Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир «Хурал башнин» юлашки кӑларӑмӗсене тимлӗ вуласа тухрӑр-и? Аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хуравлама пултарнипе пултарайманнине тӗрӗслесе пӑхӑр:

Христиансен Иисус Христоса кӗлтумалла-и?

Ҫук. Иисус хӑй Иеговӑна кӗлтума вӗрентнӗ тата ҫав тӗлӗшрен пире тӗслӗх кӑтартнӑ (Матф. 6:6—9; Иоанн 11:41; 16:23). Пӗрремӗш христиансем Иисуса мар, Турра кӗлтунӑ (Ап. ӗҫ. 4:24, 30; Кол. 1:2, 3) (1/1 выр., 14-мӗш страница).

Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне эпир малтанах мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?

Ҫакна тумалли пӗр май вӑл — ҫак уявпа ҫыхӑннӑ график тӑрӑх Библи вуласси. Ҫавӑн пекех эпир ҫав вӑхӑтра сӑваплӑ ӗҫе нумайрах хутшӑнма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне Турӑ пире панӑ шанчӑк ҫинчен кӗлтуса шухӑшлани питӗ кирлӗ (1/15, 14—16 страницӑсем).

Икӗ Египет ҫыннипе, тӗрмене хупнӑ хыҫҫӑн хӑйне евӗрлӗ тӗлӗкӗсене Иосифа каласа панӑскерсемпе, мӗн пулса тухнӑ?

Тӗлӗксен пӗлтерӗшне ӑнлантарса панӑ чухне Иосиф эрех паракансен пуҫлӑхне эсӗ хӑвӑн вырӑна таврӑнӑн тесе каланӑ. Ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхне вара сана фараон вӗлерӗ те юпа ҫине ҫакса хурӗ тенӗ. Ҫаксем иккӗшӗ те, вӑл каланӑ пекех, пурнӑҫланнӑ (Пулт. 40:1—22) (4/1, 12—14 страницӑсем).

Японири тӑвансем мӗнле кӗтмен парне илнӗ?

Вӗсем «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнчи» Матфей ҫырнӑ Евангелирен тӑракан публикацие илнӗ. Сӑваплӑ ӗҫре Библие пӗлсех кайман нумай ҫын ҫак кӑларӑма хаваспах илет (2/15, 3-мӗш страница).

Пӗрремӗш ӗмӗрти мӗнле лару-тӑру ырӑ хыпар сарма май панӑ?

Рим мирӗ (Pax Romana) вӑхӑтӗнче лӑпкӑ самана тӑнӑ, вӑрҫӑсем сахал пулнӑ. Пӗрремӗш христиансем ҫул-йӗр йышлӑ пулнипе лайӑх усӑ курнӑ. Грек чӗлхи анлӑ сарӑлни ырӑ хыпара, Рим империйӗн тӗрлӗ пайӗнче пурӑнакан еврейсем хушшинче те, сарма пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех христиансем ырӑ хыпара хӳтӗлемешкӗн Рим саккунӗсемпе усӑ курма пултарнӑ (2/15, 20—23 страницӑсем).

Мӗншӗн чӑн христиансем Мӑнкуна паллӑ тумаҫҫӗ?

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине мар, хӑйӗн вилӗмне асӑнса паллӑ тума хушнӑ (Лука 22:19, 20) (4/1, 8-мӗш страница).

Мӗншӗн юлашки ҫулсенче пирӗн публикацисенче пулассин сӑнарӗсемпе вӗсем мӗнле пурнӑҫланасси ҫинчен сайра калаҫҫӗ?

Библире хӑш-пӗр ҫынсем пирки темскер пысӑккин сӑнарӗ тесе каланӑ. Ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗрне Галати 4:21—31-мӗшӗнче ҫырса хунӑ. Анчах та тӳррӗн нимӗн те каламан пулсан, кам е мӗн пирки те пулин пророкла сӑнар тесе пӗтӗмлетӳ тумалла мар. Ҫав-ҫавах эпир Библире асӑннӑ ҫынсемпе событисем ҫинчен вуланӑ май нумай енчен ӑса вӗренме пултаратпӑр (Рим 15:4) (3/15, 17—18 страницӑсем).

Египетра ҫӳп-ҫап купинче тупнӑ авалхи папирус пайӗ мӗншӗн пирӗншӗн интереслӗ пулма пултарать?

Иртнӗ ӗмӗрте тупнӑ папирус пайӗнче Иоанн ҫырнӑ Евангелинчи хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисем пулнӑ. Папирусри текста Иоанн хӑйӗн Евангелине вӗҫлесен темиҫе вун ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ҫырнӑ пулмалла. Унта мӗн ҫырни хальхи вӑхӑта ҫитнӗ текстпа пӗрешкелех, ҫакӑ вара Библи тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парать (4/1 выр., 10—11 страницӑсем).

Мӗншӗн пухуран кӑларса яни — юратса панӑ йӗрке?

Библире пухуран кӑларса яни пирки витӗмлӗ, ҫав вӑхӑтрах нумай енчен усӑ паракан йӗрке тенӗ (1 Кор. 5:11—13). Ҫак йӗрке Туррӑн ятне чыс кӳрет, пухури тасалӑха упраса хӑварма пулӑшать тата ҫылӑха кӗнӗ ҫынна ӑса кӗртме пултарать (4/15, 29—30 страницӑсем).