Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑпа ҫывӑхлансах пырӑр

Иеговӑпа ҫывӑхлансах пырӑр

«Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (ИАК. 4:8).

1, 2. а) Сатана «мӗнле сӑтӑрлать»? ӑ) Турӑпа ҫывӑхланма пире мӗн пулӑшӗ?

 ИЕГОВА ТУРӐ ҫынсене хӑйӗнпе ҫывӑхланас туртӑмпа тунӑ. Анчах та Сатана пире хӑйӗн пек — пире Иегова кирлӗ мар тесе — шухӑшлаттарасшӑн. Ҫак суяна Сатана Эдемра Евӑна улталанӑранпах сарать (Пулт. 3:4—6). Ҫавӑнтанпа нумай ҫын, хӑйсене Турӑ кирлӗ мар тесе шутланипе, ҫав йӑнӑша тусах-тусах тӑнӑ.

2 Анчах эпир Сатанан ҫав танатине ҫакланассинчен сыхланма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен «шуйттан мӗнле сӑтӑрланине пӗлетпӗр» (2 Кор. 2:11). Сатана пире тӗрӗс мар йышӑнусем тума хӗтӗртсе Иеговӑран пӑрса яма тӑрӑшать. Унчченхи статьяра ӗҫ, вӑйӑ-кулӑ тата ҫемьери хутшӑнусем тӗлӗшӗнчен тӗрӗс йышӑнусем мӗнле тумаллине ӑнлантарса панӑччӗ. Ҫак статьяра Сатана пире илӗртме усӑ куракан тӑватӑ япала ҫинчен каланӑ: электронлӑ хатӗрсем, сывлӑх, укҫа-тенкӗ тата мӑнкӑмӑллӑх ҫинчен. Ҫавсем тӗлӗшӗнчен тӗрӗс йышӑну тӑватпӑр пулсан, эпир Турӑпа ҫывӑхланма пултаратпӑр (Иак. 4:8).

ЭЛЕКТРОНЛӐ ХАТӖРСЕМ

3. Компьютерпа усӑ курни ырӑ е сиен тума пултарнине тӗслӗхсемпе кӑтартса парӑр?

3 Хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ электронлӑ хатӗрсем пӗтӗм тӗнчипе анлӑ сарӑлнӑ. Вӗсемпе тӗрӗс усӑ курсан, ҫав хатӗрсем нумай усӑ пама пултараҫҫӗ. Анчах та тӗрӗс мар усӑ курсан, пире ҫӳлти Аттемӗртен пӑрса яма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, компьютерсене илер. Эсир халӗ вулакан брошюрӑна ҫырса, пичетлесе кӑлармашкӑн компьютерсемпе усӑ курнӑ. Тӗпчемешкӗн, пӗр-пӗринпе хутшӑнмашкӑн тата пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттермешкӗн компьютер питӗ лайӑх пулӑшма пултарать. Анчах та ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ компьютер технологийӗсем ҫинчен ытлашши шухӑшлас, вӗсемпе усӑ курма питӗ нумай вӑхӑт уйӑрас хӑрушлӑх пур. Сутӑҫсем ҫынсене, чи юлашки ҫӗнӗлӗхсене сирӗн илмеллех тесе ӳкӗтлеме пӗлеҫҫӗ. Пӗр ҫамрӑк ҫын планшетлӑ компьютера илес тесе ниҫта кайса кӗрейменрен хӑйӗн пӗр пӳрине вӑрттӑн сутнӑ. Пач шухӑшламасӑр тунӑ ӗҫ!

4. Пӗр арҫын тӑван компьютер умӗнче нумай вӑхӑт хушши ларас йӑларан мӗнле хӑтӑлнӑ?

4 Электронлӑ хатӗрсене пула сирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем пӑсӑлса пыраҫҫӗ пулсан, ку тата хӑрушӑрах. Йон * ятлӑ 28 ҫулхи арҫын тӑван Библи вӗренес вырӑнне компьютер умӗнче питӗ нумай вӑхӑт ирттеретӗп тесе каланӑ. Час-часах вӑл ҫӗрлечченех Интернетра ларнӑ. «Мӗн чухлӗ нумайрах ывӑнаттӑмччӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах чатран тухма е видеороликсене, хӑш-пӗр чухне йӗркеллех маррисене те, пӑхма чарӑнма йывӑрччӗ»,— аса илет вӑл. Ҫав япӑх йӑларан хӑтӑлас тесе Йон, хӑйне ҫывӑрма вӑхӑт ҫитсен, компьютерне хӑйне хӑйех сӳнмелле тунӑ. (Эфес 5:15, 16 вуласа пар.)

