Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова — «вӑрттӑнлӑха уҫакан» Турӑ

Иегова — «вӑрттӑнлӑха уҫакан» Турӑ

«Сирӗн Туррӑр чӑннипех — турӑсен Туррийӗ, патшасен вӑрттӑнлӑха уҫакан Патшийӗ» (ДАН. 2:47).

1, 2. Иегова пире мӗн уҫса панӑ тата мӗншӗн вӑл ҫавна тунӑ?

 ТУРӐ Патшалӑхӗ ҫынсен влаҫне тӗп тунӑ чухне ҫӗр ҫинче мӗнле пуҫпулса тӑракан патшалӑхсем пулӗҫ? «Вӑрттӑнлӑха уҫакана», Иегова Турра, пула эпир ҫав ыйтӑвӑн хуравне пӗлетпӗр. Даниил пророкпа Иоанн апостол ҫырнисем урлӑ Турӑ пире ҫав патшалӑхсене уйӑрса илме май парать.

2 Иегова Даниилпа Иоана темиҫе курӑну курма панӑ, вӗсенче умлӑ-хыҫлӑ туха-туха тӑракан тискер кайӑксене кӑтартнӑ. Вӑл Даниила металран тунӑ кӗлетке ҫинчен калакан пророкла тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне те ӑнлантарса панӑ. Иегова, пире усӑллӑ пултӑр тесе, ҫав курӑнусене ҫырса хуччӑр та вӗсем Библире упранса юлччӑр тесе тӑрӑшнӑ (Рим 15:4). Ҫавна вӑл пирӗн шанчӑка — хӑйӗн Патшалӑхӗ кӗҫех ҫынсен правительствисене аркатса тӑкас шанчӑка — ҫирӗплетес тӗллевпе тунӑ (Дан. 2:44).

3. Пророкла каланисене ӑнланса илес тесен чи малтан пирӗн мӗн пӗлсе ҫитмелле тата мӗншӗн?

3 Даниилпа Иоанн каланӑ пророкла сӑмахсене пурне те пӗрле илсен, вӗсем сакӑр патша, е ҫынсен сакӑр правительстви, ҫине кӑтартнисӗр пуҫне хӑш патшалӑх хыҫҫӑн хӑшӗ пуҫланса каяссине те палӑртаҫҫӗ. Анчах та Библире ҫырса хунӑ чи малтанхи пророкла сӑмахсен пӗлтерӗшне пӗлсе ҫитмесӗр ҫав пророкла каланисене тӗп-тӗрӗс ӑнланса илме пултараймастпӑр. Мӗншӗн пултараймастпӑр? Мӗншӗн тесен пӗтӗм Библи тата унта пророкла каланисем пурте ҫав пророкла сӑмахсемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ.

ҪӖЛЕНӖН ВӐРЛӐХӖ ТАТА ТИСКЕР КАЙӐК

4. Арӑмӑн вӑрлӑхӗ шутне кам-кам кӗрет тата ҫав вӑрлӑх мӗн тӑвӗ?

4 Эдемра пӑлхав ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн кӗҫех Иегова «арӑмӑн», е хӗрарӑмӑн, «вӑрлӑх» пулать тесе сӑмах панӑ a. (Пултарни 3:15 вуласа пар.) Ҫав вӑрлӑхӑн ҫӗленӗн, Сатанан, пуҫне ҫапса ҫӗмӗрмелле пулнӑ. Каярахпа Иегова ҫав вӑрлӑх Авраамран пулса каймаллине, Израиль халӑхӗнче ҫуралмаллине, Иуда йӑхӗнчен тата Давид патша тӑхӑмӗ пулмаллине уҫса панӑ (Пулт. 22:15—18; 49:10; Пс. 88:3—5; Лука 1:30—33). Ҫав вӑрлӑхӑн тӗп пайӗ Христос Иисус пулса тӑнӑ (Гал. 3:16). Унӑн тепӗр пайӗ — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пухӑвӗ (Гал. 3:26—29). Иисус тата ҫав святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пурте пӗрле Турӑ Патшалӑхӗ пулса тӑраҫҫӗ, Турӑ унпа усӑ курса Сатанана ҫапса антарӗ (Лука 12:32; Рим 16:20, ҪХ).

