Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хӑвӑрта кӗҫӗне хурас кӑмӑла аталантарӑр

Хӑвӑрта кӗҫӗне хурас кӑмӑла аталантарӑр

«Сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать [«кӗҫӗнни пек тытать», ҪТ], ҫавӑ чи асли пулӗ» (ЛУКА 9:48).

1, 2. Иисус апостолсене мӗн тума ӳкӗтленӗ тата мӗншӗн вӑл ҫавна тунӑ?

 ПИРӖН эрӑри 32-мӗш ҫул пынӑ. Иисус Галилейӑра пулнӑ чухне унӑн вӗренекенӗсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашма пуҫланӑ. Лука хӑйӗн Евангелинче ҫырать: «Вӗсен: „пирӗн хушшӑмӑрта хӑшӗ аслӑрах-ши?“ теекен шухӑш ҫуралнӑ. Иисус, вӗсен ӑшӗнчи шухӑша пӗлсе, пӗр ачана илнӗ те ӑна Хӑй умне тӑратса каланӑ вӗсене: кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑвакан Мана яракан Аттене хапӑл тӑвать; сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать [«кӗҫӗнни пек тытать», ҪТ], ҫавӑ чи асли пулӗ» (Лука 9:46—48). Чӑтӑмлӑн, ҫав вӑхӑтрах ҫирӗппӗн Иисус апостолсене хӑйсене кӗҫӗне хуни кирлӗ пулнине ӑнланса илме пулӑшнӑ.

2 Иисус хӑвӑра кӗҫӗнни пек тытӑр тесе ӳкӗтлени вӑл вӑхӑтри еврейсен шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑнӑ-и? Е ҫакӑ вӗсенчен нумайӑшӗн шухӑш-кӑмӑлне хирӗҫле пулнӑ-и? Вӑл вӑхӑтри ҫынсем хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Кашни ӗҫре кам аслӑрах текен ыйту сиксе тухсах тӑнӑ тата кашнине тивӗҫне кура чыс туни питӗ кирлӗ тесе шутланӑ» (Theological Dictionary of the New Testament). Иисус апостолсене ытти ҫынсем пек ан пулӑр тесе ӳкӗтленӗ.

3. а) Хӑвӑра кӗҫӗнни пек тытӑр тени мӗне пӗлтерет тата мӗншӗн пире ҫавна тума йывӑр пулма пултарать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусен хуравӗсене тупӑпӑр?

3 «Кӗҫӗнни» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ сӑпайлӑ, хӑйне кӗҫӗне хуракан, ниме тӑман, пӗчӗк вырӑн йышӑнса тӑракан, ятлӑ-сумлӑ мар ҫынна пӗлтерет. Иисус пӗчӗк ачапа усӑ курса апостолсене хӑйсене кӗҫӗне хума тата сӑпайлӑ пулма кирлине питӗ лайӑх кӑтартса панӑ. Хальхи чӑн христиансен те ҫавӑн пек ӳкӗтлесе каланине тимлемелле. Пире хамӑра кӗҫӗнни пек тытма йывӑр пулма пултарать — уйрӑмах хӑш-пӗр лару-тӑрура. Мӑнкӑмӑлланас туртӑм пурри пире чапшӑн ҫунма хистесе тӑма пултарать. Чылайӑшӗ пӗр-пӗрне ӑмсанни, ҫавӑн пекех тӗнче сывлӑшӗ те пирӗн ҫине витӗм кӳме пултарать, ҫавна пула эпир хамӑр ҫинчен кӑна шутлакан, харкашакан е ыттисемпе хамӑра кирлӗ пек усӑ куракан ҫынсем пулса тӑма пултаратпӑр. Хамӑра кӗҫӗне хума пире мӗн пулӑшма пултарать? Иисус «кам хӑйне кӗҫӗнни пек тытать, ҫавӑ чи асли пулӗ» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? Пурнӑҫра пирӗн хӑҫан тата ӑҫта хамӑра кӗҫӗне хума тӑрӑшмалла?

«ТУРРӐН ЫРӐЛӐХНЕ, ӐСЛӐЛӐХНЕ, ВӐЛ ПӖЛНИНЕ ПӖЛСЕ ҪИТМЕ ҪУК!»

