Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Христос — Турӑ хӑвачӗ

Христос — Турӑ хӑвачӗ

«Вӑл [Христос] — Турӑ хӑвачӗ» (1 КОР. 1:24).

1. Мӗншӗн Павел Христос пирки «Турӑ хӑвачӗ» тенӗ?

ИЕГОВА хӑйӗн хӑватне Иисус Христос урлӑ тӗлӗнмелле майпа кӑтартнӑ. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ. Ҫав ӗҫсенчен хӑш-пӗрисем ҫинчен эпир Библире вулатпӑр, ҫакӑ вара пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетме пултарать (Матф. 9:35; Лука 9:11). Чӑнах та, Иегова Иисуса пысӑк хӑват панӑ, ҫавӑнпа апостол Павел ҫапла калама пултарнӑ: «Вӑл [Христос] — Турӑ хӑвачӗ» (1 Кор. 1:24). Анчах та Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем пирӗн пурнӑҫпа мӗнле ҫыхӑннӑ?

2. Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

2 Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем, е «хӑватсем», тунӑ тесе каланӑ Петр апостол (Ап. ӗҫ. 2:22). Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? Вӗсем Иисус хӑйӗн Пин ҫулхи Патшалӑхӗнче мӗн тӑвассине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакан пур ҫынна та усӑ паракан тата пысӑкрах тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвӗ. Ҫавӑн пекех ҫав ӗҫсем пире унӑн тата Ашшӗн лайӑх енӗсем ҫинчен нумайрах пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир Иисус тунӑ виҫӗ тӗлӗнмелле ӗҫе пӑхса тухӑпӑр та вӗсем пирӗн пурнӑҫ ҫине халӗ тата пуласлӑхра мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшлӑпӑр.

УҪӐ КӐМӐЛЛӐ ПУЛМА ВӖРЕНТЕКЕН ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ӖҪ

3. а) Мӗншӗн Иисус хӑйӗн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне тунӑ? ӑ) Иисус хӑйӗн уҫӑ кӑмӑллӑхне Канӑра мӗнле кӑтартнӑ?

3 Иисус хӑйӗн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне Галилейӑри Кана ятлӑ хулара иртнӗ туйра тунӑ. Туя хӑнасем кӗтнинчен те ытларах килнӗ пулмалла. Мӗншӗнне эпир пӗлместпӗр, анчах та эрех пӗтнӗ. Ҫакӑншӑн ҫамрӑк мӑшӑр намӑс курма пултарнӑ, мӗншӗн тесен хӑналасси вӑл вӗсен тивӗҫӗ пулнӑ. Чӗннӗ хӑнасенчен пӗри Иисусӑн амӑшӗ Мария пулнӑ. Мария Иисусран пулӑшу ыйтнӑ, анчах та вӑл ҫакна Иисус ҫавӑн пек пулӑшу пама пултарнине ӗненнӗрен тунӑ-и? Паллах ӗнтӗ, Мария нумай ҫул хушши хӑйӗн ывӑлӗ пирки пророкла каланӑ пур сӑмах ҫинчен те шухӑшланӑ, вӗт вӑл Иисуса «Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ» тесе калӗҫ тенине пӗлнӗ (Лука 1:30—32; 2:52). Кирек мӗнле пулсан та ҫакӑ паллӑ: Марияпа Иисус ҫамрӑк мӑшӑра пулӑшасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иисус тӗлӗнмелле майпа 380 литра яхӑн шывран «лайӑх эрех» тунӑ. (Иоанн 2:3, 6—11 вуласа пар.) Иисусӑн ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе тумаллах пулнӑ-ши? Ҫук. Вӑл ҫакна ҫынсене пулӑшас тата хӑйӗн Ашшӗ пекех уҫӑ кӑмӑллӑхне кӑтартас тесе тунӑ.

4, 5. а) Иисусӑн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫӗ пире мӗне вӗрентет? ӑ) Канӑра тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫ пире пуласлӑх ҫинчен мӗн уҫса парать?

