Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова пире ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн сыхласа усрать

Иегова пире ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн сыхласа усрать

«Хӑвӑр ӗненнине кура сире — ӗнтӗ юлашки вӑхӑтра килме хатӗр тӑракан ҫӑлӑнӑҫа илмешкӗн — Турӑ вӑйӗ сыхласа усрать» (1 ПЕТР 1:5).

1, 2. а) Турӑ пире айӑпсӑрлӑха упраса хӑварма пулӑшасса эпир мӗншӗн шанса тӑратпӑр? ӑ) Иегова пире кашнине мӗн таран лайӑх пӗлет?

 «КАМ вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ» (Матф. 24:13, ҪХ). Сатанан тӗнчине Турӑ суд тунӑ чухне чӗрӗ тӑрса юлас тетпӗр пулсан, пирӗн вӗҫне ҫитичченех айӑпсӑр тӑрса юлмалла тесе каласшӑн пулнӑ Иисус ҫак сӑмахсемпе. Анчах та хамӑр ӑслӑлӑха е вӑя шанса кӑна тӳсӗмлӗ пуласса кӗтмест пирӗнтен Иегова. Библи пире ҫапла шантарать: «Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ» (1 Кор. 10:13, ҪХ). Ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла?

2 Пирӗн ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма парас мар тесен Иеговӑн пирӗн ҫинчен пурне те — эпир мӗн тума пултарнипе пултарайманнине, эпир мӗнле ҫынсем пулнине тата пирӗн мӗнле йывӑрлӑхсем пуррине — пӗлмелле. Турӑ чӑнах та пире лайӑх пӗлет-и? Ҫапла. Иегова пирӗн ҫинчен пурне те пӗлет тенӗ Ҫырура. Пирӗн кулленхи пурнӑҫпа йӑласем уншӑн паллӑ. Вӑл пирӗн шухӑшсене те, чӗре ӑҫталла туртнине те пӗлет. (Псалом 138:1—6 вуласа пар.)

3, 4. а) Иегова пирӗнпе кашнипе интересленнине Давидӑн тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать? ӑ) Халӗ Иегова мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ туса тӑрать?

3 Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ахаль ҫынсемпе чӑнах та интересленет-и? Псалом юрлакан Давид ҫавӑн пирки шухӑшланӑ. Вӑл Иеговӑна каланӑ: «Тӳпе ҫине, Санӑн аллу пултарнӑ ӗҫ ҫине, Эсӗ лартнӑ уйӑхпа ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхатӑп та — ҫын мӗнех вӑл? Эсӗ ӑна ҫавах асӑнтан ямастӑн, мӗнех вара этем ывӑлӗ?» (Пс. 8:4, 5.) Давид хӑйӗнпе Иегова интересленнӗшӗн пулас ҫавнашкал ыйту панӑ. Унра, Иессейӑн кӗҫӗн ывӑлӗнче, Иегова «Хӑй валли Хӑйӗн чӗри кӑмӑллакан ар» тупнӑ та ӑна «Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма сурӑх кӗтӗвӗ кӗтнӗ ҫӗртен» илнӗ (1 Патш. 13:14; 2 Патш. 7:8). Ҫав тери ҫамрӑк кӗтӳҫӗ пулнӑ пулин те, Ҫут тӗнчене Пултаракан унӑн шухӑшӗсем ҫине тимлесе пӑхнине ӑнланса илсен Давид мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!

4 Иегова халӗ пирӗнпе кашнипе мӗнле интересленни ҫинчен шухӑшлани те тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Вӑл «пур халӑхран та» хӑйне «кӑмӑла каякан» ҫынсене хӑйӗн ӗҫлекенӗсем тумашкӑн пуҫтарать (Аггей 2:7, ҪТ). Вӑл вӗсене хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма та пулӑшать. Ҫавна вӑл мӗнле тӑвать? Ҫак ыйтӑва пӑхса тухас умӗн малтан вӑл ҫынсене тӗрӗс пуҫҫапасси патне мӗнле ертсе пынине сӳтсе явар.

