Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вӗсене святой сывлӑш хавхалантарнӑ

Вӗсене святой сывлӑш хавхалантарнӑ

«Малашне мӗн пулассине нихӑҫан та этем ирӗкӗпе каласа паман, ӑна Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем Таса Сывлӑш пӗлтернипе [«Святой Сывлӑш хавхалантарнипе», ҪХ] каланӑ» (2 ПЕТР 1:21).

1. Мӗншӗн пире Библи кирлӗ?

 ӐҪТАН эпир? Мӗншӗн эпир кунта? Пуласлӑхра пире мӗн кӗтет? Мӗншӗн тӗнче ҫавнашкал? Ҫын вилсен унпа мӗн пулать? Тӗнчипе ҫынсем ҫакӑн пек ыйтусем параҫҫӗ. Турӑ Сӑмахӗ, Библи, пулман пулнӑ пулсан, эпир ҫак тата ытти кирлӗ ыйтусен хуравӗсене мӗнле пӗлме пултарнӑ пулӑттӑмӑр? Сӑваплӑ Ҫырусӑр эпир пурнӑҫ ҫинчен хамӑр опыт тӑрӑх кӑна пӗлнӗ пулӑттӑмӑр. Ун пек пулнӑ пулсан, эпир «Ҫӳлхуҫа саккунӗ» ҫинчен псалом юрлакан каланӑ сӑмахсене калама пултарӑттӑмӑрччӗ-ши? (Псалом 18:8 вуласа пар.)

2. Библишӗн, Турӑ панӑ чи паха парнешӗн, малашне те пархатарлӑ пулма пире мӗн пулӑшӗ?

2 Шел пулин те, хӑш-пӗрисем Библири чӑнлӑх патне пулнӑ малтанхи юратӑвне сивӗнме панӑ. (Ӳлӗмхине 2:4 танлаштарса пӑхӑр.) Вӗсем Иеговӑна юрӑхлӑ ҫулпа ҫӳремеҫҫӗ урӑх (Ис. 30:21). Пирӗн хамӑрпа ун пеккине пулма памалла мар. Библишӗн тата унӑн вӗрентӗвӗсемшӗн малашне те пархатарлӑ пулас тесе эпир вӑй хума пултаратпӑр тата пирӗн вӑй хумалла та. Библи — пире юратакан Пултаракан панӑ чи паха парне (Иак. 1:17, ҪХ). «Турӑ Сӑмахӗшӗн» тата ытларах пархатарлӑ пулма пире мӗн пулӑшӗ? Тӗп майсенчен пӗри вӑл — Библи ҫыракансене Турӑ мӗнле ертсе пыни ҫинчен шухӑшлани. Ҫавна тӑвас тесе Сӑваплӑ Ҫырӑва ҫырма Турӑ хавхалантарнине ҫирӗплетсе паракан фактсене пирӗн аса илсех тӑмалла. Ҫавӑ вара пире Турӑ Сӑмахне кашни кун вулама тата унӑн канашӗсене тытса пыма хавхалантармалла (Евр. 4:12).

«СВЯТОЙ СЫВЛӐШ ХАВХАЛАНТАРНӐ» ТЕНИНЕ МӖНЛЕ ӐНЛАНМАЛЛА?

3. Пророкла калакансене тата Библие ҫыракансене святой сывлӑш мӗнле ертсе пынӑ?

