Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ывӑлӗ Ашшӗ ҫинчен пӗлтересшӗн

Ывӑлӗ Ашшӗ ҫинчен пӗлтересшӗн

«Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ кама пӗлтерес тет, тата ҫавӑ пӗлет» (ЛУКА 10:22).

1, 2. Нумайӑшне мӗнле ыйту ҫине хурав пама йывӑр тата мӗншӗн?

 КАМ вӑл Турӑ? Нумайӑшне ҫак ыйту ҫине хурав пама питӗ йывӑр. Сӑмахран, хӑйсене христиансем теекен ҫынсем чылайӑшӗ Турӑ вӑл — Виҫ-ипостаҫлӗ Турӑ тесе ӗненеҫҫӗ пулин те, ҫав вӗрентӗве ӑнланса пӗтерме май ҫук теҫҫӗ. Пӗр теолог тата священник ҫапла каланӑ: «Ҫав вӗрентӳ вилӗмлӗ ҫыннӑн пуҫне вырнаҫаймасть. Ӑна ӑспа е этем логикипе ӑнкарса илме ҫук». Тепӗр енчен илес пулсан, эволюци теорине йышӑнакансем нумайӑшӗ Турӑ ҫук тесе ӗненеҫҫӗ. Вӗсем ҫутҫанталӑкри тӗлӗнмелле япаласем ӑнсӑртран пулса кайнӑ теҫҫӗ. Анчах Чарлз Дарвин Турӑ ҫук теес вырӑнне ҫапла каланӑ: «Сӳтсе явмалли ыйтӑва ҫын ӑстӑнӗн пултарулӑхӗпе ӑнланса илме ҫук тесе пӗтӗмлетӳ туни тӗрӗсрех пек туйӑнать мана».

2 Ҫынсем нумайӑшӗ, кирек мӗне ӗненсен те, Турӑ пур-и, ҫук-и тесе ыйтусем параҫҫӗ. Анчах та ҫырлахтаракан хуравсем тупайманран чылайӑшӗ парӑннӑ та Турра шырама пӑрахнӑ. Ҫитменнине тата Сатана ӗненменнисен «ӑсне... суккӑрлатнӑ» (2 Кор. 4:4, ҪХ). Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫынсем нумайӑшӗ Атте, Ҫут тӗнчене Пултаракан, ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлменни тӗлӗнтермест! (Ис. 45:18.)

3. а) Пултаракан кам иккенне пӗлме пире кам пулӑшнӑ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

3 Анчах ҫынсен Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлмелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] ятне асӑнакан» кӑна ҫӑлӑнӗ (Рим 10:13). Турӑ ятне асӑнас тесен Турӑ камне тата вӑл мӗнле Турӑ пулнине пӗлмелле. Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшнӑ. Вӑл вӗсене Ашшӗ кам иккенне пӗлтернӗ. (Лука 10:22 вуласа пар.) Мӗншӗн ҫавна Иисус пуринчен те лайӑх тума пултарнӑ? Иисус ҫавна мӗнле туса тӑнӑ? Ыттисене Атте кам иккенне пӗлтернӗ чухне ҫавна эпир Иисус тунӑ пек тума мӗнле пултаратпӑр? Ҫак ыйтусене айтӑр пӑхса тухар.

Ашшӗне Ывӑлӗ пӗлнӗ пек никам та пӗлмест

4, 5. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен ыттисене пӗлме пулӑшнӑ пек лайӑх урӑх никам та пулӑшма пултарайман?

4 Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен ыттисене пӗлме пулӑшнӑ пек лайӑх урӑх никам та пулӑшма пултарайман. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ангел, «Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ», каярахпа Иисус ятлӑ ҫын пулса тӑнӑскер, пурнӑҫӑн пӗтӗм формине пултаричченех пӗлӗтре пурӑннӑ (Иоанн 1:14; 3:18). Ыттисене пурне те пултариччен Иисус кӑна Ашшӗпе пӗрле пулнӑ, Ашшӗ вара хӑйӗн пӗтӗм тимлӗхне Ывӑлне пама пултарнӑ, ҫапла Ывӑлӗ Ашшӗне пӗлсе пынӑ тата унӑн лайӑх енӗсене вӗреннӗ. Ашшӗпе Ывӑлӗ пӗр-пӗринпе нумай калаҫнӑ пулас, ҫапла вара чылай вӑхӑт хушшинче вӗсем хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленнӗҫемӗн ҫирӗпленсе, юрату ӳснӗҫемӗн ӳссе пынӑ (Иоанн 5:20; 14:31). Ашшӗ мӗнле Турӑ пулни ҫинчен Ывӑлӗ мӗн тери лайӑх пӗлсе ҫитни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! (Колоссӑ 1:15—17 вуласа пар.)