4 Иисус тӗлӗнмелле майпа тунӑ лайӑх эрех халӗ пысӑк йыш валли ҫителӗклӗ пулнӑ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ пире мӗне вӗрентет? Иеговӑпа Иисусра хыткукарланасси пӗртте ҫуккине, вӗсем питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартса парать. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ пире вӗсем ҫынсен туйӑмӗсене шута илеҫҫӗ тесе шантарать. Ҫавӑн пекех ҫакӑ Иегова ҫӗнӗ тӗнчере хӑйӗн хӑвачӗпе усӑ курса ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ҫын валли ҫителӗклӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе парассине те кӑтартса парать. (Исаия 25:6 вуласа пар.)

5 Шухӑшласа пӑхӑр-ха: кӗҫех Иегова пире хамӑра чӑннипех мӗн кирлине пурне те парӗ! Ун чухне кашни ҫыннӑн капӑр ҫурт тата лайӑх апат пулӗ. Иегова ҫӗр ҫинчи райра мӗнле ырӑлӑхсем туса парасси ҫинчен шухӑшлани пире калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парать.

Хамӑр вӑхӑта ыттисемшӗн шеллесе тӑман чухне эпир Иисус пек уҫӑ кӑмӑллӑ пулма вӗренетпӗр (6-мӗш абзаца пӑхӑр.)

6. Иисус хӑйӗн вӑйӗпе яланах мӗнле усӑ курнӑ тата эпир ун пек пулас тесе мӗн тума пултаратпӑр?

6 Ҫакна палӑртма пулать: Шуйттан Иисуса илӗртнӗ чухне ӑна чулсенчен ҫӑкӑр тума хистенӗ, анчах та Христос тӗлӗнмелле ӗҫ туса хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтарас темен (Матф. 4:2—4). Ҫапах та ыттисене мӗн кирлипе тивӗҫтермелле пулнӑ чухне Иисус хӑйӗн вӑйӗпе хаваспах усӑ курнӑ. Иисус пекех ыттисене чунтан пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Вӑл Туррӑн ӗҫлекенӗсене «парӑр» тесе хавхалантарнӑ (Лука 6:38). Ҫакна эпир ыттисене хамӑр пата апатланма чӗннипе тума пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем хыҫҫӑн хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем валли вӑхӑт уйӑрма пултаратпӑр, сӑмахран, арҫын тӑван хӑйӗн докладне мӗнле репетици тунине итленӗ пулӑттӑмӑр. Е эпир вӗсене ӑста хыпарҫӑсем пулмашкӑн вӗрентме пултаратпӑр. Ыттисене пулӑшас тесе май ҫитнӗ таран пурне те тӑватпӑр пулсан, эпир уҫӑ кӑмӑллӑ пулас тӗлӗшрен Иисусран тӗслӗх илетпӗр теме пулать.

«ПУРТЕ ҪИСЕ ТӐРАННӐ»

7. Ҫак йӗркесӗр тӗнчере мӗнле йывӑрлӑх яланах пулӗ?

7 Чухӑнлӑх пирки хальхи йывӑрлӑх теме май ҫук. Иегова авалхи израильтянсене сирӗн хушӑра чухӑнсем яланах пулӗҫ тесе каланӑ (Сак. аст. 15:11). Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе ӗмӗр иртсен Иисус та ҫавнах ҫапла палӑртнӑ: «Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ» (Матф. 26:11, ҪХ). Ҫакӑнпа Иисус чухӑнлӑха нихӑҫан та пӗтерме ҫук тесе каласшӑн пулнӑ-и? Ҫук. Вӑл ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтмесӗр чухӑнлӑх та пӗтмест тесе каласшӑн пулнӑ. Ҫӗнӗ тӗнчере вара пурнӑҫ пачах урӑхла пулӗ! Ун чухне чухӑнлӑх тек пулмӗ. Пурин те апат-ҫимӗҫ ытлӑ-ҫитлӗ пулӗ тата ҫук пурнӑҫпа никам та аптрамӗ!

