Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Инкеклӗ вӑхӑтра хӑюлӑха ан ҫухатӑр

Инкеклӗ вӑхӑтра хӑюлӑха ан ҫухатӑр

«Турӑ — пирӗн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр, вӑй-хӑватӑмӑр, хӗн-инкекре пулӑшаканӗ» (ПС. 45:2).

1, 2. Нумайӑшӗ мӗнле инкексемпе тӗл пулать, анчах та Туррӑн ӗҫлекенӗсен мӗн тӑвас кӑмӑл пур?

 ЭПИР йывӑр вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Ҫӗр ҫинче инкек хыҫҫӑн инкек пулса пырать. Ҫӗр чӗтренни, цунами, пушарсем, шыв илни, вулкансем сирпӗнни, тайфунсем тата вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл этемлӗхе хӗн кӑтартаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫемьери йывӑрлӑхсене тата харпӑр хӑйӗн пӑшӑрханӑвӗсене пула ҫынсем хӑрама пуҫлаҫҫӗ тата асапланаҫҫӗ. Чӑнах та, Библире каланӑ тӑрӑх, япӑххи кирек кампа та, кирек хӑш вӑхӑтра та пулма пултарать (Еккл. 9:11).

2 Туррӑн ӗҫлекенӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, ҫавӑн пек ҫӑмӑлах мар лару-тӑрусене ӑнӑҫлӑ ҫӗнтерсе пыраҫҫӗ. Анчах та пирӗн, ҫак тӗнче хӑйӗн пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса пынӑран, малашне тӗл пулма пултаракан кирек мӗнле йывӑрлӑха та хатӗр пулма тӑрӑшмалла. Хамӑра йывӑр килнӗ чухне те эпир мӗнле майпа Турӑшӑн савӑнсах ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр? Ҫак инкеклӗ вӑхӑтра хӑюлӑха упраса хӑварма пире мӗн пулӑшӗ?

ХӐЮЛӐХ КӐТАРТНӐСКЕРСЕНЧЕН ВӖРЕНӖР

3. Рим 15:4-мӗш тӑрӑх, шутсӑр начар лару-тӑрура пире мӗн йӑпатса лӑплантарма пултарать?

3 Халӗ нихӑҫанхинчен те ытларах ҫын хӗн курать пулин те, этемлӗх унччен те сахал мар инкек курнӑ. Эпир Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен, авалхи вӑхӑтра йывӑрлӑхсене хӑюлӑх кӑтартса ӑнӑҫлӑ татса панӑскерсенчен, мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар (Рим 15:4).

4. Давидӑн мӗнле-мӗнле инкек курма тивнӗ тата чӑтӑмлӑ тӳссе ирттерме ӑна мӗн пулӑшнӑ?

4 Давидӑн мӗн-мӗн чӑтса ирттерме тивни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Саул патша ӑна вӗлересшӗн пулнӑ. Тӑшманӗсем ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, пӗррехинче вара вӗсем унӑн арӑмӗсене тыткӑна илсе кайнӑ. Унӑн ҫарӗнчи, ҫемйинчи тата тусӗсем хушшинчи хӑш-пӗр ҫынсем унпа сутӑнчӑкла хӑтланнӑ. Хутран-ситрен унӑн питӗ хытӑ хурланасси те пулнӑ (1 Патш. 18:8, 9; 30:1—5; 2 Патш. 17:1—3; 24:15, 17; Пс. 37:5—9). Ҫав йывӑрлӑхсене пула Давид питӗ хытӑ асапланнӑ тесе каланӑ Библире. Анчах та ҫав япӑх ӗҫсем ӑна Иеговӑна ӗненме пӑрахтарма пултарайман. Ҫавӑнпа вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа — пурӑнӑҫӑмӑн тӗрекӗ: манӑн камран сехӗрленес?» (Пс. 26:1; Псалом 26:5, 10 вуласа пар.)

5. Авраампа Саррӑна пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме мӗн пулӑшса тӑнӑ?