3 Библие 1 610 ҫул хушши — пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑри 98 ҫул таран — 40 яхӑн ҫын ҫырнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем «Таса Сывлӑш пӗлтернипе [«Святой Сывлӑш хавхалантарнипе», ҪХ]» каласа тӑнӑ пророксем пулнӑ. (2 Петр 1:20, 21 вуласа пар.) Кунта «хавхалантарнипе» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «йӑтни е пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна йӑтса куҫарнине» пӗлтерет, ҫавӑн пекех унӑн «пӗлтерӗшӗ тӗрлӗрен пулма пултарать: куҫса кайни, илсе кайни, хӑвна вырӑнтан куҫарма пани» a. Апостолсен ӗҫӗсем 27:15-мӗшӗнче ҫав сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе ҫил ҫавӑрса илнӗ карапа пӗр-пӗр еннелле илсе кайнине сӑнласа парас тесе усӑ курнӑ. Пророкла калакансене тата Библи ҫыракансене святой сывлӑш хавхалантарнӑ тени вӑл Турӑ вӗсемпе хутшӑннине, ҫавӑн пекех хӑйӗн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗпе усӑ курса вӗсене витӗм кӳнине тата ертсе пынине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене мар, Туррӑн шухӑшӗсене ҫырнӑ. Хӑш-пӗр чухне пророксем тата Библи ҫыракансем хӑйсем мӗн ҫинчен пророкла каланине те, мӗн ҫинчен ҫырнине те ӑнланман (Дан. 12:8, 9). Чӑнах та, «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ», ҫавӑнпа та Библире ҫынсен шухӑшӗсем ҫук (2 Тим. 3:16).

4—6. Библи ҫыракансене Иегова хӑйӗн хыпарне мӗнле майсемпе пӗлтерсе тӑнӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.

4 Апла пулсан святой сывлӑш Библи ҫыракансене Туррӑн хыпарне мӗнле пӗлтерсе тӑнӑ? Вӗсене ҫырса хумалли кашни сӑмаха каласа тӑнӑ-и е вӗсем шухӑша хӑйсен сӑмахӗсемпе ҫырса пама пултарнӑ-и? Тӗслӗхшӗн пуҫлӑх ҫыру мӗнле ҫырнине пӑхса тухар. Пӗр сӑмах улӑштармасӑр ҫырмалла чухне ҫырӑва вӑл хӑй ҫырать е секретарьне хӑй каласа ҫыртарать. Секретарь ҫырӑва пичетлет, пуҫлӑх ун ҫине ал пусать. Е вӑл секретаре тӗп шухӑшӗсене каласа парать, лешӗ вара ҫырӑва хӑйӗн сӑмахӗсемпе ҫырать. Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑх ҫырӑва тӗрӗслесе пӑхма, унтан секретарьне ӑҫта-ӑҫта тӳрлетмелли ҫинчен калама пултарать. Юлашкинчен пуҫлӑх ҫыру ҫине ал пусать, ӑна вара унран илнӗ ҫыру вырӑнне хураҫҫӗ.

5 Ҫавӑн пекех Библин хӑш-пӗр пайӗсене «Турӑ Хӑй аллипе ҫырнӑ» (Тух. 31:18). Шухӑша пӗр сӑмах улӑштармасӑр ҫырса хумалла пулнӑ чухне Иегова мӗн ҫырмаллине хӑй каласа ҫыртарнӑ. Сӑмахран, Тухни 34:27-мӗшӗнче эпир вулатпӑр: «Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: ҫакӑ сӑмахсене ҫырса хур, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ сӑмахсем урлӑ Эпӗ санпа тата Израильпе халал хыватӑп». Иегова Иеремийӑна та каланӑ: «Эпӗ хӑвна мӗн каланине [«калас сӑмаха», ҪТ] пурне те кӗнеке ҫине ҫырса хур» (Иер. 30:2).

6 Анчах та чылай чухне Турӑ Библи ҫыракансене мӗнле сӑмахсем ҫырса хумаллине калас вырӑнне вӗсен чӗрипе ӑстӑнӗ ӑшне шухӑшсем кӗртсе хунӑ та вӗсене хӑйсене ҫав шухӑшсене ҫырса хумашкӑн сӑмахсем суйласа илме ирӗк панӑ. «Екклесиаст ҫунатлӑ каларӑшсем тупма тӑрӑшнӑ, чӑнлӑх сӑмахӗсене вӑл тӗрӗс ҫырса хӑварнӑ»,— тенӗ Екклесиаст 12:10-мӗшӗнче. Евангели ҫыракан Лука Христос пурнӑҫӗ ҫинчен «пуҫламӑшӗнченех пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе тухса... йӗркипе ҫырса» панӑ (Лука 1:3). Святой сывлӑш Туррӑн хыпарӗ ҫине ҫынсен ҫитменлӗхне витӗм кӳме паман.