8, 9. а) Мӗншӗн Иисус пин-пин ҫынна тӑрантарнӑ? ӑ) Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ сирӗн ӑшра мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

8 Псалом юрлакан Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн аллуна уҫатӑн та — пур чуна та кӑмӑл курса тӑрантаратӑн» (Пс. 144:16). Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн Ашшӗн лайӑх енӗсене пӗр кӑлтӑксӑр кӑтартнӑ май час-часах ыттисене мӗн кирлипе тивӗҫтернӗ. Иисус ҫакна хӑйӗн вӑйне кӑтартас тесе туман. Вӑл ыттисене чунтан пулӑшасшӑн пулнӑ. Айтӑр Матфей 14:14—21-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ тӗслӗхе пӑхса тухар (вуласа пар). Вӗренекенӗсем ҫиме апат ҫукки пирки калаҫас тесе Иисус патне пынӑ. Тен, вӗсен хӑйсен те ҫиес килнӗ, анчах та кунтан та ытларах вӗсене аякран килнӗ ҫынсем ывӑнса ҫитни тата выҫӑ пулни пӑшӑрхантарнӑ (Матф. 14:13). Иисус мӗн тӑвӗ-ши?

9 Пилӗк ҫӑкӑрпа тата икӗ пулӑпа вӑл 5 000 яхӑн арҫынсӑр пуҫне хӗрарӑмсемпе ачасене те тӑрантарнӑ! Мӗншӗн Иисус ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе тунӑ? Вӑл ҫынсене чӑннипех юратнӑ тата вӗсене пулӑшасшӑн пулнӑ. Иисус ҫимелли ҫителӗклӗ туса панӑ пулмалла, ҫавӑнпа та «пурте ҫисе тӑраннӑ». Иисус ҫынсене пӗр ҫӑкӑр татӑкӗ кӑна мар панӑ, вӑл вӗсен каялла таврӑнма вӑй пултӑр тесе вӗсене тӑраничченех ҫитернӗ (Лука 9:10—17). Тӑрса юлнӑ ҫӑкӑра вара 12 кунтӑ пухнӑ!

10. Кӗҫех чухӑнлӑхпа мӗн пулӗ?

10 Хальхи вӑхӑтра ҫӑткӑн та укҫалла сутӑнакан пуҫлӑхсене пула ҫӗршер миллион ҫын чухӑнлӑхра пурӑнать. Пирӗнпе пӗр пек ӗненекен хӑш-пӗр тӑвансен те апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ мар. Анчах та кӗҫех Иеговӑна итлекен ҫынсем чухӑнлӑхран тата укҫалла сутӑнакан пуҫлӑхсенчен тасалнӑ тӗнчере пурӑнма пуҫлӗҫ. Сирӗн хӑват пулнӑ пулсан, эсир ҫынсене мӗн кирлипе тивӗҫтермен пулӑттӑрччӗ-ши? Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн ҫавна тума вӑй та, кӑмӑл та пур. Кӗҫех вӑл пӗтӗм хӗн-хура пӗтерӗ! (Псалом 71:16 вуласа пар.)

11. Мӗншӗн эсир Христос ҫынсене ырӑ тӑвас тесе кӗҫех хӑйӗн вӑйӗпе пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе усӑ курасса шанатӑр тата ҫакӑ сире мӗн тума хавхалантарать?

11 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тӗлӗнмелле ӗҫсене пысӑках мар территоринче виҫӗ ҫул ҫурӑ кӑна тунӑ (Матф. 15:24). Анчах та мухтава тухнӑ Патша пулнӑ май Иисус хӑйӗн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пӗтӗм этемлӗхе пулӑшса тӑрӗ (Пс. 71:8). Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем унӑн ҫынсене ырӑ тума вӑй та, кӑмӑл та пур тесе шантараҫҫӗ. Эпир тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултараймастпӑр пулин те, ҫынсене Турӑ Сӑмахӗ ҫине хаваспах тимлеттерме пултаратпӑр. Библире пророкла каланӑ сӑмахсем пире малашне чаплӑ вӑхӑт пулать тесе шантараҫҫӗ. Хамӑра Турра халалланӑ Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май эпир пуласлӑх ҫинчен калакан хаклӑ пӗлӳ илнӗ. Ҫавӑнпа та эпир хамӑр мӗн пӗлнине ыттисене каласа парасси пирки пирӗн тивӗҫ тесе шутлатпӑр-и? (Рим 1:14, 15.) Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пире Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарма хавхалантарса тӑтӑр (Пс. 44:2; 48:4).

