Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сӑнарлӑ рая илемлӗ тума тӑрӑшӑр

Сӑнарлӑ рая илемлӗ тума тӑрӑшӑр

«Эпӗ Хамӑн ура саккине мухтава кӑларӑп» (ИС. 60:13).

ЮРӐСЕМ: 28, 136

1, 2. Еврей Ҫырӑвӗсенче «ура сакки» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе мӗнле усӑ курнӑ?

ИЕГОВА ТУРӐ тивӗҫлипе ҫапла калама пултарнӑ: «Тӳпе — Манӑн аслӑ пуканӑм, ҫӗр — Манӑн ура саккийӗ» (Ис. 66:1). Ҫавӑн пекех вӑл: «Эпӗ Хамӑн ура саккине мухтава кӑларӑп»,— тесе сӑмах панӑ (Ис. 60:13). Ҫакна вӑл мӗнле тӑвать? Ҫак сӑмахсем ҫӗр ҫинче — Туррӑн «ура саккинче» — пурӑнакансемпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

2 Еврей Ҫырӑвӗсенче «ура сакки» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе ҫӗр пирки каланӑ чухне ҫеҫ мар, авалхи Израильти храма сӑнласа панӑ чухне те усӑ курнӑ (1 Ҫулс. 28:2; Пс. 131:7). Храм Турра тӗрӗс пуҫҫапмалли тӗп вырӑн пулнӑран Иегова куҫӗ умӗнче илемлӗ курӑннӑ. Ҫапла, храм пурри Иеговӑн ура саккине мухтава кӑларнӑ.

3. Туррӑн аслӑ сӑнарлӑ храмӗ мӗн вӑл тата хӑҫан вӑл йӗркеленсе кайнӑ?

3 Анчах та хальхи вӑхӑтра Турра тӗрӗс пуҫҫапмалли тӗп вырӑн вӑл ҫӗр ҫинчи храм мар. Вӑл — Иеговӑна кирек мӗнле ҫурт-йӗртен те ытларах мухтава кӑларакан сӑнарлӑ храм. Мӗн вӑл сӑнарлӑ храм? Вӑл — Иисус Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни урлӑ тата вӑл священник пулса ӗҫлени урлӑ ҫынсене Иеговӑпа мирлешме паракан Турӑ хунӑ йӗрке. Иеговӑн аслӑ сӑнарлӑ храмӗ Иисуса пирӗн эрӑри 29 ҫулта шыва кӗнӗ чухне Аслӑ Священник пулма суйласа лартсан йӗркеленсе кайнӑ (Евр. 9:11, 12).

4, 5. а) 98-мӗш Псалом тӑрӑх, Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсем мӗн тӑвасшӑн? ӑ) Пирӗн хамӑра мӗнле ыйту памалла?

4 Сӑнарлӑ храмшӑн пархатарлӑ пулни пире Иеговӑна, унӑн ячӗ ҫинчен тата унӑн тӳлесе илме панӑ тӗлӗнмелле парни ҫинчен ыттисене каласа панипе, мухтава кӑларма хавхалантарать. Хальхи вӑхӑтра сакӑр миллион ытла чӑн христианин Иеговӑна хастарлӑ мухтаса тӑнине кура кӑмӑл питӗ ҫӗкленет! Хӑш-пӗр ӗненекен ҫынсем пӗлӗте кайсан Турра мухтӑпӑр тесе йӑнӑш шухӑшлаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах Иегова Свидетелӗсем пурте Турра халӗ тата кунта, ҫӗр ҫинче, мухтаса тӑмаллине пӗлеҫҫӗ.

5 Иеговӑна мухтанӑ чухне эпир Псалом 98:1—3, 5—7 каланӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен тӗслӗх илетпӗр (вуласа пар). Ҫак псаломра палӑртнӑ тӑрӑх, Моисей, Аарон тата Самуил хӑйсен вӑхӑтӗнче тӗрӗс пуҫҫапмалли йӗркене тытса тӑма пулӑшас тесе пӗтӗм вӑйне хунӑ. Хальхи вӑхӑтра святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем, пӗлӗтре Иисуспа пӗрле священниксем пуличчен, сӑнарлӑ храмӑн ҫӗр ҫинчи картишӗнче сӑваплӑ ӗҫе шанчӑклӑ туса тӑраҫҫӗ. Вӗсене миллион-миллион «урӑх сурӑх» чунтан пулӑшса тӑрать (Иоанн 10:16). Ҫак икӗ ушкӑнӑн тӗрлӗ шанчӑк пулсан та, вӗсем пӗрле Иеговӑшӑн унӑн ура сакки умӗнче ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Анчах та пирӗнтен кашнин хӑйӗнчен ҫапла ыйтмалла: «Иегова хунӑ тӗрӗс пуҫҫапмалли йӗркене тытса тӑма пулӑшас тесе эпӗ пӗтӗм вӑя хуратӑп-и?»

