Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пухуран кӑларса яни — юратса панӑ йӗрке

Пухуран кӑларса яни — юратса панӑ йӗрке

«МАНӐН ывӑла пухуран кӑларса яни ҫинчен пӗлтерӳ тусан, маншӑн пӗтӗм тӗнче йӑтӑнса аннӑ пек туйӑнчӗ,— аса илет Хулиан.— Вӑл пирӗн аслӑ ачаччӗ, эпир пӗр-пӗринпе питӗ ҫывӑхчӗ, нумайӑшне пӗрле тӑваттӑмӑрччӗ. Вӑл лайӑх ывӑлччӗ, анчах сасартӑк хӑйне питӗ япӑх тытма пуҫларӗ. Манӑн арӑм пӗр вӗҫӗмсӗр макӑратчӗ, эпӗ вара ӑна мӗнле лӑплантармаллине пӗлместӗмччӗ. Ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫне хӑшне эпир тӗрӗс мар турӑмӑр-ши тесе ҫине-ҫинех хамӑртан ыйтаттӑмӑрччӗ».

Пухуран кӑларса яни ҫавӑн пек чуна ыраттарать пулсан, ун пирки юратса панӑ йӗрке теме пулать-ши? Ҫакӑн пек татӑклӑ мерӑсем йышӑнма кирли ҫинчен Библире мӗн каланӑ? Мӗншӗн ҫынна пухуран кӑларса яраҫҫӗ?

МӖНШӖН ПУХУРАН КӐЛАРСА ЯРАҪҪӖ

Шыва кӗнӗ Иегова Свидетельне икӗ япалана пула пухуран кӑларса яраҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл йывӑр ҫылӑх тусан. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл ҫав ҫылӑхшӑн ӳкӗнмесен.

Иегова пирӗнтен пурне те пӗр кӑлтӑксӑр тӑвасса ыйтмасть пулин те, вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен сӑваплӑх нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнасса кӗтет. Сӑмахран, ҫакӑн пек йывӑр ҫылӑхсене: аскӑн ӗҫе, йӗрӗхсене пуҫҫапнине, вӑрланине, ҫаратнине, ҫынна вӗлернине тата асамлани-тухатланине — Иегова сивлет (1 Кор. 6:9, 10; Ӳлӗм. 21:8).

Иеговӑн нравственность нормисем вырӑнлӑ тата пире хӳтӗлеҫҫӗ тенипе эсир килӗшетӗр паллах. Мирлӗ, йӗркеллӗ тата шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫынсем хушшинче камӑн пурӑнас килмест? Пирӗнпе пӗр пек ӗненекен тӑвансем хушшинче шӑп ҫавнашкал. Ҫавӑн пекки эпир хамӑра Турра халалланӑ чухне унӑн Сӑмахӗ тӑрӑх пурӑнма сӑмах панине пула пулса пырать.

Анчах та шыва кӗнӗ христианин хӑйӗн ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайса йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан, мӗн темелле-ши кун пирки? Иеговӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем те пысӑк йӑнӑшсем тунӑ, ҫапах та Турӑ вӗсене сирсе яман. Ҫакна Давид патшан тӗслӗхӗ питӗ лайӑх кӑтартса парать. Вӑл аскӑн ӗҫ тунӑ тата ҫынна вӗлернӗ пулин те, Нафан пророк ӑна ҫапла пӗлтернӗ: «Ҫӳлхуҫа санӑн ҫылӑхна каҫарчӗ» (2 Патш. 12:13).

Давид чунтан ӳкӗннӗрен Турӑ унӑн ҫылӑхне каҫарнӑ (Пс. 31:1—5). Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн ӗҫлекенӗ ӳкӗнмест е ҫылӑх тума чарӑнмасть пулсан ҫеҫ, ӑна пухуран кӑларса яраҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 3:19, 20; 26:20). Право комитетӗнчи старейшинӑсем ҫын чунтан ӳкӗннине курмаҫҫӗ пулсан, вӗсен ӑна пухуран кӑларса ямалла.