5 Ашшӗ Ывӑлне хӑйӗн представителӗ, «Турӑ Сӑмахӗ», пулма суйласа лартнӑ (Ӳлӗм. 19:13). Ҫавӑнпа та Иисусӑн ыттисене Ашшӗ кам иккенне пӗлтерме хӑйне евӗрлӗ май пулнӑ. Иоанн хӑйӗн Евангелинче Иисус, «Сӑмах», пирки «Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ [«Ашшӗн кӑкӑрӗ ҫумӗнче», ҪТ]» тенӗ (Иоанн 1:1, 18). Иоанн ҫак сӑмахсемпе вӑл вӑхӑтра апат ҫинӗ чухнехи йӑла ҫинчен калать. Сӗтел патӗнче пӗр хӑна теприне хирӗҫ хӑяккӑн выртнӑ. Ҫума-ҫумӑн выртакансене пӗр-пӗринпе калаҫма ҫӑмӑл пулнӑ. (Иоанн 13:23—25 ҫине пӑхӑр.) Ҫапла вара Ывӑлӗ, «Ашшӗн кӑкӑрӗ ҫумӗнче» пулнӑран, Унпа чуна уҫса калаҫнӑ.

6, 7. Ашшӗпе Ывӑлӗ хушшинчи хутшӑнусем мӗнле аталанса пынӑ?

6 Ашшӗпе Ывӑлӗ хушшинчи хутшӑнусем малалла аталанса пынӑ. Ывӑлӗ Ашшӗ «ҫумӗнчи... куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ». (Ытарӑшсем 8:22, 23, 30, 31 вуласа пар.) Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Ашшӗпе Ывӑлӗ пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑран тата Ывӑлӗ Ашшӗ кӑтартакан лайӑх енсене кӑтартма вӗренсе пынӑран вӗсен хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленсех-ҫирӗпленсех пынӑ. Ыттисене, Иеговӑна пуҫҫапма пултаракансене, тусан, Иегова хӑйне вӗсемпе пуринпе те мӗнле тытнине Ывӑлӗ курнӑ, ҫавна пула вӑл Турра тата ытларах юратма, хисеплеме пуҫланӑ паллах.

7 Сатана Иеговӑн аслӑ влаҫне хирӗҫ пӑлхав ҫӗклени те Ывӑлне Иегова йывӑр лару-тӑрура юратӑвне, тӗрӗслӗхне, ӑслӑлӑхне тата вӑйне мӗнле кӑтартнине пӗлме май панӑ. Ҫакӑ вара Иисуса каярахпа, ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне, тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӗренсе ҫитме пулӑшнӑ (Иоанн 5:19).

8. Евангелисене пула эпир мӗнле майпа Аттемӗрӗн лайӑх енӗсем ҫинчен аванрах пӗлме пултаратпӑр?

8 Иеговӑпа хӑйӗн хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулнӑран, Ывӑлӗ пуринчен те лайӑхрах Ашшӗ ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пама пултарнӑ. Пӗртен-пӗр Ывӑлӗ мӗн вӗрентнипе мӗн тунине пӑхса тухнисӗр пуҫне Ашшӗ ҫинчен лайӑхрах пӗлмелли урӑх май пур-и вара? Сӑмахран, «юрату» сӑмах пӗлтерӗшне словарьте мӗнле ӑнлантарса панине вуласа тухсах пӗтӗмпех ӑнланма питӗ йывӑр пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Евангелисенче Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен тата вӑл ыттисемшӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен каласа панисем ҫинчен шухӑшланӑ май эпир «Турӑ — юрату вӑл» тени мӗн иккенне тата лайӑхрах ӑнланатпӑр (1 Иоанн 4:8, 16). Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн вӗренекенӗсене юратусӑр пуҫне Туррӑн ытти лайӑх енӗсем ҫинчен те каласа панӑ.