ТУРРӐН СӐНАРЛӐ ХРАМӖНЧЕ КАМ УНШӐН ӖҪЛЕСЕ ТӐРАТЬ?

6, 7. Малтанхи христиансемпе мӗн пулнӑ тата 1914-мӗшпе 1919 ҫулсем хушшинче мӗн пулса иртнӗ?

6 Христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайнӑранпа ҫӗр ҫул та иртеймен, малтанах каласа хунӑ пек, чӑнлӑхран пӑрӑнса каясси пуҫланнӑ (Ап. ӗҫ. 20:28—30; 2 Фес. 2:3, 4). Ҫавӑнтанпа Турӑшӑн унӑн сӑнарлӑ храмӗнче кам ӗҫлесе тӑнине уйӑрса илме йывӑртарах та йывӑртарах пулса пынӑ. Темиҫе ӗмӗр иртсен ҫеҫ Иегова хӑй лартнӑ Патша, Иисус Христос, урлӑ ҫакна ӑнланмалла тунӑ.

7 1919 ҫул тӗлнелле Иегова кама ырлани тата унӑн сӑнарлӑ храмӗнче кам ӗҫлесе тӑни паллӑ пулса тӑнӑ. Ҫав христиансен сӑваплӑ ӗҫӗ Турра юрӑхлӑ пултӑр тесе вӗсене тасатнӑ (Ис. 4:2, 3; Мал. 3:1—4). Ҫавӑн чухне Павел апостола темиҫе ӗмӗр маларах кӑтартнӑ курӑну пурнӑҫланма пуҫланӑ.

8, 9. Павел курӑнура мӗнле «рай» курнӑ?

8 Павел курӑнӑвӗ ҫинчен 2 Коринф 12:1—4 каланӑ (вуласа пар). Павел курнӑ тӗлӗнмелле курӑну пирки «уҫса пани» тенӗ. Ҫакӑ апостол вӑхӑтӗнчипе мар, пуласлӑхри событисемпе ҫыхӑннӑ. Павела «виҫҫӗмӗш тӳпене ҫитиех илсе кайнӑ» чухне вӑл мӗнле рай курнӑ? Пӗрремӗшӗнчен, ҫакӑ ҫӗр ҫинчи пулас рая пӗлтерме пултарать (Лука 23:43). Иккӗмӗшӗнчен, ҫӗнӗ тӗнчери пӗр кӑлтӑксӑр сӑнарлӑ рая сӑнласа пама пултарать. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Павел курӑнӑвӗ пӗлӗтри «Туррӑн райӗнчи» чаплӑ лару-тӑрӑва та пӗлтерме пултарать (Ӳлӗм. 2:7).

9 Мӗншӗн Павел хӑй «унта этем каласа пама та пултарайман сӑмахсем илтнӗ» тенӗ? Ун чухне вӑл ҫав курӑнура мӗнле тӗлӗнмелле япаласем курни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех ӑнлантарса пама вӑхӑт ҫитмен пулнӑ-ха. Анчах та Иегова паян пире хӑйӗн халӑхӗн халӗ мӗнле пиллӗхсем пурри ҫинчен каласа пама ирӗк парать!

10. Мӗншӗн сӑнарлӑ райпа сӑнарлӑ храм пӗр япалах мар?

10 Эпир час-часах «сӑнарлӑ рай» тесе калатпӑр, анчах та мӗн-ши вӑл? Вӑл христиансене Турӑпа тата пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнма паракан хӑйне евӗрлӗ лару-тӑру. Ҫавӑнпа та сӑнарлӑ райпа сӑнарлӑ храм пӗр япаланах пӗлтермеҫҫӗ. Сӑнарлӑ храм вӑл — Иегова хунӑ пуҫҫапмалли йӗрке. Сӑнарлӑ рай вара пире Турӑ кама ырлать тата хальхи вӑхӑтра кам унӑн сӑнарлӑ храмӗнче ӗҫлесе тӑрать, ҫавсене уйӑрса илме пулӑшать (Мал. 3:18).

11. Хальхи вӑхӑтра эпир мӗнле чыса тивӗҫнӗ?