5, 6. а) Ачисем тӗлӗшӗнчен ашшӗ-амӑшӗн мӗнле яваплӑх пур? ӑ) Ачисем лайӑх ҫынсемпе хутшӑнччӑр тесе ашшӗ-амӑшӗ мӗн тума пултарать?

5 Ашшӗ-амӑшӗсем, ачусен кашни утӑмне сӑнаса тӑма кирлӗ мар, анчах та вӗсем компьютер умӗнче мӗн туса ларнине тӗрӗслесе тӑни питӗ кирлӗ. Эсир ҫакна ачасем ахаль ан ларччӑр, сире ан чӑрмантарччӑр тесе тумастӑр пулсан, вӗсем аттепе аннене пурпӗрех, эппин, мӗн тӑвас килнине пурне те тума юрать тесе шутлама пултарӗҫ. Сирӗн ачусем компьютер урлӑ аскӑн ӗҫе, хаяр вӑйӑсене ан явӑҫчӑр тата япӑх ҫынсемпе ан хутшӑнччӑр тесе тӑрӑшӑр. Сирӗн, ашшӗ-амӑшӗсен, хӑвӑр ачусене, ҫав шутрах ҫула ҫитмен ачусене те, Иеговӑран мӗн пӑрса яма пултарать, ҫавсенчен пуринчен те хӳтӗлес яваплӑх пур. Чӗрчунсем те хӑйсен ҫурисене хӳтӗлеҫҫӗ. Упа ами хӑйӗн ҫурине пӗр-пӗр хӑрушлӑхран сыхлас тесе мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. (Осия 13:8 танлаштарӑр.)

6 Хӑвӑр ачусене, вӗсене усӑ пама пултаракан тӗрлӗ ҫулхи христиансемпе хутшӑнма пулӑшӑр. Астӑвӑр, сирӗн ачасене эсир вӑхӑта вӗсемпе пӗрле ирттерни кирлӗ. Ҫавӑнпа вӗсемпе пӗрле выляс-кулас, ӗҫлес тата Турӑпа ҫывӑхланас тесе вӑхӑт тупӑр *.

СЫВЛӐХ

7. Мӗншӗн эпир пурте сывӑ пуласшӑн?

7 «Сывлӑхсем мӗнле?» Ҫынсем пӗр-пӗрне час-часах паракан ҫак ыйту чӑн пурнӑҫ начар пулнине кӑтартса парать. Адампа Ева Сатанана итлесе Иеговӑран пӑрӑнса кайнӑран эпир пурте чирлетпӗр. Ҫынсем чирленӗ чухне Сатана савӑнать, мӗншӗн тесен ун пек чухне вӗсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме йывӑртарах. Вилсен вӗсем Турӑшӑн пачах ӗҫлеймеҫҫӗ (Пс. 113:25). Ҫавӑнпа та эпир сывӑ пуласшӑн *. Ҫавӑн пекех пирӗн пухури тӑвансен сывлӑхӗпе ырлӑхӗшӗн те тӑрӑшмалла.

8, 9. а) Сывлӑх ҫинчен кӑна шухӑшлас мар тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Савӑнӑҫлӑ пулни мӗншӗн усӑллӑ?

8 Анчах та сывлӑх ҫинчен кӑна шухӑшламалла мар пирӗн. Хӑш-пӗрисем диетӑсем, эмелсем е сипленмелли меслетсем ҫинчен каласа парас тесе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳрессинчен те нумайрах вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Ҫавна тунӑ чухне вӗсем ыттисене пулӑшатпӑр тесе чунтан ӗненме пултараҫҫӗ. Ку ҫапла пулсан та, сипленмелли япаласене е косметикӑна Патшалӑх Залӗнче пуху умӗн е хыҫҫӑн е конгрессенче рекламӑласа ҫӳремелле мар. Мӗншӗн?

