Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Хӑш кун, хӑш сехетре» килессе эсир пӗлместӗр

«Хӑш кун, хӑш сехетре» килессе эсир пӗлместӗр

«Ҫавӑнпа сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр» (МАТФ. 25:13).

1—3. а) Иисусӑн икӗ ытарӑшӗнчи тӗп шухӑша мӗнле-мӗнле лару-тӑру ӑнланма пулӑшать? ӑ) Мӗнле ыйтусен хуравӗсене эпир пӗлӗпӗр?

 КАЛӐПӐР сире пӗр-пӗр пуҫлӑх кирлӗ тӗлпулӑва леҫме ыйтать. Анчах та каяс умӗн кӑшт маларах горючи ҫитсех кайманнине асӑрхатӑр. Сирӗн халех бака тултармалла. Эсир кайсанах ҫав ҫын ҫитет. Вӑл унталла-кунталла пӑхкаласа илет, анчах та сире курмасть. Унӑн кӗтсе тӑма вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа та вӑл хӑйне урӑх ҫынна леҫме ыйтать. Кӗҫех эсир таврӑнатӑр та ҫав хисеплӗ ҫын сирӗнсӗрех кайнине ӑнланса илетӗр. Эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр?

2 Халӗ вара эсир пуҫлӑх тейӗпӗр. Эсир виҫӗ пултаруллӑ арҫына яваплӑ ӗҫ шанса паратӑр. Ҫав ӗҫе мӗнле тумаллине ӑнлантарса паратӑр, вара вӗсем виҫҫӗшӗ те ӑна тума хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ. Анчах та каярахпа таврӑнсан вӗсенчен иккӗшӗ кӑна хӑйсене хушнӑ ӗҫе тунине эсир куратӑр. Ӗҫне туман ҫынни вара хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшать. Тӗрӗссипе каласан, вӑл ҫав ӗҫе тума та пуҫламан. Эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр?

3 Хӗрсем тата талантсем ҫинчен калакан ытарӑшсенче Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен пӗрисем юлашки вӑхӑтра шанчӑклӑ та ӑслӑ пулнине, теприсем ун пек пулманнине кӑтартса парас тесе ҫавнашкал лару-тӑру ҫинчен каласа панӑ a (Матф. 25:1—30). Иисус ҫав шухӑша ҫакӑн пек сӑмахсемпе палӑртнӑ: «Ҫавӑнпа сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр», урӑхла каласан, Сатанан тӗнчине пӗтерме Ывӑлӗ хӑҫан килессине вӗренекенӗсем пӗлмеҫҫӗ тенӗ Иисус (Матф. 25:13). Ҫавӑн пек асӑрхаттарни пирӗнпе те ҫыхӑннӑ. Иисус хушнӑ пек сыхӑ тӑни пире мӗнле усӑ парать? Сыхӑ тӑнине тата ҫӑлӑнма хатӗр пулнине кам кӑтартнӑ? Паян пирӗн сыхӑ тӑрас тесе мӗн тумалла?

МӖНШӖН СЫХӐ ТӐМАЛЛА

4. Мӗншӗн сыхӑ тӑрасси сехет ҫине пӗрмаях пӑхса тӑмаллине пӗлтермест?

4 Хӑш-пӗр чухне вӑхӑт миҫе ҫитнине пӗлни питӗ кирлӗ. Сӑмахран, эсир заводра ӗҫлетӗр пулсан, сирӗн тухтӑр патне е ӑҫта та пулин автобуспа каймалла пулсан, кая юлас мар тесе сехет ҫине пӑхсах тӑмалла. Анчах та ытти ӗҫсенче, калӑпӑр, пушар сӳнтернӗ чухне е ҫутҫанталӑк инкекӗсем хыҫҫӑн ҫынсене ҫӑлнӑ чухне сехет ҫине час-часах пӑха-пӑха илни пире тимлӗ пулма памасть е хӑрушӑ та пулма пултарать. Ҫавӑн пек чухне графика тытса пынинчен ытларах пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлени кирлӗ. Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килнӗрен ырӑ хыпара сарас ӗҫ — Иегова ҫынсене ҫӑлас тесе мӗн туни ҫинчен пӗлме пулӑшакан ӗҫ — нихӑҫанхинчен те кирлӗрех. Христиансем пулнӑ май, пирӗншӗн сыхӑ тӑрасси сехет ҫине пӗрмаях пӑхса тӑмаллине пӗлтермест. Пӗтес вӑхӑт хӑш кун, хӑш сехетре пуҫланассине пӗлменни пире, сахалтан та, пиллӗк енчен усӑ парать.

