Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Христосӑн тӑванӗсене пулӑшӑр, шанчӑклӑ пулӑр

Христосӑн тӑванӗсене пулӑшӑр, шанчӑклӑ пулӑр

«Эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗришӗн ҫапла турӑр та — вӑл Маншӑн туниех пулчӗ» (МАТФ. 25:40).

1, 2. а) Иисус хӑйӗн ҫывӑх тусӗсене мӗнле ытарлӑхсем каласа панӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑхпа ҫыхӑннӑ мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?

ИИСУС хӑйӗн ҫывӑх тусӗсемпе калаҫать: Петрпа, Андрейпа, Иаковпа тата Иоанпа. Вӑл тин кӑна вӗсене шанчӑклӑ та ӑслӑ чура, вунӑ хӗр тата талантсем ҫинчен калакан ытарлӑхсене каласа панӑ. Юлашкинчен Иисус тепӗр ытарлӑх илсе парать. Вӑл «Этем Ывӑлӗ... пур халӑхсене те» суд тӑвас вӑхӑт ҫинчен калать. Ҫак сӑмахсем мӗн тери тӗлӗнтернӗ пулӗ унӑн вӗренекенӗсене! Ҫав ытарлӑхра Иисус ҫынсен икӗ ушкӑнӗ ҫинчен тӗплӗн каласа парать: вӗсенчен пӗрисене сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ, теприсене — качакасем вырӑнне. Кусемсӗр пуҫне Иисус питӗ пӗлтерӗшлӗ виҫҫӗмӗш ушкӑн ҫинчен — Патшан тӑванӗсем ҫинчен асӑнать. (Матфей 25:31—46 вуласа пар.)

2 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тахҫантанпах ҫак ытарлӑхпа интересленеҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта Иисус ҫынсемпе малашне мӗн пуласси ҫинчен каласа панӑ. Вӑл мӗншӗн пӗрисем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илессине, ҫав вӑхӑтрах мӗншӗн теприсем ӗмӗрлӗхех пӗтессине ӑнлантарса панӑ. Апла пулсан, пирӗн пурнӑҫ Иисусӑн сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнланнинчен тата вӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑннинчен килет. Акӑ мӗншӗн пирӗн ҫак ыйтусен хуравӗсене тупмалла: Иегова пире ҫак ытарлӑха ӑнланма мӗнле пулӑшса тӑнӑ? Мӗншӗн ҫак ытарлӑхра ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине палӑртнӑ теме пулать? Камӑн ырӑ хыпара сармалла? Мӗншӗн хальхи вӑхӑтра Патшана тата унӑн тӑванӗсене шанчӑклӑ пулмалла?

ИЕГОВА ПИРЕ ҪАК ЫТАРЛӐХА ӐНЛАНМА МӖНЛЕ ПУЛӐШНӐ?

3, 4. а) Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑха ӑнланас тесен пирӗн мӗн пӗлмелле? ӑ) 1881 ҫулта «Сион хурал башнинче» (акӑл.) ҫак ытарлӑха мӗнле ӑнлантарса панӑ?

3 Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑха ӑнланас тесен пирӗн, пӗрремӗшӗнчен, унта камсем пирки каланине, иккӗмӗшӗнчен, суд вӑхӑчӗ хӑҫан ҫитессине тата, виҫҫӗмӗшӗнчен, мӗншӗн пӗрисене сурӑхсем вырӑнне, теприсене качакасем вырӑнне хунине пӗлмелле.

4 1881 ҫулта «Сион хурал башнинче» (акӑл.) каланӑ тӑрӑх, «Этем Ывӑлӗ», е «Патша», вӑл — Иисус. Ун чухне Библи Тӗпчекенсем «Манӑн... тӑвансем» тени вӑл Христоспа пӗлӗтре ертсе пыракансене те, пӗр ҫитменлӗхлӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакан пӗтӗм этемлӗхе те пӗлтерет тесе шутланӑ. Библи Тӗпчекенсен шучӗпе, Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне сурӑхсемпе качакасене пӗр-пӗринчен уйӑрмалла пулнӑ. Туррӑн юрату саккунӗпе пурӑнакансене сурӑхсем вырӑнне хурӗҫ тесе ӗненнӗ вӗсем.