9 Эпир тӗлпулусене Библи вӗренме тата Туррӑн святой сывлӑшӗнчен килекен савӑнӑҫа илме ҫӳретпӗр (Гал. 5:22). Сипленмелли меслетсемпе япаласем ҫинчен кам та пулин калаҫасшӑн пулсан та, пухӑва ҫавсем ҫинчен калаҫас тӗллевпе йӗркелемен. Ҫавсем ҫинчен калаҫнипе ыттисене савӑнӑҫсӑр тӑратса хӑваратӑр (Рим 14:17). Ҫын хӑйӗн сывлӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшмаллине хӑй шутласа хурать. Унсӑр пуҫне пӗтӗм чиртен никам та сыватма пултараймасть. Чи лайӑх тухтӑрсем те ватӑлаҫҫӗ, чирлеҫҫӗ, юлашкинчен вилеҫҫӗ. Эппин, сывлӑхшӑн ытлашши тӑрӑшни пурнӑҫа тӑсма пултараймасть (Лука 12:25). Тепӗр енчен илес пулсан, «хаваслӑ чӗрелли, чиртен сыватнӑ [«савӑнӑҫлӑ чӗре, эмел», ҪТ] пекех, ырӑ тӑвать» (Ытар. 17:22).

10. а) Мӗнле лайӑх енсене Иегова илемлӗ тесе шутлать? ӑ) Хӑҫан эпир пӗтӗмпех сывалса ҫитӗпӗр?

10 Эпир тулашӗнчен мӗнлерех курӑнса тӑнине пирӗн асӑрхаса тӑмалла. Анчах та вӑхӑт пирӗн ҫине хӑварнӑ йӗрсене якатас тесе ытлашши тӑрӑшма кирлӗ мар. Ҫав йӗрсенче пурнӑҫ тутине пӗлни, тивӗҫлӗх тата ӑшри илем палӑрса тӑрать. Сӑмахран, Библире каланӑ: «Мухтав [«илем», ҪТ] тӳпи — шуралнӑ ҫӳҫ, вӑл — тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫинче» (Ытар. 16:31). Иеговӑна эпир тулашӗнчен мӗнлерех курӑннинчен ытларах шал енчен мӗнлерех ҫын пулни кирлӗ. Пирӗн те хамӑр ҫине ун пек пӑхма тӑрӑшмалла. (1 Петр 3:3, 4 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та хитререх курӑнас тесе ҫеҫ хӑрушӑ пулма пултаракан операцисемпе медицина процедурисене кайма килӗшнипе сывлӑха сиен тума кирлех-ши? Кирек миҫере пулсан та, сывлӑх кирек мӗнле пулсан та, чӑн-чӑн илем «Иеговӑн савӑнӑҫӗ» пурринчен килет (Неем. 8:10, ҪТ). Ҫӗнӗ тӗнчере кӑна эпир пӗтӗмпех сывалса ҫитӗпӗр те ҫамрӑк чухнехи пек илемлӗ пулӑпӑр (Иов 33:25; Ис. 33:24). Ҫав вӑхӑт ҫитиччен пирӗн ӑстӑнпа йышӑнусем тумалла та Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса ӗненмелле. Ҫакӑ пире халех савӑнса пурӑнма пулӑшӗ тата сывлӑхшӑн ытлашши пӑшӑрханса ҫӳреме памӗ (1 Тим. 4:8).

УКҪА-ТЕНКӖ

11. Мӗнле майпа укҫа-тенкӗ пире Иеговӑран пӑрса яма пултарать?

11 Укҫара та, тӗрӗс майсемпе укҫа тума тӑрӑшнинче те ним япӑххи те ҫук (Еккл. 7:12; Лука 19:12, 13). Анчах та «укҫана юратни» пире Иеговӑран пурпӗр пӑрса ярать (1 Тим. 6:9, 10). «Ҫак тӗнче хуйхи-суйхи», хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе ытлашши пӑшӑрханни, пире Иеговӑран уйӑрса яма пултарать. «Пуянлӑхпа улталанни» пирки те — пуянлӑх телейпе хӳтлӗх пама пултарать тесе йӑнӑш шухӑшлани пирки — ҫавнах калама пулать (Матф. 13:22). Пӗр вӑхӑтрах «никам та» Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пултараймасть тесе тӳррӗн каланӑ Иисус (Матф. 6:24).