4, 5. Хамӑра кӗҫӗне хума пире мӗн пулӑшма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

4 Хамӑра кӗҫӗне хума вӗренмелли пӗр май вӑл — Иегова пирӗнтен мӗн тери аслӑ пулни ҫинчен шухӑшлани. Тӗрӗссипе каласан, «Унӑн ӑсне пӗлсе ҫитерме ҫук» (Ис. 40:28). Иеговӑн аслӑлӑхӗ ҫинчен каланӑ май Павел ҫырнӑ: «Туррӑн ырӑлӑхне, ӑслӑлӑхне, Вӑл пӗлнине пӗлсе ҫитме ҫук! Унӑн шухӑшӗсене ӑнласа илме ҫук, Унӑн ҫулӗсене йӗрлесе тупма ҫук!» (Рим 11:33.) Павел ҫакна 2 000 ҫула яхӑн каялла ҫырса хунӑранпа этемлӗх нумай пӗлӳ илнӗ пулин те, ҫав сӑмахсем халӗ те унчченхи пекех тӗрӗс. Эпир тем чухлӗ пӗлӳ пухсан та, нихӑҫан та Иегова ҫинчен, унӑн ӗҫӗсемпе ҫулӗсем ҫинчен пурне те пӗлсе ҫитерейместпӗр, ҫакӑ вара пире хамӑра кӗҫӗне хума пулӑшмалла.

5 Туррӑн ҫулӗсене эпир пӗтӗмпех пӗлсе ҫитме пултарайманнине ӑнланни Лео a ятлӑ арҫынна хӑйне кӗҫӗне хума пулӑшнӑ. Ҫамрӑк чухне вӑл наукӑна юратнӑ. Ҫут тӗнче мӗнле тытӑнса тӑнине май ҫитнӗ таран нумай пӗлесшӗн пулнӑран вӑл астрофизикӑна вӗренме пуҫланӑ та питӗ кирлӗ шухӑш патне ҫитсе тухнӑ. «Хамӑн тӗпчев ӗҫӗсене пула хальхи наука теорийӗсем хӑйсем тӗллӗн этемлӗхе Ҫут тӗнче мӗнле тытӑнса тӑнине пӗтӗмпех ӑнлантарса пама пултарайманнине эпӗ ӑнланса илтӗм,— калать вӑл.— Ҫавӑнпа та эпӗ саккунсене вӗренме пуҫларӑм». Пурӑна киле Лео округри прокурор, унтан судья пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярахпа вӑл арӑмӗпе пӗрле Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ, чӑнлӑха йышӑннӑ та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑнӑ. Вӗреннӗ ҫын пулнине пӑхмасӑрах Леона хӑйне кӗҫӗнни пек тытма мӗн пулӑшнӑ? Пӗр иккӗленмесӗр вӑл хуравлать: «Иеговӑпа Ҫут тӗнче ҫинчен эпир темӗн чухлӗ пӗлсе пырсан та, пурпӗр эпир пурне те пӗлсе ҫитерейменнине эпӗ ӑнланса илтӗм».

6, 7. а) Иегова хӑйне кӗҫӗне хунипе мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартать? ӑ) Иегова хӑйне кӗҫӗне хуни ҫынна мӗнле асла кӑларать?

6 Иегова хӑйне кӗҫӗне хуни те пире хамӑра кӗҫӗне хума пулӑшать. «Эпир — Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем» тени ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (1 Кор. 3:9, ҪТ). Иегова, аслӑран аслӑ Турӑ, пире хӑйӗн Сӑмахӗпе, Библипе, усӑ курса ырӑ хыпар сарма ирӗк панипе чыс тӑвать. Эпир акакан, шӑваракан вӑрлӑха Иегова ӳстерет пулин те, вӑл пире хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекенсем тунипе асла кӑларать (1 Кор. 3:6, 7). Ҫапла тунипе кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Турӑ пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартать. Паллах ӗнтӗ, Иегова хӑйне кӗҫӗне хуни пире пурсӑмӑра та кӗҫӗнни пек тытма хавхалантармалла.