Турӑ хӑйӗн патне ертсе пырать

5. Иегова ҫынсене хӑйӗн Ывӑлӗ патне мӗнле ертсе пырать? Тӗслӗх илсе парӑр.

5 Иисус каланӑ: «Мана янӑ Аттем ертсе пымасӑр Ман патӑма никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 6:44). Турӑ пулӑшмасӑр Христосӑн вӗренекенӗ пулма май ҫук тенине пӗлтереҫҫӗ ҫак сӑмахсем. Сурӑхсемпе танлаштарнӑ ҫынсене Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ патне мӗнле ертсе пырать? Ҫавна вӑл ырӑ хыпар сарни урлӑ тата святой сывлӑшӗпе усӑ курса тӑвать. Сӑмахран, Павелпа ун юлташӗсем Филиппӑра пулнӑ чухне Лидия ятлӑ хӗрарӑма тӗл пулнӑ та ӑна ырӑ хыпар каласа панӑ. Ҫырура ак ҫапла пӗлтернӗ: «Ҫӳлхуҫа, унӑн чӗрине уҫса, Павел мӗн каланине ӑнланмалла турӗ». Турӑ хӑйӗн сывлӑшӗпе Лидияна хыпарӑн пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшнӑ, ҫавна пула вӑл та, унӑн кил-йышӗ те шыва кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 16:13—15).

6. Турӑ пире пурсӑмӑра та тӗрӗс пуҫҫапасси патне мӗнле ертсе пынӑ?

6 Ҫавӑн пекки Лидияпа кӑна пулнӑ-и? Ҫук, унпа анчах мар. Эсӗ хӑвна Турра халалласа христианин пулса тӑтӑн пулсан, тӗрӗс пуҫҫапасси патне сана та Турӑ ертсе пынӑ. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр Лидиян чӗринче темскер хаклине курнӑ пекех, вӑл санра та темскер лайӑххине курнӑ. Эсӗ ырӑ хыпара итлеме пуҫласан, Иегова сана святой сывлӑшӗпе усӑ курса ҫав хыпарӑн пӗлтерӗшне ӑнланса илме пулӑшнӑ (1 Кор. 2:11, 12). Библирен мӗн пӗлнине хӑвӑн пурнӑҫунта тытса пыма тӑрӑшнӑ чухне вӑл эсӗ унӑн ирӗкне тӑвас тесе вӑй хунине пиллесе тӑнӑ. Эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна ӑна халалласан, унӑн чӗри савӑннӑ. Тӗрӗссипе каласан, эсӗ пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа пыма пуҫланӑранпа Иегова кашни утӑмунтах санпа пӗрле пулнӑ.

7. Турӑ пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшасса эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

7 Иегова пире христиансен ҫулӗпе утма пуҫлама пулӑшрӗ, ҫавӑнпа вӑл пире шанчӑклӑ тӑрса юлма та пулӑшасса шанма пултаратпӑр. Эпир хамӑр тӗллӗн чӑнлӑха килмен пекех, чӑнлӑхра та вӑл пулӑшмасӑр тӑрса юлма пултарайманнине вӑл пӗлет. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем патне ҫырнӑ чухне Петр апостол каланӑ: «Хӑвӑр ӗненнине кура сире — ӗнтӗ юлашки вӑхӑтра килме хатӗр тӑракан ҫӑлӑнӑҫа илмешкӗн — Турӑ вӑйӗ сыхласа усрать» (1 Петр 1:5). Ҫак сӑмахсем, тӗпрен илсен, пур христианпа та ҫыхӑннӑ тата пире пурсӑмӑра та паян интереслентермелле. Мӗншӗн? Шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен пире пурсӑмӑра та Туррӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Турӑ пире тӗрӗс мар утӑм тӑвасран тытса чарма пултарать

8. Тӗрӗс мар утӑм тӑвас мар тесе мӗншӗн пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла?