12. Мӗнле майсемпе ҫынсем хӑвӑртах пысӑк укҫа тума тӑрӑшаҫҫӗ тата ҫавӑн пек тӗрӗс мар тӑвассинчен мӗнле пӑрӑнма пулать?

12 Укҫа-тенкӗ пирки чи кирли тесе шутлани тӗрӗс мар ӗҫсем патне илсе пыма пултарать (Ытар. 28:20). Хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑнах пуяс тесе хӑш-пӗрисем лоторей билечӗсем илнӗ е финанс пирамидисене хутшӑннӑ, ҫав ӗҫе пухури тӑвансене те явӑҫтарнӑ. Теприсем укҫана пӗр-пӗр ӗҫе хывсан, каялла ӑна пысӑк процентпа илме пулать тесе каланине ӗненнӗ. Ҫӑткӑнлӑха пула пӗр-пӗр ӗҫе хутшӑнса нумай укҫа ҫухатма пулать. Ҫавӑнпа та ҫӑткӑн пулас мар тесе тӑрӑшӑр. Ялан тенӗ пекех пысӑк укҫана хӑвӑрт ӗҫлесе илме май ҫук.

13. Иегова пире укҫа ҫине мӗнле пӑхтарасшӑн?

13 «Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне» эпир мала хуратпӑр пулсан, Иегова пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине ӗҫлесе илес тесе вӑй хунине пиллӗ (Матф. 6:33, ҪХ; Эф. 4:28). Унӑн пире ӗҫрен шутсӑр ӗшенсе килнӗ хыҫҫӑн тӗлпулусенче ҫывӑрса е Патшалӑх Залӗнче укҫашӑн пӑшӑрханса лартас килмест. Анчах та ҫак тӗнчере нумайӑшӗ укҫа ӗҫлесе илес тесе пӗтӗм вӑя хурсан ҫеҫ ытлӑ-ҫитлӗ, малашлӑх пирки ним хӑрамасӑр пурӑнма пулать тесе шутлаҫҫӗ. Час-часах вӗсем хӑйсен ачисене ҫавнашкал тӗллевсем лартма хистеҫҫӗ. Ҫавӑн пек шухӑшсем ӑссӑр пулнине Иисус кӑтартса панӑ. (Лука 12:15—21 вуласа пар.) Иисусӑн сӑмахӗсем пире Гиезие аса илтереҫҫӗ. Вӑл пӗр вӑхӑтрах ҫӑткӑн та пулма пулать, Иеговӑпа та туслӑ пулма пулать тесе шутланӑ (4 Патш. 5:20—27).

14, 15. Мӗншӗн укҫа-тенкӗ пире хӳтлӗх парать тесе шутлани тӗрӗс мар? Тӗслӗх илсе парӑр.

14 Хӑш-пӗр чухне ӑмӑрткайӑксем хӑйсем йӑтма пултарайман пулӑсене ярса илнӗрен путса вилнӗ, мӗншӗн тесен тупӑша хӑйсен чӗрнинчен вӗҫертесшӗн пулман. Христианинпа ҫавӑн пекки пулма пултарать-и? «Эпӗ хам пирки питӗ перекетлӗ ҫын тесе шутлатӑп,— калать Алекс ятлӑ старейшина.— Эпӗ шампуне бутылкӑран ытларах юхтарса кӑлартӑм пулсан, ӑна каялла яма тӑрӑшатӑп». Ҫапах та Алекс хӑвӑрт нумай укҫа тӑвӑп та ӗҫрен тухӑп, вара пионер пулса ӗҫлеме пуҫлӑп тесе шутласа фонд биржинче суту-илӳ тума тытӑннӑ. Ҫавӑнпа вӑл акцисене мӗнле сутмалли, мӗнле илмелли ҫинчен ытларах та ытларах вӗренме пуҫланӑ. Хӑй пухса пынӑ укҫи ҫумне брокерсенчен кивҫен илнине хушса вӑл акцисем илнӗ. Аналитиксем каланӑ тӑрӑх вӗсен хакӗ ӳссе пымалла пулнӑ. Анчах та хакӗсем ӳсес вырӑнне питӗ йӳнелсе кайнӑ. «Эпӗ хамӑн укҫана каялла тавӑрасшӑнччӗ,— аса илет Алекс.— Кӑшт тӑхтасан, акцисен хакӗсем ӳсес пек туйӑнатчӗ мана».