5. Туррӑн ӗҫлекенӗсем 1923 ҫулта сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑха мӗнле ӑнланнӑ?

5 Каярахпа Иегова пулӑшнине пула ҫак ытарлӑха лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ. 1923 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнинче» (акӑл.) каллех «Этем Ывӑлӗ» вӑл Иисус тесе палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех унта Христосӑн тӑванӗсемпе сурӑхсем камсем иккенне Библи тӑрӑх ӑнлантарса панӑ пулнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, Христосӑн тӑванӗсем вӗсем — унпа пӗрле пӗлӗтре патшара ларакансем, сурӑхсем — Христос Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем. Сурӑхсемпе качакасене пӗр-пӗринчен хӑҫан уйӑрма пуҫлӗҫ? Статьяра Пин ҫулхи Патшалӑх ертсе пынӑ чухне Христосӑн тӑванӗсем унпа пӗрле пӗлӗтре патшара ларӗҫ, ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинче пурӑнакансем вӗсене ун чухне пулӑшма та, пулӑшас мар теме те пултараймӗҫ тесе ҫырнӑ. Апла пулсан, Пин ҫулхи Патшалӑх ертсе пыма пуҫличчен сурӑхсемпе качакасене пӗр-пӗринчен уйӑрма тытӑнмалла пулнӑ. Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсене сурӑхсем вырӑнне хурӗҫ? Ҫакӑ ҫын Иисуса хӑйӗн Хуҫи вырӑнне хунипе хуманнинчен тата Патшалӑх чи лайӑх пурнӑҫ туса пама пултарнине ӗненнипе ӗненменнинчен килет тесе палӑртнӑ пулнӑ статьяра.

6. 1990 ҫулсенче ытарлӑха эпир унччен мӗнле ӑнланни епле улшӑннӑ?

6 Ҫакӑн пек ҫӗнӗлле ӑнланма пуҫланине пула Иеговӑн халӑхӗ ҫак тӗнче вӗҫленес вӑхӑтра Патшалӑх хыпарне мӗнле йышӑнни тӑрӑх ҫынсене е сурӑхсем вырӑнне, е качакасем вырӑнне хурӗҫ тесе шутланӑ. Анчах та 1990 ҫулсенче эпир ҫак ытарлӑха тата лайӑхрах ӑнланма пуҫларӑмӑр. 1995 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнин» (выр.) икӗ статьинче Матфей 24:29—31-мӗшӗнче (вуласа пар) тата Матфей 25:31, 32-мӗшӗнче (вуласа пар) ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсенчи пӗрпеклӗхсене палӑртнӑ та Иисус ҫынсене хӑрушла асап вӑхӑтӗнче, «Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе» килнӗ чухне, суд тӑвӗ тесе ӑнлантарса панӑ *.

7. Ҫак ытарлӑха эпир халӗ мӗнле ӑнланатпӑр?

7 Халӗ эпир сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑха лайӑх ӑнланатпӑр. Унта камсем ҫинчен каланине эпир пӗлетпӗр. «Этем Ывӑлӗ», е Патша, вӑл — Иисус, унӑн тӑванӗсем — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем, вӗсем вара Христоспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларӗҫ (Рим 8:16, 17). Сурӑхсемпе качакасем вӗсем пур халӑх ҫыннине те пӗлтереҫҫӗ, вӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартман. Суд вӑхӑчӗ хӑҫан пуҫланать? Ҫакӑ хӑрушла асап вӑхӑчӗ вӗҫленес умӗн пулӗ, ҫак вӑхӑт вара кӗҫех ҫитет. Мӗншӗн пӗрисене сурӑхсем вырӑнне, теприсене качакасем вырӑнне хурӗҫ? Вӗсем хӑйсене Христосӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӗсемпе мӗнле тытни тӑрӑх вӗсене суд тӑвӗҫ. Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та Иегова пире ҫак ытарлӑха тата Матфейӑн 24-мӗшпе 25-мӗш сыпӑкӗсенче ҫырса хунӑ ытти ытарлӑхсене майӗпен ӑнланма пулӑшнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ!

