3:5, 6). Кампа ҫӗнӗ халал хывнӑ пулнӑ, ҫавсем валли мӗнле майсем уҫӑлнӑ? Вӗсен ҫылӑхӗсем пӗтӗмпех каҫарӑннӑ. Иегова сӑмах панӑ: «Эпӗ вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп» (Иер. 31:34). Вӗсем, хӑйсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑран, «священниксен патшалӑхӗ» пулса тӑма пултарнӑ. Петр святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене каланӑ: «Эсир вара — суйласа илнӗ йӑх, Патша священникӗсем [«патша-священниксем», ҪТ], сӑваплӑ халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем; хӑвӑра сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма суйласа илнӗ сире» (1 Петр 2:9). Петр ҫакӑнта Иегова Саккун панӑ чухне Израиле каланӑ сӑмахсемпе усӑ курать те ҫав сӑмахсем ҫӗнӗ халалра тӑракан христиансемпе ҫыхӑннине кӑтартса парать (Тух. 19:5, 6).

Патша-священниксем пӗтӗм этемлӗхе усӑ параҫҫӗ

14. Патша-священниксен сӑваплӑ ӗҫне ӑҫта туса тӑмалла?

14 Ҫӗнӗ халалра тӑракансен сӑваплӑ ӗҫне ӑҫта туса тӑмалла? Ҫӗр ҫинче, унта вӗсем, пӗр ушкӑн пек, священниксем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Пур ҫӗрте те Иеговӑн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑнипе тата мӗн-мӗн тумаллине вӗрентнипе вӗсем Иеговӑн представителӗсем пулса ӗҫлеҫҫӗ (Матф. 24:45; 1 Петр 2:4, 5). Вилнӗ хыҫҫӑн чӗрӗлсе тӑрсан вӗсен Христоспа пӗрле пӗлӗтре патшасемпе священниксем пулса ҫав икӗ тивӗҫе пӗтӗмпех туса тӑмалла (Лука 22:29; 1 Петр 1:3—5; Ӳлӗм. 1:6). Ҫавна Иоанн апостол курӑнура Иеговӑн престолӗ ҫумӗнче пӗлӗтре пурӑнакансене курни ҫирӗплетсе парать. «Ҫӗнӗ юрӑра» вӗсем «Путек» валли ҫапла юрлаҫҫӗ: «Эсӗ пире — тӗрлӗ йӑхрисене, тӗрлӗ чӗлхеллисене, тӗрлӗ халӑхсене, тӗрлӗ ӑрусене — Хӑвӑн юнупа ҫӑлса илтӗн; хамӑрӑн Туррӑмӑр валли пире патшасемпе священниксем турӑн; эпир ӗнтӗ ҫӗр ҫинче [«ҫӗрпе», ҪТ] патша пулса тӑрӑпӑр» (Ӳлӗм. 5:8—10). Тепӗр курӑну ҫинчен ҫырса панӑ май Иоанн ҫав патшасем пирки ҫапла калать: «Вӗсем Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулӗҫ, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ» (Ӳлӗм. 20:6). Христоспа пӗрле вӗсем пӗтӗм этемлӗхе усӑ кӳрсе тӑракан патша-священниксем пулса тӑраҫҫӗ.

15, 16. Патша-священниксем этемлӗхе мӗнле пиллӗхсем кӳрсе тӑрӗҫ?

15 Ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсене 144 000-шӗн сӑваплӑ ӗҫӗ мӗнле усӑ парӗ? Ӳлӗмхине кӗнекери 21-мӗш сыпӑкра вӗсене тӳпери хула, Ҫӗнӗ Иерусалим, пек сӑнласа панӑ, вӗсем пирки «Путек... арӑмӗ» тенӗ (Ӳлӗм. 21:9). 2-мӗш сӑвӑ йӗркинчен пуҫласа 4-мӗшчен эпир ҫапла вулатпӑр: «Эпӗ, Иоанн, тӳперен Турӑ патӗнчен анакан ҫӗнӗ хулана, сӑваплӑ [«Ҫӗнӗ», ҪТ] Иерусалима, куртӑм. Вӑл — упӑшкишӗн илемлӗ тумланнӑ, капӑрланнӑ ҫураҫнӑ хӗр пек. Унтан эпӗ тӳперен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: акӑ Турӑ пурӑнакан вырӑн — этемсем хушшинче. Вӑл ҫакӑнта вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ; вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсемпе пӗрле пулӗ, вӗсен Турри пулӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ». Мӗн тери чаплӑ пиллӗхсем! Вилӗме тӗп тусан, куҫҫуль тӑкасси, хуйхӑрасси, йӗресси-макӑрасси урӑх пӗртте пулмӗ. Ҫакӑ вӑл Турра шанчӑклӑ ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрассине тата Турӑпа пӗтӗмпех мирлешессине пӗлтерӗ.