11 1919 ҫултан пуҫласа Иегова ҫитменлӗхлӗ ҫынсене ҫӗр ҫинче сӑнарлӑ рая аталантарас, ҫирӗплетес тата унӑн чиккисене сарас ӗҫре хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлеме май парать. Ҫакӑ пире чӑннипех хавхалантарать! Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫе тума эсир пулӑшатӑр-и? Ҫакӑ сире малашне те Иеговӑпа пӗрле ӗҫлесе унӑн «ура саккине» мухтава кӑларма хавхалантармасть-и?

ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИЙӖ ИЛЕМЛӖРЕХ ПУЛСА ПЫРАТЬ

12. Исаия 60:17-мӗшӗнчи сӑмахсем пурнӑҫланса пынине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

12 Исаия пророк Иегова организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗнче тӗлӗнмелле улшӑнусем пулса иртӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ. (Исаия 60:17 вуласа пар.) Ҫамрӑксем е чӑнлӑха нумаях пулмасть йышӑннӑ ҫынсем ҫав улшӑнусем ҫинчен вуланӑ кӑна е вӗсем ҫинчен ыттисенчен илтнӗ ҫеҫ. Анчах та ҫав улшӑнусене хӑйсен куҫӗсемпе курнӑ тӑвансем мӗн тери пысӑк чыса тивӗҫнӗ! Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем Иегова хӑй лартнӑ Патша урлӑ хӑйӗн организацине ертсе пыни пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ! Ҫав тӑвансен чуна ҫӗклекен калавӗсем пире Иеговӑна тата хытӑрах ӗненме, шанма пулӑшаҫҫӗ.

13. Псалом 47:13—15-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла?

13 Эпир чӑнлӑха кирек хӑҫан йышӑннӑ пулсан та, пирӗн ыттисене Иеговӑн организацийӗ ҫинчен каласа парсах тӑмалла. Ҫак йӗркесӗр, пӑсӑлса пӗтнӗ тата юрату ҫук тӗнчере сӑнарлӑ рай пурри — хальхи вӑхӑтри тӗлӗнмелле ӗҫ! Пирӗн «килес ӑрӑва» Туррӑн тӗлӗнмелле организацийӗ, е Сион, ҫинчен тата сӑнарлӑ рай ҫинчен каласа памалла. (Псалом 47:13—15 вуласа пар.)

14, 15. 1970 ҫулсенче мӗнле улшӑнусем пулса иртнӗ тата ҫакӑ организацине мӗнле усӑ панӑ?

14 Турӑшӑн нумай ҫул ӗҫлекенсем Иеговӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайне тата илемлӗрех тунӑ улшӑнусене хӑйсем куҫӗсемпе курнӑ. Вӗсем пухусенче старейшинӑсен совечӗ вырӑнне пухури пӗр ӗҫлекен пулнӑ, ҫӗршыври ӗҫ-хӗле филиал комитечӗ мар, филиалри ӗҫлекен пӑхса тӑнӑ, Турӑ халӑхӗн ӗҫӗ-хӗлне Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ мар, Хурал Башни Обществин президенчӗ йӗркелесе тӑнӑ вӑхӑта астӑваҫҫӗ. Турра парӑннӑ ҫав арҫын тӑвансен шанчӑклӑ пулӑшакансем пулнӑ пулин те, пухусенче, филиалсенче тата пӗтӗм тӗнчери тӗп управленинче тӑвакан йышӑнусемшӗн пӗр ҫын яваплӑ пулнӑ. 1970 ҫулсенче тунӑ улшӑнусене пула йышӑнусене уйрӑм арҫын тӑван мар, старейшинӑсен ушкӑнӗсем тума тытӑннӑ.

15 Ҫак улшӑнусем усӑ панӑ-и? Панӑ паллах. Ҫав улшӑнусене тӑвасса та Сӑваплӑ Ҫырура христиансен пухӑвӗ ҫинчен мӗн каланине тарӑнрах ӑнланса пынӑран тунӑ. Халӗ пухусенче йышӑнусене пӗр ҫын тумасть, ун вырӑнне старейшинӑсем, Турӑ панӑ «тивӗҫлӗ парнесем», пурте хӑйсен лайӑх енӗсемпе пултарулӑхне кӑтартса организацине усӑ парса тӑраҫҫӗ (Эф. 4:8, ҪХ; Ытар. 24:6).

Иегова ҫынсене пур ҫӗрте те хӑйсене кирлӗ канашсемпе пӗлӳ тупма пулӑшать (16, 17 абзацсене пӑхӑр.)