Ашшӗ ҫинчен пӗлме Иисус мӗнле пулӑшнӑ

9. а) Иисус мӗнле икӗ майпа хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен пӗлме пулӑшнӑ? ӑ) Иисус хӑйӗн вӗрентӗвӗсем урлӑ Ашшӗ ҫинчен мӗнле пӗлме пулӑшнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

9 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене, ҫавӑн пекех каярахпа хӑйӗн вӗренекенӗсем пулса тӑнисене Ашшӗ ҫинчен пӗлме мӗнле пулӑшнӑ? Ҫавна вӑл, тӗпрен илсен, икӗ майпа тунӑ: хӑйӗн вӗрентӗвӗсемпе тата хӑйне мӗнле тытнипе. Чи малтан пӗрремӗш майне пӑхса тухӑпӑр. Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене мӗне вӗрентнӗ, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн Ашшӗн шухӑшӗсене, туйӑмӗсене тата Ашшӗ хӑйӗн ӗҫӗсене мӗнле тунине питӗ лайӑх ӑнланни палӑрса тӑнӑ. Сӑмахран, Иисус хӑйӗн Ашшӗне кӗтӳшӗн тӑрӑшакан, ҫухалнӑ сурӑха шырама кайнӑ хуҫапа танлаштарнӑ. Ҫухалнӑ сурӑха тупсан хуҫа уншӑн «ҫухалман тӑхӑрвунӑ тӑхӑр сурӑхӗшӗн савӑннинчен ытларах савӑнӗ» тесе каланӑ Иисус. Ҫак тӗслӗхпе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл ӑнлантарса панӑ: «Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкал: Вӑл ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар» (Матф. 18:12—14). Ҫак тӗслӗх пире Иегова ҫинчен мӗн уҫса парать? Эсӗ хӑвна хутран-ситрен ниме тӑман пек тата пурте манса кайнӑ пек туятӑн пулсан та, санӑн ҫӳлти Аҫу сана асра тытать, саншӑн тӑрӑшать. Унӑн куҫӗ умӗнче эсӗ «ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗри».

10. Иисус хӑйне мӗнле тытнипе Ашшӗн лайӑх енӗсене пӗлме епле пулӑшнӑ?

10 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Ашшӗ ҫинчен пӗлме пулӑшнӑ иккӗмӗш май вӑл — Иисус хӑйне мӗнле тытни. Ҫавӑнпа Филипп апостол Иисусран: «Пире Аҫуна кӑтарт»,— тесе ыйтсан, Иисус ҫапла калама пултарнӑ: «Мана куракан Аттене те курнӑ» (Иоанн 14:8, 9). Иисус хӑйӗн Ашшӗн лайӑх енӗсене мӗнле кӑтартнине уҫса паракан хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар. Тилҫеллӗ ҫын хӑйне сыватма йӑлӑннӑ чухне Иисус ҫав ҫынна, «тилҫе сӑрса» илнӗскере, сӗртӗннӗ те каланӑ: «Тасатас тетӗп — тасал». Сывалсан, ҫав ҫын Иисуса сыватма вӑй параканни Иегова пулнине ӑнланма пултарнӑ паллах (Лука 5:12, 13). Ҫавӑн пекех Лазарь вилсен Иисус «питех те хурланса пӑлханса кайнине», унӑн «куҫӗсем шывланнине» кура вӗренекенӗсем Ашшӗн хӗрхенӗвне туйма пултарнӑ. Иисус хӑй Лазаре вилӗмрен чӗртесси пирки пӗлнӗ пулин те, вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсемпе тусӗсен чунӗ ыратнине вӑл туйнӑ (Иоанн 11:32—35, 40—43). Сирӗн, паллах, Библире хӑвӑра килӗшекен сӑвӑ йӗркисем пур, вӗсем сире Иисусӑн ӗҫӗсем урлӑ Аттемӗрӗн хӗрхенӗвне курма пулӑшаҫҫӗ.

11. а) Иисус храма тасатнипе Ашшӗ ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшнӑ? ӑ) Иисус храма мӗнле тасатни ҫинчен каласа пани мӗншӗн пире вӑй парса тӑрать?

11 Иисус храма мӗнле тасатни ҫинчен каласа панинчен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр? Ҫавӑнта мӗн пулса иртнине куҫ умне тӑратма тӑрӑшӑр: Иисус кантраран пушӑ тӑвать те вӑкӑрсемпе сурӑхсем сутакансене хӑваласа кӑларать. Вӑл укҫа улӑштаракансенӗн укҫисене сапаласа ярать, вӗсенӗн сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере ярать (Иоанн 2:13—17). Ҫак хӑюллӑ ӗҫ вӗренекенӗсене Давид патша каланӑ пророкла сӑмахсене аса илтернӗ: «Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни асаплантарчӗ мана» (Пс. 68:10). Иисусӑн хастар ӗҫӗсенчен вӑл тӗрӗс пуҫҫапассине шутсӑр хӳтӗлесшӗн пулни курӑннӑ. Иисусӑн ҫак ӗҫӗнче Ашшӗн лайӑх енӗсем мӗнле палӑрса тӑнине куратӑр-и эсир? Иисус хӑйне мӗнле тытни пире ҫӗр ҫинчи пӗтӗм усала пӗтерме Туррӑн виҫесӗр вӑй пуррине кӑна мар, вӑл ҫавна тӑвасшӑн чунтан ҫуннине те аса илтерсе тӑрать. Иисус йӗркесӗрлӗхе мӗнле курайманнине каласа пани Атте ҫӗр ҫинчи чӑтма ҫук саккунсӑрлӑха кура хӑйне епле туйнине уҫса парать. Ҫакӑ пире тӗрӗсмарлӑха пула хӗн курнӑ чухне ҫав тери вӑй парса тӑрать!

