Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑшӑн ӗҫлесси пурнӑҫра мӗншӗн чи кирли пулмалла?

Иеговӑшӑн ӗҫлесси пурнӑҫра мӗншӗн чи кирли пулмалла?

«Чӗлхе-ҫӑварӑм Санӑн тӳрӗлӗхне, кулленех Санӑн ырӑ ӗҫӳсене пӗлтерсе тӑрӗ» (ПС. 70:15).

1, 2. а) Хамӑра Иеговӑна халаллани мӗн вӑл? ӑ) Ной, Моисей, Иеремия тата Павел мӗнле йышӑнусем тунине пӑхса тухни мӗншӗн усӑллӑ пулӗ?

 ХӐВНА Иеговӑна халалланипе тата Иисусӑн шыва кӗнӗ вӗренекенӗ пулса тӑнипе эсӗ хӑвӑн пурнӑҫунта питӗ яваплӑ утӑм тӑватӑн. Пурнӑҫа Турра халаллани вӑл — ҫын тума пултаракан чи кирлӗ йышӑну. Ҫавна тунипе эсӗ Иеговӑна ҫапла калатӑн теме пулать: «Манӑн сана хамӑн Хуҫам тӑвас килет. Эпӗ санӑн тарҫу. Хамӑн вӑхӑтпа мӗнле усӑ курмаллине, пурнӑҫра мӗне мала хумаллине, хамӑн пултарулӑхпа тата хамӑн мӗн пуррипе мӗнле усӑ курмаллине кӑтартса тӑрсам мана».

2 Эсӗ хӑвна Турра халалланӑ христианин пулсан, Иеговӑна ҫавӑн пекрех сӑмах панӑ ӗнтӗ. Эсӗ тунӑ йышӑну вӑл — тӗрӗс те ӑслӑ йышӑну, ҫавӑншӑн сана мухтаса илме пулать. Анчах Иеговӑна хӑвӑн Хуҫу вырӑнне хунӑ май эсӗ хӑвӑн вӑхӑтупа мӗнле усӑ куратӑн? Ной, Моисей, Иеремия тата Павел апостол кӑтартнӑ тӗслӗхсем ҫак ыйту ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулӑшӗҫ. Вӗсенчен кашнийӗ Иеговӑшӑн чунне парса ӗҫленӗ, ҫав тӗлӗшрен эпир те вӗсем пек пуласшӑн. Вӗсем тунӑ йышӑнусем пурнӑҫра хӑйсем мӗне мала хунине кӑтартса тӑнӑ, ҫавӑн пекех вӗсен тӗслӗхӗ пире хамӑр вӑхӑтпа мӗнле усӑ курнине тӗрӗслесе пӑхма хавхалантарӗ (Матф. 28:19, 20; 2 Тим. 3:1).

ПӖТӖМ ҪӖРЕ ШЫВ ИЛЕС УМӖН

3. Ной пурӑннӑ вӑхӑтпа хальхи кунсем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?

3 Иисус Ной пурӑннӑ вӑхӑта хальхи кунсемпе танлаштарнӑ. «Ной вӑхӑтӗнче епле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чух та ҫаплах пулӗ,— тенӗ вӑл.— Ной карап ҫине ларичченех, ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. Ҫӗр питне шыв илсе пурне те пӗтеричченех ун ҫинчен никам та шухӑшламан» (Матф. 24:37—39, ҪХ). Хальхи вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑнни ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ те. Вӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсем асӑрхаттарса каланисене ним вырӑнне те хумаҫҫӗ. Ной вӑхӑтӗнче Турӑ йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ пекех, халӗ те пӗтерме пултарать тенине нумайӑшӗ ӗненмест, вӗсем ҫавӑнтан кулаҫҫӗ те (2 Петр 3:3—7). Анчах та Ной ҫавӑн пек ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура хӑйӗн вӑхӑчӗпе мӗнле усӑ курнӑ?