5, 6. а) Даниилпа Иоанн миҫе хӑватлӑ держава ҫинчен ҫырнӑ? ӑ) Ӳлӗмхине кӗнекери 13-мӗш сыпӑкри тискер кайӑкӑн пуҫӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

5 Эдемра каланӑ чи малтанхи пророкла сӑмахсенче Сатанан та «вӑрлӑх» пулать тенӗ. Унӑн вӑрлӑхӗ хӗрарӑмӑн вӑрлӑхне курайми пулӗ те ӑна хирӗҫ тӑшманла тӑрӗ. Ҫӗленӗн вӑрлӑхӗ шутне кам-кам кӗрет? Сатана пекех кам Турра кураймасть тата унӑн халӑхне хирӗҫ тӑрать, ҫавсем пурте. Сатана ӗмӗрсем тӑршшӗпе хӑйӗн вӑрлӑхне тӗрлӗ политика, е патшалӑх, тытӑмӗсене пӗрлештернӗ (Лука 4:5, 6). Анчах та ҫынсен правительствисенчен сахалӑшӗ кӑна Турӑ халӑхӗ ҫине — Израиль халӑхӗ пулнӑ-и вӑл, е святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пухӑвӗ-и — самаях витӗм кӳрсе тӑнӑ. Ҫакӑ пире Даниилпа Иоанӑн курӑнӑвӗсенче мӗншӗн сакӑр хӑватлӑ держава ҫинчен кӑна каланине ӑнланма пулӑшать.

6 Пирӗн эрӑри I ӗмӗр вӗҫнелле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Иоанн апостола чуна хумхантаракан темиҫе курӑну кӑтартнӑ (Ӳлӗм. 1:1). Вӗсенчен пӗринче Иоанн Шуйттана, анлӑ тинӗс хӗрринче тӑракан аҫтаха, е дракон, пек сӑнласа панӑскере, курнӑ. (Ӳлӗмхине 13:1, 2 вуласа пар.) Ҫавӑн пекех Иоанн ҫав тинӗсрен тӗлӗнмелле тискер кайӑк тухнине тата вӑл Шуйттанран аслӑ ирӗк, е власть, илнине курнӑ. Каярахпа Иоанн ҫичӗ пуҫлӑ хӗрлӗ тискер кайӑка курнӑ. Вӑл Ӳлӗмхине 13:1-мӗшӗнче каланӑ тискер кайӑкӑн сӑнӗ пулнӑ. Ангел Иоана ҫав хӗрлӗ тискер кайӑкӑн ҫичӗ пуҫӗ «ҫичӗ патшана», е правительствӑна, пӗлтерет тенӗ (Ӳлӗм. 13:14, 15; 17:3, 9, 10). Иоанн ҫав сӑмахсене ҫырнӑ вӑхӑтра вӗсенчен пиллӗкӗшӗ пӗтнӗ пулнӑ, пӗри патшара ларнӑ, тепри вара «килмен» пулнӑ-ха. Мӗнле патшалӑхсем, е тӗнчипе пуҫпулса тӑракан державӑсем, ҫинчен каланӑ Иоанн? Ӳлӗмхине кӗнекери 13-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ тискер кайӑкӑн кашни пуҫӗ мӗне пӗлтернине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Даниил кӗнекинче ҫав патшалӑхсем ҫинчен калакан ытти уйрӑмлӑхсене мӗнле кӑтартса панине курӑпӑр, хӑш-пӗр чухне ҫавсем ҫинчен патшалӑх йӗркеленсе кайиччен ҫӗр-ҫӗр ҫул маларах каланӑ пулнӑ.

ЕГИПЕТПА АССИРИ — МАЛТАНХИ ИКӖ ПУҪӖ

7. Тискер кайӑкӑн пӗрремӗш пуҫӗ мӗнле державӑна пӗлтерет тата мӗншӗн ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать?

