Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова «кӗҫех пулассине уҫса парать»

Иегова «кӗҫех пулассине уҫса парать»

«Иисус Христос ӳлӗмхине, кӗҫех пулассине, уҫса пани — Ӑна ҫакна Турӑ Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн пӗлтернӗ» (ӲЛӖМ. 1:1).

1, 2. а) Даниилпа Иоанн пророкла каланисем пире мӗн пӗлме май параҫҫӗ? ӑ) Ӳлӗмхине 13:1-мӗшӗнчи тискер кайӑкӑн ултӑ пуҫӗ кама-кама пӗлтерет?

 ДАНИИЛПА Иоанн пророкла каланисем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ пулнине пула эпир тӗнчери хальхи тата пулас событисен пӗлтерӗшне ӑнланма пултаратпӑр. Иоана тискер кайӑк ҫинчен кӑтартнӑ курӑнӑва, Даниила вунӑ мӑйракаллӑ хӑрушӑ чӗрчун пирки пӗлтернине тата Навуходоносор курнӑ тӗлӗкри пысӑк кӗлетке тӗлӗшӗнчен Даниил мӗн каланине пӗр-пӗринпе танлаштарсан, эпир мӗн пӗлме пултарӑпӑр? Ҫав пророкла каланисене ӑнланни пире мӗн тума хавхалантармалла?

2 Иоана тискер кайӑк ҫинчен кӑтартнӑ курӑнӑва пӑхса тухар (Ӳлӗм., 13-мӗш сыпӑк). Тискер кайӑкӑн ултӑ пуҫӗ Египета, Ассирине, Вавилона, Миди-Персине, Грецие тата Рима пӗлтернине эпир унчченхи статьяра куртӑмӑр ӗнтӗ. Ҫав державӑсем пурте хӗрарӑмӑн вӑрлӑхне курайманнине кӑтартнӑ (Пулт. 3:15). Рим, улттӑмӗш пуҫ, Иоанн хӑйӗн курӑнӑвне ҫырса хунӑ хыҫҫӑн темиҫе ӗмӗр хушши тӗнчипе пуҫпулса тӑракан держава пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн улттӑмӗш пуҫ, Рим, вырӑнне ҫиччӗмӗш пуҫ килнӗ. Мӗнле держава вара тӗнчипе пуҫпулса тӑракан держава пулса тӑнӑ тата вӑл хӑйне хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗпе мӗнле тытнӑ?

БРИТАНИПЕ АМЕРИКӐРИ ПӖРЛЕШӲЛЛӖ ШТАТСЕМ ВӐЙ ИЛСЕ ПЫРАҪҪӖ

3. Вунӑ мӑйракаллӑ хӑрушӑ чӗрчун мӗне символласа парать тата вунӑ мӑйрака мӗне пӗлтерет?

3 Ӳлӗмхине кӗнекери 13-мӗш сыпӑкри тискер кайӑкӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗ кам иккенне эпир Иоана кӑтартнӑ курӑнӑва Даниилӑн вунӑ мӑйракаллӑ хӑрушӑ чӗрчун ҫинчен калакан курӑнӑвӗпе танлаштарсан ӑнланса илме пултаратпӑр a. (Даниил 7:7, 8, 23, 24 вуласа пар.) Даниил курнӑ тискер чӗрчун тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Рим империне символласа парать. Пирӗн эрӑри V ӗмӗрте Рим империйӗ пайланма пуҫланӑ. Хӑрушӑ чӗрчун пуҫӗ ҫине тухса ларнӑ вунӑ мӑйрака ҫав импери пайланса кайнипе пулса тӑнӑ патшалӑхсене пӗлтерет.

4, 5. а) Пӗчӗк мӑйрака мӗн тунӑ? ӑ) Тискер кайӑкӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗ кама пӗлтерет?