5 Авраампа Сарра хӑйсен пурнӑҫӗн ытларах пайне хӑйсем пӗлмен вырӑнта ютран килнӗ ҫынсем пек чатӑрсенче пурӑнса ирттернӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсене ҫӑмӑлах пулман. Сӑмахран, вӗсен выҫлӑха пула тата таврари халӑхсенчен тухса тӑракан хӑрушлӑха пула хӗн-хур курма тивнӗ. Ҫапах та вӗсем ҫав йывӑрлӑхсене хӑюллӑн чӑтса ирттернӗ (Пулт. 12:10; 14:14—16). Мӗн вӗсене вӑй парса тӑнӑ? Турӑ Сӑмахӗнче Авраам «Турӑ Хӑй тунӑ хулана — ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана — кӗтсе пурӑннӑ» тенӗ (Евр. 11:8—10). Авраампа Сарра нимле йывӑрлӑха та хӑйсене телейсӗр тума паман. Ун вырӑнне вӗсем Турӑ хӑйсене мӗн тума сӑмах панине яланах асра тытнӑ.

6. Иов пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

6 Иов шутсӑр нумай асап курнӑ ҫын пулнӑ. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗр инкек хыҫҫӑн тепри пула пуҫласан, вӑл хӑйне мӗнле туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Иов 3:3, 11). Ҫитменнине тата вӑл ҫав инкексем хӑйӗн ҫине мӗншӗн йӑтӑнса аннине пӗтӗмпех ӑнланса пӗтереймен. Ҫапах та вӑл парӑнман. Вӑл Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ тата ун умӗнче айӑпсӑрлӑхне упраса хӑварнӑ. (Иов 2:3 вуласа пар.) Пирӗншӗн чӑннипех чаплӑ тӗслӗх!

7. Турӑшӑн ӗҫленӗ чухне Павелӑн мӗн-мӗн чӑтса ирттерме тивнӗ, анчах та ӑна малалла та хӑюллӑн ӗҫлеме мӗн пулӑшса тӑнӑ?

7 Павел апостолӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл хулара, пушхирте тата тинӗсре хӑрушлӑхсене лекнӗ. Вӑл «ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ... сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ». Ҫавӑн пекех вӑл, карап путнине курмалла пулнӑран пулас, «пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре» пулнӑ (2 Кор. 11:23—27). Пӗррехинче, Турӑшӑн ӗҫленине пула вилес патнех ҫитсен, унӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулнине асӑрхӑр-ха. Вӑл ҫырнӑ: «Анчах та мӗн пулни йӑлтах хамӑра мар, вилнисене чӗртекен Турра шанмашкӑн пулса иртнӗ иккен. Турӑ ун чухне пире, вилес патнех ҫитнӗскерсене, хӑтарчӗ; халӗ те хӑтарать» (2 Кор. 1:8—10, ҪХ). Ҫынсенчен сахалӑшӗ Павел тӳссе ирттернӗ чухлӗ инкек курнӑ. Ҫапах та пирӗнтен нумайӑшӗ хӑйне хутран-ситрен Павел пекех туять, ҫавӑнпа унӑн хӑюлӑх тӗслӗхӗ пире йӑпатса лӑплантарма пултарать.

ИНКЕКСЕНЕ ХӐВӐРА ХАВШАТМА АН ПАРӐР

8. Хальхи йывӑрлӑхсем пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултараҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Хальхи тӗнчере инкек-синкек, йывӑрлӑхсем тата ҫивӗч лару-тӑру шутсӑр нумай пулнӑран ҫынсем халран каяҫҫӗ. Ун пекки христиансемпе те пулкалать. Австралире упӑшкипе пӗрле тулли вӑхӑтпа ӗҫленӗ Лани a хӑй кӑкӑр ракӗпе чирлӗ пулнине пӗлсен, вӑл ҫӳҫенсех кайнӑ — ҫакӑ уншӑн уяр кун аҫа ҫапнӑпа пӗрех пулнӑ. Вӑл калать: «Сипленнӗ чухне шутсӑр ыратнине тӳсме тиврӗ тата эпӗ хама ниме тӑман ҫын пек туйма пуҫларӑм». Ҫитменнине тата унӑн хӑйӗн упӑшкине, ҫурӑм шӑммине операци тунӑ хыҫҫӑн, пӑхмалла пулнӑ. Пирӗнпе те ҫавӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, эпир мӗн тума пултаратпӑр?

