Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑпа Иисусӑн тӳсӗмлӗхӗнчен вӗренӗр

Иеговӑпа Иисусӑн тӳсӗмлӗхӗнчен вӗренӗр

«Ҫӳлхуҫамӑр вӑрах тӳснине ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне хурса хисеплӗр» (2 ПЕТР 3:15).

1. Туррӑн хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене мӗн хумхантарать?

 ИЕГОВӐШӐН вун-вун ҫул хушши шанчӑклӑ ӗҫленӗ тата нумай йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ хӗрарӑм тӑван хӑйне кӗҫӗне хурса ыйтнӑ: «Ҫак тӗнче пӗтессине виличчен курӑп-ши?» Иеговӑшӑн нумай вӑхӑт хушши ӗҫлесе тӑракан хӑш-пӗр тӑвансене ҫавнашкал ыйтӑвах хумхантарать. Эпир халӗ тӗл пулакан йывӑрлӑхсене пӗтерсе Турӑ пурне те ҫӗнӗрен тӑвас куна питӗ кӗтетпӗр (Ӳлӗм. 21:5). Сатанан тӗнчи пӗтессине ӗненме пирӗн сахал мар сӑлтав пур пулин те, ҫав куна тӳсӗмлӗн кӗтме пире ҫӑмӑл мар пулма пултарать.

2. Тӳсӗмлӗх ҫинчен калакан мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?

2 Библире пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла тесе каланӑ. Пирӗнтен маларах пурӑннӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсем пекех, эпир, хытӑ ӗненетпӗр пулсан тата Турӑ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр пулсан, Турӑ мӗн пама пулнине илӗпӗр. (Еврейсем 6:11, 12 вуласа пар.) Тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен Иегова тӗслӗх кӑтартать. Турӑ йӗркесӗрлӗхе кирек хӑш самантра та пӗтерме пултарнӑ пулӗччӗ, анчах та вӑл хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫитессе кӗтет (Рим 9:20—24). Мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек тӳсӗмлӗх кӑтартать? Мӗнле майпа Иисус хӑйӗн Ашшӗ пекех тӳсӗмлӗ пулса пире тӗслӗх кӑтартнӑ? Иегова пекех тӳсӗмлӗн кӗтме вӗренетпӗр пулсан, эпир мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлани пире, Иегова васкамасть пек туйӑнсан та, тӳсӗмлӗ пулма тата ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӗ.

МӖНШӖН ИЕГОВА ТӲСӖМЛӖХ КӐТАРТАТЬ?

3, 4. а) Мӗншӗн Иегова, ҫӗр тӗлӗшӗнчен палӑртса хунӑ тӗллевӗ пурнӑҫланассине кӗтнӗ май, тӳсӗмлӗх кӑтартнӑ? ӑ) Эдемри пӑлхав хыҫҫӑн Иегова хӑйне мӗнле тытнӑ?

3 Тӳсӗмлӗх кӑтартмашкӑн Иеговӑн витӗмлӗ сӑлтав пур. Паллах ӗнтӗ, вӑл Ҫут тӗнчери пӗтӗм влаҫа хӑй аллинче тытса тӑнӑ — халӗ те тытса тӑрать. Анчах та Эдемра ҫӗкленӗ пӑлхав питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусем кӑларса тӑратнӑ. Иегова тӳсӗмлӗх кӑтартнӑ, мӗншӗн тесен ҫав ыйтусем ҫине туллин хуравлама вӑхӑт кирлине пӗлнӗ. Пӗлӗтре тата ҫӗр ҫинче пурӑнакансен ӗҫӗсемпе шухӑшӗсене веҫех пӗлнӗрен Турӑ, паллах, пурне те пире лайӑх пултӑр тесе тӑвать (Евр. 4:13).