8 Пурнӑҫри йывӑрлӑхсемпе хамӑр ҫитменлӗхсене пула эпир, тен, япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пӑрахӑпӑр та унтан вара ним шухӑшламасӑрах тӗрӗс мар утӑм тума пултаратпӑр. (Галати 6:1 вуласа пар.) Давидпа пӗррехинче шӑп ҫапла пулса тухнӑ та.

9, 10. Иегова Давида тӗрӗс мар утӑм тӑвасран мӗнле тытса чарнӑ тата Вӑл паян пирӗн валли мӗн тӑвать?

9 Саул патша Давида тытас тесе йӗрленӗ чухне Давид тӗлӗнмелле чӑтӑмлӑх кӑтартнӑ та кӗвӗҫекен пуҫлӑха тавӑрма май пулнӑ чухне те тавӑрман (1 Патш. 24:2—7). Анчах ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, Давид хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене тытса чарайман. Хӑйӗн ҫыннисем валли апат тӑрса юлман пирки вӑл Навал ятлӑ Израиль ҫыннинчен хисеплӗн пулӑшу ыйтнӑ. Навал хӑртса пӗтернине илтсен, Давид ҫилленсе кайнӑ та Навал килӗнчи пур арҫынна та тавӑрма шут тытнӑ. Анчах Иегова ӑна айӑпсӑр ҫынсене вӗлернӗшӗн суд тӑвасси ҫинчен вӑл шухӑшласа та пӑхман. Навал арӑмӗ, Авигея, ҫав ӗҫе вӑхӑтра хутшӑнни Давида хаяр йӑнӑш тӑвасран тытса чарнӑ. Иегова Авигеяпа усӑ курса хӑйне хӳтӗленине ӑнланса илсен, Давид Авигейӑна каланӑ: «Сана паян ман патӑма янӑ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ; санӑн ӑсу та пиллӗхлӗ, эсӗ ху та пиллӗхлӗ: эсӗ мана паян юн тӑкма, хамшӑн тавӑрма памарӑн» (1 Патш. 25:9—13, 21, 22, 32, 33).

10 Ҫак пулса иртнӗ ӗҫрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Давида тӗрӗс мар утӑм тӑвасран Иегова Авигейӑпа усӑ курса чарнӑ. Хальхи вӑхӑтра та вӑл хӑйне пирӗнпе ҫавӑн пек тытать. Турӑ пире йӑнӑш тӑвассинчен сыхлас тесе кашнинче кама та пулин ярасса кӗтме кирлӗ мар пирӗн паллах. Турӑ кашни лару-тӑрура мӗн тӑвассине тата хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлас тесе мӗн-мӗн пулма парассине эпир тӗп-тӗрӗс пӗлетпӗр тесе калама пултараймастпӑр (Еккл. 11:5). Ҫав-ҫавах Иегова пирӗн ӗҫсем мӗнле пынине яланах пӗлессе тата пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшасса шанса тӑма пултаратпӑр. Вӑл пире ҫапла шантарса калать: «Сана ӑса кӗртӗп, вӗрентӗп, сана ху пымалли ҫул ҫине тӑратӑп; сана кӑтартса пырӑп [«канаш парӑп», ҪТ], Манӑн куҫӑм сан ҫинче пулӗ» (Пс. 31:8). Иегова пире канаш мӗнле парать? Ҫав канашран эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? Мӗншӗн эпир Иегова хӑйӗн халӑхне паянхи кун та ертсе пырать теме пултаратпӑр? Ҫак ыйтусем ҫине Ӳлӗмхине кӗнеке мӗнле хуравланине пӑхса тухар.

Канаш хӳтӗлет

11. Иегова хӑйӗн халӑхӗн пухӑвӗсенче мӗн пулса иртнине мӗн таран лайӑх пӗлет?