ҪУТҪАНТАЛӐК ВӐЙӖСЕНЕ ПӐХӐНТАРНИ

12. Мӗншӗн эпир Иисус пирӗн ҫӗрӗн тытӑмне лайӑх пӗлет теме пултаратпӑр?

12 Турӑ ҫӗре тата ун ҫинче мӗн пуррине пултарнӑ чухне унӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ ун ҫумӗнчи «ӳнерҫӗ пулнӑ» (Ытар. 8:22, 30, 31; Кол. 1:15—17). Ҫавӑнпа Иисус пирӗн ҫӗрӗн тата ун ҫинчи пур чӗрӗ чунӑн тытӑмне питӗ лайӑх пӗлет. Вӑл ҫутҫанталӑк пулӑмӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине те, вӗсене мӗнле пӑхӑнтармаллине те пӗлет.

Иисус хӑйӗн тӗлӗнмелле хӑвачӗпе мӗнле усӑ курнинче мӗн сирӗн кӑмӑла хускатать? (13, 14 абзацсене пӑхӑр.)

13, 14. Иисус ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнтарма пултарнине кӑтартакан тӗслӗхе илсе парӑр.

13 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑй «Турӑ хӑвачӗ» пулнине ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнтарнипе кӑтартнӑ. Сӑмахран, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсен пурнӑҫне татма пултаракан ҫил-тӑвӑла мӗнле лӑплантарнине пӑхса тухар. (Марк 4:37—39 вуласа пар.) Марк кӗнекинче «ҫил-тӑвӑл» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ питӗ тӑвӑллӑ, асар-писер ҫиле сӑнласа парать тесе ӑнлантарса панӑ пӗр библеист. Ҫак сӑмах хура пӗлӗтсем карса илнӗ, ҫил питӗ вӑйлӑ вӗрнӗ, шалкӑм ҫумӑр ҫунӑ тата пурте тӗлли-паллисӗр пӑтраннӑ чухнехи шавлӑ ҫил-тӑвӑла пӗлтерет.

14 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗпе ишсе пынине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Хумсем пыра-пыра ҫапнине пула кимме шыв тула пуҫланӑ. Шавлӑ ҫил-тӑвӑл кимме енчен енне сулӑнтарать, анчах та Иисус ывӑннӑран канӑҫлӑн ҫывӑрать. Хӑраса ӳкнӗ вӗренекенӗсем ӑна вӑратаҫҫӗ те: «Пӗтетпӗр»,— тесе кӑшкӑраҫҫӗ (Матф. 8:25). Иисус тӑрать те ҫилпе тинӗсе ҫакӑн пек сӑмахсемпе чарӑнма хушать: «Чарӑн, ан шавла» (Марк 4:39). Ҫил чарӑнать те «ҫанталӑк лӑпах» пулса тӑрать. Чӑнах та, Иисусӑн хӑвачӗ питӗ пысӑк!

15. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнтарма пултарнине мӗнле кӑтартнӑ?

15 Христоса хӑват параканни — Иегова, ҫавӑнпа та Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнтарса тӑма пултарни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗтӗм ҫӗре шыв илес умӗн Иегова ҫапла каланӑ: «Ҫичӗ кунран Эпӗ ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ хушши ҫумӑр тӑкӑп» (Пулт. 7:4). Ҫавӑн пекех Тухни 14:21-мӗшӗнче Иегова «тинӗсе ҫӗрӗпех тухӑҫ енчен вӗрекен вӑйлӑ ҫилпе» хӑвалаттарнӑ тенӗ. Иона 1:4-мӗшӗнче эпир ҫакна вулатпӑр: «Ҫӳлхуҫа тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил кӑларнӑ, тинӗсре хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл тапраннӑ». Иегова ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнтарма пултарнине пӗлни чӑннипех хавхалантарать. Чӑнах та, ҫӗрӗн пуласлӑхӗ шанчӑклӑ алӑра!