7. Турӑ Библи ҫырма ҫынсемпе усӑ курнинче унӑн ӑслӑлӑхӗ мӗнле палӑрнӑ?

7 Библи ҫырма Турӑ ҫынсемпе усӑ курнинче унӑн аслӑ ӑслӑлӑхӗ палӑрнӑ. Сӑмахсем пире информацие ӑнланма кӑна мар, унти туйӑмсене те туйса илме пулӑшаҫҫӗ. Библи ҫырма Иегова ҫынсем вырӑнне ангелсемпе усӑ курнӑ пулсан, мӗнле пулма пултарнӑ пулӗччӗ-ши? Вӗсем ҫынсем пӗлекен туйӑмсене, калӑпӑр, хӑранине, хуйха ӳкнине тата ӗмӗт татӑлнине чуна хускатмалла ҫырса кӑтартма пултарнӑ пулӗччӗҫ-ши? Ҫитменлӗхлӗ ҫынсене святой сывлӑш урлӑ илнӗ шухӑшсене ҫырса хумашкӑн сӑмахсем суйласа илме ирӗк панипе Турӑ хӑйӗн хыпарне ӑшӑ кӑмӑллӑ, тӗрлӗ майлӑ тата ҫынсен туйӑмӗсене хускатмалла пӗлтернӗ!

БИБЛИ ТУРӐРАН ПУЛНИНЕ ҪИРӖПЛЕТСЕ ПАРАКАН ФАКТСЕМ

8. Мӗншӗн Библипе нимле тӗн кӗнеки те танлашма пултараймасть тесе калама пулать?

8 Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине ҫирӗплетсе паракан фактсем нумай. Вӑл пире Турӑпа ытти тӗн кӗнекисем паллаштарнӑ пек мар паллаштарать. Сӑмахран, индуизмӑн сӑваплӑ кӗнекисене Веда гимнӗсем, ҫав гимнсемпе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесене ӑнлантарса паракан комментарисем, Упанишадами теекен философи трактачӗсем, ҫавӑн пекех Рамаяна тата Махабхарата ятлӑ эпосла историсем кӗреҫҫӗ. Бхагавадгитӑра, Махабхаратӑн пайӗнче, мораль тӗлӗшӗнчен вӗрентсе каланисем пур. Буддистсен Типитака канонӗнчи («Виҫӗ карҫинкка» тенине пӗлтерет) пӗр сборникӗ манахсен, манашкӑсен пӗрлехи пурнӑҫӗнче тытса тӑмалли йӗркесемпе вӗрентӳсенчен тӑрать. Иккӗмӗш сборникне Будда каланӑ сӑмахсемпе унӑн вӗрентӗвӗсем кӗреҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш сборникӗ, тӗпрен илсен, буддизм вӗрентӗвӗсенчен тӑрать. Будда хӑй пирки турӑ темен тата Турӑ ҫинчен питӗ сахал каланӑ. Конфуцианство кӗнекисем вӗсем — ӗлӗк пулса иртнӗ событисен, мораль тӗлӗшӗнчен панӑ йӗркесен, асамлӑ формулӑсен тата юрӑсен пуххи. Исламӑн сӑваплӑ кӗнеки пӗр Турра ӗненмелли ҫинчен вӗрентет тата ӑна пурне те пӗлекен пек, малашлӑха курса тӑракан пек, событисем пурте мӗнле пулассине малтанах пӳрсе хуракан пек кӑтартса парать пулин те, Библире пин-пин хут тӗл пулакан Турӑ ячӗ, Иегова ят, ҫинчен нимӗн те каламасть.

9, 10. Библирен эпир Турӑ ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр?

