Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Иисус тӗслӗх кӑтартнӑ

Кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Иисус тӗслӗх кӑтартнӑ

«Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе, Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм» (ИОАНН 13:15).

1, 2. Ҫӗр ҫинчи юлашки каҫӗнче Иисус апостолсене мӗнле тӗслӗхпе ӑса вӗрентнӗ?

 ҪАКӐ Иисусӑн ҫӗр ҫинчи юлашки каҫӗ пулнӑ. Вӑл хӑйӗн апостолӗсемпе Иерусалимри пӗр ҫуртӑн ҫӳлти пӳлӗмӗнче. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче Иисус тӑрать те ҫиелти тумтирне хывса пилӗкне алшӑлли ҫыхать. Унтан савӑта шыв ярать те вӗренекенӗсен урисене ҫуса алшӑллипе шӑла пуҫлать. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫиелти тумтирне тӑхӑнать. Мӗншӗн Иисус ҫавна тунӑ? (Иоанн 13:3—5.)

2 Иисус ҫавна хӑех ӑнлантарса панӑ: «Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и эсир?.. Эхер те Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫӑр, Вӗрентекенӗр — сирӗн урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла. Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе, Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм» (Иоанн 13:12—15). Ҫав хисепсӗр ӗҫе хатӗр пулсах тунипе Иисус апостолсене ӑса вӗрентекен тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫак тӗслӗх вара вӗсен асӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ та вӗсене малашне хӑйсене кӗҫӗне хурса пурӑнма пулӑшнӑ.

3. а) Кӗҫӗне хуни кирлӗ пулнине Иисус хӑйӗнпе пулса иртнӗ икӗ ӗҫре мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Кӗҫӗне хума кирлине Иисус апостолсен урисене ҫуса янипе кӑна мар кӑтартнӑ. Пӗррехинче, хӑш-пӗр апостолсем пӗр-пӗринпе вӗсенчен хӑшӗ аслӑ тесе тавлашнӑ чухне, Иисус пӗчӗк ачана илнӗ те хӑй ҫумне тӑратса каланӑ: «Кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑвакан Мана яракан Аттене хапӑл тӑвать; сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать, ҫавӑ чи асли пулӗ» (Лука 9:46—48). Фарисейсем хӑйсене ыттисенчен пысӑка хунине пӗлсе Иисус каярахпа каланӑ: «Кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ» (Лука 14:11). Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем пулччӑр тет, урӑхла каласан, вӗсем хӑйсем ҫинчен ыттисенчен лайӑхрах тесе ан шутлаччӑр, мӑнкӑмӑллӑ ан пулччӑр тет. Иисусран тӗслӗх илес тесе вӑл хӑйне мӗнле кӗҫӗне хунине тимлӗ пӑхса тухар. Ҫавӑн пекех ҫав лайӑх ене кӑтартни ҫынна хӑйне кӑна мар, ыттисене те мӗнле усӑ панине курӑпӑр.

«ЭПӖ... КАЯЛЛА ЧАКМАРӐМ»

4. Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ ҫӗр ҫине киличченех хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ?

4 Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ ҫӗр ҫине киличченех хӑйне кӗҫӗне хунине кӑтартнӑ. Пӗлӗтре Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗпе шутласа кӑларма ҫук нумай ҫул хушши пулнӑ. Библири Исаия кӗнекинче Ывӑлӑпе Ашшӗ хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулни ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ Мана, халран кайнине сӑмахпа хунтӑлатӑр тесе, ӑсчахсен чӗлхине парнеленӗ: Вӑл Мана ирсерен вӑратать, вӗренекен итленӗ пек итлетӗр тесе, Манӑн хӑлхама вӑратать. Манӑн хӑлхама Ҫӳлхуҫа Турӑ уҫса ячӗ, Эпӗ хирӗҫлемерӗм, каялла чакмарӑм» (Ис. 50:4, 5). Туррӑн Ывӑлӗ хӑйне кӗҫӗне хурас кӑмӑллӑ пулнине кӑтартнӑ тата хӑйне Иегова вӗрентнӗ чухне тимлӗ итленӗ. Вӑл чӑн Турӑран вӗренесшӗн пулнӑ. Иегова хӑйне кӗҫӗне хурса ҫылӑхлӑ ҫынсене мӗнле хӗрхеннине Иисус питӗ тимлӗ сӑнанӑ пулас.