7 Тискер кайӑкӑн пӗрремӗш пуҫӗ Египета пӗлтерет, мӗншӗн тесен вӑл Туррӑн халӑхне хирӗҫ тӑшманла тӑнӑ хӑватлӑ державӑсенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ. Авраамӑн — кам урлӑ хӗрарӑмӑн пама пулнӑ вӑрлӑхӗ килмелле пулнӑ, ҫавӑн — йӑхӗ Египетра йышлӑланса кайнӑ. Унтан Египет ҫыннисем израильсене пусмӑрлама пуҫланӑ. Сатана Туррӑн халӑхне тӗп тӑвасшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен пама пулнӑ вӑрлӑха килме парасшӑн пулман. Ҫавӑнпа вӑл фараона израильсен арҫын ачисене пурне те вӗлерсе тухма хӗтӗртнӗ. Иегова хӑйӗн халӑхӗпе ун пеккине пулма паман, вӑл ӑна Египет чуралӑхӗнчен ирӗке кӑларнӑ (Тух. 1:15—20; 14:13). Каярахпа вӑл израильсене Пама пулнӑ ҫӗр ҫине вырнаҫтарнӑ.

8. Иккӗмӗш пуҫӗ мӗнле державӑна кӑтартса тӑрать тата ҫав держава мӗн тума хӑтланса пӑхнӑ?

8 Тискер кайӑкӑн иккӗмӗш пуҫӗ вӑл — Ассири. Ҫав хӑватлӑ патшалӑх та Туррӑн халӑхне тӗп тума хӑтланса пӑхнӑ. Иегова вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхне йӗрӗхсене пуҫҫапнӑшӑн тата пӑлхав ҫӗкленӗшӗн наказани пама Ассирипе усӑ курнӑ. Анчах каярахпа Ассири Иерусалим ҫине тапӑннӑ. Сатана Иерусалимри патша йӑхне пӗтересшӗн пулнӑ пулас, мӗншӗн тесен Иисус ҫав йӑхран тухмалла пулнӑ. Ҫавӑн пек тапӑнни Иегова мӗн тума шутласа хунипе килӗшӳллӗ пулман, ҫавӑнпа вӑл Ассири ҫарне ҫапса ҫӗмӗрнӗ те хӑйӗн шанчӑклӑ халӑхне тӗлӗнмелле майпа ҫӑлса хӑварнӑ (4 Патш. 19:32—35; Ис. 10:5, 6, 12—15).

ВАВИЛОН — ВИҪҪӖМӖШ ПУҪ

9, 10. а) Иегова Вавилон ҫыннисене мӗн тума ирӗк панӑ? ӑ) Пророкла калани пурнӑҫлантӑр тесен мӗн-мӗн пулса иртмелле пулнӑ?

9 Иоанн курнӑ тискер кайӑкӑн виҫҫӗмӗш пуҫӗ вӑл — Вавилон патшалӑхӗ. Иегова Вавилон ҫыннисене Иерусалима ярса илме тата унӑн халӑхне тыткӑна илсе кайма ирӗк панӑ. Анчах та ҫавна пулма парас умӗн, Иегова пӑлхавҫӑ израильсене мӗнле инкек-синкек кӗтсе тӑни ҫинчен асӑрхаттарнӑ (4 Патш. 20:16—18). Вӑл израильсене вӗсен патшисем Иерусалимра «Ҫӳлхуҫан аслӑ пуканӗ» ҫинче патшара урӑх лармӗҫ тесе те каланӑ (1 Ҫулс. 29:23). Анчах Иегова Давид патшан тӑхӑмӗ — камӑн патшара ларма «саккунлӑ ирӗк» пур, ҫавӑ — килет тесе те сӑмах панӑ (Иез. 21:25—27, ҪТ).

10 Тепӗр пророкла калани кӑтартса панӑ тӑрӑх, Мессия, е Турӑ Суйласа Лартнӑскер, килнӗ чухне те иудейсен Иерусалимри храмра пуҫҫапмалла пулнӑ (Дан. 9:24—27). Унччен маларах, Израиль Вавилона тыткӑна лекичченех, ҫырса хунӑ тепӗр пророкла сӑмахсенче Мессия Вифлеемра ҫуралать тенӗ (Мих. 5:2). Ҫак пророкла каланисем пурнӑҫланччӑр тесен иудейсен тыткӑнран ирӗке тухмалла, тӑван ҫӗршывне таврӑнмалла тата храма ҫӗнӗрен туса лартмалла пулнӑ. Анчах Вавилон ҫыннисем тыткӑна илнисене нихӑҫан та ирӗке яман. Апла пулсан Туррӑн халӑхӗ килне мӗнле-ха таврӑнма пултарнӑ? Иегова ҫак ыйтӑвӑн хуравне хӑйӗн пророкӗсене уҫса панӑ (Ам. 3:7).