5. Хӑш кун, хӑш сехетре килессине пӗлменни пире хамӑр чӗре мӗнлерех пулнине ӑнланма мӗнле пулӑшать?

5 Пӗрремӗшӗнчен, пӗтес вӑхӑт хӑҫан пуҫланассине пӗлменни пирӗн чӗре чӑннипе мӗнлерех пулнине кӑтартса парать. Иегова, пире хӑйне чунтан парӑнса пурӑнма май панипе, пире хисепленине кӑтартать. Ҫак тӗнче пӗтессине пирӗн питӗ пурӑнса ирттерес килет пулин те, эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илессишӗн кӑна мар, Иеговӑна юратнӑран уншӑн ӗҫлетпӗр. (Псалом 36:4 вуласа пар.) Туррӑн ирӗкне туни пире савӑнӑҫ парать, ҫавӑн пекех эпир вӑл пире ырра вӗрентнине те ӑнланатпӑр (Ис. 48:17). Ҫавӑнпа эпир унӑн ӳкӗчӗсене пурнӑҫласа тӑма йывӑр мар тесе шутлатпӑр (1 Иоанн 5:3).

6. Эпир Турра юратнӑран уншӑн ӗҫлетпӗр пулсан, вӑл хӑйне мӗнле туять тата мӗншӗн?

6 Иккӗмӗшӗнчен, хӑш кун, хӑш сехетре килессине пӗлменни пире Иеговӑн чӗрине савӑнтарма май парать. Эпир пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнӑран мар е парне илес тесе мар, юратнӑран Турӑшӑн ӗҫлетпӗр пулсан, эпир Иеговӑна хӑйӗн тӑшманӗ, Сатана, пӗр сӑлтавсӑр айӑплани ҫине хурав пама пулӑшатпӑр (Иов 2:4, 5; Ытарӑшсем 27:11 вуласа пар). Шуйттан мӗн чухлӗ хӗн-асап кӳнине пӗлнӗрен эпир савӑнсах Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑратпӑр тата Сатанан йӗркесӗр влаҫне сирсе яратпӑр.

7. Мӗншӗн эсир Турӑшӑн ӗҫлесе тата ыттисемшӗн тӑрӑшса пурӑнасшӑн?

7 Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир пӗтес вӑхӑтӑн датине пӗлменни пире хамӑршӑн кӑна пурӑнас вырӑнне Турӑшӑн ӗҫлесе тата ыттисене пулӑшса пурӑнма пулӑшать. Турра пӗлмен хальхи ҫынсенчен хӑш-пӗрисем те ҫак тӗнче нумая пымӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗре кирек хӑш вӑхӑтра та тӗп тума пултаракан инкекрен хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫакӑн пек принциппа пурӑнаҫҫӗ: «Эппин, ӗҫер те ҫиер, ыран пурпӗр вилетпӗр!» (1 Кор. 15:32.) Пире илес пулсан, эпир пуласлӑхра мӗн пулассинчен хӑрамастпӑр. Эпир хамӑр мӗн тӑвас килнине кӑна тӑвас тесе ыттисенчен ютшӑнса пурӑнмастпӑр (Ытар. 18:1). Ун вырӑнне эпир хамӑр пурнӑҫра Иеговӑн ирӗкне мала хуратпӑр тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳрес тесе хамӑр вӑхӑтпа, вӑйпа тата пурлӑхпа хаваспах усӑ куратпӑр (Матф. 16:24). Пире Турӑшӑн ӗҫлени, уйрӑмах ун ҫинчен ыттисене пӗлме пулӑшни, кӑмӑла ҫырлахтарать.

8. Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне пирӗн ытларах та ытларах шанма кирлине Библири мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ?

8 Тӑваттӑмӗшӗнчен, хӑш кунне, хӑш сехетне пӗлменни пире Иеговӑна ытларах та ытларах шанма тата унӑн Сӑмахне хамӑр пурнӑҫра тӑрӑшса тытса тӑма пулӑшать. Ҫылӑхлӑ пулнӑран пирӗн ытларах хамӑр ҫине шанасси пур. Павел пур христианина та асӑрхаттарнӑ: «Тӗреклӗ тӑратӑп тесе шухӑшлакан хӑй ӳкесрен сыхлантӑр». Иисус Навин Туррӑн халӑхне Пама пулнӑ ҫӗре илсе кайиччен кӑшт маларах Иегова ҫирӗм виҫӗ пин ҫынна кӑмӑл тума пӑрахнӑ. Павел каланӑ: «Вӗсемпе мӗн пулса иртни... ӑна пире, юлашки саманара пурӑнакансене, ӑса кӗртме ҫырса хунӑ» (1 Кор. 10:8, 11, 12).

9. Йывӑрлӑхсем пирӗн ӗненӗве тата Иеговӑпа хамӑр хушӑмӑрти туслӑха мӗнле ҫирӗплетме пултараҫҫӗ?

9 Пиллӗкӗмӗшӗнчен, пӗтес вӑхӑт хӑҫан пуҫланассине пӗлменни пире йывӑрлӑхсенчен ӑса вӗренме тата хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме май парать. (Псалом 118:71 вуласа пар.) Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем — чӑннипех «йывӑр вӑхӑтсем» (2 Тим. 3:1—5, ҪХ). Сатана тӗнчинчи ҫынсем нумайӑшӗ пире кураймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та пире ӗненнӗшӗн хӗсӗрлеме пултараҫҫӗ (Иоанн 15:19; 16:2). Вут-ҫулӑм метала тасатнӑ пекех, йывӑрлӑхсем те пирӗн ӗненӗве тасатса ҫирӗпрех тума пултараҫҫӗ. Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан тата Иегова мӗн хушнине пурнӑҫласа тӑратпӑр пулсан, йывӑрлӑхсем пире уншӑн ӗҫлеме чараймӗҫ. Ун вырӑнне Иеговӑпа пирӗн хушӑмӑрти туслӑх калама ҫук ҫирӗп пулӗ (Иак. 1:2—4; 4:8).

10. Мӗне пула пире вӑхӑт хӑвӑрт шунӑ пек туйӑнать?

10 Вӑхӑт хуллен е хӑвӑрт шунӑ пек туйӑнма пултарать. Эпир ӗҫлӗ чухне, сехет ҫине пӗрмай пӑхмасан, вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать. Ҫавӑн пекех эпир Иегова пире шанса панӑ кӑмӑла каякан ӗҫе чуна парса тӑватпӑр пулсан, ҫав кун, ҫав сехет эпир кӗтнинчен те маларах килме пултарать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем нумайӑшӗ ҫав тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Иисус 1914 ҫулта патшана ларсан мӗн пулса иртнине кӗскен пӑхса тухар та мӗншӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен пӗрисем вӑл килессе хатӗр пулнине, теприсем хатӗр пулманнине курар.

СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ЛАРТНИСЕМ ХАТӖР ПУЛНӐ

11. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен хӑш-пӗрисем мӗншӗн 1914 ҫул хыҫҫӑн Хуҫа кая юлса килет тесе шутланӑ?