4 Хӑрушӑ чӗрчун пуҫӗ ҫине тухса ларнӑ тӑватӑ мӑйракана, е патшалӑха, курӑнура ятарласа палӑртнӑ. Виҫӗ мӑйракине тепри, «пӗчӗк» мӑйраки, тӑпӑлтарса кӑларнӑ. Ҫакӑ Британин, унччен Рим империнчи аякри провинци пулнӑскерӗн, хӑвачӗ ӳссе пыма пуҫланӑ чухне пурнӑҫланнӑ. XVII ӗмӗрччен Британи палӑрсах кайман патшалӑх пулнӑ. Авалхи Рим империйӗн ытти пайӗсем — Испани, Нидерланды тата Франци — самаях витӗм кӳрсе тӑнӑ. Британи ҫав державӑсене, вӗсене тӗнчере пуҫпулса пыма пӑрахтарнипе, пӗрин хыҫҫӑн теприне тӑпӑлтара-тӑпӑлтара кӑларнӑ. XVIII ӗмӗр варринелле Британи тӗнчере пуҫпулса тӑракан патшалӑх пула пуҫланӑ. Анчах ҫав вӑхӑталла вӑл тискер кайӑкӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗ пулса тӑман пулнӑ-ха.

5 Британи пуҫпулса тӑракан патшалӑх пулса тӑнӑ пулин те, унран Ҫурҫӗр Америкӑри хӑш-пӗр колонийӗсем уйрӑлнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах вӑл Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене хӑватлӑ патшалӑх пулса тӑма чӑрмантарман, ҫитменнине тата ӑна хӑйӗн тинӗс ҫарӗпе те хӳтӗленӗ. Ҫӳлхуҫа кунӗ 1914-мӗш ҫулта пуҫлансан, Великобритани историри чи хӑватлӑ импери пулса тӑнӑ, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем — ҫӗр ҫинчи чи хӑватлӑ индустриаллӑ держава b. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем Великобританипе самаях ҫывӑхланнӑ. Тискер кайӑкӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗ халӗ вара хӑйне тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка держави пек кӑтартнӑ. Ҫак пуҫ хӑйне хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗпе мӗнле тытнӑ?

6. Ҫиччӗмӗш пуҫ хӑйне Туррӑн халӑхӗпе мӗнле тытнӑ?

6 Ҫӳлхуҫа кунӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫиччӗмӗш пуҫ Туррӑн халӑхӗ — ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ Христосӑн тӑванӗсем — ҫине тапӑннӑ (Матф. 25:40). Иисус каланӑ тӑрӑх, Ҫӳлхуҫа кунӗнче те хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ шутне кӗрекенсенчен хӑш-пӗрисем ҫӗр ҫинче пулӗҫ те хастарлӑ ӗҫлесе тӑрӗҫ (Матф. 24:45—47; Гал. 3:26—29). Тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка держави ҫав сӑваплисемпе, урлӑхла каласан, Христосӑн тӑванӗсемпе, вӑрҫӑ вӑрҫнӑ (Ӳлӗм. 13:3, 7). Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Туррӑн халӑхне хӗсӗрленӗ, вӗсене хӑш-пӗр публикацисемпе усӑ курма чарнӑ тата шанчӑклӑ чуран представителӗсене тӗрмене хупнӑ. Тискер кайӑкӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑхӑтлӑха «вӗлернӗпе» пӗрех пулнӑ. Иегова событисем ҫавӑн пек пулса тухасса малтанах пӗлнӗ, ҫавӑнпа ун пирки курӑнура Иоана пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех Турӑ Иоана сӑваплисем, хӗрарӑм вӑрлӑхӗн тепӗр пайне кӗрекенсем, ырӑ хыпар сарса ҫӳреме каллех пуҫлӗҫ, е чӗрӗлсе тӑрӗҫ, тесе каланӑ (Ӳлӗм. 11:3, 7—11). Иегова Свидетелӗсен хальхи историйӗ ҫав событисем пурте пулса иртнине ҫирӗплетсе парать.

ТӖНЧИПЕ ПУҪПУЛСА ТӐРАКАН АНГЛИ-АМЕРИКА ДЕРЖАВИ ТАТА КӖЛЕТКЕН ТИМӖРПЕ ТӐМРАН ТУНӐ УРА ТУПАНӖСЕМ

7. Тискер кайӑкӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗпе пысӑк кӗлетке хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур?