4. Иеговӑран ӗҫ илсен, Ной хӑйӗн вӑхӑчӗпе мӗнле усӑ курнӑ тата мӗншӗн?

4 Турӑ мӗн тума шутласа хуни ҫинчен пӗлсен тата унран ӗҫ илсен, Ной ҫынсемпе чӗрчунсене ҫӑлас тесе ковчег тума пуҫланӑ (Пулт. 6:13, 14, 22). Вӑл ҫынсене Иегова йышӑннӑ приговор ҫинчен те пӗлтерсе тӑнӑ. Петр апостол ун пирки «тӳрӗлӗхе вӗрентекен» тенипе Ной ыттисене вӗсем мӗнле хӑрушлӑхра пулнине ӑнланма пулӑшас тесе тӑрӑшнине кӑтартнӑ. (2 Петр 2:5 вуласа пар.) Эсир мӗнле шутлатӑр: Нойпа унӑн ҫемйи бизнес пуҫлама, вӑл вӑхӑтри ҫынсем хушшинче чап-мухтав туянма е хӑйсем валли хӑтлӑ пурнӑҫ тума пӗтӗм вӑйне хунӑ пулсан, ҫакӑ тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук паллах! Малашне мӗн пулассине пӗлнӗрен вӗсем ҫавсемшӗн ҫунман.

ЕГИПЕТ КНЯҪӖ СУЙЛАСА ИЛНИ

5, 6. а) «Египетри мӗн пур ӑслӑлӑха вӗрентсе ҫитӗнтерни» Моисея мӗн тума хатӗрлемелле пулнӑ пулас? ӑ) Мӗншӗн Моисей хӑйӗн валли Египетра уҫӑлакан майсене сирсе янӑ?

5 Халӗ вара Моисей тӗслӗхне пӑхса тухар. Ӑна фараон хӗрӗ ывӑллӑха илнӗ пулнӑ, вӑл вара Египет керменӗнче ӳснӗ. Ҫамрӑк княҫ пулнӑран ӑна «Египетри мӗн пур ӑслӑлӑха вӗрентсе ҫитӗнтернӗ» (Ап. ӗҫ. 7:22; Тух. 2:9, 10). Ҫавӑн пек вӗрентни ӑна фараон килӗ-ҫуртӗнче карьера тума хатӗрлемелле пулнӑ пулас. Ҫав вӑхӑтри чи хӑватлӑ ҫӗршывра вӑл пысӑк вырӑн йышӑнма тата ҫавӑн пек вырӑн паракан хаклӑ та чаплӑ япаласемпе, чыс-хисеппе тата ырлӑх-пурлӑхпа киленсе пурӑнма пултарнӑ. Анчах та Моисей ҫавӑншӑн ҫуннӑ-и?

6 Ача чухне чӑн-чӑн ашшӗпе амӑшӗ вӗрентсе ӳстернине пула Моисей хӑйӗн мӑн аслашшӗсем — Авраам, Исаак тата Иаков — тӗлӗшӗнчен Иегова мӗн тума сӑмах панине пӗлнӗ пулас. Ҫав сӑмах панисене Моисей ӗненнӗ. Вӑл хӑйӗн пуласлӑхӗ тата Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнасси ҫинчен чылай шухӑшланӑ пулмалла. Ҫавӑнпа та Египет княҫӗнчех юлас-и, юлас мар-и е израильсемпе пӗрле чура пулас-и, пулас мар-и тесе шутласа хума вӑхӑт ҫитсен, вӑл мӗн суйласа илнӗ? Моисей «ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен... Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса» пурӑнассине суйласа илнӗ. (Еврейсем 11:24—26 вуласа пар.) Каярахпа вӑл Иегова мӗн тума хушнине тытса пынӑ, Турӑ мӗнле кӑтартнӑ пек пурӑннӑ (Тух. 3:2, 6—10). Мӗншӗн Моисей хӑйне ҫавнашкал тытнӑ? Мӗншӗн тесен вӑл Турӑ сӑмах панине ӗненнӗ. Вӑл хӑйӗн пуласлӑхне Египетпа ҫыхӑнтарас мар тенӗ. Ҫакӑ вара тӗрӗс пулнӑ, мӗншӗн тесен кӗҫех Турӑ ҫав ҫӗршыв ҫине вунӑ асап янӑ. Ҫакӑнтан хальхи вӑхӑтра хӑйсене Иеговӑна халалланисем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Ҫак тӗнчере карьера тӑвас е киленсе пурӑнас вырӑнне пирӗн пуринчен ытла Иегова ҫинчен тата уншӑн ӗҫлесси ҫинчен шухӑшламалла.