15 Темиҫе уйӑх хушши Алекс ҫавӑнсӑр пуҫне урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшлама пултарайман. Иеговӑшӑн ӗҫлессине мала хума ӑна йывӑр пулнӑ тата вӑл ҫывӑрайми пулса ларнӑ. Анчах акцисен хакӗ пурпӗр ӳсмен. Алекс пӗр пус укҫасӑр тӑрса юлнӑ, ҫавӑн пекех унӑн хӑйӗн ҫуртне сутса яма тивнӗ. «Эпӗ хамӑн ҫемьене нумай хуйхӑ кӑтартрӑм»,— тет вӑл. Анчах та вӑл ҫавӑнтан питӗ лайӑх ӑса вӗреннӗ. «Халӗ эпӗ ҫакна пӗлетӗп,— калать вӑл,— Сатанан тӗнчине шанаканӑн кирек камӑн та хуйхӑрмаллипех хуйхӑрма тивӗ» (Ытар. 11:28). Тӗрӗссипе каласан, хамӑрӑн укҫана, инвестицисене е ҫак тӗнчере укҫа тума май пуррине шанни вӑл «ҫак тӗнченӗн туррине», Сатанана, шаннипе пӗрех (2 Кор. 4:4; 1 Тим. 6:17). Алекс ырӑ хыпар сарма нумайрах вӑхӑт уйӑрас тесе хӑйӗн пурнӑҫӗнче улшӑнусем тунӑ. Ҫакӑ ӑна та, ҫемйине те телейлӗрех тунӑ, Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнӑ. (Марк 10:29, 30 вуласа пар.)

МӐНКӐМӐЛЛӐХ

16. Мӗнпе пирӗн мухтанмалла, анчах та хамӑр ҫинчен ытлашшине шухӑшлани мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?

16 Иегова Свидетелӗсем пулнипе пирӗн мухтанмалла (Иер. 9:24). Хамӑра виҫине пӗлсе хисеплени пире тӗрӗс йышӑнусем тума тата Туррӑн ҫӳллӗ шайра тӑракан нормисем тӑрӑх пурӑнма пулӑшать. Анчах хамӑра мӑнна хунипе тата хамӑр шухӑшсем чи лайӑххи тесе шутланипе эпир Иеговӑран пӑрӑнса кайма пултаратпӑр (Пс. 137:6; Рим 12:3).

17, 18. а) Библире каланӑ ҫынсенчен хӑшӗ хӑйне кӗҫӗне хунӑ, хӑшӗ ҫав тери мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ? ӑ) Хӑйне мӑнкӑмӑллӑх Иеговӑран пӑрса ан ятӑр тесе пӗр арҫын тӑван мӗн тунӑ?

17 Библире мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ ҫынсем пирки те, хӑйсене кӗҫӗне хунӑ ҫынсем пирки те каланӑ. Давид патша хӑйне кӗҫӗне хурса Иеговӑран мӗн тумаллине ыйтсах тӑнӑ, Иегова вара ӑна ҫавӑншӑн пилленӗ (Пс. 130:1—3). Иегова мӑнкӑмӑллӑ патшасене, Навуходоносорпа Валтасара, мӗскӗнлетнӗ (Дан. 4:27—34; 5:22—30). Эпир хамӑра кӗҫӗне хуракан ҫынсем пулнипе пулманнине тӗрӗслекен ӗҫсем пирӗнпе те пулкалаҫҫӗ. Райан, 32 ҫулхи пулӑшакан ӗҫчен, тепӗр пухӑва куҫнӑ пулнӑ. Вӑл каласа парать: «Мана кӗҫех старейшина пулма суйласа лартӗҫ тесе шутланӑччӗ эпӗ, анчах та ҫулталӑк иртсен те мана старейшина тумарӗҫ». Хӑйне тивӗҫлипе хакламан тесе шутласа старейшинӑсем ҫине ҫилленнӗ-и вӑл е кӳреннӗ-и? Тӗлпулусене вӑл ҫӳреме пӑрахнӑ-и? Мӑнкӑмӑллӑхӗ ӑна Иеговӑран тата унӑн халӑхӗнчен пӑрса янӑ-и? Ун вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?

