Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Хӑюллӑ та питӗ ҫирӗп пул»

«Хӑюллӑ та питӗ ҫирӗп пул»

«Ҫирӗп те питӗ хастар [«хӑюллӑ та питӗ ҫирӗп», ҪТ] пул... Ҫӳлхуҫа Турру санпа пӗрле пулӗ» (ИИС. Н. 1:7—9).

1, 2. а) Хамӑра тӗрӗс тытма хӑш-пӗр чухне мӗн кирлӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

 ХӐЮЛӐХ вӑл пачах та хӑрасси, шикленесси тата сехӗрленесси пек мар. Хӑюллӑ ҫын пирки эпир ялан тенӗ пекех вӑйлӑ, паттӑр тата хастар ҫын тесе шутлатпӑр. Анчах хӑш-пӗр чухне кулленхи пурнӑҫра та хамӑра тӗрӗс тытма хӑюлӑх кирлӗ.

2 Библире каласа панӑ хӑш-пӗр ҫынсем питӗ йывӑр килнӗ чухне те хӑраса тӑман. Теприсем Иеговӑн ӗҫлекенӗсемпе чылайӑшӗпе куллен пулса иртекен ӗҫсенче хӑюлӑх кӑтартнӑ. Библире ҫырса панӑ хӑюлӑх тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир мӗнле майпа хӑюллӑ пулма пултаратпӑр?

Йӗркесӗр тӗнчери хӑюллӑ свидетельсем

3. Йӗркесӗр ҫынсемпе мӗн пулать тесе пророкла каланӑ Енох?

3 Пӗтӗм ҫӗре шыв илес умӗн пурӑннӑ йӗркесӗр ҫынсем хушшинче Иеговӑн свидетелӗ пулас тесен хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ. «Адамран ҫиччӗмӗш сыпӑкри Енох» Туррӑн хыпарне хӑюллӑн пӗлтернӗ: «Акӑ, Хуҫамӑр, Хӑйӗн святой пин-пин ангелӗпе килет [«килнӗ», ҪТ]. Вӑл пурне те суд тума, Турра юрӑхсӑр мӗн пур ӗҫӗсемшӗн тата Турра хирӗҫ каланӑ мӗн пур хаяр сӑмахӗсемшӗн Хӑйне хисеплемен ҫылӑхлӑ ҫынсене айӑплама килет [«килнӗ», ҪТ]» (Иуда 14, 15, ҪХ). Енох ҫав ӗҫсем ҫинчен пулса иртнӗ пек каланӑ, мӗншӗн тесен пророкла калани пурпӗр пурнӑҫланмалла пулнӑ. Пӗтӗм ҫӗре шыв илсен йӗркесӗр ҫынсем вилсе пӗтнӗ.

4. Мӗнле лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ?

4 Енох пророкла каланӑранпа 650 ҫул ытла иртсен, пирӗн эрӑчченхи 2370 ҫулта пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ. Енох вилнӗ хыҫҫӑнхипе пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ вӑхӑт хушшинчи тапхӑрта Ной ҫуралнӑ, авланнӑ, ачисене пӑхса ӳстернӗ тата вӗсемпе пӗрле ковчег туса лартнӑ. Усал ангелсем ҫынсем пек кӗлеткеллӗ пулса тӑнӑ та хитре хӗрарӑмсене качча илнӗ, вара вӗсенчен улӑпсем ҫуралнӑ. Ҫынсем аскӑнланса кайнӑ та ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ (Пулт. 6:1—5, 9, 11). Ҫавна пӑхмасӑрах, «Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ» те «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» пулса хӑюллӑ пӗлтерсе тӑнӑ. (2 Петр 2:5 вуласа пар.) Ҫак юлашки кунсенче пирӗн те ҫавӑн пек хӑюллӑ пулмалла.

Вӗсем ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартнӑ

5. Моисей ӗненӳпе хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ?