11 Ӳлӗмхине кӗнекери 2-мӗшпе 3-мӗш сыпӑксенче ҫырса панӑ курӑнура мухтава тухнӑ Иисус Христос Кӗҫӗн Азири ҫичӗ пухура мӗн-мӗн пулса иртнине тӗрӗслет. Курӑну уҫса панӑ тӑрӑх, Христос ҫав пухусенче ӗҫсем пӗтӗмӗшле мӗнле пынисӗр пуҫне унти хӑш-пӗр уйрӑмлӑхсене те курни палӑрать. Хӑш-пӗр чухне вӑл ҫынсене ятран асӑнать тата кашнинчех пухӑва мӗншӗн те пулин ырласа илет е вырӑнлӑ канаш парать. Ҫакӑ мӗн кӑтартса парать? Ҫак пророкла калани пурнӑҫланса пынӑ тӑрӑх, ҫичӗ пуху 1914 ҫул хыҫҫӑнхи святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене пӗлтерет. Ҫичӗ пухӑва панӑ канашсенчен, тӗрӗссипе каласан, хальхи вӑхӑтра Турӑ халӑхӗн ҫӗр ҫинчи пӗтӗм пухӑвӗ усӑ илме пултарать. Апла пулсан, Иегова Ывӑлӗ урлӑ хӑйӗн халӑхне ертсе пырать теме пулать. Ҫакӑ пире усӑ парса тӑтӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

12. Эпир Иеговӑна хамӑра ертсе пыма мӗнле паратпӑр?

12 Иегова ертсе пынинчен усӑ илмелли пӗр май вӑл — хамӑр тӗллӗн вӗренни. Шанчӑклӑ та ӑслӑ чуран публикацийӗсем урлӑ Иегова пире Библи ҫинче никӗсленсе тӑракан канашсем нумай парать (Матф. 24:45). Эпир вӗсене тӗпчеме, унтан мӗн вӗреннине хамӑр пурнӑҫра тытса пыма вӑхӑт уйӑратпӑр пулсан, вӗсем пире усӑ парса тӑрӗҫ. Хамӑр тӗллӗн вӗренни урлӑ Иегова пире «ӳкесрен упраса хӑварма» пултарать (Иуда 24, ҪХ). Пирӗн литературӑра мӗн те пулин тӗпченӗ чухне куна шӑп та лӑп ман валли ҫырнӑ тесе шутлани пулкаланӑ-и сирӗнпе? Ҫавӑн пек тӳрлетнине Иегова тӳрлетет тесе йышӑнӑр. Тус мӗн ҫине те пулин тимлеттерес тесе пире хулпуҫҫинчен лӑпкаса илнӗ пекех, Иегова та хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса пире хамӑр ӗҫсенче е характерта мӗн-мӗн тӳрлетмеллине кӑтартма пултарать. Святой сывлӑш кӑтартса панине йышӑнатпӑр пулсан, эпир Иеговӑна хамӑра ертсе пыма паратпӑр. (Псалом 138:23, 24 вуласа пар.) Апла пулсан, хамӑр тӗллӗн вӗренес енчен пирӗн ӗҫсем мӗнле пынине тӗрӗслесе пӑхни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.

13. Хамӑр тӗллӗн вӗренес енчен пирӗн ӗҫсем мӗнле пынине тӗрӗслесе пӑхни мӗншӗн тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ?