4 Иеговӑн ҫӗре Адампа Евӑн йӑхӗпе тултарас тӗллев пулнӑ. Сатана Евӑна улталасан, унтан Адам та итлеме пӑрахсан, Турӑ хӑйӗн тӗллевне пӑрахӑҫламан. Ҫакӑ ӑна аптратса ӳкереймен, вӑл васкавлӑ йышӑнусем туман, ытлашши пӑшӑрханса ӳкмен тата этемлӗхе пӑрахман. Ун вырӑнне вӑл ҫынсемпе ҫӗр тӗлӗшӗнчен хӑй мӗн тума шутласа хунине туса ҫитерме урӑх май суйласа илнӗ (Ис. 55:11). Хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлас тата хӑйӗн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларас тесе Иегова чи пысӑк чарулӑхпа тӳсӗмлӗх кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн тӗллевӗн хӑш-пӗр енӗсем пур тӗлӗшрен те лайӑх пурнӑҫланччӑр тесе пин-пин ҫул кӗтнӗ.

5. Иегова тусӗмлӗ пулни мӗнле пиллӗхсем парать?

5 Иеговӑн тӳсӗмлӗх кӑтартма тепӗр сӑлтав та пур: вӑл май ҫитнӗ таран нумай ҫынна ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Хальхи вӑхӑтра вӑл «имсӗр-сумсӑр ҫынна» ҫӑлас тесе пухать (Ӳлӗм. 7:9, 14; 14:6). Эпир саракан ырӑ хыпар урлӑ Иегова ҫынсене хӑйӗн Патшалӑхӗпе хӑйӗн тӳрӗлӗх нормисем ҫинчен пӗлме чӗнет. Патшалӑх ҫинчен калакан «Ырӑ Хыпар» вӑл — этемлӗхшӗн чи лайӑх хыпар (Матф. 24:14, ҪХ). Иегова чӗнекен кашни ҫын чӑн-чӑн туссен — тӗрӗссине юратакан туссен — пӗтӗм тӗнчери пухӑвӑн пайӗ пулса тӑрать (Иоанн 6:44—47). Пирӗн юратнӑ Турӑ ҫавӑн пек ҫынсене хӑй умӗнче ырлӑх тупма пулӑшать. Иеговӑн тӳсӗмлӗхӗ ӑна ҫынсенчен хӑйӗн пӗлӗтри правительствин пулас членӗсене суйласа илме май панӑ. Ҫав шанчӑклӑ христиансем пӗлӗте кайсан, итлекен ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пулӑшӗҫ. Иегова тӳсӗмлӗн кӗтет пулин те, вӑл пире ырӑ тумашкӑн хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлас тесе ӗҫлесех тӑрать.

6. а) Ной пурӑннӑ кунсенче Иегова тӳсӗмлӗх мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Хальхи вӑхӑтра Иегова тӳсӗмлӗх мӗнле кӑтартать?

6 Иегова, хӑйне хытӑ хӑртаҫҫӗ пулин те, тӳсӗмлӗх кӑтартать, ҫакӑ вара пӗтӗм ҫӗре шыв илес умӗн йӗркесӗрлӗх анлӑ сарӑлсан вӑл хӑйне мӗнле тытнинчен курӑнать. Ҫавӑн чухне ҫынсем ҫӗре аскӑн ӗҫпе, пусмӑрлӑхпа тултарнӑран тата вӗсем усаллине кӑна тӑвасшӑн пулнӑран Иегова «Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ» (Пулт. 6:2—8). Вӑл ҫак ирсӗрлӗхе ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пулма пама пултарайман, ҫавӑнпа та вӑл итлемен-пӑхӑнман ҫынсене пӗтӗм ҫӗре шыв илтерсе пӗтерме палӑртса хунӑ. «Ной пурӑннӑ кунсенче» тӳсӗмлӗх кӑтартнӑ чухне Иегова Нойпа унӑн ҫемйине ҫӑлас тесе мӗн кирлине туса хатӗрленӗ (1 Петр 3:19, 20). Вӑхӑт ҫитсен, Иегова хӑй мӗн тума шутласа хуни ҫинчен Ноя пӗлтернӗ те ӑна ковчег тума хушнӑ (Пулт. 6:14—22). Ҫавӑн пекех Ной хӑй тавра пурӑнакан ҫынсене ҫывхарса килекен инкек ҫинчен пӗлтерсе тӑнӑ, ҫавӑнпа ун ҫинчен Библире «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» тенӗ (2 Петр 2:5). Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, пирӗн вӑхӑтра та ҫаплах пулӗ тесе каланӑ Иисус. Иегова ҫак йӗркесӗр тӗнчене хӑш вӑхӑтра пӗтермеллине палӑртса хунӑ ӗнтӗ. «Ҫав кун... ҫав сехет» хӑҫан пуҫланассине ҫынсенчен никам та пӗлмест (Матф. 24:36). Хальхи вӑхӑтра эпир ҫынсене асӑрхаттарнипе тата вӗсем мӗнле ҫӑлӑнма пултарни ҫинчен каласа панипе Турӑ хушнӑ ӗҫе туса тӑратпӑр.

7. Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлама васкамасть-и? Ӑнлантарса парӑр.

7 Иегова тӳсӗмлӗх кӑтартать тенине вӑл вӑхӑт иртессе кӗтсе ларать кӑна тесе ӑнланмалла мар. Унӑн тӳсӗмлӗхне пирӗн нихӑҫан та тимсӗрлӗхпе е сӳрӗклӗхпе пӑтраштармалла мар! Анчах та ҫак йӗркесӗр тӗнчере ватӑлса пыратӑн е асапланатӑн пулсан, ҫавна асра тытма ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Эпир хуйха ӳкме е Турӑ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлама васкамасть тесе шутлама пултаратпӑр (Евр. 10:36). Унӑн тӳсӗмлӗ пулма витӗмлӗ сӑлтавсем пуррине тата тӑрса юлнӑ вӑхӑтпа вӑл хӑйне чунтан парӑнса пурӑнакансене ырӑ тӑвас тесе усӑ курнине нихӑҫан та манса ан кайӑр (2 Петр 2:3; 3:9). Халӗ вара Иисус хӑйӗн Ашшӗ пек тӳсӗмлӗх мӗнле кӑтартнине пӑхса тухар.

ТӲСӖМЛӖ ПУЛАС ТӖЛӖШРЕН ИИСУС МӖНЛЕ ЧАПЛӐ ТӖСЛӖХ КӐТАРТАТЬ?

8. Мӗнле-мӗнле лару-тӑрура Иисус тӳсӗмлӗх кӑтартнӑ?

8 Туррӑн ирӗкне Иисус пин-пин ҫул хушши хаваспах туса тӑрать. Сатана пӑлхав ҫӗклесен, Иегова хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ ҫӗр ҫине Мессия пулса каймалли пирки шутласа хунӑ. Ҫакӑ Иисусшӑн мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха — ҫав вӑхӑт ҫитиччен пин-пин ҫул хушши тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑмалла пулнӑ. (Галати 4:4, 5 вуласа пар.) Анчах та ҫав вӑхӑт хушшинче вӑл ним тумасӑр ларман. Ун вырӑнне вӑл Ашшӗ хушнӑ ӗҫе туса пурӑннӑ. Иисус ҫӗр ҫине килсен, вӑл хӑйне, пророкла каланисем тӑрӑх, Сатана хӗтӗртнипе вӗлерессе пӗлнӗ (Пулт. 3:15; Матф. 16:21). Вӑл Туррӑн ирӗкне тӳсӗмлӗн пӑхӑннӑ — ҫакӑ чӑтма ҫук хытӑ асапланмаллине пӗлтернӗ пулсан та. Иисус хӑйӗн ҫинчен шухӑшламан. Вӑл, Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ пулин те, хӑйне кӗҫӗне хурса асапланма хатӗр пулнӑ. Турра чунтан парӑнса пурӑнас тӗлӗшрен Иисус питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ, ҫавӑнпа та пирӗн ун пек пулма тӑрӑшмалла (Евр. 5:8, 9).