5 Ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартас енчен Моисей лайӑх тӗслӗх пулнӑ (Евр. 11:24—27). Пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑчченхи 1473 ҫулччен Иегова израильсене Египетран илсе тухас тесе, унтан вӗсене пушхирте ертсе пырас тесе Моисейпе усӑ курнӑ. Моисей ҫав ӗҫе тӑвасси манран пулмасть тесе шутланӑ пулин те, ҫавна тума вӑл килӗшнӗ (Тух. 6:12). Хӑйӗн Аарон пиччӗшӗпе вӑл хаяр Египет фараонӗ патне темиҫе хут та кайса калаҫнӑ. Вӗсем вунӑ асап ҫинчен хӑюллӑ пӗлтернӗ, ҫав вунӑ асап урлӑ Иегова Египет туррисем ниме те тӑманнине кӑтартнӑ та хӑйӗн халӑхне ирӗке кӑларнӑ (Тух., 7—12 сып.). Турӑ пӗр вӗҫӗмсӗр пулӑшса тӑнине пула Моисей ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартнӑ, ҫавӑн пек пулӑшу паян пирӗн те пур (Сак. аст. 33:27).

6. Влаҫра тӑракан ҫынсем ыйтусем панӑ чухне хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен хӑюллӑн каласа пама пире мӗн пулӑшӗ?

6 Моисейӑн мӗнле хӑюлӑх пулнӑ, пире те ҫавӑн пек хӑюлӑх кирлӗ, мӗншӗн тесен Иисус каланӑ: «Сире Ман пирки аслӑ пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ, ҫавсем умӗнче тата суя тӗнлӗ ҫынсем умӗнче Ман ҫинчен кӳнтелеме хушӗҫ. Хӑвӑра сута тытса парсан, мӗнле каласси, мӗн каласси пирки ан пӑшӑрханӑр — мӗн каламалли ҫав сехетре хӑех тупӑнӗ: эсир хӑвӑр каламӑр, сирӗн ӑшӑрта Аҫӑр Сывлӑшӗ каласа тӑрӗ» (Матф. 10:18—20). Влаҫра тӑракан ҫынсем пире ыйтусем параҫҫӗ пулсан, Иеговӑн сывлӑшӗ пире ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартса хамӑр мӗне ӗненнине хисеплӗн каласа пама пулӑшӗ. (Лука 12:11, 12 вуласа пар.)

7. Мӗншӗн Иисус Навин хӑюллӑ та ӑнӑҫлӑ пулнӑ?

7 Иисус Навин, Моисей хыҫҫӑн пулса тӑнӑ Израиль ертӳҫи, Туррӑн Саккунне яланах вӗреннипе хӑйӗн ӗненӗвӗпе хӑюлӑхне ҫирӗплетнӗ. Израиль пирӗн эрӑчченхи 1473 ҫулта Пама пулнӑ ҫӗре кӗме хатӗр пулнӑ. «Ҫирӗп те питӗ хастар [«хӑюллӑ та питӗ ҫирӗп», ҪТ] пул»,— хушнӑ Турӑ. Пур ӗҫе те ӑслӑ-тӑнлӑ тумашкӑн тата ӑнӑҫлӑ пулмашкӑн, Иисус Навинӑн Саккунра каланӑ пек тумалла пулнӑ. «Ан хӑра, ан сехӗрлен,— тенӗ пулнӑ ӑна,— эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа Турру санпа пӗрле пулӗ» (Иис. Н. 1:7—9). Ҫав сӑмахсем Иисус Навина питӗ тӗреклетнӗ пулмалла! Турӑ чӑнах та унпа пӗрле пулнӑ, мӗншӗн тесен пирӗн эрӑчченхи 1467 ҫул тӗлнелле, ултӑ ҫул хушшинче кӑна, Пама пулнӑ ҫӗре, тӗпрен илсен, ҫӗнсе илнӗ пулнӑ.