9, 10. а) Сатанана пирӗн мӗн тума ирӗк памалла мар? ӑ) Апостолсен ӗҫӗсем 14:22-мӗшӗнче каланӑ «нумай хӗн-хур» ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

9 Эпир тӗл пулакан йывӑрлӑхсемпе усӑ курса Сатана пире ӗненме пӑрахтарасшӑн тата савӑнӑҫсӑр тӑратса хӑварасшӑн пулнине пирӗн асра тытмалла. Анчах та пирӗн ӑна ҫавна тума ирӗк памалла мар. Ытарӑшсем 24:10-мӗшӗнче каланӑ: «Хӗн-асап кунӗнче хавшак пултӑн пулсассӑн, вӑй-халу сахал ӗнтӗ санӑн». Библири, ҫав шутрах ҫӳлерех илсе панӑ тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлани пире инкек-синкекре хӑюллӑ пулма пулӑшӗ.

10 Эпир пур йывӑрлӑха та пӗтерме пултарайманнине те асра тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Пачах урӑхла, йывӑрлӑхсем пуласса эпир кӗтме пултаратпӑр (2 Тим. 3:12). Апостолсен ӗҫӗсем 14:22-мӗшӗнче каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн пирӗн нумай хӗн-хур тӳсмелле». Йывӑрлӑхсемшӗн хуйхӑрас вырӑнне вӗсем ҫине хӑюлӑх кӑтартма тата Турӑ пире пулӑшма пултарнине ӗненнине кӑтартма паракан май ҫине пӑхнӑ пек пӑхни чылай лайӑхрах.

11. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсем пире хуйха ан ӳкерччӗр тетпӗр пулсан, эпир мӗн тума пултаратпӑр?

11 Пирӗн хамӑр пурнӑҫра мӗн лайӑххи пур, ҫавсем ҫинчен ялан шухӑшламалла. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн сӑнӗ-пичӗ те хаваслӑ, кулянакан чӗре вара чуна хавшатать» (Ытар. 15:13). Лайӑххи ҫинчен ялан шухӑшлани сывлӑхшӑн усӑллӑ пулнине тухтӑрсем тахҫанах асӑрханӑ. Чирлекен ҫынсене нумайӑшне плацебо (чӑн-чӑн эмел евӗрлӗ япала) парсан, вӗсем — пулӑшу илтӗмӗр тесе шутланӑран кӑна — хӑйсене самайланнӑ пек туйма пуҫлаҫҫӗ. Хирӗҫле эффект та пур — ноцебо теекенни. Чирлӗ ҫынсене хӑйсем усӑ куракан эмельсем япӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ тесе каланӑ хыҫҫӑн вӗсем хӑйсене начартарах туйма пуҫланӑ. Хамӑр пурнӑҫра мӗн улӑштарма пултарайман япаласем ҫинчен шухӑшласа ҫӳренипе эпир хамӑра асаплантаратпӑр кӑна. Анчах та Иегова пире плацебо сӗнмест. Инкеклӗ вӑхӑтра та вӑл пире чӑн-чӑн пулӑшу парса тӑрать: хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ хавхалантарса, пирӗн тӑванлӑх урлӑ пулӑшу тата святой сывлӑшӗ урлӑ вӑй парса тӑрать. Ҫаксем ҫинчен пӗрмай шухӑшлани пире телейлӗрех тӑвӗ. Япӑххи ҫинчен шухӑшласа ҫӳрес вырӑнне сиксе тухнӑ кашни йывӑрлӑха татса пама мӗн кирлине пурне те тума тӑрӑшӑр та пурнӑҫра сирӗн мӗн лайӑххи пур, ҫавсем ҫинчен ытларах шухӑшлӑр (Ытар. 17:22).