5. Михаил архангел пулнӑ май Иисус, Шуйттанпа тавлашнӑ чухне, хӑйне кӗҫӗне хунине тата сӑпайлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

5 Пӗлӗтре пурӑнакан ангелсенчен пурте хӑйсене Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пек кӗҫӗне хуман. Сатана Шуйттан пулса тӑнӑ ангел Иеговӑран вӗренесшӗн пулман. Вӑл мӑнкӑмӑлланса кайнӑ та хӑйне ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлама пуҫланӑ — кӗҫӗне хунине хирӗҫле енсене аталанма панӑ. Ҫавна пула вӑл Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Иисус пӗртте ун пек пулман. Вӑл хӑйне пӗлӗтре Иегова шанса панӑ влаҫран ытлашшине илесшӗн пулман тата нихӑҫан та хӑйӗн влаҫӗпе тӗрӗс мар усӑ курас тесе шухӑшламан. Михаил архангел пулнӑ май Иисус, «Моисей ӳчӗшӗн шуйттанпа тавлашнӑ чухне», хӑйӗн влаҫӗпе виҫерен тухса усӑ курман. Туррӑн Ывӑлӗ хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата сӑпайлӑ пулнӑ. Иегова, Ҫут тӗнчери Чи Аслӑ Судья, ыйтусене хӑй пӗлнӗ пек, хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра татса парасса кӗтме хавас пулнӑ вӑл. (Иуда 9 вуласа пар.)

6. Мессия пулма килӗшнипе Иисус хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ?

6 Иисус ҫӗр ҫине киличченех хӑй Мессия пулса ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ пророкла сӑмахсене пурне те пӗлнӗ паллах. Хӑйӗн мӗн тӳссе ирттерме тивесси ҫинчен вӑл малтанах пӗлнӗ пулас. Ҫапах та Иисус ҫӗр ҫине килме тата пама пулнӑ Мессия пек вилме килӗшнӗ. Мӗншӗн? Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ хӑйне мӗнле кӗҫӗне хунине палӑртса Павел ҫырнӑ: «Вӑл, Туррӑн сӑнарӗ пулнӑ пулин те, хапсӑнас пирки — Турӑпа тан пулас пирки — шухӑшламан та. Ун вырӑнне вӑл хӑйне нимсӗр хӑварнӑ та ҫын евӗрлӗ пулса чура сӑнарне илнӗ» (Флп. 2:6, 7, ҪТ).

ҪЫН ПЕК ПУЛСА «ВӐЛ ХӐЙНЕ КӖҪӖНЕ ХУНӐ»

7, 8. Иисус ача чухне, ҫавӑн пекех ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ?

7 «Ҫын сӑнарне илсен, вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ та мӗн виличчен, асап юпи ҫинче виличчен, пӑхӑнса тӑнӑ»,— тесе ҫырнӑ Павел (Флп. 2:8, ҪТ). Мӗн ачаранах Иисус кӗҫӗне хурас енчен пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ — Иосифпа Мария — ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнӑ пулин те, Иисус хӑйне кӗҫӗне хурса «вӗсене итлесе пурӑннӑ» (Лука 2:51). Ҫакӑ ҫамрӑксемшӗн питӗ чаплӑ тӗслӗх. Турӑ вӗсене ашшӗ-амӑшне итленӗшӗн пиллесе тӑрӗ.