Хӑюллӑ хӗрарӑмсем

8. Раав ӗненӳпе хӑюлӑх тӗлӗшӗнчен мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

8 Тӗрлӗ вӑхӑтра пурӑннӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хушшинче хӑюллӑ та паттӑр хӗрарӑмсем нумай пулнӑ. Сӑмахран, Иерихонра пурӑнакан Раав Иисус Навин янӑ йӗрлевҫӗсене пытарнипе, унтан Иерихон патшин тарҫисене тӗрӗс мар ҫулпа янипе хӑюлӑх тата Турра ӗненнине кӑтартнӑ. Израильсем Иерихона ярса илсен, вӑл хӑйӗн кил-йышӗпе ҫӑлӑнса юлнӑ. Раав аскӑн ӗҫне тума пӑрахнӑ, Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫленӗ тата Мессия патне илсе пыракан йӑхӗ-кӑкӗнчи ҫын пулса тӑнӑ (Иис. Н. 2:1—6; 6:22, 23; Матф. 1:1, 5). Ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна пилленӗ.

9. Девора, Варак тата Иаиль хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ?

9 Иисус Навин вилнӗ хыҫҫӑн, вӑл пирӗн эрӑчченхи 1450 ҫулта вилнӗ пулас, Израиль халӑхне судьясем ертсе пынӑ. Ханаан патши Иавин Израиле 20 ҫул хушши хӗсӗрлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн Турӑ Деворӑна, хӗрарӑм пророка, Варак судьяна ҫав патшана хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухтӑр тесе калама хушнӑ. Варак Фавор тӑвӗ ҫине 10 000 ҫын пуҫтарнӑ та Сисарӑпа, Иавинӑн ҫар пуҫлӑхӗпе, ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ. Сисара Киссон юханшывӗн айлӑмне хӑйӗн ҫарӗпе тата 900 ҫар урапипе пынӑ. Израильсем айлӑма ансан, Турӑ кӗтмен ҫӗртен ҫав ҫӗре шыв илтернӗ, ҫавӑнпа та ҫапӑҫу хирӗ шурлӑхланса кайнӑ та унта ханаансен ҫар урапийӗсем пута-пута ларнӑ. Варакӑн ҫыннисем тӑшмана ҫӗнтернӗ, «Сисарӑн пӗтӗм ҫарне хӗҫпе вакланӑ». Сисара Иаилӗн чатӑрӗнче пытанса юласшӑн пулнӑ, анчах Иаиль ӑна ҫывӑрнӑ чухне вӗлернӗ. Деворӑн Варака каланӑ пророкла сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫав ҫӗнтерӳшӗн «чапа» хӗрарӑм, Иаиль, илнӗ. Девора, Варак тата Иаиль кӑтартнӑ хӑюлӑха пула Израильте «хӗрӗх ҫул хушши лӑпкӑ самана тӑнӑ» (Тӳр. 4:1—9, 14—22; 5:20, 21, 31). Турӑран хӑракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем нумайӑшӗ ҫавнашкал ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартнӑ.

Пирӗн сӑмахсем ыттисене хӑюллӑ тума пултараҫҫӗ

10. Пирӗн сӑмахсем ыттисене хӑюллӑ пулма пулӑшаҫҫӗ тесе эпир мӗншӗн калама пултаратпӑр?

10 Пирӗн сӑмахсем хамӑрпа пӗрле Иеговӑна пуҫҫапакансене хӑюллӑ тума пултараҫҫӗ. Пирӗн эрӑчченхи XI ӗмӗрте Давид патша хӑйӗн Соломон ывӑлне каланӑ: «Ҫирӗп те хӑюллӑ пул, ан хӑра, ан сехӗрлен — Ҫӳлхуҫа Турӑ, манӑн Туррӑм, санпа пӗрле пулӗ; Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тумалли пӗтӗм ӗҫе вӗҫличчен Вӑл санран пӑрӑнмӗ, сана пӑрахмӗ» (1 Ҫулс. 28:20). Соломон ӗҫе хӑюллӑ тытӑннӑ та Иерусалимра Иегова валли чаплӑ храм туса лартнӑ.

