Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем?

Эсир мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем?

«Хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос тивлечӗ сирӗн сывлӑшпа пултӑр» (ФЛМ. 24, ҪС).

1. Павел христиансем патне янӑ ҫырӑвӗсенче мӗне шанатӑп тесе ҫырнӑ?

 ПАВЕЛ апостол хӑйӗн ҫырӑвӗсенче пухусенчи шухӑш-кӑмӑла Турӑпа Христос ырласса шанатӑп тесе пӗрре анчах мар ҫырнӑ. Сӑмахран, Галатирисем патне вӑл ҫырнӑ: «Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗн сывлӑшӑрпа пултӑр. Аминь» (Гал. 6:18). «Сирӗн сывлӑшӑрпа» тенипе вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ?

2, 3. а) Павел «сывлӑш» сӑмахпа хӑш-пӗр чухне мӗнле пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ? ӑ) Хамӑр шухӑш-кӑмӑл пирки эпир хамӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр?

2 Павел ҫакӑнта «сывлӑш» тесе усӑ курнӑ сӑмах пире кун пек е ун пек тума-калаҫма хавхалантаракан вӑя пӗлтерет. Пӗри ҫемҫе кӑмӑллӑ, тимлӗ, йӑваш, уҫӑ кӑмӑллӑ тата каҫарма хатӗр пулма пултарать. Библире «йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ» ҫын ҫинчен ырласа каланӑ (1 Петр 3:4). Теприсем мӑшкӑласа кулма юратакан, час кӳренекен, укҫана юратакан кӑмӑллӑ тата никама та пӑхӑнасшӑн мар пулма пултараҫҫӗ. Аскӑн е Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклес кӑмӑллисем те пур.

3 Ҫавӑнпа та «Ҫӳлхуҫамӑр санӑн сывлӑшупа пӗрле пултӑр» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курнипе Павел хӑйӗн тӑванӗсене Турра юрӑхлӑ шухӑш-кӑмӑллӑ тата Христос пек пулма хавхалантарнӑ (2 Тим. 4:22; Колоссӑ 3:9—12 вуласа пар). Ҫавӑнпа хамӑртан ҫакӑн пек ыйтни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Эпӗ мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ ҫын? Манӑн шухӑш-кӑмӑл Турра татах та юрӑхлӑрах пултӑр тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп? Пухури тӑвансен те Турра юрӑхлӑ шухӑш-кӑмӑл пултӑр тесе эпӗ вӗсене мӗнле хавхалантарма пултаратӑп?» Тӗслӗхшӗн хӗвелҫаврӑнӑш уйне илер. Унти кашни чечек пӗтӗм уя илемлӗрех тӑвать. Пире ҫавнашкал чечексенчен пӗринпе танлаштарма пулать-и? Эпир пӗтӗм пухӑва илемлӗрех тума пулӑшатпӑр-и? Ҫавӑн пек пулас тесе пирӗн вӑй хумалла. Пирӗн шухӑш-кӑмӑл Турра юрӑхлӑ пултӑр тесе эпир мӗн тума пултарнине айтӑр пӑхса тухар.

ТӖНЧЕ СЫВЛӐШӖНЧЕН ПӐРӐНӐР

4. Мӗн вӑл «тӗнче сывлӑшӗ»?

4 Библи пире калать: «Эпир ку тӗнче сывлӑшне мар, Турӑ Сывлӑшне илнӗ» (1 Кор. 2:12). Мӗн вӑл «тӗнче сывлӑшӗ»? Ҫав сывлӑш вӑл Эфес 2:2-мӗшӗнче асӑннӑ сывлӑшах. Унта каланӑ: «Эсир ӗлӗк ҫав ҫылӑхӑрсене ҫак тӗнче йӑлипе, сывлӑшра хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе, Турра хирӗҫлекен ҫынсем [«пӑхӑнманлӑх ывӑлӗсем», ҪТ] ӑшӗнче халӗ хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш ирӗкӗпе туса пурӑннӑ». Ҫав «сывлӑш» — тӗнче сывлӑшӗ, урӑхла каласан, тӗнчери ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ. Сывлӑш пекех ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑл — пур ҫӗрте те. Сӑмахран, нумай ҫын паян ҫакӑн пек калать: «Никама та хампа хуҫаланма памӑп» тата «Хӑвӑн правасемшӗн кӗреш!» Вӗсем — Сатанан тӗнчинчи «пӑхӑнманлӑх ывӑлӗсем».

5. Хӑш-пӗр израильсем мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнӑ?