12, 13. а) Туррӑн ӗҫлекенӗсене ҫутҫанталӑк инкекӗсем кӳнӗ сиене чӑтса ирттерме мӗн пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Ҫыннӑн пурнӑҫӗнче мӗн чи кирли пулнине ӑнланма инкеклӗ вӑхӑт мӗнле пулӑшать?

12 Юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр ҫӗршывсенче питӗ пысӑк ҫутҫанталӑк инкекӗсем пулса иртнӗ. Ҫав ҫӗршывсенчи нумай тӑван калама ҫук ҫирӗп кӑмӑллӑ пулнине кӑтартнӑ. Ҫакӑ вӗсене ҫӑмӑл пулнине пӗлтермест. 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче ҫӗр хытӑ чӗтренни тата хӑватлӑ цунами Чилири нумай тӑванӑн кил-ҫурчӗпе япалисене аркатса пӗтернӗ. Хӑш-пӗрисем ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах тӑвансем Иеговӑшӑн хастарлӑ ӗҫлеме пӑрахман. Самуэль, унӑн ҫурчӗ тӗппипех арканнӑ пулнӑ, каланӑ: «Ҫавӑн пек шутсӑр йывӑр вӑхӑтра та эпир арӑмпа пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тата ырӑ хыпар калама пӑрахмарӑмӑр. Ҫав йӑлана кӗнӗ ӗҫсем пире хуйха ӳкме памарӗҫ тесе шутлатӑп эпӗ». Ытти нумай Свидетель пекех вӗсем инкек ҫинчен ытлашши шухӑшлас вырӑнне Иеговӑшӑн малалла ӗҫлесе тӑнӑ.

13 2009 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче юхтарса ҫӑвакан ҫумӑра пула Манилы хулине (Филиппины) 80 процент ытла шыв илнӗ пулнӑ. Пӗр пуян ҫын, нумай пурлӑх ҫухатнӑскер, каланӑ: «Шыв илни чухнӑннисене те, пуяннисене те йывӑрлӑхсемпе хӗн-асап кӳрсе пӗр тан туса хучӗ». Ҫав тӗлӗшрен Иисус панӑ ӑслӑ канаш пуҫа кӗрет: «Эсир хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр: унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, унта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрламаҫҫӗ» (Матф. 6:20). Укҫа-тенкӗпе пурлӑх хӑвӑрт ҫухалма пултарать, ҫавӑнпа та вӗсене шанса пурӑнакан ҫынсен ӗмӗчӗ час-часах татӑлать. Иеговӑпа хамӑр хушӑмӑрти хутшӑнусене пурнӑҫра мала хуни чылай лайӑхрах, мӗншӗн тесен пирӗн тавра кирек мӗн пулса иртсен те, эпир Турӑпа малалла та туслӑ пулма пултаратпӑр. (Еврейсем 13:5, 6 вуласа пар.)

МӖНШӖН ХӐЮЛӐХ КӐТАРТМАЛЛА

14. Хӑюлӑх кӑтартма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?

14 Иисус хӑй патшара ларнӑ чухне ҫӗр ҫинче инкексем пулӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн ҫапла каланӑ: «Ан сехӗрленӗр» (Лука 21:9). Хӑюлӑх кӑтартма пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур, мӗншӗн тесен пирӗн Патша, Иисус Христос, тата Иегова, Ҫут тӗнчене Пултаракан, пире пулӑшса тӑраҫҫӗ. Павел Тимофее ҫакӑн пек сӑмахсемпе хавхалантарнӑ: «Турӑ пире хӑравҫӑлӑх сывлӑшне паман, вӑй-хӑват сывлӑшне, юрату тата ҫирӗп ӑстӑн сывлӑшне панӑ» (2 Тим. 1:7).

15. Турра шанакансен тӗслӗхӗсене илсе парӑр, тата эпир ҫавӑн пек хӑюлӑх мӗнле кӑтартма пултарнине ӑнлантарса парӑр.