8 Ҫитӗнсе ҫитсен те Иисус хӑйӗн ирӗкне мар, Иеговӑн ирӗкне тӑвассине хӑйӗн пурнӑҫӗнче мала хунипе хӑйне кӗҫӗне хунине кӑтартнӑ (Иоанн 4:34). Иисус Христос хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне Туррӑн ячӗпе усӑ курнӑ тата тӳркӑмӑллӑ ҫынсене Иеговӑн лайӑх енӗсемпе вӑл этемлӗх валли мӗн шутласа хунине тӗп-тӗрӗс пӗлме пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Иисус Иегова ҫинчен мӗн вӗрентнипе килӗшӳллӗ пурӑннӑ. Сӑмахран, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтума вӗрентнӗ чухне чи малтан ҫакӑн ҫинчен асӑннӑ: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр» (Матф. 6:9). Ҫакӑнпа Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене пуринчен малтан Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума тӑрӑшмаллине кӑтартнӑ. Вӑл хӑй те ҫавна туса пурӑннӑ. Хӑйӗн ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ӗҫӗ вӗҫленсе пынӑ чухне Иисус Иеговӑна кӗлтуса ҫапла калама пултарнӑ: «Эпӗ вӗсене [апостолсене] Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп» (Иоанн 17:26). Унсӑр пуҫне Иисус Иегова пулӑшмасӑр эпӗ нимӗн те тума пултарайман пулӑттӑм тесе час-часах каланӑ (Иоанн 5:19).

9. Мессия пирки Захария пророкла мӗн каланӑ тата Иисус ҫав пророкла сӑмахсене мӗнле пурнӑҫланӑ?

9 Мессия ҫинчен Захария ҫапла пророкла каланӑ: «Эй Сион хӗрӗ, хӗпӗртесе савӑн, эй Иерусалим хӗрӗ, хавасланса тӑр: акӑ сан патна хӑвӑн Патшу, тӳрӗскер, ҫӑлаканскер, йӑвашскер [«хӑйне кӗҫӗне хураканскер», ҪТ], ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫинче ларса килет» (Зах. 9:9). Ҫак пророкла сӑмахсем Иисус пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Пасха умӗн Иерусалима пырса кӗнӗ чухне пурнӑҫланнӑ. Ҫынсем нумайӑшӗ ун умӗн ҫул тӑрӑх хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене сарса тата йывӑҫ турачӗсене пӑрахса пынӑ. Чӑнах та, вӑл Иерусалима пырса кӗрсен пӗтӗм хула хускалса кайнӑ. Ҫавӑн чухне те, халӑх Иисуса хӑйсен Патши пек мухтанӑ чухне, вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ (Матф. 21:4—11).

10. Турра мӗн виличченех итлесе пурӑнма хатӗр пулнипе Иисус мӗн ҫирӗплетсе панӑ?

10 Иисус ҫӗр ҫинче хӑйне кӗҫӗне хурса, итлесе пурӑнни асап юпи ҫинче вилнӗ чухне нихӑҫанхинчен те вӑйлӑрах палӑрнӑ. Ҫапла вӑл ҫынсем, хӑйсене шутсӑр йывӑр килнӗ чухне те, Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма пултарнине ҫирӗплетсе панӑ. Сатана ҫынсем пирки вӗсем Иеговӑшӑн унран мӗн те пулин илес тесе кӑна ӗҫлеҫҫӗ тесе калани суя пулнине те Иисус кӑтартса панӑ (Иов 1:9—11; 2:4). Унсӑр пуҫне хӑйӗн Ашшӗне пур енчен те итлесе пурӑннипе Христос Иеговӑн влаҫа тытса тӑма ирӗк пуррине тата Иеговӑн влаҫӗ чи лайӑх власть пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Хӑйне кӗҫӗне хуракан Ывӑлӗ чунтан парӑнса пурӑннине кура Иегова, паллах ӗнтӗ, савӑннӑ. (Ытарӑшсем 27:11 вуласа пар.)

11. Иисусӑн каҫарттаракан парни Иисуса ӗненекенсемшӗн мӗнле май уҫса панӑ?

11 Иисус асап юпи ҫинче вилнипе этемлӗхе тӳлесе илнӗ (Матф. 20:28). Ҫапла вара ҫылӑхлӑ ҫынсем валли ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнмалли май уҫӑлнӑ тата Туррӑн тӳрӗлӗх ӳкӗчӗсене пурнӑҫланӑ пулнӑ. «Пӗрин тӳрӗлӗхӗ пур ҫынна та тӳрре кӑларса ӗмӗр пурӑнмалла тӑвать»,— тесе ҫырнӑ Павел (Рим 5:18). Иисусӑн вилӗмӗ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем валли пӗлӗтре вилӗмсӗр пурнӑҫпа тата «урӑх сурӑхсем» валли ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнмалли май уҫса панӑ (Иоанн 10:16; Рим 8:16, 17).