Чи малтанах, уйрӑмах пухуран кӑларса янӑ ҫын пире ҫывӑх пулсан, ҫак йӗрке питӗ хаяр пек, ҫитменнине чунсӑр пек курӑнма пултарать. Ҫав-ҫавах Турӑ Сӑмахӗ пире ҫавӑн пек йышӑну туни пирки юратса панӑ йӗрке тесе шутлама витӗмлӗ сӑлтавсем парать.

УСӐ ПАРАКАН ЙӖРКЕ

Иисус «ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ» тесе каланӑ (Матф. 11:19). Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынна пухуран кӑларса яни нумай енчен усӑ парать. Ҫавсенчен виҫҫӗшне пӑхса тухар.

Ҫылӑха кӗрекенсене пухуран кӑларса янипе Иеговӑн ячӗ мухтава тухать. Эпир Иеговӑн ячӗпе ҫӳренӗрен пирӗн ӗҫсем унӑн ятне е чыс кӳрӗҫ, е варалӗҫ (Ис. 43:10). Ача хӑйне мӗнле тытнипе ашшӗ-амӑшӗн ятне яма е чыслама пултарать. Ҫавӑн пекех ҫынсем Иегова ҫинчен мӗн шухӑшласси хӑш-пӗр енчен унӑн ячӗпе ҫӳрекен халӑх хӑйне мӗнле тытнинчен килет. Иезекииль пророк пурӑннӑ вӑхӑтра ытти халӑх ҫыннисем еврейсене Иеговӑн ячӗпе ҫӳрекен халӑх вырӑнне хунӑ (Иез. 36:19—23). Хальхи вӑхӑтра та ҫынсем Иегова Свидетелӗсем пирки ҫавнашкалах шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпир Иеговӑн саккунӗсене пӑхӑнса тӑнипе унӑн ятне мухтава кӑларатпӑр.

Эпир аскӑнланса пурӑннӑ пулсан, Туррӑн сӑваплӑ ятне чыссӑрлатнӑ пулӑттӑмӑр. Петр апостол христиансене ҫакӑн пек канаш панӑ: «Пӑхӑнса тӑракан ачасем пек пулӑр, ӗлӗкхи пек, хӑвӑр пӗлмен чухнехи пек, ӳт хыҫҫӑн ан кайӑр; хӑвӑра чӗнсе илнӗ Туррӑн тасалӑхне кура, пур ӗҫре те таса пулӑр. Ҫырура каланӑ: Эпӗ таса, эсир те таса пулӑр» (1 Петр 1:14—16, ҪС). Таса, сӑваплӑ пулни Туррӑн ятне чыс кӳрет.

Иегова Свидетелӗсенчен пӗри ҫылӑх туса тӑрать пулсан, ҫакна унӑн тусӗсемпе пӗлӗшӗсем пӗлме пултараҫҫӗ. Пухуран кӑларса яни Иеговӑн халӑхӗ хушшинче Сӑваплӑ Ҫырура мӗн тума каланине тимлекенсем ҫеҫ тата сӑваплӑх нормисем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшакансем ҫеҫ тӑрса юлма пултарнине кӑтартса парать. Пӗррехинче Швейцарире пӗр арҫын Патшалӑх залне христиансен тӗлпулӑвне килнӗ те манӑн Иегова Свидетелӗ пулас килет тенӗ. Унӑн пӗртӑванне аскӑн ӗҫ тунӑшӑн пухуран кӑларса янӑ пулнӑ. Ҫав арҫын ҫылӑха чӑтса тӑма пултарайман организацийӗн ҫынни пулас килни ҫинчен каланӑ.

Пухуран кӑларса яни христиансен пухӑвне таса тӑрса юлма пулӑшать. Павел апостол Коринфри христиансене хӑйсем хушшинче пӗлсе тӑрсах ҫылӑх тӑвакана тӑрса юлма пани мӗнле хӑрушлӑх патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен асӑрхаттарнӑ. Вӑл ҫавӑн пек ҫынсем япӑх витӗм кӳнине кӑвас чусти мӗн тума пултарнипе танлаштарнӑ та «сахал кӑвас чустиех пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе» ярать тенӗ. Унтан вӑл вӗсене ҫапла хушнӑ: «Пӑсӑлнисене хӑвӑр хушшӑртан кӑларса пӑрахӑр» (1 Кор. 5:6, 11—13).