ИЕРЕМИЯ МӖН ПУЛАССИНЕ ПӖЛНӖ

7. Хӑш енчен Иеремийӑн лару-тӑрӑвӗ пирӗнни пекех пулнӑ?

7 Иеремия пророкшӑн та Иеговӑшӑн ӗҫлесси пурнӑҫра чи кирли пулнӑ. Иегова ӑна хӑйӗн пророкӗ пулма суйласа илнӗ те чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ Иерусалимпа Иуда ҫыннисене суд тӑвасси ҫинчен калакан хыпара пӗлтерме хушнӑ. Хӑш-пӗр енчен Иеремия та «ҫитес [«юлашки», ҪТ] кунсенче» пурӑннӑ теме пулать (Иер. 23:19, 20). Хӑй пурӑнакан тӗнчен кунӗсем вӗҫленсе пынине вӑл питӗ лайӑх пӗлнӗ.

8, 9. а) Мӗншӗн Варухӑн хӑйӗн шухӑшне улӑштармалла пулнӑ? ӑ) Плансем тунӑ чухне пирӗн мӗне асра тытмалла?

8 Иеремийӑн ӗненӗвӗ унӑн пурнӑҫӗнче мӗнле палӑрса тӑнӑ? Пӗтерме палӑртса хунӑ тӗнчере вӑл хӑйӗн пуласлӑхне йӗркелеме тӑрӑшман. Ҫавна тунинче ним усси те пулман вӗт. Анчах Иеремийӑн ҫыруҫи, Варух, ҫавна пӗр вӑхӑт хушши ӑнланман. Ҫавӑнпа Варуха тӳрлетес тесе Турӑ Иеремийӑна ҫапла калама хавхалантарнӑ: «Эпӗ Хам мӗн тунине аркатӑп, Хам ӗрчетнине кӑкласа тӑкӑп — ҫак пӗтӗм ҫӗре пӗтерӗп. Эсӗ вара хӑвна валли шутсӑр нумай ыйтатӑн; ан ыйт, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пур этем ҫине те хӗн-асап ярӑп... санӑн чунна вара ху ӑҫта кайсассӑн та чӗрӗ хӑварӑп, ку сана тупӑшу вырӑнне пулӗ» (Иер. 45:4, 5).

9 Варух хӑй валли мӗн ҫинчен «шутсӑр нумай» ыйтнине эпир пӗлместпӗр a. Анчах та ҫав «шутсӑр нумаййин» пуласлӑх пулманнине эпир пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен Вавилон ҫыннисем пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта Иерусалима ярса илсен, ҫав «шутсӑр нумаййин» тӗп пулмалла пулнӑ. Ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултарнине эсир куратӑр-и? Пурӑнмалӑх мӗн кирлине илме-туянма мӗнле те пулин план тумаллах (Ытар. 6:6—11). Анчах та кӗҫех пӗтекен япаласем илес тесе нумай вӑхӑт ирттерни, вӑй хуни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ-и? Иеговӑн организацийӗ Патшалӑх Залӗсем, филиалсем, ытти теократи ҫурт-йӗрӗсене туса лартма малалла та плансем тӑвать. Анчах та ҫавӑн пек тӑрӑшнин пуласлӑх пур, мӗншӗн тесен ҫав ҫурт-йӗрсем Патшалӑх интересӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшаҫҫӗ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен, хӑйсене ӑна халалланӑскерсен, пурин те пуласлӑх пирки плансем тунӑ чухне пурнӑҫра мӗне мала хумаллине тӗрӗс суйласа илмелле. Эсӗ чӑннипех «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса» шыратӑн-и? (Матф. 6:33, ҪХ.)