ЭПӖ «КӖҪӖНЕ ХУРАКАН ЧӖРЕЛЛӖ»

12. Ҫитменлӗхлӗ ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне Иисус йӑвашлӑха тата хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ?

12 Иисус «асапланакансене, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисене» пурне те хӑйӗн патне пыма чӗннӗ. Вӑл каланӑ: «Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ [«кӗҫӗне хуракан чӗреллӗ», ҪТ]; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр» (Матф. 11:28, 29). Йӑвашлӑх тата хӑйне кӗҫӗне хуни Иисуса ҫитменлӗхлӗ ҫынсемпе ырӑ пулма хавхалантарнӑ, ҫавӑн пекех вӗсене камне кура уйӑрса тӑма паман. Вӑл апостолсенчен, вӗсем мӗн тума пултарнинчен ытла тӑвасса кӗтмен. Иисус вӗсене ырланӑ, хавхалантарнӑ. Унпа калаҫнӑ чухне вӗсем хӑйсене ӑссӑр та ним тума пултарайман ҫынсем пек туйман. Иисус хӑйне тӳрккессӗн е хаяррӑн тытман. Ун вырӑнне вӑл ҫапла шантарса каланӑ: «Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл». Ҫакӑн пек каланипе вӑл хӑйӗн вӗренекенӗ пулмашкӑн мӗн кирлине туса пурӑнма йывӑр мар тесе каласшӑн пулнӑ. Вӗсем унран вӗренсе пырсан тата унӑн вӗрентӗвӗсене тытса тӑрсан вӗсем хӑйсем валли канӑҫлӑх тупаҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн арҫынсемпе хӗрарӑмсене те, ҫамрӑккисемпе ваттисене те унпа пӗрле пулма килӗшнӗ (Матф. 11:30).

13. Иисус чухӑн ҫынсене хӗрхеннине мӗнле кӑтартнӑ?

13 Иисус Израильти ахаль ҫынсен пурнӑҫӗ мӗнле йывӑр пулнине ӑнланнӑран вӗсене хӗрхеннӗ тата пулӑшас тесе мӗн кирлине пурне те тунӑ. Иерихонран инҫех мар вӑл икӗ чухӑн ҫынна, суккӑрскерсене, тӗл пулнӑ. Вӗсенчен пӗрне Вартимей тесе чӗннӗ. Вӗсем Иисуса ҫине тӑрсах пулӑшма ыйтнӑ, анчах та ҫынсем вӗсене шӑплантарасшӑн пулнӑ. Икӗ суккӑр ҫын йӑлӑнса ыйтнине илтмӗш пулма йывӑр мар пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та Иисус вӗсене чӗнсе илме хушнӑ та вӗсене хӗрхенсе куракан тунӑ. Иисус хӑйне кӗҫӗне хунипе тата ҫылӑхлӑ ҫынсене хӗрхеннипе хӑйӗн Ашшӗ, Иегова, тунӑ пек тунӑ (Матф. 20:29—34; Марк 10:46—52).

«ХӐЙНЕ КӖҪӖНЕ ХУРАКАН АСЛА ТУХӖ»

14. Иисус хӑйне кӗҫӗне хуни мӗнле пиллӗхсем панӑ?

14 Иисус яланах хӑйне кӗҫӗне хурса пурӑнни савӑнӑҫ, пиллӗх парса тӑрать. Иегова хӑйӗн ирӗкне юратнӑ Ывӑлӗ хӑйне кӗҫӗне хурса пӑхӑнса тӑнине курса савӑннӑ. Иисус йӑваш пулни тата хӑйне кӗҫӗне хуни апостолсемпе вӗренекенӗсене канлӗх панӑ, хавхалантарнӑ. Унӑн тӗслӗхӗ, унӑн вӗрентӗвӗсем тата вӑл ырласа калани вӗсене Турӑшӑн лайӑхрах та лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшнӑ. Иисус хӑйне кӗҫӗне хуни ахаль ҫынсене те усӑ панӑ, мӗншӗн тесен ҫав лайӑх ене пула Иисус вӗсене пулӑшса, вӗрентсе тата хавхалантарса тӑнӑ. Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парнене панине пула ӑна ӗненекен ҫынсем пурте ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пиллӗхсем илсе тӑрӗҫ.