11. Израиль хӗрачин хӑюллӑн каланӑ сӑмахӗсем пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

11 Пирӗн эрӑчченхи X ӗмӗрте Израиль хӗрачин хӑюллӑн каланӑ сӑмахӗсем тилҫепе чирлекен пӗр ҫынна сывалма тата Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшнӑ. Ҫав хӗрачана вӑрӑ-хурах ушкӑнӗ тыткӑна илсе кайнӑ, вара ӑна тилҫе чирӗпе чирлекен Нееманӑн, Сири ҫар пуҫлӑхӗн, килӗнче ӗҫлекен тарҫӑ туса хунӑ. Иегова Елисей урлӑ тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен пӗлнӗрен вӑл Нееманӑн арӑмне, унӑн упӑшки Израиле кайсан, Туррӑн пророкӗ ӑна сыватнӑ пулӗччӗ тесе каланӑ. Нееман шӑп ҫапла тунӑ та. Вӑл тӗлӗнмелле майпа сывалнӑ та Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑнӑ (4 Патш. 5:1—3, 10—17). Эсӗ ҫав хӗрача пекех ҫамрӑк тата Турра юрататӑн пулсан, учительсене, пӗр класри ачасене тата ытти ҫынсене ырӑ хыпар каласа памашкӑн Иегова сана хӑюлӑх пама пултарать.

12. Езекия патшан сӑмахӗсем унӑн ҫыннисем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

12 Шухӑшласа каланӑ сӑмахсем кама та пулин йывӑр вӑхӑтра хӑюллӑ тума пултараҫҫӗ. Пирӗн эрӑчченхи VIII ӗмӗрте Ассири Иерусалим ҫине тапӑнсан, Езекия патша хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: «Ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ». Ҫак сӑмахсем израильсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? «Езекия каланӑ сӑмахсемпе вара халӑх вӑй илсе ҫирӗпленнӗ»! (2 Ҫулс. 32:7, 8.) Ҫавнашкал сӑмахсем хамӑра хӗсӗрленӗ чухне пире те, ытти христиансене те хӑюллӑ тума пултараҫҫӗ.

13. Авдий, Ахав патша керменӗн пуҫлӑхӗ, хӑюлӑх енчен мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

13 Хӑш-пӗр чухне хӑюлӑха нимӗн те каласа паманнипе кӑтартатпӑр. Пирӗн эрӑчченхи Х ӗмӗрте Авдий, Ахав патша керменӗн пуҫлӑхӗ, Иеговӑн ҫӗр пророкне патша арӑмӗ, усал Иезавель, хушнипе ан вӗлерччӗр тесе «аллӑшарӑн-аллӑшарӑн ҫӗр хӑвӑлӗнче» хӑюллӑн пытарса усранӑ (3 Патш. 18:4). Турӑран хӑракан Авдий пекех, хальхи вӑхӑтра Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ пӗрле ӗненекенсене, вӗсем ҫинчен хӗсӗрлекенсене нимӗн те каласа паманнипе хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ.

Эсфирь — хӑюллӑ патша майри

14, 15. Патша майри Эсфирь ӗненӳпе хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ тата ҫавӑ мӗн панӑ?