13 Вӑйӑ-кулӑ валли нумай вӑхӑт каять пулсан, хамӑр тӗллӗн вӗренме вӑхӑт тӑрса юлмасан та пултарать. Пӗр арҫын-тӑван хӑй мӗн-мӗн асӑрхани ҫинчен каласа парать: «Хамӑр тӗллӗн вӗренме уйӑрнӑ вӑхӑта сая яма питӗ ҫӑмӑл. Унчченхипе танлаштарсан, вӑйӑ-кулӑ халӗ питӗ нумай тата йӳнӗрех те. Вӗсене телевизор, компьютер ярсанах е алла телефон илсенех тупма пулать. Вӑйӑ-кулӑ пире ҫавӑрсах илнӗ». Хамӑра алра тытмасан, хамӑр тӗллӗн тарӑн тӗпчеме вӑхӑт сахалтарах та сахалтарах тӑрса юлма пултарать (Эф. 5:15—17). Пирӗнтен кашнийӗн хӑйне ҫакнашкал ыйтусем памалла: «Туррӑн Сӑмахне тарӑнрах тӗпчеме эпӗ вӑхӑт час-часах уйӑратӑп-и? Ҫавна эпӗ сӑмах тухса каламашкӑн хатӗрленмелле е тӗлпулури ытти пунктсене тумалла чухне кӑна тӑватӑп-и?» Ку ҫапла пулсан, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма е хамӑр тӗллӗн вӗренме уйӑрнӑ каҫ Библирен Иегова паракан хаклӑ ӑслӑлӑха илес тесе вӑхӑтпа пирӗн тӗрӗсрех усӑ курмалла. Ҫав ӑслӑлӑх пире хӳтӗлӗ те вӗҫне ҫитичченех шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ (Ытар. 2:1—5).

Хавхалантарни вӑй парать

14. Иегова пирӗн пӑшӑрханусене асӑрханине Библи мӗнле кӑтартса парать?

14 Давид хӑйӗн пурнӑҫӗнче йывӑр лару-тӑрӑва пӗрре анчах мар лекнӗ (1 Патш. 30:3—6). Унӑн Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ сӑмахӗсем Иегова унӑн пӑшӑрханӑвӗсем ҫинчен пӗлнине кӑтартса параҫҫӗ. (Псалом 33:19; 55:9 вуласа пар.) Эпир мӗн пирки пӑшӑрханнине те Турӑ пӗлет. Пирӗн чӗре хуйхӑрнӑ тата кӑмӑл хуҫӑлнӑ чухне вӑл пире ҫывӑх тӑрать. Ҫавна пӗлниех пире, Давида йӑпатнӑ пекех, мӗн чухлӗ те пулин йӑпатать. Давид юрланӑ: «Эсӗ ырӑлӑх тунӑшӑн савӑнам, хӗпӗртем: Эсӗ манӑн мӗскӗнлӗхӗме куртӑн, чунӑм хурлӑхӗ ҫинчен пӗлтӗн» (Пс. 30:8). Анчах та Иегова пирӗн хуйха асӑрхать кӑна мар. Вӑл пире йӑпатнипе тата хавхалантарнипе пулӑшса тӑрать. Ҫавна вӑл, сӑмахран, пирӗн христианла тӗлпулусем урлӑ тӑвать.

15. Асафпа мӗн пулса иртни пире мӗне вӗрентет?

15 Иеговӑна пуҫҫапмалли тӗлпулусене ҫӳрени усӑ панине псалом юрлакан Асаф палӑртнӑ. Тавраллах тӗрӗсмарлӑх хуҫаланни ҫинчен шухӑшланӑ май вӑл Турӑшӑн ӗҫлеме кирлех-ши тесе иккӗленме пуҫланӑ. Унӑн кӑмӑлӗ ытларах та ытларах хуҫӑлнӑ. Вӑл хӑй мӗн туйни ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Чӗрем вӗресе тӑ[ратчӗ]... ӑшӑм вӑрка[тчӗ]». Ҫавна пула вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлеме чутах пӑрахман. Асафа хӑйӗн шухӑшӗсене тӳрлетме мӗн пулӑшнӑ? Вӑл «Туррӑн сӑваплӑ Ҫуртне» кӗнӗ. Унта, Иеговӑна пуҫҫапакансем хушшинче, вӑл япаласем ҫине тӗрӗс пӑхма пуҫланӑ. Йӗркесӗр ҫынсем вӑхӑтлӑха кӑна ӑнӑҫлӑ пулнине тата Иегова тӗрӗслӗхе пурпӗр туса хурассине вӑл курнӑ (Пс. 72:2, 13—22). Пирӗнпе те ун пекки пулма пултарать. Сатанан тӗнчинчи тӗрӗсмарлӑх пире хуйха ӳкерме пултарать. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ те пире Иеговӑшӑн малалла та савӑнӑҫлӑн ӗҫлеме пулӑшаҫҫӗ.