ҪАК ЫТАРЛӐХРА ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪ ПИТӖ КИРЛӖ ПУЛНИНЕ МӖНЛЕ ПАЛӐРТНӐ?

8, 9. Мӗншӗн Иисус сурӑхсем пирки «сӑваплисем» тенӗ?

8 Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑхра Иисус ырӑ хыпар сарасси ҫинчен тӳррӗн асӑнман. Апла пулсан, мӗншӗн ҫак ытарлӑхра ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине палӑртнӑ теме пулать?

9 Пӗрремӗшӗнчен, Иисус ытарлӑхпа усӑ курса вӗрентнӗ, апла пулсан, вӑл ахаль сурӑхсемпе ахаль качакасем ҫинчен каламан паллах. Ҫавӑн пекех вӑл кашни ҫыннӑн Христосӑн тӑванӗсене ҫитермелле, тӑхӑнтармалла, пӑхмалла е вӗсем тӗрмере ларнӑ чухне вӗсем патне кайса ҫӳремелле тесе те каласшӑн пулман. Ун вырӑнне вӑл ҫак сӑнарлӑ сурӑхсем хӑйсене хӑйӗн тӑванӗсемпе мӗнле тытни ҫинчен каланӑ. Вӑл сурӑхсем пирки «сӑваплисем» тенӗ, мӗншӗн тесен вӗсем святой сывлӑшпа суйласа лартнисене Христосӑн тӑванӗсем вырӑнне хураҫҫӗ тата вӗсене шанчӑклӑ пулса ҫак йывӑр юлашки кунсенче пулӑшса тӑраҫҫӗ (Матф. 10:40—42; 25:40, 46; 2 Тим. 3:1—5).

10. Сурӑхсем Христосӑн тӑванӗсене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

10 Иккӗмӗшӗнчен, Иисус каланӑ сӑмахсен контекстне пӑхса тухар. Вӑл хӑй пуррине тата ҫак тӗнче вӗҫленессине кӑтартакан паллӑ ҫинчен каланӑ (Матф. 24:3). Ун чухне вӑл ҫав паллӑн ҫакӑн пек уйрӑмлӑх пулӗ тесе палӑртнӑ: «Пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ» (Матф. 24:14, ҪХ). Шӑпах сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑха каласа парас умӗн вӑл талантсем ҫинчен калакан ытарлӑха илсе панӑ. Иисус ҫак ытарлӑхпа усӑ курса хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсене, хӑйӗн «тӑванӗсене», ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӑрӑшса тума кирлине кӑтартасшӑн пулнӑ тесе палӑртнӑччӗ унчченхи статьяра. Анчах та святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен сахаллӑшӗ кӑна ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ, тумалли ӗҫ вара питӗ нумай! Святой сывлӑшпа суйласа лартнисене ырӑ хыпара пӗтес вӑхӑт ҫитиччен «пур халӑха та» пӗлтерме хушнӑ. Анчах та сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑхра святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пулӑшу парӗҫ тенӗ. Камсене сурӑхсем вырӑнне хурӗҫ, ҫавсем Христосӑн тӑванӗсемшӗн тӑрӑшнине пуринчен ытла вӗсене ырӑ хыпар сарма пулӑшнипе кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑн пек пулӑшу шутне мӗн кӗрет? Укҫа-тенкӗпе пулӑшни-и, хавхалантарни-и е тата урӑххи-и?

КАМӐН ЫРӐ ХЫПАРА САРМАЛЛА?

11. Мӗнле ыйту сиксе тухма пултарать тата мӗншӗн?

11 Хальхи вӑхӑтра Христосӑн ҫӗр ҫинче сакӑр миллиона яхӑн вӗренекен пур, вӗсенчен чылайӑшне святой сывлӑшпа суйласа лартман. Иисус хӑйӗн таланчӗсене вӗсене мар, хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ чурисене шанса панӑ (Матф. 25:14—18). Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ыйту сиксе тухма пултарать: святой сывлӑшпа суйласа лартманнисен ырӑ хыпара сармалла-и? Айтӑр мӗншӗн сарма кирлине кӑтартакан темиҫе сӑлтава пӑхса тухар.