9 Паллӑ тӗн кӗнекисем нумайӑшӗ Турӑ ҫинчен нимӗн те каламаҫҫӗ е шутсӑр сахал калаҫҫӗ пулин те, Библи пире Иегова Турӑпа тата унӑн ӗҫӗсемпе паллаштарать. Вӑл пире Иегова мӗнле Турӑ пулнине ӑнланма пулӑшать. Библи Турӑ пирки вӑл пурне те тума пултарать, ӑслӑ та тӗрӗслӗхе тытса тӑрать тесе уҫса парать, ҫавӑн пекех вӑл юратакан Турӑ тесе калать. (Иоанн 3:16; 1 Иоанн 4:19 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне Библире ҫакӑн пек каланӑ: «Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ» (Ап. ӗҫ. 10:34, 35). Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех пулнине Библие нумай чӗлхе ҫине куҫарни ҫирӗплетсе парать. Лингвистсем каланӑ тӑрӑх, тӗнчипе халӗ 6 700 яхӑн чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, ҫӗр ҫинчи ҫынсен 90 проценчӗ пӗр 100 чӗлхене ӑнланать. Ҫапах та Библие, пӗтӗмпех е унӑн пайӗсене, 2 400 ытла чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, кашнин тенӗ пекех сахалтан та ҫав кӗнекен пайне тӑван чӗлхепе вулама май пур.

10 Иисус каланӑ: «Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп» (Иоанн 5:17). Иегова «ӗмӗр-ӗмӗрех — Турӑ». Ҫавӑнпа та вӑл мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! (Пс. 89:2.) Библи кӑна пире Турӑ унччен тунӑ, халӗ тӑвакан ӗҫсемпе паллаштарать тата вӑл пуласлӑхра мӗн тӑвассине те уҫса парать. Ҫавӑн пекех эпир Ҫыруран Турра мӗн юрӑхлипе мӗн юрӑхсӑррине пӗлетпӗр тата вӑл пире Иеговӑпа ҫывӑхланмашкӑн мӗн тумаллине кӑтартса парать (Иак. 4:8). Айтӑр хамӑр тӗллевсем е пурнӑҫ хуйхи-суйхи пире Турӑран пӑрса ан яччӑр тесе тӑрӑшар.

11. Библире мӗнле ӑслӑ канашсем пур?

11 Библири иксӗлми тата вӑхӑт тӗрӗсленӗ ӑслӑлӑх та ҫав кӗнеке Турӑран пулнине кӑтартса парать. Исаия пророк хӑй вӑхӑтӗнчи ҫынсенчен ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫа сывлӑшне кам пӗлейнӗ, Ӑна кам канаш панӑ, Ӑна кам вӗрентнӗ?» (Ис. 40:13.) Каярахпа Павел апостол ҫавнашкал ыйтӑвах панӑ: «Ҫӳлхуҫана вӗрентмешкӗн Унӑн ӑсне кам пӗлсе ҫитернӗ?» (1 Кор. 2:16.) Паллах ӗнтӗ, никам та. Ҫавӑнпа та Библи мӑшӑрлӑ пурнӑҫ, ачасене пӑхса ӳстерес, вӑйӑ-кулӑ, пӗр-пӗринпе хутшӑнас, ӗҫченлӗх, улталамасӑр пурӑнас тата мораль тӗлӗшӗпе панӑ канашсене тытса тӑни пысӑк усӑ панинчен тӗлӗнме кирлӗ мар! Эпир Библире нихӑҫан та япӑх канашсем тупаймастпӑр. Ҫынсене илес пулсан, вӗсен яланах усӑ кӳрсе тӑракан канашсем пама ҫителӗклӗ ӑслӑлӑх ҫук (Иер. 10:23). Вӗсем хӑйсен унчченхи канашӗсем тӗрӗс мар пулнине ӑнланса час-часах вӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухаҫҫӗ. «Ҫын шухӑшӗсем нимӗн те мар»,— тенӗ Библире (Пс. 93:11, Мухтав юррисен кӗнеки).

12. Библие тӗп тӑвас тесе ӗмӗрсем хушши мӗн-мӗн тума хӑтланса пӑхнӑ?