14 Эсфирь, патша майри, пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗрте, усал Аман Перси империйӗнчи пӗтӗм еврее тӗп тума шут тытнӑ чухне, хытӑ ӗненнине тата пысӑк хӑюлӑх кӑтартнӑ. Хӑйсене пӗтересси ҫинчен илтсен еврейсем хуйхӑрнӑ, типӗ тытнӑ, паллах ӗнтӗ, чӗререн кӗлӗ тунӑ! (Эсф. 4:1—3.) Патша майри Эсфирь шутсӑр хытӑ куляннӑ. Мардохей, Эсфирь ашшӗпе пӗртӑванӗн ывӑлӗ, ӑна иудейсене пӗтерме ирӗк паракан саккунӑн копине ярса панӑ та патша патне кайма хушнӑ, патшана халӑха хӗрхенме тархасла тенӗ. Анчах та патша патне чӗнмесӗр кӗрекене кирек кама та пӗр айӑп кӗтнӗ — вилӗм (Эсф. 4:4—11).

15 Ҫавна пӑхмасӑрах Мардохей Эсфире, эсӗ нимӗн те каламасан, иудейсем валли ҫӑлӑнӑҫ урӑх ҫӗртен ҫитӗ тенӗ. Унтан вӑл татах каланӑ: «Кам пӗлет, ҫак вӑхӑтра, тен, эсӗ ахальтен мар патша майри пулма тивӗҫрӗн?» Эсфирь Мардохея Сузӑри иудейсене пуҫтарма ыйтнӑ та маншӑн типӗ тытӑр тенӗ. «Эпӗ те... типӗ тытӑп,— тенӗ вӑл,— кайран патша патне кайӑп, ку ӗнтӗ йӗркене хирӗҫ туни пулсан та кайӑп, вилес пулсан — вилӗп» (Эсф. 4:12—17). Эсфирь хӑйне хӑюллӑ тытнӑ тата унӑн ятне панӑ кӗнеке Турӑ хӑйӗн халӑхне ҫӑлнине кӑтартса парать. Хальхи вӑхӑтра святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе вӗсен юлташӗсем, урӑх сурӑхсем, йывӑрлӑхсенче ҫавнашкал хӑюлӑх кӑтартаҫҫӗ. Иегова, кӗлӗсене итлекен Турӑ, яланах вӗсем майлӑ. (Псалом 64:3; 117:6 вуласа пар.)

«Хӑюллӑ пулӑр»

16. Ҫамрӑксене Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

16 Пӗррехинче, Иисус 12 ҫулта чухне, ашшӗпе амӑшӗ ӑна храмра шыраса тупнӑ, унта вӑл «вӗрентекенсем хушшинче вӗсене итлесе ларнӑ, Хӑй те вӗсене ыйтусем панӑ». Унсӑр пуҫне «Ӑна итлекенсем пурте Унӑн ӑсӗнчен, Вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ» (Лука 2:41—50). Иисус ҫамрӑк пулнӑ пулин те, храмри чылай ҫул хушши ӑс пухнӑ вӗрентекенсене ыйтусем пама унӑн ӗненӳпе хӑюлӑх ҫителӗклӗ пулнӑ. Иисусӑн тӗслӗхӗ христиансен пухӑвӗнчи ҫамрӑксене хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа памалли кашни майпа усӑ курма пулӑшӗ (1 Петр 3:15).

17. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑюллӑ пулма хавхалантарнӑ тата мӗншӗн пирӗн хӑюллӑ пулмалла?

17 Иисус ыттисене те хӑюллӑ пулма хавхалантарнӑ (Матф. 9:2, 22). Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Акӑ ҫавӑн пек вӑхӑт ҫитет, ҫитрӗ те ӗнтӗ: эсир пурсӑр та кашнийӗ хӑй енне сапаланатӑр, Мана пӗчченех хӑваратӑр; анчах Эпӗ пӗччен мар, Манпа пӗрле Аттем. Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑр валли канӑҫлӑх Манра тупчӑр тесе каларӑм. Тӗнчере сирӗн асап тӳсмелле пулӗ; ҫирӗп тӑрӑр [«хӑюллӑ пулӑр», ҪТ]: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм» (Иоанн 16:32, 33). Ҫак тӗнче Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсене курайман пекех пире те кураймасть, анчах та эпир ҫак тӗнче евӗрлӗ пуласшӑн мар. Турӑ Ывӑлӗ кӑтартнӑ хӑюлӑх ҫинчен шухӑшлани пире ҫак тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен пӑрӑнма хӑюлӑх парӗ. Вӑл тӗнчене ҫӗнтернӗ, эпир те ҫавна тума пултаратпӑр (Иоанн 17:16; Иак. 1:27).