5 Ӗлӗк те ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем пулнӑ. Моисей вӑхӑтӗнче Корей Израилӗн пухӑвӗнче кама власть шанса панӑ пулнӑ, ҫавсене хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Вӑл уйрӑмах Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, священниксем пулса ӗҫлекенсене, хирӗҫ калаҫнӑ. Тен, Корей вӗсен ҫитменлӗхӗсене курнӑ. Е вӑл Моисей вӗсене хӑйӗн хурӑнташӗсем пулнӑран ятарлӑ тивӗҫсем шанса панӑ тесе шутланӑ пулӗ. Кирек мӗнле пулсан та, Корей япаласем ҫине ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхма пуҫланӑ пулас, ҫавӑн пекех Иегова суйласа лартнӑ ҫынсене хисеплеменнине кӑтартнӑ. Вӑл вӗсене хирӗҫ чӑрсӑррӑн каланӑ: «Ҫитӗ ӗнтӗ сире... мӗншӗн эсир хӑвӑра Ҫӳлхуҫа халӑхӗнчен мала хуратӑр?» (Йыша шутл. 16:3.) Дафанпа Авирон та Моисее ӳпкелесе «эсӗ тата пирӗн пуҫ пулса тӑрасшӑн» тенӗ. Моисей вӗсене хӑйӗн патне чӗнсен, вӗсем мӑнкӑмӑллӑн: «Пымастпӑр!» — тесе каланӑ (Йыша шутл. 16:12—14). Вӗсем пӑлхавлӑ шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине Иегова, паллах, ырламан. Вӑл ҫав пӑлхавҫӑсене пурне те пӗтернӗ (Йыша шутл. 16:28—35).

6. Пӗрремӗш ӗмӗрте хӑш-пӗрисем япӑх шухӑш-кӑмӑллӑ пулни мӗнле палӑрса тӑнӑ тата вӗсем мӗнле шухӑшлама пултарнӑ?

6 Пӗрремӗш ӗмӗрте те хӑш-пӗрисем Турӑ кама пухура ертсе пыма ирӗк панӑ пулнӑ, ҫавсене хирӗҫ калаҫнипе вӗсене хисеплеменнине кӑтартнӑ. Иуда вӗренекен вӗсем пирки «пуҫлӑхсене йышӑнмаҫҫӗ» тесе ҫырнӑ (Иуда 8, ҪС). Ҫав ҫынсем хӑйсем пирки пысӑкрах вырӑн йышӑнма тивӗҫлӗ тесе шутланӑ пулмалла, ҫавӑнпа вӗсем ыттисене суйласа лартнӑ арҫын тӑвансене — Турӑ хушнӑ ӗҫе тӑрӑшса туса тӑракансене — хирӗҫ кайма хӗтӗртнӗ. (3 Иоанн 9, 10 вуласа пар.)

7. Пухура пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулассинчен сыхланмалла?

7 Паллах ӗнтӗ, ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл пухура пулмалла мар. Пирӗнпе ун пекки ан пултӑр тесе пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Пухури старейшинӑсен, Моисей тата Иоанн апостол вӑхӑтӗнчи старейшинӑсен пекех, ҫитменлӗхсем пур. Старейшинӑсен пирӗнтен хӑшне те пулин пырса тивекен йӑнӑш тӑвасси те пулать. Ҫавӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, пухура кашни хӑйне ҫак тӗнчери ҫынсем пек тытни тата ҫине тӑрсах «тӗрӗслӗхшӗн тӑрӑшмалла» е «ҫав арҫын тӑванпа мӗн те пулин тумаллах» тени тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Старейшинӑсем тума пултаракан пӗчӗк йӑнӑшсене Иегова хӑш-пӗр чухне шута илмесен те пултарать. Эпир хамӑра та ҫавӑн пек тытма пултараймӑпӑр-ши? Йывӑр ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн хӑш-пӗрисем хӑйсене пулӑшма суйласа лартнӑ старейшинӑсен комитечӗпе тӗл пулма килӗшмен, мӗншӗн тесен вӗсем ҫав старейшинӑсене килӗштерсех кайман. Ҫавӑн пек ҫынсене тухтӑра хӑш-пӗр енчен килӗштермен пирки сипленме килӗшмен чирлӗ ҫынпа танлаштарма пулать.

8. Библири мӗнле сӑвӑ йӗркисем пире пухури старейшинӑсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшаҫҫӗ?

