Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Библи мӗн калать

Библи мӗн калать

Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе кӗлтумалла?

Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата вӑл мӗнле пиллӗхсем парасси ҫинчен сирӗн ытларах пӗлес килет-и?

Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — пӗлӗтри правительство. Иисус Христос хӑй хыҫҫӑн пыракансене Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе кӗлтума хушнӑ, мӗншӗн тесен ҫак Патшалӑх ҫеҫ ҫӗр ҫинче тӳрӗлӗхпе тӑнӑҫлӑх туса парӗ. Ҫынсен пӗр правительстви те пусмӑра, тӗрӗсмарлӑха тата чир-чӗре пӗтерсе хума пултараймасть, Турӑ Патшалӑхӗ вара ҫак йывӑрлӑхсене татса пама пултарать тата вӑл ҫавна тӑватех. Турӑ хӑйӗн Ывӑлне, Иисуса, ҫак Патшалӑхӑн Патши пулма лартнӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова шанчӑклӑ христиансен ушкӑнне Иисуспа пӗрле ҫак Патшалӑхра ертсе пыма суйласа илнӗ. (Лука 11:2; 22:28—30 вулӑр.)

Турӑ Патшалӑхӗ Туррӑн влаҫне хирӗҫ пыракансене кӗҫех явап тыттарӗ. Ҫавӑнпа Турӑ Патшалӑхӗ килесси ҫинчен кӗлтунипе эпир, чӑннипе каласан, ҫынсен пӗтӗм правительстви вырӑнне Туррӑн правительстви пултӑр тесе ыйтатпӑр. (Даниил 7:13, 14; Ӳлӗмхине 11:15, 18 вулӑр.)

Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ чи лайӑх правительство?

Иисус — чи лайӑх Патша, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Туррӑн Ывӑлӗ, ҫавӑнпа Турӑран йӑлӑнса пулӑшу ыйтакансене пурне те пулӑшма унӑн вӑй-хӑват пур. (Псалом 71:8, 12—14 вулӑр.)

Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе чун-чӗререн кӗлтӑвакан тата Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пурӑнакан ҫынсене пурне те ҫак Патшалӑх нумай пиллӗх парӗ. Ҫавӑнпа эпир сире Библире ҫак Патшалӑх ҫинчен мӗн каланине ытларах пӗлме чӗререн хавхалантаратпӑр. (Лука 18:16, 17; Иоанн 4:23 вулӑр.)