11. Пророкла каланисенче Вавилон империне мӗнле символсемпе сӑнласа панӑ? (Сноскӑна пӑх.)

11 Даниил пророк Вавилона тыткӑна илсе кайнисем хушшинче пулнӑ (Дан. 1:1—6). Иегова ун урлӑ Вавилон хыҫҫӑн мӗнле-мӗнле державӑсем тӗнчипе пуҫпулса тӑрассине малтанах каласа хунӑ. Ҫав вӑрттӑнлӑхсене вӑл тӗрлӗ символсемпе усӑ курса уҫса панӑ. Сӑмахран, Турӑ Навуходоносора, Вавилон патшине, тӗлӗкре тӗрлӗ металсенчен тунӑ пысӑк кӗлеткене кӑтартнӑ. (Даниил 2:1, 19, 31—38 вуласа пар.) Даниил урлӑ Иегова пысӑк кӗлеткен ылтӑн пуҫӗ Вавилон империне символласа панине уҫса панӑ b. Вавилон хыҫҫӑнхи тӗнчипе пуҫпулса тӑракан державӑна кӗлеткен кӗмӗл кӑкӑрӗпе тата кӗмӗл аллисемпе сӑнласа панӑ. Ҫакӑ мӗнле держава пулнӑ тата вӑл хӑйне Туррӑн халӑхӗпе мӗнле тытнӑ?

МИДИ-ПЕРСИ — ТӐВАТТӐМӖШ ПУҪ

12, 13. а) Вавилона ярса илесси пирки Иегова мӗн уҫса панӑ? ӑ) Мӗншӗн тискер кайӑкӑн тӑваттӑмӗш пуҫне Миди-Персие сӑнласа паракан вырӑнлӑ символ теме пулать?

12 Даниил пурӑннӑ вӑхӑтчен ҫӗр ҫул ытла маларах Исаия пророк урлӑ Иегова Вавилона ҫӗнсе илекен тата тӗнчипе пуҫпулса тӑракан держава ҫинчен калакан уйрӑмлӑхсене уҫса панӑ. Иегова Вавилон хулине мӗнле ярса илессине кӑна мар, ӑна ҫӗнсе илекенӗн ятне те уҫса панӑ. Ҫав ҫын вӑл Кир Персидский пулнӑ (Ис. 44:28—45:2). Даниила тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Миди-Перси держави ҫинчен тата икӗ курӑну кӑтартнӑ. Вӗсенчен пӗринче ҫав патшалӑха чӗвен тӑнӑ упа пек сӑнласа панӑ. Ӑна ҫапла каланӑ пулнӑ: «Мӗн килениччен аш-какай ҫи!» (Дан. 7:5.) Тепӗр курӑнура Даниил ҫав икӗ патшалӑхран тӑракан, тӗнчипе пуҫпулса тӑракан державӑна курнӑ, ӑна икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки пек сӑнласа панӑ пулнӑ (Дан. 8:3, 20).

13 Вавилона ярса илесси тата израильсене тӑван ҫӗршывне тавӑрасси ҫинчен калакан пророкла сӑмахсене пурнӑҫлас тесе Иегова Миди-Перси империйӗпе усӑ курнӑ (2 Ҫулс. 36:22, 23). Анчах та каярахпа ҫав державах Туррӑн халӑхне чутах тӗп тӑвайман. Эсфирь кӗнеки Аманӑн, Персири тӗп сановникӑн, каварлӑ ӗҫӗ ҫинчен каласа парать. Вӑл анлӑ сарӑлса выртакан Перси империйӗнче пурӑнакан пур иудее те пӗтерме шут тытнӑ, вара вӗсене вӗлермелли куна палӑртса хунӑ. Иегова хутшӑннине пула кӑна унӑн халӑхӗ хальхинче те Сатанан вӑрлӑхӗ тӑшманла тапӑннинчен ҫӑлӑнса юлнӑ (Эсф. 1:1—3; 3:8, 9; 8:3, 9—14). Ҫавӑнпа та Ӳлӗмхине кӗнекери 13-мӗш сыпӑкри тискер кайӑкӑн тӑваттӑмӗш пуҫӗ вӑл — Миди-Персие сӑнласа паракан вырӑнлӑ символ.