12 Истори те пире чӑн Турӑ Библин Авторӗ пулнине ҫирӗплетсе парать. Ӗлӗк ҫынсем нумайӑшӗ Туррӑн хыпарне тӗп тума хӑтланса пӑхнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 168-мӗш ҫулта IV Антиох, Сири патши, Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ Саккун кӗнекисене шыраса тупса ҫунтарса ярасшӑн пулнӑ. Пирӗн эрӑри 303-мӗш ҫулта Рим императорӗ Диоклетиан христиансем тӗл пулакан вырӑнсене тата Сӑваплӑ Ҫырӑва ҫунтарса яма ирӗк паракан хушу кӑларнӑ. Ҫавӑн пек тӗп тӑвасси вунӑ ҫула тӑсӑлнӑ. XI ӗмӗртен пуҫласа Рим паписем Сӑваплӑ Ҫырӑва ахаль халӑх чӗлхи ҫине куҫарма парас мар тесе тем пекех вӑй хунӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Библири пӗлӗве сарӑлма парасшӑн пулман. Сатанапа ун майлисем ҫавнашкал хӑтланнине пӑхмасӑрах, Библи паянхи кунчченех сыхланса юлнӑ. Иегова этемлӗхе панӑ хӑйӗн парнине никама та тӗп тума ирӗк паман.

НУМАЙӐШНЕ ӖНЕНМЕ ПУЛӐШАКАН ФАКТСЕМ

13. Библие ҫырма Турӑ хавхалантарнине тата мӗн-мӗн ҫирӗплетсе парать?

13 Библие ҫырма Турӑ хавхалантарнине ҫирӗплетсе паракан фактсен шутӗнче ҫаксем те пур: вӑл хӑйне хӑй хирӗҫлеменни, наукӑпа истори тӗлӗшӗнчен тӗрӗс пулни, пророкла каланисем пурнӑҫланса пыни, ӑна ҫыракансен тӗрӗслӗхӗ тата 1-мӗш абзацра асӑннӑ ыйтусем ҫине кӑмӑла ҫырлахтаракан хуравсем пани. Хӑш-пӗрисене Библи Турӑран пулнине ӗненме мӗн пулӑшнине пӑхса тухар.

14—16. а) Мусульмана, индуиста тата агностика Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине ӗненме мӗн пулӑшнӑ? ӑ) Сӑваплӑ ӗҫре Библи Турӑран пулнине ҫирӗплетсе парас тесе сире мӗнле фактсемпе усӑ курма килӗшет?

14 Анвар b Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсенчен пӗринче ӳснӗ, ӑна мусульман пек пӑхса ӳстернӗ. Вӑл пӗр вӑхӑт хушши Ҫурҫӗр Америкӑра пурӑннӑ чухне ун алӑкне Иегова Свидетелӗсем пырса шакканӑ. Вӑл каласа парать: «Эпӗ христиансен тӗнӗсем ҫинчен, хӗреслӗ походсемшӗн тата инквизицишӗн, япӑх шухӑшлаттӑмччӗ. Анчах та эпӗ, пурне те пӗлесшӗн ҫунакан ҫын пулнӑран, Библи вӗренме килӗшрӗм». Тепӗртакран Анвар киле таврӑннӑ та Свидетельсемпе ҫыхӑну ҫухатнӑ. Темиҫе ҫул иртсен вӑл Европӑна куҫса кайнӑ та каллех Библи вӗренме пуҫланӑ, вара ҫавна пула вӑл ҫакӑн пек шухӑш патне пырса тухнӑ: «Библире пророкла каланисем пурнӑҫланни, Сӑваплӑ Ҫырура пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен пӗр тӗп тема пулни, хӑйне хӑй хирӗҫлеменни, ҫавӑн пекех Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хушшинчи юрату Библи Турӑ Сӑмахӗ пулнине ӗненме пулӑшрӗ мана». Анвар 1998 ҫулта шыва кӗнӗ.