Павел асӑннӑ ҫын ҫылӑха намӑса пӗлмесӗр туса пурӑннӑ курӑнать, пухура вара хӑш-пӗрисем ҫав ҫын хӑйне мӗнле тытнине тӳрре те кӑларнӑ пулмалла (1 Кор. 5:1, 2). Ҫавӑн пек йывӑр ҫылӑха курмӑш пулнӑ пулсан, ҫакӑ ытти христиансене хӑйсен хулинче хуҫаланакан аскӑнла йӑла-йӗркесене тытса тӑма хистенӗ пулӗччӗ. Ҫылӑха пӗлсе тӑрсах тунине чармасан, Туррӑн нормисене хисепе хума пӑрахнӑ пулӗччӗҫ (Еккл. 8:11). Унсӑр пуҫне хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынсем, «шыв айӗнчи чуллӑ вырӑнсем» карапа путарма пултарнӑ пекех, пухура ыттисен ӗненӗвне путлантарса лартма пултараҫҫӗ (Иуда 4, 12, ҪТ).

Пухуран кӑларса яни ҫылӑха кӗнӗ ҫынна ӑса кӗртме пултарать. Пӗррехинче Иисус пӗр ҫамрӑк ҫинчен ытарлӑх каласа панӑ. Ҫав ҫамрӑк ашшӗн килне хӑварнӑ хыҫҫӑн аскӑнланса пурӑннине пула хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ. Тӑван килӗнчен аякра пурӑнасси вӑл йывӑр та ниме тӑман пурнӑҫ пулнине ҫав аскӑн ывӑл хуйхӑ курса ӑнланса илнӗ. Юлашкинчен вӑл тӑна кӗнӗ те ӳкӗннӗ, унтан вара киле таврӑнма шут тытнӑ (Лука 15:11—24). Юратакан ашшӗ хӑйӗн ывӑлӗн чӗринче мӗнле улшӑнусем тунине курса мӗнле савӑнни ҫинчен каласа панипе Иисус пире Иеговӑн туйӑмӗсене ӑнланма пулӑшать. «Манӑн ҫылӑхлӑ ҫынна вӗлерес килмест, ҫылӑхлӑ ҫынна, хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрӑнтарса, чӗрӗ хӑварас килет»,— тесе шантарать Иегова (Иез. 33:11).

Ҫавӑн пекех кама христиансен пухӑвӗнчен — хӑйсен ҫемйинчен — кӑларса янӑ, ҫавсем хӑйсем мӗн ҫухатнине пӗр-пӗр кун ӑнланса илме пултараҫҫӗ. Ҫылӑх туса пурӑннинче ним лайӑххи те ҫуккине ӑнланни, ҫавӑн пекех унччен Иеговӑпа тата унӑн ӗҫлекенӗсемпе хӑйӗн хушшинче лайӑх хутшӑнусем пулнине аса илни пухуран кӑларса янӑ ҫынна тӑна кӗртме пултарать.

Ҫак йӗрке кирлӗ таран усӑ патӑр тесен юратупа ҫирӗплӗх кирлӗ. Псалом юрлакан Давид ҫырнӑ: «Тӳрӗ ҫын хӗн кӑтарттӑр [«ҫаптӑр», ҪТ] мана: вӑл ырӑлӑх; питлетӗр мана: вӑл чи лайӑх ҫу» (Пс. 140:5, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫул). Ҫакӑн пек тӗслӗх пӑхса тухар: хӗлле икӗ ҫын ҫула тухнӑ тейӗпӗр. Вӗсенчен пӗри шӑнса каять тата ывӑннӑран унӑн ҫывӑрас килет. Вӑл юр ҫинче ҫывӑрса кайсан вилет. Ҫӑлакансем килессе кӗтнӗ чухне унӑн юлташӗ ӑна ҫывӑрса кайма парас мар тесе питӗнчен ҫупа-ҫупа ярать. Ҫакӑн пек ҫупни ыраттарать пулин те, пурнӑҫа ҫӑлма пултарать. Давид та хӑйне тӳрӗ ҫын тӳрлетни кӳрентерме пултарнине, анчах та юлашкинчен усӑ панине ӑнланнӑ.