9, 10. а) Иегова ӗҫсене тума хушасса тӳсӗмлӗн кӗтнӗ май Иисус мӗн тӑвать? ӑ) Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

9 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан Иисус пӗлӗтре те, ҫӗр ҫинче те власть илнӗ (Матф. 28:18). Вӑл ҫав влаҫпа Иеговӑн тӗллевне Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫлас тесе усӑ курать. Туррӑн сылтӑм енче Иисус 1914 ҫулччен, хӑйӗн тӑшманӗсене ури айне тӑвиччен тӳсӗмлӗн кӗтнӗ (Пс. 109:1, 2; Евр. 10:12, 13). Кӗҫех вӑл Сатанан тӗнчине тӗп тума пуҫлӗ. Халӗ вара Иисус ҫынсене тӳсӗмлӗн вӗрентет тата «чӗрӗлӗх шывӗ юхакан ҫӑлкуҫӗ» патне ертсе пырать (Ӳлӗм. 7:17).

10 Иисусӑн тӗслӗхӗнчен Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫине мӗнле пӑхмаллине куратӑр-и? Паллах ӗнтӗ, Иисус хӑйӗн Ашшӗ мӗн хушнине пурне те хаваспах туса тӑнӑ; ҫав-ҫавах вӑл Турӑ палӑртнӑ вӑхӑта кӗтме хатӗр пулнӑ. Сатанан йӗркесӗр тӗнчи пӗтессине кӗтнӗ май пирӗн пурин те тӳсӗмлӗ пулмалла — Турӑран иртсе каймалла мар, хуйха ӳксен те парӑнмалла мар. Ҫавӑн пек тӳсӗмлӗхе аталантарас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

ТӲСӖМЛӖ ПУЛМА ЭПӖ ТУРӐРАН МӖНЛЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАТӐП?

11. а) Ӗненӳпе тӳсӗмлӗх хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур? ӑ) Мӗншӗн пирӗн ӗненӳ кӑтартма витӗмлӗ сӑлтавсем пур?

11 Иисус ҫӗр ҫине киличченех пророксем тата Туррӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫитменлӗхлӗ ҫынсем те тӳсӗмлӗ, чӑтӑмлӑ пулма пултарнине кӑтартса панӑ. Вӗсен тӳсӗмлӗхӗ вӗсен ӗненӗвӗпе тӳррӗн ҫыхӑннӑ. (Иаков 5:10, 11 вуласа пар.) Вӗсем Иегова мӗн каланине чӑннипех ӗненмен пулсан — вӗсен ӗненӳ пулман пулсан — унӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланасса тӳсӗмлӗн кӗтнӗ пулӗччӗҫ-ши? Турӑ хӑйӗн сӑмахне пурне те вӑхӑт иртнӗҫемӗн пурнӑҫлассине шанса вӗсем час-часах ӗненӗвне тӗрӗслекен хаяр йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ (Евр. 11:13, 35—40). Пирӗн хытӑ ӗненме тата нумайрах сӑлтав пур, мӗншӗн тесен Иисус халӗ «ӗненӗве... Пурнӑҫлаканӗ» пулса ӗҫлесе тӑрать (Евр. 12:2, ҪХ). Вӑл пророкла каланисене нумайӑшне пурнӑҫланӑ тата пире Туррӑн тӗллевне лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ, ҫавӑнпа пирӗн ӗненӳ кӑтартма витӗмлӗ сӑлтавсем пур.

12. Эпир ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр?

12 Хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетес тата тӳсӗмлӗхе аталантарас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Турӑ мӗн тума хушни тӑрӑх пурӑнмалла. Сӑмахран, хамӑр пурнӑҫра Патшалӑха мала хума пирӗн мӗнле сӑлтавсем пурри ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Матфей 6:33-мӗшӗнчи канаша пурнӑҫлас тесе нумайрах вӑй хума пултаратӑр-и эсир? Ырӑ хыпар сарас ӗҫ валли эсир чылайрах вӑхӑт уйӑрма е хӑвӑрӑн пурнӑҫ йӗркинче мӗн те пулин улӑштарма пултарнӑ пулӑттӑр⁠-и? Эсир вӑй хунине Иегова ку таранччен мӗнле пиллесе тӑнине ан манӑр. Тен, вӑл сире ҫӗнӗ Библи вӗренӗвне тупса ирттерме е «нимӗнле ӑс та пӗлейми [Туррӑн] канӑҫлӑхне» илме пулӑшнӑ. (Филиппӑ 4:7 вуласа пар.) Эсир Иегова мӗн хушнине туса пыни сире мӗнле усӑ парса тӑни ҫинчен яланах шухӑшлатӑр пулсан, тӳсӗмлӗх питӗ кирлӗ пулнине ытларах ӑнланма пуҫлатӑр (Пс. 33:9).