11 Хӗрсемпе талантсем ҫинчен калакан Иисусӑн ытарӑшӗсем ҫинчен каллех шухӑшласа пӑхар-ха. Ҫав ытарӑшсенчи хӗрсем е чурасем кӗрӳ каччӑ е хуҫи хӑҫан килессе пӗлнӗ пулсан, вӗсен сыхӑ тӑма кирлӗ пулман пулӗччӗ. Анчах та вӗсем пӗлмен, ҫавӑнпа та вӗсен хатӗр пулмалла пулнӑ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем вун-вун ҫул маларах 1914 ҫул ятарлӑ ҫул пуласса пӗлнӗ пулин те, ун чухне мӗн-мӗн пулса иртессине лайӑхах ӑнланман. Ӗҫсем хӑйсем кӗтнӗ пек мар пулса пыма пуҫласан, хӑш-пӗрисене Кӗрӳ Каччӑ кая юлса килет пек туйӑнма пултарнӑ. Пӗр арҫын тӑван каярахпа каласа панӑ: «Пирӗнтен хӑшӗ-пӗри [1914 ҫулхи] октябрӗн пӗрремӗш эрнинче эпир пӗлӗте чӑннипех каятпӑр тесе шутланӑ».

12. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем хӑйсем шанчӑклӑ та ӑслӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

12 Хӑйсем мӗн кӗтнине кӗтсе илейменни вӗсемшӗн мӗнле йывӑр пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Унсӑр пуҫне тӑвансемшӗн йывӑр вӑхӑт пуҫланнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӑнче хирӗҫ тӑнине пула хӗн курнӑ. Ун чухне ырӑ хыпар сарас ӗҫ пӗтӗмпех чарӑнса ларнӑ теме пулать. Ҫакӑ вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ыйха путнӑпа пӗрех пулнӑ. Анчах та 1919 ҫулта ыйхӑран вӑранӑр тесе йыхӑрнӑ! Туррӑн сӑнарлӑ храмне Иисус килнӗ, вара тӗрӗслемелли вӑхӑт пуҫланнӑ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен хӑш-пӗрисем ҫав тӗрӗслеве чӑтса ирттереймен, ҫавӑнпа та Хуҫашӑн, Иисусшӑн, урӑх ӗҫлеме пултарайман (Матф. 25:16). Ытарӑшри ӑссӑр хӗрсем пек вӗсем тӑрӑшуллӑ пулман тата хӑйсен сӑнарлӑ ҫӑвӑн саппасне хушса пыман. Кахал чура пекех вӗсем Патшалӑхшӑн вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫлесшӗн пулман. Анчах та святой сывлӑшпа суйласа лартнисем нумайӑшӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хаяр саманара та, хӑйсен Хуҫине чунтан парӑнса пурӑннине тата уншӑн чӗререн ӗҫлесшӗн пулнине кӑтартнӑ.

13. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисен 1914 ҫул хыҫҫӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулнӑ тата халӗ мӗнле шухӑш-кӑмӑл?

13 Кӗҫех 1914 ҫул хыҫҫӑн «Хурал башнинче» святой сывлӑшпа суйласа лартнисен ҫав вӑхӑтра мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулни ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллисен ӗмӗчӗ татӑлмӗ тенӗ унта. Статьяра малалла каланӑ: «Эпир хамӑр ирӗке тӑвасшӑн пулман, ҫавӑнпа та, 1914 ҫулта эпир мӗн кӗтни пурнӑҫланмарӗ пулин те, Ҫӳлхуҫа пире юрас тесе Хӑйӗн Тӗллевне улӑштарманшӑн эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Эпир Ӑна ҫавна тутарасшӑн пулман». Вӗсем Туррӑн тӗллевне лайӑхрах кӑна ӑнланасшӑн пулнӑ. Ҫӳлхуҫан святой сывлӑшпа суйласа лартнисем паянхи кун та хӑйсене ҫавӑн пек кӗҫӗне хунипе, Турра чунтан парӑнса пурӑннипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем пирки пире Турӑ хавхалантарнӑ темеҫҫӗ, ун вырӑнне вӗсем Ҫӳлхуҫан ӗҫне ҫӗр ҫинче туса тӑма ҫирӗп шут тытнӑ. Хальхи вӑхӑтра «урӑх сурӑхсен» «имсӗр-сумсӑр ҫынни», ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансем, вӗсем пекех сыхӑ тӑма тата хастарлӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ (Ӳлӗм. 7:9; Иоанн 10:16).