«ЭПӖ... ҪАКНА ПУРНЕ ТЕ ҪӲПӖ ВЫРӐННЕ ҪЕҪ ХУРАТӐП»

10, 11. а) Христианин пуличчен Павел пуринчен ытла мӗн тӑвасшӑн вӑй хунӑ? ӑ) Мӗншӗн Павелӑн тӗллевӗсем пӗтӗмпех улшӑннӑ?

10 Халӗ вара Павелӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Христианин пулса тӑриччен вӑл питӗ лайӑх карьера тума пултарнӑ курӑнать. Вӑл иудейсен саккунне хӑй вӑхӑтӗнчи чи паллӑ вӗрентекенсенчен пӗрин патӗнче вӗреннӗ. Ӑна иудейсен аслӑ священникӗ кирлӗ ӗҫсене татса пама власть панӑ пулнӑ. Вӑл иудейсен тӗнӗнче хӑй таврашӗнчи ҫынсенчен ӑнӑҫлӑрах пулнӑ (Ап. ӗҫ. 9:1, 2; 22:3; 26:10; Гал. 1:13, 14). Анчах та Павел Иегова еврей халӑхне, пӗтӗмӗшпе илсен, пиллеме пӑрахнине ӑнлансан, унӑн пурнӑҫӗ тӗппипех улшӑннӑ.

11 Иудейсен системинче тунӑ карьера Иегова куҫӗ умӗнче ниме те тӑманнине, ҫав карьерӑн пуласлӑх ҫуккине вӑл ӑнланнӑ (Матф. 24:2). Турӑ мӗн тума шутласа хунине Павел ӑнланса илнӗ тата ырӑ хыпар сарасси пысӑк чыс пулнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл унччен мӗне питӗ кирлӗ тесе шутланӑ, ҫавна халӗ «ҫӳп» вырӑнне хуратӑп тенӗ. Павел иудейсен тӗнӗнче пулнӑ чухне хӑй умне лартнӑ тӗллевсене пӑрахнӑ та хӑйӗн ҫӗр ҫинчи юлашки ҫулӗсене ырӑ хыпар сарса ирттернӗ. (Филиппӑ 3:4—8, 15 вуласа пар; Ап. ӗҫ. 9:15.)

САНШӐН МӖН ЧИ КИРЛИ?

12. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗне мала хунӑ?

12 Ной, Моисей, Иеремия, Павел тата Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсем хӑйсен вӑхӑчӗпе вӑйӗн ытларах пайне теократи ӗҫӗсем валли уйӑрнӑ. Пирӗншӗн вӗсем ырӑ тӗслӗхсем. Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартаканни вӑл — Иисус (1 Петр 2:21). Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ырӑ хыпар сарас тата Иеговӑна мухтас ӗҫе халалланӑ. Ҫавӑнпа та Иисусӑн тӗслӗхне тытса пыракан тата Иеговӑна хӑйӗн Хуҫи вырӑнне хуракан христианиншӑн Турӑшӑн ӗҫлесси унӑн пурнӑҫӗнче пуринчен малта тӑмалла. Сан пирки те ҫавнах калама пулать-и? Иеговӑшӑн та нумайрах ӗҫлес, кулленхи ӗҫсем валли те вӑхӑт уйӑрас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Псалом 70:15; 144:2 вуласа пар.)