13. Ӗненӳ мӗнле ҫирӗпленсе пынине тата тӳсӗмлӗх епле аталанса пынине мӗнле тӗслӗхпе кӑтартса пама пулать?

13 Пирӗн ӑшра мӗн пулса пырать, ҫавсене тыр-пул акса туса илнӗ чухнехи ҫутҫанталӑк пулӑмӗсемпе танлаштарма пулать. Ҫӗр ӗҫченӗ лайӑх тыр-пул пухса илсен, кашнинче тепӗр ҫулне вӑрлӑх акмаллах тесе шутлама пуҫлать. Тен, килес ҫул вӑл тата пысӑкрах ҫӗр лаптӑкне акса тухӗ. Тыр-пул пуласса унӑн тӳсӗмлӗн кӗтмелле пулин те, вӑл акать. Вӑл тыр-пул пухса илессе ҫирӗп шанать. Ҫавӑн пекех Иегова вӗрентсе каланисене тимленӗ, пурнӑҫласа тӑнӑ хыҫҫӑн кашнинчех пиллӗхсем илсе тӑнине курсан, эпир Иеговӑна хытӑрах шанма пуҫлӑпӑр. Пирӗн ӗненӳ те ҫирӗпленӗ, пире вара пиллӗхсем илессине кӗтме ҫӑмӑлрах пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пурпӗр пуласса пӗлетпӗр. (Иаков 5:7, 8 вуласа пар.)

14, 15. Ҫынсем асапланни ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

14 Тӳсӗмлӗхе аталантармалли тепӗр май вӑл — тӗнчере мӗн пулса пыни ҫине тата хамӑр лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхма вӗренесси. Пурин ҫине те Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшӑр. Сӑмахран, вӑл ҫынсен хӗн-асапӗ ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫынсем мӗнле асапланнине Иегова нумай вӑхӑт хушши курса тӑрать, ҫакӑ вара унӑн чунне ыраттармаллипех ыраттарать; ҫапах та вӑл, ҫав ыратӑва пӑхмасӑрах, ырӑ тума чарӑнман. Вӑл хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне «шуйттан ӗҫне аркатма» тата Сатана ҫынсене кӳнӗ пур сиене те пӗтерме янӑ (1 Иоанн 3:8). Тӗрӗссипе каласан, хӗн-асап вӑхӑтлӑха кӑна пырӗ, мӗншӗн тесен Турӑ пӗтӗм хӗн-асапа ӗмӗрлӗхех тӗп тӑвӗ. Ҫавӑнпа та эпир ҫак тӗнчери йӗркесӗрлӗхе хамӑр ӗненӗве хавшатма парасшӑн мар тата пӗтес вӑхӑт халӗ те ҫитмен тесе эпир тӳсӗмлӗхе ҫухатасшӑн мар. Ун вырӑнне курӑнманнине ӗненнине кӑтартар, мӗншӗн тесен курӑнманни ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пӗтмӗ. Иегова йӗркесӗрлӗхе хӑҫан тӗп тумаллине палӑртса хунӑ, ҫавна вӑл шӑп ҫав вӑхӑтра тӑвӗ (Ис. 46:13; Наум 1:9).

15 Ҫак тӗнчен ҫӑмӑлах мар юлашки кунӗсенче пирӗн хамӑр ӗненӗве тӗрӗслекен шутсӑр йывӑр лару-тӑрусене чӑтса ирттерме тивӗ. Хӗн курнӑ чухне е ҫывӑх ҫынсем асапланнӑ чухне хамӑр ҫилле кӑтартас вырӑнне пирӗн Иеговӑна пӗтӗм чӗререн шанма ҫирӗп шут тытмалла. Пирӗн ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа та ҫавна тума ҫӑмӑлах мар. Анчах та Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнине асра тытӑр. (Матфей 26:39 вуласа пар.)

16. Ҫак тӑрса юлнӑ вӑхӑтра пирӗн мӗнрен пӑрӑнмалла?