15 Туррӑн ӗҫлекенӗсем Ӑна шанса тӑни ҫинчен мӗн каланине асӑрхӑр-ха. Давид каланӑ: «Ҫӳлхуҫа — манӑн тӗрекӗм, манӑн хулканӑм; чӗрем Ӑна шанса тӑчӗ те — Вӑл мана пулӑшрӗ, вара чӗрем хӗпӗртенчӗ» (Пс. 27:7). Павел Турра пӗр иккӗленмесӗр ӗненнине ҫапла палӑртнӑ: «Эпир ҫакна пурне те хамӑра Юратаканӑн хӑвачӗпе ҫӗнтерсе тӑратпӑр» (Рим 8:37). Иисус хӑйне кӗҫех арестлесси, унтан вара вӗлересси ҫинчен пӗлсен, вӑл каланӑ сӑмахсенчен унӑн Турӑпа хӑйӗн хушшинче ҫирӗп хутшӑнусем пулни уҫҫӑн курӑннӑ. Вӑл хӑйӗн апостолӗсене каланӑ: «Эпӗ пӗччен мар, Манпа пӗрле Аттем» (Иоанн 16:32). Туррӑн ӗҫлекенӗсен ҫак сӑмахӗсем мӗн кӑтартса параҫҫӗ? Вӗсенче кашнинче Турра пӗр иккӗленмесӗр шанса тӑни палӑрса тӑрать. Турра ҫавӑн пек шанма вӗренсе пыни пире кирек мӗнле йывӑрлӑхра та хӑюлӑх кӑтартма пулӑшӗ. (Псалом 45:2—4 вуласа пар.)

ХӐЮЛЛӐ ТӐРСА ЮЛАС ТЕСЕН, ТУРӐ ПАРАКАН ПУЛӐШӐВА ЙЫШӐНӐР

16. Мӗншӗн Турӑ Сӑмахне вӗренни пире питӗ кирлӗ?

16 Христианла хӑюлӑх вӑл — хамӑра кӑна шанни мар. Турӑ ҫинчен пӗлсе пынӑ май тата ӑна шанса тӑнӑ чухне вӑл аталанса пырать. Ҫавна тӑвас тесен унӑн Сӑмахне, Библие, вӗренмелле. Депрессипе асапланакан хӗрарӑм тӑван хӑйне мӗн пулӑшни ҫинчен ҫапла калать: «Эпӗ хама уйрӑмах йӑпатса лӑплантаракан Библири сӑвӑ йӗркисене ҫине-ҫинех вулатӑп». Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура хушнӑ пек, эпир кашни эрнерех ҫемьепе пӗрле пуҫҫапассине ирттерме вӑхӑт уйӑратпӑр-и? Турӑ Сӑмахне вӗренни пире хамӑр шухӑш-кӑмӑла псалом юрлаканӑнни пекех тума пулӑшать. Вӑл каланӑ: «Санӑн саккунна эпӗ епле юрататӑп! кунӗпех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп» (Пс. 118:97).

17. а) Тата мӗнле майпа Иегова пире хӑюллӑ пулма пулӑшать? ӑ) Пирӗн журналсенчи камӑн биографийӗ сире мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парӑр.

17 Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ ҫинчен вӗрентекен тата пире хӑйне ытларах шанма пулӑшакан публикацисем урлӑ та пире хӑюллӑ пулма пулӑшать. Нумай тӑвана пирӗн журналсенче ҫырса кӑтартнӑ биографисем уйрӑмах пулӑшаҫҫӗ. Азире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑвана, депресси чирӗсенчен пӗринпе — вырӑсла «биполярное расстройство» теекеннипе — асапланаканскере, пӗр биографи хавхалантарнӑ. Унта миссионер пулса ӗҫленӗ, анчах та ҫав чирпе чирлесе ӳкнӗ пӗр арҫын тӑван ҫинчен каласа панӑ пулнӑ. Ҫавӑн пек чухне те арҫын тӑван Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлеме пӑрахман. Хӗрарӑм тӑван ҫырса янӑ: «Ҫав статья мана хамӑн йывӑрлӑха ӑнланса илме пулӑшрӗ, ҫавӑн пекех шанчӑк пачӗ».