16. Мӗншӗн Иеговӑпа Иисус ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнтарма пултарнине пӗлни чуна йӑпатать?

16 Иеговӑпа Иисус ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнтарма пултарнине пӗлни чуна йӑпатать. Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсемшӗн нимле хӑрушлӑх та пулмӗ. Ун чухне ҫутҫанталӑк инкекӗсем, сӑмахран, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл, цунами, вулкансем тата ҫӗр чӗтренни никама та сиен кӳмӗ е вӗлермӗ. Ҫавӑн пекех эпир ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен хӑрамӑпӑр, мӗншӗн тесен «Турӑ пурӑнакан вырӑн... этемсем хушшинче» пулӗ! (Ӳлӗм. 21:3, 4.) Пин ҫулхи Патшалӑх ертсе пынӑ чухне Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнтарса тӑрассине эпир шанма пултаратпӑр.

ТУРӐПА ХРИСТОС ПЕК ПУЛМА ТӐРӐШӐР

17. Турӑпа Христос пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

17 Эпир Иеговӑпа Иисус пек ҫутҫанталӑк инкекӗсене чарма пултараймастпӑр, анчах та пирӗн мӗн те пулин тума пурпӗр вӑй пур. Ҫав вӑйпа эпир мӗнле усӑ куратпӑр? Ҫавна тумалли майсенчен пӗрин ҫинчен Ытарӑшсем 3:27-мӗшӗнче каланӑ (вуласа пар). Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене йывӑр килнӗ чухне эпир вӗсене пурӑнмалӑх тата кӑмӑл-туйӑм енчен мӗн кирлипе тивӗҫтерме, ҫавӑн пекех лӑплантарма-йӑпатма пултаратпӑр (Ытар. 17:17). Сӑмахран, эпир вӗсене ҫутҫанталӑк инкекӗсем хыҫҫӑн ура ҫине тӑма пулӑшма пултаратпӑр. Пӗр тӑлӑх хӗрарӑм, унӑн килне ҫил-тӑвӑл аркатнӑ пулнӑ, хӑйӗн туйӑмӗсене ҫакӑн пек сӑмахсемпе палӑртнӑ: «Иеговӑн организацийӗнче пулнишӗн тата пулӑшу илсе тӑнӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ». Качча кайман тепӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн ҫуртне ҫил-тӑвӑл мӗнле сиен кӳнине курсан, шанчӑкне ҫухатнӑ та ним тума аптраса тӑнӑ. Ӑна хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенсем ҫуртне юсаса лартма пулӑшсан, вӑл каланӑ: «Ку чӑнах та тӗлӗнмелле! Хам мӗн туйнине сӑмахпа та каласа параяс ҫук. Тавтапуҫ сана, Иегова!» Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем пӗр-пӗриншӗн чунтан тӑрӑшни пире савӑнӑҫ парать. Ҫав хушӑрах Турӑ халӑхӗшӗн Иеговӑпа Иисус пӗр вӗҫӗмсӗр тӑрӑшни пире тата ытларах савӑнӑҫ кӳрет.

18. Иисуса тӗлӗнмелле ӗҫсем тума мӗн хавхалантарса тӑнӑ тата ҫавӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр?

18 Иисус ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне «Турӑ хӑвачӗ» пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Иисуса мӗн хавхалантарса тӑнӑ? Вӑл нихӑҫан та хӑйӗн вӑйӗпе хӑйӗншӗн е ыттисене тӗлӗнтерес тесе усӑ курман. Ун вырӑнне Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем вӑл ҫынсене хытӑ юратнине кӑтартса параҫҫӗ. Тепӗр статьяра эпир ҫакна тӗплӗнрех пӑхса тухӑпӑр.