12, 13. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытнинчен эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр?

12 Иисус хӑйне вӗренекенӗсемпе мӗнле тытнине те пӑхса тухар. Вӗсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки час-часах тавлашнӑ (Марк 9:33—35; 10:43; Лука 9:46). Ашшӗпе чылай вӑхӑт хушши хутшӑннӑран Иегова мӑнкӑмӑллӑх ҫине мӗнле пӑхнине Иисус пӗлнӗ (2 Патш. 22:28; Пс. 137:6). Унсӑр пуҫне Сатана Шуйттан мӑнкӑмӑллӑх мӗнле кӑтартнине те — вӑл хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшнине, хӑйне мала хурасшӑн тата чапшӑн кӑна ҫуннине — Иисус курнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисуса хӑй кама вӗрентнӗ, ҫавсем чапшӑн ҫунма пӑрахманни мӗн тери кулянтарнӑ пулас. Ҫавӑн пекки кама вӑл апостолсем пулма суйласа илнӗ, ҫавсем хушшинче те пулнӑ! Ҫавӑн пек мӑнкӑмӑллӑх вӗсенче Иисусӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн юлашки кунӗ таранах палӑрса тӑнӑ (Лука 22:24—27). Ҫапах та Иисус вӗсене ыррӑн ӑса вӗрентнӗ, вӗсем юлашкинчен хӑйӗн пекех хӑйсене кӗҫӗне хума вӗренсе ҫитессе шанмашкӑн пӑрахман (Флп. 2:5—8).

13 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен тӗрӗс мар кӑмӑл туртӑмӗсене тӳсӗмлӗ пулса тӳрлетнинче эсир Атте мӗнле Турӑ пулнине куратӑр-и? Иисусӑн ӗҫӗсемпе сӑмахӗсенчен унӑн Ашшӗ ҫинчен пӗлсе пыратӑр-и эсир? Унӑн Ашшӗ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене, вӗсем час-часах йӑнӑш тусан та, пӑрахмасть. Туррӑн ҫав лайӑх енӗсене пӗлни пире хамӑр тунӑ йӑнӑшсемшӗн ӳкӗннине кӑтартса ӑна кӗлӗ тума хавхалантармасть-и-ха?

Ывӑлӗ Ашшӗ ҫинчен пӗлме пулӑшасшӑн пулнӑ

14. Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха уҫса парасшӑн пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

14 Диктаторсем нумайӑшӗ ҫынсене хӑйсен аллинче тытса тӑма тата вӗсенчен хӑш-пӗр информацие пытарнипе вӗсене тӗттӗмлӗхре усрама тӑрӑшаҫҫӗ. Иисус хӑйне пачах урӑхла тытнӑ, вӑл ыттисене Ашшӗ ҫинчен пӗлме пулӑшасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ун ҫинчен калакан чӑнлӑха пытарса тӑман. (Матфей 11:27 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «Чӑннине [Иеговӑна] пӗлччӗр тесе... ӑс» панӑ (1 Иоанн 5:20). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансем Ашшӗ ҫинчен калакан вӗрентӗвӗсене ӑнланма пултарччӑр тесе вӗсен ӑс-тӑнне уҫнӑ. Вӑл хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха пытарса тӑман тата Вӑл никам ӑнланайми Виҫ-ипостаҫлӗ Туррӑн пайӗ тесе вӗрентмен.

15. Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен мӗн пӗлнине мӗншӗн пӗтӗмпех каласа паман?

15 Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен мӗн пӗлнине йӑлтах уҫса панӑ-и? Ҫук, вӑл ӑслӑлӑх кӑтартса хӑй мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа паман. (Иоанн 16:12 вуласа пар.) Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫав вӑхӑтра ҫавна ӑнланса илме пултарайманран вӑл ҫапла тунӑ. Анчах та «Лӑплантаракан», вӗсене «пур тӗрлӗ чӑнлӑх» патне ертсе пыракан святой сывлӑш, килсен нумай пӗлӳ уҫӑлӗ тесе ӑнлантарса панӑ Иисус (Иоанн 16:7, 13). Ӑслӑ ашшӗ-амӑшӗ ачисене пӗр-пӗр информацие вӗсем ӑнланса илмелӗх ҫителӗклӗ ҫитӗнсе ҫитмесӗр каласа паман пекех, Иисус та вӗренекенӗсем Ашшӗ ҫинчен калакан хӑш-пӗр фактсене лайӑхрах ӑнланма пултаракан пуличчен кӗтнӗ. Иисус вӗсем мӗн тума пултарнипе пултарайманнине шута илнӗ.