16, 17. Нумаях пулмасть тунӑ хӑш улшӑнусем уйрӑмах сирӗн кӑмӑла ҫӗклерӗҫ тата мӗншӗн?

16 Пирӗн публикацисенче нумаях пулмасть тунӑ улшӑнусем ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Хитре ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, хальхи йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтермелли ҫинчен калакан литературӑна сӑваплӑ ӗҫре ҫынсене сӗнме пире питӗ кӑмӑллӑ. Ҫавӑн пекех эпир ырӑ хыпар сарас тесе ҫӗнӗ технологисемпе мӗнле усӑ курни ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Сӑмахран, пирӗн официаллӑ сайта питӗ нумай ҫын пӑхма пултарать, ҫавна пула вӗсем хӑйсене чӑннипех мӗн кирлине илме пултараҫҫӗ. Ҫак улшӑнусенче пуринче те эпир Иегова ҫынсемпе питӗ интересленнине тата вӗсене хытӑ юратнине куратпӑр.

17 Пирӗн тӗлпулусемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пирки те асӑнмасӑр хӑварас килмест. Ҫакӑ пире ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма тата хамӑр тӗллӗн вӗренме пӗр каҫ уйӑрма май пачӗ. Район тата регион конгресӗсем пирки тунӑ улшӑнусемшӗн те эпир пархатарлӑ. Конгрессем ҫулсерен лайӑхланса пыраҫҫӗ тесе каланине час-часах илтме пулать! Унсӑр пуҫне пухури тӑвансене вӗрентмешкӗн тӗрлӗ теократи шкулӗ йӗркеленӗ. Ҫак улшӑнусенче пуринче те Иеговӑн алли уҫӑмлӑн курӑнса тӑрать. Ҫавна пула Туррӑн организацийӗ, ҫавӑн пекех хальхи сӑнарлӑ рай тата илемлӗрех пулса пырать!

СӐНАРЛӐ РАЯ ИЛЕМЛӖРЕХ ТУМА ЭПИР МӖНЛЕ ПУЛӐШАТПӐР

18, 19. Сӑнарлӑ рая тата илемлӗрех тӑвас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

18 Иегова пире кирлӗ ӗҫ шанса панӑ — сӑнарлӑ рая тата илемлӗрех тума хушнӑ. Ҫак ӗҫе хутшӑнасси — пирӗншӗн пысӑк чыс! Ҫакна эпир Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара хастарлӑ сарнипе тата вӗренекенсене хатӗрленипе тӑватпӑр. Эпир пулӑшнине пула кам та пулин хӑйне Иеговӑна халаллать пулсан, эпир сӑнарлӑ райӑн чиккисене сарма пулӑшатпӑр (Ис. 26:15; 54:2).

19 Христиансен мӗнле лайӑх енсем пулмалла, ҫав пахалӑхсене хамӑрта аталантарнипе те эпир сӑнарлӑ рая илемлӗрех тата ыттисемшӗн илӗртӳллӗрех тӑватпӑр. Час-часах эпир Библие пӗлни мар, хамӑра нравственность енчен таса тытни тата мирлӗ пулни ҫынсен кӑмӑлне пырса тивет. Шӑп ҫакӑ ӗнтӗ вӗсене чи малтан Туррӑн организацийӗ патне, унтан вара Иеговӑпа Иисус патне туртма пуҫлать.

Эсир сӑнарлӑ райӑн чиккисене сарас ӗҫе хутшӑнма пултаратӑр (18, 19 абзацсене пӑхӑр.)

20. Ытарӑшсем 14:35-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?

20 Иеговӑпа Иисус ҫак сӑнарлӑ рай ҫине пӑхса мӗн тери савӑнаҫҫӗ пуль! Ҫак сӑнарлӑ рая илемлӗрех тума тӑрӑшни пире халех пысӑк савӑнӑҫ парать. Ҫакӑ пире пӗтӗм ҫӗре рай тума пуҫланӑ чухне эпир мӗнле телейлӗ пулма пултарнине куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшать. Ытарӑшсем 14:35-мӗшӗнчи сӑмахсене пирӗн нихӑҫан та манмалла мар. Унта каланӑ: «Патша ӑслӑ-тӑнлӑ чурана кӑмӑллать». Сӑнарлӑ рая тата илемлӗрех тӑвас тесе вӑй хунӑ чухне айтӑр яланах ӑслӑ-тӑнлӑ пулма тӑрӑшар!