ГРЕЦИ — ПИЛЛӖКӖМӖШ ПУҪ

14, 15. Авалхи Греци империйӗ тӗлӗшӗнчен Иегова мӗнле уйрӑмлӑхсене уҫса панӑ?

14 Ӳлӗмхине кӗнекери 13-мӗш сыпӑкра каланӑ тискер кайӑкӑн пиллӗкӗмӗш пуҫӗ вӑл — Греци. Даниил Навуходоносора ӑнлантарса панӑ тӗлӗкри кӗлеткен пӑхӑр хырӑмӗпе пӑхӑр пӗҫҫисем ҫав державӑнах пӗлтереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Даниила икӗ курӑну курма панӑ пулнӑ, унта ҫав державӑпа унӑн чи паллӑ пуҫлӑхӗ ҫинчен калакан кирлӗ уйрӑмлӑхсене кӑтартнӑ.

15 Пӗрремӗш курӑнура Даниил тӑватӑ ҫунатлӑ леопард пек сӑнласа панӑ Грецие курнӑ — ҫакӑ Греци империйӗ ытти халӑхсене питӗ хӑвӑрт ҫӗнсе илессине кӑтартса панӑ (Дан. 7:6, ҪТ). Тепӗр курӑнура Даниил пӗр пысӑк мӑйракаллӑ качака таки икӗ мӑйракаллӑ сурӑх такине, Миди-Персие, хӑвӑрт вӗлернине ҫырса кӑтартнӑ. Иегова Даниила качака таки Грецие символласа парать тенӗ, пысӑк мӑйраки вара — унӑн патшисенчен пӗрне. Унтан Даниил пысӑк мӑйрака хуҫӑлчӗ те ун вырӑнне пысӑках мар тӑватӑ мӑйрака тухса ларчӗ тесе ҫырнӑ. Ҫак пророкла каланине Греци тӗнчипе пуҫпулса тӑракан держава пулса тӑриччен ҫӗр-ҫӗр ҫул маларах ҫырса хунӑ пулин те, вӑл тӗпӗ-йӗрӗпех пурнӑҫланнӑ. Александр Македонский, авалхи Грецин чи паллӑ патши, Миди-Персие хирӗҫ тухнӑ. Пысӑк мӑйрака кӗҫех, аслӑ патша 32 ҫулта хӑйӗн мухтав тӳпинче пулнӑ чухне вилсен, хуҫӑлнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн патшалӑха унӑн тӑватӑ ҫар пуҫлӑхӗ пайласа илнӗ. (Даниил 8:20—22 вуласа пар.)

16. IV Антиох мӗн тунӑ?

16 Персие ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн Туррӑн халӑхӗ пурӑнакан ҫӗре Греци хӑй аллине ярса илнӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле иудейсем Пама пулнӑ ҫӗр ҫине таврӑннӑ та Иерусалимри храма ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Вӗсем унчченхи пекех Турӑ суйласа илнӗ халӑх шутланнӑ тата ҫӗнӗрен туса лартнӑ храм тӗрӗс пуҫҫапмалли тӗп вырӑн пулнӑ. Анчах пирӗн эрӑчченхи II ӗмӗрте Греци, тискер кайӑкӑн пиллӗкӗмӗш пуҫӗ, Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑннӑ. Александр империйӗн пайне еткерлӗхе илнӗ IV Антиох Иерусалимри храм территоринче суя тӗнлӗ парне вырӑнӗ туса лартнӑ та иудейсене хӑйсен тӗнне тытса пыма чарнӑ, итлемесен вӗсене вилӗм кӗтет тенӗ. Сатанан вӑрлӑхӗн Туррӑн халӑхне хирӗҫ капашсӑр пысӑк курайманлӑх пулнӑ! Анчах кӗҫех Греци тӗнчипе пуҫпулса тӑракан держава пулма пӑрахнӑ. Тискер кайӑкӑн улттӑмӗш пуҫӗ кам пулӗ-ши?

РИМ — УЛТТӐМӖШ ПУҪ, «ХӐРУШӐСКЕР, ТИСКЕРСКЕР»

17. Мӗнле майпа улттӑмӗш пуҫ Пултарни 3:15-мӗшӗнче каланӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынинче ятарлӑ вырӑн йышӑннӑ?