7 Тискер кайӑкӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗпе пысӑк кӗлетке хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур? Великобритани, апла пулсан Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем те, Рим империнчен пуҫланса кайнӑ. Ҫавӑнпа кӗлеткен ура тупанӗсенче тимӗр пур. Ҫав вӑхӑтрах вӗсенче тимӗре тӑмпа хутӑштарнӑ. (Даниил 2:41—43 вуласа пар.) Ҫакӑн пек ҫырса кӑтартни ҫиччӗмӗш пуҫ — Англи-Америка держави — тӗнчипе пуҫпулса тӑма пуҫланӑ вӑхӑта кӑтартса парать. Тӑмпа хутӑштарнӑ тимӗр таса тимӗр пек ҫирӗп мар пулнӑ пекех, тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка держави те хӑй пуҫланса кайнӑ патшалӑхран, Римран, вӑйсӑртарах. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать?

8, 9. а) Тӗнчипе пуҫпулса тӑракан ҫиччӗмӗш держава хӑйне тимӗр пек ҫирӗп пулнине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Кӗлеткен ура тупанӗнчи тӑм мӗне пӗлтерет?

8 Хӑш-пӗр чухне тискер кайӑкӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗ тимӗр евӗрлӗ уйрӑмлӑхсене кӑтартнӑ. Сӑмахран, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче ҫӗнтернипе хӑй вӑйлӑ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче те ҫиччӗмӗш пуҫӑн хӑвачӗ тимӗр пек ҫирӗп пулни палӑрнӑ c. Ҫав вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫиччӗмӗш пуҫ вӑхӑтран вӑхӑта тимӗр евӗрлӗ хӑват кӑтартнӑ. Анчах та пуҫламӑшӗнченех тимӗре тӑмпа хутӑштарнӑ пулнӑ.

9 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем чылай вӑхӑт хушши кӗлеткен ура тупанӗсем мӗне символласа панине ӑнланма тӑрӑшнӑ. Даниил 2:41-мӗшӗнче тимӗрпе тӑм хутӑшне нумай патшалӑх пек мар, пӗр «патшалӑх» пек сӑнласа панӑ. Ҫавӑнпа та тӑм вӑл — тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка державинчи ҫынсем. Вӗсем ҫав державӑна таса тимӗрпе сӑнласа панӑ Рим империнчен вӑйсӑртарах тӑваҫҫӗ. Даниил пророкла каланинче тӑм «этем вӑрлӑхне», урӑхла каласан, ахаль ҫынсене, пӗлтерет (Дан. 2:43). Тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка державинче ҫынсем хӑйсен прависем ҫинчен пӗлтерес тесе граждан прависене хӳтӗлемелли кампанисем, профсоюзсем йӗркеленӗ тата ирӗклӗхшӗн кӗрешнӗ. Ахаль ҫынсем тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка державине, хӑйӗн ӗҫӗсене тунӑ чухне, тимӗр пек ҫирӗплӗх кӑтартма памаҫҫӗ. Халӑх килӗштерекен политика лидерӗсен те — суйлавсенче хӑйсем майлӑ сасӑлакансем кӑшт нумайрах пулнипе кӑна ҫӗнтернӗрен тата ытти политиксен шухӑшӗсене шута илме килнӗрен — хӑйсен политикине пурнӑҫа кӗртме ҫителӗклӗ власть ҫук. Даниил малтанах каласа хунӑ: «Ҫав патшалӑх та тӗллӗн ҫирӗп, тӗллӗн хавшак пулӗ» (Дан. 2:42; 2 Тим. 3:1—3).

10, 11. а) Кӗлеткен ури тупанӗсемпе пуласлӑхра мӗн пулӗ? ӑ) Кӗлеткен ури ҫинче миҫе пӳрне пулни мӗне те пулин пӗлтерет-и?

10 XXI ӗмӗрте те Великобританипе Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем пӗр-пӗринпе ятарлӑ партнерсем. Час-часах вӗсем тӗнче аренинче ӗҫсене пӗрле тӑваҫҫӗ. Пысӑк кӗлетке тата тискер кайӑк ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка держави вырӑнне урӑх нимле держава та килмест тесе ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Ҫак тӗнчипе пуҫпулса тӑракан юлашки держава Римран, кӗлеткен тимӗр урисенчен, вӑйсӑртарах пулин те, вӑл хӑйне хӑй пайланса каймӗ.