16. Анна кӑтартнӑ тӗслӗх пире мӗне вӗрентет?

16 Сире пӗр-пӗр сӑлтава пула пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме йывӑр пулсан, мӗн тумалла? Тен, эсир сӑваплӑ ӗҫри чыслӑ тивӗҫсене тума пӑрахнӑ та ҫавӑншӑн аванмарланатӑр е пухури тӑванпа сирӗн харкашу сиксе тухнӑ. Ҫавӑн пек чухне сире Анна кӑтартнӑ тӗслӗх пулӑшма пултарать. (1 Патшасен 1:4—8 вуласа пар.) Аса илӗр-ха, упӑшкин тепӗр арӑмӗ, Феннана, ӑна кулянтарсах тӑнӑ. Пӗтӗм ҫемье Иеговӑна парне кӳрес тесе Силома кайнӑ чухне лару-тӑру тата ытларах начарланнӑ. Аннӑна ҫав тери йывӑр пулнӑран вӑл «йӗнӗ... апат та ҫимен». Анчах та ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем пулнӑ пулин те, Анна Иеговӑна пуҫҫапмалли вырӑна ҫӳреме пӑрахман. Иегова вӑл шанчӑклӑ пулнине курнӑ та ӑна пилленӗ (1 Патш. 1:11, 20).

17, 18. а) Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пире мӗнле майпа хавхалантараҫҫӗ? ӑ) Иегова пире ҫӑлӑнӑҫ илме пулӑшас тесе пирӗншӗн юратса тӑрӑшни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

17 Христиансен халӗ шанчӑклӑ Аннӑн тӗслӗхне тытса пымалла. Тӗлпулусене пирӗн сиктермесӗр ҫӳремелле. Тӗлпулусем пире хамӑра кирлӗ хавхалантару панине эпир пурте пӗрре анчах мар курнӑ ӗнтӗ (Евр. 10:24, 25). Тӗлпулусенче тӑвансен юратӑвне эпир хамӑр ҫинче туятпӑр, ҫавӑ вара пире йӑпатать. Докладри е комментаринчи сӑмахсем пирӗн чӗрене пырса тивме пултараҫҫӗ. Пуху умӗнхи е хыҫҫӑнхи калаҫура тӑван пире тимлӗ итлеме е пире кирлӗ сӑмахсем калама пултарать (Ытар. 15:23; 17:17). Ыттисемпе пӗрле Иеговӑна мухтаса юрлани кӑмӑла ҫӗклет. Йывӑр шухӑшсем пусса илнӗ чухне тӗлпулусем паракан хавхалану пире уйрӑмах кирлӗ. Ҫав тӗлпулусенче Иегова лӑплантарни пире чӑтӑмлӑ пулма тата малашне те ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать (Пс. 93:18, 19).

18 Иегова пирӗншӗн юратса тӑрӑшнине ҫирӗп шанса эпир хамӑра Асаф пекех туятпӑр. Вӑл Иеговӑна мухтаса юрланӑ: «Эсӗ мана сылтӑм аллӑмран тытса тӑратӑн; Эсӗ мана Хӑвӑн ӑсупа ҫӳрететӗн» (Пс. 72:23, 24). Иегова пире ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн сыхласа усранӑшӑн эпир ӑна ҫав тери пархатарлӑ!

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]