12. Матфей 28:19, 20-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсенчен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр?

12 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пурне те ырӑ хыпар сарма хушнӑ. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене вӗренекенсене хатӗрлеме тата ҫав ҫӗнӗ вӗренекенсене хӑй «мӗн хушнине пурне те» тытса пурӑнма вӗрентме хушнӑ. Ҫак хушу шутне ырӑ хыпар сарас ӗҫ те кӗнӗ. (Матфей 28:19, 20 вуласа пар.) Апла пулсан, Христосӑн вӗренекенӗсен пурин те — пӗлӗтре пурӑнма шанакансен те, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансен те — ырӑ хыпар сармалла (Ап. ӗҫ. 10:42).

13. Иоанн курнӑ курӑнуран мӗн пӗлме пулать тата мӗншӗн?

13 Ӳлӗмхине кӗнеке тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа лартнисен те, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансен те ырӑ хыпара сармалла. Иисус панӑ курӑнура Иоанн апостол ҫынсене «чӗрӗлӗх шывне ахалех» илме чӗнекен «ҫураҫнӑ хӗре» курнӑ. Ҫак ҫураҫнӑ хӗр святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ 144 000 ҫынна пӗлтерет, вӗсем Христоспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларӗҫ (Ӳлӗм. 14:1, 3; 22:17). Ҫав сӑнарлӑ шыв вӑл Иегова ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни урлӑ мӗн пама пулнине пурне те пӗлтерет (Матф. 20:28; Иоанн 3:16; 1 Иоанн 4:9, 10). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни ҫинчен тата ҫав парне мӗнле усӑ пама пултарни ҫинчен ҫынсене хастарлӑн пӗлтерсе тӑраҫҫӗ (1 Кор. 1:23). Анчах та Иоанн курӑнура ҫураҫнӑ хӗр шутне кӗмен ҫынсен ушкӑнне те курнӑ. Вӗсене те: «Кил!» — теме хушнӑ. Вӗсем ҫак хушӑва итлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫынсене чӗрӗлӗх шывне илме чӗнеҫҫӗ. Ҫак иккӗмӗш ушкӑн вӑл — ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан ҫынсем. Апла пулсан, ҫак курӑну ҫакна кӑтартса парать: «кил» тесе чӗннине кам йышӑнать, ҫавсен пурин те ырӑ хыпара ыттисене каласа памалла.

14. «Христос саккунне» эпир мӗнле пӑхӑнса тӑратпӑр?

14 «Христос саккунне» пӑхӑнса тӑракансен пурин те ырӑ хыпар сармалла. (Гал. 6:2). Иегова пур ҫын та пӗр саккуна тытса тӑччӑр тет. Сӑмахран, вӑл израильтянсене ҫапла каланӑ: «Ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫыншӑн та, сирӗн хушшӑра ютран килсе вырӑнаҫнӑ ҫыншӑн та пӗр саккун пултӑр» (Тух. 12:49; Лев. 24:22). Христиансем Моисей саккунне тытса тӑмаҫҫӗ. Анчах та эпир пурте, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ-и пире е ҫук, «Христос саккунне» пӑхӑнса тӑратпӑр. Ҫак саккун шутне Иисус мӗне вӗрентнӗ, ҫавсем пурте кӗреҫҫӗ. Пуринчен ытла вӑл хӑй хыҫҫӑн пыракансене юратма вӗрентнӗ (Иоанн 13:35; Иак. 2:8). Апла пулсан, Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарасси вӑл — Турра, Христоса тата ҫынсене юратнине кӑтартмалли чи чаплӑ майсенчен пӗри (Иоанн 15:10; Ап. ӗҫ. 1:8).

15. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн пур вӗренекенне те ырӑ хыпар сарма хушнӑ теме пулать?