11 Кӗлеткен ури ҫинче миҫе пӳрне пулни мӗне те пулин пӗлтерет-и? Айтӑр шухӑшласа пӑхар: ытти курӑнусенче Даниил ятарлӑ числосем ҫинчен асӑнать, сӑмахран, тӗрлӗ тискер чӗрчунсен миҫе мӑйракапа миҫе пуҫ пулнине палӑртать. Ҫав числосен кашнин хӑйӗн пӗлтерӗш пур. Анчах та кӗлеткене сӑнласа панӑ чухне Даниил ун ури ҫинче миҫе пӳрне пулни ҫинчен нимӗн те каламасть. Ҫавӑнпа та шучӗ мӗн чухлӗ пулни, калӑпӑр, миҫе алӑ, пӳрне, ура тата ура тупанӗ пулни, ниме те пӗлтермест пулас. Даниил пӳрнесене тимӗрпе тӑмран тунӑ тесе палӑртать. Даниил ҫырса панинчен Турӑ Патшалӑхне сӑнласа паракан «чул» кӗлеткен ура тупанӗ ҫине пырса ҫапнӑ чухне Англи-Америка держави тӗнчипе пуҫпулса тӑракан держава пулать тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать (Дан. 2:45).

АНГЛИ-АМЕРИКА ДЕРЖАВИ ТАТА ИКӖ МӐЙРАКАЛЛӐ ТИСКЕР КАЙӐК

12, 13. Икӗ мӑйракаллӑ тискер кайӑк кама символласа парать тата вӑл мӗн тӑвать?

12 Тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка державине тимӗрпе тӑм хутӑшӗ пек кӑтартнӑ пулин те, Иоанн Иисусран илнӗ курӑнусем ҫав держава юлашки кунсенче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулать тесе кӑтартса параҫҫӗ. Мӗнле майпа? Курӑнура Иоанн аҫтаха, е дракон, пек калаҫакан икӗ мӑйракаллӑ тискер кайӑка курнӑ. Ҫав тӗлӗнмелле тискер кайӑк кама символласа парать? Унӑн икӗ мӑйрака, эппин, ҫакӑ икӗ патшлӑхран тӑракан державӑна пӗлтерет. Каллех Иоанн тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка державине курать, анчах та ҫав держава халӗ темле ятарлӑ ӗҫ тӑвать. (Ӳлӗмхине 13:11—15 вуласа пар.)

13 Ҫав тискер кайӑк ҫынсене ҫичӗ пуҫлӑ тискер кайӑкӑн сӑнне тума хӗтӗртет. Тискер кайӑкӑн сӑнӗ пулса тӑрать, ҫухалать, унтан каллех пулса тӑрать тесе ҫырнӑ Иоанн. Великобританипе Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем пуҫарса янипе йӗркеленсе кайнӑ организаципе шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ та. Ҫав организацие тӗнчери пур патшалӑха та пӗрлештерес тата вӗсене унта хӑйсем мӗн тума шутланине калама май парас тӗллевпе йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫав организаци Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн ӗҫлеме пуҫланӑ тата вӑл Нацисен Лиги ятпа паллӑ пулнӑ. Вӑл Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫухалнӑ. Ҫав вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Туррӑн халӑхӗ, Ӳлӗмхине кӗнеке каланӑ тӑрӑх, тискер кайӑкӑн сӑнӗ каллех пулмалла тесе пӗлтернӗ. Шӑп ҫапла пулнӑ та, халӗ ҫав организацие Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ теҫҫӗ (Ӳлӗм. 17:8).

14. Тискер кайӑкӑн сӑнне саккӑрмӗш патша тенине мӗнле ӑнланмалла?

14 Иоанн ҫичӗ пуҫлӑ тискер кайӑкӑн сӑнӗ пирки саккӑрмӗш патша тенӗ. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Вӑл курӑнура кӑтартнӑ тискер кайӑкӑн саккӑрмӗш пуҫӗ мар. Вӑл унӑн сӑнӗ кӑна. Вӑл ҫав организацин членӗсем шутне кӗрекен патшалӑхсенчен, уйрӑмах тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка державинчен, власть илет (Ӳлӗм. 17:10, 11). Анчах ӑна ятарлӑ ӗҫ — историе яланлӑхах улӑштаракан, умлӑ-хыҫлӑ пулакан событисем патне илсе пыракан ӗҫ — тумашкӑн патша пек тытма ирӗк параҫҫӗ.

ТИСКЕР КАЙӐКӐН СӐНӖ АСКӐН ХӖРАРӐМА ТӖП ТӐВАТЬ

15, 16. Аскӑн хӗрарӑм мӗне символласа парать тата унпа халӗ мӗн пулса пырать?