17 Иоана тискер кайӑк ҫинчен курӑну кӑтартнӑ чухне Рим пуҫпулса тӑракан держава пулнӑ (Ӳлӗм. 17:10). Ҫак улттӑмӗш пуҫ Пултарни 3:15-мӗшӗнче каланӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынинче ятарлӑ вырӑн йышӑннӑ. Сатана вӑрлӑха вӑхӑтлӑха пӗтерес тесе Рим влаҫӗн представителӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫапла вара вӑрлӑха «ури тупанӗнчен» сӑхнӑ. Римлянсем Иисуса пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртнӗ тесе суйса айӑпланӑ та вӗлернӗ (Матф. 27:26). Анчах суран кӗҫех тӳрленнӗ, мӗншӗн тесен Иегова Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ.

18. а) Иегова хӑй валли мӗнле ҫӗнӗ халӑх суйласа илнӗ тата мӗншӗн? ӑ) Ҫӗленӗн вӑрлӑхӗ хӗрарӑмӑн вӑрлӑхне хирӗҫ тӑма пӑрахманнине мӗн кӑтартса парать?

18 Израилӗн тӗн пуҫлӑхӗсем Рим влаҫӗн представителӗсемпе пӗрле Иисуса хирӗҫ кавар тунӑ. Израильсем те нумайӑшӗ ӑна сирсе янӑ. Ҫавна пула Иегова Израиле хӑйӗн халӑхӗ вырӑнне хума пӑрахнӑ (Матф. 23:38; Ап. ӗҫ. 2:22, 23). Вӑл ҫӗнӗ халӑх, «Турӑ Израильне», суйласа илнӗ (Гал. 3:26—29; 6:16). Ҫав халӑх святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пухӑвӗ пулнӑ, вӑл еврейсенчен тата ытти халӑх ҫыннисенчен тӑнӑ (Эф. 2:11—18). Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн та ҫӗленӗн вӑрлӑхӗ хӗрарӑмӑн вӑрлӑхне хирӗҫ тӑшманла тӑма пӑрахман. Рим христиансен пухӑвне, хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗн тепӗр пайне, пӗрре анчах мар тӗп тума хӑтланса пӑхнӑ c.

19. а) Даниил тӗнчипе пуҫпулса тӑракан улттӑмӗш державӑна мӗнле сӑнласа панӑ? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

19 Даниил Навуходоносора ӑнлантарса панӑ тӗлӗкре кӗлеткен тимӗр урисем Рима символласа панӑ (Дан. 2:33). Даниила тепӗр курӑну та кӑтартнӑ пулнӑ, унта Рим империйӗсӗр пуҫне Римран пуҫланса кайнӑ аслӑ державӑна та сӑнласа панӑ. (Даниил 7:7, 8 вуласа пар.) Ӗмӗрсем хушши Рим хӑйӗн тӑшманӗсемшӗн «хӑрушӑскер, тискерскер, вӑйламасскер» пек курӑнса тӑнӑ. Анчах та пророкла сӑмахсенче ҫав империнчен «вунӑ мӑйрака» тухӗ те пӗр мӑйраки вара уйрӑмах палӑрса тӑрӗ тесе каланӑ. Ҫав вунӑ мӑйрака мӗне кӑтартса параҫҫӗ тата пӗчӗк мӑйрака мӗне пӗлтерет? Ҫак пӗчӗк мӑйрака Навуходоносор курнӑ пысӑк кӗлеткене сӑнласа панипе мӗнле ҫыхӑннӑ? Тепӗр статьяра ҫав ыйтусене пӑхса тухӑпӑр.

[Сноскӑсем]

a Хӗрарӑм вӑл Иеговӑн пӗлӗтри ӗҫлекенӗсене пурне те пӗлтерет. Библи вӗсене Иеговӑн арӑмӗ пек сӑнласа парать (Ис. 54:1; Гал. 4:26; Ӳлӗм. 12:1, 2).

b Вавилона Даниил кӗнекинче кӗлеткен пуҫӗпе, Ӳлӗмхине кӗнекере тискер кайӑкӑн виҫҫӗмӗш пуҫӗпе сӑнласа панӑ.

c Римлянсем Иерусалима пирӗн эрӑри 70 ҫулта аркатса тӑкнӑ пулин те, ҫакӑ Пултарни 3:15-мӗшӗнче каланӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланни пулман. Вӑл вӑхӑт тӗлнелле Израиль Турӑ суйласа илнӗ халӑх пулма пӑрахнӑ.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]