Ыттисене Иегова ҫинчен пӗлме Иисус пулӑшнӑ пек пулӑшӑр

16, 17. Мӗне пула эсир Атте ҫинчен калакан чӑнлӑха ыттисене уҫса пама пултаратӑр?

16 Эсир кам ҫинчен те пулин лайӑхрах пӗлме пуҫласан тата унӑн лайӑх енӗсене асӑрхама тытӑнсан, сирӗн ун ҫинчен ыттисене каласа парас кӑмӑл ҫуралмасть-и? Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен каласа парсах тӑнӑ (Иоанн 17:25, 26). Унран тӗслӗх илсе эпир Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха ыттисене уҫса параймӑпӑр-ши?

17 Иисус хӑйӗн Ашшӗне пуринчен те лайӑхрах пӗлнине пӑхса тухрӑмӑр ӗнтӗ. Анчах вӑл хӑйӗн пӗлӗвӗн пайне ыттисене каласа пама хатӗр пулнӑ, ҫитменнине тата вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене, вӗсем унӑн Ашшӗн лайӑх енӗсене тарӑнрах ӑнланма пултарччӑр тесе, ӑс та панӑ. Иисуса пула эпир хамӑр Атте ҫинчен хальхи ҫынсем нумайӑшӗ пӗлнӗ пек мар пӗлтӗмӗр. Иисус хӑйӗн вӗрентӗвӗсемпе тата хӑйне мӗнле тытнипе пире хӑйӗн Ашшӗне уҫса панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ! Тӗрӗссипе каласан, эпир Аттене пӗлнипе мухтанма пултаратпӑр (Иер. 9:24; 1 Кор. 1:31). Эпир Иегова патне ҫывхарма тӑрӑшнине пула вӑл пирӗн пата ҫывхарчӗ (Иак. 4:8). Ҫавӑнпа та эпир хамӑр мӗн пӗлнине ыттисене каласа пама пултаратпӑр. Ҫавна мӗнле тума пулать?

18, 19. Эпир мӗнле майпа ыттисене Атте ҫинчен пӗлме пулӑшма пултаратпӑр? Ӑнлантарса парӑр.

18 Иисус пекех пирӗн хамӑр сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе ыттисене Атте ҫинчен пӗлме пулӑшмалла. Ҫакна ан манӑр: эпир сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакан ҫынсем нумайӑшӗ Турӑ ҫинчен пӗлмеҫҫӗ. Суя вӗрентӳсене пула вӗсем Турӑ пирки тӗрӗс мар шутлама пултараҫҫӗ. Эпир вӗсене Библи тӑрӑх Туррӑн ячӗ, вӑл ҫынсем пирки мӗн шутласа хуни тата вӑл мӗнле Турӑ пулни ҫинчен мӗн пӗлнине каласа пама пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне пире Туррӑн лайӑх енӗсене аванрах ӑнланма пулӑшнӑ Библири сӑвӑ йӗркисене пухури тӑвансемпе сӳтсе явма пулать. Ҫапла вара хамӑр мӗн пӗлни ыттисене те усӑ пама пултарать.

19 Иисус пек пулма тӑрӑшнӑ чухне хамӑра мӗнле тытни ыттисене Атте ҫинчен пӗлме пулӑшать тесе калама пулать-и? Ҫынсем пирӗн ӗҫсенче Христос кӑтартнӑ юратӑва кураҫҫӗ пулсан, вӗсем Аттепе те, Иисуспа та ҫывӑхланасшӑн пулӗҫ (Эф. 5:1, 2). Павел апостол пире ҫапла тума хавхалантарнӑ: «Эпӗ Христос пек пулма тӑрӑшатӑп, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр» (1 Кор. 11:1). Эпир хамӑра мӗнле тытнипе ҫынсене Иеговӑн лайӑх енӗсене курма пулӑшатпӑр — ҫакӑ вара калама ҫук чаплӑ чыс! Айтӑр малалла та Иисусран тӗслӗх илер те Атте ҫинчен калакан чӑнлӑха ыттисене уҫса парса тӑрар.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]