8 Пирӗн шухӑш-кӑмӑл ҫавӑн пек ан пултӑр тесен, Библире Иисус пирки «сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑрать» тенине асра тытмалла. «Ҫӑлтӑрсем» тени вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем хушшинчи старейшинӑсене, пӗтӗмӗшле илсен, пухусенчи пур старейшинӑна та пӗлтерет. Иисус хӑйӗн аллинчи «ҫӑлтӑрсемпе» хӑй мӗн тӑвас тенӗ пек тума пултарать (Ӳлӗм. 1:16, 20). Христиансен пухӑвӗн Пуҫӗ пулнӑ май Иисус старейшинӑсем хушшинче мӗн пулса иртнине пурне те пӗлсе тӑрать. Пӗр-пӗр старейшинӑна тӳрлетмелле пулсан, камӑн «куҫӗсем вут ҫулӑмӗ пек», Ҫавӑ ҫавна курӗ те арҫын тӑвана кирлӗ вӑхӑтра тата Хӑй пӗлнӗ пек тӳрлетӗ (Ӳлӗм. 1:14). Ҫавӑнччен пирӗн старейшинӑсене тивӗҫлипе хисеплемелле, мӗншӗн тесен Павел ҫырнӑ: «Хӑвӑра вӗрентекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: вӗсем сирӗн чунӑршӑн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн сирӗншӗн явап тытмалла; ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр, хуйхӑрса ӗҫлени сире усӑллӑ мар» (Евр. 13:17).

9. а) Христианинӑн, хӑйне тӳрлетнӗ е ӑса вӗрентнӗ чухне, шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнле пулма пултарать? ӑ) Хамӑра тӳрлетнӗ чухне мӗн туни чылай лайӑхрах?

9 Старейшинӑсем кама та пулин тӳрлетнӗ чухне е пухури чыслӑ тивӗҫсенчен хӑтарнӑ чухне, ҫав христианинӑн шухӑш-кӑмӑлӗ тӗрӗс пулнипе пулманни курӑнма пултарать. Хаяр видео вӑйӑсем вылякан пӗр ҫамрӑк арҫын тӑвана старейшинӑсем ыррӑн канаш панӑ. Шел пулин те, вӑл ҫав канаша тимлемен, вара ӑна пулӑшакан ӗҫчен тивӗҫӗнчен хӑтарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Библире пулӑшакан ӗҫченсенчен мӗн тума ыйтнипе килӗшӳллӗ пулма пӑрахнӑ (Пс. 10:5; 1 Тим. 3:8—10). Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын тӑван ҫав йышӑнупа килӗшменни ҫинчен пурне те каласа пама пуҫланӑ, ҫавӑн пекех вӑл филиала старейшинӑсене хурласа пӗрре анчах мар ҫыру ҫырнӑ. Ыттисем те филиала ҫавнашкал ҫырусем ҫырччӑр тесе вӑл вӗсене ӳкӗте кӗртме хӑтланса пӑхнӑ. Анчах та пухури пӗтӗм мире пӑсма пултарнине курсах хамӑр ӗҫсене тӳрре кӑларма тӑрӑшни никама та пӗр усӑ та памасть. Хамӑра тӳрлетни ҫине хамӑр ҫитменлӗхсене курма пулӑшакан май ҫине пӑхнӑ пек пӑхни, унтан вара вӗсене лӑпкӑн тӳрлетни чылай лайӑхрах. (Иеремия хӳхлевӗ 3:28, 29 вуласа пар.)

10. а) Иаков 3:16—18-мӗшӗнчен мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулмаллипе пулмалла марри ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр? ӑ) «Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх» тӑрӑх пурӑнни мӗн парать?

10 Иаков 3:16—18-мӗшӗнче пухура мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулмаллине тата мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулмалла маррине лайӑх кӑтартса панӑ. Унта каланӑ: «Кураймасӑр хирӗлсе тӑнӑ ҫӗрте йӗрке ҫук, пӗр усалли анчах. Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вӑл таса, тата вӑл лӑпкӑ, сӑпайлӑ, кӳнтем, вӑл питӗ хӗрхенет, ырӑ ӗҫ нумай тӑвать, тӳррипе пырать, икӗ питлӗ хӑтланмасть. Килӗштерсе пурӑнакансем акакан вӑрлӑхран тӗнчере тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗ ӳсет». «Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх» тӑрӑх пурӑнатпӑр пулсан, эпир Туррӑн лайӑх енӗсене кӑтартма тӑрӑшатпӑр, ҫапла вара пӗр-пӗрне ырӑ шухӑш-кӑмӑллӑ пулма хавхалантаратпӑр, ҫакӑ вара пухура пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать.