УРӐХ СУРӐХСЕМ ХАТӖР ПУЛНИНЕ КӐТАРТАҪҪӖ

14. Шанчӑклӑ чура урлӑ парса тӑракан публикацисене хаклани пире мӗнле хӳтӗлесе тӑрӗ?

14 Турӑ хӑйӗн халӑхне хӑйӗн Сӑмахӗнчен тата сывлӑшӗнчен усӑ илме вӗрентес тесе шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана суйласа илнӗ. Имсӗр-сумсӑр ҫын чура мӗн вӗрентнине тытса пынипе, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пекех, хатӗр пулнине кӑтартса парать. Ҫакӑ вӑл вӗсем хӑйсен ҫутаткӑҫӗсене ҫу ярса тӑнипе пӗрех. (Псалом 118:130; Иоанн 16:13 вуласа пар.) Ҫавӑнпа вӗсем те Христос таврӑнассине кӗтсе илме хатӗр, унсӑр пуҫне вӗсем тем пек йывӑр килсен те шанчӑклӑ тӑрса юлаҫҫӗ. Сӑмахран, нацистсен пӗр концлагерӗнче тӑвансен чи малтан пӗртен-пӗр Библисӗр пуҫне урӑх нимӗн те пулман. Ҫавӑнпа вӗсем Туррӑн Сӑмахне ӑнланма пулӑшакан публикацисем ытларах пулччӑр тесе кӗлтунӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӗҫех лагере нумаях пулмасть килнӗ тӑван хӑйӗн йывӑҫ протезӗнче «Хурал башнин» юлашки кӑларӑмӗсенчен темиҫешне илсе кӗнӗ. Лагере чӑтса ирттернисенчен пӗри святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ Эрнст Вауер пулнӑ. Вӑл каярахпа ҫырнӑ: «Иегова тӗлӗнмелле майпа статьяри кӑмӑла тӗреклетекен шухӑшсене астуса юлма пулӑшатчӗ». Кайран вӑл палӑртнӑ: «Хальхи вӑхӑтра Библие ӑнлантарса паракан публикацисене илсе тӑма питӗ ҫӑмӑл, анчах та эпир вӗсене яланах хаклатпӑр-и? Иегова хӑйне шанакансем, шанчӑклӑ тӑрса юлакансем тата хӑйӗн сӗтелӗ хушшинче апатланакансем валли иксӗлми пиллӗхсем хатӗрлесе хунине эпӗ пӗлетӗп».

15, 16. Пӗр мӑшӑра сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ тунӑшӑн мӗнле пилленӗ пулнӑ тата ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен эсир мӗне вӗренетӗр?

15 Урӑх сурӑхсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе пӗтӗм вӑя парса тунипе Христосӑн тӑванӗсене пулӑшса тӑраҫҫӗ (Матф. 25:40). Иисусӑн ытарӑшӗнчи усал та кахал чурапа танлаштарсан, вӗсем Патшалӑх интересӗсене хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хурас тесе хӑйсене шеллемесӗр вӑй хума хатӗр. Сӑмахран, Йонпа Масакӑна Кение кайса унта пурӑнакан китаецсене ырӑ хыпар калама сӗнсен, вӗсем чи малтанах иккӗленнӗ. Анчах та ҫавӑн ҫинчен кӗлтуса шухӑшланӑ хыҫҫӑн унта куҫса кайма шутланӑ.