18. Мӗншӗн пирӗн май ҫитнӗ таран час-часах кӗлтумалла?

18 Пире кӗлтуни пулӑшать. Кӗлтунипе эпир тӗрлӗ лару-тӑрура пулӑшу илме пултаратпӑр. Павел апостол кӗлӗ питӗ кирлӗ пулнине палӑртса ҫапла каланӑ: «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (Флп. 4:6, 7). Йывӑр килнӗ чухне чӑтса ирттерме пулӑшу илмешкӗн эпир май ҫитнӗ таран час-часах кӗлтӑватпӑр-и? Алекс, Великобританире пурӑнакан арҫын тӑван, нумай ҫул хушши депрессипе асапланаканскер, калать: «Иеговӑна кӗлтуни тата ӑна итлес тесе унӑн Сӑмахне вулани — маншӑн чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ».

19. Христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳресси ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

19 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем — Иегова пире пулӑшу парса тӑракан тепӗр май. Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫа картишӗнче пуласшӑн ҫунать» (Пс. 83:3). Пирӗн те туйӑмсем ҫавнашкалах-и? Унччентерех асӑннӑ Лани христиансен пур тӗлпулӑвне те ҫӳрени, унта тӑвансемпе пӗрле пулни маншӑн питӗ кирлӗ тесе ӑнлантарать. Вӑл калать: «Эпӗ пӗлетӗп, Иегова мана пулӑштӑр тетӗп пулсан, манӑн вӗсенче пулмалла».

20. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни пире мӗнле пулӑшать?

20 Патшалӑх ҫинчен хастарлӑ ырӑ хыпар сарасси те пире хӑюллӑ пулма пулӑшать (1 Тим. 4:16). Австралире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван — унӑн питӗ нумай йывӑрлӑх пулнӑ — каласа парать: «Ун чухне манӑн тӑвас килсех кайман ӗҫсенчен пӗри вӑл — ырӑ хыпар сарассиччӗ. Анчах та пӗр старейшина мана сӑваплӑ ӗҫ тума чӗнчӗ. Эпӗ кайрӑм. Иегова мана пулӑшса тӑчӗ пулас; сӑваплӑ ӗҫе хутшӑннӑ чухне кашнинче эпӗ пысӑк савӑнӑҫпа савӑнтӑм» (Ытар. 16:20). Нумайӑшӗ ыттисене Иеговӑна ӗненме пулӑшнӑ чухне хӑйсем те хытӑрах ӗненме пуҫланине асӑрханӑ. Вӗсем ыттисене пулӑшнӑ чухне хӑйсен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахса «мӗн аванни» ҫинчен шухӑшлама пуҫлаҫҫӗ (Флп. 1:10, 11).

21. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне эпир мӗне шанма пултаратпӑр?

21 Иегова пире хальхи инкексене хӑюллӑн чӑтса ирттерме пулӑшас тесе нумай япала панӑ. Ҫав пулӑшусемпе пуринпе те усӑ курса, ҫавӑн пекех Туррӑн хӑюллӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшланипе тата вӗсем пек пулма тӑрӑшнипе эпир йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑ ҫӗнтерессе шанма пултаратпӑр. Ҫак тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса пынӑ май пирӗнпе япӑххи тата нумай пулма пултарӗ, ҫав-ҫавах эпир хамӑр шухӑш-кӑмӑл Павелӑнни пекех пултӑр тетпӗр. Вӑл каланӑ: «Пире ураран ӳкереҫҫӗ, анчах пӗтереймеҫҫӗ. ... Эпир хуйха ӳкместпӗр» (2 Кор. 4:9, 16, ҪХ). Иегова пулӑшнипе эпир йывӑрлӑхсене хӑюллӑн чӑтса ирттерме пултаратпӑр. (2 Коринф 4:17, 18 вуласа пар.)

[Сноска]

a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]