13, 14. а) Шыва кӗнӗ христиансене пурне те мӗн пирки шухӑшласа пӑхма хавхалантараҫҫӗ? ӑ) Туррӑн ӗҫлекенӗсене мӗн телейлӗ тӑвать?

13 Нумай ҫул хушши Иеговӑн организацийӗ христиансене пионер пулса ӗҫлесси ҫинчен кӗлӗ туса шухӑшласа пӑхма пӗрре анчах мар хавхалантарнӑ. Тӗрлӗ сӑлтавсене пула Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен хӑш-пӗрисем кашни уйӑхра ырӑ хыпар сарма вӑтамран 70 сехет уйӑрма пултараймаҫҫӗ. Вӗсен ҫавӑн пирки кулянма кирлӗ мар (1 Тим. 5:8). Анчах сан пирки мӗн калама пулать? Пионер пулса ӗҫлеме эсӗ чӑнах та пултараймастӑн-и?

14 Туррӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ ҫак ҫулта Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ умӗн тата хыҫҫӑн мӗнле савӑнӑҫпа савӑннине аса илер-ха. Мартра пулӑшакан пионерсен суйласа илме ятарлӑ май пулнӑ: вӗсем ырӑ хыпар сарма 30 е 50 сехет уйӑрма пултарнӑ (Пс. 109:3). Миллион-миллион тӑван пулӑшакан пионер пулса ӗҫлерӗ, ҫавна пула пухусем хавхаланса, савӑнса тӑчӗҫ. Хӑвӑн графикна майлаштарса эсӗ, ҫавӑн пек савӑнӑҫпа савӑнас тесе, частарах пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеймӗн-ши? Шыва кӗнӗ христианин пионер пулса ӗҫлет пулсан, кашни кун вӗҫӗнче хӑйне телейлӗ туйнӑран вӑл ҫапла калама пултарать: «Иегова, саншӑн ӗҫленӗ чухне эпӗ мӗн тума пултарнине пурне те турӑм».

15. Пӗлӳ илес тӗлӗшрен ҫамрӑк христиансен хӑйсен умне мӗнле тӗллевсем лартмалла?

15 Эсӗ шкул пӗтерекен ҫамрӑк христианин пулсан, санӑн, тен, сывлӑху та аптӑрасах каймасть, хӑв ҫине илнӗ яваплӑхсем те сахал. Тулли пионер пулса ӗҫлесси ҫинчен эсӗ тӗплӗн шухӑшласа пӑхнӑ-и? Аслӑ пӗлӳ илни тата карьера тума тӑрӑшни сана хӑвнах усӑллӑ пулать тесе учительсем, паллах, чунтан ӗненеҫҫӗ. Анчах та вӗсем ҫынсен организацийӗсемпе укҫа-тенке — чӑннипе нимле пуласлӑх та пама пултарайманскерсене — шаннӑран ҫапла шухӑшлаҫҫӗ. Тепӗр енчен илес пулсан, Иеговӑшӑн ӗҫлесси саншӑн пурнӑҫра чи кирли пулсан, эсӗ хӑвӑн умна чӑннипех кирлӗ тӗллевсем лартса пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшӑн. Ҫапла эсӗ Иисус кӑтартнӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр тӗслӗхе тытса пырӑн. Ҫавӑн пек тӗрӗс йышӑну сана телей кӳрӗ тата хӳтӗлесе тӑрӗ, ҫавӑн пекех эсӗ хӑвна Иеговӑна халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнма ҫирӗп шут тытнине кӑтартӗ (Матф. 6:19 —21; 1 Тим. 6:9 —12).

16, 17. Ӗҫ тата ытти тӗллевсем тӗлӗшӗнчен христиансен хӑйсене мӗнле ыйтусем памалла?