16 Сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ тунӑшӑн Иегова вӗсене туллин пилленӗ. «Кунта ырӑ хыпар сарасси вӑл — чӑн-чӑн ырлӑх!» — калаҫҫӗ вӗсем. Йонпа Масако ҫичӗ Библи вӗренӗвне пуҫланӑ. Вӗсемпе тӗрлӗ интереслӗ ӗҫсем пулса иртнӗ. Вӗсем хӑйсен сӑмахне ҫакӑн пек вӗҫлеҫҫӗ: «Эпир Иеговӑна пире ҫакӑнта сӑваплӑ ӗҫе тума панӑшӑн кашни кун тав тӑватпӑр». Вӗсем те — ытти нумай тӑван та, паллах — пӗтес вӑхӑт кирек хӑҫан килессине пӑхмасӑрах, Турӑшӑн пӗтӗм вӑйне парса ӗҫлеме ҫирӗп шут тытнӑ. Галаад Шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн миссионерсем пулса ӗҫлекен пин-пин тӑван ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Миссионерсен ӗҫӗ ҫинчен нумайрах пӗлес тесе 2001 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти «Делаем все, что в наших силах!» статьяна мӗншӗн-ха вуласа тухас мар? Миссионерсен пӗр кунӗ ҫинчен калакан хавхалануллӑ калава вуланӑ май Турӑшӑн нумайрах ӗҫлеме сирӗн мӗнле майсем пурри ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫакӑ Турра мухтав кӳрӗ, сире савӑнӑҫ парӗ.

СЫХӐ ТӐРӐР!

17. Пӗтес вӑхӑт хӑш кун, хӑш сехетре килессине пӗлменни мӗншӗн пирӗншӗн пиллӗх?

17 Эпир ҫак тӗнче пӗтес куна, сехете пӗлменни пирӗншӗн, паллах, пиллӗх. Ҫакӑ пире хуйха ӳкермест, ун вырӑнне Турӑ ирӗкне пӗтӗм чунтан тума пулӑшать, юратнӑ Аттепе хамӑр хушӑмӑрти туслӑха тата хытӑрах ҫирӗплетет. Эпир, сӑнарлӑ каласан, акапуҫӗнчен алла илмесен тата хамӑра ниме те чӑрмантарма памасан, хамӑр Хуҫан ӗҫӗнче пысӑк савӑнӑҫпа савӑнӑпӑр (Лука 9:62).

18. Мӗншӗн эпир Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесшӗн?

18 Турӑ суд тӑвас кун патне эпир питӗ хӑвӑрт ҫывхарса пыратпӑр. Иеговӑпа Иисус пире ҫак юлашки кунсенче хаклӑ сӑваплӑ ӗҫ шанса панӑ. Пирӗнтен нихӑшӗ те вӗсене кӳрентересшӗн мар. Вӗсем пире ҫавӑн пек шаннине эпир питӗ хаклатпӑр! (1 Тимофей 1:12 вуласа пар.)

19. Яланах хатӗр тӑрас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

19 Эпир пӗлӗтре е ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнма шанатпӑр-и, кирек мӗнле пулсан та, Турӑ хушнӑ ӗҫе — ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫе — туса тӑнӑ май шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫирӗп шут тытар. Иеговӑн кунӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе эпир халӗ те пӗлместпӗр. Пирӗн ун ҫинчен пӗлмеллех-ши? Эпир хатӗр тӑма пултаратпӑр тата хатӗр тӑрӑпӑр та (Матф. 24:36, 44). Эпир ҫакна пӗлетпӗр: Иеговӑна пӗтӗмпех шанса тӑрсан тата унӑн Патшалӑхне мала хурсан нихӑҫан та ӳкӗнмелле пулмӗ (Рим 10:11).

[Сноска]

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]