7 Турӑ хӑйне кӗҫӗне хунипе кӑтартнӑ тӗслӗх псалом юрлакан Давид ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Вӑл Иеговӑна юрланӑ: «Эсӗ мана Хӑвӑн ҫӑлакан хулканна паратӑн, Санӑн ырӑлӑху [«Эсӗ хӑвна кӗҫӗне хуни», ҪТ] мана асла кӑларать» (2 Патш. 22:36). Иегова хӑйне кӗҫӗне хунӑран — вӑл Давидпа тимлӗ пулнӑран тата ӑна пулӑшса тӑнӑран — кӑна хӑй Израильте асла тухнине Давид ӑнланнӑ (Пс. 112:5—7). Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Пирӗн лайӑх енсем, пултарулӑх тата чыслӑ тивӗҫсем пирки калас пулсан, Иеговӑран илменни пирӗн мӗн пур? (1 Кор. 4:7.) Кам хӑйне кӗҫӗнни пек тытать, ҫавӑ — «чи асли», мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑн хаклӑран та хаклӑ ӗҫлекенӗ пулса пырать (Лука 9:48). Ҫакӑ мӗншӗн ҫапла пулни ҫинчен айтӑр шухӑшласа пӑхар.

КӖҪӖННИ СИРӖН ХУШӐРТА ЧИ АСЛИ

8. Кам Туррӑн организацийӗнче, ҫавсен мӗншӗн хӑйсене кӗҫӗне хумалла?

8 Туррӑн организацийӗнче савӑнса ӗҫлес тата пухура теократи йӗркине пӑхӑнса тӑрас тесен кӗҫӗне хуни кирлӗ. Ҫакна Петран, Свидетельсен ҫемйинче ҫитӗнсе ӳснӗ ҫамрӑк христианкӑн, тӗслӗхӗ ҫирӗплетсе парать. Хӑй мӗн тӑвас килнине тӑвас тесе вӑл пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ. Ҫулсем иртсен Петра таврӑннӑ. Халӗ вӑл Иеговӑн организацийӗнче пулнӑшӑн савӑнать тата пухури йӗркене хаваспах пӑхӑнса тӑрать. Мӗн улшӑннӑ? Вӑл ҫырать: «Туррӑн организацийӗнче хама килти пекех туяс тесе кӗҫӗне хурасси тата сӑпайлӑх питӗ кирлӗ пулнине, ҫавӑн пекех хамра ҫав лайӑх енсене аталантармаллине ӑнланса илмелле пулчӗ манӑн».

9. Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын Библи ҫине, пирӗн публикацисем ҫине мӗнле пӑхать тата мӗншӗн ҫакӑ ӑна тата хаклӑрах тӑвать?

9 Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын Иегова мӗн парса тӑнине пурне те, ҫав шутрах пире хӑйӗн ҫинчен пӗлме паракан пулӑшӑва та, хаклать. Ҫавӑнпа вӑл Библие тӑрӑшсах вӗренет тата Библи тӑрӑх хатӗрленӗ публикацисене хаваспах вулать. Иеговӑн ытти нумай шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ пекех, тен, унӑн кашни публикацие, кӗнеке ҫӳлӗкӗнчи хӑйӗн библиотекине хурас умӗн, вуласа тухас йӑла пур. Библи тӑрӑх хатӗрленӗ публикацисене вуланипе, тӗпченипе эпир хамӑра кӗҫӗне хунине тата пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр пулсан, пирӗнпе Турӑ хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсе пырать, ҫакӑ вара Иеговӑна пирӗнпе сӑваплӑ ӗҫре ытларах усӑ курма май парать (Евр. 5:13, 14).

10. Хамӑра кӗҫӗне хунине эпир пухура мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

10 Кам хӑйне кӗҫӗнни пек тытать, ҫав тепӗр енчен те «чи асли». Кашни пухура Иегова святой сывлӑшӗпе усӑ курса юрӑхлӑ арҫынсене старейшина пулма суйласа лартать. Вӗсем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ирттереҫҫӗ, ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелеҫҫӗ тата пухури тӑвансене пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Эпир хамӑра кӗҫӗне хурса старейшинӑсене хапӑл тусах пулӑшса тӑнипе пӗтӗм пухӑва савӑнӑҫлӑ, мирлӗ тата пӗр шухӑшлӑ пулма паратпӑр. (Еврейсем 13:7, 17 вуласа пар.) Эсӗ старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫлетӗн пулсан, Иегова сана ҫавӑн пек яваплӑ ӗҫ шанса панӑшӑн пархатарлӑ пулса эсӗ хӑвна кӗҫӗне хунине кӑтартатӑн-и?