15 Вунултӑ ҫулхи Аиша, чунтан ӗненекен индуистсен ҫемйинче ҫитӗнсе ӳснӗскер, калать: «Эпӗ храма кайсан кӑна е хама йывӑр килнӗ чухне ҫеҫ кӗлӗ тӑваттӑмччӗ, анчах та манӑн пурте лайӑх пулнӑ чухне эпӗ Турра аса та илместӗмччӗ». Вӑл малалла калать: «Пирӗн алӑка Иегова Свидетелӗсем пырса шаккасан, манӑн пурнӑҫ тӗпрен улшӑнчӗ». Библи вӗреннине пула вӑл Турӑ ҫине хӑйӗн Тусӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пуҫланӑ. Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине ӗненме ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ӑнлантарса парать: «Эпӗ пама пултаракан пур ыйту ҫине те Библи хурав пачӗ. Библи мана храма кайса йӗрӗхсене пуҫҫапмасӑрах Турра ӗненме пулӑшрӗ».

16 Паула католиксен ҫемйинче ӳснӗ, анчах ҫитӗнсе ҫитсен вӑл хӑйӗн пирки агностик тесе шутлама пуҫланӑ. Унтан пӗр ӗҫ пулса иртнӗ. Вӑл каласа парать: «Эпӗ пӗр паллакан ҫынна тӗл пултӑм, темиҫе уйӑх хушши курманччӗ ӑна. Ун чухне хипписем нумайччӗ. Вӑл питӗ улшӑннине курсан — ҫӳҫне тирпейлӗ кастарнӑччӗ, телейлӗ курӑнатчӗ — эпӗ ыйтрӑм: „Санпа мӗн пулнӑ, эсӗ ӑҫта ҫухалса пурӑнтӑн?“ Эпӗ Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫларӑм тесе каларӗ те мана чӑнлӑх ҫинчен каласа пама пуҫларӗ». Библири чӑнлӑхӑн ҫавӑн пек вӑй пуррине тата вӑл ҫын ҫине ҫавӑн пек витӗм кӳме пултарнине курсан, Паула чӑнлӑхпа интересленме тытӑннӑ. Юлашкинчен вара вӑл Библи Турӑран пулнине ӗненнӗ.

«САНӐН СӐМАХУ МАНӐН УРАНА ҪУТӐ КӐТАРТАТЬ»

17. Турӑ Сӑмахне кашни кун вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

17 Библи — Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ панӑ тӗлӗнмелле парне. Ӑна кашни кун вуласа савӑнӑр, вара эсир ӑна та, унӑн Авторне те хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫлатӑр (Пс. 1:1, 2). Библи вӗренме пуҫлас умӗн яланах кӗлӗ тӑвӑр, Турӑран, унӑн сывлӑшӗ мӗн вуланине ӑнланма пулӑштӑр тесе ыйтӑр (Лука 11:13). Библире Туррӑн шухӑшӗсене ҫырса хунӑ, ҫавӑнпа та унта мӗн калани ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсир хӑвӑр шухӑшусене Туррӑннипе килӗшӳллӗ тума пултаратӑр.

18. Мӗншӗн эсир Библие малашне те вӗренесшӗн?

18 Чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс, нумайрах та нумайрах пӗлсе пынӑ май мӗн пӗлни тӑрӑх пурӑнӑр. (Псалом 118:105 вуласа пар.) Эсир тӗкӗр ҫине мӗнле пӑхнӑ пулӑттӑр, Ҫыру ҫине те ҫавнашкалах тишкерсе пӑхӑр. Мӗн те пулин улӑштармаллине куртӑр пулсан, ҫавна тӑвӑр (Иак. 1:23—25). Хӑвӑр мӗн ӗненнине хӳтӗлес тата йӑваш ҫынсен чӗрисене суя вӗрентӳсенчен тасатас тесе Турӑ Сӑмахне хӗҫ вырӑнне хурса усӑ курӑр (Эф. 6:17). Ҫавӑн пек тунӑ май Библири хыпара пророксемпе ытти ҫынсем «Святой Сывлӑш хавхалантарнипе» ҫырнӑшӑн пархатарлӑ пулӑр.

[Сноскӑсем]

a «A Greek-English Lexicon of the New Testament and Other Early Christian Literature».

b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]