Чылай чухне пухуран кӑларса яни ҫылӑх туса пурӑнакан ҫынна ӑса кӗртме пулӑшать. Статья пуҫламӑшӗнче каланӑ Хулианӑн ывӑлӗ вунӑ ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен хӑйӗн пурнӑҫне йӗркене кӗртнӗ те пухӑва таврӑннӑ, халӗ вара вӑл старейшина пулса ӗҫлет. Вӑл каласа парать: «Мана пухуран кӑларса ярсан, эпӗ мӗнле пурӑнни хама мӗн патне илсе ҫитернине питӗ лайӑх куртӑм. Мана ҫавӑн пек наказани памаллах пулнӑ» (Евр. 12:7—11).

ПИРӖН ЮРАТУ МӖНРЕ КУРӐНСА ТӐРӖ

Чӑнах та, пухуран кӑларса яни вӑл чӑн-чӑн инкек, анчах та ҫакӑ пурнӑҫ пӗтрӗ тенине пӗлтермест. Пухуран кӑларса янин тӗллевӗ пурнӑҫлантӑр тесе кашни хӑй енчен вӑй хума пултарать.

Ӳкӗнекенсене Иегова патне таврӑнма пулӑшас тесе нумай вӑй хураҫҫӗ

Старейшинӑсем ҫынна пухуран кӑларса яни ҫинчен каланӑ чухне ҫавна Иегова пек юратса тума тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем мӗнле йышӑну туни ҫинчен пӗлтернӗ чухне ҫынна пухӑва каялла таврӑнмашкӑн мӗнле утӑмсем тумаллине ыррӑн ӑнлантарса параҫҫӗ. Пухуран кӑларса янисем Иегова патне мӗнле таврӑнма пултарнине аса илтерес тесе старейшинӑсем хӑйсен пурнӑҫӗнче хӑш-пӗр улшӑнусем тунӑ ҫынсем патне вӑхӑтран вӑхӑта кайса килме пултараҫҫӗ *.

Тӑван-хурӑнташӗсем пухуран кӑларса яма йышӑннӑ йӗркене пӑхӑнса тӑнипе пухӑва тата хӑйсен ҫылӑха кӗнӗ тӑванне юратнине кӑтартма пултараҫҫӗ. «Вӑл манӑн ывӑл пулма пӑрахман,— калать Хулиан,— анчах та хӑй мӗнле пурӑннипе вӑл пирӗнпе хӑйӗн хушшине хӳме туса лартрӗ».

Пухури тӑвансем пурте пухуран кӑларса янӑ ҫынпа пачах хутшӑнманнипе принципсем ҫинче никӗсленсе тӑракан юратӑва кӑтартма пултараҫҫӗ (1 Кор. 5:11; 2 Иоанн 10, 11). Ҫапла вӗсем Иегова ҫав ҫынна старейшинӑсем урлӑ наказани панипе килӗшсе тӑнине кӑтартаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем пухуран кӑларса янӑ ҫыннӑн ҫывӑх тӑванӗсемпе питӗ тимлӗ те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма пултараҫҫӗ. Вӗт вӗсене халӗ ҫӑмӑлах мар, ҫавӑнпа та пирӗн вӗсене хӑйсене пухуран кӑларса янӑ пек туйтарас килмест (Рим 12:13, 15).

Хулиан ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Пухуран кӑларса яни — кирлӗ йӗрке. Вӑл пире Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма пулӑшать. Ҫак йӗрке чуна ыраттарать пулин те, юлашкинчен пысӑк усӑ парать. Эпӗ хамӑн ывӑл хӑйне мӗнле тытнине курмӑш пулнӑ пулсан, вӑл нихӑҫан та тӳрленмен пулӗччӗ».

^ 24 абз. 1991 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнине» (выр.) пӑхӑр, 21—23 страницӑсем.