16 Хальхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсем чылайӑшӗ хӑйсен ҫемйисене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗрисем, тен, кирлинчен те ытларах ӗҫлеҫҫӗ (1 Тим. 6:8). Коммерци тӗнчи пире нумай таварсемсӗр тата япаласен юлашки моделӗсемсӗр пурӑнма пултараймастӑр тесе ӗнентересшӗн тӑрӑшать. Анчах та чӑн христиансем пурнӑҫра мӗне мала хурас енчен Сатанан тӗнчине витӗм кӳме ирӗк парасшӑн мар (1 Иоанн 2:15—17). Пенсине тухнисем пирки мӗн калама пулать? Пионер пулса Иеговӑшӑн ӗҫлессине хамӑр пурнӑҫра мала хунисӗр пуҫне вӑхӑтпа тӗрӗсрех усӑ курмалли май пур-и-ха вара?

17 Хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ ӗҫлекенсем пурте хӑйсене ҫакӑн пек ыйтусем пама пултараҫҫӗ: «Пурнӑҫра маншӑн мӗн чи кирли? Иеговӑшӑн ӗҫлессине эпӗ мала хуратӑп-и? Иисусран тӗслӗх илсе эпӗ Турӑшӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлеме хамӑн вӑхӑта кӑмӑл тусах уйӑрма хатӗр-и? Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пӗр вӗҫӗмсӗр пыма хушнине тимлетӗп-и? Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫ е ытти теократи ӗҫӗсем валли ытларах вӑхӑт уйӑрас тесе эпӗ хамӑн графика улӑштарма пултаратӑп-и? Хальлӗхе эпӗ нумайрах тума пултараймастӑп пулин те, эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлемешкӗн вӑхӑт уйӑрма, вӑй хума майсем шыраса тупма тӑрӑшатӑп-и?»

«ЫРӐ ШУХӐШ КӖРТЕТ, ӐНА ПУРӐНӐҪЛАМА ВӐЙ ТА ПАРАТЬ»

18, 19. Мӗн ҫинчен эсӗ кӗлӗ тума пултаратӑн тата мӗншӗн ҫавӑн пек ыйтни Иеговӑна кӑмӑллӑ?

18 Иеговӑн халӑхӗ хастарлӑх кӑтартса хӑйӗн Турришӗн ӗҫленине курма хавас. Анчах та хӑш-пӗрисен пионер пулма май пур пулсан та, ҫавна тума вӗсен кӑмӑл ҫук е ҫавӑ пирӗнтен пулмасть тесе шутлаҫҫӗ (Тух. 4:10; Иер. 1:6). Ун пек чухне вара мӗн тумалла? Ҫавӑн пирки кӗлӗ тума пулать. Павел пӗрле ӗненекенсене «Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать» тенӗ (Флп. 2:13). Сӑваплӑ ӗҫре санӑн нумайрах тӑвас кӑмӑл ҫук пулсан та, Иеговӑран вӑл сана ҫавна тума кӑмӑл та, пултарулӑх та патӑр тесе ыйт (2 Петр 3:9, 11, 12).

19 Ной, Моисей, Иеремия, Павел тата Иисус чун-чӗререн Турра парӑнса пурӑннӑ ҫынсем пулнӑ. Вӗсем Иеговӑн асӑрхаттаракан хыпарне пӗлтерсе ҫӳрес тесе вӑхӑт уйӑрнӑ, вӑй хунӑ. Вӗсем ҫав ӗҫе тума ниме те чӑрмантарма паман. Ҫак тӗнче пурпӗр пӗтет, ҫавӑнпа та пирӗн пурин те, хамӑр пурнӑҫа Турра халалланӑскерсен, Библире каланӑ ҫав ырӑ тӗслӗхсене тытса пымашкӑн вӑй ҫитнӗ таран пурне те туса тӑнипе тӑманнине пӗлес тесе хамӑра тӗрӗслесе пӑхмалла (Матф. 24:42; 2 Тим. 2:15). Ҫавна туса тӑнипе эпир Иеговӑна савӑнтарӑпӑр, иксӗлми пиллӗхсем илӗпӗр. (Малахия 3:10 вуласа пар.)

[Сноска]

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]