11, 12. Мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулни пире Иеговӑн организацийӗшӗн хаклӑрах тӑвать тата мӗншӗн?

11 Кам хӑйне кӗҫӗнни пек тытать ҫавӑ «чи асли», урӑхла каласан, вӑл Иеговӑн организацийӗшӗн хаклӑрах пулса тӑрать, мӗншӗн тесен хӑйне кӗҫӗне хуни ӑна Туррӑн лайӑх та усӑллӑ ӗҫлекенӗ тӑвать. Иисусӑн хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑвӑра кӗҫӗнни пек тытӑр тесе ӳкӗтлеме тивнӗ, мӗншӗн тесен вӗсенчен хӑш-пӗрисем вӑл вӑхӑтри мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем шухӑшланӑ пек шухӑшланӑ. «Вӗсен: „пирӗн хушшӑмӑрта хӑшӗ аслӑрах-ши?“ теекен шухӑш ҫуралнӑ»,— тесе каланӑ Лука 9:46-мӗшӗнче. Эпир пӗрле ӗненекенсенчен е ытти ҫынсенчен хӑш-пӗр енчен лайӑхрах тесе шутласси пирӗнпе те пулма пултараймасть-и? Ҫак тӗнчере нумайӑшӗ мӑнкӑмӑллӑ тата хӑйсем ҫинчен кӑна шутлать. Хамӑра кӗҫӗне хурар та мӑнкӑмӑллӑ пулассинчен сыхланар. Эпир хамӑра ҫавӑн пек тытатпӑр пулсан тата Иеговӑн ирӗкне тӑвассине мала хуратпӑр пулсан, пухури тӑвансене пирӗнпе хутшӑнни хавхалантарса тӑрӗ.

12 Иисус хӑвӑра кӗҫӗнни пек тытӑр тесе ӳкӗтлени пире хамӑр пурнӑҫра кирек хӑҫан та хамӑра кӗҫӗне хунине кӑтартма хавхалантарать. Айтӑр пурнӑҫӑн виҫӗ енне пӑхса тухар.

КӖҪӖННИ ПЕК ПУЛМА ТӐРӐШӐР

13, 14. Упӑшкипе арӑмӗ хӑйсене мӗнле майпа кӗҫӗнни пек тытма пултараҫҫӗ тата ҫакӑ вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ?

13 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра. Ҫынсем нумайӑшӗ паян хӑйсен прависемшӗн кӑна тӑрӑшаҫҫӗ тата ҫавсене пурнӑҫласси ыттисен прависене пӑсать пулсан та, вӗсем хӑйсеннех тӑвасшӑн ҫунаҫҫӗ. Анчах та хӑйсене кӗҫӗнни пек тытакансем Павел мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулма хавхалантарнӑ, ҫавӑн пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл Римри христиансем патне ҫырнӑ: «Килӗшӳ кӳрекеннине, пӗр-пӗрне усӑ тума пулӑшаканнине шырар» (Рим 14:19). Кам хӑйне кӗҫӗнни пек тытать, ҫавӑ пуринпе те, уйрӑмах хӑйӗн мӑшӑрӗпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшать.

14 Канупа ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухар. Упӑшкине мӗн килӗшни арӑмне килӗшмесен те пултарать. Сӑмахран, упӑшки килти шӑплӑхра пулма тата кӗнеке вулама юратать. Арӑмне, тен, кафене е туссем патне хӑнана ҫӳреме килӗшет. Упӑшки хӑйне кӗҫӗне хурса арӑмне мӗн килӗшнипе килӗшменнине шута илет пулсан, арӑмне упӑшкине хисеплеме ҫӑмӑлрах пулмӗччӗ-ши? Арӑмне илес пулсан, вӑл хӑйӗннех тӑвас вырӑнне упӑшкине мӗн килӗшнине шута илме тӑрӑшать пулсан, упӑшки хӑйӗн арӑмне мӗн тери ытларах юратнӑ, хисепленӗ пулӗччӗ! Упӑшки те, арӑмӗ те хӑйсене кӗҫӗнни пек тытсан, вӗсен хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленеҫҫӗ. (Филиппӑ 2:1—4 вуласа пар.)

15, 16. Давид 130-мӗш Псаломра мӗн тума хавхалантарнӑ тата ҫавна эпир пухура мӗнле тума пултаратпӑр?