16 Кун пек пулсан, капла тӑвӑп, ун пек пулсан, апла тӑвӑп тесе кӗтсе ларсан пире тӳсӗмлӗх кӑтартма йывӑр пулма пултарать. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Калӑпӑр, пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулни пирки иккӗленекен ҫын, Иегова мӗн калани ӑнсӑртран пурнӑҫланмӗ тесе, хӑй плансем палӑртса хума пуҫлать. Урӑхла каласан, вӑл, тен, ҫапла шухӑшлать: «Иеговӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланӗҫ⁠-и, пурнӑҫланмӗҫ⁠-и — пурӑнсан курӑпӑр». Тен, вӑл ҫак тӗнчере паллӑ ҫын пулма, Туррӑн Патшалӑхне мала хурас вырӑнне укҫа-тенкӗллӗ пулма е халех ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнас тесе аслӑ пӗлӳ ҫине шанма тӑрӑшӗ. Анчах та ҫакӑ ӗненӳ ҫитсех кайманни ҫинчен каламасть⁠-и? Павел пире Иегова пама пулнине «ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса» илекен шанчӑклӑ ҫынсем пек пулма ӳкӗтленине астуса тӑрӑр (Евр. 6:12). Иегова ҫак йӗркесӗр тӗнчене хӑй тӗллевне пурнӑҫлама кирлӗ чухлинчен пӗр кун та ытларах пулма памӗ. (Аввак. 2:3). Ҫав вӑхӑт ҫитиччен пирӗн Иеговӑшӑн ячӗшӗн кӑна ӗҫлесе тӑмалла мар. Ун вырӑнне пирӗн сыхӑ тӑмалла та пире паянах нимпе танлаштарма ҫук савӑнӑҫ паракан ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӑрӑшса тумалла (Лука 21:36).

ТӲСӖМЛӖХ МӖНЛЕ ПИЛЛӖХСЕМ ПАРАТЬ?

17, 18. а) Тӳсӗмлӗ кӗтетпӗр пулсан, пирӗн мӗнле май пур? ӑ) Тӳсӗмлӗх кӑтартнипе эпир мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?

17 Эпир Турӑшӑн темиҫе уйӑх е вун-вун ҫул хушши ӗҫлетпӗр-и, эпир уншӑн ӗмӗр-ӗмӗрӗпех ӗҫлесшӗн. Тӳсӗмлӗх пире ҫӑлӑнӑҫ иличченех, ҫак тӗнче пӗтиччен кирек мӗн чухлӗ вӑхӑт юлнине пӑхмасӑрах, чӑтӑмлӑ пулма пулӑшать. Иегова пире халӗ хӑйӗн йышӑнӑвӗсем ҫине пӗтӗмпех шаннине кӑтартма, кирлӗ пулсан, унӑн ячӗшӗн асапланма та хатӗр пулма май парать (1 Петр 4:13, 14). Турӑ пире вӗҫне ҫитичченех тӳсӗмлӗ пулма, ҫапла вара ҫӑлӑнӑҫ илме пулӑшас тесе вӗрентсех тӑрать (1 Петр 5:10).

18 Иисус пӗлӗтри, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм влаҫа тытса тӑрать, ҫавӑнпа та сире — хӑвӑрсӑр пуҫне — никам та ун аллинчен туртса илеймӗ (Иоанн 10:28, 29). Апла пулсан, пуласлӑхран та, вилӗмрен те хӑрама кирлӗ мар. Вӗҫне ҫитичченех тӳсӗмлӗн чӑтса ирттерекенсем ҫӑлӑнӗҫ. Ҫавӑнпа та ҫак тӗнче пире илӗртсе кайнипе кайманнине тата эпир Иеговӑна шанма пӑрахнипе пӑрахманнине пирӗн тӗрӗслесе тӑмалла. Ҫавӑнпа пӗрлех, Турӑ тӳсӗмлӗх кӑтартнӑ вӑхӑтра, хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме тата хамӑр вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма ҫирӗп шут тытмалла (Матф. 24:13; 2 Петр 3:17, 18 вуласа пар).

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]