15 Иисус пӗчӗк ушкӑна каланӑ сӑмахсем пысӑк ушкӑнпа та ҫыхӑнма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Иисус хӑйӗн 11 вӗренекенӗпе Патшалӑх пирки килӗшӳ тунӑ, анчах та ҫак килӗшӳ 144 000-ӗшӗпе пуринпе те ҫыхӑннӑ (Лука 22:29, 30; Ӳлӗм. 5:10; 7:4—8). Ҫавӑн пекех Иисус хӑйӗн хӑш-пӗр вӗренекенӗсене кӑна — вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан кама хӑй курӑннӑ, ҫавсене — ырӑ хыпар сарма хушнӑ (Ап. ӗҫ. 10:40—42; 1 Кор. 15:6). Анчах та пӗрремӗш ӗмӗрти шанчӑклӑ христиансем пурте, Иисус мӗн каланине хӑйсем илтмен пулин те, ҫак хушӑва пурнӑҫлама кирлине ӑнланнӑ (Ап. ӗҫ. 8:4; 1 Петр 1:8). Хальхи вӑхӑтра та Иисус сакӑр миллион Патшалӑх хыпарҫипе нихӑшӗпе те куҫа-куҫӑн калаҫман. Анчах та вӗсем пурте Христоса чӑннипех ӗненнине ырӑ хыпар сарнипе кӑтартмаллине ӑнланаҫҫӗ (Иак. 2:18).

ХАЛӖ УЙРӐМАХ ШАНЧӐКЛӐ ПУЛМАЛЛА

16—18. Христосӑн тӑванӗсене шанчӑклӑ пулас, пулӑшас тесен пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн пирӗн ҫавна халӗ тумалла?

16 Христосӑн тӑванӗсене, ҫӗр ҫинче халӗ те пурӑнаканскерсене, хирӗҫ Сатана вӑрҫӑ вӑрҫать. Вӑл вӗсем ҫине тата хаяртарах тапӑнӗ, мӗншӗн тесен «хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине» пӗлет (Ӳлӗм. 12:9, 12, 17). Сатана тапӑннине пӑхмасӑрах, святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыраҫҫӗ, ҫавна пула халӗ нихӑҫанхинчен те ытларах ҫын ырӑ хыпара илтет. Чӑнах та, Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пулӑшса тӑни тата вӗсене ертсе пыни уҫӑмлӑ курӑнса тӑрать (Матф. 28:20).

17 Христосӑн тӑванӗсене ырӑ хыпар сарма пулӑшасси вӑл пирӗншӗн пысӑк чыс. Унсӑр пуҫне эпир Патшалӑх залӗсене, Конгресс залӗсене, филиалсене тӑвас ӗҫе хутшӑннипе тата укҫа-тенкӗпе пулӑшатпӑр. «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» суйласа лартнӑ старейшинӑсене тата арҫын тӑвансене кӑмӑлтан итлесе тӑнипе эпир Христосӑн тӑванӗсене пулӑшас килнине кӑтартатпӑр (Матф. 24:45—47; Евр. 13:17).

Эпир Христосӑн тӑванӗсене тӗрлӗ майпа пулӑшатпӑр (17-мӗш абзаца пӑхӑр.)

18 Кӗҫех святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫине юлашки хут яланлӑхах пичет лартӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ангелсем «ҫӗрӗн тӑватӑ ҫилне» тытса тӑма пӑрахӗҫ, вара хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланӗ (Ӳлӗм. 7:1—3). Армагеддон умӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пӗлӗт ҫине илӗҫ (Матф. 13:41—43). Ҫавӑнпа та Иисус килнӗ чухне пире сурӑхсем вырӑнне хуччӑр тетпӗр пулсан, пирӗн халех Христосӑн тӑванӗсене шанчӑклӑ пулмалла, пулӑшса тӑмалла.

^ 6 абз. Ҫак ытарлӑха 1995 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнинчи» (выр.) «Каким предстанешь перед судебным престолом ты?» тата «Какое будущее ждет овец и козлов?» статьясенче тӗплӗнрех пӑхса тухнӑ.