18, 19. Павел апостол ӗненӳ тата хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ?

18 Павел апостол нумай йывӑрлӑх тӳссе ирттернӗ. Пӗррехинче Иерусалимра иудейсем ӑна туртса ҫурма хатӗр пулнӑ, анчах Павела Рим салтакӗсем пулӑшнӑ. Каҫхине ӑна «Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Павел, хӑюллӑ пул! эсӗ Ман ҫинчен Иерусалимра чӑннине пӗлтернӗ пек, санӑн Рим хулинче те ҫаплах чӑннине пӗлтермелле» (Ап. ӗҫ. 23:11). Павел хӑйне Иисус мӗн тума хушнине пурне те тунӑ.

19 Коринфри пухӑва пӑсса яма хӑтланакан «„аслӑ апостолсене“» Павел ним хӑрамасӑр питленӗ (2 Кор. 11:5; 12:11). Ҫав ҫынсем суя апостолсем пулнӑ. Павел хӑй апостол пулнине мӗн тӳссе ирттернӗ, ҫавсемпе — тӗрмере ларнипе, ыттисем хӑйне хӗненипе, хӑрушӑ ҫулҫӳревсемпе, ытти хӑрушлӑхсемпе, ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнипе, ҫӗр ҫывӑрманнипе, ҫавӑн пекех пӗрле ӗненекенсемшӗн тӑрӑшнипе — ҫирӗплетсе пама пултарнӑ. (2 Коринф 11:23—​28 вуласа пар.) Чӑн-чӑн ӗненӳ, чӑн-чӑн хӑюлӑх! Ҫавсем пурте Павела Турӑ вӑй панине кӑтартса параҫҫӗ.

20, 21. а) Пире хӑюлӑх кирлине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Ӑҫта-ӑҫта пире хӑюлӑх кирлӗ тата мӗн пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр?

20 Пур христианин та хаяррӑн хӗсӗрленипе тӗл пулмасан та пултарать. Анчах та йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерес тесен пире пурсӑмӑра та хӑюлӑх кирлӗ. Акӑ пӗр тӗслӗх. Бразилири пӗр ҫамрӑк ҫын бандӑра пулнӑ. Библи вӗренме пуҫласан вӑл хӑйӗн пурнӑҫне улӑштарма кирлине ӑнланнӑ, анчах та бандӑран тухса каяс текенсене ялан тенӗ пекех вӗлернӗ. Вӑл Иеговӑна кӗлӗ тунӑ, унтан вара банда пуҫлӑхне мӗншӗн вӑл бандӑра юлма пултарайманнине Библи тӑрӑх ӑнлантарса панӑ. Ӑна бандӑран тухма ирӗк панӑ, нимӗнле сиен те туман, вара вӑл Патшалӑх хыпарҫи пулса тӑнӑ.

21 Хӑюлӑх ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме кирлӗ. Ҫамрӑк христиансен шкулта Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе хӑюллӑ пулмалла. Область конгресӗн пӗтӗм программинче пулас тесе ӗҫре отпуск ыйтма хӑюлӑх кирлӗ. Хӑюлӑх ӑҫта-ӑҫта кирли ҫинчен нумай калама пулать. Пирӗн кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивсен те, Иегова эпир ӗненсе кӗлӗ тунине итлӗ (Иак. 5:15). Вӑл пире, хӑюллӑ та питӗ ҫирӗп пулма пултарччӑр тесе, хӑйӗн святой сывлӑшне пама пултарни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук!

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]