16 Патша-священниксенчен килекен ытти пиллӗхсем ҫинчен Ӳлӗмхине 22:1, 2-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫапла ҫырса хунӑ: «Унтан мана ангел чӗрӗлӗх шывӗ юхса выртакан юханшыва кӑтартрӗ, вӑл кристалл пек йӑлтӑртататчӗ. Вӑл Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ айӗнчен юхса тухать, тӗп урам варрипе юхать, юханшывӑн ку енче те, леш енче те чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ӳсет; вӑл ҫулталӑкра вуникӗ хут ҫимӗҫ ӳстерсе уйӑхсерен кӳрет; йывӑҫ ҫулҫисем — халӑхсене сиплемешкӗн». Ҫавсене пурне те пула «халӑхсем», урӑхла каласан, этемлӗх тытӑнса тӑракан ҫемьесем, Адамран куҫнӑ ҫитменлӗхрен йӑлтах сипленӗҫ. Ун чухне вара чӑннипех: «Ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ»,— тесе калама пулать.

Патша-священниксем хӑйсен тӗллевне пурнӑҫлаҫҫӗ

17. Юлашкинчен патша-священниксем мӗн туса ҫитерӗҫ?

17 Пин ҫул вӗҫнелле патша-священниксен сӑваплӑ ӗҫӗ пӗтӗм этемлӗхе пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗ. Вара Христос, Аслӑ Священник тата Патша, пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнӑ этемлӗх ҫемйине Иеговӑна парӗ. (1 Коринф 15:22—26 вуласа пар.) Патша-священниксем хӑйсем умне лартнӑ тӗллеве пӗтӗмпех пурнӑҫлӗҫ.

18. Патша-священниксем хӑйсем умне лартнӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртсен, Иегова вӗсемпе мӗнле усӑ курӗ?

18 Ҫавӑн хыҫҫӑн патша-священниксемпе Иегова мӗнле усӑ курӗ? Ӳлӗмхине 22:5-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, «вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех патшара ларӗҫ». Вӗсем камсен патшисем пулӗҫ? Библире ун ҫинчен каламан. Анчах та вӗсен вилӗмсӗр, ҫӗрми пурнӑҫ пулнӑран тата вӗсем ҫитменлӗхлӗ ҫынсене мӗнле пулӑшмаллине пӗлнӗрен, вӗсем патшасем пулма пултараҫҫӗ тата Иегова хӑйӗн тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртес тесе вӗсемпе ӗмӗр-ӗмӗрӗпе усӑ курма пултарӗ.

19. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пухӑннисем мӗн аса илӗҫ?

19 Эпир 2012 ҫулхи апрелӗн 5-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Иисусӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне паллӑ тума пуҫтарӑнсан, Библири ҫав вӗрентӳсем ҫинчен шухӑшлӑпӑр. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем, халӗ те ҫӗр ҫинче пурӑнакансем, тутлӑлла ҫӑкӑр ҫинипе тата хӗрлӗ эрех ӗҫнипе ҫӗнӗ халалра тӑнине кӑтартса тӑрӗҫ. Ҫав символсем — Христосӑн парнине сӑнласа паракан символсем — вӗсене хӑйсем мӗн тери чаплӑ чыса тивӗҫлӗ пулнине тата Туррӑн ӗмӗрхи тӗллевӗнче хӑйсем ҫине мӗн тери пысӑк яваплӑх хунине аса илтерӗҫ. Пӗтӗм этемлӗхе усӑ кӳрекен патша-священниксемшӗн Иегова Турра пархатарлӑ пулнине Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче пулнипе кӑтартар.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]