15 Пухура. Ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсене мӗн килӗшнине тӳрех илмелле тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсене чӑтӑмлӑх ҫитсех каймасть тата кӗтсе тӑрасси вӗсемшӗн — чӗр нуша. Эпир хамӑра кӗҫӗне хума тӑрӑшатпӑр пулсан, пире Иеговӑна шанса, е кӗтсе, тӑма ҫӑмӑлрах. (Псалом 130:1—3 вуласа пар.) Хамӑра кӗҫӗне хуни тата Иеговӑна кӗтме хатӗр пулни пире пиллӗхсем кӳрӗ — эпир хамӑра канӑҫлӑ, лӑпкӑ тата телейлӗ туйӑпӑр. Ахальтен мар ӗнтӗ Давид Израиль ҫыннисене хӑйсен Туррине чӑтӑмлӑн кӗтме хавхалантарнӑ!

16 Хӑвна кӗҫӗне хурса Иеговӑна шаннипе, е кӗтнипе, эсӗ те хӑвна канӑҫлӑ туйма пултаратӑн (Пс. 41:6). Эсӗ «епископ [«надзиратель», ҪТ] пуласшӑн» тӑрӑшатӑн пулсан, «ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн» ҫунатӑн (1 Тим. 3:1—7). Паллах ӗнтӗ, надзиратель пулмашкӑн кирлӗ лайӑх енсене святой сывлӑш санра аталантартӑр тесе санӑн вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума тӑрӑшмалла. Анчах та ҫавна тума сана ыттисенчен нумайрах вӑхӑт кирлӗ пулсан, эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? Кам хӑйне кӗҫӗнни пек тытать тата пухури тивӗҫсене илес тесе тӳсӗмлӗн кӗтет, ҫавӑ малалла та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрӗ, хӑйне шанса панӑ кирек мӗнле ӗҫпе те кӑмӑллӑ пулӗ.

17, 18. а) Эпир каҫару ыйтни тата ыттисене каҫарма хатӗр пулни мӗнле усӑ парать? ӑ) Ытарӑшсем 6:1—5-мӗш сӑвӑ йӗркисенче мӗнле канаш панӑ?

17 Ыттисемпе хутшӑннӑ чухне. Ҫынсенчен нумайӑшне каҫару ыйтма питӗ йывӑр. Анчах та Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен йӑнӑшӗсене йышӑннипе тата каҫару ыйтнипе хӑйсене кӗҫӗне хума вӗренсе пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ыттисен йӑнӑшӗсене те каҫарма хатӗр. Мӑнкӑмӑллӑх ҫынсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерет, пӗр-пӗринчен уйӑрса ярать, ҫав вӑхӑтрах каҫарма пӗлни пухура пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать.

18 Эпир кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ ӗҫсене пула хамӑр сӑмаха тытаймарӑмӑр пулсан, тепринчен чӗререн каҫару ыйтмашкӑн пирӗн, тен, хамӑра кӗҫӗне хума тивӗ. Ҫакӑншӑн тепри те, тен, хӑш-пӗр енчен айӑплӑ пулма пултарать, анчах та хӑйне кӗҫӗне хуракан христианин хӑйӗн йӑнӑшӗсем ҫинчен шухӑшлать те вӗсене хатӗр пулсах йышӑнать. (Ытарӑшсем 6:1—5 вуласа пар.)

19. Библи пире хамӑра кӗҫӗнни пек тытма хавхалантарнӑшӑн мӗншӗн пирӗн кашнин пархатарлӑ пулмалла?

19 Библи пире хамӑра кӗҫӗнни пек тытма хавхалантарнӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ! Хӑш-пӗр чухне хамӑра кӗҫӗне хума йывӑр пулин те, Иегова пирӗнтен мӗн тери аслӑ пулни ҫинчен шухӑшлани, ҫавӑн пекех Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунине асра тытни пире ҫав чаплӑ лайӑх ене кӑтартма хавхалантарса тӑрӗ. Ҫавна туса тӑнипе эпир Иеговӑн хаклӑран та хаклӑ ӗҫлекенӗсем пулса тӑрӑпӑр. Ҫавӑнпа та пирӗнтен кашнийӗ хӑйне кӗҫӗнни пек тыттӑр.

[Сноска]

a Ятсене улӑштарнӑ.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]