15 Иоанн хӗрлӗ тискер кайӑк — ҫичӗ пуҫлӑ тискер кайӑкӑн сӑнӗ — ҫинче ларакан, ӑна тытса пыракан сӑнарлӑ аскӑн хӗрарӑма курнӑ. Ҫав аскӑн хӗрарӑм «Аслӑ Вавилон» ятлӑ пулнӑ (Ӳлӗм. 17:1—6). Ҫав аскӑн хӗрарӑм — пур суя тӗне те, уйрӑмах христиан тӗнчинчи чиркӳсене, сӑнласа паракан вырӑнлӑ символ. Суя тӗн организацийӗсем тискер кайӑкӑн сӑнне пиллеҫҫӗ тата ун ҫине витӗм кӳме тӑрӑшаҫҫӗ.

16 Анчах та Ҫӳлхуҫа кунӗнче Аслӑ Вавилон ларакан шывсем хӑвӑрт типсе пыраҫҫӗ. Ҫав шывсем вӗсем — ҫав аскӑн хӗрарӑма пулӑшса тӑракан ҫынсем (Ӳлӗм. 16:12; 17:15). Сӑмахран, тискер кайӑкӑн сӑнӗ чи малтан пулса тӑнӑ чухне христиан тӗнчинчи чиркӳсен — Аслӑ Вавилонӑн самаях витӗм кӳрсе тӑракан пайӗн — хӗвеланӑҫ ҫӗршывӗсенче самаях пысӑк власть пулнӑ. Халӗ вара нумай ҫӗршывра халӑх чиркӳсене тата унта ӗҫлекенсене хисеплесех, пулӑшсах каймасть. Тӗнсем харкаштарса яраҫҫӗ тата харкашӑва чарӑнма памаҫҫӗ тесе шутлать нумайӑшӗ. Хӗвеланӑҫри ҫӗршывсенче тӗнсене общество ҫине витӗм кӳме чармалла текен сассем хытӑрах та хытӑрах илтӗнеҫҫӗ.

17. Суя тӗнпе кӗҫех мӗн пулӗ тата мӗншӗн?

17 Анчах та суя тӗн хӑйне хӑех пӗтсе лармӗ. Аскӑн хӗрарӑм хӑйӗн хӑватлӑхне малалла та упраса хӑварӗ тата хӑй мӗн тӑвас тенине патшасене тутарма тӑрӑшӗ. Анчах Турӑ кӗҫех «вӗсен чӗрине Хӑй ирӗкне пурӑнӑҫлантарас енне сулӑнтарӗ». (Ӳлӗмхине 17:16, 17 вуласа пар.) Турӑ кӗҫех Сатанан тӗнчинчи патшалӑхсене, Пӗрлешнӗ Нацисен Организацие кӗрекенскерсене, суя тӗн ҫине тапӑнма хистӗ. Суя тӗн вара урӑх нихӑҫан та патшасем ҫине витӗм кӳреймӗ тата хӑйӗн пуянлӑхӗсӗр тӑрса юлӗ. Темиҫе вун ҫул каялла кӑна ҫавӑн пекки пулма пултараймасть пек туйӑнатчӗ. Анчах та халӗ аскӑн хӗрарӑм хӗрлӗ тискер кайӑкӑн ҫурӑмӗ ҫинче аран-аран тытӑнса ларать. Апла пулин те вӑл хӑйӗн вырӑнӗнчен хӑйне хӑех шуса анмӗ. Ӑна кӗтмен ҫӗртен, хаяррӑн тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 18:7, 8, 15—19).

ТИСКЕР КАЙӐКСЕМ ТӖП ПУЛӖҪ

18. а) Тискер кайӑк мӗн тӑвӗ тата ҫавӑн хыҫҫӑн мӗн пулӗ? ӑ) Даниил 2:44-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле патшалӑхсене тӗп тӑвӗ? (13-мӗш страницӑри рамкӑна пӑх.)

