Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | БИБЛИ ВӖРЕНЕС КИЛЕТ-И СИРӖН?

Библи вӗренмелли программа — пурин валли те

Библи вӗренмелли программа — пурин валли те

Иегова Свидетелӗсене ырӑ хыпар сарса ҫӳрени тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Анчах та пирӗн пӗтӗм тӗнчери ҫынсем валли Библи вӗренмелли программа пуррине эсир илтнӗ-и?

2014 ҫулта 8 000 000 ытла Иегова Свидетелӗ 240 ҫӗршывпа территорире кашни уйӑхрах 9 500 000-е яхӑн Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ *. Библи вӗренекен ҫынсен шучӗ хӑш-пӗр ҫӗршывсенчи халӑх шутӗнчен те нумайрах — ҫавнашкал ҫӗршывсем вара 140-е яхӑнах!

Ҫак вӗренмелли программӑна пурнӑҫа кӗртес тесе Иегова Свидетелӗсем кашни ҫулах Библисем, кӗнекесем, журналсем, Библи вӗренмелли ытти публикацисем миллиард ҫурӑ патнеллех пичетлесе кӑлараҫҫӗ — тата 700-е яхӑн чӗлхепе! Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе пула ҫынсем Библие тӑван чӗлхипе вӗренме пултараҫҫӗ.

БИБЛИ ВӖРЕНМЕЛЛИ ПИРӖН ПРОГРАММА ҪИНЧЕН ТӐТӐШАХ ПАРАКАН ЫЙТУСЕМ

Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртет?

Малтан эпир пӗр-пӗр темӑна суйласа илетпӗр те ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ Библири сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухатпӑр. Тӗслӗхрен, Библи ҫак ыйтусем ҫине хуравлать: кам вӑл Турӑ? Унӑн мӗнле паха енсем пур? Унӑн ячӗ пур-и? Вӑл ӑҫта пурӑнать? Эпир ун патне ҫывхарма пултаратпӑр-и? Анчах та Библири хӑш сӑвӑ йӗркисем ҫак ыйтусем ҫине хуравланине мӗнле пӗлмелле-ши?

Ҫынсене ҫак ыйтусен хуравӗсене тупма тата Библи мӗне вӗрентнине ӑнланма пулӑшас тесе Иегова Свидетелӗсем Библи вӗренмелли курс хатӗрленӗ. Унта Турӑ ҫинчен, Иисус Христос ҫинчен, ҫынсем мӗншӗн асапланни ҫинчен, ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, кӗлӗ ҫинчен тата ытти темӑсене те пӑхса тухаҫҫӗ.

Хӑҫан тата ӑҫта вӗренме пулать?

Эсир хӑвӑршӑн меллӗ вӑхӑтра тата меллӗ вырӑнта вӗренме пултаратӑр.

Пӗр урок мӗн вӑхӑта тӑсӑлать?

Нумайӑшӗ Библи вӗренме кашни эрнерех пӗр сехете яхӑн вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Анчах ытларах вӑхӑт хушши те, сахалрах та вӗренме юрать. Хӑшӗ-пӗрисем эрнере 10—15 минут ҫеҫ вӗренеҫҫӗ.

Вӗреннӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле?

Вӗреннӗшӗн те, вӗренмелли публикацисемшӗн те тӳлемелле мар. Ҫакӑ Иисус хушнипе килӗшсе тӑрать: «Тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр» (Матфей 10:8).

Вӗренӳ курсӗ мӗн вӑхӑта пырать?

Ку сирӗнтен килет. Вӗренӳ курсӗ 19 урокран тӑрать. Уроксене пурне те е хӑвӑр суйласа илнисене ҫеҫ вӗренме юрать. Хӑҫан тата мӗн чухлӗ вӗренесси пирки хӑвӑр йышӑну тума пултаратӑр.

Манӑн Иегова Свидетелӗ пулса тӑмалла пулать-и?

Ҫук, апла мар. Кашни ҫыннӑн хӑйӗн мӗне ӗненмеллине суйласа илме ирӗк пур, эпир ҫакӑнпа килӗшетпӗр. Вӗренсе мӗн пӗлни вара сире тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗ.

Ытларах информаци ӑҫта тупма пулать?

Иегова Свидетелӗсем мӗне ӗненни ҫинчен тата вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗрӗссине вӗсем кӑларнӑ публикацисенче тупма пулать.

Библи вӗренес килет пулсан мӗн тумалла?

  •  
  • Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти Иегова Свидетелӗсемпе ҫыхӑнӑр.

^ 4 абз. Ытларах чухне эпир Библие пӗр ҫынпа е пысӑках мар ушкӑнпа вӗренетпӗр.