15. Хӑйне кӗҫӗне хуни Иисуса мӗнле усӑ панӑ?

15 Иисус пирки мӗн калама пулать? Кӗҫӗне хуни ӑна хӑйне усӑ панӑ-и? Панӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ» (Матф. 23:12). Ҫак сӑмахсем Иисус ҫинче те пурнӑҫланнӑ. Ҫакна Павел ҫапла ӑнлантарса парать: «Турӑ Ӑна вӗҫӗмсӗр асла кӑларнӑ, Ӑна пур ятран та чаплӑ ят панӑ: ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те Иисус ятне асӑнса пуҫҫапчӑр, Атте Турӑ мухтавӗшӗн Иисус Христоса пур чун та Ҫӳлхуҫа тесе калатӑр тенӗ» (Флп. 2:9—11). Иисус ҫӗр ҫинче хӑйне кӗҫӗне хунӑшӑн тата шанчӑклӑ пулнӑшӑн, Иегова ӑна ҫӗр ҫинчисемпе те, пӗлӗтрисемпе те пуҫпулса тӑма власть парса асла кӑларнӑ (Флп. 2:9—11).

ИИСУС «ЧӐНЛӐХШӐН, КӖҪӖНЕ ХУРАССИШӖН ТАТА ТӲРӖЛӖХШӖН» ЮЛАНУТПА СИККИПЕ ЧУПТАРӖ

16. Туррӑн Ывӑлӗ малашне те хӑйне кӗҫӗне хунипе палӑрса тӑрасси ӑҫтан курӑнать?

16 Туррӑн Ывӑлӗ малашне те хӑйне кӗҫӗне хунипе палӑрса тӑрӗ. Иисус, пӗлӗтри Патша пулнӑ май, хӑйӗн тӑшманӗсене мӗнле хирӗҫ тухни ҫинчен пӗр псаломра малтанах ак ҫапла пророкла каласа хунӑ: «Хӑвӑн чаплӑлӑхупа ҫӗнтерӳ патне ыткӑн, чӑнлӑхшӑн, кӗҫӗне хурассишӗн тата тӳрӗлӗхшӗн юланутпа сиккипе чуптар» (Пс. 45:4, ҪТ). Иисус Армагеддонра чӑнлӑхшӑн, тӳрӗлӗхшӗн кӑна мар, кӗҫӗне хурассишӗн те юланутпа сиккипе чупӗ. Унӑн Пин ҫуллӑх Патшалӑхӗ ертсе пырасси вӗҫленсе пынӑ чухне, Мессианла Патша «пур тӗрлӗ пуҫлӑха та, тӗрлӗ ирӗке те, хӑвата та» пӗтерсен, мӗн пулса иртӗ? Ун чухне вӑл хӑйне кӗҫӗне хурӗ-ши? Хурӗ, мӗншӗн тесен вӑл «Патшалӑха Атте Турра парӗ». (1 Коринф 15:24—28 вуласа пар.)

17, 18. а) Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсен хӑйсене Иисус пекех кӗҫӗне хума тӑрӑшмалла? ӑ) Тепӗр статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Эпир Иисусран тӗслӗх илсе хамӑра кӗҫӗне хурӑпӑр-ши? Иисус Христос Патша Армагеддонра суд тума килсен, пире мӗн кӗтӗ-ши? Вӑл кӗҫӗне хурассишӗн, тӳрӗлӗхшӗн юланутпа сиккипе пырать тени ҫав лайӑх енсене кӑтартакансене кӑна ҫӑлассине пӗлтерет. Апла пулсан, ҫӑлӑнас тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хума вӗренмелле. Унсӑр пуҫне Иисус Христос хӑйне кӗҫӗне хуни ӑна хӑйне те, ыттисене те усӑ панӑ пекех, эпир хамӑра кӗҫӗне хуни те пире хамӑра та, ыттисене те усӑ парӗ.

18 Иисус пекех хамӑра кӗҫӗне хума пире мӗн пулӑшма пултарать? Хамӑра кӗҫӗне хума йывӑр пулсан та, ҫав лайӑх ене кӑтартас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Ҫак ыйтусене тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]