18 «Пирӗн публикацисенче вӑрахчен пурнӑҫланман ӗмӗт ҫинчен мӗн тупма пултарнине пурне те тупса вуласа тухрӑм»,— аса илет Райан (Ытар. 13:12). «Манӑн тӳсӗмлӗ пулма тата хама кӗҫӗне хума вӗренме кирлине эпӗ ӑнланма пуҫларӑм. Иеговӑна хама вӗрентме памалла пулнӑ манӑн»,— калать вӑл. Райан хӑйӗн ҫинчен сахалрах шухӑшлама пуҫланӑ, ытларах пухури тӑвансене тата сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакан ҫынсене мӗнле пулӑшас тесе шухӑшланӑ. Кӗҫех вӑл темиҫе ҫынпа Библи вӗренме тытӑннӑ. «Ҫулталӑк ҫурӑ иртсен, кӗтмен-туман ҫӗртен, мана старейшина пулма суйласа лартрӗҫ,— тет вӑл.— Ҫав вӑхӑт тӗлнелле эпӗ ҫавӑн ҫинчен пӑшӑрханма та пӑрахнӑччӗ, мӗншӗн тесен сӑваплӑ ӗҫ ҫинчен кӑна шухӑшлаттӑмччӗ». (Псалом 36:3, 4 вуласа пар.)

ИЕГОВӐПА ХӐВӐР ХУШӐРИ ТУСЛӐХА ХАКЛӐР!

19, 20. а) Кулленхи ӗҫсем пире Иеговӑран пӑрса ан яччӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи туслӑха хакланӑ ҫынсенчен хӑшӗн пек пулас тесе эпир тӑрӑшма пултаратпӑр?

19 Ҫак тата унчченхи статьяра мӗн калани пурте пирӗн пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ. Иегова Свидетелӗсем пулнипе эпир мухтанатпӑр. Телейлӗ ҫемье тата лайӑх сывлӑх — Иегова панӑ чи лайӑх парнесенчен хӑшӗ-пӗрисем. Ӗҫпе укҫа-тенкӗ пире хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерме пулӑшнине эпир ӑнланатпӑр. Кану пире вӑй панине тата электронлӑ хатӗрсем усӑллӑ пулма пултарнине эпир пӗлетпӗр. Анчах та пӗр-пӗр ӗҫе хӑй вӑхӑтӗнче мар тата питӗ нумай вӑхӑт хушши тӑватпӑр пулсан е ҫавӑ Турра пуҫҫапма чӑрмантарать пулсан, эпир Иеговӑран пӑрӑнса кайма пултаратпӑр.

20 Сатана пире шӑп ҫавна тутарасшӑн та. Анчах та эсир хӑвӑра та, хӑвӑр ҫемйӳне те хӳтӗлеме пултаратӑр! (Ытар. 22:3.) Иеговӑпа ҫывӑхланӑр та унпа хӑвӑр хушӑри туслӑха хаклӑр. Ҫав тӗлӗшрен пире Библире каланӑ нумай тӗслӗх пулӑшма пултарать. Енохпа Ной «Турӑ умӗнче ҫӳренӗ» (Пулт. 5:22; 6:9). Моисей «Курӑнманскере курса тӑнӑ пек... тӗреклӗ тӑнӑ» (Евр. 11:27). Турӑ Иисуса пӗрмай пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен вӑл яланах хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне юрӑхлине туса тӑнӑ (Иоанн 8:29). Вӗсем пек пулма тӑрӑшӑр. «Ялан савӑнӑр. Чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр. Пуриншӗн те тав тӑвӑр» (1 Фес. 5:16—18). Ниме те хӑвӑра Иеговӑран пӑрса яма ан парӑр!

^ Ятсене улӑштарнӑ.

^ 2011 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче тухнӑ «Как воспитать ребенка ответственным человеком» брошюрӑна пӑхӑр.

^ 2011 ҫулхи март уйӑхӗнче тухнӑ «Пять секретов здоровья» брошюрӑна пӑхӑр.