18 Суя тӗне тӗп тунӑ хыҫҫӑн тискер кайӑка, Сатанан ҫӗр ҫинчи политика системине, Турӑ Патшалӑхӗ ҫине тапӑнма хӗтӗртӗҫ. Ҫӗр ҫинчи патшасем пӗлӗте ҫитме пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен ҫиллине ҫӗр ҫинче Турӑ Патшалӑхне пулӑшса тӑракансем ҫине ярӗҫ. Ҫавӑн пек тапӑнни мӗнпе вӗҫленни паллӑ (Ӳлӗм. 16:13—16; 17:12—14). Даниил юлашки ҫапӑҫӑвӑн пӗр уйрӑмлӑхӗ ҫине кӑтартать. (Даниил 2:44 вуласа пар.) Ӳлӗмхине 13:1-мӗшӗнче асӑннӑ тискер кайӑка, унӑн сӑнне тата икӗ мӑйракаллӑ тискер кайӑка тӗп тӑвӗҫ.

19. Мӗне эпир ҫирӗп шанса тӑма пултаратпӑр тата халӗ мӗн тумалла?

19 Эпир Ӳлӗмхине 13:1-мӗшӗнче каланӑ тискер кайӑкӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗ пуҫпулса тӑнӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Тискер кайӑкӑн хӑйне тӗп тӑвиччен урӑх нимӗнле пуҫ та пулмасть. Суя тӗне пӗтернӗ чухне Англи-Америка держави тӗнчипе пуҫпулса тӑракан держава пулать. Даниилпа Иоанн пророкла каланисем тӗпӗ-йӗрӗпех пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Кӗҫех суя тӗне тӗп тӑвассине, Армагеддон вӑрҫи пуҫланассине эпир ҫирӗп шанса тӑма пултаратпӑр. Турӑ пире мӗн-мӗн пулассине малтанах уҫса парать. Анчах эпир ҫавӑн пек пророкла каласа асӑрхаттарнисене тимлӗпӗр-ши? (2 Петр 1:19.) Халӗ Иегова майлӑ тӑмалли тата унӑн Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшмалли вӑхӑт (Ӳлӗм. 14:6, 7).

[Сноскӑсем]

a Библире 10 число час-часах туллилӗхе символласа парать — ҫакӑнта вара Рим империйӗ пайланса кайнипе пулса тӑнӑ патшалӑхсен пӗтӗм ушкӑнне пӗлтерет.

b Великобритани те, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем те XVIII ӗмӗрте те пулнӑ, анчах та Иоанн ҫав держава пирки Ҫӳлхуҫа кунӗнче кӑна пуҫланса кайнӑ пек калать. Ҫакна палӑртмалла: Ӳлӗмхине кӗнекере ҫырса хунӑ курӑнусем «Ҫӳлхуҫа кунӗнче» пурнӑҫланса пыраҫҫӗ (Ӳлӗм. 1:10). Ҫиччӗмӗш пуҫ, Великобританипе Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫлансан кӑна тӗнчипе пуҫпулса тӑракан пӗр держава пек пӗрле ӗҫлеме тытӑннӑ.

c Ҫав вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫак патша хӑрушла аркатса тӑкни ҫинчен Даниил малтанах каласа хунӑ та ҫапла ҫырнӑ: «Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ» (Дан. 8:24). Сӑмахран, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка державин тӑшманӗсем ҫине икӗ атом бомби пӑрахнипе калама ҫук хӑрушӑ аркату кӳнӗ.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[13-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

«ПУР ПАТШАЛӐХ» ТЕНИНЕ МӖНЛЕ ӐНЛАНМАЛЛА?

Даниил 2:44-мӗшӗнче Турӑ Патшалӑхӗ «пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ» тенӗ. Ҫак пророкла каланинче кӗлеткен тӗрлӗ пайӗсемпе кӑтартнӑ патшалӑхсем ҫинчен кӑна каланӑ.

Ҫынсен ытти правительствисем пирки мӗн калама пулать? Ӳлӗмхине кӗнекере ҫавӑн ҫинченех калакан пророкла сӑмахсем пире пӗтӗм ӳкерчӗке курма май параҫҫӗ. Ҫав пророкла каланисем «ҫӗр ҫинчи пур патша» Иеговӑна хирӗҫ «Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнче вӑрҫӑ вӑрҫма» пуҫтарӑннине кӑтартса параҫҫӗ (Ӳлӗм. 16:14; 19:19—21). Апла пулсан, кӗлеткен тӗрлӗ пайӗсемпе кӑтартса панӑ патшалӑхсем кӑна мар, ҫынсен пур правительствине те Армагеддонра тӗп тӑвӗҫ.