ПУХУРА ХИСЕПЛЕС ШУХӐШ-КӐМӐЛЛӐ ПУЛӐР

11. а) Тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ пулни пире мӗнрен сыхланма пулӑшать? ӑ) Давид тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

11 «Туррӑн ӗненекен ушкӑнне [«пухӑвне», ҪТ]... пӑхса» тӑма Иегова старейшинӑсене суйласа лартнине пирӗн асра тытмалла (Ап. ӗҫ. 20:28; 1 Петр 5:2). Ҫавӑнпа та эпир, старейшина пулса ӗҫлетпӗр-и е ҫук, Турӑ хунӑ йӗркене хисеплени тӗрӗс пулнине ӑнланатпӑр. Пирӗн шухӑш-кӑмӑл тӗрӗс пулсан, хамӑр мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни пирки эпир ытлашши пӑшӑрханмӑпӑр. Израиль патши Саул хӑйӗн вырӑнне Давид патшана ларма пултарать тесе шутлама пуҫласан, «Давид ҫине шанмасӑр пӑхма пуҫланӑ» (1 Патш. 18:9). Патшан шухӑш-кӑмӑлӗ япӑхланса кайнӑ, вара вӑл Давида вӗлересшӗн те пулнӑ. Хамӑр мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен Саул пек ытлашши шутлас вырӑнне Давид пек пулма тӑрӑшни лайӑхрах. Нумай тӗрӗсмарлӑха чӑтса ирттерме тивнӗ пулин те, ҫав ҫамрӑк ҫын Турӑ суйласа лартнӑ влаҫа хисеплеме пӑрахман. (1 Патшасен 26:23 вуласа пар.)

12. Пухури пӗрлӗхе упраса хӑварма мӗн пулӑшать?

12 Кашни хӑйне майлӑ шухӑшланӑран эпир хутран-ситрен пӗр-пӗрин ҫине тарӑхма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекки старейшинӑсем хушшинче те пулма пултарать. Ҫав йывӑрлӑха татса пама Библири ҫак канашсем пулӑшаҫҫӗ: «Пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр» тата «Хӑвӑра асла ан хурӑр» (Рим 12:10, ҪХ, 16). Пирӗн шухӑш кӑна тӗрӗс тесе тӑрас вырӑнне час-часах темиҫе шухӑш та тӗрӗс пулма пултарнине пирӗн йышӑнмалла. Ыттисем мӗнле шухӑшланине ӑнланас тесе тӑрӑшатпӑр пулсан, эпир пухури пӗрлӗхе упраса хӑварма пулӑшатпӑр (Флп. 4:5).

13. Хамӑр шухӑшсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла тата ҫавна Библири мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

13 Ҫакӑ вара эпир пухура мӗне те пулин тӳрлетме кирлине куратпӑр пулсан, хамӑр мӗн асӑрханине каласа пани тӗрӗс мар пулнине пӗлтерет-и? Ҫук. Пӗрремӗш ӗмӗрте пӗр ыйту пирки нумай тавлашнӑ. Тӑвансем вара «ҫав ӗҫ пирки Павелпа Варнавӑна тата хӑш-пӗр ӗненекенсене Иерусалима апостолсемпе пресвитерсем патне яма шутланӑ» (Ап. ӗҫ. 15:2). Паллах ӗнтӗ, ҫав арҫын тӑвансенчен кашнийӗ ҫав ыйту тӗлӗшӗнчен тата ӑна мӗнле татса парас тӗлӗшрен хӑйне майлӑ шутланӑ. Анчах та кашни хӑйӗн шухӑшне каласа панӑ хыҫҫӑн тата святой сывлӑш пулӑшнипе йышӑну тунӑ хыҫҫӑн арҫын тӑвансем хӑйсем мӗн шутлани ҫинчен калама пӑрахнӑ. Пухусем ҫавӑн пек йышӑну туни ҫинчен калакан ҫырӑва илсен, «ҫапла вӗрентсе янӑшӑн питӗ савӑннӑ» тата «тӗн тӗлӗшӗнчен тӗреклӗленсе пынӑ» (Ап. ӗҫ. 15:31; 16:4, 5). Паян та, хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен старейшинӑсене каласа панӑ хыҫҫӑн вӗсем эпир мӗн каланине тимлӗн пӑхса тухасса тата мӗн тумалли пирки йышӑну тӑвасса шанса тӑмалла.

ХАМӐРПА ЫТТИСЕМ ХУШШИНЧИ ХУТШӐНУСЕНЧЕ ШУХӐШ-КӐМӐЛ ТӖРӖС ПУЛТӐР

14. Ыттисемпе хутшӑннӑ чухне ырӑ шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

14 Ыттисемпе хутшӑннӑ чухне ырӑ шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине кӑтартма пирӗн нумай май пур. Эпир пурсӑмӑр та хамӑра кӳрентерсен каҫарма хатӗр пулсан, ыррине нумай тума пултаратпӑр. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ [«пӗрин теприне ӳпкелеме сӑлтав пур», ҪТ] пулсассӑн — каҫарӑр: Христос [«Иегова», ҪТ] сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр» (Кол. 3:13). «Пӗрин теприне ӳпкелеме сӑлтав пур» тени ыттисем ҫине тарӑхма витӗмлӗ сӑлтавсем пулма пултарнине пӗлтерет. Анчах та тӑвансен пӗчӗк ҫитменлӗхӗсене хамӑра тарӑхтарма парар мар, мӗншӗн тесен ҫакӑ пухури мире пӑсма пултарать. Ун вырӑнне пирӗн Иегова пек пулма тӑрӑшмалла та вӗсене кӑмӑлтан каҫарса вӗсемпе пӗрле малашне те Турӑшӑн ӗҫлесе тӑмалла.

15. а) Каҫарас тӗлӗшрен эпир Иовран мӗне вӗренме пултаратпӑр? ӑ) Кӗлтуни пире Турра юрӑхлӑ шухӑш-кӑмӑллӑ пулма мӗнле пулӑшма пултарать?

15 Мӗнле каҫармаллине эпир Иовран вӗренме пултаратпӑр. Виҫӗ мӗскӗн йӑпатмӑш ӑна темтепӗр каласа тултарнӑ. Анчах та Иов вӗсене каҫарнӑ. Ҫавна тума ӑна мӗн пулӑшнӑ? Иов «хӑйӗн тусӗсемшӗн кӗлтунӑ» (Иов 16:2; 42:10). Ыттисемшӗн кӗлтунине пула эпир вӗсем ҫинчен урӑхларах шухӑшлама пуҫлӑпӑр. Эпир пӗтӗм тӗнчери тӑвансемшӗн пуриншӗн те кӗлтӑватпӑр пулсан, пире вӗсем ҫинчен Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама ҫӑмӑлтарах пулать (Иоанн 13:34, 35). Пирӗн хамӑр тӑвансем пирки кӗлтунисӗр пуҫне Турӑран святой сывлӑш патӑр тесе те ыйтмалла (Лука 11:13). Туррӑн сывлӑшӗ пире ыттисемпе хутшӑннӑ чухне христианла лайӑх енсене кӑтартма пулӑшӗ. (Галати 5:22, 23 вуласа пар.)

ЭСИР ЫРӐ ШУХӐШ-КӐМӐЛЛӐ ПУЛНИ ПӖТӖМ ПУХӐВА УСӐ КӲРЕТ

16, 17. Сирӗн шухӑш-кӑмӑл Иеговӑна юрӑхлӑ пултӑр тесе эсир мӗн тума шут тытнӑ?

16 Эпир пурсӑмӑр та ырӑ шухӑш-кӑмӑллӑ пулас тесе вӑй хунинчен пӗтӗм пуху усӑ илсе тӑрать. Ҫак статьяна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эсир хӑвӑр шухӑш-кӑмӑла татах та лайӑхлатмаллине, тен, куртӑр. Ку ҫапла пулсан, хамӑра Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх тӗрӗслемелле (Евр. 4:12). Пухусене лайӑх тӗслӗх кӑтартас тесе тӑрӑшнӑ Павел каланӑ: «Эпӗ хам тӗлӗшпе нимӗнле айӑп та курмастӑп, ҫавах хама айӑпсӑр теместӗп; мана сут тӑваканни — Ҫӳлхуҫа» (1 Кор. 4:4).

17 Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑхпа килӗшӳллӗ пурӑнма тӑрӑшнипе, ҫавӑн пекех хамӑр ҫинчен е хамӑр мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен ытлашши шухӑшламаннипе эпир пӗр-пӗрне пухура ырӑ шухӑш-кӑмӑллӑ пулма хавхалантаратпӑр. Эпир каҫарма хатӗр пулсан тата ыттисем ҫинчен лайӑххине кӑна шухӑшлатпӑр пулсан, пухури тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнӑпӑр (Флп. 4:8). Ҫапла вара Иеговӑпа Иисус пирӗн шухӑш-кӑмӑла ырласса шанма пултаратпӑр (Флм. 25).

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]